Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп

Автор: А.ПЕТРОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хушнӑ: 2016.07.14 09:36

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 823

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Спорт

Пирӗн хушӑра тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫын сахал мар. Пӗри ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫленӗ хушӑрах алла киҫтӗк тытса илемлӗ ӳкерчӗксемпе илӗртӳллӗ картинӑсем тума ӑста. Тепри производствӑран пушӑ вӑхӑтра ачасене самолет тӑвас ӑсталӑха алла илме вӗрентет...

Вӑрмар поселокӗнче пурӑнакан Николай Михайлов /ытларахӑшӗ ӑна Сухаллӑ Микулай хушма ятпа пӗлеҫҫӗ/ хӑйӗн пурнӑҫӗн ытларах пайне Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлесе ирттернӗ. Йывӑр шухӑшсенчен канас тӗллевпе сӑвӑ-калав шӑрҫалама, хаҫат-журнал валли статья-тӗрленчӗк ҫырма сӗтел хушшине ларнӑ, халӑх хорӗнче юрланӑ. Ҫав вӑхӑтрах эпир вӑл пултаруллӑ спортсмен пулнине те пӗлетпӗр. Калаҫӑва та спортранах пуҫларӑмӑр.

— Николай Павлович, эсир спорта парӑннӑ ҫын. Кун кӗнеки ҫырса пынине те илтнӗччӗ. Тӗрӗсех-и?

— Ҫапла. 1986 ҫултанпа кашни кун миҫе ҫухрӑм чупнине /ҫуран е йӗлтӗрпе/ тата утнине палӑртса пыратӑп. Акӑ, калӑпӑр, паян 3 ҫухрӑм чупрӑм, 4 ҫухрӑм утрӑм. Дневникре пӗтӗмпех паллӑ. Хамӑн япӑх тата лайӑх енсене пӗлме, ҫитӗнӳсене хак пама кирлӗ ку мана. Кашни ҫул пӗтӗмлетӳ тӑватӑп. Тӗслӗхрен, кӑҫал йӗлтӗрпе 635 ҫухрӑм чупнӑ, пӗлтӗр — 598. Ҫулсем шунӑ май кӑтартусем те япӑхланаҫҫӗ: малтанхи ҫулсенче уйӑхра 1000-1500 ҫухрӑма та парӑнтараттӑм. Эпӗ ҫуран чупма ытларах юрататӑп. Тренировка ирттерме нумай чухне Кивӗ Вӑрмар патӗнчи рашчана тухатӑп. Хушӑран стадионта е паркра хатӗрленетӗп.

— Ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫрӑр пулин те ӳркенместӗр. Вӑрмарсем сирӗнтен тӗлӗнме те пӑрахрӗҫ пулӗ.

— Хӑнӑхрӗҫ ӗнтӗ пурте. «Халӗ те чупатӑн-и-ха? Чупса ывӑнмарӑн-и?» — теҫҫӗ ҫул ҫинче тӗл пулсан. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма пӑрахсан чир-чӗр ҫыпӑҫать. Чӑн та, сывлӑх енчен аптрамастӑп-ха. Юн пусӑмӗ те аванах. «Каччӑнни пекех», — теҫҫӗ врачсем. Анализсем те начар мар. Куҫ кӑна япӑхланчӗ, операцисем те тутартӑм. Хутпа нумай ӗҫлени те, талӑкӗ-талӑкӗпе хуралта тӑни те витӗм кӳчӗҫ пулӗ.

— Эсир Мускавра иртекен сумлӑ ӑмӑртӑва — Пӗтӗм тӗнче марафонне — темиҫе те хутшӑннӑ.

— Ӑмӑрту стартне 4 хут тухрӑм. 2005 ҫулта аслисен йышӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Унта чупакансене пурне те медальпе футболка параҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери марафонҫӑсен «Матч пяти» турнирӗнче пӗрре мар ӑмӑртнӑ. Ветерансен хушшинче йӗркелекен ҫӗршыв чемпионатне 12 хут хутшӑнтӑм, икӗ хутчен призер пултӑм. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи турнирсенчен пӗрре мар медальпе таврӑнтӑм. Мускавра, Тольяттире, Екатеринбургра, Хусанта, Челябинскра тата ытти хулара иртнӗ ӑмӑртусене тулли кӑмӑлпа аса илетӗп. Ют ҫӗршывсенчи стартсене те хутшӑнас килет, анчах унта ҫитме кӗсье хулӑнах мар ҫав.

— Атлетсем пӗр-пӗринпе питӗ туслӑ теҫҫӗ. Сирӗн юлташ нумай-и?

— Шупашкарти «Элара» завод ҫумӗнчи спорт клубӗн хастарӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытатӑп. Вӗсемпе пӗрле чылай хулара пулса куртӑмӑр. Хамӑр ентешсенчен 76-ри Корнил Ивановпа юлташлӑ. Унпа тӗрлӗ хулара иртекен ӑмӑртусене хутшӑнтӑмӑр. Республика тулашӗнчисемпе те ҫыхӑнӑва татман: турнирсенче яланах пӗр-пӗринпе тӗл пулатпӑр.

— Спортсмен пулма пӗрре те ҫӑмӑл мар. Ҫак ҫул ҫине хӑҫан тӑтӑр?

— Ачаранах спортпа туслӑ эпӗ. Салтакра чухне спорт ӗмӗре тӑснине ӑнлантӑм: ҫуран тата йӗлтӗрпе чупас енӗпе ӑсталӑха аталантарма пуҫларӑм. Мускавра ӗҫленӗ чухне эпӗ штанга йӑтса ҫурӑм шӑммине хускатнӑччӗ. Ӑна сиплес тесе ирсерен чупма тата зарядка тума пуҫларӑм. Ҫакӑ пулӑшрӗ курӑнать: паянхи кун та аптрамастӑп-ха. Ҫав тапхӑртанпа сывӑ пурнӑҫ йӗрки, ӑмӑртусем, тренировка пурнӑҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑчӗҫ. Мускав милицийӗнче ӗҫленӗ чухне «Динамо» спорт клубӗн чысне хӳтӗлерӗм. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенчи паллӑ динамовецсемпе Павелпа Алевтина Колчинсемпе, Вячеслав Веденинпа, Анатолий Насеткинпа пӗрле сахал мар турнирта вӑй виҫрӗм. Чӑваш Ене таврӑнсан республика ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма пуҫларӑм. Вӑрмар тӑрӑхӗнче ирттерекеннисенчен те юлмастӑп. «Наци кросӗ», «Йӗлтӗр йӗрӗ» массӑллӑ уявсене хаваспах тухатӑп.

— Вӑрмар каччи ШӖМ тытӑмне ӗҫлеме епле лекнӗ-ха?

— Пӗрле ӳснӗ юлташӑм салтак аттине хывсан милиционера вырнаҫнӑччӗ. Ун чухне Мускав ҫыннисем милиционер ӗҫне пит килӗштерместчӗҫ, ҫавӑнпа унта ялтан тухнисем ытларахчӗ. Служба вӑхӑчӗ вӗҫленсен эпӗ яла таврӑнасшӑнччӗ. Тракторист специальноҫӗ те пурччӗ, анчах манӑн вӗренес ӗмӗт пысӑкчӗ. Тусӑм сӗннипех ШӖМ управленине кайса пӑхрӑм, каҫхине шкула ҫӳрерӗм. Каярахпа милици шкулӗнче вӗрентӗм. Мускавра темле лайӑх пулсан та тӑван тӑрӑх каяллах туртатчӗ. Чӑваш чӗлхишӗн тунсӑхланипе чӑваш хаҫачӗсене ҫырӑнса илеттӗм. 6 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкара килтӗм. Унта уголовлӑ шыравӑн аслӑ инспекторӗ, уйрӑм пуҫлӑхӗ, дивизион командирӗ пултӑм. ШӖМ тытӑмӗнче пӗтӗмӗшле 25 ҫул ӗҫлерӗм. 1983 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Чапаев ячӗллӗ заводра вӑй хутӑм. 1992 ҫулта Вӑрмара куҫса килтӗм.

— Отставкӑри майор литературӑпа кӑсӑкланма хӑҫан пуҫланӑ?

— Мускаврах ҫырма тытӑнтӑм. Отпускра чухне Чӑваш Ене час-час ҫӳреттӗм, Ҫыравҫӑсен союзне те кӗрсе тухаттӑм. Ун чухнехи председатель мана Мускав облаҫӗнчи Калининградра /халӗ — Королев/ Ираида Нарс писатель пурӑннине пӗлтерчӗ. Ҫунатланнӑскер ун патне хӑнана кайрӑм. Вӑл мана ӑшшӑн йышӑнчӗ. Ӑна хам сӑвӑсене кӑтартрӑм. Ираида Алексеевна мана ҫырма хавхалантарса тӑчӗ. Манӑн статьясем «Хыпар», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» тата районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫатсенче кун ҫути кураҫҫӗ. Унччен тухса тӑнӑ «Крим» хаҫат валли те нумай ҫыраттӑм. Манӑн тӑватӑ кӗнеке пичетленсе тухрӗ.

— Николай Павлович, эсир юрлама та ӑста теҫҫӗ.

— Ҫамрӑк чухне нумай юрланӑ. Мускавра пурӑннӑ чухне те, Шупашкарта та хора ҫӳренӗ. Вӑрмарти «Парне» ансамбльпе концертсемпе уявсенче халӑха сахал мар савӑнтарнӑ. Иккӗмӗш арӑм та кӗвӗ-ҫемӗ енӗпе маттурччӗ, ансамбльсенче пӗрле юрланӑ. Унӑн хӗрӗ вара юрӑҫ пулса тӑчӗ.

— Мӗншӗн Сухаллӑ Микулай хушма ят илтӗр?

— Сухала 65 ҫула ҫитсен ӳстерме пуҫларӑм. Унччен мӑйӑхпа ҫӳренӗ. Сухаллӑ ҫын сумлӑрах курӑнать. Ӑмӑртусен вӑхӑтӗнче те тӳрех асӑрхаҫҫӗ. Хӑшпӗр чухне йӑлӑхтарса ҫитерет те хырса пӑрахатӑп. Кайран каллех ӳстерме тытӑнатӑп. Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ те вӑрӑм теҫҫӗ.

— Эсир — «Хыпар» Издательство ҫурчӗ ирттернӗ ҫӑмӑл атлетика чупӑвӗсен хастарӗ.

— И.Яковлевпа Н.Никольские сума суса чупу ирттерни пысӑк хисепе тивӗҫ. Пӗрремӗшне 2003 ҫулта йӗркелерӗҫ. Ун чухне «Кӑнна Кушки — Шупашкар — Купӑрля» маршрутпа чупрӑмӑр. Тепӗр вунӑ ҫултан ҫак пуҫарӑва тепӗр хут йӗркелерӗҫ. Эпӗ те юлмарӑм унран. 2008 ҫулта вара республикӑри паллӑ спортсменсемпе Шупашкартан Тутарстана ҫити 380 ҫухрӑм чупрӑмӑр. Ҫак мероприятисем икӗ республика хушшинче туслӑ ҫыхӑну йӗркелеҫҫӗ, сумлӑ патриархӑмӑрсен ячӗсене ялан асра тытма пулӑшаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех