Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Евр 13

Пай: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Еврейсене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 09:29

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 391

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр; 2. ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ. 3. Тӗрмерисене — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та тӗрмере ларнӑ пек — асӑрта тытӑр, асап куракансене те — вӗсемпе пӗрле хӑвӑр та асап тӳснӗ пек — астуса тӑрӑр.

4. Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр, выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр; ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут тӑвать. 5. Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑех каланӑ: «сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» тенӗ. 6. Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?» тетпӗр.

7. Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр, вӗсем сире Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ; вӗсем епле пурӑннине, епле вилнине пӗлсе тӑрса, вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшӑр. 8. Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫав-ҫавах. 9. Тӗрлӗ вӗрентӳ, суя вӗрентни хыҫҫӑн ан кайӑр; чӗрене тивлетпе кӑна тӗреклӗлентерме пулать, ӑна мӗн ҫимеллипе мӗн ҫимелле маррине пӗлсе тӑнипе тӗреклӗлентерме ҫук, ҫавна туса никам та усӑ курман-ха. 10. Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫине кӳнине кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлекенсен ҫиме ирӗк ҫук. 11. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑхсен юнне илсе кӗрет, выльӑхӗсен ӳтне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ. 12. Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ.

13. Эппин, эпир те Ун патне тапӑр тулашне тухар, Вӑл курнӑ мӑшкӑла тӳсер; 14. пирӗн кунта ялан пурӑнас хула ҫук — эпир ҫитес ӗмӗрти хулана шыратпӑр. 15. Ҫапла ӗнтӗ Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар — вӑл Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни пултӑр. 16. Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ.

17. Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар.

18. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр. 19. Манӑн сирӗн пата часрах таврӑнмалла пултӑрччӗ, пуринчен ытла ҫавӑншӑн кӗлтума ыйтатӑп. 20. Канӑҫлӑх Турри — ӗмӗрлӗх халал Юнӗпе Иисус Ҫӳлхуҫамӑра, сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫне, вилӗмрен чӗртсе тӑратаканӗ — 21. сире Хӑйӗн ирӗкӗпе кирек мӗнле ырӑ ӗҫ валли те хатӗрлесе ҫитертӗр, Иисус Христос урлӑ Вӑл сире Хӑйне юрӑхлӑ ӗҫсем тутарса тӑтӑр; Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр! Аминь.

22. Эй тӑванӑмсем, сире тархаслатӑп: ҫак ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене йышӑнӑр эсир; ҫырасса та эпӗ сире нумай та ҫырмарӑм. 23. Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.

24. Хӑвӑра вӗрентекенсене тата сӑваплӑ ҫынсене пурне те салам калӑр. Италирисем сире салам яраҫҫӗ.

25. Сире пурсӑра та тивлет пултӑр. Аминь.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех