Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 23 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.17 16:21

Пуплевӗш: 357; Сӑмах: 2516

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Учительсен пӳлӗмӗнчи каҫ

Октябрь уявӗ ыран тенӗ чух, ноябрӗн улттӑмӗш кунӗнче, эпӗ хамӑр шкула епле те пулсан ҫитсе килме шутларӑм. Унта эп ку яхӑнта кӗркелех тӑтӑм, анчах яланах тенӗ пек усӑсӑр: шкул ҫуртӗнче темӗнле ҫар пайӗн штабӗ вырнаҫнӑ, классенче ҫыру машинкисем татти-сыпписӗр ҫатӑртатаҫҫӗ; учительсен пӳлӗмне питӗрсе илнӗ, директора хӑҫан тата ӑҫта курма май пурри ҫинчен никам та тӗплӗн калаймасть. Ҫапах та уяв умӗн каҫхине унта эпӗ тепӗр хут кайрӑм. Ӗҫ ҫавӑн пек: пирен шкулта ӗлӗкрен юлнӑ йӑла пур. Ҫулсерен, ноябрӗн улттӑмӗшӗнче, халь вӗренекенсемпе халиччен вӗренсе тухнисем учительсемпе пӗрле пухӑнса каҫ тӑваҫҫӗ. Лайӑх пӗлетӗп, кӑҫал пурте саланса пӗтнӗ, аслӑ классенче вӗренекенсем укрепленисем тунӑ ҫӗртен таврӑнайман. Паян та эпӗ Ромка Каштансем патне кӗрсе тухрӑм — хӑҫан килесси паллӑ мар. Ҫапах та, тен, кам та пулин ман хӑраххӑм ӗлӗкрен килекен йӑлана астуса илекен пулӗ, терӗм.

Ҫав кун темиҫе хут тревога пулчӗ. Нимӗҫсем халӗ Мускавран питӗ ҫывӑх, вӗсем кун каҫа сывлӑшран хула ҫине темиҫе хут та тапӑнма пӑхаҫҫӗ. Каҫхине, икӗ тревога хушшинче, эпӗ шкула чупса ҫитрӗм. Параднӑя питӗрнӗ. Карташӗнче ҫӳрекен часовой мана хӑтӑрса пӑрахрӗ. Анчах та эп, унтан пӑрӑнса, хыҫалти крыльцаран ҫаврӑнса кӗтӗм. Тултан пӑхсан, чӳречисене тӗттӗмленӗ шкул ҫурчӗ чунсӑр пек курӑнать. Коридорта та тӗттӗм, анчах ун тепӗр вӗҫӗнче пӗр алӑкран тухакан ҫутӑ палӑрать. Унта мӗн иккенне эп лайӑх астӑватӑп. Ҫитрӗм, хуллен ҫеҫ алӑкран шаккарӑм. Ҫак алӑка пирӗн кирек кам та ӗмӗр шикленсе шакканӑ Ку вӑл — учительски, вӗрентекенсем пухӑнса ларакан пӳлӗм.

Ӗлӗкрех кунта директор кабинечӗ пулнӑ. Кунта Полина Аркадьевна, пурне те шиклӗх кӗртекен пӗчӗкҫӗ хаяр карчӑк ларнӑ.

— Кӗрӗр! — илтӗнчӗ пӳлӗмрен. Ку сасса эп ҫавӑнтах палласа илтӗм. Ӗлӗкрех вӑл пӑртак илтӗнсенех, чи шухӑ классем те самант лӑпланса ларатчӗҫ.

Эпӗ ерипен кӗтӗм. Хӗрлӗ пуставпа витнӗ сӗтел хушшинче Полина Аркадьевна ларать, ҫаврака куҫлӑхлӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ, пӗчӗкҫӗ хӗрарӑм. Пуҫне ҫыпҫуллӑн чӗтретсе, вӑл хӑйне хисеплӗн итлесе ларакан икӗ командира темӗн ҫинчен каласа кӑтартать. Командирсенчен пӗри — Юрий Долгухин, эп ӑна часах палласа илтӗм, пирӗн шкула ҫак ҫул пӗтерсе тухнӑскер. Тепри — палламанскер…

— Крупицына! — кӑшкӑрса ячӗ Полина Аркадьевна. — Мӗнӗ пӗлтерет ку? Эсӗ, Крупицына, интерната кайнӑччӗ-ҫке! Ҫук, эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп. Ну, юрӗ, кайран каласа парӑн. Паллаш; ку Долгухинӑн фронтри юлташӗ. Ку вӑл — хӑй. Турра шӗкӗр, паллатӑр иккен. Лайӑх астӑватӑп эпӗ сирӗн историне. Эсӗ, Сима, ун чух улттӑмӗш класраччӗ, Долгухин — ҫиччӗмӗшӗнче. Вӑл сан портфельне, дневнике йӑтса тарнӑччӗ. Маннӑ тесе ан шутлӑр, аван астӑватӑп. Лар, Крупицына. Маттур, манмарӑн. Хамӑр шкул йӑлисене тӗрӗс тытатӑн. Эпӗ ӗнтӗ никам та килес ҫук, теттӗм. Пурте кайса пӗтнӗ. Тата вӑхӑчӗ те ҫавнашкал. Ҫук, пӑх-ха эс, пӑх-ха Долгухин ҫине, епле гвардеец тесе калаймӑн? Акӑ, ятарласа хӑйӗн ҫар чаҫӗнчен килнӗ. Паянхи каҫ валли отпуск ыйтса илнӗ. Ну, эсӗ ӑҫтан, Крупицына?

Эпӗ ӑна хирӗҫ темскер мӑкӑртатса илтӗм.

— Нимӗн те ӑнланмастӑп. Мӑкӑр-мӑкӑр тӑватӑн. Кала уҫӑрах.

— Мана ҫак участока куҫарчӗҫ, — терӗм эп, Донбасри рабочи хама мӗнле вӗрентнине аса илсе, — комсомол райкомӗн заданийӗпе ӗҫлетӗп. — Вара эп хам наступленине куҫма шут тытрӑм. — Полина Аркадьевна, эсир мӗншӗн Мускавра?

— Ман ӑҫта пулас тата? Калӑр-ха, тархасшӑн! — Вӑл командирсен енне ҫаврӑнчӗ. — Сан шухӑшпа, ӑҫта пулмалла-ха ман? Эпӗ горонора та ҫаплах каларӑм. Ман характера пӗлеҫҫӗ вӗсем. Тавлашмаҫҫӗ. Куратӑн, кунтах пурӑнатӑп. Учительскинче. Тревога-мӗн пулсан, киле тытӑнса юласран.

Мӗнле лайӑх, савӑнӑҫлӑ, илемлӗ иртетчӗҫ ӗлӗк чух шкулта ҫуллен ҫул пулакан октябрь каҫӗсем! Эпӗ ак улшӑннӑ учительскине хурлӑхлӑн пӑхса илтӗм. Кунта тӗрлӗрен шкафсем — ытти кабинетсенчен куҫарса лартнӑскерсем. Йӑлтӑр-йӑлтӑр физика приборӗсем. Хурчӑка, тусан пӑснӑ ҫуначӗсене сарса, халь-халь вӗҫсе каяс пек шкаф ҫинче ларать. Унпа ҫуммӑн шап-шурӑ тухьяллӑ Афина Паллада, сӑмси катӑлнӑ, хуралнӑ. Пӗр кӗтесре, чӗркесе хунӑ ялавсем пек, географи карттисем пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ. Тӗссӗрленнӗ глобуса тӗнӗлӗ ҫине пуҫхӗрлӗ тирнӗ — Кӑнтӑр полюсӗ ҫӳлелле. Пурте кунта арпашӑннӑн, пӑтраннӑн, анчах ҫав вӑхӑтрах ҫывӑххӑн, чун ыратмалла тӑванӑн курӑнать. Пӗр Полина Аркадьевна анчах ним чухлӗ те улшӑнман, вӑл — ҫав-ҫавах. Хуҫлатнӑ шурӑ ҫухи те яланхи пекех тирпейлӗ, таса, ҫаврака куҫлӑхӗ те, кӑвакарнӑ пӗчӗк пуҫне ухнӑ май, ӗлӗкхи евӗрех тӑрсан-тӑрсан ҫыпҫуллӑн ялтӑраса каять.

— Ӗненместӗп! Ним чухлӗ те ӗненместӗп! — татӑклӑн калать вӑл, чӑмӑртанӑ аллине ҫӳлелле ҫӗклесе. — Нимӗҫ Мускава килсе кӗресси ҫинчен пӗр самантлӑха та шухӑша илместӗп. Ҫирӗп шанатӑп. Сталин ямасть. Мӗн калаҫаҫҫӗ фронтра, Долгухин?

Долгухин, тем тӑршшӗ тӑсӑлса кайнӑскер, сӑн-питне йӑлтах улӑштарса янӑ пӗчӗк мӑйӑхлӑ йӗкӗт, урок ответлеме пуҫлас ача пек гимнастеркине кӑрт-карт турткаласа, Полина Аркадьевна умне ярт кӑна сиксе тӑчӗ.

— Эсир тӗрӗс шухӑшлатӑр, Полина Аркадьевна: нимӗҫ Мускава кӗме пултарасси ҫинчен пирӗн фронтра никамӑн асне те килме пултараймасть…

— Эсӗ лар, лар! Лар тенӗ сана! — хӑвӑрт каласа хучӗ Полина Аркадьевна. — Ну, мӗскер тӑтӑн-ха? Экзамен паратӑн-им тата? Тӗлӗнмелле халӑх! Класра сана лебедкӑпа ҫӗклесе тӑратмаллаччӗ, кунта ав, пыр та кур, епле яртлатса тӑчӗ. Савӑнӑр! Ирӗксӗрех калас килет: лар, удовлетворительно.

Йӑлтах ниммарланса кайнӑ Долгухин ларчӗ. Унӑн юлташӗ, лейтенант, каҫса кайса кулать.

— Турӑшӑн та, Полина Аркадьевна, ман сиртен халӗ те чун ҫук.

— Ӗлӗк питех хӑраман пек туйӑнатчӗ-ҫке.

— Ну, мӗнле хӑраман! Аванах шикленнӗ. Халӗ тата, пӗлетӗр-и, дисциплина. Йӑлана кӗнӗ.

— Аха! Ҫавӑ ҫав! Лекрӗр-и?! Ахаль мар каланӑ эп сире, ҫара хатӗрленӗр, шкулта чухнех хатӗрленӗр, тенӗ… Итле-ха, Крупицына, — ҫаврӑнчӗ вӑл ман енне, — Малинин, пиллӗкмӗш «А» класри ача, сирӗн интернатраччӗ пулас? Мӗнле истори тата вӑл? Ашшӗ фронтран ман пата ҫыру ячӗ, ун ҫинчен ыйтать. Палли-тӗллисӗр ҫухалнӑ. Шел! Шайлашӑнса ҫитеймен ача, анчах пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑскер! Питӗ шел. Халь ҫухалма та ҫӑмӑл. Тусан пӗрчи пек, шыраса тупаймӑн.

Игорь ҫухалнинче хамӑн айӑпӑм та пуррине туйса, эпӗ нимӗн калама та аптрарӑм. Аван-ха, Полина Аркадьевна мана пӑрахса, каллех Долгухинпа фронтри ӗҫсем ҫинчен калаҫма пуҫларӗ.

Вӑл Долгухина пӗтӗм тимлӗхпе итлет, кашни сӑмахах сӑхса татнӑ пек, пуҫне кӑлт та кӑлт тутарать.

— Маттур эс, Долгухин! Маттур, ачам! Аван. Ырлатӑп. Пирӗн шкул хӑравҫӑсене кӑлармасть. Ҫук!

Май килнӗ чух, эпӗ Долгухинран Павлихин генерал кавалерисчӗсем ҫинчен хуллен ыйтрӑм. Анчах вӑл вӗсем ҫинчен нимӗн те илтмен.

Кӗскен шаккани илтӗнчӗ, унпа пӗрлех алӑк майӗпен уҫӑлчӗ. Акӑ пирӗн пата тепӗр хӑна, ҫӳлӗ те ырхан тенипе ырхан этем, йӑлтах сухал айне пулнӑскер кӗрсе тӑчӗ. Унӑн пиҫӗхнӗ куҫӗсем хулӑн куҫлӑх витӗр пӑхаҫҫӗ. Ун ҫинче ваткӑпа ҫаптарса ҫӗлетнӗ йӗм, ӑшӑ куртка, пуҫӗнче — хӑлхаллӑ ҫӗлӗк.

— Ырӑ каҫ сунатӑп, тусӑмсем! — хупӑ саслӑн каларӗ килнӗ ҫын. — Паян никам та пулмӗ, тесеччӗ. Ҫапах станцинчен тӳрех кунта килтӗм. Полина Аркадьевна ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ, пӑртак ҫӗкленчӗ, унтан каллех пуканӗ ҫине анса ларчӗ.

— Евгений Макарович… Тӑванӑм… Кӑвакарчӑнӑм… Эсӗр-и?

— Эпӗ, Полина Аркадьевна, эпӗ! — терӗ те математик, алӑка асӑрханса хупрӗ. Вӑл аран пӑркаланать, кашни хускану ӑна хисепсӗр асап кӑтартнӑн туйӑнать.

— Евгений Макарович, тӑванӑм, кӑвакарчӑнӑм, — тепӗр хут кӑлтӑртатса илчӗ Полина Аркадьевна, унтан, ларнӑ ҫӗртенех, ӑна тӗрекле пӗчӗк аллисемпе чавсаран тытса, хӑй патнелле туртрӗ, хулӗсенчен уртӑнчӗ, пӗшкӗртрӗ, икӗ питҫӑмартинчен икӗ хут хыттӑн чуптурӗ.

— Ларӑр, хӑвӑртрах ларӑр, аран ура ҫинче тӑратӑр. Полина Аркадьевна хыпаланать, математика часрах вырӑнлӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, лешӗ васкамасть, телейлӗ куҫӗсемпе, сасартӑках нимӗне те тавҫӑрса илеймесӗр, учительски тавра пӑхкалать, шкафсене сӑнать, пире, хӑйне курнӑ-курман ура ҫине сиксе тӑнӑскерсене, тинкерет.

— Ну, каласа парӑр, калӑр… Пирӗн кунта мӗн кӑна темерӗҫ сирӗн ҫинчен, вӗлернӗ терӗҫ, тыткӑна лекнӗ, терӗҫ. Асар та писер! Ох, ҫав талпаса ҫапакансем!

— Калас тесен, каламалли нумай. Анчах хӑвӑр та пӗлместӗр мар. Ополченинче пултӑм. Йывӑр ҫапӑҫусем… Ҫитменнине тата — Вязьма патӗнче прорыв. Аран окруженинчен тухкаларӑм. Нумайӑшӗ унтах… юлчӗҫ… Самарина астӑватӑр. Гороноран… Вилчӗ. Шмалевич та вилчӗ… Эпӗ ак ҫуранах… Аран-аран. Тин ҫитрӗм. Тавтапуҫ, боецсем пулӑшрӗҫ, хӑйсенчен хӑвармарӗҫ. Хамӑрӑн куна аса илтӗм. Вара — тӳрех шкула. Кунта ав эсир… — Вӑл Долгухин ҫине, унтан ман ҫине пӑхса илчӗ. — Вуннӑмӗш класри ачасем нумайӑшӗ укрепленисен хирӗнче. Вӗсем те чылайӑшӗ…

— Рома Каштана тӗл пулман-и эсир? — ыйтрӑм эп. — Вӑл та укрепленисенче.

— Ҫук, тӗл пулман… илтмен.

Вӑл, пуҫне уснӑ, хурлӑхлӑн ларать, таса мар тутӑрӗпе сӑмсине шӑнкарать, куҫлӑхне сӑтӑркалать. Унтан хура ҫӗр тата махорка шӑрши кӗрет. Ҫакӑ сухал пуснӑ чӗлӗмҫӗ ӗлӗк чух яланах таса тумланса, тирпейлӗн хырӑнса, одеколон шӑрши сарса ҫӳрекен пирӗн математик пулнӑ иккенне ниепле те тавҫӑрса илеймӗн.

Пӳлӗмре шӑпах пулчӗ, никам та нимӗн калама пӗлеймест. Эпир, пӗр вӑхӑта ҫакӑн пек ларса, хамӑр пата тата тепӗр ҫын килсе кӗнине те сисмен. Ҫӗнӗ хӑна, кӗрнеклӗ, ҫӳлӗ ҫын, ҫар тумӗ тумланнӑ, шинелӗ ҫинче фронтра ҫакакан полковник паллисем.

— Юлташсем, сире ҫитес уяв ячӗпе саламлас пулать, — кӗнӗ-кӗмен, нимӗн умсӑмахсӑр калаҫма пуҫларӗ вӑл, пӳлӗме сасартӑк хускав кӳнӗ аслати пек сассипе.

— Зарубин юлташ, — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Полина Аркадьевна. — Михаил Стратонович, хапӑл тӑватпӑр! Кӗтменччӗ, тупата — кӗтменччӗ…

— Апла пулсан, кӗтмен, чӗнмен хӑна пултӑм-ҫке… Хисеп те чыс сире! — ҫар ҫыннилле чыс парса, пурне те ал тытса тухрӗ вӑл.

Эп ӑна тинех палларӑм. Вӑл пирӗн парти райком секретарӗ. Зарубин юлташ октябрь каҫӗсенче пирӗн пата кӗмесӗр нихҫан юлман, ҫур сехете те пулсан, кӗрсе тухнӑ-тухнах.

— Закон тени закон, тусӑм. Йӗрке паян кун та — йӗрке. Ҫук, тетӗп, шкулта, Полина Аркадьевна патӗнче, пулмаллах, тетӗп. Тӳррипех каласан, кунта ытти юлташсене тӗл пулма шансах пӗтереймен эп. Анчах, пирӗнсӗр пуҫне те, закона тытакансем пур иккен. Аван вӑл. Хамӑрӑн йӑласене манар мар, астусах тӑрар. Нимӗҫ пирӗн тӑна нихҫан та туртса илес ҫук.

Вӑл темӗншӗн паян уйрӑмах савӑнӑҫлӑ. Хавхаланнӑ сӑн-пичӗ ялтӑраса тӑрать.

— Мӗнле пит параднӑй эсир паян!.. Тен, сире генерал тумарӗҫ-и? — ыйтрӗ Полина Аркадьевна.

Зарубин, пуҫӗнчи картузне хывса ал айӗнчи пӗр пӗчӗк сӗтел ҫине тирпейлӗн лартса хучӗ, унтан, ҫутӑ ҫамкине кӑмӑллӑн шӑлкаласа:
— Ну, тата! Ытлашши васкатӑр, Полина Аркадьевна, халлӗхе полк комиссарӗ анчах-ха, — терӗ.
— Ҫитет… Чимӗр-ха! — сасартӑк сассине хӑпартрӗ вӑл. — Кунта сирӗн радио ҫук-им? Мӗнле-ха апла? Культурӑран татӑлнӑ-ҫке. Апла, нимӗн те пӗлместӗр-ҫке?! Эсир те ҫав! Халь кӑна Сталин калаҫрӗ. Эх, каларӗ те! Ун сӑмахӗсем хыҫҫӑн, Полина Аркадьевна, сывлӑш уҫӑлса кайрӗ, кӑкӑр ҫӑмӑллӑн сывла пуҫларӗ! Эп халӗ кӑна унтан, чыслӑ ларуран.

— Ӑҫта пулса иртрӗ вӑл? — ыйтрӑм эп, тӳсеймесӗр.

— Ну, ӑна пӗлме кирлех те мар, — ответлерӗ Зарубин, ман ҫине чеен пӑхса. — Ҫакна анчах калама пултаратӑп: пӗлӗтре те мар, ҫӗр ҫинче те мар. Халь хӑвӑрах тупӑр.

— Эсир вара халь анчах Сталина куртӑр-и?

— Шӑп хам куҫпалах куртӑм.

Эпир Зарубинран чылайччен Сталин мӗн-мӗн калани ҫинчен ыйтса тӗпчерӗмӗр. Вӑл кӗсйинчен ҫыру кӗнеки кӑларса, Сталин каланинчен хӑй ҫырса ӗлкӗрнине пире вула-вула пачӗ. Сталин кунтах, Мускаврах, инҫе те мар, пирӗнпе ҫуммӑнах иккенне пӗлме хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Ӑҫта каланӑ-ши вӑл хӑй сӑмахне? Пӗлӗт ҫинче те мар, ҫӗр ҫинче те мар, — терӗ Зарубин. Эпӗ ниепле те ҫакна чухласа илеймерӗм.

Пирӗн шкул каҫӗсен традицийӗсем тӑрӑх, Зарубин, килсен-тусан, яланах сӑмах калаканччӗ, е хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параканччӗ.

Акӑ эпир паян та унтан хамӑрӑн ӗлӗкрен пыракан йӑлана чыс тума ыйтрӑмӑр.

— Ну, йӑлана пӑсас мар эппин, — терӗ те Зарубин, ӳсӗркелесе ура ҫине тӑчӗ. — Сӑмах тени сӑмах пултӑр, юлташсем! Анчах уяв сӑмахӗ вырӑнне хампа пулнӑ пӗр ӗҫ ҫинчен каласа парам эп сире. Кунта килнӗ чух сирӗн ҫинчен шухӑшланӑ чух аса илтӗм… Акӑ нимӗҫ пире халӗ хытӑ хӗстерет, — нимӗн те калама ҫук, хӗстерет! Анчах эпир пӗлетпӗр: телейӗмӗр пирӗн пурӗпӗрех пӗтмен, вӑл ирӗк, аслӑ. Пире хӗстерсе хураймӑн! Эпир анлӑ ӗҫсене, сарлака пурнӑҫа хӑнӑхнӑ ҫынсем. Ҫак тем анлӑш ирӗк пурнӑҫшӑн пирӗн ҫамрӑксем халь фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Ленинпа Сталин пирӗн пурнӑҫа ярах уҫса ячӗҫ, халь пире тепӗр хут пусмӑра никам та хуса кӳртес ҫук!.. Пӗрре эп ҫапла ют ҫӗршывра командировкӑра пултӑм, — завод хатӗрӗсем илме кайнӑччӗ. Пӗр магазина кӗтӗм. Шыв яман плащ туянас, терӗм. Сутӑҫӑ — ҫап-ҫамрӑкскер, пӗр вунултӑ ҫулхи ача, эпӗ СССР ҫӗрӗнчен килнине пӗлчӗ. Хӑй мана плащ виҫтерет, хӑй ҫав вӑхӑтрах ыйтать, тӗпчет, пирӗн енне каҫса ӳкесшӗн калаҫать. «Пӑхсамӑр хаклӑ улпутӑм, тет, ман кунҫулӑма, пӑхсамӑр. Мӗн пурӗ те вӑл ҫакӑнта анчах. Куратӑр-и, ав ҫав тавар сакки хыҫӗнче аслӑ приказчик тӑрать? Эхер те вӑл вилсен, мана ун вырӑнне хурӗҫ, ҫӳлерех хӑпартӗҫ, тен, ку телей урӑххине те лекме пултарӗ. Халӗ мана ҫеҫ шантарнӑ-ха. Ман вырӑнтан ун патне ҫитме шӑпах тӑватӑ метр, — тет ача. — Ҫака ӗнтӗ мӗнпур карьера, мӗнпур пурнӑҫ маншӑн. Ак ҫак сакран пуҫласа ҫав конторка патне ҫити. Вӑл та пулин — май килсен анчах». Пӑхрӑм, пӑхрӑм та тусӑмсем, ҫан-ҫурӑм ман ҫӳҫенсе кайрӗ. Ытла та кӑтартсах пачӗ ӗнтӗ… Мӗн пурӗ те тӑватӑ метр!.. Ак, мӗнпур ҫул, урӑх ҫул ҫук. — Зарубин самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, ҫавӑ тӑватӑ метра виҫсе кӑтартнӑ пек, куҫӗсемпе шайлаштарса пӑхрӗ. — Ӗмӗрлӗхе тӑватӑ метр… Ак пирӗн хамӑрӑн тесен, хаклӑ юлташсем, пур еннелле те ирӗк, виҫсе тухаймӑн. Чӑн, нимӗҫ халь пирӗнне ҫӗр километр кӑна та мар татса илнӗ… Анчах ҫакна эпир сирӗнпе ӑнланмастпӑр мар. Эпир халь хул-ҫурӑма та тивӗҫлӗ пек сарайман, хамӑр вӑй-хӑватӑн чӗрӗкне те кӑтартайман, вӑл пур халех каюра пек ик уран тӑрать, хӑй ҫапах Мускавалла кармашать… Ну, Полина Аркадьевна, килекен уяв ячӗпе салам калатӑп. Пурсӑра та юлташсем Эп кайрӑм. Телейлӗ пулӑр!

Вӑл картузне тӑхӑнчӗ, шинельне тӳмелерӗ, чӗн пиҫиххи айӗнчи хутламӗсене тӳрлетрӗ, унтан пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Отоплени таврашне юсаймарӑр пуль кӑҫал? — ыйтрӗ вӑл. — Ан пӑшӑрханӑр, Полина Аркадьевна, ӑна та юсӑпӑр, надстройка та тӑвӑпӑр. Гимнастика залӗ кирлӗ, питӗ те кирлӗ! Тӑвӑпӑр, пӑртакҫӑ тӑхтар-ха. Пулать, Полина Аркадьевна! Ну, сывӑ пулӑр.

Фронтовиксем, сиксе тӑрса, чыс пачӗҫ, математик Зарубинӑн аллине хумхануллӑн чӑмӑртаса:
— Тӗлӗнетӗп. Тимӗртен тунӑ пуль сире? — тесе, лӑпкӑ хӗпӗртӳпе каларӗ.

— Мӗн калаҫатӑр! — аллине сулчӗ Зарубин. — Ахаль ҫынсемех эпир.

Вӑл алӑка уҫрӗ те такампа хирӗҫ пулчӗ. Иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен каҫару ыйтрӗҫ. Ҫӗнӗ хӑна Зарубина хисеплӗн ҫул пачӗ, унтан коридор сӗмлӗхӗнчен учительскине ӑшталанса кӗчӗ.

— Ромка! — кӑшкӑрса ятӑм эп, савӑннипе хама хам туймасӑр.

— О-о! Мӗнле общество! — нимӗн те пулман пек калаҫма пуҫларӗ Ромка. — Аван-и, Полина Аркадьевна? Крупицына та кунта! Аван-и, Сима? О-о, пӑхӑр-ха, Юрка кунта! Авалхи Рим ҫыннисем каланӑ пек: кайрӑм форума, лекрӗм кворума. Э, эс, Юрка, аслӑ лейтенант пулнӑ-ҫке! Асту, маршала ҫитсен, шӑнкӑравла, ан ман!..

— Хупларӗ, йӑлтах хупларӗ! — терӗ Полина Аркадьевна, хӑлхисене питӗрсе.

— Сима, — калаҫса пӗтереймест Ромка, — ачасем пӗлтернӗ тӑрӑх, эсӗ пирӗн вӑтам климата ӑшӑраххипе улӑштарнӑ, терӗҫ… Ҫук, апла мар! Персе ҫитнӗ ав кунта, Эп шухӑшлатӑп: чи маттурри хам пулам-ха, тӗлӗнтерем Полина Аркадьевнӑна, тетӗп. Кӑтартам-ха ӑна пӗрех хут, тетӗп, епле ҫак хамӑр ҫырансен енне, саманине пӑхмасӑрах, пире чӗнет, кӑчӑк туртать такам тухатнӑ вӑй-хӑват… Эп хамӑн ҫӗршыва куратӑп, каллех асӑма килеҫҫӗ ӗмӗр манми «неудсем», «удсем», «хорсем». «Отлично» паллисем анчах асра юлман…

— Ну, мӗншӗн? Ху ҫине ху элеклетӗн, Каштан, — ҫиленсе кайрӗ Полина Аркадьевна. — Перетӗн талпаса! Юлашки ҫурҫула шутламасан, сан тӑтӑшах «отлично» пулнӑ.

— Чӑнах-и? Пулнӑ, тетӗр? — тӗлӗнсе хавасланнӑ пек пулчӗ Ромка.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, ӑна эп маннӑ та. Мӗншӗн-ха вӑл мачар паллӑсем асра юларах параҫҫӗ? Мухтанма пӗлменни мана яланах тӗп тӑвать…

Ромка калани кӗҫех пире уҫӑлтарса ячӗ. Вӑл укрепленисем тунӑ ҫӗрте мӗнле ӗҫлени ҫинчен тата Мускава ҫитме епле хӗн пулни ҫинчен каласа пачӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ таврӑнайман та…

Эпир хамӑр директорпа пӗрле ҫав каҫ учительскинче нумайччен лартӑмӑр, юлашкинчен Полина Аркадьевна, сехечӗ ҫине пӑхса илсе, комендант вӑхӑчӗ час ҫитессе пӗлтерчӗ. Саланмалла. Долгухинпа юлташӗн хӑйсен чаҫне таврӑнмалла, Евгений Макарович та тӑлӑх хваттерне васка пуҫларӗ, унта вӑл пулман та иккен-ха, ҫемйи — эвакуацинче. Эпир Ромкӑпа иксӗмӗр, пуринпе те сывпуллашса, тухса кайрӑмӑр.

Радио тӑрӑх Сталин сӑмахне параҫҫӗ, анчах эпир юлашкине ҫеҫ итлеме ӗлкӗртӗмӗр.

— Ӑҫта каланӑ-ха вӑл ӑна? — сӗмленсе пыратӑп ҫула май. — Ҫӗр ҫинче те мар, пӗлӗтре те мар, — терӗ Зару6ин.

— Апла пулсан, ҫӗр айӗнче. Метрора, теҫҫӗ. Тӗлӗнмелле! Чӑнах та-ҫке? — Эпир, шухӑша кайса, тӗттӗм урампа чылайччен ним чӗнмесӗр пытӑмӑр..

— Кӗтменччӗ эп сана Мускавра тӗл пуласса. Мӗн эс, шӑвӑнтӑн-им? — тесе ыйтрӗ Ромка.

— Шӑвӑнтӑм.

— Маттур. Чӑн ӗнтӗ, кунта пулма халь хӑрушӑрах… — Вӑл чарӑнчӗ. Ҫак самантра эп тӗттӗм пирки такӑнтӑм, кӑшт ҫеҫ чикӗнсе анмарӑм. — Кӳр-ха эп сана хулӑнтан тытам. Лайӑх пӗлетӗп, юратмастӑн эс ӑна. Ун пек айванлӑха улттӑмӗш класрах хӑвармалла пулнӑ та сан, мӗн тӑвӑн…

— Кӳр луччӗ хам тытам, — сӗнӳ патӑм эп. Вӑл шӳтшӗн аллине кӗлентӗр пек кукӑртса хучӗ, вара эп ун ҫине таянтӑм.

— Эсӗ ман ҫинчен хӑҫан та пулин аса илкеленӗ-и, Сима? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Ромка.

— Шучӗ те ҫук.

— Рехмет, апла пулсан… Итле-ха, Сима… — Вӑл сассине антарчӗ. — Пӗр сӑмах калама юрать-и сана? Анчах хӑвӑнтан кӑлармасса сӑмах пар. Шанма пулать-и сана?

— Шанмастӑн пулсан, ан кала.

— Ҫук, куна ахаль эп. Шанатӑп. Унсӑрӑн эп калаҫман та пулӑттӑм… Эпӗ — уйрӑм группӑра. Укрепленисем тунӑ ҫӗртен пӗркунах таврӑннӑ. Кунта эпир Мускав тулашӗнче пурӑнатпӑр. Вӗрентеҫҫӗ. Ну, пӗр сӑмахпа… тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама юрамасть. Сана та. Ҫакна кӑна калам, радиотехникӑна халь эп калама ҫук лайӑх пӗлетӗп! Профессор темелле. Тен, кирлӗ пулсан, пире халех те…

— Кам унта? Кам? — янраса кайрӗ патруль сасси, хамӑр ҫурт тӗлне ҫитсен. Килӗрсене кайӑр, граждансем. Вӑхӑт ҫитет. Хула тӑрӑх ҫӳрени пулмалла мар. Камсем эсир?

— Совет Союзӗн Геройӗ Роман Каштан. Унпа пӗрле искусствӑпа наукӑн тата мануфактурӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ Крупицына Серафима! — хыттӑн ответлерӗ тӳрленме пӗлмен Ромка.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех