Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:15

Пуплевӗш: 146; Сӑмах: 1510

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Театрта

Мускаври драма театрӗ! Гриша Фабер каланӑ тӑрӑх, ку ӗнтӗ чӑн-чӑн пысӑк театр пулмалла пек, актерӗсем унта пурте чаплӑ шурӑ гетрсемпе ҫӳреҫҫӗ, калаҫасса та шавлӑ та лайӑх калаҫаҫҫӗ. МХАТ-ри пек имӗш. Анчах вӑл Сретенка урамӗнчи пӗр темӗнле тӑкӑрлӑкри пӗчӗк театр кӑна иккен.

Алӑк умӗнчи ҫутӑ витринӑра кӑтартнӑ тӑрах, «Кашкӑр сукмакӗ» ятлӑ спектакль пырать, актерсен списокӗнче эпир ҫавӑнтах Гришӑна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл доктор рольне вылять! Рольне вара темшӗн чи хыҫалта кӑтартнӑ.

Гриша пире вестибюльте кӗтсе илчӗ, яланхи пекех чипер курӑнать вӑл, ҫавӑнтах пире хӑй тумланакан пӳлӗмне ертсе кӗчӗ.

— Иккӗмӗш акт пуҫлансан, чӗнсе кӗртӗп-ха эп ӑна, — терӗ вӑл Кораблева такам пирки.

Кама вӑл «ӑна» тет? Эп Кораблев ҫине пӑхса илтӗм те, анчах вӑл ҫав самантра хӑйӗн вӑрӑм мӑштукне пирус тиретчӗ, эп пӑхнине те курмӑш пулчӗ.

Гришӑн тумланмалли пӳлӗмӗнче тата виҫӗ артист пур, вӗсем те хӑйсене ют ҫӗрте мар пек тыткалаҫҫӗ. Анчах Гриша пире ларма сӗннӗ вӑхӑтра вӗсем, хӑнасене хисеп туса тухса кайрӗҫ. Вӗсем тухса кайсан, Гриша: кунта пӗр хӑй ҫеҫ пулманшӑн айӑп ан тӑвӑр, терӗ.

— Хам тумланакан пӳлӗме юсаҫҫӗ-ха, — терӗ вӑл.

Эпир хамӑр шкулти театр ҫинчен асилсе калаҫрӑмӑр, «Сехет ҫитрӗ» ятлӑ трагедие асӑнтӑмӑр, Гриша ҫав трагедире еврей усрав ачине вылятчӗ, ҫав роле вӑл, ман шутпа, питӗ чаплӑ вылятчӗ, терӗм эпӗ. Гриша кулса ячӗ те, ҫавӑнтах унан мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫухалчӗ.

— Ӑнкарса илейместӗп-ха эпӗ, Санька, эс ун чухне пит ӑста ӳкереттӗнччӗ-ҫке, — терӗ вӑл. — Мӗншӗн вара сасартӑк пӗлӗт ҫинелле вӗҫе пуҫларӑн-ха? Ҫӳре пирӗн театра, мӗн шуйттанне унта! Эпир санран художник тӑвӑпӑр. Мӗн, начар пулӗ тетӗн-и?

Эпӗ килӗшме сӑмах патӑм. Унтан Гриша тепӗр хутчен те: «Айӑп ан тӑвӑр», терӗ. Ӑна гримёр кӗтет иккен — вӑл тухса кайрӗ. Эпир иксӗмӗр кӑна юлтӑмӑр.

— Иван Павлыч, хисеплӗ ҫыннӑм, каласа парӑр-ха мана тӳррипе, мӗнле ӗҫ пырать кунта? Мӗншӗн эсир мана кунта илсе килтӗр? Кам вӑл «ҫавӑ» текенни? Кампа паллаштарасшӑн-ха эсир мана?

— Эсӗ вара хӑвна айван тытмӑн-и?

— Иван Павлыч!

— Пӗр хутчен айван пултӑн ӗнтӗ эсӗ, — терӗ Кораблев. — Иккӗ те-ха. Пӗрремӗшӗ вӑл, малтанах ман пата кӗрсе тухмарӑн. Иккӗмӗшӗ, эсӗ Катьӑна: «Ӗҫ мӗнле пынине сана пӗлтерсех тӑрӑп», тенӗ!

— Эпӗ нимӗн те пӗлмен-ҫке, Иван Павлыч! Эсир вӗт ман пата кӗрсе тух, тесе ҫеҫ ҫырнӑ, вӑл ҫаплах ытла кирлине пӗлмен-ҫке эпӗ. Эсир калӑр-ха мана, кунта эпир кама кӗтетпер? Мӗнлескер ҫав ҫын, мӗншӗн эсир ӑна мана кӑтартасшӑнах тӑрӑшатӑр?

— Юрӗ эппин, — терӗ Кораблев. — Анчах калаҫса каварланнӑ пултӑр: пӗр сӑмах хушмасӑр, шӑпӑрт лармалла. Вӑл — фон-Вышимирский.

Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир Мускаври драма театрӗнче Гриша тумланакан пӳлӗмре ларнине. Анчах ҫав самантра мана тумланмалли пӳлӗмре мар пек, сцена ҫинчи пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен Иван Павлыч хӑй сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, лутра алӑк уҫӑлчӗ те, алӑкӑн ҫиелти хушӑкӗнчен тивес мар тесе пӗшкӗнсе фон-Вышимирский кӗчӗ.

Вӑл ҫут тӗнчере халӗ те пурӑнасса эп ним чухлӗ те тӗлленменччӗ пулин те, вӑл иккенне эпӗ ҫинчех тавҫӑрса илтӗм. Фон-Вышимирский ҫинчен мана темшӗн Николай Антоныч ман айӑпӑм хӑй ҫине ан ӳктӗр, тесе шухӑшласа кӑларнӑ пек туйӑнатчӗ. Темле хушамат пек кӑна асӑмра тӑратчӗ-ха, халь акӑ вӑл тӳрре те килчӗ иккен, ҫак пӗкӗрӗлсе кӗнӗ сар мӑйӑхлӑ типшӗм старик ман умра акӑ тӑра парать. Халь, паллах ӗнтӗ, вӑл ахаль Вышимирский кӑна, нимӗнле «фонӗ» те ҫук. Ҫине вӑл йӑлтӑр ҫутӑ тӳмеллӗ формӑллӑ куртка тӑхӑннӑ — гардеробщик! Пуҫӗнче кӑвак ҫӳҫ пайӑрки хутланса тӑрать, янахӗ айӗнче тахҫан хулӑн ӳт пулнӑ пӗркеленчӗк ҫакӑнса тӑрать.

Кораблев сывлӑх сунчӗ, Вышимирский ӑна хирӗҫ ырӑ кӑмӑллӑ та ҫӑмӑллӑн аллине тӑсрӗ.

— Акӑ кам кӗтет иккен мана — Кораблев юлташ, — терӗ вӑл, — пӗччен кӑна та мар иккен-ха, ывӑлӗпех. Ывӑлу-и? — ыйтрӗ вӑл калаҫма чарӑнмасӑрах, вара хӑвӑрттӑн ман ҫине те, Кораблев ҫине те пӑхса илчӗ те, унтан тепӗр хут та ман ҫине те, Кораблев ҫине те пӑхса тӑчӗ.

— Ҫук, ку ман ывӑл мар, тахҫан хам вӗрентнӗ ҫын. Халӗ вӑл летчик, сирӗнпе паллашасшӑн.

— Летчик манпа паллашасшӑн, тетӗр эсир, — кӑмӑллах мар кулкаларӗ Вышимирский. — Летчик мӗншӗн интереслентӗр-ха манпа?

— Сире паллас тенӗ сӑлтавӗ акӑ хӑш енчен килет, — терӗ Кораблев. — Вӑл вӗт Татаринов капитан экопедицийӗн историне ҫырать. Эсир, хай, паллах ӗнтӗ, ҫав экспедиципе питех те сахал мар ӗҫленӗ.

Апла калани Вышимирскине килӗшсех те каймарӗ пулас. Вӑл каллех ман ҫине хӑвӑрт кӑна пӑхса илчӗ те, унӑн шывланнӑ ватӑ куҫӗнче темӗн вӗлтлетнӗ пек пулчӗ — хӑраниччӗ-ши, шанманниччӗ-ши? Пӗлеймерӗм.

Кунта вара каҫӑрӑларах тӑчӗ те пуҫларӗ хайхискер шапӑлтатма. Иван Павлыча вӑл ҫине-ҫине «Кораблев юлташ» тесе асӑнчӗ, чӑтма ҫук мухтанма тытӑнчӗ. Ҫав экспедици пит аслӑ та историллӗ экспедици, терӗ вӑл, «унта пурте лайӑх пултӑр» тесе хӑй питӗ нумай ӗҫлени ҫинчен каларӗ. Ҫав хушӑра хӑй лара-тӑра пӗлмерӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана каларӗ, сулахай енчи мӑйӑхне аялалла пӗтӗрсе усасшӑн тӑрӑшрӗ, тем те хӑтланчӗ ӗнтӗ.

— Анчах вӑл тахҫанах пулнӑ-ҫке-ха, — терӗ вара, тинех тӗлӗннӗ пек пулса.

— Ытла тахҫанах та мар та-ха, — пӳлчӗ ӑна Кораблев. — Революци умӗн ҫеҫ.

— Тӗрӗс, революци умӗн ҫеҫ. Ун чухне эпӗ инвалидсен эртелӗнче ӗҫлемен. Анчах ман хальхи ӗҫӗм вӑхӑтлӑ-ха ҫеҫ-ха, мӗншӗн тесен эпӗ чылай пархатарлӑ ӗҫсем тӑва-тӑва кӑтартнӑ. Ун чухне эпир нумай ӗҫлеттӗмӗр. Пысӑк ӗҫсемччӗ вӗсем.

Унӑн мӗнле ӗҫсем иккенне питех те ыйтса пӗлесшӗнччӗ эпӗ, анчах Кораблев ман ҫине нимӗнле пӗлтермен куҫпа пӗр тикӗссӗн пӑхса илчӗ те эпӗ, унпа кунӑҫса, ҫӑварӑма хупрӑм.

— Николай Иваныч, тахҫан эсир мана ҫав экспедици пирки каласа панӑччӗ ҫапла, — терӗ вӑл. — Сирӗн темле хутсемпе ҫырусем те сыхланса юлнӑ, теттӗрччӗ-ха эсир. Эпӗ сиртен ҫакна ыйтасшӑн акӑ, ҫак ҫамрӑк ҫынна, ӑна эсир Саня тесех чӗнме пултаратӑр, хӑвӑр калавӑра каласа параймӑр-ши. Хӑвӑр патӑра хӑҫан пыма юрать, кунне, сехетне каласа парӑр та адресӑра ӑна хӑварӑсӑрччӗ.

— Тархасшӑн! Хӗпӗртесех кӗтнӗ пулӑттӑм! Эпӗ сире хам пата пыма чӗнетӗп, хваттерӗм кӑмӑллах пулмӗ те, айӑп тумӑсӑрччӗ ӗнтӗ. Ӗлӗк ман хваттерте вунпӗр пӳлӗмччӗ, ӑна эпӗ пытарса-туса тӑмастӑп, анкетӑсенче те ҫаплах ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ халӑха нумай усӑ кӳнӗ. Уншӑн эпӗ хамах уйрӑм пенси илмешкӗн те ӗҫ ҫӳрететӗп, параҫҫех мана ӑна, мӗншӗн тесен пархатарлӑхӑм пысӑк пулнӑ манӑн. Экспедици вӑл — тинӗсри тумлам ҫеҫ! Эпӗ Атӑл урлӑ кӗпер хывса тутарнӑ.

Вӑл каллех шапӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ. Хӑйӗн кӑвак ҫӳҫ пайӑрки шӳрешкеленсе тӑнипе вӑл инкек те хӗн курнӑ ватӑ кайӑк евӗрлех.

Унтан Гриша пӳлӗмӗнчи лампочка пӗр самантлӑха сӳнсе илчӗ, — акт иртрӗ те! — вара ҫак иртнӗ ӗмӗрти мӗлке мӗнле сарӑмсӑр килсе кӗнӗ пекех куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ.

Пирӗн пӗтем калаҫу та пилӗк минутран ытла тӑсӑлмарӗ, анчах вӑл мана питӗ нумая пынӑ пек туйӑнчӗ, тӗлӗкре те хӑш чух ҫавӑн пек пулкалать-ҫке. Кораблев ман ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ, — ытла айван курӑнтӑм пуль ҫав эпӗ.

— Иван Павлыч!

— Мӗн, чунӑм?

— Ку вӑл-и?

— Вӑл.

— Пулма пултарать-и ку?

— Пулма пултарать.

— Шӑп хӑех-и?

— Шӑп хӑех.

— Мӗн каласа пачӗ вӑл сире? Паллать-и вӑл Николай Антоныча? Вӑл пулкалать-и вӗсен патӗнче?

— Ҫук ҫав, — терӗ Кораблев. — Пулмасть ҫав вӗсен патӗнче.

— Мӗншӗн?

— Мӗншӗн тесен вӑл Николай Антоныча кураймасть.

— Мӗн пирки?

— Тӗрлӗ киревсӗр ӗҫсем пирки.

— Мӗнех каласа пачӗ вӑл сире? Фон-Вышимирскине шанса панӑ теекен документ ӑҫтан тупӑннӑ эппин, — астӑватӑр-и, эсир мана ун ҫинчен каланӑччӗ-ха.

— Э-э! Ҫавӑн пирки сӑмах пырать те! — терӗ Кораблев — Шантаракан документ! Ҫав шантаракан документ ҫинчен эп ыйтса пӗлсен, чӗтресе ӳкрӗ.

— Иван Павлыч, тархаслатӑп сире, йӗркипе каласа параймӑр-и мана ҫакӑн ҫинчен? Эсир лайӑх тетӗр-и вара, Вышимирский пырасси ҫинчен чи юлашки самантра ҫеҫ пӗлтертӗр те? Эпӗ аптрасах ӳкрӗм вӗт, вӑл мана каплипе анкӑ-минкӗ ҫын вырӑнне хума пултарӗ.

— Мӗн калаҫатӑн, вӑл сана юратсах пӑрахрӗ, — терӗ Кораблев, пӗр кулмасӑр-тумасӑр. — Унӑн ҫитӗннӗ хӗрӗ пур, пур каччӑсем ҫине те вӑл пӗр шухӑшпа ҫеҫ пӑхать: хӗрне ҫураҫма юрӑхлӑ каччӑ-и, юрӑхсӑр-и, тесе пӑхать. Эс мӗн тесен те пур енчен те юрӑхлӑ: ҫамрӑк, чипер сӑнарлӑ, летчик.

— Иван Павлыч, — терӗм эп, ӳпкелешсе, — эпӗ сире, чӑн калатӑп, паллаймастӑп акӑ. Эсир калама ҫук улшӑннӑ. Ҫак ӗҫ маншӑн епле кирлине пӗле-тӑркачӑ эсир манран кулатӑр.

— Юрӗ ӗнтӗ, ан ҫилен, пӗтӗмпех каласа парӑп, — терӗ Кораблев. — Халлӗхе тарар-ха кунтан хӑвӑртрах, унсӑрӑн Гриша куҫ тӗлне пулсан, Мускаври драма театрӗнче пьеса курма лартӗ те тата…

Анчах тарса пулмарӗ пирӗн. Лампочка тепӗр хут мӗлтлетсе илчӗ те, Гриша васкасах пирӗн пата пырса кӗчӗ. Тӑнлавӗсем айӗн унӑн хӗрлӗ бакенбардӑсем анатчӗҫ, шурӑ сӑмси вӑрӑмччӗ, доктор майлӑ та мар ӗнтӗ, циркри хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫын евӗрлӗ, сӑнарӗ те ырӑ кӑмӑллӑ. Эпир ӑна Иван Павловичпа паллаймарӑмӑр та, ҫитменнине тата хамӑр юлашкинчен калани: «Драма театрӗнче пьеса курма лартӗ тата», тенӗ сӑмахсем ун хӑлхине кӗчӗҫех ӗнтӗ. Анчах Гриша ҫав сӑмахсемшӗн йывӑра илмерӗ пулмалла, кӗрсе курасшӑн-ха кусем эпӗ епле доктор рольне вылянине, тесе шухӑшларӗ пулас вӑл.

— Мӗн калаҫасси пур, эпӗ сире халех вырнаҫтарӑп, — терӗ вӑл.

Кайнӑ чухне пире вӑл артистсен темле шалти ҫулӗсемпе ертсе кайрӗ, пынӑ чухнех эпӗ, мӗншӗн унӑн гримӗ докторӑнни пек мар тесе ыйтрӑм та, вӑл мӑнкӑмӑллӑн:
— Ӑна ҫавӑн пек шухӑшласа тунӑ, — тесе тавӑрчӗ.

Хирӗҫ пулмарӑм вара эпӗ.

Иван Павлыч Гриша пултарулӑхне мухтасах каймастчӗ пулас. Анчах мана вара Гриша питӗ килӗшрӗ, таланчӗ пурах теттӗм эпӗ ун пирки. Ку пьесӑра унӑн ролӗ пысӑках марччӗ, ҫапах та вӑл, ман шутпа, ӑна пит аван ирттерчӗ. Чирлӗ ҫын патӗнчен тухсан, вӑл авансцена ҫинче пайтахчен шухӑша кайса тӑчӗ, куракансем унӑн калас сӑмахӗ пирки шухӑшласа тӑччӑр, терӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫакӑ ҫеҫ япӑхрах тухрӗ: вӑл каламалли сӑмахсем унӑн килӗшӳллӗ те мӑнаҫлӑ сӑнарӗпе майлашӑнсах тӑмарӗҫ ҫав. Рецепт ҫырса панӑ чух темӗн пирки вара вӑл питӗ шухӑшласа тӑчӗ, укҫине илнӗ чух, шӑпах ӗнтӗ чӑн-чӑн доктор пекех, аллипе именчӗклӗн хускалчӗ. Калаҫасса майӗперех калаҫсан лайӑхрах та тухнӑ пулӗччӗ. Ҫапах та вӑл хӑй рольне питӗ лайӑх ирттерчӗ, эпӗ вара Иван Павлыча пӗр кулмасӑрах: вӑл лайӑх артист пуласса ӗмӗтлентерет, терӗм.

Вӑл, укҫа илсен, утнӑ май, пукан ҫине пырса такӑнчӗ те тухрӗ, — ку та ҫавӑн майлӑ пулмалла пек туйӑнчӗ пире, вара эпир Иван Павлычпа сцена ҫине урӑх пӑхмарӑмӑр.

Манӑн пӗрмаях Вышимирский ҫинчен калаҫассӑм килчӗ, анчах ҫӑвар уҫсанах, ложӑра ларакансем канӑҫсӑрланма тытӑнчӗҫ те, эп вара:
— Ӑна епле тупрӑр эсир? — тесе ҫеҫ ыйтрӑм.

— Тупасса темӗн мар, — терӗ Иван Павлыч, — ун ывӑлӗ пирен шкулта вӗренет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех