Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Шупашкар калаҫать

Автор: Ирина ПАРГЕЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хушнӑ: 2016.05.08 11:58

Пуплевӗш: 125; Сӑмах: 1085

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Владимир Сурков Чӑваш радиора 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Ӗҫтешӗсем ӑна пултаруллӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ журналист тесе хаклаҫҫӗ. Халиччен унпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫма тӳр килменччӗ. Апла пулин те чылай илтнӗ ун ҫинчен. Ҫывӑхрах паллашас шутпа Владимир Петрович патне шӑнкӑравларӑм. Тӗл пулма, хӑйӗнпе тӗплӗнрех паллаштарма хирӗҫ пулмарӗ вӑл.

Пурнӑҫра асра юлмалли самант чылай: шкулта вӗренни, ҫарта службӑра тӑни, студент ҫулӗсем, ӗҫ вырӑнӗ тупни... Владимир Сурков Патӑрьел районӗнчи Пӑлакасси ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. 1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн шӑпа ӑна Чӑваш радиона илсе ҫитернӗ.

- Радиора ӗҫлени пурнӑ-ҫӑмра тарӑн йӗр хӑварчӗ, — тет Владимир Петрович. — Радиона ӑнсӑртран пырса лекрӗм. Ӗҫ шыраттӑмччӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра телевиденире дикторсен конкурсӗ пырать. Мӗн пулать те мӗн килет тесе эпӗ те тӗрӗслеве хутшӑнма шут тытрӑм. Ҫӗнтереймерӗм, анчах финала тухрӑм. Кӑштах куляннине сиссе Арсений Тарасов журналист радиона кайса пӑхма сӗнчӗ. Турткаланса тӑмасӑр килӗшрӗм. Радиора тепӗр хут тӗрӗслерӗҫ. Петӗр Хусанкай ҫырнӑ «Таня» поэмӑн пӗр сыпӑкне пӑхмасӑр вуласа панине хальхи пекех астӑватӑп. Йышӑнчӗҫ. «Пирӗн почта» ҫырусен пайӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Ун чухне ҫырусемпе ӗҫлесси, штатра тӑман корреспондентсемпе ҫыхӑну тытасси тӗп вырӑнта пулнӑ. Кашни районтах журналистсене, паллӑ артистсене, ҫыравҫӑсене хутшӑнтарса радио итлекенсемпе интереслӗ те ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттернӗ.

Эп ӗҫлекен пай «Ҫӗнӗ хыпарсен» редакцийӗн тытӑмӗнче пулнӑран мана хыпарсем хатӗрлемешкӗн явӑҫтарма пуҫларӗҫ. Унта чӑвашла информаци кӑларӑмӗсен ӑсти Иван Степанович Степанов ӗҫлетчӗ. Вӑл чылай вӗрентрӗ, ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса паратчӗ. Каярахпа сасӑ пленка ҫине лайӑх выртнине кура тӗрлӗ очерк, калав, сӑвӑ, музыка кӑларӑмӗсен, концертсен тексчӗсене вулаттарма пуҫларӗҫ.

Кашни сӑмахӑн, кашни йӗркен — хӑйӗн вырӑнӗ

Ҫӗнӗ хыпарсем радио итлекене республикӑра, тӗнчере пулса иртнӗ пулӑмсемпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсене хатӗрлесси — питӗ пысӑк яваплӑх. Кашни сӑмах, кашни саспалли вырӑнта пулмалла.

— Владимир Петрович, эсир ӗҫленӗ вӑхӑтра хатӗрленӗ хыпарсемпе хальхи кӑларӑмсем уйрӑлса тӑраҫҫӗ-и? Тытӑмӗпе, калӑпӑшӗпе, жанрпа?

— Паллах, уйрӑмлӑх пур,— хуравларӗ вӑл. — Ун чухне кашни сӑмаха, кашни йӗркене питӗ хытӑ тӗрӗсленӗ. Пур япала ҫинчен те уҫҫӑн калама та юраман. Халӗ ку енчен кӑшт ирӗклӗрех. Тӗллевӗ вара пӗрешкелех: кӗске, ҫав вӑхӑтрах питӗ пӗлтерӗшлӗ, информацие радио итлекен патне ӑнланмалла чӗлхепе хӑвӑрт тата тӗрӗс ҫитересси.

«Ҫӗнӗ хыпарсем» хатӗрлекен Иван Степанов маншӑн чӑн-чӑн вӗрентекен пулнӑ. Астӑватӑп-ха, малтанах пӗр-икӗ страницӑлӑх информаци ҫырса параттӑм. Йӑлт чӗрсе пӗтеретчӗ: виҫӗ йӗрке хӑваратчӗ те ик-виҫ сӑмах хушса эпӗ темиҫе страницӑра калас тенӗ шухӑша вунӑ йӗркере уҫса паратчӗ. Нимӗн те ҫухалмасть, хыпар пӗлтерӗшӗ вара сумлӑрах, вӑйлӑрах, ҫӑрарах пулса тухать. Паллах, кунта ӑсталӑх, опыт кирлӗ. Вӑл вара ӗҫленӗҫемӗн пухӑнать.

Корреспондентра ӗҫленӗ тапхӑрта Владимир Сурковӑн интервьюсем те илме тӳр килнӗ. Ман алӑри пӗчӗк диктофона курсан вӑл каллех асаилӳ авӑрне путрӗ:
— Ун чухнехи техника пысӑкчӗ, йӑтса ҫӳреме меллӗ марччӗ.
«Репортер-6» тата «Репортер-7» магнитофонсемпе пайтах ӗҫлеме тӳр килнӗ. Ҫӗнӗ технологисем аталаннӑ тапхӑрта пурнӑҫ журналистсем валли ҫӗнӗ майсем уҫать, ӗҫне чылай ҫӑмӑллатать. Халӗ диктофонпа ҫырса илнӗ материала компьютерпа итлесе пӑхма, кирлӗ маррине ҫийӗнчех касса кӑларма, сӑмахсене вырӑнпа улӑштарса лартма, ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама пулать. Унччен ку енӗпе ӗҫлекен операторсем пленкӑсене татса ҫыпӑҫтарнӑ.

Диктор ӗҫӗ — чун туртӑмӗ

Паллах, ку ӗҫре сумлӑ сасӑ кӑна ҫителӗксӗр, кашни кунах вӗренсе, пултарулӑха туптаса пымалла. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш радиора Авель Харитонов, Серафима Ефимова, Екатерина Дубровина, Александр Слепов дикторсем ӗҫленӗ. Чӑн-чӑн профессионалсем! Вӗсенчен вӗренсе пымалли нумай пулнӑ.

— Вӗсем пек пултарайӑп-ши? Пуҫра яланах ҫак ыйту пулнӑ. Ҫӗршывра чапа тухнӑ Юрий Левитан, республикипе паллӑ Авель Харитонов, Серафима Ефимова, Маргарита Кабетова диктор сассисем чӗрене пӗрре мар хумхантарнӑ, хӑпартлантарнӑ. Вӗсене итлесе вӗсем пек пулма тӑрӑшнӑ. Малтанхи вӑхӑтра диктор сасси трибуна ҫинчен каланӑ пек янӑрамалла пулнӑ. Эпӗ ӗҫленӗ ҫулсенче сасӑ хӑвачӗ хыҫа юлчӗ. Чунпа вуласси, интонаци, дикци, сӑмахсене тӗрӗс каласси мала тухрӗ. Ҫав хушӑрах дикторӑн тавра курӑмӗ анлӑ пулмалла, литературӑпа, политикӑпа интересленмелле. Робот пек чунсӑр вулани те килӗшӳсӗр.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та Серафима Ефимова радиоприемник ҫумӗнче кунӗпех ларатчӗ. Эфирта йӑнӑш ярсан ҫийӗнчех шӑнкӑравласа калатчӗ. Нихӑҫан та вӑрҫмастчӗ вӑл, асӑрхаттаратчӗ. «Мӗнле вӑл? Вула тӗнче илтмелле», — тетчӗ. Аслӑ юлташсен сӑмахне яланах итленӗ, вӗсем ыр сунса каланине астуса юлма тӑрӑшнӑ. Ҫумра юлташсем пулни вара ӗҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ.

Владимир Сурковӑн опытлӑ дикторсенчен пӗринпе Маргарита Кабетовӑпа ҫуммӑн ларса ӗҫлеме тӳр килнӗ.

— Владимир Петрович сасси — тулли, кӑкӑртан, шалтан тухакан пуян сасӑ, чӑн-чӑн арҫын сасси, — аса илет Маргарита Кирилловна. — «Ҫӗнӗ хыпарсене» вуланӑ чухне унра партнерлӑх туйӑмӗ вӑйлӑ сисӗнетчӗ. Йӑнӑшсан, ҫухалса кайсан пӗр-пӗрне ӑнланса йывӑр лару-тӑруран тухма пулӑшаттӑмӑр.

Владимир Петрович халӗ те пурнӑҫран юлмасть. Чӑваш радио итлет, асӑрхаттарать. Хӑйне кӑмӑла кайнӑ кӑларӑмсене хакласа савӑнма пӗлет. Чуна хумхантаракан япаласене илтсен ҫийӗнчех шӑнкӑравласа сӗнӳсем парать. Ҫамрӑксене вӗрентсе пыма, ӗҫе хӑнӑхтарма ыйтать.

Ҫынна усӑ кӳни пурӑнма вӑй парать

1992 ҫулта йывӑр чире пула Владимир Сурковӑн юратнӑ ӗҫрен уйрӑлма тивнӗ. Алӑ усса ларсан ӳт-пӳ те, ӑс-тӑн та, чун та хавшать теҫҫӗ. Ҫавӑнпах пулӗ радиори юлташӗсем Юрий Фроловпа Иван Перов ӑна социаллӑ хӳтлӗх темисене ҫутатакан «Шанчӑк» программа хатӗрлеме сӗннӗ.

— Кун пек пӗр вырӑнта ларма юрамасть. «Атя, ҫыр, кӑларӑм хатӗрле», — хистесех тӑратчӗҫ вӗсем. Радиопередачӑна хатӗрлеме пӗрре те ҫӑмӑл марччӗ. Тӗп геройсене шыраса тупнисӗр пуҫне вӗсемпе калаҫмаллаччӗ, монтаж тумаллаччӗ. Ҫак кӑларӑма вунӑ ҫула яхӑн йӗркелесе тӑтӑмӑр. Тӗрӗссипе, ку ярӑм маншӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн сывлӑх тата та хавшама пуҫларӗ. Тепӗр хут вӑй илсен ман валли ҫӗнӗ ӗҫ тупӑнчӗ. Куҫ курманнисем чӑваш кӗнекисене вулаймаҫҫӗ. Вӗсем ытларах Брайл шрифчӗпе ҫырнӑ кӗнекесене вуласа тата аудиокассетӑсем итлесе тӗнчепе паллашаҫҫӗ. Эпӗ вара куҫ курманнисем валли компьютерпа итлемелли аудиокӗнекесем ҫыратӑп. Ман шутпа, ку питӗ кирлӗ вӗсене. Ҫынна пулӑшма пултарни хавхалантарать, камшӑн та пулсан усӑллине туйни вӑй парать.

Журналист — сӑмах ӑсти

— Хам пирки журналист теме хӑюлӑх ҫитерейместӗп эпӗ, — тет Владимир Сурков сӑпайлӑн. — Журналист вӑл — сӑмах ӑсти. Ҫынна ӗнентерес тесен шанчӑклӑ ҫул шырамалла. Журналистӑн сӑмахпа ӗҫлеме пӗлмелле, яваплӑха туймалла. Ӑс-тӑн, чӑтӑмлӑх кирлӗ. Кашкӑра ури тӑрантарнӑ пек, журналиста та ура тӑрантарать. Ҫил-тӑман-и, ҫумӑр-и, шӑрӑх-и — унӑн сюжет хатӗрлеме каймалла. Пурнӑҫра кам мӗнле ҫулпа каясси хамӑртан, саманаран, ӑнсӑртлӑхран килет. Эпӗ ачаранах литературӑпа, историпе, поэзипе кӑсӑкланнӑ. Халӗ те ҫак туртӑм пур.

— Ӗҫе яланах тӗплӗн те яваплӑн пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ специалист вӑл, — В.Сурков пултарулӑхне хакланӑ май аса илет Чӑваш радиора ӗҫлекен Галина Вастрюкова корреспондент. — Вӑл питӗ лӑпкӑ, сӑпайлӑ ҫын. Тӳрӗ эфира тухнӑ чухне яланах тӗплӗ хатӗрленетчӗ. Текста темиҫе хутчен тишкеретчӗ, сасса улӑштарса та, артист пек те вулатчӗ. Хӑнӑхнӑ вӑл хӑйӗн ӗҫне ҫапла яваплӑн пурнӑҫлама.

Халӗ те ахаль лармасть Владимир Сурков. Сӑвӑсем ҫырать. Унӑн сӑввисемпе композиторсем юрӑсем кӗвӗлеҫҫӗ. Куҫарупа та нумай ӗҫлет. Уйрӑмах В.Высоцкий сӑввисене чӑвашла куҫарма кӑмӑллать.

Пурӑнан пурнӑҫра ҫыннӑн тем тӗрлӗ йывӑрлӑх та чӑтса ирттерме тивет. Ҫумра ҫывӑх ҫынсем пурри ҫав чун ыратӑвне ирттерсе яма, канӑҫ тупма вӑй-хал парать. Владимир Сурковпа юнашар — юратнӑ ҫынсем. Шупашкар районӗнчи Турикассинче ҫуралса ӳснӗ Аполинария Семеновнӑпа 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Виҫӗ хӗр — Екатерина, Анна, Татьяна — ҫуратса ӳстернӗ, пурне те аслӑ пӗлӳ панӑ. Икӗ хӗрӗ ҫемьеллӗ ӗнтӗ, пӗр мӑнук Дима пур.

— Чӑваш радио сӑн-сӑпачӗ ытти радиостанципе танлаштарсан пач урӑхла. Эпӗ ӗҫленӗ чухне те, халӗ те журналист ӗҫӗ ҫӑмӑл пулман. Чӑваш радиора ӗҫлекенсене ҫитӗнӳ, сывлӑх сунатӑп. Сывлӑхсӑр микрофон умне те лараймастӑн, ҫил-тӑманра та тухса чупаймастӑн. Маттур пулӑр! — калаҫӑва вӗҫленӗ май ыр сунчӗ Владимир Петрович.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех