Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлени (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр чунне йӗп пек чышса ыраттараканнисем те пулчӗҫ калаҫура: ачаллах тӑлӑха юлни, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кунӗпе пуянсем патӗнче ӗҫлени, хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем, арӑмӗнчен пӗччен юлни…

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Ҫавӑнпа та В. Бурнаевский писатель В. И. Чапаев сӑнарне ӳкерсе парасшӑн ырми-канми ӗҫлени — мухтамалла япала.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Коммунизм вӑл тата ӗҫе илемлӗн ӗмӗтленсе ӗҫлени; ытарлӑха та сӑнарлӑха сисмен ҫын каллех кулӑш ҫӑпати ҫине ларать («Ҫуллахи юр»).

Коммунизм — это еще и работа с прекрасной мечтой; человек, который не замечает прекрасного и красоты, снова попадает в смешную ситуацию («Летний снег»).

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Коммунизм тени вӑл вирлӗ ӗҫлени кӑна мар, урӑх ҫынна та хӑвӑнпа тан ҫӗкленме юратса пулӑшни.

Коммунизм — это не только упорная работа, но и желание помочь от всего сердца другим людям подняться к жизни вровень с тобой.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫавнашкал килӗштерсе ӗҫлени ҫӗнӗ, импорта улӑштаракан тавар тӗсӗсене туса хатӗрлеме лайӑх малашлӑх уҫать.

Это сотрудничество открывает широкие перспективы в разработке новых, импортозамещающих видов продукции.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

ХК: Хӑш-пӗр ыйтусемпе ӗҫлени пирки, паллах, пӗлетпӗр.

PS: конечно, мы знаем что над некоторыми вопросами работают.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Элӗк райповӗнче кооператорсем хӑйсен пайщикӗсене тата уйрӑм хушма хуҫалӑхсене пулӑшас тесе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

«Тутарстан эткерлӗхӗпе» ӗҫлени ман кунҫулӑмпа пурнӑҫӑмшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

- Признаюсь, для меня работа над «Наследием Татарстана» стала личной историей.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Ҫавна май полици явап тыттарас енӗпе кӑна ӗҫлени ҫителӗксӗр, профилактикӑна та тӗпе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Малалла вара ҫирӗппӗн, Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатинчи лару-тӑрӑва пӗлсе-ӑнланса калаҫрӗ: «Ҫӗр ҫинче пирӗн ҫарсем ҫапӑҫмӗҫ, авиаципе кӑна усӑ кураҫҫӗ - вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлени ҫинчен МИХсенчен пӗлетӗр. Пирӗн ҫар ҫыннисем унта мӗн вӑхӑт пулӗҫ - хальлӗхе никам та татса калаймӗ».

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Алексей Судленков Общество палати регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин, культурин аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе Чӑваш Республикинчи, федерацин территорири ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе, ҫӗршыври тата регионти общество пӗрлӗхӗсемпе, граждансен ытти институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Ачаранах юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланни, музыка училищинче вӗренни тата хорта ӗҫлени мана фонотекарь ӗҫӗнче чылай пулӑшать», — пӗлтерчӗ Ираида Александровна сасӑ упрамалли пӳлӗмпе, унӑн историйӗпе ҫывӑхрах паллаштарнӑ май.

"Увлечение с детства песней-мелодией, обучение в музыкальном училище и работа в хоре в многом помогают в работе фонотекаря", - сообщила Ираида Александровна знакомя ближе с комнатой по хранению фоно, его историей.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Иван Григорьевич Упири унчченхи сӗт-ҫу комплексӗнчи витене реконструкцилеме тӗв туни, Галина Николаевна хуҫалӑх ҫавӑн пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнипе паян хӑйсене ҫӑмӑл килменни, ҫапах та ӗне сӑвакансем малашлӑха шанса ӗҫлени пирки каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Тепӗр енчен мӑшӑрпа пӗрле ӗҫлени лайӑх та.

А с другой стороны работать вместе с женой хорошо.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

РФ оборона министерствин сывлӑш ҫарӗн полковникӗ Н.Ф. Шуреков хӑй йӗркеленӗ пуҫару ушкӑнӗпе монумент лартассишӗн икӗ ҫул тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

РФ оборона министерствин сывлӑш ҫарӗн полковникӗ Н.Ф. Шуреков хӑй йӗркеленӗ пуҫару ушкӑнӗпе монумент лартассишӗн икӗ ҫул тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Вӗсем пӗр чӗлхе тупса лайӑх ӗҫлени пурне те усӑ кӳрет, савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫарпа патриотизм воспитанийӗн «Синева» лагерӗ ӗҫлени, ачасем валли туризм экскурсийӗсем ирттерни ҫинчен пӗлтерсен республика Пуҫлӑхӗ промышленноҫ туризмне аталантармаллине аса илтерчӗ.

Когда глава администрации города Чебоксар Алексей Ладыков рассказал о работе военно-патриотического лагеря "Синева", о туристических экскурсиях для детей, глава республики напомнил о развитии промышленного туризма.

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хутсенче уйрӑм ушкӑн кӑна хуравлама тивӗҫ ыйту та пур: тӗслӗхрен, сад ӑстисен — вырӑна ҫитме хытӑ сийлӗ ҫул пурри, килти хушма хуҫалӑхсен — миҫе ҫын пурӑнни, ҫӗр ҫинче кам ӗҫлени, фермерсен ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни тата ыттине пӗлтермелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хутпа нумай ӗҫлени те, талӑкӗ-талӑкӗпе хуралта тӑни те витӗм кӳчӗҫ пулӗ.

И работа с бумагами, охрана сутками наверно оказало влияние.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех