Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Вуннӑмӗш пай. Юлашки страница

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.29 00:36

Пуплевӗш: 98; Сӑмах: 1461

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Доклад

Ку яхӑнта эпӗ Географи обществинче докдад тӑвас хисеплӗхшӗн ҫунмарӑм та, ҫырса хатӗрленӗ доклада вӗсене кӑтарттаракан йыхравлӑ хыпар та илмерӗм. Икӗ хутчен те вӗсен йыхравӗнчен пӑрӑнса юлтӑм. Анчах М. профессорӑн ытарайми статьи пичетленсе тухнӑранпа пӗр уйӑх кӑна иртрӗ — «Св. Марийӑн» наукӑллӑ пехилӗ ҫинчен ҫырнӑччӗ вӑл — хӑех вал мана телефонпа чӗнтерчӗ те тинех эпӗ килӗшрӗм.

…Доклада — Кира амӑшӗ таранччен — пурте пынӑччӗ. Кира амӑшӗ мана пӗр классикла произведени сӑмахӗсемпе саламларӗ, ӑҫтан килнӗ сӑмахсемччӗ-ши вӗсем — астӑваймастӑп. Сӑмахӗ чылая тӑсӑлчӗ те, ӑна тарӑхса итлекен Вальӑна курсан кулӑшла пек туйӑнчӗ мана.

Кораблева эпӗ пӗрремӗш рете кафедрӑна хирӗҫех лартрӑм — хам тухса каланӑ чух ӑна малти ретре курмашкӑн хӑнӑхнӑ-ҫке-ха.

— Ну, Саня, — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн, — малтанах калаҫса татӑлар. Эпӗ аллӑма лаппипе аяла туса хурӑп та, эс кала, хушӑран аллӑм ҫине пӑхса ил! Ҫупкала пуҫласан, эсӗ ытла хӗрсе кайнӑ пулать, ҫупкаламастӑп пулсан — юрать вара.

— Хаклӑ Иван Павлыч!

Паллах, ку ӗҫ самай хӑрамаллаччӗ пулин те эпӗ нимӗн чухлӗ те хӑраман. Николай Антоныч килтӗрччӗ тесе ҫеҫ пӑшӑрханаттӑм эпӗ.

Вӑл килчӗ. Карттӑсем ҫакса тухнӑ чух эп ҫаврӑнса пӑхрӑм та, ӑна пӗрремӗш ретре Кораблевран аякра та мар ларнине куртӑм. Ури ҫине урине явса ларнӑччӗ вӑл, хӑй умне пӗр хускалмасӑр тинкерсе пӑхатчӗ. Иртнӗ кунсенче вӑл кӑштах улшӑннӑ пек туйӑнчӗ мана: пит-куҫӗнче темле йытӑланнӑ сӑн-сӑпат пур пек, питҫӑмартисем усӑннӑ, мӑйӗ ҫухи хушшинчен хӑмпӑлчӑланса тӑрать.

Чапа тухнӑ ватӑ географ, председатель, мана сӑмах париччен хӑй ман ҫинчен тухса калани хама та кӑмӑллӑ пулчӗ, паллах ӗнтӗ вӑл. Сасси ытла майӗпе янранӑшӑн хӗрхентӗм те ӑна эпӗ. «Арктикӑна пӗлсе ҫитес историре ӗҫлекен большевиксенчен пӗри» Григорьев, терӗ вӑл ман ҫинчен. Унтан вара вӑл шӑпах хамӑн «вӗҫне ҫити ӗҫлеме пултаракан талантӑма пула» Совет Арктики наукин хӑйӗн чи интереслӗ страницисенчен пӗри уҫӑлчӗ, терӗ, — ҫакна та хирӗҫ пулмарӑм вара эпӗ, ҫинчен тата пухӑннӑ ҫынсем пурте алӑ ҫупса ячӗҫ, Кира амӑшӗ вара пуринчен хытӑ ал ҫупрӗ пулас.

Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗн историйӗ ҫинчен, вӑл истори интереслӗ пулин те, пуҫламӑшӗнче каланӑ сӑмаха ытла тӑсмасан та юратчӗ пулӗ.

Ун ҫинчен эп йӗркеллӗ калаймарӑм та — час-часах чарӑнкаларӑм, чи ҫӑмӑл сӑмахсем манӑҫрӗҫ, темшӗн хай, Кира кайран пӗлтернӗ пек, «м-м» текелесе чарӑнкаларӑм.

Анчах акӑ эпӗ хамӑр вӑхӑт патнелле ҫитрӗм, ҫурҫӗр проблеми ҫарӗҫ пурнӑҫӗнче мӗнле усӑ кӳнине кӗскен ҫеҫ каларӑм, Ҫурҫӗр флотне тума пуҫланӑ ҫӗрте Сталин епле ӗҫлени ҫинчен чарӑнса тӑтӑм.

Ҫав самантра, таҫта катара, хам кӗнӗ чухнехи тӗттӗм кӗтесре Катя иртсе пынине асӑрхарӑм. Вӑл кӑштах шӑнса пӑсӑлнӑччӗ, килтех юлӑп тесе сӑмах панӑччӗ мана. Анчах епле лайӑх пулчӗ-ха вӑл кунта килни, ытарма та ҫук! Чунӑм ҫавӑнтах хӗпӗртенӳпе ҫӗкленчӗ, каласса та эпӗ ҫирӗпрех те ӗнентеререх калама тытӑнтӑм.

— Сирӗншӗн пулсан тӗлӗнмелле пек те пулса тухать пуль-ха, — терӗм эпӗ, — вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтрах сире вӑтӑр ҫул ӗлӗк пулса иртнӗ экспедици ҫинчен каласа парасшӑн эпӗ. Ку ӗнтӗ — истори. Анчах эпир хамӑр историе манман, тен хамӑрӑн чи пысӑк вӑй-хӑват та тӑван ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетме пултаракан аслӑ шухӑшсене вӑрҫӑ та улӑштарайманнинчен килет пулӗ. Совет халӑхӗ Ҫурҫӗрте хӑй хуҫа пулса тӑни ҫав аслӑ шухӑшсен тупсӑмӗнчен пӗри ӗнтӗ вал.

Эпӗ кӑштах такӑнтӑм, мӗншӗн тесен Ледковпа иксӗмӗр пӗрле Заполярьене епле пӑхса ҫӳрени ҫинчен калас килетчӗ манӑн, анчах ку сӑмах манӑн доклада кӗмелле марччӗ, вара эпӗ капитан биографийӗ еннелле кӑнттамӑн ҫаврӑнтӑм.

Тавҫӑрса илмелле мар пысӑк туйӑмпа каларӑм ун ҫинчен! Азов тинӗсӗ хӗрринче чухӑн пулӑҫ ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ ача вӑл мар, эпӗ хам тейӗн ҫав. Батумпа Новороссийск хушшинче нефть тавраш турттарса ҫӳрекен карапсем ҫинче те вӑл мар, эпӗ ҫамрӑк чух матрос пулса ҫӳренӗ тейӗн. Вӑл мар, эпӗ «тинӗс прапорщикӗ» пулма экзамен парса тухнӑ тейӗн, унтан Гидрографически управленинче офицерсене хисеплес мар тенӗ мӑнкӑмӑллӑха хирӗҫ хӑйӗн тивӗҫлӗхне вӑл мӑнаҫлӑн чӑтса ирттернӗ. Нансен кӗнекисем хӗрринче те «пӑр хӑех задачӑна татса парӗ» тенӗ гениллӗ шухӑша вӑл мар, эпӗ хам алӑпа ҫырса хунӑ тейӗн. Калӑн ҫав унӑн историйӗ пӗр хыпарсӑр вилӗмпе пӗтмен, телейлӗ ҫӗнтерӳпе иртнӗ тейӗн. Туссем те, тӑшмансем те, юрату та тепӗр хут килсе тухрӗ, анчах пурнӑҫ урӑхланчӗ ӗнте, халӗ тӑшмансем мар, туссемпе юрату ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗҫ.

Хам каланӑ май, эпӗ чарӑна пӗлми хавхаланса тӑтӑм. Уҫӑ пӗлӗт айӗнче юр хӳсе кайса вилӗ шхунӑна инҫетри экран ҫинче курса тӑнӑ пек туйрам эпӗ. Вилӗ шхунӑччӗ-ши? Ҫук, акӑ шаккаҫҫӗ унта, ҫутӑ алӑкӗсене хӑма ҫапса витеҫҫӗ, маччисене кӗҫҫепе те тольпе сӑраҫҫӗ — вӗсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ… Катя хӑй пуканӗ патне иртнӗ чух умӗнче тӑракан моряксем ӑна ҫул пачӗҫ, Татаринов хӗрне сума суса ҫапла ҫул панине эпӗ питех те вырӑнлӑ тесе шутларӑм. Анчах Катя капитан хӗрӗ кӑна марччӗ-ха, вӑл хӑйӗн куллен тӑхӑнакан акӑлчан костюмӗпе пуринчен те чипер. Пуринчен чипер те вӑл, тата «Св. Мария» ишни ҫинчен эпӗ хам ҫӗкленсе хӗпӗртесе каланӑ ҫӗрте вӑл та тепле майпа ҫавӑнтах пурччӗ.

Экспедици ҫӳренин наукӑллӑ историйӗ ҫине куҫмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, вара эпӗ Татаринов капитанӑн экспедицийӗ тунӑ ӗҫсем халиччен те хӑйсен уссине ҫухатман-ха тесе калама тытӑнтӑм. Сӑмахран, экспедици ҫӳренине шута илнипе паллӑ полярник М. профессор 78-мӗшпе 80-мӗш параллельсем хушшинче халиччен паллӑ мар пӗр утрав пулмалла тесе шухӑшланӑ. 1935-мӗш ҫулхине ҫав утрав шӑпах М. кӑтартнӑ вырӑнта тутанчӗ те. Нансен шухӑшланӑ яланхи пӑр юхӑмне Татаринов капитан ҫулҫӳревӗ те ӗнентерет, пӑр юхӑмӗпе ҫил юхӑмӗн танлаштару формули вара вырӑс наукинче питӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Экспедици фотопленкисене ӳкерсе илни ҫинчен калама тытӑннӑ чух итлекенсен хушшинче тата пысӑк интерес ҫӗкленчӗ. Ҫав фотопленкӑсем вӑтӑр ҫул хушши ҫӗр айӗнче выртнӑ.

Ҫутӑ сӳнчӗ, экран ҫинче пӗр ҫӳлӗ ҫын курӑнса кайрӗ, пиртен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкпе хӑй, аттине те пиртен ҫӗлетнӗ, чӗркуҫҫи тӗлӗнче ӑна чӗнпе туртса ҫыхнӑ. Пуҫне тӳремӗн пӗшкӗртсе пӑшалӗ ҫинче таянса тӑрать вӑл, ури умӗнче кушак ҫури пек хутланнӑ пӗр упа вилли выртать. Вӑл пирӗн зала кӗрсе тӑнӑ пек пулчӗ, ҫак нимӗнрен хӑрама пӗлмен вӑй-хӑватлӑ чуншӑн ытла нумаях та кирлӗ мар иккен!

Вӑл экран ҫинче курӑнсан пурте ура ҫине тӑчӗҫ, сӑмах хушма кӑна та мар, ассӑн сывлама та хӑяймасӑр тӑчӗҫ.

Ҫак ятуллӑ шӑплӑхра вара эпӗ капитанӑн рапорчӗпе юлашки ҫыруне вуласа патӑм:

— «… Хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана пите йывӑр. Мӗн тӑвӑпӑр? Пӗтӗм савӑнӑҫӑм та — хамӑн ӗҫӗме пула Российӑна тата та пысӑк ҫӗрсем тупса хӳтӑштарнинче…»

— Анчах ку ҫырура, — терӗм эпӗ итлекенсем пурте ларсассӑн, — сире итлеме кирлӗ тепӗр вырӑн пур-ха. Акӑ вӑл: «Сире кам пулӑшма пултарасса пӗлетӗп те эпӗ, анчах пурнӑҫӑмӑн юлашки сехечӗсенче ун ятне калассӑм та килмест. Ӑшӑмра ҫак ҫулсенче ун пирки мӗн вӗресе ҫитнине тӳррӗн каласа памашкӑн шӑпам пӳрмерӗ ҫав мана. Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн…» Эппин кам-ха ҫав, капитан хӑй вилес умӗн унӑн ятне те асӑнас мар тенӗ ҫын? Ун ҫинчен тепӗр ҫырӑвӗнче пур: «Эпир хамӑр пӗтӗм инкексене ӑна пула ҫеҫ куртӑмӑр теме те пулать», тесе ҫырать. Ун ҫинченех вӑл: «Мӗн пуласси пулӗ тенӗ эпир, мӗн пуласси пултӑр тесех тухса кайрӑмӑр эпир, анчах вӑл пире ҫакӑн пек хур кӑтартасса шанманччӗ», тесе ҫырнӑ капитан. Ун ҫинченех тата ҫапла ҫырать: «Чи пысӑк инкекӗмӗр — йӑнӑш пулни, уншӑн эпир кашни кунсерен, кашни минутсерен хӗн куратпӑр та, ҫав йӑнӑшӗ — экспедицие хатӗрлес ӗҫе эпӗ Николая шанса пани…»

Николая-и! Тӗнчере сахал-им вара Николайсем!

Паллах ӗнтӗ тӗнчере Николайсем нумаййи, вӗсем ҫак аудиторире те сахал мар, анчах хам ҫав ята асӑнсан вӗсенчен пӗри ҫеҫ сасартӑк яртах каҫӑрӑлса илчӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑй таянса тӑнӑ патакӗ урайне ӳкрӗ те кусса кайрӗ. Ӑна патакне илсе пачӗҫ.

— Ҫав ҫынпа иксӗмӗр хушшӑмӑрти тахҫанхи тавлашӑва паян татас тенипе мар пӗлтеретӗп эпӗ сире унӑн ятне. Пирӗн тавлашӑва пурнӑҫ хӑех тахҫан татса панӑ. Анчах вӑл хӑйӗн статьисенче халӗ те Татаринов капитанпа ырлӑх кӳрекенӗ кирек хӑҫан та эпӗччӗ тет, «Норденшельд йӗрӗпе каяс» тенӗ шухӑш та унӑнах пулнӑ пулать, имӗш. Хӑй ҫине шансах тӑнипе вӑл паян кунта ман доклада итлеме те килнӗ, халь те ҫак залрах-ха вӑл.

Ретсем тӑрӑх пӑшӑлтату иртрӗ, унтан шӑпӑрт пулса тӑчӗ, каллех пӑшӑлтатрӗҫ. Председатель шӑнкӑравне янраттарчӗ.

— Тӗлӗнмелле шӑпа ҫав! Халиччен чӑнласах та ун ятне пӗтӗмӗшпех пӗрре те асӑнман. Анчах капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсемпе пӗрлех эпир ӗҫ хучӗсене те тупрӑмӑр. Вӗсенчен пӗринпе капитан нихҫан та уйрӑлман пулас. Ку вара обязательство копийӗ, ун тӑрӑх ҫапла пулса тухать. 1. Пысӑк Ҫӗр ҫине таврӑнсан тупса килне пуянлӑха Николай Антонович Татаринов аллине памалла — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур. 2. Капитан кирек мӗнле наградӑсене те илмӗп тесе малтанах сӑмах пӗтерсе хурать. 3. Карап ҫухалас-тӑвас пулсан капитан хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхӗпе Николай Антонович Татаринов умӗнче ответ тытать — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур. 4. Карап та, страхланӑ преми те — Николай Антонович Татаринов аллинче тесе шутламалла — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур. Пӗррехинче иксӗмӗр куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чух ҫак ҫын пӗртен пӗр свидетеле: капитана хӑйне ҫеҫ йышӑнатӑп, терӗ. Ан тив эппин вӑл пирӗн умра ҫав сӑмахсене каламан тетӗр, мӗншӗн тесен капитан хӑех ӑна халӗ ятпа, ашшӗ ячӗпе, хушаматпа чӗнет!

Залра шӑв-шавлӑ хускану ҫӗкленчӗ, хам сӑмаха пӗтерме кӑна ӗлкӗртӗм — малти ретрисенчен нумайӑшӗ ура ҫине тӑчӗҫ, хыҫалти ретрисем вӗсене лартасшӑн пулса кӑшкӑра пуҫларӗҫ, унсӑр курӑнмасть, вӑл вара патаклӑ аллине ҫӗклерӗ те:

— Мана сӑмах парӑр, мана сӑмах парӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Сӑмах пачӗҫ ӑна, анчах калаҫма памарӗҫ. Вӑл сӑмах калас тесе ҫӑвар уҫсанах залра илтсе илтӗнми тав-шав ҫӗкленчӗ, ун пек шава эпӗ халиччен нихҫан та илтмен. Хӑй вӑл ҫапах та темӗн каларӗ — никам та илтсе юлаймарӗ, — вара, патаккипе йывӑррӑн таклаттарса кафедрӑран анчӗ те тухмалли алӑк патнелле ӳпӗнсе утрӗ. Ун тавра пӗтӗмпех пушӑччӗ — вӑл халӗ ҫеҫ патакӗпе шаклаттарса иртнӗ ҫӗртен никам та иртесшӗн мар пек пулнипе ҫавӑнта пайтахчен пушӑ вырӑн тӑрса юлчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех