Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекордла ӗҫлени пирки асӑннӑччӗ — уйӑх хушшинче 21,6 пин куҫару кӗртнӗччӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html
Анчах акӑ эпӗ хамӑр вӑхӑт патнелле ҫитрӗм, ҫурҫӗр проблеми ҫарӗҫ пурнӑҫӗнче мӗнле усӑ кӳнине кӗскен ҫеҫ каларӑм, Ҫурҫӗр флотне тума пуҫланӑ ҫӗрте Сталин епле ӗҫлени ҫинчен чарӑнса тӑтӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑш чухне, хытах мар пӑшал сасси хыҫҫӑн, бутылка ванса саланнӑ сасӑ тата машина механизмӗ ӗҫлени илтӗнет.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Апат тунӑ чух эпӗ Иван Иваныч доктор Ҫурҫӗр флотӗнче епле паттӑррӑн ӗҫлени ҫинчен сӑмах тухса каларӑм, ҫавӑн хыҫҫӑн эпир лесозавода кайрӑмӑр, унтан ҫӗнӗ поликлиникӑна, тата таҫта-таҫта ҫитрӗмӗр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пароход ураписем васкаса ӗҫлени илтӗнет.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петяшӑн хресченсен пурнӑҫӗ, вӗсем мӗнле ӗҫлени ӗмӗрлӗхех асра юлнӑ: ҫӗнӗ улӑм ҫуталса выртни, пӳртӗн кай енне шурӑ тӑмпа шуратнӑ стена ҫумӗнчи ситца татӑкӗсенчен ҫӗленӗ пуканесем, типӗтсе хунӑ «таракуци» текен вылямалли вӗтӗ кавӑнсем.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак чухӑн хресчен йӗтемӗнче ӗҫлени Петяшӑн, вӑл пуян помещик экономинче нумайӑн та шавлӑн кӗрлесе авӑн ҫапнине курса хӑнӑхнӑ хыҫҫӑн, урӑхларах туйӑннӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл укрепленисем тунӑ ҫӗрте мӗнле ӗҫлени ҫинчен тата Мускава ҫитме епле хӗн пулни ҫинчен каласа пачӗ.Он рассказал, как они работали на укреплениях, а потом с трудом добрались до Москвы.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан вара вӑл епле ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫулхине Мускав комсомол комитечӗ ҫумӗнчи ҫамрӑк натуралистсен бюровӗнче ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ, пӗррехинче тата вӑл Саньӑна Кӗмӗл хырлӑха экскурсине кайса курма ҫавӑрнӑ иккен, Саня унта мӗн лайӑххи пуррине тем пек ун урлӑ ӑнкарасшӑн пулчӗ, терӗ; унтан вара вӑл сасартӑк кӗнекесенчен илнӗ сыпӑксемпе калаҫа пуҫларӗ, унӑн чаплӑ ӑсне курса пурсӑмӑр та шалтах тӗлӗнсе кайрӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пуринчен ытла вӑл Исидор митрополит патӗнче секретарьте ӗҫлени ҫинчен нумай калать.В особенности он напирал на свою службу в качестве секретаря у митрополита Исидора, —
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав экспедици пит аслӑ та историллӗ экспедици, терӗ вӑл, «унта пурте лайӑх пултӑр» тесе хӑй питӗ нумай ӗҫлени ҫинчен каларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку вӑл Мускавра метро тума пуҫланӑ ҫулхине пулса иртнӗ, лайӑх пӗлсе тӑнӑ вырӑнсенчех урам урлӑ хӳмесем пӳле-пӳле хунӑччӗ, ҫав хӳмесен хӗррипе ура айӗнче авӑнса тӑракан хӑмасем тӑрӑх утмалла пулчӗ пирӗн, унтан вара каялла ҫаврӑнмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен хӳме шӑпах пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ҫитсен хупӑнать, пӗтет, унччен пӗр кун малтан ҫеҫ ҫав шӑтӑк ҫукчӗ-ха, халӗ унта ҫын сасси те, ҫӗр айӗнче ӗҫлени те кӗрлесе кӑна тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Итлесех кайрӑм пулас эпӗ Валя мана мӗн каланине, мӗншӗн тесен вӑл мана темиҫе хутчен те Кораблев педагогика енӗпе ӗҫлени ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ майпа юбилей пулать, терӗ, юбилейне шкулта ирттереҫҫӗ, терӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫавнашкал ӑнӑҫуллӑ ӗҫлени ҫинчен каллех сас-чӗв сарӑлчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кун хыҫҫӑн вал хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен, искусство ҫинчен, манпа кинора хӑй мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ.Говорил он затем о своей работе, об искусстве, о том, как работал со мной в кино.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Расщепей манпа мӗнле ӗҫлени ҫинчен, ӑна хирӗҫ тӑма Причалин мана хӗтӗртни ҫинчен — пурин ҫинчен те каласа кӑтартӑп унта.Там я расскажу, как работал со мной Расщепей, как хотел восстановить меня против него Причалин.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунӗпех тенӗ пек ӗҫлени мана хытӑ ывӑнтарать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унччен те пулмарӗ, моторсем калама ҫук вӑйлан ӗҫлени илтӗнчӗ те, темӗн пысӑкӑш икӗ мӗлке, сывлӑша чӗтрентерсе, тӗлӗнмелле шатӑртатса вӗсен пуҫӗсем ҫинченех иртсе кайрӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Оля хӑйсем, пиншер доброволецсем, кӗреҫесемпе, киркасемпе, тачкӑсемпе ҫеҫен хирте ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлени, ҫӗр алтса ҫӗклени, бетонласа укрепленисем туни ҫинчен ҫырнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950