Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлени (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшкапа конюхра ӗҫлени те асрах.

Помню, как с мужем работали конюхом.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Унтан вӑхӑт машинине ӑсталассин теорине хатӗрлес тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен каласа тӗлӗнтерчӗ.

Потом он меня удивил рассказами о подготовки теории изготовления машины времени.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Йывӑр та сиенлӗ ӗҫре нумай ҫул ӗҫлени Дмитриевсемшӗн те пӗр йӗрсӗр иртмен паллах, 25 ҫул каялла Аверкий тетен инфаркт пулнӑ.

Конено же работа на тяжелой и вредной работе и для Дмитриевых не прошла бесследно, 25 лет тому назад у дяди Аверкия был инфаркт.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Сӑмахран, сад пӗрлешӗвӗсенче — вырӑна ҫитме хытӑ сийлӗ ҫул пурри, хурал, акса-лартса тӑвакан участок шучӗ, килти хушма хуҫалӑхра миҫе ҫын пурӑнни тата ҫӗр ҫинче кам ӗҫлени, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтернин тӗллевӗ кӑсӑклантарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пурнӑҫлас енӗпе ЧНК еплерех ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ, мӗнле мероприятисем ирттернипе паллаштарчӗ: Константин Иванов тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ викторинӑсем, тӗлпулусем, «ҫавра сӗтелсем», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс т.ыт.те…

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Соловьевсем чуна парса ӗҫлени куҫкӗрет.

Истинно то, что Соловьевы работают от души.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Спорт ҫынсен сывлӑхӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннине кура республикӑра ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем уҫӑлни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ — ку енӗпе те ҫине тӑрса ӗҫлени куҫкӗрет.

Спорт напрямую связан со здоровью людей, поэтому открытие в республике новых медицинских учреждений имеет большое значение — в этом отношении видна старательная работа.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Тен, пысӑк хырӑмпа чухне препаратсемпе ӗҫлени юраман, пепкен пӗчӗк чухнех ури тытман, ӑсӗ-тӑнӗ енчен ача лайӑхах аталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Технологие пӑхӑнса ӗҫлени тата хальхи йышши техника туянни пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе вӑхӑтра пӗтерме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Студент ҫулӗсем, преподавательте ӗҫлени, ректор тилхепине алла тытни...

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑн пек ӗҫлени производство калӑпӑшне тивӗҫлӗн ӳстерме май парать, ӗҫшӗн кирлӗ пек тӳлеме тата хӑтлӑ ӗҫ условийӗсем йӗркелеме пулӑшать.

Это закономерно приводит к повышению объемов производства, росту уровня оплаты труда и созданию комфортных условий работы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пушарнӑйсем оперативлӑ майпа ӗҫлени пушара хӑвӑрт сӳнтерме май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Пушарнӑйсем оперативлӑ майпа ӗҫлени пушара хӑвӑрт сӳнтерме май панӑ.

Оперативная работа пожарных позволила быстро потушить пламя.

Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html

Коллективри кашни ҫын пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе хавхаланса, пайҫӑсемпе, тавар туянакансемпе, пулӑшу сферипе усӑ куракан клиентсемпе, продукци туса кӑларакансемпе, тӗрлӗ организаципе килӗштерсе ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ, — палӑртать Юрий Харитонов. — Райпо аталанӑвне пурте хӑйнеевӗр тӳпе хываҫҫӗ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

- Радиора ӗҫлени пурнӑ-ҫӑмра тарӑн йӗр хӑварчӗ, — тет Владимир Петрович. — Радиона ӑнсӑртран пырса лекрӗм.

- Работа на радио в моей жизни оставила глубокий след, - говорит Владимир Петрович. - На радио попал неожиданно.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

- Ӑҫта ӗҫлени тӗлӗшпе ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунне ӑҫта ӗҫлени тӗлӗшпе улшӑнусем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Районти влаҫӑн мӗнпур шайри юпписем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени муниципалитетӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономикине кал-кал аталантарма парать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

17. Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар.

17. Повинуйтесь наставникам вашим и будьте покорны, ибо они неусыпно пекутся о душах ваших, как обязанные дать отчет; чтобы они делали это с радостью, а не воздыхая, ибо это для вас неполезно.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех