Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ

Автор: Алина ИЗМАН

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Хушнӑ: 2016.05.27 10:06

Пуплевӗш: 95; Сӑмах: 1016

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

«Чирлӗ ҫынна пӑхма пулӑшатӑп» тесе Оля Петрова Интернетра пӗлтерӳ панӑ. Пӗр кунхине ун патне хитре саслӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. «Эсир миҫе ҫулта? Упӑшка пур-и сирӗн?» — ҫакнашкал ыйтнӑшӑн хӗрарӑм тӗлӗннӗ те. Ҫав арҫынна вӑл качча кайнипе кайманни мӗн тума кирлӗ-ха? «Мана пӑхакан ҫын мар, арӑм кирлӗ», — тӳррӗн каланӑ Валериан тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑскер.

Шӑнкӑрав.

Автосервисра машинӑсем ҫӑвакан Оля чылайранпах пӗччен пурӑннӑ пулин те мӑшӑр тупас шухӑшпа минремен. «Эпӗ арҫынна ӗненме пӑрахрӑм. Ӗҫкӗҫсем, хӗрарӑм ӗнси ҫинче ши-ик! шӑхӑрса ларакансем кӑна тӑрса юлчӗҫ пек туйӑнать. Мана пӗччен те аванччӗ. Ывӑлӑм ӳссе ҫитрӗ ӗнтӗ, салтака кайса килчӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет. Анчах Валериан шӑнкӑравӗ мана йӑлт хумхатрӗ», — юрату историйӗ мӗнрен пуҫланнипе паллаштарчӗ Оля. Ӑна арҫын сасси, усал пӗр сӑмахсӑр типтерлӗ калаҫӑвӗ тыткӑнланӑ. Унӑн чунӗн тасалӑхне хӗрарӑм тӳрех асӑрханӑ. Арҫын мӗн ҫуралнӑранпах утайманни, инвалид кӳмипе ҫӳрени те пӗлтерӗшлӗ пулман.

Пӗрремӗш тӗлпулу Шупашкарти пӗр больница умӗнче машинӑра иртнӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче пурӑнакан Валериан Акимов Ольӑпа курнӑҫассишӗнех ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хулана ларса килнӗ. Телефонпа калаҫни — пӗрре, унта ҫынна курмастӑн та тем ҫинчен те сӑмахлама пулать. Куҫӑн курсан Валериан ҫухалса кайнӑ: вӑтаннипе хумханнӑ, чӑм тара ӳкнӗ. Юнашар мӗн тери илемлӗ хӗрарӑм! Оля лару-тӑрӑва хӑй аллине илнӗ: «Ан хумхан, йӑлтах йӗркеллӗ пулӗ», — лӑплантарнӑ арҫынна правурскер. Оля савнийӗн ашшӗ-амӑшӗпе те тӳрех паллашама тӗв тунӑ, анчах больницӑран часах тухайӑн-и? Хӗрарӑм вӗсене кӗтсе тӑрайман, ӗҫе васканӑ.

Ҫакнашкал 2-3 кӗске тӗлпулу хыҫҫӑн Ольӑпа Валериан пӗрле пурӑнма тӗв тунӑ. «Телефонпа кӑна калаҫни иксӗмӗре те ҫырлахтармарӗ. Пӗрне-пӗри килӗшетпӗр тӗк вӑхӑта мӗншӗн тӑсас? Валериан чӑваш йӑлипе мана ҫураҫасшӑнччӗ. Эпир текех ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хулана куҫса килме сӗнтӗм. Пуринчен ытла ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтменлӗх пулчӗ ку», — калаҫӑва тӑсрӗ телейлӗ хӗрарӑм.

«Чарӑнӑр, пирӗн итлес килет!»

Валерианӑн амӑшӗ ветфельдшерта тӑрӑшнӑ. Тен, пысӑк хырӑмпа чухне препаратсемпе ӗҫлени юраман, пепкен пӗчӗк чухнех ури тытман, ӑсӗ-тӑнӗ енчен ача лайӑхах аталаннӑ. Шкул пӗлӗвне илнипе кӑна ҫырлахман вӑл, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн Патӑрьелти филиалне юриста куҫӑн мар майпа вӗренме кӗнӗ. I ушкӑн инвалидне сессие, вӑл ҫулталӑкра 5 хутчен те иртнӗ, ҫӳреме питӗ чӑрмавлӑ пулнӑ: Патӑрьеле кам леҫсе илсе килӗ-ши тесе пуҫ ватма тивнӗ. Ялти ырӑ ҫынсем Валериана сахал мар пулӑшнӑ. Елисей Алексеев, Николай Казеев эрнипех сусӑр юлташне турттарнӑ. Валериан Юрьевич юристра ӗҫлесе курман. Саккунсене пӗлни пурнӑҫра кирлӗ пулатех — ҫакӑ та паха. Пӗр вӑхӑт каччӑ тӑван ялӗнчи шкулта ӗҫленӗ, право, обществознани предмечӗсене вӗрентнӗ. Ачасем итлеменни, урокра шавлани те пулнӑ. Пӗррехинче староста ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑнӑ та: «Чарӑнӑр! Пирӗншӗн ку кӑсӑклӑ тема, учителе итлес килет», — тенӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ачасем ашкӑнма чарӑннӑ.

Валериан килти ӗҫсене пурнӑҫлама ачаранах хӑнӑхнӑ, шкула кайичченех ҫӗрулми шуратма вӗреннӗ. Апат пӗҫересси, савӑт-сапа ҫӑвасси, кил-ҫуртра тирпейлесси уншӑн йывӑрах мар. Кроликсене те апат парать, пахчана та тухса ӗҫлет вӑл. Каччӑн амӑшӗ 3 ҫул каялла суккӑрланнӑ, Валериан ӑна та пӑхать. Кӳме ҫинче лараканскер юр та хырать. Интернетра паллашнӑ тусӗ, Тутарстан арҫынӗ Наиль /вӑл та сусӑр/, кун пирки илтсен питӗ тӗлӗннӗ, малтанах ӗненмен те. Валериан епле ӗҫленине видео ӳкерсе ярса панӑ. Ольӑпа ҫывӑхланиччен вӑл ҫынсемпе ытларах Интернет урлӑ хутшӑннӑ. Наиль Акимовсем патне хӑнана та килсе кайнӑ.

Вӑйлӑ пулма хистет.

Валериан — ҫав тери кӑсӑклӑ ҫын, нумай кӗнеке вуланӑскер темӗн те пӗлет. Виҫӗмҫул ӑна республикӑри инвалидсен обществин юбилейне Шупашкара илсе кайнӑ. Унччен сцена ҫине тухса пултарулӑхне халӑха кӑтартманскер Анна Германӑн «Эхо любви» юррине шӑрантарса тӗлӗнтернӗ. Пӑлханнипе сӑмахӗсене маннӑ пулин те куракансем ӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ. Эпир Валерианпа Пуянкассине командировкӑна килсен паллашнӑччӗ. Унӑн ҫынпа питӗ хутшӑнас, калаҫас килни сисӗнчӗ. Юрлама ыйтсан та хирӗҫлемерӗ вӑл ун чухне. Ку ҫеҫ те мар, кӳмене чӗвен тӑратса ташласа та кӑтартрӗ. «Ялта кичем, хулара аталанма майсем ытларах. Унта сусӑрсем валли куржоксем ӗҫлеҫҫӗ, мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Районта вара эпӗ мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланманпа пӗрех», — пытармарӗ вӑл ун чухне. Яшлӑхра Валериан ҫамрӑксемпе клубри ташӑ каҫӗсене тухнӑ. Вӑхӑта усӑсӑр ирттерме юратмасть, пӗлӗвне тарӑнлатать, кӗлеткине пиҫӗхтерет вӑл. Уҫӑ сывлӑшра ҫӳреме юратать, Пуянкассинчен 3-4 ҫухрӑмри Виҫпӳрт Шӑмӑрша та кӳмепе ҫитет. Чиркӗве кайса е сӑвӑ ҫырса чунне ҫӑмӑллатать вӑл. Май пулсан аякри хуласене курса ҫӳреме ӗмӗтленет. Питӗре ҫитсе курнӑскер унтан ҫӗнӗ хавхаланупа, вӑй-хӑват хушса таврӑннине палӑртрӗ. Сусӑр каччӑна ялти ҫынсенчен пӗри тав сӑмахӗ те каланӑ: «Эсӗ пире вӑйлӑрах пулма вӗрентетӗн». Валериан «такӑнса ӳксен — тӑратӗҫ, чун ҫирӗплӗхӗ хавшасан — тапрӗҫ» девизпа пурӑнать. Ҫавӑнпа яланах чунне пиҫӗхтерме, аталантарма тӑрӑшать. Сусӑр тесе вӑл хӑйне нихӑш енчен те чикӗлесшӗн мар, ҫав шутра юрату енчен те. «Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Нимрен хӑраманскер.

Ольӑпа хула урамӗнче тӗл пултӑм, вӑл сирень ҫеҫки йӑтнӑччӗ. «Юратнӑ ҫыннӑма савӑнтарӑп унпа. Вӑл та мана сӑлтавсӑрах чечек парнелет. Пӗр-пӗрне савӑнӑҫ кӳме уяв тӑтӑшах йӗркелетпӗр», — терӗ куҫӗ телейпе ҫиҫекен хӗрарӑм. «Сусӑр ҫынпа ҫыхланма хӑрамарӑн-и?» — ыйтрӑм унран. «Эпӗ йӗкехӳрсемпе таракансенчен кӑна шикленетӗп, урӑх нимрен те. Тӗрӗссипе, Валерианра кӑлтӑк асӑрхамастӑп, нимӗнле йывӑрӑлӑх та курмастӑп унпа. Сывӑ кӗлеткеллӗ, анчах нишлӗ чунлӑ /унашкаллисене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен инвалид тетӗп/ арҫын пайтах. Валерианӑн чунӗ ачанни пек таса. Кунашкалли питӗ сайра. Ҫакӑнпа тыткӑнларӗ вӑл мана. Юрласа кӑтартсан уҫӑ сассипе кӑмӑла ҫавӑрчӗ», — пытармарӗ Оля. Хура-шурне пайтах курнӑскер пурнӑҫа тӗпрен улӑштарма шикленмест. Унӑн мӑшӑрӗ ҫамрӑклах сарӑмсӑр вилнӗ: урампа утса пынӑ чухне электричество пралукӗ йӑтӑнса аннӑ та арҫын ҫунса кайнӑ. Ольӑна ывӑлне ҫитӗнтерме амӑшӗ пулӑшнӑ.

Оля — вырӑс хӗрарӑмӗ, Сӗнтӗрвӑрри хулинчен. Шупашкара 5 ҫул каялла килнӗскер хваттер тара тытса пурӑнать.

— Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫ тупма ҫук. Эпӗ вара алӑ усса ларма хӑнӑхман. Нимӗнле ӗҫе те тиркеместӗп: предприниматель ӗҫӗпе аппаланса Мускавран япаласем турттараттӑм, пӗр вӑхӑт ҫемйипех Мускав облаҫне, Можайска, куҫса кайрӑмӑр. Малтанах — тӑван патӗнче, кайран общежитире пӳлӗм тара тытса пурӑнтӑмӑр. Унта тавар хаклӑрах хакпа сутӑнатчӗ, тупӑш ытларахчӗ. Кайран кукамай чирлени ҫинчен пӗлтӗмӗр, кукаҫипе иккӗшӗ ватӑччӗ, хӑй тӗллӗн пурӑнма йывӑрччӗ вӗсене, вара каялла таврӑнтӑмӑр. Эпӗ хулара маляра вырнаҫрӑм. Мӗнле кӑна ӗҫре хама тӗрӗслемерӗм пуль? Сысна пӑхаканра та, дояркӑра та, сутуҫӑра та, администраторта та, заведущире те... Шкул хыҫҫӑн ятарлӑ пӗлӳ илмен эпӗ. Валерианпа пурӑнма тытӑниччен пӗр ӗҫрен теприне чупаттӑм, икӗ-виҫӗ ҫӗрлӗ вӑй хураттӑм. Пепкесене, чирлисене пӑхаттӑм, инсульт хыҫҫӑн тӑрайманнисемпе те, усал шыҫӑпа апӑракансемпе те ларнӑ. Халӗ ытларах савнипе пӗрле пулма тӑрӑшатӑп, — сӳтӗлчӗ калаҫу ҫӑмхи.

— Оля питӗ ир тӑма хӑнӑхнӑ, 4-5 сехетрех ура ҫинче вӑл. Мана нимӗн те ӗҫлеттермест. Такӑш хушӑра тутлӑ апат пӗҫернӗ, урай ҫунӑ... Хӗрарӑм мар, вут-ҫулӑм. Пӗртте кичемленме памасть вӑл, хаваслӑ та пурнӑҫа юратаканскер, — палӑртрӗ Валериан.

Ольӑпа Валериан мӗльюн ҫын хушшинче пӗр-пӗрне шыраса тупнӑ, иккӗшӗн шӑпи пӗр ҫул ҫине тухни ӑнсӑртран марах. Пӗрле ирттернӗ кашни кунпа, кашни самантпа киленсе пурӑнаҫҫӗ халӗ вӗсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех