Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 14 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.01 18:37

Пуплевӗш: 121; Сӑмах: 1038

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫӑлӑр ӑна!

Ман ҫинчен пурте манса кайнӑ, телефонпа чӗннӗ Ирина Михайловна ҫитиччен эпӗ ҫаплах тӗттӗм коридорта лартӑм. Эпӗ вӑл килнине пуҫа ҫӗклемесӗрех туйрӑм, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксем ман ҫумран васкавлӑн иртсе кайрӗҫ. Унтан Лабарданпа Павлуша Александр Дмитриевича, иккӗн ик енчен ҫавӑтса, илсе тухрӗҫ, вара тепӗр самантран фабрика подъезчӗ умӗнче тапраннӑ машина сасси илтӗнчӗ.

Ҫурма тӗттӗм коридорта ларнӑ чух, эп хамшӑн татӑклӑн шухӑш пӗтертӗм — урӑх эпӗ Причалин патне, тем парсан та, каяссӑм ҫук! Халӗ ӗнтӗ ман, епле пулсан та, хамӑн ултава каҫарттарас пулать, Расщепее пулӑшмалла. Вӗсем ӑна тавӑрасшӑн, пуху пухса айӑпласшӑн, капла вӗсем ӑна пӗтерсех хурӗҫ.

Манӑн шухӑш ҫунатланса кайрӗ. Халӗ мана пурте усал-тӗселӗн курӑна пуҫларӗ. Расщепее хирӗҫ чӑн-чӑн каварлашу чӑмӑртаннӑн туйӑнчӗ. Апла пулсан, Александр Дмитриевича пысӑк хӑрушлӑх кӗтет.

Халех Аслӑ комитета кайма шут тытрӑм эпӗ. Расщепей манпа мӗнле ӗҫлени ҫинчен, ӑна хирӗҫ тӑма Причалин мана хӗтӗртни ҫинчен — пурин ҫинчен те каласа кӑтартӑп унта. Пирӗн ӗлӗкхи директор Бодров юлташ ҫав комитетра пысӑк начальник, вӑл мана ӗненӗ, вӑл — Расщепее лайӑх пӗлет…

Ҫак шухӑшсемпе эпӗ урама тухрӑм. Тӗттӗм пула пуҫланӑ. Кӑҫал апрель сивӗ, хула хушшинче пӗр юр та ҫук, ӑна тахҫанах тасатнӑ, шӑннӑ урам ҫара, тирпейсӗр курӑнать. Асфальт тӑрӑх сивӗ, ӳте чикекен тусан вӗҫет; кӗҫех ман куҫа темскер кӗрсе тулчӗ, анчах эп, чарӑнса тӑмасӑр, малалла чупрӑм. Комитет хапхи умне ҫитсен, вахтер мана Бодров юлташ ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ, вӑл тухса кайнӑ иккен, час пулмасть, анчах каҫхине просмотра килмелле. Мана комитета ямарӗҫ. Шӑнса кӳтнӗскер, эпӗ чылайччен картиш решетки умӗнче ҫӳрерӗм, унтан тӑкӑрлӑк енчен комитет картишне кӗме пӗр шӑтӑк пуррине аса илех кайрӑм: ун урлӑ пӗрре, Кино дворецӗнчи хӗр ачасемпе пӗрле, эпир ют ҫӗршыв картинин хупӑ просмотрне кӗнӗччӗ. Тӑкӑрлӑкра никам та пулмарӗ, эпӗ, решеткерен уртӑнса, шӑтӑк урлӑ картишне йӑпӑрт кӑна кӗрсе кайрӑм. Тепӗр самантран ҫитес ҫӗре те ҫитрӗм.

Комитетӑн пушӑ коридорӗсем тӑрӑх, паркетсем ҫине сарӑ мастика сирпӗтсе, витресем, щеткӑсем ҫӗклесе, урай сӗрекенсем ҫаруран ҫатлаттарса ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ Бодров юлташа хӑйӗн кабинетӗнче кӗтсе ларма шут тытрӑм. Мастикӑн сарӑ кӳлленчӗкӗсем урлӑ яра-яра пусса, сас тӑвасран асӑрханкаласа, коридор тӑрӑх иртрӗм, пӗр алӑк ҫинче Бодров ятне ҫырнӑ пӗчӗк хӑма пуррине куртӑм, вара ҫав алӑкран хуллен кӑпӑртатса кӗтӗм. Малтанхи пӳлӗм — секретаршӑн, халӗ вӑл кунта ҫук. Эпӗ портьера хыҫне пытантӑм. Сасартӑк сӗтел ҫинчи телефон шӑнкӑртатса кайрӗ. «Янтрах», — шутларӑм эп. Телефон чӑнах та чарӑнмасть. Пӗр вӑхӑта чарӑнать те, унтан каллех чӑнкӑртатма тытӑнать. Эпӗ, телефон сассине илтсе, кам та пулин килсе кӗресрен хӑраса кайрӑм. Вара, чӗрне вӗҫҫӗн сӗтел патне пытӑм та, шӑнкӑртатса супнӑ телефон труькине тытрӑм. Телефон, пӑртак кӑрлатса илчӗ те, чарӑнчӗ. Анчах тепӗр самантран юнашар сӗтел ҫинчи телефон сас пама пуҫларӗ. Ку шӑнкӑравӗ тата та уҫӑрах. Ун сасси пӗтӗм коридора ҫурать. Вара ун трубкине, илтӗм те сасса улӑштарса:
— Итлетӗп, — терӗм.
Каллех хайхи сас кваклатать.

— Клавочка? Ырӑ кун пултӑр! Клавочка, Бодров ҫук-и унта? Кала-ха ӑна, тархасшӑн, Причалин шӑнкӑравларӗ, те. Эпир директорпа каҫпа ун патӗнче пуласшӑн. Пирӗн кунта Расщепейпе тамаша тухрӗ… Йӑлт иртӗнсе кайрӗ, чӑтма ҫук… Чӑнах та, хӑй те шартах сикрӗ, чире печӗ. А? Пӗлетӗр-ҫке ӑна. Пӗлтерӗр апла? Ну, тайма пуҫӑм.

— Пӗлтерӗп, — нӑйӑлтатса илтӗм эп.

Пер-ик самант эпӗ телефон патӗнчех чӑрманкаласа тӑтӑм, коридорта ура сассисем илтӗнсен, каллех портьера хыҫне чӑмрӑм.

— Степанов, — янах кайрӗ хивре сасӑллӑ хӗр калаҫни, — урайне тирпейлӗрех сӗресчӗ. Пӑхӑр-ха, кам кунта ковер тӑрӑх йӗр туса кайнӑ.

Путсӗр мастика! Вӑл ман урасене ҫыпҫӑннӑ пулас, халь ӗнтӗ хам урасем хама тытса параҫҫӗ.

— Эпир, Глухова юлташ, унта сӗрме те тапратман, иртсе те ҫӳремен, — илтрӗм эп урай сӗрекенӗн сассине.

— Мӗнле иртсе ҫӳремен? Кам апла вараласа пӗтернӗ кунта?

Эпе портьера хыҫӗнче ни вилӗ, ни чӗрӗ тӑратӑп. Сасартӑк йывӑр матери чӳхенсе илчӗ, эпӗ вара тӗлӗнсе кайнӑ секретаршӑпа урай сӗрекен умне куҫа-куҫӑн тухса тӑтӑм.

— Хӗрӗм, мӗн тӑватӑн эс кунта ?

— Мана Бодров юлташ кирлӗччӗ… Питӗ те васкавлӑ кирлӗ. Эпӗ Сима Крупицына.

— Мӗнех вара эсӗ Сима Крупицына пулни? Мӗншӗн кунта тӑратӑн?

Эпе Расщепей юлташӑн «Хаяр мужикӗнчи» хӗр ача. Мана Бодров юлташ кирлӗ.

— Хӗрӗм, — каларӗ секретарша, — Бодров юлташ паян час килеймест. Килсен те, ун просмотр, санпа калаҫаймасть.

Ыран кил. Эпӗ сан ҫинчен калӑп. Анчах мӗн вӑййи ку тата — пытанса ҫӳрени?

Тепӗр минутӑран эпӗ — коридорта. Акӑ, пуҫа чикнӗ те, сӗлкӗшӗн сӗнкӗлтетсе пыратӑп, ман хыҫҫӑн; алӑк патне ҫитиех урай сӗрекен щеткине тӑратса пырать, вӑл, ҫара ураллӑ пичей, ӑс парса ятлаҫать.

— Эрнелӗх урай сӗрнӗ чух ҫӳреме юрамасть. Капла мӗн пулать-ха — эпир грунт хуратпӑр, эсӗ йӗрлесе ҫӳретӗн. Ут, ут, кай ӑҫта кирлӗ ҫӗре…

Тулта йӗпе. Ҫыпҫӑнкӑ юр тӳрех пит-куҫа хупласа илчӗ. Ҫакна пӗлнӗ пекех, эпӗ паян аннене итлемерӗм — ботик тӑхӑнмарӑм. Асфальт ҫине юшкӑн тулса ларнӑ, тротуарсем йӗпенсе кайнӑ — ура часах исленчӗ. Анчах эпӗ хам шутланӑ ӗҫе тӑвасах терӗм. Ман Расщепее ҫӑлмалла. Бодрова урамра кӗтсе тӑни майлӑ пулас ҫук — вӑл хӑҫан килессе кам пӗлме пултарӗ? Вара эпӗ тӳрех Кремле кайма ӑс тытрӑм.

Спас хапхи тӗлӗнче нумайччен ҫӳрерӗм. Йӗпе тӑман питрен ҫатлаттарать. Ӳкекен йӗпе юр стени витӗр хутран курантсем ҫапни илтӗнет.

— Эй, хӗрӗм, мӗн кӗтетӗр ? Шӑнса пӑсӑлатӑр. Кутамас командир ман пата пырса тӑчӗ; пусса лартнӑ резина капюшон айӗнчен йӗпеннӗ хӗрлӗ сӑн-пичӗ курӑнать.

— Мӗнле кӗмелле… юлташ патне?

Кремль хапхинчен шуса тухнӑ машина хыттӑн кӑшкӑртса янипе, эп каланӑ сӑмахсем пурте илтӗнмерӗҫ, анчах мана кам кирлине командир часах чухларӗ.

— Эсир, хӗрӗм, хӑвӑр ӗҫӗр ҫинчен ҫырупа пӗлтерӗр, аванрах пулӗ. Кунтах килсе пама пултаратӑр, е почта ещӗкне ярӑр. Ыранах ӑна алла илӗҫ. Капла мӗншӗн йӗпенсе тӑрас-ха?

Эпӗ киле шӑнса кӳтсе таврӑнтӑм, нумайччен сӑмах уҫаймасӑр, тутасемпе асаплантӑм. Атте темскер пулнине кӗҫех туйса илчӗ, йӗпе питӗме хыпашласа пӑхрӗ, часах типӗ тум-тир тӑхӑнтартрӗ, кӳтнӗ урасене шӑлса ячӗ. Анне ҫывӑрать. Эпӗ аттене мӗн пулнине пӗтӗмпех каласа патӑм. Унтан, сӗтел хушшине ларса, икӗ ҫыру ҫыртӑм. Пӗри, кӗски — Расщепее. Эпӗ ӑна мана ӑнланма тархасларӑм, хаяр ан илӗр, ултавӑма каҫарӑр, каллех манпа ҫывӑх тус пулӑр, тесе йӑлӑнтӑм. Иккӗмӗшне — Расщепей тӑтӑшах асӑнса тӑракан ҫын патне ҫыртӑм, вӑл ун ҫинчен мана шухӑша кайса, чунтан каласа паратчӗ.

«Сире Устя-партизанка пулнӑ хӗр ача ҫырать. Эсир мана, паллах астӑваймастӑр та пуль, анчах кинора курнӑ пулмалла, — ҫыртӑм эп. — Пурнӑҫра эпӗ — 637-мӗш шкулта вӗренекен Серафима Крупицына. Анчах ку кирлех те мар. Эпӗ хам ҫинчен мар ыйтатӑп…»

Ҫырнӑ ҫырусене паҫӑр ҫула май почта кӗрсе илнӗ конвертсем ӑшне тирпейлесе чикрӗм, ҫыпӑҫтартӑм, адресӗсене ҫыртӑм, вара кайма пикентӗм. Анчах атте мана ниҫта та ямарӗ, халех салтӑнса выртма, ӑшӑрах витӗнме каларӗ. Ҫырусене, эп выртсан, хӑех почта ещӗкне кайса яма пулчӗ. Вӑл мана вырӑн сарса пачӗ, мамӑклӑ ӑшӑ одеялпа пӗркерӗ, аяксене майлаштарчӗ, ҫамкаран шӑлчӗ, унтан ман ҫырусене сӗтел ҫинчен илчӗ те тумланса тухса кайрӗ. Эпӗ часах ӑшӑнаймарӑм, нумайччен мана сивӗ чӗтретрӗ. Унтан, чӗркуҫҫисене янах патне ҫитиех хутлатса хурса, пӗр пӗчӗк чӑмӑркка пултӑм та епле ҫывӑрса кайнине хам та туймарӑм. Атте хӑҫан таврӑннӑ — ӑна та сисмен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех