Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.09.05 10:47

Пуплевӗш: 195; Сӑмах: 1920

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ан ҫиленӗр, сударь: хам тивӗҫлӗхӗмпе сире
Манӑн халех тӗрмене ӑсатмалла.

— Юрӗ, юрӗ, хатӗр; анчах шанатӑп,
Малтан ӗҫӗм ҫинчен калама
Ирӗк паратӑр пулӗ, тетӗп.

Княжнин.

Савнӑ хӗре ҫапла ӑнсӑртран тӗл пултӑм эпӗ. Ирпеле ҫеҫ ун пирки кулянса, ҫав тери асапланса пӗтнӗскер, халӗ ӗнтӗ эпӗ хама хам та ӗненми пулса тӑтӑм: мӗн пулни-иртни тӗлӗкри пек ҫеҫ туйӑнать. Марья Ивановна шухӑша кайса, пӗрре ман ҫине, тепре ҫул ҫине пӑхса пырать. Хӑй тӳсни-курни хыҫҫӑн вӑл халӗ те лӑпланса ҫитеймен курӑнать. Эпир шӑпӑртах. Чӗресем пирӗн ытла та ывӑнса ҫитнӗ. Ҫапла пӗр-икӗ сехет кайнӑ пулӗ-и, сисмен те, Пугачев аллинчи кӳршӗ крепӑҫе пырса кӗнӗ. Кунта эпир урӑх лашасем кӳлтертӗмӗр. Пугачев коменданта лартнӑ пысӑк сухаллӑ казак хыпӑнса ӳксе пире юрама тӑрӑшнинчен, лашасене хӑвӑрт кӳлнинчен тата хамӑра илсе килнӗ ямшӑк пакӑлтатма юратнине пула, мана кунта патша ҫумӗнчи временщик вырӑнне хунине сисрӗм эпӗ.

Эпир малалла кайрӑмӑр. Тӗттӗмлене пуҫларӗ. Сухаллӑ комендант каланӑ тӑрӑх, самозванецпа пӗрлешме кайма тухнӑ вӑйлӑ отряд тӑракан пӗчӗк хула патне ҫывхарса пыратпӑр эпир. Акӑ пире хуралҫӑсем чарчӗҫ. «Кам килет?» — тенине хирӗҫ ямшӑк хытӑ сасӑпа: «Патша кумӗ хӑйӗн хозяйкипе», — тесе кӑшкӑрчӗ. Сасартӑк, хыттӑн темӗн те пӗр каласа, пире гусарсем хупӑрласа илчӗҫ. «Тух, эсрелӗ кумӗ!» — терӗ мана вӑрӑм уссилӗ вахмиcтр. «Каярахпа сана, хӑвӑн хозяюшкупа пӗрлех, акӑ мунча пулӗ!»

Эпӗ кибиткӑран тухрӑм та мана хӑйсен начальникӗ патне илсе кайма ыйтрӑм. Офицере курсан, салтаксем вӑрҫма-ятлаҫма пӑрахрӗҫ. Вахмистр мана майор патне илсе кайрӗ. Савельич манран юлмасть, хӑй ӑссӗн: «Акӑ сана патша кумийӗ! Вутран тухса — ҫулӑм ӑшне — тенӗ пек пулчӗ ку… Ах, ҫырлахах тур! мӗнпе пӗтӗ-ши ку ӗҫ!» — текелет. Кибитка та майӗпен пирӗн хыҫранах шуса пырать.

Пилӗк минутран эпир ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса ларакан пӗчӗк пӳрт патне ҫитрӗмӗр. Вахмистр мана хурал аллине хӑварчӗ те ман ҫинчен пӗлтерме кӗрсе кайрӗ. Вӑл часах каялла тухса, его высокоблагородин халь йышӑнма вӑхӑчӗ ҫуккине, мана тӗрмене кайса хупма хушнине тата майрана хӑй патне илсе пыма хушни ҫинчен каласа пачӗ.

— Мӗне пӗлтерет ку? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ урнӑ пек. — Е вӑл ухмаха ернӗ-и мӗн?

— Пӗлме пултараймастӑп, ваше благородие, — терӗ вахмистр — Анчах та его высокоблагородие ваше благородине тӗрмене ӑсатма каларӗ, тата её благородине его высокоблагородие патне илсе пыма хушрӗ, ваше благородие!

Эпӗ крыльцоналла ывтӑнтӑм. Хурала тӑратнисем мана чарма шутламарӗҫ, вара эпӗ пӳлӗме, гусар офицерӗсем пӗр улттӑн укҫалла картла выляса ларнӑ ҫӗре, чупса кӗтӗм, Майор карт валеҫет. Эпӗ ун ҫине пӑхсан, калама ҫук тӗлӗнсе, вӑл ӗлӗк Чӗмпӗр трактирӗнче манран укҫа выляса илнӗ Иван Иваноч Зурин иккенне палласа илтӗм.

— Епле майпа ку? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Иван Иваныч! Эсӗ-и?

— Ба, ба, ба, Петр Андреич! Епле лекрӗн кунта? Ӑҫтан эсӗ? Сывӑ-и, тӑванӑм. Карт парас мар-и?

— Тавтапуҫ. Эсӗ мана акӑ хваттер пама кала-ха.

— Мӗнле хваттер сана? Ман патӑмра пулатӑн.

— Пултараймастӑп: эпӗ пӗччен мар.

— Апла пулсан, юлташна та илсе кил кунта.

— Юлташпа мар, эпӗ… хӗрарӑмпа…

— Хӗрарӑмпа! Ӑҫтан тупрӑн-ха тата ӑна? Эк кей эсӗ, тӑванӑм! (Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Зурин куҫне хӗссе, тӑрӑхланӑ пек темле кӗвӗлетсе шӑхӑрса илчӗ те, ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ калама ҫук иментӗм).

— Ну, — терӗ те Зурин, малалла калама пуҫларӗ, — юрӗ, тейӗпӗр, апла пулсан. Сана валли хваттер пулать. Анчах, шел… Ӗлӗкхи пек пӗрре хӑналанӑттӑмӑрччӗ те… Эй! ачи! Мӗн-ма халичченех тата Пугачев куммӑшне кунта илсе килмеҫҫӗ-ха? Е вӑл чӑхӑмласа тӑрать-и? Калӑр ӑна, ан хӑратӑр вӑл: барин, тейӗр, пит те аванни, нихӑш енчен те усал тӑвас ҫук, тейӗр, тата лайӑхрах ӗнсерен пама ан манӑр!

— Мӗн ҫакӑ эсӗ? — терӗм эпӗ Зурина. — Мӗнле Пугачев кумӑшӗ? Вӗлернӗ Миронов капитанӑн хӗрӗ вӗт вӑл. Эпӗ ӑна, тыткӑнран ҫӑлса тухрӑм та халӗ аттесен килне пурӑнма ӑсататӑп.

— Мӗнле-ха вӑл? Апла мана халӗ ҫеҫ сан ҫинчен килсе пӗлтерчӗҫ-и? Ҫырлахсам. Мӗне пӗлтерет-ха ку?

— Кайран пӗтӗмпех каласа парӑп. Халӗ тархасшӑн мӗскӗн хӗре, хӑвӑн гусарусем хӑратса пӗтернӗскере, лӑпланма пар.

Зурин часах распоряженисем пачӗ. Кун пек ӑнсӑртран йӑнӑш пулнӑшӑн каҫару ыйтса, Марья Ивановна умне урама хӑй тухрӗ те, вахмистрне ӑна валли хулара чи лайӑх хваттер тупса пама хушрӗ. Эпӗ хӑй патӗнче ҫывӑрма юлтӑм.

Каҫхи апат ҫирӗмӗр те, пӳлӗме Зуринпа иксӗмӗр ҫеҫ юлсан, ӑна эпӗ хам епле ҫӳренисене каласа патӑм. Вӑл мана пит те тимлӗн тӑнласа ларчӗ. Эпӗ каласа пӗтерсен, вӑл пуҫне пӑркаласа илчӗ те ҫапла каларӗ: «Ку ӗнтӗ, шӑллӑм, пӗтӗмпех аван; пӗр япала ҫеҫ лайах мар: мӗн мурӗшӗн авланатӑн ҫак эсӗ? Эпӗ — тӳрӗ ӗҫлекен офицер, пачах улталасшӑн пулас ҫук; ӗнен эсӗ мана: авланни вӑл аташни ҫеҫ. Ну, кала-ха ӗнтӗ, санӑн арӑмпа, ача-пӑчасемпе аппаланмалла-и? Ӑҫтан май килет вӑл? Эй, сурсам эсӗ ку ӗҫ ҫине. Итле мана: уйрӑл эсӗ капитан хӗрӗнчен, Чӗмпӗр ҫулне эпӗ тасатнӑ, нимӗн хӑрамалли те ҫук. Ыранах эсӗ ӑна хӑйне кӑна аҫу-аннӳ патне кӑларса яр та ман патра отрядра юл. Оренбурга таврӑнма санӑн нимен ӗҫ те ҫук. Каллех пӑлхавҫӑсем аллине лекетӗн те, урӑх вӗҫернеетӗн те-и вара вӗсенчен. Эпӗ каланӑ пек тусассӑн, юрату ухмахлӑхӗ хӑех иртсе кайӗ те, пурте йӗркеллӗ пулӗ…»

Вӑл каланисемпе килӗшмех пултараймарӑм эпӗ, ҫапах та чыслӑх парӑмӗ мана императрица ҫарӗнче пулма кирлине хытах туйтарчӗ. Зурин каланӑ пек тума килӗшрӗм. Марья Ивановнӑна яла яма, хам отрядра юлма пултӑм.

Савельич мана тумсене хывма, тирпейлеме пычӗ. Эпӗ ӑна ыранах Марья Ивановнӑпа ҫула тухса каймашкӑн хатӗр тӑма хушрӑм. Малтанах вӑл хирӗҫсе тӑчӗ.

— Мӗн ҫак эсӗ, сударь? Епле эпӗ санран уйӑрӑлса, сана пӑрахса хӑварам? Сана пӑхакан, тирпейлекен кам пулӗ? Аҫу-аннӳ тата мӗн калӗ? — теме тытӑнчӗ.

Савельичӑм манӑн хӑй тӑвас тенине ҫав тери ҫине тӑрса тума юратнине, тӳрккессине лайӑх пӗлсе тӑнипе, эпӗ ӑна ачашшӑн, пӗтӗм кӑмӑлӑмпа каласа ӳкӗте кӗртме шухӑшларӑм.

— Хаклӑ тусӑм эсӗ манӑн, Архип Савельич! — тесе пуҫларӑм эпӗ сӑмахӑма. — Ыйтнине тӑвах, маншӑн ырӑ ҫеҫ тӑватӑн. Кунта мана пӑхакан, тирпейлекен кирлех пулас ҫук. Марья Ивановна акӑ ҫула сансӑрах тухса кайсассӑн, эпӗ лӑпланма пултараймӑп. Ӑна пӑхни — мана пӑхнипех вӑл, мӗншӗн тесессӗн, эпӗ ӑна ҫак пурнӑҫ майланса ҫитсенех качча илесси ҫинчен татӑклӑнах шухӑшласа хунӑ, — терӗм.

Савельич, калама ҫук тӗлӗнсе, аллисене сулса илчӗ.

— Авланма! — терӗ вӑл. — Ача авланма шухӑшлать. Аҫу мӗн калӗ, мӗн тейӗ тата аннӳ?

— Килӗшӗҫ, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ, — Марья Ивановнӑна пӗлсе ҫитсессӗн, чӑн та килӗшӗҫ. Эпӗ ӑна акӑ сан ҫине те шанатӑп. Аттепе анне сана ӗненеҫҫӗ, эсӗ пирӗн хута кӗрекенни пулӑн, ҫапла мар-и? — терӗм.

Старик кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

— Ох, батюшка, Петр Андреич! Ытла ҫамрӑкла авланма шут тытнӑ эсӗ, анчах та Марья Ивановна ҫавтери ырӑ кӑмӑллӑ хӗр, тата кун пек килсе тухнӑ майпа усӑ курмасан та ҫылӑх ҫав. Эсӗ каланӑ пек пултар эппин! Киле илсе ҫитерем те эпӗ ӑна, турӑ ангелне, пӗтӗм вӑя хурса аҫу-аннӳ умӗнче сирӗншӗн чура пек тӑрӑшӑп; кун пек хӗршӗн хулӑм та кирлӗ мар, тесе калӑп, — терӗ вӑл.

Эпӗ Савельича ырӑ сунса тав турӑм та, Зуринпа иксӗмӗр пӗр пӳлӗмех ҫывӑрма выртрӑмӑр. Ытла та хӗрсе кайса, кӑмӑла хускатнӑскер, эпӗ темтепӗр пакӑлтатма тытӑннӑ. Зуринӗ малтанах манпа хавассӑн, чиперех калаҫса выртатчӗ; унтан хуллен-хулленех, темле ӳркенсе, пӑт-пат ҫеҫ чӗне пуҫларӗ, сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ пӗтсе пычӗ, юлашкинчен, темле ыйту тӑрӑх сӑмах чӗнес вырӑнне шӑхӑртсах харлаттарма та тытӑнчӗ. Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм та, часах ҫывӑрса кайнӑ.

Тепӗр кун ирхине эпӗ Марья Ивановна патне кайрӑм. Хам мӗн тума шухӑшланисене ӑна каласа патӑм. Ман шухӑшӑмсене вӑл ырларӗ те эпӗ каланипе часах килӗшрӗ. Зурин отрячӗ ку хуларан ҫав кунах тухса каймаллаччӗ. Вӑхӑт ирттерсе тӑмалли те ҫук. Ҫавӑнтах эпӗ аттесем патне ҫыру ҫырса Марья Ивановнӑна тыттартӑм та, ӑна хӑйне Савельич аллине шанса парса, унран уйӑрӑлтӑм. Марья Ивановна йӗрсе ячӗ. «Сывӑ пулӑр, Петр Андреич! Урӑх тӗл пулма тӳрӗ килӗ-и, ҫук-и, ӑна пӗр турӑ кӑна пӗлет, анчах та эпӗ сана ӗмӗрте те манас ҫук; хам мӗн ҫӗре кӗричченех пӗр эсӗ кӑна ман чӗрере пулӑн», — терӗ вӑл шӑппӑн. Эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗнех те калаймарӑм. Пӳлӗме ҫынсем кӗчӗҫ. Вӗсем умӗнче хама мӗнле кӑмӑл ҫавӑрса илнине кӑтартасшӑн пулмарӑм. Акӑ Марья Ивановна хатӗрленсе тухса та кайрӗ. Эпӗ чӗмсӗррӗн те салхуллӑн Зурин патне таврӑнтӑм. Вӑл мана йӑпатасшӑн пулчӗ; эпӗ хам та капланса килнӗ кӑмӑла сирсе яма шутларӑм: ку куна эпир пит те янтравлӑ, пит те хӗрӳллӗн ирттертӗмӗр. Каҫхине вара похода тухса кайрӑмӑр.

Ку февралӗн юлашки кунӗсенче пулчӗ. Ҫар приказӗсене кансӗрлесе тӑнӑ хӗл кунӗсем иртсе пыраҫҫӗ, ҫакна пула пирӗн генералсем те пикенсех ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Пугачев ҫав-ҫавах Оренбург ҫывӑхӗнче тӑрать-ха. Ун тавра отрядсем пӗрлешсе, пур енчен те ҫак усал ҫыннӑн йӑвийӗ патнелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Пӑлханакан ялсем, пирӗн ҫарсене курсан, часах пӑрӑнаҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсен шайккисем пур ҫӗрте те пирӗнтен тарма тытӑнчӗҫ. Ҫаксем пурте ӗнтӗ ӗҫ хӑвӑртах та ӑнаҫлӑ пӗтессе малтанах кӑтартса пачӗҫ.

Часах Голицын князь, Татищев крепӑҫӗ ҫывӑхӗнче, Пугачева ҫӗмӗрсе тӑкса, унӑн халӑхне аркатса ячӗ те, Оренбург хулине ҫӑлчӗ. Ҫак ҫапӑҫу пӑлхава татӑклӑн та тӗппипех пӗтернӗ пек туйӑнчӗ. Зурина ун чухне пӑлхавҫӑ башкирсен шайккине хирӗҫ ярсаччӗҫ, анчах та пӑлхавҫӑсем эпир пырса ҫитичченех сапаланса пӗтнӗ. Эпир пӗр тутар ялӗнче чухне ҫуркунне ҫитсе печӗ. Шывсем сарӑлса кайрӗҫ, ҫулӗсем ҫӳремелле мар пулса тӑчӗҫ. Ӗҫсӗр ларнӑ чух вӑрӑ-хурахсемпе тата тискер халӑхсемпе вӑрҫмалла кичем те шӑкӑр-макӑр вӑрҫӑ часах пӗтесси ҫинчен шухӑшласа хамӑра йӑпататпӑр.

Анчах та Пугачева тытайман-ха. Вӑл, Сибирьти савӑтсене пырса ҫитсе, унта ҫӗнӗ шайкисем пухнӑ та каллех хӑйӗн усал ӗҫӗсене пуҫарса янӑ. Вӑл ҫавнашкал ӑнӑҫуллӑ ӗҫлени ҫинчен каллех сас-чӗв сарӑлчӗ. Эпир вӑл Сибирьти крепӑҫсене салатса тӑкни ҫинчен хыпар илтӗмӗр. Часах акӑ самозванец Хусана туртса илни ҫинчен тата вӑл Мускав ҫинелле кайни ҫинчен хыпар ҫитсе, киревсӗр пӑлхавҫӑн вӑйӗ ҫукки ҫине шанса, ӑна-кӑна шухӑшламасӑр тӗлӗрсе пурӑнакан ҫар пуҫлӑхӗсене хускантарса ячӗ. Зурин Атӑл урлӑ каҫма приказ илчӗ.

Хамӑр поход ҫинчен тата вӑрҫӑ мӗнле пӗтни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп. Кӗскен ҫакна кӑна калатӑп: инкекӗ хытах сарӑлса ҫитрӗ. Правленисем пур ҫӗрте те ӗҫлеме чарӑнчӗҫ; ҫӗрулпучӗсем вӑрмансене тарса пытанчӗҫ. Вӑрӑ-хурахсен шайкисем ирсӗр ӗҫсем туса ҫӳреҫҫӗ; уйрӑм отрядсен начальникӗсем хӑйсен ирӗкӗпех — кама асаплантарас тенӗ — асаплантарса, кама хӑтарас тенӗ — хӑтарса ҫӳреҫҫӗ. Ҫак вут хӗм хыпса илнӗ чылай анлӑ ҫӗршывра хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртрӗҫ… Ун пек ним усӑсӑр, пӗр хӗрхенӳсӗр пӑлхава, вырӑс пӑлхавне, курма турӑ ан хуштӑрах!

Юлашкинчен, Иван Иванович Михельсон хӑваласа пынипе, Пугачев тарать. Часах эпир Пугачева тӗппипех аркатса тӑкни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Унтан самозванеца хӑйне тытни ҫинчен те Зурин хыпар илчӗ, ку хыпарпа пӗрлех ӑна малалла каясран чарӑнса тӑма хушнӑ. Вӑрҫӑ пӗтрӗ. Халӗ ӗнтӗ манӑн тинех аттесем патне кайма юрать. Вӗсене ыталаса илес шухӑш тата Марья Ивановнӑна, ку таранччен пӗр хыпар-хӑнарсӑр пурӑнаканскере, курасси — мана савӑнӑҫпа ҫунатлантарса ячӗ. Эпӗ пӗчӗк ача пек сиккелеме тытӑнтӑм. Зурин кула-кула: «Ҫук, ырра мар ку! Авланатӑн та ахалех пӗтетӗн!» — тет, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклентеркелесе.

Анчах та ҫав хушӑрах савӑнӑҫлӑ кӑмӑлӑма темле пӗлмелле мар шухӑшсем туллама пуҫлаҫҫӗ: тем чухлӗ айӑпсӑр ҫынсен юнӗпе вараланса пӗтнӗ усал ҫын, тата ӑна асаплантарса вӗлересси мана ирӗксӗрех кансӗрлесе тӑраҫҫӗ: «Емеля, Емеля! — тетӗп хам ӑшӑмра, тарӑхса, — мӗншӗн пӗррех хут эсӗ штык ҫине пырса тӑрӑнмарӑн, е картечь айне лекнӗ пулсан та аванрахчӗ? Унтан ыррине эсӗ шухӑшласа та тупас ҫукчӗ». Мӗн тӑвас тетӗр эсир? Ун ҫинчен шухӑшланӑ шухӑш манра вӑл хӑй пурнӑҫӗн чи хӑрушӑ саманчӗсенчен пӗринче мана шеллесе вӗлермесӗр хӑварнине тата манӑн пулас арӑма эсремет Швабринӗ аллинчен хӑтарнипе ним уйӑрӑлми ҫыхӑнса тӑрать-ҫке.

Зурин мана отпуск пачӗ. Тата темиҫе кунран эпӗ каллех тӑван ҫемьере пулаттӑмччӗ, каллех хам савнӑ Марья Ивановнӑна кураттӑмччӗ… Сасартӑк, кӗтмен аҫа-ҫиҫӗм пек хыпар килсе ҫитсе, ман ӗмӗте татса хучӗ.

Хам тухса каймалли кун, шӑпах ҫул ҫине тухма хатӗрленнӗ самартра, ман пата пӳрте Зурин пырса кӗчӗ. Аллине темле хут тытнӑ, хӑй ним тӑва пӗлми кӑмӑлсӑрланнӑ, шухӑша кайнӑ пек. Манӑн чӗрене темскер чиксе кайрӗ. Мӗн иккенне пӗличченех эпӗ хӑраса ӳкрӗм. Вӑл ман денщика пӳлӗмрен тухма хушрӗ те манпа ӗҫ пурри ҫинче пӗлтерчӗ:
— Мӗн вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ шикленсе.

— Кӑштах кӳрентермелли хыпар. Вуласа тух акӑ, халӗ ҫеҫ илтӗм, — терӗ вӑл, хутне мана тыттарса.

Эпӗ вулама тытӑнтӑм: ку пур уйрӑм начальниксем патне те янӑ вӑрттӑн приказ иккен, вӗсене мана ӑҫта тупнӑ унта арӗслеме хушнӑ, тата тытсанах мана хурал аллине парса, Хусана, Пугачев ӗҫӗпе йӗрлесе тӗпчеме тунӑ следственнӑй комиссие ӑсатма каланӑ.

Хут кӑшт ҫеҫ аллӑмран тухса ӳкмерӗ. «Нимӗн тума та ҫук», — терӗ Зурин. — «Манӑн приказа пӑхӑнасах пулать. Эсӗ Пугачевпа туслашса ҫӳренисем ҫинчен правительствӑн епле те пулин хыпар ҫитнӗ ӗнтӗ. Шанатӑп эпӗ, ку ӗҫпе ытлашшиех нимӗн те пулмасть пулӗ. Комисси сана айӑпсӑр тесе йышӑнмалла пек. Эсӗ кулянса хуйха ан ӳк, каях», — терӗ. Ман совӗҫӗм таса; эпӗ судран хӑрамастӑп; анчах та киле каяссине, тутлӑ курнӑҫӑва тата темиҫе уйӑха хӑварма пултарасси мана хытӑ хӑратса ячӗ. Урапине кӳлсе хатӗрленӗ. Зурин манпа ҫывӑх тус пек алӑ тытса уйӑрӑлчӗ. Мана урапа ҫине лартрӗҫ. Хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларса, манпа юнашар икӗ гусар ларчӗҫ те, мӑн ҫул тӑрӑх чуптартӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех