Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV. Шӑвармалли вырӑн

Пай: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.09.24 16:23

Пуплевӗш: 107; Сӑмах: 1347

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ирхине, 10 сехет тӗлӗнче, вӗсем молдавансемпе украинецсем ҫурмаран пурӑнакан пӗр пысӑк яла лашасене шӑварма чарӑннӑ.

Ашшӗ, Павлика аллинчен ҫавӑтса, дынясем илмӗ кайнӑ. Петя, лашасем шыв ӗҫнине пӑхса тӑма, лашасем патӗнче тӑрса юлнӑ.

Вагон пек дилижанса туртса пыракан лашасене кучер ҫӑл патне ҫавӑтса пычӗ. Ку тарӑн кашталлӑ тараса пулнӑ.

Кучер, пушшине атӑ кунҫи ӑшне чикрӗ те, тарасан тӳрӗ ҫакӑнса тӑракан каштине кармашса тытрӗ. Ун вӗҫне сӑнчӑрпа йывӑр юман витре ҫакса янӑ. Аллисене ылмаштарса пырса, кучер витрене ҫӑлалла антарма тытӑнчӗ.

Тараса кашти пӗр вӗҫӗпе, ҫӑлти шыва курасшӑн пулнӑ пек, аялалла пӗшкӗнме тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра шӑтӑклӑ пысӑк чул ҫакса янӑ тепӗр вӗҫӗ ҫӑмӑллӑн ҫӳлелле ҫӗкленме пуҫларӗ.

Петя, кӑкрипе ҫӑл пури ҫине таяннӑ та, ҫӑл ӑшне подзорнӑй труба витӗр пӑхнӑ пек пӑхать.

Чулпа пураса хӑпартнӑ шахта пек ҫаврака ҫӑл шӑтӑкӗ, йӗри-тавра бархат пек сип-симӗс мӑкпа витӗннӗскер, аялалла тарӑн анса кайнӑ. Аялта ҫулхӑн пулнӑ, тӗпӗнче пӗчӗк ҫаврашка шыв йӑлтӑртатнӑ. Унта Петян шӗлепки ӳкерчӗкӗ, тӗкӗр ҫинчи пекех, таса курӑннӑ.

Ача пура ӑшне пӗшкӗнчӗ те хытӑ кӑшкӑрса ячӗ, пура тӑм кӑкшӑм пек янӑраса кайрӗ.

Витре аялалла нумайччен анчӗ, пӗчӗкҫӗ ҫеҫ курӑнакан пулчӗ, анчах шыв тӗпне час ҫитеймерӗ. Юлашкинчен инҫетре шыв чӑмпӑлтатни илтӗнчӗ. Витре шыва ҫитсе путрӗ те шывпа тулса, ҫӳлелле хӑпарма тытӑнчӗ.

Йывӑр шыв тумламӗсем аялалла вирлӗн ӳкеҫҫӗ, вӗсен сасси пистонпа пенӗ пекех илтӗнет.

Темӗн чухлӗ ҫын аллисемпе тыткаласа кӗленче пек якалнӑ кашта нумайччен ҫӳлелле хӑпарчӗ, унтан йӗпе сӑнчӗр курӑнчӗ. Тараса кашти юлашки хут чӗриклетрӗ. Кучер пӗр пӑт йывӑрӑш витрене вӑйлӑ аллисемпе ярса тытрӗ те, шывне чул валашка ҫине ячӗ.

Шывне валашка ҫине яриччен малтан вӑл хӑй ӗҫрӗ. Лашасене шӑварас ӗҫре чи пахи ҫакӑ пулчӗ те ӗнтӗ.

Ача сӑмсине те, янаххине те пӑр пек сивӗ те тӑрӑ шыв ӑшне чикрӗ. Витре ӑшӗ пӗтӗмпех симӗс мӑкпа витӗннӗ. Ҫавсене курсан, ачашӑн витри те, ҫав симӗс мӑк та темӗнле кичемӗн туйӑнчӗ. Кусем ача пуҫне темӗнле авалхи, вӑрманти тата юмахри шыв арманӗ, юмӑҫ арман хуҫи, хӑрушӑ шыв авӑрӗ тата унта шапа пулса пурӑнакан патша хӗрӗ ҫинчен илтнӗ юмахсене аса илтерчӗ.

Сивӗ шыв ӗҫнипе ҫамка ыратма пуҫланӑ. Анчах кунӗ питех те шӑрӑх пулнӑ. Ҫавӑнпа та Петя ҫамки ыратни часах иртессине пӗлнӗ.

Лашасене тӑраниччен шӑварма сакӑр е вунӑ витре шыв кӑлармалла пулнине Петя лайӑх пӗлнӗ. Кӑна тума сахалтан та ҫур сехетрен кая мар вӑхӑт кирлӗ. Унччен уткаласа ҫӳреме те юрать. Ача тараса патӗнчен васкасах ҫӑра пылчӑк урлӑ каҫрӗ. Пылчӑк ҫинче лапкипех сысна ури йӗрӗсем палӑрнӑ. Унтан хур тӗкӗсемпе мамӑкӗсем сапаланса выртакан шыв хӗррипе ҫаран тӑрӑх утрӗ.

Шыв шурлӑха юхса тухнӑ. Унта хӑмӑшсем, хӑяхсем, ҫумкурӑксем вӑрман пек ӳссе ларнӑ.

Кунта тӑр кӑнтӑрла тӗлӗнче те сулхӑн пулнӑ. Пуҫа анӑратакан тӗрлӗ шӑршӑ сӑмсана ҫурнӑ.

Хӑяхӑн уҫӑ шӑрши пуҫа ыраттаракан курӑкӑн мӑйӑр шӑрши евӗрлӗ шӑршипе хутӑшнӑ. Ҫав шӑршӑран чӑнах та пуҫ ыратма пуҫланӑ, йӗплӗ хутаҫлӑ, вӑрӑм та шурӑ шӑршлӑ пиҫенпе юнашар, тилпӗрен тата тӗлӗнмелле ыйхӑ курӑкӗ ӳснӗ.

Сукмак ҫинче пысӑк шапа, ҫывӑрнӑ пек, куҫне хупса ларнӑ. Петя, ун пуҫӗ ҫинче патша хӗрӗн коронине курасран хӑраса, ун ҫине темӗн пекех пӑхасшӑн мар пулнӑ.

Пӗр сӑмахпа каласан, кунта пурте, юмахри пек, тӗлӗнмелле пулнӑ.

Ҫакӑнта ҫӳремен-ши юмахри пысӑк куҫлӑ, типшӗм Аленушка, хӑйӗн пӗчӗк Иванушка шӑлнӗне йӗре-йӗре шыраса?

Чӑнах та, йывӑҫ тӗмӗ айӗнчен пӗр пӗчӗк шурӑ така чупса тухса ҫинҫе сасӑпа макӑрса ярсан, Петя хӑранипе тӑнсӑр пулса йӑвансах кайӗччӗ.

Ача юмахри пӗчӗк така ҫинчен шухӑшлама пӑрахасшӑн. Анчах вӑл мӗн чухлӗ шухӑшлать, пуҫа шухӑш пушшех кӗрет. Шухӑшланӑҫемӗн, ӑна ҫак кичем симӗс тӗнчере пӗччен пулни — кичемрех те хӑрушӑрах туйӑннӑ.

Кӑшкӑрса ярас мар тесе, вӑл, мӗнпур вӑйӗпе куҫне хупса, пуҫа анратакан ҫак шӑршлӑ вырӑнтан тарма тытӑнать. Вӑл пӗр пӗчӗк ҫуртӑн картишӗ хыҫне пырса тухсан тин чупма чарӑнать.

Тӑм чӳлмексем ҫакса тултарнӑ ҫатансен тепӗр енче Петя пӗр пӗчӗк йӗтем курать. Йӗтем варринче, тин уйран илсе кӗнӗ тулӑ улӑмӗсем ҫинче, пӗр вунпӗр ҫула ҫитнӗ пӗчӗк хӗр тӑнине курать. Ку хӗр пуҫне амӑшӗн тутӑрне куҫӗ таранах антарса ҫыхнӑ, пӗрмеллӗ, вӑрӑм юбка тата ҫанӑллӑ, ситцӑран кӗске ҫӗленӗ кофта тӑхӑннӑ. Куҫӗсене хӗвелтен аллипе хупласа, ҫара уран, вӑрӑм кантӑрапа пӗр-пӗрин хыҫҫӑн кӑкарнӑ икӗ лашана пӗчӗк хӗр юпа тавра хӑваласа ҫӳренӗ. Лашисем, урисемпе улӑма ҫемҫен салатса, таса тулӑ ҫинче ҫаврака чула сӗтӗрсе ҫаврӑннӑ. Вӑл хытӑ, анчах сасӑсӑр сиксе пынӑ. Ҫаврака чул хыҫӗнче йӗлтӗр пек авӑннӑ сарлака хӑма сӗтӗрӗнсе пынӑ.

Ку хӑман аял енне, тулӑ пӗрчисене пучахсенчен ҫапса кӑларма, шӗвӗр вут чулӗсем ҫапса лартнине Петя лайӑх пӗлет.

Ҫак хӑвӑрт шуса пыракан хӑма ҫинче, ҫунашка ҫинчи пек йӑванса каяс пек сулкаланса, Петяпа пӗр ҫулалла ҫитнӗ ача тӑрса пырать. Ун ҫинче йӳле янӑ, тӗсӗ кайнӑ кӗпе, пуҫӗнче сӑмсине хӑлхи еннелле усӑнтарса янӑ картуз пулнӑ.

Пӗчӗккӗ, шурӑ пуҫлӑ хӗрача, ӳкесрен пиччӗш шӑлаварӗнчен аллисемпе хытӑ тытса, кушак кайӑк пек ларса пырать.

Ашӑм тавра пӗр ватӑ старик чупкаласа ҫӳрет, вӑл йывӑҫ сенӗкпе тулла силлесе, ӑна лаша урисем айне пӑрахса пырать.

Ватӑ карчӑк туя вӗҫне лартнӑ хӑмапа, ашӑма саланса кайма памасӑр, тӳрлетсе ҫӳрет.

Кӑшт леререх, ҫӗмел ҫумӗнче, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, арҫын аллисем пек, вӑйлӑ аллисемпе пӗр арӑм тырӑ сӑвӑракан машинӑна вӑйпа ҫавӑрать. Барабанӑн ҫаврака шӑтӑкӗнчен хӗрлӗ ҫунатсем ҫавӑрӑнни курӑнать.

Машина ҫутӑ хӑлчӑка пӗлӗт пек вӗрсе кӑларать Хӑлчӑк, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе саланса, йӗри-таврана, пахчари ҫумкурӑксем ҫине, типе пуҫланӑ помидор аврисем ҫине тата кайӑксене хӑратма туса лартнӑ, дворянсен хӗрлӗ кӑшӑллӑ ҫӗтӗк картузне тӑхӑнтарнӑ мӗлке ҫине — чӗнтӗр пек анса ларса хуплать.

Кунта, ҫак пӗчӗк йӗтем ҫинче, кил хуҫисӗр пуҫне пӗтӗм хресчен ҫемьи ӗҫлет пулмалла.

Хуҫи халӗ вӑрҫӑра, Манчжуринче пулмалла. Халӗ, тен, вӑл гаолян ашӗнче ларать, японецсем, тен, ун ҫине снарядсене тултаракан вут хыпмалли япаласемпе переҫҫӗ.

Ҫак чухӑн хресчен йӗтемӗнче ӗҫлени Петяшӑн, вӑл пуян помещик экономинче нумайӑн та шавлӑн кӗрлесе авӑн ҫапнине курса хӑнӑхнӑ хыҫҫӑн, урӑхларах туйӑннӑ.

Ҫапах ку та Петя кӑмӑлне питех те килӗшнӗ. Вӑл, калӑпӑр, ҫав вут чулӗсем ҫапнӑ хӑма ҫинче питӗ хавас ларса ҫаврӑнӗччӗ. Тата тырӑ сӑвӑракан машинӑна ҫавӑрса пӑхсан та юрӗччӗ. Вӑхӑт пулсан, Петя леш ачаран хӑйне хӑма ҫине лартма та ыйтса пӑхӗччӗ, анчах вӑхӑт ҫук, васкамалла.

Петя каялла утрӗ.

Петяшӑн хресченсен пурнӑҫӗ, вӗсем мӗнле ӗҫлени ӗмӗрлӗхех асра юлнӑ: ҫӗнӗ улӑм ҫуталса выртни, пӳртӗн кай енне шурӑ тӑмпа шуратнӑ стена ҫумӗнчи ситца татӑкӗсенчен ҫӗленӗ пуканесем, типӗтсе хунӑ «таракуци» текен вылямалли вӗтӗ кавӑнсем. Хӑмӑш витнӗ пӳрт ҫинче, хӑйӗн пысӑк та тирпейсӗр йӑви патӗнче, хӑрах ури ҫинче аист тӗлӗрни.

Вӑл аиста питех те астуса юлнӑ. Унӑн кӗске пиншак пек хура тӗкӗсем, карланки айӗнчи шурӑ ӑнтӑрлӑх, хӗрлӗ туя пек хӑрах ури (тепӗр хутлатнӑ ури вуҫех курӑнман). Аистӑн вӑрӑм, хӗрлӗ сӑмси ҫӗрлехи хуралҫӑн йывӑҫ шакӑлчи пекех шакӑртаттарнӑ.

«Волостное правление» тесе ҫырнӑ кӑвак вывескӑллӑ пӳрт патӗнчи юпасем ҫумӗнче йӗнерлен» виҫӗ лаша тӑнӑ, вӗсем кавалери лашисем пулнӑ.

Хӗҫне чӗркуҫҫи хушшине хӗстерсе, крыльца пусми ҫинче, сулхӑнта, пӗр салтак ларнӑ. Вӑл хаҫат хучӗпе чӗркесе махорка туртнӑ.

— Итлӗр-ха, мӗн тӑватӑр эсир кунта? — тесе ыйтрӗ Петя.

Салтак хула ачине пуҫӗнчен пуҫласа урисем патне ситичченех юлхавлӑн пӑхса илчӗ те, шӑл хушшинчен сурчӑкне аяккалла сирпӗтсе, васкамасӑр:
— Матроса шыратпӑр, — терӗ.

«Мӗнле тӗлӗнмелле тата хӑрушӑ матрос-ха ку? Вӑл таҫта, кунта ҫывӑхрах, ҫеҫенхиртех-и, тен? Вӑл улпут ҫурчӗсене вут тӗртсе ҫунтарать, салтаксем ӑна мӗншӗн шыраҫҫӗ-ха, — тесе шухӑшлать Петя, пушӑ урам тарӑх тараса патнелле утса. — Тен, ку хӑрушӑ вӑрӑ-хурах дилижанссем ҫине те тапӑнӗ».

Петя хӑйӗн хӑрушӑ шухӑшӗсене ашшӗне те, шӑлнӗне те каламарӗ. Мӗншӗн ҫынсене ахалех пӑшӑрхантарас? Анчах вӑл хӑй яланах хатӗр пулма шут тытрӗ. Тем пуласран вӑл хӑйӗн коллекцийӗсене ларкӑҫ айне стена ҫумнерех пытарса лартрӗ.

Дилижанс тапранса кайса ту ҫинелле хӑпарма пуҫласанах, Петя, чӳрече умне ларса, ӑҫтан та пулсан леш вӑрӑ-хурах килсе тухмӗ-ши тесе тинкерсе пӑхса пыма тытӑнчӗ.

Вӑл хулана ҫитичченех тимлӗн сӑнаса пыма татӑклӑн шухӑшласа хучӗ.

Ҫав вӑхӑтра нимӗн хӑрушлӑха сисмен ашшӗпе Павлик дыня ҫиме тытӑнчӗҫ.

Хулӑн пиртен ҫӗленӗ, тӑватӑ кӗтессине халӗ тӗсӗ кайнӑ, чечексемпе тӗрленӗ минтер пичӗ ӑшӗнче пӗрер пуса илнӗ вунӑ дыня выртнӑ. Ашшӗ пӗр симӗс-хӑмӑр, урлӑ-пирлӗ ҫуркаланса кайнӑ дыняна туртса кӑларчӗ те: «Ҫисе пӑхар-ха эпир ку чаплӑ дынясене», — тесе, хӑй хуллен дыняна ҫӗҫӗпе икӗ пая касса уйӑрчӗ.

Пӗтӗм дилижанс ӑшӗнче тутлӑ шӑршӑ сарӑлчӗ.

Ашшӗ дыня ӑш-чиккине пекӗпе касса ҫавӑрчӗ те, чӳречерен ывӑтрӗ.

Унтан дыняна илемлӗ, темиҫе пая касса, таса сӑмса тутӑрӗ ҫине йӗркеллӗн хучӗ те:
— Ку дыня начарах пулас ҫук-ха, — терӗ.
Павлик, тӳсейменнипе вырӑнӗ ҫинче сиккелесе лараканскер, ҫавӑнтах чи пысӑк ҫаврака чӗлле икӗ аллипех ярса тытрӗ те васкаса хыпса илчӗ. Савӑннипе, вӑл сӑмсипе мӑшӑлтатса илчӗ, дынян пылак сӗткенӗн ҫӑра тумламӗсем унӑн янаххи тӑрӑх юхма пуҫларӗҫ.

Ашшӗ, ҫӑварне хуллен пӗр пӗчӗк татӑк хыпса кӑшт чӑмласа илчӗ те, савӑннипе куҫне хӗссе:
— Чӑнах та, питӗ лайӑх, — терӗ.

— Ҫав тери лайӑх, — тесе хучӗ Павлик та.

Хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнчех ҫавӑн пек тӳсме хал ҫук ӗҫсем пулса пынине тӳсеймесӗр, Петя, пӗтӗм таврари хӑрушлӑха манса, дыняна ҫавӑрса илчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех