Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:16

Пуплевӗш: 149; Сӑмах: 1630

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Каллех ҫӗне хыпар нумай

Мӗн ачаранах эпӗ вексельсем мӗн иккенне пӗлмен — эп вӗренме пуҫланӑ чух ҫав сӑмаха урӑх каламастчӗҫ. Мӗн вӑл «заемла ҫыру»? «Передаточнӑйпа ҫырса хуни» мӗн тата? «Полис» мӗнле япала? Полюс мар, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. Мӗн вӑл «дисконт» тени, дискант мар, «дисконт»?

Ҫак сӑмахсем кӗнекере-мӗнре ман тӗлӗме килсен, эпӗ темшӗн кирек хӑҫан та Энскӑри «присутствие» аса илеттӗм — унта ҫурма тӗттӗм ҫӳлӗ коридорта тимӗр тенкелсем пур, барьер леш енче курӑнми тӑракан чиновнике ман анне тем пек тархасласа пуҫҫапатчӗ. Ку ӗнтӗ тахҫан манӑҫнӑ иртнӗ пурнӑҫчӗ, анчах вӑл, Вышимирский хӑй инкекӗн историне каласа панӑ май, ман умма каллех майӗ-майӗпен тухса тӑра пуҫларӗ.

Эпир подвалти чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗмре ларатпӑр, чӳрече витӗр шӑпӑр та урасем анчах курӑнаҫҫӗ: ахӑрнех унта килкартишне тасатакан ҫын тӑратчӗ пулмалла. Ку пӳлӗмре пурте авалхиччӗ — кивӗ пукансен урисене ҫыха-ҫыха пӗтернӗччӗ, апатланмалли сӗтел ҫине чавсалантӑм, хӗрринчи хӑми хальтен халь ҫӗмӗрӗлсе анма пӑхатчӗ те, чавсама хӑвӑртрах туртса илтӗм. Пур ҫӗрте те таса мар хулӑн материалсемччӗ, чӳрече карӑмӗсем вырӑнне те, диванӑн ҫӗтӗк питне те, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗпине те ҫав кивӗ материпех витнӗччӗ. Пӳлӗмре мӗнпур ҫӗнни те темле хӑма татӑкӗсем кӑначчӗ, тата пралук ҫӑмхисем пурччӗ, вӗсемпе Вышимирский ывӑлӗ хӑй сӗтелӗ ҫинче темӗн айланса тӑратчӗ, ачи пӗр вуникӗ ҫулта пулмалла, ҫавра пит-куҫлӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхсе хуралнӑскер. Ачи хӑй те ҫӗнӗ темелле, Вышимирскин тӗрлӗрен дисконтсемпе вексельсем ҫинчен калакан сӑмахне пула, хам аран аса илен авалхи тӗнчерен вӗҫӗмсӗр аякра тӑрать вӑл.

Калавӗ вара тем тӑршшӗччӗ, унта арпашӑнса калани те питӗ нумайччӗ, шухӑшласа кӑларни те сахал марччӗ. Старик хӑй пурнӑҫӗнче мӗн кӑна тунӑ, ҫавна пӗтӗмпех хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫӗ тет, мӗншӗн тесен «пурне те вӗсене халӑхшӑн тунӑ, халӑхшӑн», тет. Пуринчен ытла вӑл Исидор митрополит патӗнче секретарьте ӗҫлени ҫинчен нумай калать. — Пуп таврашсен пурнӑҫне питӗ лайӑх пӗлетӗп, тесе пӗлтерчӗ вӑл, ҫав ӗҫ «халӑха кирлӗ пулӗ» тесе юри вӗрентӗм, терӗ. Ҫав митрополита тӑрӑ шыв ҫине кӑларма вӑл кашни минутрах хатӗрччӗ ӗнтӗ.

Темле майпа вӑл хӑйӗн тепӗр ӗҫне те усӑллӑ ӗҫ тесе шутлать-ха — темле Хекерт адмирал патӗнче ӗҫленӗ иккен вӑл. Ҫав адмиралӑн «ӑсран тухнӑ ывӑлӗ» пулнӑ, Вышимирский ӑна ресторансем тӑрӑх турттарса ҫӳренӗ, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ывӑлӗ ӑсран тухнине «пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ», ҫавӑнпа ӑна вара ҫывӑхрисем ан курччӑр тесе, ресторансем тӑрӑх ҫӳретнӗ…

Анчах вӑл акӑ Николай Антоныч ҫинчен калама пуҫларӗ те, эпӗ хӑлхана тӑратсах итлеме тытӑнтӑм! Николай Антоныч яланах педагог пулнӑ пулӗ тесех тӑраттӑм-ха эпӗ. Каснӑ-лартнӑ педагог ӗнтӗ! Вӑл килӗнче те вӗрентсех тӑма юратать-ҫке, ӑнлантарать, кӑтартса парать.

— Тӗрӗс мар, — куҫхаршине пӗрӗнтериччен ҫиленсе каларӗ Вышимирский. — Вӑл нимӗн ӗҫӗ тухманнипе ҫеҫ вӗрентес ӗҫе пикеннӗ. Пысӑк ӗҫсене явӑҫнӑ вӑл. Вӑл биржӑра вылянӑ. Биржӑра выляса ӗҫ тӑвакан пуян пулать.

Ку маншӑн пӗрремӗш ҫӗнӗ хыпарччӗ-ха. Ун хыҫҫӑн тепӗр хыпар та пулчӗ. Татаринов капитанӑн экспедицийӗпе биржа ӗҫӗсенче мӗнле ҫыхӑну пур, тесе ыйтрӑм эпӗ. Мӗншӗн Николай Антоныч ҫав ӗҫе пуҫланӑ? Усӑ панӑ-и вара ӑна ҫав ӗҫ?

— Вӑл леш тӗнчене каймалли экспедици пулнӑ пулсан тата хӗпӗртесерех тытӑннӑ пулӗччӗ, — терӗ Вышимирский. — Ҫавна шанса тӑчӗ те вӑл, пит те шанса тӑчӗ. Хӑй ӗмӗтленнӗ пек тухрӗ те.

— Ӑнланаймарӑм-ха эпӗ.

— Вӑл унӑн арӑмне саватчӗ. Ун чух ҫавӑн ҫинчен нумай сӑмахлатчӗҫ. Нумай калаҫатчӗҫ, ытларах та. Вӑл пысӑк калаҫуччӗ. Анчах капитан ун ҫинчен шухӑшламан та. Вӑл ытарма ҫук лайӑх ҫынччӗ, уҫӑ кӑмӑллӑскерччӗ. Ӗҫлӗ ҫын пулнӑ ӗнтӗ, ӗҫлӗ ҫын!

Эп тӗлӗнсех кайрӑм.

— Марья Васильевнӑна савнӑ-и? Ҫав ҫулсенчех-и?

— Тӗрӗс, тӗрӗс, — чӑтаймасӑр ҫирӗплетрӗ Вышимирский. — Кунта ӗнтӗ хӑйне ҫеҫ кирлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Ӑнланатӑр-и эсир — хӑйне ҫеҫ кирли, тетӗп. Хӑй валли, хӑйне ҫеҫ кирли. Капитана леш тӗнчене ӑсатас тесе вӑл пӗтӗм пурлӑхне пама хатӗр пулнӑ. Ӑсатрӗ те.

Анчах юрату вӑл — юрату-ха, ӗҫ вара — ӗҫ. Николай Антоныч памарӗ хӑй пурлӑхне, вӑл ӑна икӗ хут пуянлатма та ӑс ҫитерчӗ. Сӑмах май каласан, экспедици валли вӑл ҫӗрӗшнӗ тумтир туянчӗ, сутакантан уншӑн пысӑк взятка илчӗ. Вӑл краҫҫын шӑрши ҫапнӑ юрӑхсӑр шоколад йышӑнчӗ, уншӑн та взятка илсе кӗсйине чикрӗ.

— Сӑтӑр тунӑ ӗнтӗ, сӑтӑр тунӑ, — терӗ Вышимирский. — План! Сӑтӑр тумалли планӗ ҫапла пулнӑ унӑн.

Вышимирский хӑй ӗнтӗ ӗлӗкрех ҫав план пирки урӑхла шухӑшланӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл та экспедицие хатӗрлесе ярас ӗҫпе ӗҫленӗ-ҫке, Николай Антоныч ӑна Архангельскине янӑ пулнӑ, унта унӑн экспедицие кӗтсе илсе тата та продуктсем хушмалла пулнӑ.

Ҫакӑнта хӑй Вышимирский ячӗпе ҫырнӑ шантарса панӑ документ пулнӑ та, Николай Антоныч ӑна Кораблева кӑтартнӑ пулнӑ. Ҫав шантарса панӑ документпа пӗрлех Вышимирскине укҫа та куҫарса панӑ пулнӑ — вексельсем те, укҫа та…

Сӑмсипе ҫиллеслӗн шӑмарса, старик хӑй арчинчен темиҫе вексель кӑларса кӑтартрӗ. Вексель тени вӑл — кӗтесле укҫа илнине пӗлтерекен расписка, унта укҫине хӑҫан тавӑрса памалли вӑхӑта та кӑтартнӑ. Анчах ҫав распискӑна патшалӑх хучӗ ҫине ҫырнӑ, шыв сӑхман хут, питӗ лайӑх та питӗ чипер пулнӑ, чӑкӑртатса ҫеҫ тӑнӑ. Ҫак вексельсем укҫа вырӑнне ҫӳретчӗҫ, тесе ӑнлантарса пачӗ мана Вышимирский. Анчах вексельсем шӑпах укҫа мар иккен, мӗншӗн тесен «вексель параканни» пӗр кӗтмен ҫӗртен манӑн укҫа ҫук тесе евитлеме пултарнӑ.

Кунта ӗнтӗ тӗрлӗрен ӗмӗтсӗр комбинацисем пулма пултарнӑ, ҫаксенчен пӗрин пирки Вышимирский айӑпланӑ та Николай Антоныча.

Николай Антоныч ун ячӗпе куҫарса янӑ вексельсемпе шантарса панӑ хутсем «шанчӑксӑр» пулнӑ иккен, укҫан саплаштарма май пулман вӗсене, «вексель паракансем» пӗтӗмпех чухӑна тухнине Николай Антоныч малтанах пӗлсе тӑнӑ, вӗсем тӳлеме те пултарайман. Вышимирский ҫакна пӗлеймен иккен те вексельсене укҫа вырӑнне шутласа йышӑннӑ, — «вексель параканнисем» ҫав вӑхӑтри хисеплӗ ҫынсемпе купецсем пулнӑ иккен те, мӗншӗн шанмалла пулман-ха? Анчах вексельсем саплашайманни ҫинчен вӑл кайран ҫеҫ, шхуна тухса кайсан ҫеҫ пӗлнӗ, ҫапла вара хӗрӗх сакӑр пин тенкӗлӗх парӑма тӑрса юлнӑ. Ҫав парӑма тӳлемешкӗн «шанчӑксӑр» вексельсене, паллах ӗнтӗ, никам та йышӑнман.

Вара Вышимирскин ҫак парӑма хӑй кӗсйинчен тӳлеме тивнӗ. Унтан вара ҫав парӑмсене унӑн тепӗр хутчен те тӳлемелле пулнӑ, мӗншӗн тесен Николай Антоныч ӑна суда панӑ пулнӑ та, суд Вышимирскирен Архангельскине хӑй ячӗпе куҫарнӑ укҫана пӗтӗмпех тӳлеттермелле тунӑ.

Паллах ӗнтӗ, ку историе эпӗ питӗ кӗскен каласа паратӑп. Старик ӑна икӗ сехет хушши лара-тӑра пӗлмесӗр каласа пачӗ.

— Эпӗ сената та ҫитрӗм, — терӗ вӑл хаяррӑн. — Анчах унта мана хирӗҫ пычӗҫ.

Ӑна хирӗҫ пынӑ иккен — ку вара вӗҫӗ пулнӑ ӗнтӗ унан, мӗншӗн тесен унта пӗтӗм пурлӑхне сутнӑ пулнӑ..

Ҫуртне — унӑн ҫурчӗ пулнӑ — сутнӑ пулнӑ, вара вӑл пӗчӗкрех хваттере куҫса кайнӑ. Арӑмӗ йывӑр хуйхӑпа ҫунса вилнӗ, вара вӑл аллинчи пӗчӗк ачисемпе кӑна тӑрса юлнӑ. Унтан революци пуҫланнӑ, вара иккӗмӗш хваттерӗнче те пӗр пӳлӗм кӑна юлнӑ, ҫав пӳлӗмре пурӑнать те вӑл халь. Паллах, вӑл кунта «вӑхӑтлӑха» ҫеҫ пурӑнать, мӗншӗн тесен, «правительство часах унӑн пархатарлӑ ӗҫне хакласа илӗ», вӑл «халӑхшӑн ӗҫленӗ-ҫке», халлӗхе ӗнтӗ унӑн ҫакӑнтах хӗсӗнсе пурӑнма тивет-ха, хӗрӗ те ҫитӗннӗ иккен унӑн, вӑл икӗ чӗлхепе калаҫма пӗлет, анчах ҫак пӳлӗме пула качча тухаймасть: упӑшкине ниҫта кӗртме ҫук. Акӑ ӑна персональнӑй пенси парӗҫ те, вара Вышимирский хӑй кунтан тухса кайӗ.

— Хуть те ӑҫта пултӑр вара, инвалидсен ҫуртне куҫсан та юрӗ, — аллине сӳрӗккӗн сулса ячӗ вӑл.

Ахӑртнех ҫитӗннӗ хӗрӗн питех те качча каясси килнӗ-тӗр, вӑл хӑваланӑ ӗнте старике ҫак пӳлӗмрен.

— Николай Иванович, — терӗм ӑна эпӗ, — ыйтса пӗлме юратчӗ-ши тепре? Акӑ эсир хӑвӑра шантарса панӑ документа вӑл сире Архангельскине янӑ, терӗр-ха. Эппин, епле майпа ҫав хут каллех ун аллине лекнӗ?

Вышимирский ура ҫине тӑчӗ. Сӑмси шӑтӑкӗсем унӑн карӑнчӗҫ, ытла ҫиленсе кайнипе пуҫ тӳпинчи кӑвак ҫӳҫ: пайӑрки те чӗтренсе илчӗ.

— Эп вӑл хута ун пичӗ ҫине пӑрахрӑм, — терӗ вӑл. — Вӑл шыв илсе пыма чупрӗ те, шывне сыпмарӑм эпӗ. Ҫавӑнтах тухса та кайрӑм, урамра ӑнран кайса выртнӑ пулнӑ. Эх, мӗн каламалли пур ӗнтӗ унта!

Вӑл каллех аллине сӳрӗккӗн сулса ячӗ.

Йывӑр кӑмӑлпа итлерӗм ӑна эпӗ. Вӑл каласа панинче темле тасамарлӑх пур, йӗри-тавра тасамарлӑх пур пекех, манӑн аллӑма та кунта ҫӑвас килчӗ. Пирӗн калаҫу хам тӗрӗс иккенне тепӗр хут та тӗплӗн кӑтартса парассӑн туйӑнчӗ мана, ҫак старике пӗр кӗтмен ҫӗртен курнӑ пекех, тӗлӗнмелле ҫӗнӗ хыпар илтессӗн туйӑнчӗ. Ҫаплах пулса тухрӗ те. Анчах ҫак ҫӗнӗ кӑтартусем ҫинче таса мар ӗҫсем пурри мана ытла йӗрӗнмелле пек туйӑнчӗ.

Унтан вӑл каллех пенси илесси ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, ӑна «кирек мӗнле пулсан та, персональнӑй пенси памаллах, мӗншӗн тесен вӑл хӗрӗх пилӗк ҫул хушши ӗҫленӗ», терӗ. Ун патӗнче пӗр ҫамрӑк ҫын пулнӑ та иккен, пӗтӗм хутсене хӑйпе илсе кайнӑ, сӑмах май каласан, вӑл та Николай Антонычпа интересленнӗ, унтан вара пыман.

— Ӗҫ ҫӳретме сӑмах пачӗ, пенси пирки ӗҫ ҫӳретме, — терӗ Вышимирский, — унтан вара килмерӗ.

— Николай Антонычпа интересленчӗ, тетӗр-и?

— Ҫапла! Интересленчӗ ҫав, унсӑр епле-ха?

— Кам вара вӑл?

Вышимирский аллисене сарса ячӗ.

— Темиҫе хут та пулчӗ, — терӗ вӑл. — Манӑн ҫитӗннӗ хӗр пур-ҫке, пӗлсемӗрччӗ эсир, вӗсем кунта чей те ӗҫнӗ, калаҫнӑ та. Паллашу ӗнтӗ, паллашу!

Унӑн питӗнчен кулӑ йӗрӗ палӑрса иртрӗ: ҫав паллашупа тен темле шанчӑксем те пулнӑ пулмалла.

— Апла эппин, тамаша ҫав, — терӗм эп. — Хутсене те илсе кайрӗ-и?

— Илчӗ. Пенси валли, пенси валли. Ӗҫ ҫӳретме тесе.

— Николай Антоныч ҫинчен те ыйтрӗ-и?

— Ыйтрӗ, ыйтрӗ. Тата урӑх кама та пулсан пӗлместӗн-и, тесе те ыйтрӗ-ха вӑл манран… Унӑн киревсӗр ӗҫне тата кам та пулин пӗлет пуль-ха, терӗ… Пултараканскер! Эп ӑна пӗрин патне ятӑм-ха.

— Апла иккен. Мӗнле ҫамрӑк ҫын вара вӑл?

— Чипер тумланнӑ ҫын, — терӗ Вышимирский. — Ӗҫ ҫӳретме пулчӗ. Ҫаксем пурте пенси илме кирлӗ пулаҫҫӗ терӗ вӑл, шӑпах персональнӑй пенси валли.

Эпӗ унӑн хушаматне пӗлет-ши тесе ыйтрӑм та, анчах старик ниҫтан асне илеймерӗ.

— Темле «ша», — терӗ вӑл.

Унтан ҫитӗннӗ хӗрӗ те килсе кӗчӗ, ӑна чӑнах та васкасах качча памалла. Апла тӑвасси вара ҫӑмӑл ӗҫех мар иккен, паллах ӗнтӗ «упӑшкине ниҫта йышӑнма ҫук» тенипе мар. Хӗрӗн сӑмси ытла та пысӑк, сӑмсипе вӑл темле тискеррӗн нӑшлаттара-нӑшлаттара туртса илет. Тӳрлене пӗлмен сунасчӗ-ши унӑн, е ӗренкесӗр характерне пула ҫапла тӑватчӗ-ши, анчах вӑл ашшӗ ҫине пӑхса сӑмсине хаяррӑн нӑшлаттарса туртса илнине курсан, старик мӗншӗн инвалидсен ҫуртне куҫма васканине ӑнкарса илтӗм вара эпӗ.

Хӗрне чиперӗнех сывлӑх сунтӑм, вара вӑл таҫта чупса кайрӗ те йӑлтах урӑхла сӑнарлӑ килсе кӗчӗ: унччен вӑл хӑй ҫине арабсен темле бурнусне уртса янӑччӗ, халӗ-пурте тӑхӑнса ҫӳрекенни пек кӗпе тӑхӑннӑ.

Эпир сӑмахлама та пуҫларӑмӑр: малтан Кораблев ҫинчен — ӑна пурсӑмӑр та паллаттӑмӑрччӗ, унтан вара унӑн ученикӗ ҫинчен — вӑл пирӗн ҫине пӑхмасӑр ҫаплах хӑйӗн катушкисемпе темӗн аппаланатчӗ. Вӑл сӑмсипе пӗрмай нӑшлатса тӑман пулсан, пирӗн калаҫасси самай кӑмӑллӑ иртнӗ пулӗччӗ. Вӑл кино юратмастӑп, тет, мӗншӗн тесен ҫынсем унта темле вилӗ пек шурӑхнӑн курӑнаҫҫӗ имӗш, ҫапла калаҫнӑ хушӑра старик каллех хӑйӗн пенсийӗ пирки асӑнтарчӗ.

— Нюточка, мӗнле хушаматчӗ-ха ҫав ҫамрӑк ҫыннӑн? — хӑра-хӑра ыйтрӗ вӑл.

— Мӗнле ҫамрӑк ҫыннӑн?

— Пенси пирки ӗҫ ҫӳретме пулнин.

Нюточка мӑртӑхрӗ. Тутисем те чӗтренчӗҫ унӑн, сӑнарӗнче ҫавӑнтах темиҫе тӗрлӗ сисӗм-туйӑм палӑрчӗ. Пуринчен ытла курайманлӑхчӗ ӗнтӗ.

— Астумастӑп, Ромашов пулмалла, — терӗ вӑл, йӗрӗннӗ пек пулса.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех