Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ

Автор: Г. Я. Хлебников

Ҫӑлкуҫ: «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Хушнӑ: 2019.02.26 20:27

Пуплевӗш: 622; Сӑмах: 6974

Текст тӗсӗ: Ӑслӑлӑх статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Партин XXII съезчӗ коммунизм тумалли Программӑ йышӑннӑранпа совет халӑхӗ пур енӗпе те — производствӑра, наукӑра, искусствӑра — чаплӑ ӳсӗмсем турӗ.

Чӑваш халӑхӗшӗн пулсан вара, 1962 ҫул унӑн историне ылтӑнпах ҫырӑнса юлчӗ темелле. Халӑхӑмӑрӑн паттӑр ывӑлӗ Андриян Николаев, Ҫӗр тавра тӑватӑ талӑк ҫаврӑнса, совет ҫӗршывӗпе пӗрле чӑваш халӑхне те тӗнче умӗнче чапа кӑларчӗ.

Ӗмӗтӗн ҫуначӗ ҫирӗм, теҫҫӗ. Ҫунатлансах ӗмӗтленӗпӗр: чӑваш искусстви те ҫитес вӑхӑтсенче ҫӗнӗ орбитӑна тухинччӗ, паттӑрлӑх рекорчӗ хыҫҫӑн писательсем те чун илемӗ-пуянлӑхӗпе тӗнчене тӗлӗнтерекен художествӑллӑ произведенисем ҫырса паринччӗҫ.

Тӗвӗленсе шӑтса тухнӑранпа ҫӗр ҫул та тултарман ҫамрӑк литературӑ ҫине ун пек пысӑк тиев тиеме пулать-ши? — Пулатех. Кӑна эпир халӑхӑмӑрта пысӑк художествӑллӑ вӑй пуррине кура, хальхи вӑхӑтра унӑн интереслӗ писательсем йышлине шута илсе тата коммунизм енне туртӑннӑ самана сывлӑшӗ ҫамрӑк талантсемшӗн уйрӑмах сиплӗ пулнине асра тытса калатпӑр.

Хисепӗпе пӗлтӗр ҫӗнӗ произведенисем сахал мар пичетленчӗҫ. Виҫӗ роман, вун виҫӗ повеҫ, ҫӗре яхӑн калав, очерк. Асӑрхӑр-ха: ик-виҫшер роман та вуншар повеҫ пама пуҫларӗ ҫулсерен пирӗн прозӑ. Чӑннипех, ҫитӗннӗ искусствӑсен шутне кӗрсе пырать иккен чӑваш литератури! Ар шутне кӗрсе пыракана хытӑ пӑхса куҫӑхтарас ҫук. Ҫавӑнпа та паянхи прозӑна тимлӗрех, хытӑрах тишкересчӗ. Искусствӑра нумаййи мар, пахи хаклӑ.

* * *

Парти XX съезд хыҫҫӑн пирӗн обшествӑ пурнӑҫӗнче ленинла нормӑсене ҫӗнӗрен вӑй парса ҫӗклессишӗн кӗрешме пуҫланӑранпа пирӗн прозӑ хальхи пурнӑҫ «ҫеремне ҫӗтме» хӑюллӑнрах тытӑнчӗ. Иртнӗ ҫул та, акӑ, Куҫма Турхан XVI ӗмӗр ҫинчен ҫырма пуҫланӑ романне вӑхӑтлӑха хӑварчӗ те хальхи колхоз пурнӑҫӗ ҫинчен «Ҫӗр суранӗ» ятлӑ роман ҫырса кӑларчӗ. Г. Краснов-Кӗҫӗнни поэт ҫӗнӗ ҫӗре каякан ҫамрӑксем ҫинчен лирикӑллӑ повеҫ шӑрантарчӗ. Л. Агаков салтак пӑшалне те алран ямарӗ, сатирӑ ҫулӑмне те ялкӑштарчӗ. Самана ӑнтӑлӑвӗ пирӗн ватӑрах писательсене те ҫамрӑклатрӗ. Г. Алентей хӑйӗн хӗрӳллӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен «Тантӑшсем» повеҫ, юптаруҫӑ Н. Евдокимов — роман ҫырчӗ, М. Николаева кирлӗрен те кирлӗ темӑпа — сектантсен сиенлӗ сӗрӗмӗ ҫинчен — чип-чипер повеҫех ҫырса кӑларчӗ.

Паянхи темӑпа юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫинчен ытларах ҫыраҫҫӗ. Акӑ М. Кипек, романтикӑна юратаканскер, ҫамрӑксем ҫинчен умлӑ-хыҫлӑ икӗ повеҫ пичетлерӗ: «Ӗҫре пиҫнисем» тата «Уйӑх витӗр ҫул курӑнать». В. Алентей, юратупа ҫемье ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ ӑшӑ кулӑллӑ, лирикӑллӑ калавсем тата «Пилеш пӑхма хитре те» ятлӑ повеҫ кӑларчӗ. Халлӗхе А. Артемьева иртнӗ вӑрҫӑ теми ытларах туртать пулин те, «Алтӑр ҫӑлтӑр» хыҫҫӑнах вӑл хальхи ҫамрӑксем ҫинчен «Ахманеевсем» ятлӑ повеҫ пичетлерӗ. Ҫамрӑк писатель Ю. Скворцов «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫӗнче аслӑ классенчи шкул ачисен канӑҫсӑр шухӑшӗсене хускатать.

Пуҫа ирӗксӗрех пӗр шухӑш килет: мӗншӗн повеҫсен авторӗсем пурте тенӗ пекех ҫамрӑксем тавра сырӑннӑ-ха? Тен, сюжет кӑшӑлне юрату чечекӗпе эрешлеме ҫӑмӑлрах пулнӑшӑн кӑна? Ҫук, искусствӑ таса та ҫутӑ ӗмӗтпе сывлать. Ҫамрӑксен таса юратӑвне илсе, ҫав илемпе тӗнчен хурипе шуррине лакмус хучӗ ҫинчи пек палӑртма пулать-тӑр. Апла пулин те, произведени вӑйӗ геройсен ҫулӗнчен мар, унта автор мӗнле шухӑш-туйӑм, мӗнле содержани витерсе хунинчен килет.

Пӗлтӗрхи повеҫсене илсен, вӗсем пурте кирлӗ ыйтусем хускатаҫҫӗ: ҫамрӑксем тӗрӗс пурнӑҫ ҫулне шырани, чӑн юратупа туслӑха суйинчен уйӑрма пӗлесси, тасалӑхпа чӑнлӑхшӑн кӗрешме вӗренесси. Ку геройсем В. Аксеновӑн «Ҫӑлтӑр билечӗ» повеҫӗнчи пек тротуар тӑрӑх пушмак тӗпне шӑйӑрса ҫӳрекен — ҫапкаланчӑксем мар — ӗҫченсен ҫемйинче пиҫӗхнӗ ҫамрӑксем. Ҫемье хӳттинчен тухса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ тапхӑрта сахал мар пуҫ ҫӗмӗрсе шухӑшламалли, пӑшӑрханмалли, хӑш чух шӑла ҫыртса тарӑхмалли те пулать. Ун чухне тавракурӑм тӗвӗленет, характер никӗсӗ хывӑнать. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ӗнтӗ ӑслӑ канаш паракан кӗнеке сывлӑш пек кирлӗ. Вӑл яш-кӗрӗме пурнӑҫа илемлӗн, тӗрӗс кӗме вӗрентмелле.

Юлашки вунӑҫуллӑхра совет халӑхӗн пурнӑҫӗнче пуриншӗн те паллӑ пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Истори кӑткӑслӑхне пӗлеймен, хура-шур курса пиҫӗхмен ҫамрӑксем хушшинче шанчӑклӑ тӗллев ҫухатни, иртӗнсе кайни, мещенле харпӑр хӑй телейӗпе ҫеҫ киленни палӑркаларӗ. Ҫав вӑхӑтрах империализм коммунизма хирӗҫле буржуаллӑ идеологие вӑйлӑрах та вӑйлӑрах сарма пикенчӗ. Ҫак идеологи, искусствӑ чаршавӗпе витӗнсе, этемӗн чи тискер инстинкчӗсене сисӗнмелле мар вӑрттӑн чӗртсе, ҫамрӑксен юнне наркӑмӑш сӑрхӑнтарса кӗртесшӗн. Партипе правительствӑ руководителӗсем, искусствӑ ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ чух, шӑпах ӗнтӗ ют идеологипе пӗр килӗшмесӗр хытӑ кӗрешме кирли ҫинчен асӑрхаттарчӗҫ. Идеологи фронтӗнче мирлешӳ пулма пултараймасть.

Чӑваш прози иртнӗ ҫул ҫак идеологиллӗ кӗрешӳрен пӑрӑнса юлмарӗ. Тӗрлӗ ӑҫтиҫук-стилягӑсенчен, пӑсӑлнӑ этемсенчен йӗрӗнтерсе, сектантсенчен ҫӳҫентерсе, яш-кӗрӗм юнне сывлӑхлӑ «иммунитет» пама тӑрӑшрӗ вӑл. Чӗр юмана шӗкӗ тивмест, теҫҫӗ. Эппин, мӗнле майпа шӗкӗ тивмелле мар ҫирӗп ӳстерес пулать-ши пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва? Прозаиксем ҫак ыйтӑва та хускатрӗҫ…

Ҫапах та, яш-кӗрӗмӗн шухӑш-кӑмӑлӗ тем пек интереслӗ пулсан та, илемлӗ литературӑн аслӑрах ӑрусем ҫинчен те манма юрамасть. Ӗҫ ӑстисем, саманан ҫитмӗл ҫичӗ хуҫланчӑкӗсене тӳссе тухнисем — мӗн чухлӗ пурнӑҫ опычӗ, характер тарӑнлӑхӗ, философиллӗ шухӑш пытарӑнса тӑрать пуль вӗсенче! Пӗлтӗр вара прозаиксем ку темӑпа ытла сахал ҫырчӗҫ.

Ҫак енчен илсен, Куҫма Турханӑн «Ҫӗр суранӗ» ятлӑ романӗн хӑйӗн ырӑ палли пур. Кунта персонажсем — халӑх ӗҫне тахҫанах кӳлӗннӗ, ура ҫинче тӑн-тӑн тӑракан ҫынсем.

Хӑйӗн ҫак виҫҫӗмӗш романӗнче писатель геройсен характерне уҫӑмлӑрах та курӑмлӑрах тума тӑрӑшрӗ. Ҫыннӑн кӑмӑл екки, вӑл мӗнпе пурӑнни тӳрех курӑнса каять романти чылай портретсенче.

Хӑш-пӗр чӑваш прозаикӗсен йӑлӑхтармӑш йӑла пур: персонажсене вӗсем, тӗк тӑратса, тумӗнчен пуҫласа куҫӗпе ҫӳҫӗ мӗн тӗслине кӑтартиччен йӑлт «сӑнласа» параҫҫӗ, вара чӗрӗ сӑнар вырӑнне турӑш ҫинчи евӗр сӑн пулса тухать. Ун пек меслете пӑрахӑҫлать Турхан. Акӑ бригадир Мархва Туймедова портречӗ (ӑна колхоз председателӗн куҫӗпе кӑтартнӑ): «Мархва унтанпа ҫав тери улшӑннӑ, ача ӗмӗртсе начарланса кайнӑ черченкӗ хӗрарӑмран тулли питлӗ тӑпӑл-тӑпӑл арӑм пулса тӑнӑ. Пӑхмалӑх сӑнӗ те пур унӑн, кӗлетки те пур. Куҫӗсем вара, вӑл хастар ҫын иккенне палӑртса, вутла ҫунса тӑраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма упӑшки пӑрахса кайнӑ тесен, тупата туршӑн, никам та ӗненес ҫук».

Ку — чӗрӗ портрет. Пӗр вӑхӑтрах виҫӗ курӑм: Мархва сӑнӗ, кӑштах унӑн «биографийӗ» тата ун ҫине сӑнавлӑн пӑхса тӑракан Яштайкинӑн кӑмӑлӗ. Романра геройсен характерӗ пуринчен ытла калаҫура сисӗнет. Хӗрарӑм-бригадир председательпе епле хивре калаҫнине итлесе пӑхӑр-ха:
— Пырса кай, хӑна пулӑн.

— Хӑна пуласси-масарӗ — мур тӗпне. Хӗлимун сим пылӗ ун чухне те пыра ларчӗ, — председатель хӑйӗн пырне тытса кӑтартнӑ пек турӗ.

— Хальхинче эп хӑна тӑвӑп, манӑн хамӑн та сим пыл пур! — куҫне-пуҫне вылятрӗ Мархва. — Эп халь ҫурри уйрӑлнӑ вӗсенчен, кайри пӳрте куҫнӑ. Эс тӳрех ҫавӑнта кӗр.

— Сан патна пыма шикленмелле, тӳрех сӑмах кӑларӗҫ, ҫӗнӗ председатель бригадирпа туслашма та ӗлкӗрнӗ, тейӗҫ.

— Эс ан хӑра! — терӗ бригадир. — Алӑка питӗрӗпӗр, чӳречене карса хурӑпӑр. Галина Михайловна пырса шаккасан, ӑна та кӳртмӗпер пӳрте. Мӗн, ман ахаль сӑмах илтсе пурӑнмалла-и пиччунтан?

Хурапа шурра сахал мар курнӑ пӗччен хӗрарӑмӑн сӑмахӗнче ҫынсене йӗплесе илни, хӑй вӑйне туйни сисӗнет. Ҫав вӑхӑтрах Мархва ҫепӗҫлӗхе те ҫухатман (тунсӑхласа ҫитнӗн ӗне суни, фермӑ хӗрӗсемпе ӑшшӑн калаҫнисем т. ыт. те). Романта Мархва евӗр характерлӑ ҫынсем татах пур: Шевле старик, Яштайкин.

Вӑйлӑ ҫын ачашлӑха юратмасть. Хӑйсен юратнӑ ҫыннипе те тӑрӑхласа илмесӗр калаҫаймаҫҫӗ вӗсем. Ҫавнашкал пиҫӗм характер коллективра, халӑх ӗҫӗнче ҫеҫ чӑмӑртанма пултарнӑ.

— Эх, супинкке старик, — илтрӗ вӑл юнашарах Яштайминӑн, хулӑн сассине, — килте ӗҫлесех вилет ӗнтӗ ҫак Архип Лукич.

— Садра ӗҫӗ тупӑнать-ҫке маншӑн, — терӗ Шевле, ӑна карта урлӑ ала парса. — Сад ӗрчетсе пуяс тетӗп-ҫке, Аристарх Петрович.

— Нумай сутрӑн-и кӑҫал?

— Вунӑ пин тенкӗлӗх йӳнеҫтертӗм…

Ку пӗтӗмпех — шахвӑртса калаҫни. Чӑннипе Шевле старик ку таранччен ҫынна укҫалла панулми сутса та курман.

Шевле старикӗн чӗлхи ахальтен мар йӗплӗ. Ҫутҫанталӑка каҫса кайсах юратаканскерӗн, таврари колхозсенче ҫӗре хакламаннине вуншар ҫул курса, унӑн чӗри суранланнӑ. Уйрӑммӑнах вӑл хӑйӗн мӑнукне — агронома тапӑнать, унпа ятлаҫать.

Шевле старикӗн шӑртлӑ характерӗ малтанлӑха питӗ вырнаҫуллӑ курӑнать. Хальхи вӑхӑтра, парти ял хуҫалӑхӗнчи ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн вырӑнти условисене шута илме хытӑ хистенӗ май, унччен кӑмӑлсӑрланнӑ ҫынсем те хавхаланаҫҫӗ, чунӗсемпе ҫамрӑкланаҫҫӗ. Ҫакӑнта пулмалла та ӗнтӗ Шевле сӑнарӗн типлӑхӗ. Анчах автор, пирӗн шутпа, сӑнара тусах ҫитереймен. Вӑл ытла пӗр май вӑрҫса ҫӳрет. Мӑнукӗ, ҫамрӑк агроном, аслашшӗ канашне асра тытса, торф та тислӗк ырми-канми турттарать. Ӗнтӗ аслашшӗпе мӑнукӗ туслашса каяҫҫӗ пулӗ-ха, тетӗн. Кӑлӑхах-мӗн! Шевле старик роман пӗтичченех темле йӑлӑхтармӑш мӑкӑрти пек юлать.

Акӑ Шевле Яштайкин председателе аҫтаха пек ҫӑвар карнӑ Тамӑк ҫырми патне илсе пырать, ӑна пӗвелеттерме ыйтать. Анчах Яштайкин унта «пан улми шӑршине» те, «иҫӗм ҫырли шӑршине» те сисмест. «Вун пилӗк процент… Тупнӑ эс хӑвна валли сехӗрленмелли япала, Архип Лукич! — тет вӑл Шевлене. — Ҫырма-ҫатра вӗт вӑл, ҫав вун пилӗк процент, юрӑхсӑр ҫӗр. Атя, калаҫас та мар ун ҫинчен». Хытӑ кӳрентерет Яштайкин ватӑ романтика. Ку — аван сценӑ. Мӗн тӑвать-ха кун хыҫҫӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ Шевле? Тытӑҫать-и вӑл шухӑшсӑр пуҫлӑхпа? Тухса калать-и вӑл парти пухӑвӗнче председатель йӑнӑшӗсем ҫинчен? Ҫавӑрать-и халӑха хӑй енне? Ҫук ҫав. Вӑл куҫ хыҫӗнче калаҫса ҫӳрет те садсем лартасшӑн пӗчченех тӗрмешет.

Пире автор позицийӗ тӗлӗнтерет: партиллӗ тӗрӗс критикӑна вӑл кутӑнлӑх шутне кӗртсе ярать, герой ҫиллине пытарса усрани ҫирӗплӗхе пӗлтерет, тет пулас. Анчах уҫӑмсӑрлӑх нихӑҫан та ҫынна ыр туман. Тен, ҫавӑнпах Шевлен ҫеҫ мар, ытти ырӑ геройсен те (Элтюккан, Никодимӑн, хӑш чух Мархван та) темле ыт ахальтенех ҫынна йӗкӗлтес, тӑрӑхлас йӑла палӑрать, вӗсем уҫҫӑн каламаллине айӑн тӑваҫҫӗ. Автор темшӗн лайӑх геройсене Яштайкинпа тӳррӗнех кӗрештермест. Вӑл председатель ҫитменлӗхӗсене кӑтартать. Яштайкин тыр-пулшӑн тата колхозри ҫирӗп йӗркешӗн, чӑн та, хытӑ тӑрӑшать, анчах, влаҫне чакарасран хӑраса, ыттисен пуҫарулӑхне путарса пырать, агронома колхозра «тӑваттӑмӗш фигурӑ» тесе ҫеҫ шутлать. Агроном рольне романта темшӗн Никодим Иванч пек «пиҫсе ҫитмен пашалуна» панӑ. (Н. Ильбек писательсен VI сьездӗнчи докладра: Никодим дипломне автор тӗрӗсленӗ-ши? — тенӗччӗ. Эпир те Никодим институт пӗтернӗ пирки иккӗлӗнетпӗр, мӗншӗн тесен уя тислӗк кӑларнин уссине те пӗлмен пек калаҫать вӑл аслашшӗпе). Ҫапах ӗҫленӗҫемӗн ун характерӗ, автор шучӗпе, вӑйлансах пымалла. Пӗррехинче, акӑ, Яштайкин ӑна, айӑпа кӗнӗ бригадира вӑрҫнӑшӑнах, председатель влаҫӗпе усӑ курнӑ тесе ятлать. Агроном хӑй тӗрӗс тунине пӗлет, анчах темшӗн каялла чакать: «Юрӗ, эс каланӑ пек пултӑр. Эп пит куштан ҫынах марччӗ-ха, халь пӑртак усаллантӑм пулсан ҫеҫ». Мӗн ку? Хӑҫантанпа ӗҫшӗн тӑрӑшни куштанлӑха е кутӑнлӑха пӗлтере пуҫланӑ? К. Турхан «ахаль» ҫынсене бюрократланнӑ пуҫлӑхсемпе ура тапса, ҫине тӑрса кӗрештерме шикленет, райком ҫине ҫеҫ шанать. Ҫакӑнтан тухать те ӗнтӗ роман идейи уҫӑмлӑ марри, геройсен идеалӗ пӑтранчӑкрах пулни.

Вулаканӑн хӑш героя хисеплемелле ӗнтӗ? Тен, Никодим пек сӳрӗке? (Роман вӗҫӗнче, райком секретарӗ сӗннӗ тӑрӑх, ӑна парторга суйлаҫҫӗ). Тен, мала тухасшӑн киревсӗр мелсемпе те уса куракан Яштайкина? «Ҫӗр суранӗ» романта чӑн-чӑн коммунист ҫӑнарӗ ҫук пирки калаҫаҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Халапсин парторг пирки калама та кирлӗ мар: вӑл колхозшӑн ют ҫын. Райком секретарӗ Лукьяненко сӑнарӗ ытла та шупка. Коммунист мар персонажсенчен малтан Мархва сӑнарӗ пысӑк характер пек курӑннӑччӗ, анчах кайран вӑл та сӗвӗрӗлсе каять. Малтан ун ҫинчен: колхоз ӗҫне пуҫарса, Халапсин пеккисене тӑрӑ шыв ҫине кӑларса пыраканӗ пулӗ ку, тетӗн. Ҫук иккен. Хӑй пӳрчӗ валли ниме ӗҫленӗ ҫӗрте ытларах кӑтартать ӑна автор. Психологи енчен те ӑшӑх пулса тухнӑ вӑл. Упӑшкасӑр хӗрарӑм каччӑна юратса пӑрахни чӑн юрату пек мар, явӑҫса кайнӑ пек тухнӑ.

Ҫакна палӑртмалла: Куҫма Турхан творчествинче лирикӑ тата психологиллӗ тӗпчев вӑйсӑртарах. Унӑн геройӗ характер логики тӑрӑх аталанса пыраймасть. Ҫавӑнпа геройсен юратӑвӗ те темле хӗрӳсӗр, килӗшӳсӗр, сипетсӗр пулса тухать. Романра юрату нумай вырӑн йышӑнать. Автор ӑна кӑткӑс коллизире, шаблонсӑр кӑтартма шут тытнӑ. Председатель Яштайкин ҫемйине пӑрахса ҫамрӑк учительницӑна качча илет кӑна — кӗҫех унӑн ҫамрӑк арӑмӗ, кӗтмен ҫӗртен унчченхи савнийӗпе тӗл пулса, аташса каять. Тӗрмере пулнӑ Саваттие фермӑ хӗрӗ Кӗтерук халӗ те савма пӑрахман иккен, амӑшӗ хирӗҫет пулин те, вӗсем пӗрлешеҫҫӗ. Никодим, ҫамрӑк хӗре чип-чипер юратса пурӑннӑ ҫинченех, икӗ ача амӑшӗпе ҫыхланса каять т. ыт. те. Шухӑша каймалли мӗн чухлӗ материал! Романра вӑл шухӑша ямасть ҫав — хирӗҫӳ тӗвви яланах ытла та ҫӑмӑллӑн сӳтӗлет.

Кирлех пулнӑ-ши ҫавӑн чухлӗ юрату сукмакӗсем «Ҫӗр суранӗ» роман сюжетӗнче?

«Ҫӗр — пирӗн пуянлӑхӑн амӑшӗ, ӗҫ — унӑн ашшӗ», — тет эпиграф. Романӑн тӗп темине Шевле старик тытса пырать, анчах ытти геройсем вара хӑйсен урӑх ыйтӑвӗсемпе супаҫҫӗ, тӗрлӗрен тӗрлӗ юратупа аташаҫҫӗ, вӗсене пачах урӑх темӑна асра тытса ҫырнӑ, тейӗн.

«Вырӑс вӑрманӗ» роман авторӗ Л. Леонов, танлаштарас пулсан, произведение юрату ахальтен ҫеҫ кӗртсе яман. Ҫутҫанталӑк ҫине мӗнле пӑхнинче этемӗн ҫынлӑхӗ, кирлех пулсан, юратӑвӗ те курӑнса тӑрать. Л. Леонов ҫав «вӑрман туйӑмӗпе» юрату вӑйне те, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе те виҫет.

Ҫӗр суранӗ вӑл ҫав вӑхӑтрах — этем суранӗ те. Мӗнле тӳрленеҫҫӗ-ши ҫав сурансем ҫӗршыври хальхи сиплӗ саманара? «Ҫӗр суранӗ» авторӗ ҫак ыйту ҫине ответ параймасть.

Турхан романӗ пачах усӑсӑр, тесшӗн мар эпир. Шевле старик примерӗ вулакана хавхалантарать. Произведение вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн та йывӑҫ-курӑк лартас килсе каять, садсем ӗрчетес кӑмӑл ҫуралать. Роман ҫӗр пуянлӑхӗпе колхозсенче туллин усӑ курасси ҫинчен шухӑшлаттарать. Ҫакӑ — романӑн паха енӗ. Анчах идейӑ тӗлӗшӗнчен, сюжетпа сӑнарсем ӳкерсе тӑвас енӗпе романа тӗплӗн юсас пулать.

Хальхи пурнӑҫ ҫинчен роман ҫырасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Кунта кулленхи пурнӑҫ натурине ҫаплипех ӳкерсе илес, тӳррӗн копилес хӑрушлӑх тухса тӑрать. Темӑна тӗп проблемӑран пӑрӑнмасӑр тытса пыма ӑс-хакӑлӑн пӗтӗмлетӳ вӑйӗ кирлӗ. Ахальтен мар ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен, такам та ӑнлантарса панӑ саманасем ҫинчен романсем пирӗн чылай пулчӗҫ, паянхи ӗҫсем ҫинчен вара пурӗ те пӗр-икӗ роман ҫеҫ.

Мӗтри Кипек ҫырнӑ «Кайӑк тусӗ» роман (пирвайхи хут виҫ-тӑватӑ ҫул каялла пичетленнӗскер, вӑл пӗлтӗр уйрӑм кӗнекен тухрӗ) темӑ тӗлӗшпе «Ҫӗр суранне» ҫывӑх тӑрать. Унта вӑрман пурлӑхне сыхлакансемпе хушӑнтаракансем ҫинчен каланӑ. М. Кипек романӗн те ҫитменлӗхсем ҫук мар, анчах ку писателӗн пӗр лайӑх енӗ пур: вӑл хӑй илнӗ темӑна ҫирӗп тытса пырать, тӗп идейӑран пӑрӑнмасть, сюжета интереслӗ тума пултарать. Социализмлӑ реализм меслечӗ иртнипе хальхине те пуласси ячӗпе уҫса кӑтартма хушать. Виктор Тараев хуҫалӑхӗнче мӗнле чӗрчун, мӗнле курӑк-йывӑҫ ӗрчетмеҫҫӗ-ши! Чӑвашра ун пек вӑрман хуҫалӑхӗ ҫук, тейӗҫ хӑшӗ-пӗрисем. «Ҫук пулсан, пулать», — тет ӗмӗтленме юратакан писатель. «Кайӑк тусӗ» романра ҫӗнни, пуласси чӑннипех нумай.

Кунта эпир писателӗн «Ӗҫре пиҫнисем» ятлӑ пысӑк калӑпӑшлӑ, анчах васкарах ҫырнӑ повеҫӗ ҫинче чарӑнса тӑрасшӑн мар (ку повеҫӗн пӗрремӗш пайӗ 1961 ҫултах пичетленнӗччӗ), унӑн пӗлтӗр тухнӑ «Уйӑх витӗр ҫул курӑнать» повеҫне пӑхса тухасшӑн.

«Уйӑх витӗр ҫул курӑнать» повеҫре «Ҫӗр суранӗ» романти майлӑ тӗп сӑнар пур: ку вӑл — колхоз председателӗ Ятманов. Вӑл начар мар организатор, вунӑ ҫул хушши малта пыракан колхоза ертсе пырать, анчах ҫынсем унран хӑрама вӗреннӗ, вӑл хушма, пӑхӑнтарма, приказ пама юратать. Писательсем ӑнсӑртран мар ҫак типа суйласа илнӗ: иртнӗ вӑхӑтра халӑх пуҫарулӑхне чӗртсе мар, ӑна ҫарти пек дисциплинӑпа пӑхӑнтарса план тултарма вӗреннӗ пуҫлӑхсем сахал марччӗ. Н. С. Хрущев 1962 ҫулти ноябрь уйӑхӗнче ЦК Пленумӗнче тунӑ докладра ҫапла каларӗ: — Нумай работниксем уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ тапхӑрти хӑнӑхусенчен, вӑл вӑхӑтри тӗрӗс мар ӑнланусенчен пӗтӗмпех тасалса ҫитмен-ха… Хӑш-пӗр юлташсем единоначали принципӗсене пӗр енлӗ ӑнланаҫҫӗ, вӗсене администраторла хушас, командӑ парса ларас йӗрке пек ӑнланаҫҫӗ, вӑл производствӑна рабочисене, специалистсене тата служащисене активлӑ хутшӑнтармасӑр ертсе пырас йӗрке тесе шутлаҫҫӗ.

Ӗлӗкхилле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ пуҫлӑхсене пурӑнма халӗ йывӑрланса, кансӗрленсе пырать. Ахальтен мар пулӗ повеҫре Ятманова парти райкомӗ колхоз демократине пӑснӑшӑн выговор парать. М. Кипек позицийӗ К. Турханӑнни пек мар, уҫӑмлӑ: унӑн ырӑ геройӗсем Ятманов пек начар пуҫлӑхсен ҫитменлӗхӗсемпе, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чух каялла чакмаҫҫӗ, компромис тумаҫҫӗ. Вӗсем таса кӑмӑллӑ та ҫирӗп. Ҫавӑнпа та кунта конфликт сӗвӗрӗлмест, сюжет таткаланмасть. Ҫавӑн пек геройсенчен пӗри — Тамара Куракова. Вӑл вуннӑмӗш класран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшӗ ӳпкелешнине пӑхмасӑр, колхозрах ӗҫлеме юлать, хӑй ертсе пыракан звенопа пысӑк тухӑҫлӑ кукурузӑ ӳстерет, ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх институтӗнче заочнӑ вӗренет.

Анчах хӗрӗн «тӳпинчи телей ҫӑлтӑрне» кӗтмен ҫӗртен хура пӗлӗтсем хупӑрласа илеҫҫӗ. Бюрократланнӑ пуҫлӑх алли Тамара кӑмӑл-туйӑмне ҫапса хуҫать. Час-часах ҫапла пулать вӗт: пуҫлӑх характерӗнче начар енсем пулсан, ун тавра тӗрлӗ ӑҫтиҫук-йӗксӗксем хӑвӑрт пухӑнаҫҫӗ. Мышкин бухгалтер та ҫавнашкал киревсӗр ҫын. Вӑл арӑмне наряд ҫыртарсах ӗҫ кунӗ ҫаптарасшӑн звеньевоя кӗртет. Тамарӑна, хӑйӗнчен ыйтмасӑрах, фермӑна ӗҫлеме куҫараҫҫӗ. Пӗтӗм ӗмӗтне кукурузӑпа ҫыхӑнтарнӑ хӗр тӗлӗнсе ӳкет. Вӑл председатель патне чупать. Анчах «тимӗр пек хытӑ саслӑ» Ятманов хӗр ҫине шӑтарасла пӑхса: «Ӗне сӑвас ӗҫе юратмастӑн эппин? Ҫуне тиркесех тӑмастӑн пулӗ-ха? Правлени кашни ҫынна юратнӑ ӗҫ тупса парас тесен, пӗлетӗн-и, мӗн пулса тухӗ? Колхоз мар, пасар пулать вӑл!» — тет.

Кам енче кунта тӗрӗслӗх? — Паллах, Тамара енче. Тӗрӗс калать вӑл: «Манпа тарҫӑпа калаҫакан хуҫа пек тытрӗ хӑйне хӑй, хӑратма пӑхрӗ. Анчах эпир чурасем мар, комсомолецсем. Колхозниксене юнаса пурӑнма Ятманова никам та ирӗк паман».

Тамарӑпа Ятманов хушшинче хирӗҫӳ тухса каять. Конфликта автор геройсен характерӗсене уҫса парас енӗпе лайӑх, ӗненмелле аталантарса пынӑ. Ҫар дисциплинипе пурӑнма вӗреннӗ Ятманов (вӑл запасри полковник), «шӗпӗн» хӗрача хӑйне пӑхӑнманнине курсан, урсах каять. Тамарӑна администраци енӗпе хӗстерме пуҫлать, ӗҫе тухмасть тесе, комсомолран кӑларттарать. Унтан ашшӗпе вӑрҫса чӗрре кӗрсе каять те Кураковсен пӗтӗм ҫемйине колхозран кӑларса сирпӗнтерет. Тамара та каялла чакмасть. Совет шкулӗнче вӑл тӗрӗслӗхшӗн ҫине тӑма вӗреннӗ. Хӳтлӗх шыраса, вӑл комсомол райкомне каять. Юлашкинчен, ӗҫ тухман пирки, республикӑри хаҫата ҫыру ҫырса ярать, ҫапла вара чӑнлӑха тупатех. Вут пек хӗр сӑнарӗ вулакана юратнӑ ӗҫшӗн ҫунма, этем тивеҫӗшӗн кӗрешме чӗнет. Повеҫре конфликта пӗтӗм ҫивчӗшӗпе, йывӑррине пытармасӑр уҫса панӑ. Вӑл ҫӑмӑллӑн вӗҫленмест. Колхозра пуҫланнӑскер, районти органсене ҫити хӑпарать. Республикӑ хаҫатӗнче те ҫак ыйтӑва пула икӗ ен — киввипе ҫӗнни — хирӗҫсе каяҫҫӗ.

Ҫапах та, пурнӑҫ чӑнлӑхӗ енчен пӑхсан, повеҫре пӗр ҫитменлӗх курӑнать. Ытла пӗччен кӗрешмест-и Тамара чӑнлӑхшӑн? Коллектив тем пек начар пулсан та, хальхи вӑхӑтра ӑна-кӑна чухлакан хӑюллӑ коммунистсем ялта та, районти органсенче те сахал мар ӗнтӗ. Урӑхла каласан, начаррине критикленипе пӗрлех, пире ҫӗнӗлле ӗҫлеме, пурӑнма вӗрентекен ырӑ тӗслӗхсем, ленинла стильпе ӗҫлекен ҫынсен сӑнарӗсем кирлӗ. Хум Микулайӗ ҫавнашкал ӗҫлет, анчах вӑл аякри корреспондент кӑна.

Илемлӗх тӗлӗшӗнчен илсе пӑхсан, «Уйӑх витӗр ҫул курӑнать» повеҫе лайӑх произведенисен шутне кӗртмелле. Куҫа курӑнакан пурнӑҫ содержанийӗсӗр пуҫне унта куҫа курӑнман «иккӗмӗш тӗнче» пур. Ку вӑл — материала вулакан интересленмелле вырнаҫтарни, сюжета кӑсӑклӑ тума пӗлни, стильпе архитектоникӑ ритмӗ ҫураҫуллӑ пулни. Ҫак ӑсталӑхсӑр нимӗнле ҫыруҫӑ та чӑн-чӑн художник пулаймӗччӗ.

Паянхи вӑхӑт темипе ҫыракан пур произведени те ҫав темишӗн кӑна чӑн-чӑн «хальхи» пулса тӑмасть. Хальхи пурнӑҫ содержанине тивӗҫлӗ формӑ кирлӗ, уйрӑммӑнах хальхи характерсемпе конфликтсене сӑнлама пӗлес пулать.

Ку енчен илсен, Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫӗ чылаях интереслӗ япала пулса тухнӑ. Вӑл пире ҫамрӑксен унччен курман енӗсене уҫса кӑтартрӗ.

Юлашки вӑхӑтра чӑваш прозаикӗсем «ҫул юппинчи» ҫамрӑксен темине ярса тытрӗҫ: шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ? (В. Алагер. «Ҫул юппинче»). Ӑҫталла ҫул тытмалла? Мӗн тумалла? (В. Садай. «Ҫирӗклӗ Кӳлӗри виҫ-тӑватӑ кун» т. ыт. те.). Ю. Скворцов ҫав темӑнах малалла тӑсать, анчах ӑна вӑл малтанрах, «каю шӑтиччен» пӑхса тухма тытӑнать. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма, ачалӑхран ар хисепӗ тапхӑрне куҫма шкул мӗнле пулӑшать-ха? — тет вӑл.

Ҫак такана ҫинчи шыв пек тапхӑра Ю. Скворцов питех те сисӗмлӗн сӑнласа парать. Ӑна вӑл тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Тамара Голубева сӑнарӗ урлӑ тишкерет. Ачалӑхран уйрӑлнӑ вӑхӑт. Ҫӗнӗ сисӗм-туйӑмсем… Художник ҫавна ҫӗнӗрен асра вӑратать. Юрату ҫамрӑксен шухӑш-ӗмӗтне ӳстерет, тӗнче ҫине питех те туйӑмлӑн пӑхтарать. Тамара куҫӗ ҫутҫанталӑк илемӗн пӗчӗк ҫеҫ тӗсне те асӑрхаса юлать. Ҫут тӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем те урӑхларах курӑна пуҫлаҫҫӗ.

Идеаллӑ таса шухӑш-туйӑмсем вӑранса кайни вӑл — паха парне. Ӑна хисеплес пулать. Ҫемьепе шкулта эпир ҫав улшӑнӑва час-часах сисместпӗр, ӑнланмастпӑр. Хӑнӑхнӑ йӑлапа ҫамрӑксене пӗчӗк ачасене хушнӑ пек хушатпӑр. Сӑлтавне пӗлмесӗр вӑрҫатпӑр, хӑш чух йӗкӗлтетпӗр те. Акӑ, шухӑша кайнипе урока тимлемесӗр ларнӑ Тамарӑна: «Лар! Единицӑ!» —тесе кӑшкӑрать учительницӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫамрӑксен идеалӗ, ӗмӗчӗ пурнӑҫран уйрӑларах тӑрать пулсан, мӗнле сиенлӗ ютшӑну кӗтме пултарать вӗсене!

Шӑпах ҫак конфликта — идеалпа кулленхи пурнӑҫ хушшинчи хирӗҫӗве— чӗртсе ярать те ӗнтӗ ҫамрӑк писатель.

Хальхи самантра, коммунизмла пурӑнма вӗреннӗ вӑхӑтра, пурнӑҫа ӗмӗтпе килӗштерсе пырасси ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ мар, ар пулнӑ ҫынсемшӗн те питӗ кирлӗ ыйту. Автор ӑна икӗ енӗпе те сӑнласа парать: тӗрӗсех-и, яш-кӗрӗм, сирӗн ӗмӗтӗр, ҫителӗклӗ-и ӑспа чун пиҫӗмӗ? Ӑнланатӑр-и эсир те, учительсемпе ашшӗ-амӑшӗсем, ҫамрӑксен чӗрине, тӗрӗсех-и сирӗн вӗсене вӗрентсе ӳстермелли меслетӗр?

Тамара ӗмӗчӗ-туртӑмӗ, нумай шкул ачисенни пекех, уҫӑмлӑ мар-ха. Вӑл ҫакна шикленсе туйса илет: шкулти предметсене вӑл пурне те пӗрешкел килӗштерет, пӗр-пӗр ӗҫе уйрӑмах юратни унӑн ҫуккӑ. Вӑл унта та кунта тӗккеленекен, чӑннипе вара ниҫта та пысӑк ӗҫ тума пӗлмен кӗлетке пулса тӑрасран хӑраса ӳкет. Шкул директорӗ вара шӑпах ҫакна вӗрентет те: «Килӗшет-и, килӗшмест-и сире пӗр-пӗр ӗҫ — пурнӑҫра кирлӗ вӑл ӗҫе туни, ун валли ҫын ҫитмест, сирӗн ҫав енне сулӑнмалла». — Ҫук, — тет автор, — ҫиелтен пӑхсан, ку ҫӗршывшӑн тӑрӑшни пек те, чӑннине педагогикӑллӑ шухӑш мар вӑл. Килӗшмен ӗҫе туса пурӑнни ҫынсене ячӗшӗн, формӑшӑн ҫеҫ ӗҫлекен пултарусӑр-хӗрӳсӗр кӗлетке тӑвать. Ачасен пултарулӑхне шкултах, тӗрлӗ ӗҫе хӑнӑхтарса, чӗртсе ярас пулать. Тамара вӗренекен шкулта вара ӗҫе хӑнӑхтармаҫҫӗ. Вуннӑмӗш клас пӗтернисем ҫинчен ял хушшинче ҫапла сӑмах ҫӳрет: «Хура ӗҫрен писрӗҫ, тасине вӗренеймерӗҫ… ҫӳреҫҫӗ йытӑ хӑваласа». Тамарӑна, чӑн та ӗнтӗ, колхозри «хура ӗҫсем» пӗрре те юратмалла курӑнмаҫҫӗ.

Ҫакӑнтан пуҫланать те вара аслӑ классенчи ачасен ӗмӗчӗ татӑласси, кӑмӑлӗ сивӗнесси: института пур пӗрех кӗрейместӗп, производствӑна чун туртмасть. Вара вӗсенчен чылайӑшӗ, Митюкпа Валя пек, йӗтес ӗҫсе, юмӑҫ ярса, хӗр-каччӑпа савӑшса пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫак шуҫлак хӑрушӑ ҫул ҫине Тамара та кӑшт ҫеҫ ӳкмест.

Ю. Скворцов шухӑшсене тарӑнлатса пыракан кӑсӑк сюжет тума пултарать. Тӗнчере суя юрату та пур иккен. Акӑ Валентина мӗнле юратса пӑрахать: «Вӑл пуҫне пӑрчӗ те, сасартӑк унӑн куҫӗсем хӑй ҫинелле пӑхакан икӗ куҫа тӗл пулчӗҫ… Ҫав куҫсенче темӗн, вӗрискер, пӗтӗм ӑш-чике вут хыптараканскер, сисӗнсе кайрӗ, вӑл пӗтӗм ӑс-пуҫа кисретсе ячӗ… Куҫӗсем хӑйсем вара самантрах аяккалла пӑрӑнчӗҫ. Анчах вӗсем амантма ӗлкерчӗҫ иккен…» Ҫав юратуллӑ пӑхнӑ куҫсем Валентинӑшӑн мар, урӑххишӗн ҫуннӑ пулнӑ… Ҫавнашкал суя туйӑм Тамарӑна та нумай асаплантарать. Хӑш-пӗр писательсем юратӑва ытла та тӳрӗ ҫулпа кустараҫҫӗ: иккӗн юратаҫҫӗ, тепри вӗсен хушшине кӗрет. Ю. Скворцов геройӗсен юратӑвӗ ун пек мар — тарӑнрах, кӑткӑсрах.

Уҫӑмлӑ тӗллеве ҫухатнӑ вӑхӑтра Тамара киревсӗр каччӑпа юлташланса каять. Каччӑ ӑна вӑйпах чуп туса илет, хӗр ӑш-чикӗ кун хыҫҫӑн хытӑ ҫунма тытӑнать: «Вил те — юратман ҫынна чуп тума ан пар», «Санӑн турру — сана чи малтан чуп тунӑ ҫын…», — аса килеҫҫӗ ӑна альбомри сӑмахсем. Ӗнтӗ хӗрӗн ӗмӗрлӗхех ҫак савман каччӑна парӑнас пулать-и?

Ҫав тери кирлӗ-ҫке чечен ҫамрӑклӑхра ҫывӑх тус, ӑслӑ юлташ! — тет повеҫ сюжечӗ. Тамара юлташӗ вара, Валя, ӑса мар, ухмаха илентерекенни пулнӑ. Тавҫӑруллӑ студент-практикант Геннадий Васильевич пулман пулсан, Тамара пурнӑҫӗ хурлӑхлӑ вӗҫленме пултаратчӗ…

Ю. Скворцов повеҫӗ — ҫамрӑксене юрату йӑнӑшӗсенчен сыхланма вӗрентекен, чӑн туспа юлташа тупма, чун-чӗре тасалӑхӗшӗн ҫине тӑрса кӗрешме чӗнекен кӗнеке. Вӑл, пирӗн шутпа, учительсемпе ашшӗ-амӑшӗсем валли те питӗ юрӑхлӑ, кирлӗ.

Повеҫре идеалпа пурнӑҫ конфликтне литературӑ форми тӗлӗшпе те «хальхилле» уҫса панӑ. Ку вӑл — ҫав тери сисӗнчӗклӗ лирикӑллӑ-психологиллӗ тишкерӳ. Чӑваш литературинче эпир тӗрлӗ психологиллӗ ӑслай куртӑмӑр (Хумма Ҫеменӗн, Илле Тӑхтин, Митта Петӗрӗн, Хв. Уярӑн, Ал. Артемьевӑн т. ыт. те). Анчах Ю. Скворцов ӑслайӗн те хӑйне евӗр паха енӗ пур. Вӑл геройӑн туйӑмӗ-суйӑмӗсенчен ҫӗнӗлле тӗнчекурӑм, философиллӗ ӑнкарту ҫуралнине кӑтартать.

Писатель сӑнарсене шаблонлӑ туман. Тамара пит-куҫӗпе пӗртен-пӗр хӗр-пике мар, ытти хӗрачасем пекех. Вулакана хӗлхем тивертекенни унӑн — чӗринче те тӗнче курӑмӗнче.

Повеҫӗн ячӗ — «Хӗрлӗ мӑкӑнь». Текстра мӑкӑнь сӑнарӗ курӑнмасть пулин те, ҫак ят символла илтӗнет. Илемлӗ те ачаш хӗрлӗ мӑкӑнь пек вӗсем, ҫитӗнсе пыракан шкул ачисем. Вӗсене лайӑх пӑхса ӳстерес пулать.

Мӗнле вырӑн йышӑнать-ши ку повеҫ писателӗн творчествинче? Р. Чепунов «Ю. Скворцов повеҫӗсенчи пурнӑҫ чӑнлӑхӗ» статьяра («Ялав», 1962, № 5) «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫе мар, «Уках хурӑнне» чи лайӑххи тесе шутлать. Кама мӗнле те, «Уках хурӑнӗ» повеҫре, вӑл начар мар пулин те, эпир пысӑк ҫитменлӗхсем куратпӑр. Анчах автора эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тылра паттӑр ӗҫлесе сывлӑхне хуҫнӑ хӗрача вилсе кайнӑшӑн мар ӳпкелетпӗр — вилӗмпе кӗрешме чӗнеймест повеҫ. Ырӑ геройӑн хӑй пурнӑҫӗшӗн кӗрешесси темле намӑс япала пек пулса тухнӑ. Врачсене чӑрмантарасшӑн мар хӑтлансах, Уках хӗне каять. Ытла пӗчченҫӗ, ҫутҫанталӑкпа ҫеҫ пурӑнать пек тухнӑ вӑл, апӑрша. Кунта ирӗксӗрех Павел Корчагин сӑнарӗ аса килет. Вилсе те вилмест ҫав герой, хӑй пурнӑҫӗшӗн те ҫапӑҫать. Уках сӑнарӗ вара темле ӳкӗнӗҫлӗ хуйхӑртмалла пулса тухнӑ.

Скворцовӑн юлашки повеҫӗнче ҫыншӑн кӗрешме чӗнекен шухӑш тапса тӑрать. Хӑйӗн ҫӗнӗлле идейипе тата формипе «Хӗрлӗ мӑкӑнь» Ю. Скворцов творчествинче халлӗхе чи пысӑк ҫитӗнӳ пулса тӑрать. Повеҫӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри — шкул коллективӗн тата студентсен пурнӑҫне ытлашши тиркени. Чӑн та, повеҫ хальхи шкула мар, политехнизацие пурнӑҫа кӗртичченхи тапхӑра сӑнласа парать. Анчах пӗртен-пӗр лайӑх учительницӑна Вера Федоровнӑна та автор темшӗн декретлӑ отпуска ярать, вара ҫӗнӗ меслетпе ӗҫлеме тӑрӑшакан студента хӳтӗлекен ҫын шкулта юлмасть те. Повеҫ вӗҫне ҫутӑрах тӗслӗ тӑвас тесе пулмалла, автор ӑна митингпа пӗтерет, тем вӑрӑмӗш тӑсса кайнӑ эпилогпа — «телейлӗ юратупа» вӗҫлет. Чӗлхе пирки критикӑра (А. Эсхель, Р. Чепунов) тӗрӗс асӑрхаттарнӑччӗ: унта йывӑр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем чылай, имшер сӑнлӑхсем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӗлхе тата стиль енӗпе ку повеҫре лайӑххи, ырламалли, ыттисем вӗренмелли те сахал мар.

Иртнӗ ҫул пирӗн прозӑра тӗп геройсем хушшинче ҫӗнӗ стильпе ӗҫлекен, халӑх хисепне чӑннипех тивӗҫлӗ руководительсем курӑнмарӗҫ. Ку, паллах, ҫитменлӗх. Критикленипе пӗрлех пире ырӑ тӗслӗх те кирлӗ. Эпир ахаль ҫынсемшӗн кӑна мар, пиншер организаторсемшӗн те питӗ кирлӗ сӑнар, хамӑр хушӑмӑртах ленинла стильпе ӗҫлекен талантлӑ коммунист-руководитель сӑнарне кӗтетпӗр.

Ҫынсем хушшинче коммунизмлӑ йӑласем мӗнле палӑраҫҫӗ, ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ? Ку ыйтӑва ҫутатасси — литературӑ умӗнче тӑракан пысӑк задачӑ. Ҫакӑн ҫинчен пирӗн писательсем сахал ҫыраҫҫӗ-ха.

Василий Алентей калавӗсемпе повеҫӗсем (иртнӗ ҫул вӗсене пӗр кӗнекене пухса кӑларнӑ) ку тӗлӗшпе ырӑ туйӑм хӑвараҫҫӗ. Вӗсенче те хальхи ҫивӗч конфликтсем ҫук мар. «Ӳпрен ӗмӗрӗ ик эрне» тенӗ кӗске повеҫре, сӑмахран, малта пуласшӑн таҫта ӗрӗхтерекен председатель ҫинчен каланӑ. Вӑл колхозниксен ӗнисене ирӗксӗрлетсе фермӑна партарать. Анчах ун пек пуҫлӑхсен ӗмӗрӗ кӗске. «Ӳпрен ӗмӗрӗ ик эрне» —лайӑх ят панӑ ку историе.

В. Алентей геройӗсен кӑмӑлӗ хӑйне евӗр. Йывӑрлӑха лексен, вӗсем пушшех вӑйланса каяҫҫӗ. Акӑ икӗ ача амӑшне Тариҫе упӑшки пӑрахса каять. Упӑшки Эрхип, фермӑ пуҫлӑхӗ, чапа тухнӑ дояркӑпа, «тӗлӗнмелле хитре хӗрпе» Венерӑпа явӑҫса каять. Арӑмӗ вӗсем мотоциклпа ярӑнса ҫӳренине курать. Тариҫ вырӑнӗнче урӑххи пулнӑ пулсан, тем пек кӗвӗҫӗччӗ, хӗре, тен, ҫӳҫрен те ҫӑлса илнӗ пулӗччӗ. Ҫук, Тариҫ апла тумасть. Вӑл хӑй фермӑна ӗҫлеме кӗрет, Венерӑпа тавлашмалла ӗҫлеме пуҫлать. «Тӗрӗссипе каласан, вӑл таҫтан, шалтӑн: «Ман упӑшкана ҫав илӗртрӗ, ҫав сивӗтрӗ», — текен туйӑм чӗпӗтнине пӑхмасӑрах, Венерӑна килӗштернӗ, ӑна ӑмсаннӑ та темелле». Венерӑн хӑш-пӗр начар енӗсене курсан та, Тариҫ ӑна тӳрех хурласа тӑкмасть. Анчах вӗҫкӗн хӗр халӑха улталаса, суя чап илсе ҫеҫ пурӑннине пӗлсен вара чӑтаймасть, ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. Ҫапах та, хӑй «тӑшманне» хур тунӑ пулсан та, Тариҫӗн темшӗн чӗри вырӑнта мар. Вӑл Венерӑна шеллет, ӑна фермӑна каялла таврӑнма, тӗрӗс ҫул ҫине тӑма пулӑшать.

Акӑ епле улшӑннӑ халӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсем! Вӑйлӑ чунлӑ ҫынсем ҫеҫ йывӑрлӑха ҫапла сирсе яма пултараҫҫӗ. Тариҫсем пурнӑҫра ҫӗнтереҫҫӗ (Венера Эрхипрен сивӗнет, Эрхип хӑй те арӑмӗнчен каҫару тилмӗрсе ыйтать). Анчах чи лайӑххи кунта ҫӗнтерни те мар, ҫын хӑйне начар тунӑ ҫынна та пулӑшма пултарни, урӑхла каласан, чӑн-чӑн коммунизмлӑ этикӑ.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ «Пилеш пӑхма хитре те» повеҫ хурлӑхлӑ истори ҫинчен те ӑшӑ туйӑмпа каласа парать. Кулӑш пӗрчисем те ҫутӑла-ҫутӑла илеҫҫӗ унӑн страницисенче.

В. Алентейӗн ҫутӑ тӗнче курӑмӗ ун калавӗсене те ҫемҫе тӗс парса тӑрать. Писателӗн юлашки калавӗсем хушшинче пире пуринчен ытла «Чӗвӗл чӗкеҫсем», «Ешӗл тинӗсри тӑвӑл», «Ҫуллахи юр» ятлисем килӗшрӗҫ.

Ҫӗнӗ, коммунизмлӑ хӑнӑхусем ҫынсен пурнӑҫӗнче папкаланаҫҫӗ кӑна-ха. Интереслӗ ӗҫсем, кулӑшла хирӗҫӳсем те пулса иртеҫҫӗ иккен ҫавӑн чухне. «Канальӑ» сӑмахран уйрӑлайман мучи клуб пек пысӑк пӳртне совхоза парас тет, хӑйӗн арлан пек выҫӑ ывӑлне, ҫав ҫурта хапсӑнаканскерне, килтен хӑваласа кӑларать («Чӗвӗл чӗкеҫсем»). Коммунизм тени вӑл вирлӗ ӗҫлени кӑна мар, урӑх ҫынна та хӑвӑнпа тан ҫӗкленме юратса пулӑшни. Ҫакна ӑнланман ҫынна автор кулӑшла коллизие лектерет («Ешӗл тинӗсри тӑвӑл»). Коммунизм вӑл тата ӗҫе илемлӗн ӗмӗтленсе ӗҫлени; ытарлӑха та сӑнарлӑха сисмен ҫын каллех кулӑш ҫӑпати ҫине ларать («Ҫуллахи юр»).

Кусем пурте — мала каян пурнӑҫри ҫӗнӗ хирӗҫӳсем, коммунизма куҫнӑ тапхӑрти конфликтсем.

В. Алентейӗн чӗлхи начар мар, ӳкерчӗкӗсенчи сӑррисем аквареллӗ, ҫемҫе. Характер улшӑнӑвне вӑл лирикӑллӑ уҫса пама ӑста. Анчах автор калавсене (унтан та ытларах — очерксене) тӑсарах ҫырса каять. Геройсене ансатрах кӑтартать. Вӗсем вулакана пурнӑҫ тупсӑмӗ ҫинчен тарӑн шухӑшах яраймаҫҫӗ.

В. Алентей калавӗсем ирӗксӗрех тепӗр прозаикӑн В. Иванов-Пайменӑн калавӗсене аса илтереҫҫӗ. Ватӑрах писательсенчен пӗри, хӗрӳллӗ публицист, лайӑх тӑлмач, вичкӗн шухӑшлӑ калавҫӑ В. Иванов-Паймен юлашки ҫулсенче хастарлӑ ӗҫлет. Пӗлтӗр унӑн калавсен пуххи тухрӗ те, вӑтӑр ҫул ытла ӗҫленӗ прозаикӑн сӑнӗ-пичӗ уҫҫӑн палӑрчӗ. Мӗн тӗрлӗ вӑй, стиль ҫук пуль халӗ пирӗн литературӑра. Пайменӑн стилӗ тӑн-тӑн карӑнса пырать, шухӑшӗ вӑйлӑ, чӗлхи ҫыпӑҫуллӑ. Писатель портрет тума ӑста. «Самана» сӑмаха юратнӑ, ҫӗнӗ саманашӑн пуҫне хунӑ Самана Петӗрӗ хӑех мӗне тӑрать! «Тӑватӑ кӗтес» калавра темле питӗ хальхи шухӑш пур. Ӑшшӑн култарсах, калав ҫамрӑксене юратура таса пулма вӗрентет, вӗсем хушшинчи хутшӑнусемшӗн коллектив та ответлӑ, тет. В. Паймен калавӗсем ҫынсенче ыррине тупма вӗрентеҫҫӗ, пысӑк чӗреллӗ пулма чӗнеҫҫӗ, мал ӗмӗтлӗ шухӑш ҫуратаҫҫӗ.

Калавсене пирӗн писательсем нумай ҫыраҫҫӗ, хӑш-пӗр калавҫӑсем хулӑн кӗнеке те кӑларчӗҫ. (В. Васильев-Уҫӑм. «Тырӑ ҫумӑрӗ»; И. Григорьев. «Сехет ҫаплах шакканӑ» т. ыт. те), анчах асра юлмалла сӑнарсем вӗсенче питӗ сахал. Ҫамрӑк писателӗн В. Васильев-Уҫӑмӑн нумай калавӗсен идейи ӑшӑх, стилӗ имшер. И. Григорьевӑн тӗп ҫитменлӗхӗ — тем тӑршшӗ тӑсса ҫырни. Пур япаларан та, вӑл калав е очерк валли ҫеҫ юрӑхлӑ пулсан та, автор повеҫ туса ярасшӑн. Автор хӑш чух пурнӑҫа натурализмла ӳкерсе парать. Ку вӑл уйрӑмах унӑн очеркӗсенче палӑрать. (Сӑмахран, «Гудок чӗнет» очеркра). «Пралуксем юрлаҫҫӗ» калавра идейӑ уҫӑмсӑр, герой характерӗ автор тӗллевне хирӗҫле пулса тухнӑ. Ырӑ герой тени ӳсӗрпе ют хӗрарӑмсемпе ҫапкаланса ҫӳрет иккен.

И. Григорьев ним пултарусӑр калавҫӑ тесшӗн мар эпир. «Юхать анлӑ Атӑл», «Тӑкӑнаҫҫӗ сарӑхнӑ ҫулҫӑсем», «Леҫник хӗрӗ» вулакансен кӑмӑлне кайрӗҫ.

Калавҫӑсем хушшинче иртнӗ ҫул А. Лазарева ячӗ ҫӗнӗрен илтӗнчӗ. Темле хӑйне евӗрлӗ, хӗрарӑмла ҫемҫе курӑм ӑшӑтса тӑрать ун калавӗсене.

Пӗлтӗрхи прозӑра сатирӑ жанрӗ те малалла кайса пычӗ, теме юрать. Унта тӗрлӗ саслӑ кулӑшҫӑсем палӑрчӗҫ (Н. Никитин, А. Эсхель, Ст. Павлов). Пирӗн сатирӑллӑ повеҫсемпе романсем ҫук-ха, анчах вара тытса кулмалли калавсем ҫук мар. Ку ҫивӗч хӗрпе Леонид Агаков уйрӑмах хӗрӳллӗ усӑ курма пуҫларӗ. Унӑн «Хаклӑ кӗрӳ» тесе ят панӑ калавсен пуххи пӗлтӗрхи сӑтирӑра тивӗҫлипех чи паллӑ вырӑн йышӑнчӗ.

Агаков-сатирика ытларах халӑх ӗнси ҫинче ларакан харампыр-йӗксӗксем канӑҫ памаҫҫӗ. Кам-кам ҫук пулӗ кунта! Тахҫантанпах кулӑш капкӑнӗнчен тухман типсем: «таса» икон тупса халӑха улталакан пуп, «аншарли» вӗретекен т. ыт. те. Унччен курман «сӑвӑссем» те куҫ умне тухаҫҫӗ: пулӑҫӑ-браконьер, калым ҫапакан фотограф, тепӗр хваттер илесшӗн арӑмӗпе уйрӑлса пурӑнакан вӑрттӑн упӑшка, хакла ларакан харампыр кӗрӳ…

Л. Агаков «кивӗ» темӑрах кулӑшла та ҫивӗч шухӑш паракан сюжет тупса кӑларма пӗлет. Акӑ «Хапха ҫинчи автан». Участокри милиционер кил карти ҫумӗпе иртсе пынӑ чух хапха ҫинчи автан ун пуҫӗ ҫине вӗҫсе ларать те таккама пуҫлать. Унччен те пулмасть, кил картинчи выльӑх урнӑ пек мӗкӗрме пуҫлать. Ӗҫ ҫапла пулнӑ иккен: «аншарли» вӗретнӗ ҫынни пӑракине васкарах тӑкнӑ та, выльӑхӗ кӳпсе ӳсӗрӗлсех кайнӑ. Кулӑшлисӗр пуҫне, кунта шухӑшӗ те ҫивӗч, хӑш-пӗр тӑмсай милиционерсене те сатирик автанпа пӗрле «сӑхса» илет.

Агаков калавӗсенче лайӑххи тата ҫакӑ пур: ҫитменлӗхрен вӑл тӑрӑхласа ҫеҫ кулмасть, ӑна мӗнле пӗтермеллине те, паллах кулӑшла, каласа парать. Кунӗ-кунӗпе картла ҫапакансене, «Шӑршлӑ качака такисене» арӑмӗсем пӳртсене питӗрсе лартса выҫӑ аптратаҫҫӗ. Пулӑҫӑ-браконьера рыбнадзор чавса тӑршшӗ лартать.

Автор «стилягӑсене», тӗрлӗ ӑҫтиҫук ҫапкаланчӑксене хытӑ питлет. Вӗсен выльӑхла ташши-юррисене, калаҫӑвне кӑтартса, вӑл хӑй геройӗпе пӗрле ҫилӗллӗн кӑшкӑрмасӑр чӑтса тӑраймасть: «Ӑҫтан шуйттанӗнчен, хӑш ҫӗршыври хупахсенчен илсе килнӗ-ши пирӗн пата ку упӑте «культурине»!?

Агаков-сатирикӑн чӗлхи вичкӗн. Хӑш чухне пирӗн критиксем, писателӗн чӗлхи ҫӑмӑллине кура, ҫырасса та ҫавнашкал ҫӑмӑл ҫырнӑ теҫҫӗ пулас. Кӳрентерекен йӑнӑш! Агаков чӗлхе стильне халӑха яр уҫӑ ӑнланмалла тунӑ. Агаков-сатирик Иван Мучи традицине малалла ярса пырать тесен, пӗрре те йӑнӑш пулас ҫук. Вӑл кулӑш эффекчӗсене лайӑх пӗлет. Кӗтмен танлаштару, гиперболӑ, сӑнарлӑх, тӗрлӗ типсен чӗлхине аван пӗл-ни — ҫаксем пурте ун яланхи мелӗсем.

Агаков-сатирик вӑйне ӗненсе, эпир ҫапах та унран ытларах ыйтасшӑн. Калавсен ҫитменлӗхсем те пур: юриех култарасшӑн ҫырнисем, темӑран пӑрӑнса кайнисем, япӑххине тӳрех вӑрҫа-вӑрҫа хӑварнисем. Вӑл тӗрлӗ «чирсен» тулашӗнчи палӑрӑмӗсене пысӑклатса ӳкерсе парать, сӑлтавӗсене те лайӑх кӑтартать, ҫапах та ытла плакат ҫинчи пек ҫеҫ ан пултӑрччӗ вӑл сатирӑри персонаж. Тарӑнрах психологиллӗ хӑйне евӗр тип пултӑрччӗ вӑл. Сатирик кивви ҫине паянхи куҫпа ҫеҫ ан пӑхтӑрччӗ, ыранхине те туйтартӑр, ҫӗнӗ шухӑш ҫураттӑр. Паллах, ыррине куҫ умӗнчен ҫырса илнӗ чух ырӑ туйӑм вӑратма ҫӑмӑлрах. Ҫавӑнпа пулӗ, юморлӑ калавсенче Агаковӑн ҫӗнӗлле сисӗмсем, мал енне туртан шухӑшсем нумайрах («Ватӑлма майӗ ҫук», «Сержант йӑнӑшӗ» т. ыт. те).

Л. Агакова пирӗн малалла юмор тӗлӗшӗпе ытларах ӗҫлеме сӗнес килет, ҫакӑ ун талантне ӑшӑтма, тарӑн шухӑшлӑ сӑнарсем тума пулӑшӗ.

Иртнӗ ҫул пирӗн чи пултаруллӑ прозаиксенчен пӗри А. Артемьев «Алтӑр ҫӑлтӑр» повеҫне пичетлесе пӗтерчӗ те тепӗр повеҫ — «Ахманеевсем» ятлӑскер — ҫырса кӑларчӗ. «Алтӑр ҫӑлтӑр» повеҫ пирки А. Эсхель «Прозӑ ӳсӗмӗ» статьяра («Ялав», 1962, № 7) каланӑ шухӑшсемпе эпир килӗшетпӗр. Ҫавӑнпа ун ҫинче чарӑнса тӑмӑпӑр.

Мӗнле пулса тухнӑ-ши А. Артемьевӑн ҫӗнӗ повеҫӗ «Ахманеевсем»?

Ӑна хальхи пурнӑҫ ҫинчен пӗлтӗр ҫырнӑ паллӑрах произведенисем хушшинче асӑнмалла. Хӑйӗн сюжет коллизийӗпе вӑл В. Алентейӗн «Пилеш пӑхма хитре те» повеҫӗ майлӑ. Иккӗшӗнче те вӗсенче ҫынна плана тултарнипе ҫеҫ хаклама юраманни ҫинчен каланӑ.

Аркадий Чумейкин — малта пыракан шофер. Анчах унӑн уйрӑм харпӑрлӑх туйӑмӗ вӑйлӑ, ӗҫре те вӑл хӑй малта пырассишӗн ҫеҫ тӑрӑшать. Юлташӗсем инкеке лексен — пулӑшмасть. Алентей повеҫӗнчи Венера хӑраххи ӗнтӗ. Салтакран таврӑннӑ Витали Ахманеев юлташӗн киревсӗр енӗсене курать. Анчах унӑн хӑй енчен те Аркадие ҫилленмелли, кӳренмелли тупӑнать: лешӗ Витали йӑмӑкӗнчен, ҫураҫнӑ хӗртен, сивӗнет, унтан юлташӗн юратнӑ хӗрне тытса илет. Мӗнле салтӑнса пӗтет-ха ку тӗвӗ? Ҫакна Артемьев психологиллӗ тишкерӳпе, «ӑшри монологпа» ытларах кӑтартнӑ. Унӑн аллинче ку мел Алентейӗн пек мар — ҫивӗч, тарӑн. Повеҫре Витали чӑнлӑхӗ ҫӗнтерет, Аркади «арланлӑхӗ» тӑрӑ шыв ҫине тухать.

Ҫакӑ ҫеҫ-и? — тейӗ Алентей повеҫне те вуланӑ ҫын. — «Ҫакӑ ҫеҫ ҫав», — тесе ответлеме тивет. Артемьев повеҫӗ темле тунсӑхлӑ туйӑм хӑварать. Кӳренӳ туйӑмӗ-ши? Повеҫ темине пӑхсан ун пек пулмалла мар-ҫке!

Пӗр сӑмахпа каласан, Виталин кӑмӑл тараватлӑхӗ ҫитмест. Аркади ун йӑмӑкӗпе ташламаншӑнах, урӑх хӗрпе тухса кайнӑшӑнах Витали ӑна: киревсӗр! — тет. Алентей Тариҫе хӑйӗн тӑванлӑх туйӑмӗшӗн ют ҫынна нихҫан та ун пек ҫилленмен пулӗччӗ.

Повеҫ пӗр тикӗссӗн ҫырӑннӑ. Вӑл «Алтӑр ҫӑлтӑр» повеҫри пекех лирикӑллӑ туйӑмпа тулса тӑрать. Артемьевӑн чӗлхи, чӗлхе стилӗ никамӑнни пек те мар таса, уҫӑмлӑ, янравлӑ. «Ахманеевсем» — литературӑ пӳлминчи ҫӳп-ҫап мар, таса тырӑ. Ҫапах та талантлӑ «Салампипе» палӑрнӑ писательшӗн ку ытла та сахал. «Салампире» ҫамрӑк писателӗн тӗнчекурӑмӗ ҫутӑрахчӗ, пурнӑҫа юратарах паратчӗ вӑл.

Ӗнтӗ прозӑ ҫинчен калаҫнӑ чух ҫулӗпе вӑл ҫамрӑк пулни ҫинчен манас пулать пирӗн. Акӑ, казахсен прози пирӗнни пек мар ҫамрӑк, ҫапах та вӑл М. Ауэзов пек улӑп-писатель пачӗ. Киргизсен ҫамрӑк писателӗ Ч. Айтматов Ленинла преми илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Мӗншӗн пирӗн вӗсенчен юлса пырас? Ӗҫченлӗх ҫитмелле пек-ҫке чӑвашӑн, е талантсене кирлӗ пек хавхалантармастпӑр-и?

Чӑн-чӑн художник-писатель хальхи пурнӑҫа кӑна мар, иртсе кайнӑ тахҫанхи пурнӑҫа та хальхи ӑрусемшӗн интереслӗ уҫса пама пултарать. Л. Толстой «Вӑрҫӑ тата мир» роман-эпопейине 1812 ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн аллӑ ҫул иртсен ҫырнӑ. Анчах мӗнле «хальхилле» янӑранӑ вӑл ун чухне те! Халӑх, истори, уйрӑм ҫын ӑрӑскалӗпе психологийӗ ҫинчен вӑл халӗ те тарӑн шухӑша ярать. М. Горькин «Артамоновсен ӗҫӗ» пирки те ҫавнах каламалла. Чӑн искусствӑшӑн хальхипе иртни хушшинче чикӗ ҫук.

Пӗлтӗр чӑваш прозаикӗсем унччен асӑрхамасӑр юлнӑ истори тапхӑрӗсем ҫинчен ҫырмарӗҫ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, резолюципе граждан вӑрҫи, вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ — ҫак нихҫан кивелми темӑсенчех ҫӗнӗ сӑнарсемпе шухӑшсем шырарӗҫ вӗсем. Иртнӗ ҫул «ӗлӗкхи» темӑпа ҫыракан паллӑ прозаиксем ҫумне ҫӗнӗ ят чылай хутшӑнчӗ. Прозаиксенчен — Г. Алентей, Н. Евдокимов, С. Ильин, поэтсенчен Г. Краснов-Кӗҫӗнни, Уйӑп Мишши. Вӗсен кашниннех — хӑйӗн курӑмӗ, хӑйӗн стилӗ. Г. Краснов-Кӗҫӗнни пире хӑйӗн сӑнарлӑ та кӗвӗллӗ чӗлхипе савӑнтарчӗ. Юрӑри ҫепӗҫлӗх хыҫҫӑн пушӑлла ҫӳремест иккен Краснов-Кӗҫӗнни прозӑра. Чӗрӗ пурнӑҫа, кайӑка ҫунаттинчен ярса тытнӑ пек, тытать вӑл хӑйӗн вӑр-вар чӗлхипе. Сӑнарӗсем унӑн — ӗнентерӳллӗ, пурнӑҫ сӑнарӗсемех. Ку писатель юморист та иккен. Вулӑр-ха унӑн «Хурӑнкасси хӗрӗ» повеҫне, итлӗр кулӑшҫӑ Хветте сӑмахӗсене. Пирӗн прозӑра курӑнсах каймастчӗ-ха ун пек оптимист-старик сӑнарӗ…

Вӑрҫӑ вӑхӑчӗ. Кулӑшҫӑ Хветте Антун старике хӑйӗн кӗлетӗнчи тупӑка «выселить» тума сӗнет. Хирӗҫ тӗл пулакан карчӑк: «Кам вилнӗ?» тесе ыйтсан: — «вилӗм вилнӗ, Сахиме аппа, вилӗме пытарма каятпӑ-ӑр!» — тесе кӑшкӑрать. Исевет сӑнарӗ те — асра юлакан сӑнар. Анчах повеҫре геройсем ытла та харпӑр хӑйсен нушисемпе, ыйтӑвӗсемпе ҫеҫ интересленеҫҫӗ. Ку тӗрӗс мар. Ӗҫ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пулса иртет вӗт-ха! «Кӗрхи ҫеҫке» повеҫре автор геройсен ӑрӑскалне саманапа тачӑ ҫыхӑнтарса кӑтартасшӑн. Ырӑ туртӑм! Хальхи яш-кӗрӗмӗн юратӑвӗ ашшӗ-амӑшӗсен ӗлӗкхи юратӑвӗнчен пачах ӑрасна-мӗн. Анчах автор ачисен шухӑш-ӗмӗчӗсене тарӑннӑн уҫса парайман, философиллӗ шухӑша вӗҫне ҫитереймен.

«Ҫулсем-йӗрсем» тесе ят панӑ юптаруҫӑ Николай Евдокимов хӑйӗн прозӑри пӗрремӗш пысӑк опытне. Ӑна вулакансем асӑрхарӗҫ, йӑпӑрт ҫеҫ вуласа тухрӗҫ. Ку вӑл — иртнӗ вӑрҫӑн ҫулӗ-йӗрӗсене аса илсе ҫырнӑ роман. Автор хӑйӗн тӗп профессийӗпе — врач. Писательшӗн, М. Шолохов калашле, пӗр-пӗр урӑх ӗҫе тӗплӗн пӗлни питӗ усӑллӑ. «Ҫулсем-йӗрсем» роман ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе парать. Врач сӑнарӗ пирӗн пысӑк калӑпӑшлӑ прозӑра курӑнмастчӗ-ха. Халӗ вӑл пур — Лери Сантӑрӗ, ӗҫе шухӑшпа виҫсе тӑвакан ӑста врач-организатор.

Романӑн вӑрҫӑ ҫинчен калакан пайӗсем вӑйсӑртарах тухнӑ, унта пӗр пекрех эпизодсем йышлӑ. «Килти пурнӑҫра» вара автор куҫӗ вичкӗнрех. Кунта питӗ хальхи шухӑшсем те пур: килӗшӳллӗ ҫемье тӑвасси (кӑна кил-йышӑн ӑслӑ пирӗштийӗ — Лукар акка сӑнарӗпе кӑтартнӑ), колхоза мӗнле майпа мала кӑларасси (кӑна «демократиллӗ» организаторӑн Лери Иванӗн сӑнарӗ урлӑ уҫса панӑ).

Н. Евдокимов ҫынна ӗҫ тӑвӑмӗпе калаҫӑвӗ урлӑ ытларах сӑнласа парать. Опыт тӑвакан ученӑй пек, вӑл персонажа ун опычӗ тӑрӑх кӑтартса пырать. Ку — хӑйне евӗр стиль мелӗ.

Анчах Н. Евдокимов геройӗсем темле типӗрех пулса тухаҫҫӗ. Акӑ Лери Иванӗн хӗрачи пысӑк температурӑпа халь-халь вилсе каяс пек выртать. Ҫав вӑхӑтра унӑн ашшӗ, ним пысӑк сӑлтав курӑнман ҫӗртенех, пухӑва тухса каять. «Апат ҫисе тӑрансан, Лери Иванӗ тумланса клуба тухса кайрӗ», — тенӗ. Кунашкал чунсӑрлӑх геройсен урӑх ҫӗрте ҫук пек, анчах вӗсем тарӑннӑн, вӑйлӑн туйма пӗлейменни каярах та тӗл пулать.

Пирӗн ватӑлма пӗлмен писатель Ҫемен Элкер иртнӗ ҫул хӑй ҫырнисен пиллӗкмӗш томне кӑларчӗ, унччен пичетленнӗ япаласемпе юнашар унта ҫӗнӗ повеҫ «Хурапа шурӑ» пур. Вӑл историллӗ повеҫ мар, унта уйрӑм проблемӑ илнӗ: юратупа ҫемье. Опытлӑ писатель ҫакна витӗмлӗн каласа кӑтартать: юрату тени ӗҫсӗр ҫыннӑн кӑмӑл екки те, ашкӑнчӑк туйӑм та мар, вӑл этемӗн пӗтӗм ӗмӗчӗпе, чун-чӗре тасалӑхӗпе, кирлех пулсан — коммунизм тӗллевӗпе те ҫыхӑнса тӑрать. Юратусӑр ҫын чӗри ванать, таланчӗ мӑкалать. Ан пӗрлешӗр, ан пурӑнӑр юратусӑр! — ҫак лайӑх шухӑша автор «негативлӑ» майпа — геройсен йӑнӑшӗ урлӑ кӑтартать.

Революципе граждан вӑрҫи самани ҫинчен пӗлтӗр виҫӗ повеҫ пичетленсе тухрӗ. М. Ухсайӑн «Кӑра ҫилсем» повеҫӗн виҫҫӗмӗш кӗнеки, Г. Алентейӗн «Тантӑшсем» тата Уйӑп Мишшин «Ачалӑх кунӗсем» повеҫӗсем. «Ӑшӗнчи темӑ» тӗлӗшпе тата авторсен юратнӑ шухӑшӗсене пӑхсан, кусем виҫӗ тӗрлӗ повеҫ. Мария Ухсай Октябрьти революци чӑваш ялӗсене ырлӑхпа ирӗк кӳнине, суха ҫыннисем патшалӑх тытма вӗреннине, халӑх хӑй телейӗшӗн паттӑррӑн ҫапӑҫнине кӑтартас пархатарлӑ тӗллев лартнӑ. Повеҫре уйрӑм лайӑх сценӑсем чылай. Сӑмахран, ял ҫинче ятне те маннӑ Тихха арӑмӗ ҫӗнӗ хушамат туянни — шухӑша яракан сценӑ.

— Апла ӗнтӗ, — хаваслансах каларӗ Уҫӑп, ручкӑ ярса тытрӗ. — Списока Тихха арӑмне Карпи Тимофеевна Советова тесе кӗртес пулать.

— Питӗ те йӗркеллӗ пулса тухать, — Шерхулла Тихха арӑмне ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ: — яту чӑвашла, аҫу ячӗ вырӑсла, хушамату советла.

Ҫеҫпӗл Мишши пиллесе хӑварнӑ темӑна — чӑваш арӑмӗн кун-ҫулӗ ҫинчен — М. Ухсай чылай енӗпе лайӑх уҫса парать. Хӗрарӑмсем мартӑн 8-мӗшне уявлама тытӑнни, шӑршӑ-маршӑллӑ хурал пӳртне ял Совечӗ тума хырса-ҫуса тасатни — символла илтӗнеҫҫӗ. Революци хыҫҫӑн пулса иртекен ӗҫсене эпизодсемпе кӑтартнӑ. Кашнинчех вӗсенче автор ҫӗнӗ детальсем тупса кӑтартать. Ҫапах та, пӗтӗмӗшпе илсен, повеҫ чӑмӑртуллӑ мар, сапаланса каять. Эпизодсене сыпӑнтарса, шухӑш-туйӑма тарӑнлатса пыракан сӑнарсем ҫитмеҫсӗ. Виҫҫӗмӗш кӗнекере кам тӗп герой? — тесе ыйтсан, ответлеме хӗн. Ытла та нумай персонажа пӗр пек ярса илнӗ, вӗсен характерӗ вырӑнне вара эпизодсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Нумай чухне автор геройсене хӑйсен урапипе кустараймасть, вӗсем мӗн-мӗн тунине ӗненместӗн.

Акӑ, Михаля Хӗрлӗ Ҫартан таврӑнать, хӑйӗн арӑмӗпе кил-ҫуртне кулаксем ҫунтарса янине пӗлет. Ҫав тери йывӑр ӗнтӗ салтака ҫакна тӳссе ирттерме. Анчах автор Михаляна хӑйӗн йӑмӑкӗпе тӗл пултарать те мунчана ярать, ӳт-тир канӑҫӗпе килентерсе, чӑваш мунчи артаклӑхӗ ҫинчен тем вӑрӑмӗш ҫырса каять. Михаля хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне курманни пит нумай пулать. Мӗнле чӑтайӑн ӑна чӗрҫи ҫине лартса ҫунан чӗрене ҫемҫетмесӗр! Анчах автор урҫана авлантарас пирки сӑмах хускатать, Михаля вара ачи ҫинчен те манса каять. Ҫак вӑхӑтра пулас арӑм ҫинчен калаҫни ӑна кӳрентермест иккен!

Повеҫ чӗлхине те, пирӗн шутпа, ку кӗнекере ӑсталаса ҫитереймен. Иккӗленмелле пулса тухнӑ кӗнекери пӗрремӗш предложениех:
«Юра ҫиекен ҫурхи ҫил хӗвел ансанах хускалчӗ те пӗр самант та лӑплана пӗлмерӗ, нарӑс уйӑх (?) хыҫҫӑн та чаксах кайман сивӗ (?) хӗл тӗнчине (?) ҫилленнӗ пек хирсенче тулашса ҫӳрерӗ…» (3 стр.)
Кунта паллӑ мар: ҫил е сивӗ тулашса ҫӳрет. Ҫав сыпӑкрах ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тӗл пулаҫҫӗ. «Ҫатракасси пуянӗсем автансене Елмекасси сехечӗсем тесе ят кӑларчӗҫ, уйӑха та ахалех тӑратса хӑвармарӗҫ…» (5 стр.). Мӗн пулать вӑл «уйӑха ахалех тӑратса хӑвармарӗҫ» тени? Акӑ мӗнле калаҫаҫҫӗ пулать чӑваш хӗрарӑмӗсем: «Саплӑклӑ кӗрӗкӳ килте юлнӑ пулӗ, саплӑк татӑлса ӳкни курӑнмасть» (8 стр.). Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Кун пек вырӑнсем повеҫре туллиех.

Сӑнлӑхсем тӑвас тӗлӗшпе те авторӑн пӗр кӑлтӑк пур. Сценӑсен символла пӗлтерӗшне ытлашши шанать вӑл. Прозӑри символла сӑнлӑх вӑл лирикӑллӑ картинӑсенчен тухса пырсан ҫеҫ хӑватлӑн янӑрать. Халлӗхе М. Ухсайӑн унашкал сӑнлӑхсем хӑш чух плакат евӗр ҫеҫ пулса тухаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшлетсе каласан, «Кӑра ҫилсен» виҫҫӗмӗш кӗнеки малтанхисем пек мар шупка.

Нумайранпа илтӗнмен ят пӗлтӗр ҫӗнӗрен илтӗнчӗ — чӑваш совет литературин ветеранӗсенчен пӗри Григорий Алентей «Тантӑшсем» ятлӑ пысӑк повеҫ ҫырса пачӗ. Революци хыҫҫӑн ялта ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешӳ хӗрсе пырать. Ҫакна ытларах ҫамрӑк ача Ваҫук сӑнарӗпе кӑтартнӑ. Калас пулать, ку повеҫре сӑнлассинчен каласа пани ытларах, ҫапах та вӑл усӑллӑ кӗнеке. Пӑта ҫине пӑта ҫапни те мар. Унти ӗҫсем ӗненмелле пулса тухнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши сӑнарне автор кӑшт ҫеҫ кӑтартнӑ пулсан та, вӑл поэт сӑн-питне эпир пӗлнинчен ӑрасна, ҫӗнӗ тӗс хушать.

Уйӑп Мишши «Ачалӑх кунӗсем» ятлӑ автобиографиллӗ повеҫӗнче тӗнче ҫине ҫамрӑк ача куҫӗпе пӑхтарнӑ, истори улшӑнӑвӗнчен ытларах ача психологине сӑнанӑ. Повеҫе ӑшӑ кӑмӑлпа, хитре чӗлхепе ҫырнӑ, унта интереслӗ вырӑнсем пур. Пӗр ҫӗрте, акӑ, Шупуҫҫынни поэт курӑнса каять. М. Уйӑп, хӑйӗн ҫамрӑклӑхне аса илсе, кивӗ пурнӑҫ юлашкисем ҫӗнӗ саманара та ҫынсене нумай чӑрмантарнине кӑтартать. Повеҫе хурлама ҫук, анчах паллӑ поэт прозинчен эпир ытларах та ыйтасшӑн. М. Горький хӑйӗн «Ачалӑх» повеҫӗнче ҫап-ҫамрӑк ача тавра курӑмӗ витӗр те тӗнче ҫине тарӑн шухӑшпа пӑхтарать. Уйӑп Мишши вара чылай чухне ачалӑхра мӗн-мӗн пулни ҫинчен ҫеҫ ҫырса каять. Ачи ача пек выляса ӳстӗр те, авторӗ ҫӗнӗ вӑхӑт ҫинчен шухӑша ятӑр, совет самани ҫамрӑксене пӑхса ӳстерес тӗлӗшпе ытти саманасенчен пачах уйрӑлса тӑнине витӗмлӗрех кӑтарттӑр.

Октябрьти революци ҫинчен ҫыракансем, граждан вӑрҫи темипе ӗҫлекенсем пирӗн литературӑра йышлансах пыраҫҫӗ. Анчах темшӗн чӑн-чӑн документлӑ историе тӗкӗнме пирӗн писательсем хӑрарах параҫҫӗ. Вӑтӑрмӗш ҫулсенчех Митта Петӗрӗ Крепков ҫинчен повеҫ ҫырма пуҫланӑччӗ, Кадыков ҫинчен те кӑшт-кашт ҫырни пурччӗ. Ҫак эстафетӑна хальхи писательсем темшӗн малалла ямарӗҫ. Кӗҫех акӑ тӗнчери пӗрремӗш социализмлӑ революци аллӑ ҫул тултарать. Ҫак чаплӑ юбилей тӗлне чӑваш литературинче вӑйлӑ романсемпе повеҫсем, драмӑсемпе поэмӑсем ҫырӑнсанччӗ! Ку пысӑк тӗллеве пурнӑҫлас тесен, архивсенче ӗҫлес пулать, «истори ҫыннисемпе» курнӑҫса хаклӑ материала пӗрчӗн-пӗрчӗн пухас пулать.

Ҫавӑнпа та В. Бурнаевский писатель В. И. Чапаев сӑнарне ӳкерсе парасшӑн ырми-канми ӗҫлени — мухтамалла япала. Вӑл нумаях пулмасть «Хӑнтӑрча таврашӗнче» повеҫ ҫырчӗ, иртнӗ ҫул каллех «Чапаев ҫинчен» ятлӑ калавсен пуххи кӑларчӗ, Чапаев тӑванӗсем ҫинчен очерксем пичетлерӗ. Легендарлӑ паттӑр ҫинчен ҫырма йывӑр пулин те, писатель ун сӑнарне ӳкерме ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗссем тупать. Чапаев халӑха чунтан юратнӑ, бюрократсене курайман, вӑл чӑннинех демократиллӗ, ҫӗнӗ йышши полководец-организатор пулнӑ. Ҫак шухӑш В. Бурнаевскин питӗ хальхилле уҫӑлса пырать. Уйрӑмах автора «Чапаев чӑваш ҫыннисем хушшинче» темӑ илӗртет. Ҫакӑ — халӑхсен туслӑхӗ текен анлӑ темӑн — хирӗн пӗр пусси. В. Бурнаевский ҫав пусӑри ҫереме уҫса тыррине пысӑк тухӑҫлӑ ӳстерессе шанчӑк парать.

Иртнӗ пурнӑҫӑн авалтарахри тапхӑрӗсем ҫинчен пӗлтӗр пӗр роман ҫеҫ тухрӗ. Ку вӑл — Илпек Микулайӗ ҫырнӑ «Хура ҫӑкӑрӑн» иккӗмӗш кӗнеки. Романӑн пӗрремӗш томӗ (унӑн хӑш-пӗр ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каламасан) чӑваш литературин вӑйлӑ произведенийӗсен шутне кӗнӗччӗ. Ахальтен мар ӑна Мускавра пичетлесе кӑларчӗҫ, пӑлхарла та куҫарчӗҫ. Анчах тӳрех калас пулать, иккӗмӗш том эпир кӗтнине тивӗҫтереймерӗ. Ку кӗнекене пӗтӗмпех пӑрахӑҫлама май ҫук. Хӑйне евӗр лайӑх, питех те вӑйлӑ вырӑнсем пур унта. Автор ҫитмен тӳпене ҫитесшӗн. Характер-тип тӑвас тӗллев канӑҫ памасть ӑна. Ӑлапа Велюшӗ, Шерккей, — чӑн та, пурнӑҫлӑ типсем. Анчах тем пысӑкӑш — романӑн хӑйӗн тӗп шӑнӑрӗ — шалти теми, вӑйлӑ теп шухӑшӗ пулмалла. Шӑпах ҫак енчен патрак та ӗнтӗ роман сюжечӗ.

Пӗрремӗш тома вуласа тухнӑ хыҫҫӑн пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗччӗ: романа хӗрӳ парса пынӑ Тухтарпа Селиме юратӑвӗ трагедиллӗ вӗҫленчӗ, Шерккей хӑйӗн ҫӑткӑн чунне уҫса пачӗ — мӗн ҫинчен калӗ-ши татах ку произведени? — тенӗччӗ эпир. Чӑнах та, иккӗмӗш кӗнеке валли сюжет ҫиппи ҫинҫелсе юлать. Ҫапах та роман прологӗ, шухӑша тарӑнрах илеслӗ, вилекен старик пӳрнипе ҫӗре тӗлленӗччӗ те: ҫак хура ҫӗре кӑпкалатса пурӑнассинче мар-ши этемӗн телейӗ? — текен шухӑша систернӗччӗ. Ӗҫ тупсӑмӗ Шерккей характерӗнче ҫеҫ мар — тарӑнрах иккен. Трагедиллӗ ӗҫсем татах пулӗҫ, вӗсен сӑлтавӗ — уйрӑм харпӑрлӑхра. Апла, тен, автор Шерккее ҫӗр ыйтӑвне татса панӑ колхоз пурнӑҫӗ таранах илсе пыма шутлать? Ҫак идейӑ пуртан пӗрремӗш кӗнекере социаллӑ кӗрешӳ те вӑйлансах пыратчӗ. Иккӗмӗш кӗнекере вара ҫав кӗрешӳ хӗрмест, автора ялти тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем илӗртсе каяҫҫӗ, тӗп темӑран пӑраҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ристан Палюкпа Элентей пек ҫынсем хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ кунта. Пӗрремӗш революци умӗнхи аслатиллӗ аҫа-ҫиҫӗмлӗ сывлӑш вӑйсӑр сисӗнет. Ҫӗнӗ темӑ, революци теми пуҫлансан та, Н. Илпек роман формине ӗлӗкхиллех туса пырать. Рабочисене кивӗлле сӑмахсемпе калаҫтарать. Пурнӑҫ ритмӗ ытла та тӳлек, ӳсӗмлӗ мар.

Пирӗн романистсем ахальтен мар революци теми умӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ — революцин хӑватлӑ идейисене, сӑнарӗсене тивӗҫлӗ ҫӗнӗ формӑ тупаймарӗҫ-ха вӗсем. Ку вӑл Н. Мраныкка романӗн виҫҫӗмӗш кӗнекинче те курӑнчӗ. Унти геройсем те историри чӑн-чӑн большевиксен ӑс-хакӑлне, сӑнне, шухӑш-кӑмӑлне туянаймарӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, чӑн-чӑн историллӗ роман ҫырса параймарӗҫ-ха пирӗн прозаиксем.

* * *

Ҫапла ӗнтӗ, 1962 ҫулта чӑваш прози ҫӗнӗ ӳсӗмсем турӗ. Тӗнче умне тухмалӑхах вӑйлӑ произведенисем параймарӗ пулсан та, вӑл хальхи. пурнӑҫӑн чылай ӳсӗм хирӗҫӗвӗсене лайӑх уҫса кӑтартрӗ, ҫӗнӗ интереслӗ сӑнарсем пачӗ, эстетикӑллӑ ҫӗнӗ шухӑш-туйӑмсем ҫуратрӗ.

Пире чӑваш журналӗсенче наукӑллӑ-популярлӑ тата фантастикӑллӑ япаласем ҫукки тӗлӗнтерет тата кӳрентерет те. Хамӑр йышра ӳснӗ паттӑр космоса ҫӗкленчӗ, пирӗн писательсен ӗмӗчӗсем вара ҫӗр питӗнчен хӑпаймарӗҫ. Ӑҫта пирӗн Марс е Венерӑ ҫине вӗҫекенсем ҫинчен, ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса паракансем ҫинчен ҫырнӑ повеҫсем, калавсем? Наукӑллӑ фантастикӑ жанрӗнче пӗр вунӑ ҫул каярах пӗртен-пӗр «чӗкеҫ» курӑннӑччӗ (эпир «Улшӑннӑ ҫанталӑк» тата «Аттестат» авторӗ Г. О. Ефремов ҫинчен калатпӑр), анчах вӑл та курӑнчӗ те — пытанчӗ. Ҫук-ши вара пирӗн наукӑ ыйтӑвӗсемпе интересленекен пултаруллӑ литераторсем? Тен, пӗр-пӗр маттур писателӗн ятарласах ҫак жанрпа ӗҫлеме тытӑнас?

Пысӑк шанчӑк пирӗн — малашнехинче. Мӗнле пулӗҫ-ши малашне хальхи сиплӗ ҫумӑрӑн ҫимӗҫӗсем? Мӗнле ҫӗнӗ талантсем, ҫӗнӗ произведенисем парнелӗҫ пире, вулакансене, ҫитес ҫулсем? Юмӑҫ ярса лармӑпӑр, чӑваш писателӗсене халӑх кӗтнине тивӗҫтерессишӗн чуна парса ӗҫлеме кӑна чӗнӗпӗр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех