Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ

Автор: Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ

Ҫӑлкуҫ: «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Хушнӑ: 2016.07.31 12:15

Пуплевӗш: 70; Сӑмах: 1056

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗ-лекенсене тав туса монумент уҫӑлчӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кӑларакан Пуху депутачӗсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членӗсем, Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В. Рамазанов, ҫар ҫыннисем, ҫамрӑксен тӗрлӗ организацийӗсенче тӑракансем, ветерансемпе ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Кивӗ Улхашран Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме Аслӑ вӑрҫа 647 ҫын тухса кайнӑ, ҫурри ытла – 327-шӗ – каялла таврӑнайман. Вӗсен хушшинче хӑйӗн паттӑрла ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ танкист, Совет Союзӗн Геройӗ – 24 ҫулхи Николай Князькин. Ял шкулӗнче вӑрҫӑсене хутшӑннисене халалланӑ музей та пур. Ентешсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗ-хе асра хӑварас тата ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗлӗшпе икӗ ҫул каялла ялти таврапӗлӳҫӗсен клубӗ «Староалгашинцам – доблестным защитникам Отечества от благодарных потомков» монумент лартма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра ял варринче Т-80 танк тата икӗ зенитка вырнаҫса ларчӗҫ. Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Совет Союзӗн Геройӗн Н.Г.Князькинӑн хӗрӗ Роза Марыгина тата вӑрҫӑ ветеранӗ Иван Рдюков хӗрлӗ хӑйӑва касса монумента уҫма тивӗҫ пулчӗҫ.

Кӗпӗрнаттӑрӑн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов ял халӑхне пысӑк уявпа саламларӗ.

-Эпӗ сире вӑрҫӑ хирӗнче ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ ентешсене манманнишӗн область правительстви тата РФ Президенчӗ ятӗнчен тав тӑватӑп. Ялта ҫакӑн пек комплекс уҫассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ ятарлӑ пуҫару ушкӑнӗ умӗнче пуҫ таяс килет. Ку ӗҫ вилнисене мар, ҫитӗнекен ӑрӑва ытларах кирлӗ, вӑл Тӑван ҫӗршыва хаклама, ентешсене, тӑвансене хисеплеме, юратма вӗрентет, — терӗ Сергей Иванович.

Монумент уҫассишӗн тӑрӑшнӑ кивулхаш ҫыннисене «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» асӑнмалӑх паллӑпа наградӑларӗ. Вӗсем хушшинче Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗ Н.Ф.Шуреков, М.Ф.Шуреков усламҫӑ, Аҫтӑрханти кимӗсем юсакан завод директорӗ П.А.Шуреков, РФ оборона министерствин тӗп штабӗн полковникӗ Н.А.Илямаков тата подполковникӗ О.Г.Ледюков, полици майорӗ Ю.А.Илямаков, шкулти музей директорӗ Н.К.Кадебин, полици полковникӗсем В.М.Эльмуков, Н.В.Князькин, ҫул-йӗр участокӗн маҫтӑрӗ О.Н.Сандркин.

Х.В. Рамазанов ҫулсем иртнӗ май Ҫӗнтерӳ уявӗ кашни ҫыншӑн хакланса, ветерансем сахалланса пынине каларӗ, ҫавӑнпа кашни ҫул майӑн 9-мӗшне юбилей ҫулӗ пек анлӑ та савӑнӑҫлӑ уявлама сунчӗ. Чӑнлӑ ҫӗрӗ паттӑрсемпе тата ӗҫчен ҫынсемпе пуян пулнине, ялта пурӑнма пур условисем те туса панине палӑртрӗ.

Х.В.Рамазанов уйрӑмах Н.Ф.Шурекова тата Н.А.Илямакова тав сӑмахӗсем каларӗ. Районти социаллӑ пурнӑҫа тата патриотла воспитани ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн иккӗшне те районти депутатсен канашӗ «Чӑнлӑ районӗн Хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине пӗлтерчӗ.

Ҫак ӗҫсене хастар хутшӑннӑ кивулхашсем — В.Н.Карсаков, В.З.Ледюков, Г.В.Майрабеев, Н.А.Микка, В.В.Рахманов, Н.В.Шарайкин, П.В.Шиваев, Б.П.Шиваев, В.Ф.Шуреков район администрацийӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.

В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

РФ оборона министерствин сывлӑш ҫарӗн полковникӗ Н.Ф. Шуреков хӑй йӗркеленӗ пуҫару ушкӑнӗпе монумент лартассишӗн икӗ ҫул тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ.

Монумент умне область правительстви, район администрацийӗ, ял тӑрӑхӗ ячӗсенчен чечек карҫинккисем хучӗҫ. Ял ҫыннисемпе хӑнасем, ҫар ҫыннисем те уява илсе пынӑ чечек ҫыххисене вилнӗ тӑванӗсене хисеплесе монумент умне хучӗҫ. Уяв парадпа тата «Вилӗмсӗр полк» уттипе тӑсӑлчӗ. Оркестр марш каларӗ. Пухӑннӑ халӑх тата монумент умӗпе 31-мӗш десант бригадин ҫар ҫыннисем, Суворов ячӗллӗ училищӗре вӗренекенсем иртрӗҫ. «Вилӗмсӗр полк» шкул енне утрӗ. Ача садне ҫӳрекенсем вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсене, вӑрҫӑ ачисене чечек ҫыххисем парнелерӗҫ, тӳпене нумай-нумай шар вӗҫтерсе ячӗҫ.

Уяв Н.Г.Князькин палӑкӗ умӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Унта шкул тата садик ачисем концерт лартрӗҫ. Музей директорӗ Н.К.Кадебин, Совет Союзӗн Геройӗн хӗрӗ Р.Н.Марыгина сӑмах тухса каларӗҫ. Роза Николаевна ашшӗ пирки ҫырнӑ сӑвӑ вуларӗ.

Десантниксем ушкӑнпа тӑрса ҫар ӑсталӑхне шоу евӗр кӑтартса пачӗҫ, халӑха салтак пӑттипе, вӑрҫӑри 100 грампа, чейпе хӑналарӗҫ. Уяв каҫпа «Ҫурта ҫут» тӑвӑмпа тата салютпа вӗҫленчӗ.

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗ-лекенсене тав туса монумент уҫӑлчӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кӑларакан Пуху депутачӗсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членӗсем, Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В. Рамазанов, ҫар ҫыннисем, ҫамрӑксен тӗрлӗ организацийӗсенче тӑракансем, ветерансемпе ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Кивӗ Улхашран Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме Аслӑ вӑрҫа 647 ҫын тухса кайнӑ, ҫурри ытла – 327-шӗ – каялла таврӑнайман. Вӗсен хушшинче хӑйӗн паттӑрла ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ танкист, Совет Союзӗн Геройӗ – 24 ҫулхи Николай Князькин. Ял шкулӗнче вӑрҫӑсене хутшӑннисене халалланӑ музей та пур. Ентешсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗ-хе асра хӑварас тата ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗлӗшпе икӗ ҫул каялла ялти таврапӗлӳҫӗсен клубӗ «Староалгашинцам – доблестным защитникам Отечества от благодарных потомков» монумент лартма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра ял варринче Т-80 танк тата икӗ зенитка вырнаҫса ларчӗҫ. Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Совет Союзӗн Геройӗн Н.Г.Князькинӑн хӗрӗ Роза Марыгина тата вӑрҫӑ ветеранӗ Иван Рдюков хӗрлӗ хӑйӑва касса монумента уҫма тивӗҫ пулчӗҫ.

Кӗпӗрнаттӑрӑн ӗҫне вӑхӑтлӑха илсе пыракан Сергей Морозов ял халӑхне пысӑк уявпа саламларӗ.

— Эпӗ сире вӑрҫӑ хирӗнче ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ ентешсене манманнишӗн область правительстви тата РФ Президенчӗ ятӗнчен тав тӑватӑп. Ялта ҫакӑн пек комплекс уҫассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ ятарлӑ пуҫару ушкӑнӗ умӗнче пуҫ таяс килет. Ку ӗҫ вилнисене мар, ҫитӗнекен ӑрӑва ытларах кирлӗ, вӑл Тӑван ҫӗршыва хаклама, ентешсене, тӑвансене хисеплеме, юратма вӗрентет, — терӗ Сергей Иванович.

Монумент уҫассишӗн тӑрӑшнӑ кивулхаш ҫыннисене «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» асӑнмалӑх паллӑпа наградӑларӗ. Вӗсем хушшинче Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗ Н.Ф.Шуреков, М.Ф.Шуреков усламҫӑ, Аҫтӑрханти кимӗсем юсакан завод директорӗ П.А.Шуреков, РФ оборона министерствин тӗп штабӗн полковникӗ Н.А.Илямаков тата подполковникӗ О.Г.Ледюков, полици майорӗ Ю.А.Илямаков, шкулти музей директорӗ Н.К.Кадебин, полици полковникӗсем В.М.Эльмуков, Н.В.Князькин, ҫул-йӗр участокӗн маҫтӑрӗ О.Н.Сандркин.

Х.В. Рамазанов ҫулсем иртнӗ май Ҫӗнтерӳ уявӗ кашни ҫыншӑн хакланса, ветерансем сахалланса пынине каларӗ, ҫавӑнпа кашни ҫул майӑн 9-мӗшне юбилей ҫулӗ пек анлӑ та савӑнӑҫлӑ уявлама сунчӗ. Чӑнлӑ ҫӗрӗ паттӑрсемпе тата ӗҫчен ҫынсемпе пуян пулнине, ялта пурӑнма пур условисем те туса панине палӑртрӗ.

Х.В.Рамазанов уйрӑмах Н.Ф.Шурекова тата Н.А.Илямакова тав сӑмахӗсем каларӗ. Районти социаллӑ пурнӑҫа тата патриотла воспитани ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн иккӗшне те районти депутатсен канашӗ «Чӑнлӑ районӗн Хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине пӗлтерчӗ.

Ҫак ӗҫсене хастар хутшӑннӑ кивулхашсем — В.Н.Карсаков, В.З.Ледюков, Г.В.Майрабеев, Н.А.Микка, В.В.Рахманов, Н.В.Шарайкин, П.В.Шиваев, Б.П.Шиваев, В.Ф.Шуреков район администрацийӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.

В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

РФ оборона министерствин сывлӑш ҫарӗн полковникӗ Н.Ф. Шуреков хӑй йӗркеленӗ пуҫару ушкӑнӗпе монумент лартассишӗн икӗ ҫул тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ.

Монумент умне область правительстви, район администрацийӗ, ял тӑрӑхӗ ячӗсенчен чечек карҫинккисем хучӗҫ. Ял ҫыннисемпе хӑнасем, ҫар ҫыннисем те уява илсе пынӑ чечек ҫыххисене вилнӗ тӑванӗсене хисеплесе монумент умне хучӗҫ. Уяв парадпа тата «Вилӗмсӗр полк» уттипе тӑсӑлчӗ. Оркестр марш каларӗ. Пухӑннӑ халӑх тата монумент умӗпе 31-мӗш десант бригадин ҫар ҫыннисем, Суворов ячӗллӗ училищӗре вӗренекенсем иртрӗҫ. «Вилӗмсӗр полк» шкул енне утрӗ. Ача садне ҫӳрекенсем вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсене, вӑрҫӑ ачисене чечек ҫыххисем парнелерӗҫ, тӳпене нумай-нумай шар вӗҫтерсе ячӗҫ.

Уяв Н.Г.Князькин палӑкӗ умӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Унта шкул тата садик ачисем концерт лартрӗҫ. Музей директорӗ Н.К.Кадебин, Совет Союзӗн Геройӗн хӗрӗ Р.Н.Марыгина сӑмах тухса каларӗҫ. Роза Николаевна ашшӗ пирки ҫырнӑ сӑвӑ вуларӗ.

Десантниксем ушкӑнпа тӑрса ҫар ӑсталӑхне шоу евӗр кӑтартса пачӗҫ, халӑха салтак пӑттипе, вӑрҫӑри 100 грампа, чейпе хӑналарӗҫ. Уяв каҫпа «Ҫурта ҫут» тӑвӑмпа тата салютпа вӗҫленчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех