Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.16 17:34

Пуплевӗш: 220; Сӑмах: 3156

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ирхине ирех санатори килхушшинчен ҫар автобусӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри майӗпе ярӑнса тухрӗҫ. Ҫав автобуссенчен пӗрин ҫунатти ҫинче ларса пыракан майор Стручков, санаторирен уйрӑлса кайичченех хӑйӗн чи юратнӑ юррине — пилеш ҫинчен юрласа ячӗ. Юрӑ ытти машинасем ҫине те куҫрӗ те, вара сывпуллашнӑ май пӗр-пӗрине саламланисем, ырӑ кӑмӑллӑ сӗнӳсем, Алексее канашсем парса Зиночка автобус чӳречинчен кӑшкӑрни, пурте ҫав авалхи, нумай ҫулсем хушши манӑҫра пулнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кунӗсенче ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ юррӑн нумая пӗлтерекен сӑмахӗсем ӑшӗнче путрӗҫ.

Автобуссем юрӑ кӗвви янранӑ май тухса кайрӗҫ. Юрра юрласа пӗтерсен пассажирсем шӑпланчӗҫ, чӳречерен столица ҫывӑхӗнчи юлашки заводсемпе посёлоксем курӑнма пуҫличчен никам та пӗр сӑмах та каламарӗ.

Майор Стручков, автобус ҫунатти ҫинче кительне тӳмелемесӗрех ларса пыраканскер, Мускав таврашӗнчи пейзажсем ҫине кӑмӑллӑн кулкаласа пӑхса пычӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Вӑл, ялан вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен ҫар ҫынни, халӗ каллех ҫул ҫинче пулнӑ; ун пек ҫӳрессине вӑл тахҫанах вӗреннӗ, хӑнӑхнӑ, ҫакӑ ӑна хаваслантарнӑ. Вӑл хӑй халлӗхе пӗлмен темле авиаци чаҫне кайнӑ, анчах уншӑн ку киле кайнӑ пекех пулнӑ. Мересьев ним чӗнмесӗр ларса пычӗ, вӑл палӑрмаллах пӑлханчӗ. Вӑл хӑйшӗн чи йывӑрри малта тӑнине туйрӗ. Кам пӗлет, ҫав ҫӗнӗ чӑрмавсене ҫӗнтерме пултарӗ-ши вӑл…

Автобус ҫинчен ансан, ниҫта кӗмесӗрех, каҫ ӑҫта ҫӗр выртасси пирки те шухӑшласа тӑмасӑрах, Мересьев тӳрех военврач Мировольский патне кайрӗ. Анчах унта кайни усӑсӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен Алексей пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе аран хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ ҫын, хӑйне ырӑ сунакан Мировольский васкавлӑ командировкӑпа таҫта вӗҫсе кайнӑ пулнӑ тата вӑл унтан часах таврӑнмалла пулман. Алексее яланхи йӗркепе рапорт ҫырса пама сӗнчӗҫ. Мересьев ҫавӑнтах, коридорта, чӳрече умӗнче тӑрсах рапорт ҫырчӗ. Вӑл ӑна пӗчӗк те ырхан, ывӑнчӑк куҫлӑ командир-интенданта пачӗ. Лешӗ хӑй мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тума пулчӗ те, пӗр-икӗ кунтан кӗрсе тухма хушрӗ. Лётчик ӑна кӑлӑхах ӳкӗтлерӗ, йӑлӑнчӗ, хӑратса та пӑхрӗ. Хыткан, пӗчӗк чышкисене кӑкри ҫумне тытса, интендант ку ӗҫӗн йӗрки ҫапла пулни ҫинчен, ӑна вӑл пӑсма пултарайманни ҫинчен каларӗ. Вӑл чӑнах та нимӗнпе те пулӑшма пултарайман пулмалла. Мересьев аллипе сулчӗ те, аяккалла пӑрӑнса кайрӗ.

Малалла ҫар канцелярийӗсем тӑрӑх сулланса ҫӳресси унӑн ҫакӑнтан пуҫланса кайрӗ те вара. Унӑн ӗҫӗ тата ҫакӑн пирки йывӑрланнӑ: чаҫрен госпитале ӑна васкаса илсе пынӑ та, хӑйпе пӗрле япала, продовольстви тата укҫа илмелли аттестатсене те парса яман, анчах вӗсене ҫӗнӗрен тутарасси ҫинчен Алексей вӑхӑтра тӑрӑшман. Унӑн командировка та пулман. Ҫемҫе кӑмӑллӑ, яланах пулӑшма хатӗр интендант документсене полкран телеграфпа ыйтса илме сӑмах панӑ пулин те, Мересьев ҫак пур ӗҫсем те ҫав тери вӑраххӑн пулассине пӗлсе, ҫак вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Мускавра, кашни сахӑр катӑкне ҫирӗппӗн шутласа тӑнӑ ҫӗрте, хӑйӗн пӗр хушӑ укҫасӑр, хваттерсӗр тата паёксӑр пурӑнмалла пулассине ӑнланса илчӗ.

Вӑл Анюта патне госпитале шӑнкӑртаттарчӗ. Унӑн сасси тӑрӑх Алексей вӑл темшӗн пӑшӑрханнине е ҫав тери ерҫменнине ӑнланчӗ, анчах ҫапах та вӑл Алексей хӑйпе телефонпа калаҫнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗ, ҫак кунсенче ӑна хӑйӗн хваттерӗнче пурӑнма хушрӗ. Эпӗ халь госпитальте казармӑри йӗркесемпе пурӑнатӑп, ҫавӑнпа эсир никама та кансӗрлеместӗр, терӗ.

Санатори хӑй сыватса янӑ ҫынсене пурне те ҫул ҫине валли пилӗк кунлӑх «типӗ паёк» панӑ, ҫавӑнпа та Алексей, ним шухӑшласа тӑмасӑрах, катмар ҫӗнӗ ҫуртсем хыҫӗнче, килхушшинче тӑракан пӗчӗк кивӗ ҫурта кайрӗ. Пурӑнма кӗтес пур, ҫимелли те пур, — халь ӗнтӗ кӗтме пулать. Вӑл хӑй палланӑ винтӑллӑ пусма тӑрӑх утса хӑпарчӗ, сӑмсана каллех кушак, ҫунӑк краҫҫын, йӗпе кӗпе-йӗм шӑрши пырса ҫапрӗ. Часах вӑл алӑка хыпашласа тупрӗ те, ӑна хыттӑн шаккарӗ.

Кӑшт ҫеҫ уҫӑлнӑ, шал енчен икӗ сӑнчӑрпа ҫаклатнӑ алӑкран шӗвӗр сӑн-питлӗ карчӑк пуҫӗ курӑнчӗ. Алексей ҫине карчӑк нумайччен тӗлӗнсе, шанмасӑр пӑхса тӑчӗ, вал кам пулнине, кам патне килнине тата хушаматне ыйтса пӗлчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин сӑнчӑрсем чӑнкӑртатса илчӗҫ те, алӑк уҫӑлчӗ.

— Анна Даниловна ҫук, анчах та вӑл сирӗн пирки телефонпа каларӗ. Кӗрӗр, эпӗ сире унӑн пӳлӗмне илсе кайӑп, — терӗ вӑл.

Карчӑк хӑйӗн тӗссӗр тӗксӗм куҫӗсемпе Алексей сӑн-питне, френчне, пуринчен ытла япаласем чикмелли миххине шӑтарас пек пӑхса хыпашларӗ.

— Тен, сире шыв ӑшӑтса парас? Авӑ, кӑмака ҫинче Аничкӑн керосинки пур, эп ӑшӑтса парӑп…

Хӑй палланӑ пӳлӗме Алексей ним именмесӗрех кӗрсе кайрӗ. Майор Стручков, чӑн-чӑн салтак пулса, хӑйне хуть те ӑҫта та килти пек туйма пултарни Алексей ҫине те куҫма пуҫланӑ пулмалла. Кивӗ йывӑҫ, тусан, нафталин шӑршине, вуншар ҫулсем хушши усӑ курса пураннӑ кивӗ япаласен шӑршине туйсан, Алексей нумай ҫӗрте ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван килне пырса кӗнӗ пекех хумханса кайрӗ.

Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ.

— А эсир кам, унӑн ҫураҫнӑ каччи пулатӑр-и? Совет Союзӗн Геройӗ, танкист-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, эпӗ ахаль лётчик кӑна, — тесе ответ пачӗ те Мересьев, хӑйӗн сӑмахӗсем хыҫҫӑн карчӑкӑн хускалман сӑн-пичӗ ҫинче пӗр харӑсах тӗлӗнни те, кӳренни те, тарӑхни те палӑрнине курса, чутах кулса яратчӗ.

Карчӑк тутисене пӑчӑртаса тытрӗ, алӑка ҫиллеслӗн халтлаттарса хупрӗ те, коридортан — пӗртте паҫӑрхи пек ырӑ кӑмӑлпа мар — ҫилӗпе мӑкӑртатса каларӗ:
— Эппин, ӑшӑ шыв кирлӗ пулсан, ҫав кӑвак керосинка ҫинче хӑвӑр вӗретӗр.

Анюта, эвакопунктра нумай ӗҫленипе, ерҫмен пулмалла. Паян, пит чиперех те мар кӗрхи кун, унӑн хваттере пачах та ҫын пурӑнман пек курӑннӑ. Пур япаласем те хулӑм тусан сийӗпе витӗннӗ, чӳречесемпе тумбочкӑсем ҫинче нумайранпа шӑварман чечексем саралса, шанса кайнӑ. Сӗтел ҫинче чейник тӑнӑ. Кӑвакарма пуҫланӑ ҫӑкӑр хыттисем йӑваланса выртнӑ. Пианино ҫине те тем хулӑмӑш ҫемҫе кӑвак тусан ларнӑ. Тӗксӗм те сарӑхнӑ чӳрече кантӑкӗ ҫумӗнче пысӑк, вӑйлӑ шӑна нӑйлатнӑ, вӑл епле пулсан та ҫак пӑчӑ сывлӑшран тухса тарма тӑрӑшнӑ пек курӑннӑ.

Мересьев чӳречесене уҫса ячӗ. Вӗсем ансӑр йӑрансем туса йӗрлесе пӗтернӗ сӑрт еннелле пӑхнӑ. Пӳлӗме таса сывлӑш хыттӑн вӑркӑшса кӗчӗ те, пӗтӗм тусана хускатса ҫӗклерӗ, пӳлӗмре кӑвак тӗтре тулнӑ пек пулчӗ. Ҫак вӑхӑтра Алексей пуҫне пӳлӗм ӑшчиккине пуҫтарса тирпейлес, Анюта каҫхине ӑна курма киле килме пултарсан, ӑна тӗлӗнтерсе савӑнтарас шухӑш кӗрсе кайрӗ.

Вӑл ҫав карчӑкран витре, кипке татӑкӗ, швабра ыйтса илчӗ те, арҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр курайман ӗҫе тытӑнчӗ. Пӗр сехет ҫурӑ хушши вӑл япаласене шӑлчӗ, сӑтӑрчӗ, ҫурӗ, хӑйӗн кӑткӑс-мар ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн савӑнчӗ.

Каҫалапа Алексей кӗпер патне, хӗр ачасем кӗрхи хитре те сулӑмлӑ астра чечекӗсемпе сутӑ тунӑ ҫӗре кайса килчӗ, — вӗсене вӑл паҫӑр, кунта килнӗ чухнех асӑрханӑччӗ. Темиҫе чечек илсе таврӑнсан, Алексей вӗсене вазӑсемпе сӗтелпе пианино ҫине лартрӗ те, хӑй те симӗс кресло ҫине канлӗн вырнаҫса ларчӗ. Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе ывӑннине туйрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй панӑ ҫимӗҫсенчен паҫӑрхи карчӑк кухньӑра хатӗрлекен тутлӑ апат шӑршипе киленчӗ.

Анчах Анюта ҫав тери ывӑнса таврӑнчӗ, Алексее алӑ панӑ-паманах, хӑйне йӗри-тӑвра пур япаласем те ҫутӑлса, йӑлтӑртатса тӑнине те асӑрхамасӑрах диван ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ. Тепӗр темиҫе минутран кӑна, сывлӑш ҫавӑрса илсен тата шыв ӗҫсен тин, вӑл йӗри-тавралла тӗлӗнсе пӑхрӗ те, пӗтӗмпех ӑнланса, ывӑнчӑклӑн кулса илчӗ, унтан Мересьева тав туса, ӑна чавсинчен хуллен кӑна пӑчӑртарӗ:

— Ахальтен мар Гриша сире ҫав тери юратать пулас, уншӑн манӑн кӑштах кӗвӗҫессӗм те килет. Алёшенька, неушлӗ ҫаксене пурне те… эсир хӑвӑрӑх турӑр? Епле ырӑ ҫын иккен эсир! Гришӑран нимӗн те илмен-и? Вӑл лере. Виҫемкун ҫыру килчӗ, кӗске ҫырнӑ, икӗ сӑмах кӑна: вӑл Сталинградра. Чудак! — сухал ӳстеретӗп, тесе ҫырать. Тупнӑ япала, тупнӑ вӑхӑт!.. Анчах унта питӗ хӑрушӑ вӗт? Калӑрсам ӗнтӗ. Алёша, ну?.. Сталинград ҫинчен ҫав тери хӑрушла сӑмахсем калаҫаҫҫӗ…

— Унта вӑрҫӑ.

Алексей ассӑн сывласа илчӗ те, тӗксӗмленчӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра Атӑл ҫинче, калама ҫук хӑватлӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ ҫӗрте пулнӑ пур ҫынсене те ӑмсаннӑ, унӑн чунтанах унта пулас килнӗ.

Вӗсем ҫӗрӗпех калаҫса ларчӗҫ, Алексей паёкӗнчен пӗҫернӗ апата тӑраниччен ҫирӗҫ, унтан, хваттерти иккӗмӗш пӳлӗме пӑтасемпех ҫапса лартнӑ пирки, тӑванла, пӗр пӳлӗмрех вырнаҫрӗҫ — Анюта кровать ҫине, Алексей диван ҫинӗ выртрӗҫ. Иккӗшӗ те выртнӑ-выртманах вилнӗ пекех ҫывӑрса кайрӗҫ.

Алексей куҫӗсене уҫса диван ҫинчен сиксе тӑрсан, хӗвел пайӑркисем чалӑшшӑн урайӗнче выртнӑ ӗнте. Пӳлӗмре Анюта пулман. Диван ҫумне записка тирсе хӑварнӑ: «Госпитале васкатӑп. Чей сӗтел ҫинче, ҫӑкӑр буфетра, сахӑр ҫук.. Шӑматкунччен пушанаймастӑп. А.».

Ҫак кунсенче Алексей килтен тухмасӑр тенӗ пекех пурӑнчӗ. Ним ӗҫлеме ҫуккипе вӑл карчӑка пур примуссене, керосинкӑсене юсаса пачӗ, выключательсемпе штепсельсене тӳрлетрӗ, карчӑк ыйтнипех хайхи Алевтина Аркадьевнӑна, сӑмах майӑн каласан, эмалированнӑй бидона тавӑрса паманнипе тарӑхтарнӑ хӗрарӑма, кофе авӑртмалли пӗчӗк армана юсаса пачӗ. Ҫак ӗҫсене тунипе ӑна карчӑкпа унӑн упӑшки, Стройтрестра ӗҫлекенскер, противовоздушнӑй оборона активисчӗ, Анюта пекех талӑкӗ-талӑкӗпе киле килменскер, ҫав тери кӑмӑллама пуҫларӗҫ. Вӗсем ҫакӑн пек шут турӗҫ: паллах, танкистсем аван ҫынсем, анчах лётчиксем те вӗсенчен кайра тӑмаҫҫӗ, вӗсем ҫине лайӑхрах пӑхсан, вӗсем сывлӑшри ҫынсем пулсан та — хуҫалӑха, ҫемьене тытса усрама пултаракан паха ҫынсемех пулма пултарни курӑнать.

Кадрсен отделне заключени илме каяс кун умӗн Алексей хӑйӗн диванӗ ҫинче ҫӗрӗпех пӗрре те куҫ хупмасӑр выртрӗ. Тул ҫутӑлас умӗн вӑл тӑчӗ, сухалне хырчӗ, питне ҫурӗ те, шӑп учреждени уҫӑлнӑ сехетре хӑйӗн пурнӑҫӗн ыйтуне татса памалли административнӑй служба майорӗн сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ.

Ку майор ӑна тӳрех кӑмӑла каймарӗ. Алексее асӑрхаман пек пулса, вӑл сӗтелӗнче нумайччен чакаланчӗ, хут папкисене кӑларса хӑй умне саркаласа хучӗ, такам патне телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ, хӗрарӑм-секретарьпе «личнӑй ӗҫсене» мӗнле номерласа пырасси ҫинчен тӗплӗн калаҫрӗ, унтан таҫта тухрӗ те час таврӑнмарӗ. Ҫак хушӑра Алексей унӑн тӑрӑхларах, вӑрӑм сӑмсаллӑ, сухалне тӗплӗн хырса тасатнӑ, лаптакрах ҫамкаллӑ, кукша пуҫлӑ сӑн-питне курайми пулса ҫитрӗ. Юлашкинчен майор календарь листине ҫавӑрса хучӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн тин хӑй патне пынӑ ҫын ҫине пӑхрӗ.

— Эсир ман пата-и, юлташ старший лейтенант? — манкӑмӑллӑн та лӑпкӑ хулӑн сасӑпа ыйтрӗ вӑл.

Мересьев хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Майор секретарьтен унӑн хучӗсене пама ыйтрӗ те, лешӗ вӗсене шыранӑ вӑхӑтра урисене тӑсса ларса, хур тӗкӗпе шӑл хушшисене тасатма тытӑнчӗ. Ҫын курасран сыхланнӑ пек, хур тӗкне сулахай ал лаппипе хупласа тӑчӗ. Хутсене пырса парсан, вӑл хур тӗкне тутӑрпа шӑлса тасатрӗ, ӑна хутпа чӗркесе китель кӗсйине чикрӗ те тинех «личнӑй ӗҫе» вула пуҫларӗ. Мересьевӑн урисем татӑкки ҫинчен калакан вырӑна вуласа ҫитсен пулас, вӑл васкасах Алексее пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, — ларӑрсам, мӗншӗн ура ҫинче тӑратӑр, тенӗ пек пулчӗ ӗнтӗ вӑл, — унтан каллех хутсем ӑшне путрӗ. Юлашки листана вуласа тухсан:
— Ну, мӗн тӑвасшӑн вара эсир? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Истребительнӑй полка назначени илес тетӗп.

Майор пукан хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ, халӗ те хӑй умӗнче ура ҫинчех тӑракан лётчик ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те, ӑна хӑех пукан шутарса пачӗ. Унӑн сарлака куҫ харшийӗсем яка та мӑнтӑртарах ҫамки ҫинелле тата ҫӳлерех хӑпарса кайрӗҫ.

— Анчах та эсир вӗҫме пултараймастӑр вӗт?

— Пултаратӑп, вӗҫетӗп! Мана эсир тӗрӗслесе пӑхма тренировочнӑй шкула ярӑр!

Мересьев кӑшкӑрнӑ пекех калаҫрӗ, унӑн сассинче иксӗлми вӗри кӑмӑл палӑрса тӑчӗ, ҫавӑнпа та юнашар сӗтелсем хушшинче ларакан ҫар ҫыннисем, ҫак хурарах сӑнлӑ илемлӗ йӗкӗт ҫав тери ҫине тӑрса мӗн ыйтнине пӗлме, пуҫӗсене ҫӗклесех тӑнлама тытӑнчӗҫ.

— Анчах та итлӗр-ха, урасӑр мӗнле вӗҫме пулать-ха вара? Кулӑшла… Кун пеккине никам та, ниҫта та курман. Кам ирӗк парать сире? — Майор хӑй умӗнче темле фанатик, тен ухмаха ернӗ ҫын тӑнине ӑнланчӗ.

Алексейӗн хаяр сӑнӗ ҫине, унӑн вӗри куҫӗсем ҫине чалӑшшӑн пӑхса, вӑл епле те пулин ҫемҫереххӗн калаҫма тӑрӑшрӗ.

— Кун пеккине ниҫта та курман, анчах та кураҫҫӗ акӑ, — терӗ Мересьев ҫирӗппӗн.

Вӑл хӑйӗн записной кӗнеки хушшинчен целлофанпа чӗркенӗ, журналтан касса илнӗ статьяна кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.

Юнашар сӗтелсем хушшинчи ҫар ҫыннисем ӗҫлеме пӑрахсах Алексейпе майор хушшинчи калаҫӑва ҫав тери интересленсе итлеме тытӑнчӗҫ. Пӗри, сӑлтав тупса юриех майор патне пырса спичка ыйтрӗ те, Алексее питӗнчен пӑхса илчӗ. Майор статьяна хӑвӑрт кӑна пӑхса тухрӗ.

— Ку пирӗншӗн документ мар. Пирӗн инструкци пур. Унта авиацине мӗнле ҫынсем юрӑхлине тӗп-тӗрӗс кӑтартса панӑ. Сирен икӗ ура мар, икӗ пӳрне ҫеҫ ҫук пулнӑ пулсан та эпӗ сире хӑвӑр тӗллӗн вӗҫме яма пултараймастӑп. Илӗр хӑвӑрӑн журналӑра — вӑл пире нимӗн те кӑтартса памасть. Эпӗ сирӗн вӗҫес кӑмӑла хисеплетӗп, анчах…

Хӑйӗн пӗтӗм ӑшчикки вӗреме тытӑннипе, тепӗр самантрах ҫак ҫутӑлса тӑракан кукша пуҫа чернильницӑпа пеме пултарассине туйса, Мересьев аран-аран икӗ сӑмах пӑчӑртаса кӑларчӗ:

— Ҫакӑ тата?

Вӑл сӗтел ҫине хӑйӗн юлашки шанчӑкне — пӗрремӗш рангри военврач алӑ пуснӑ хута кӑларса хучӗ. Майор вӑл хута иккӗленерех тытрӗ. Хутне йӗркеллех тунӑ-мӗн, ун ҫинче медико-санитарнӑй служба пайӗн штампӗ, пичечӗ пулнӑ; аяла авиацире пурте хисеплекен ҫын, Мировольский, алӑ пуснӑ. Майор хута вуласа тухрӗ те тата кӑмӑллӑрах калаҫакан пулчӗ. Ҫук, ун умӗнче ухмаха ернӗ ҫын пулман. Чӑнах та, ку тӗлӗнмелле каччӑ урасӑрах вӗҫме хатӗрленет иккен. Вӑл питех те паллӑ, авторитетлӑ военврача та темле майпа ӗнентерме пултарнӑ.

— Ҫапах та, кӑмӑл темле пысӑк пулсан та, пултараймастӑп! — кӑштах сывласа илчӗ майор, Мересьев «ӗҫне» аяккалла сиктерсе хурса. — Пӗрремӗш рангри военврач хуть те мӗн ҫырма пултарать, анчах пирӗн уҫӑмлӑн та татӑклӑн каласа паракан инструкци пур, унтан пӑрӑнма юрамасть… Эпӗ ӑна пӑссан, ответне кам тытӗ: Мировольский-и?

Мересьев ҫак самӑр, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалакан, нихҫан пӑлханас ҫук пек лӑпкӑн ларакан ҫын ҫине, унӑн типтерлӗ кителӗн ҫухавийӗ айӗнчи шурӑ ҫухави ҫине, тикӗссӗн каснӑ илемсӗр чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллисем ҫине ҫав тери кураймасӑр пӑхса илчӗ. Ну, мӗнле ӑнлантарӑп-ха ӑна? Ӑнланма пултарать-им вӑл? Пӗлет-им вӑл ҫапӑҫу мӗн иккенне? Вӑл, тен, пурнӑҫӗнче пӑшал сассине те илтмен пулӗ. Хӑйне аран-аран, мӗнпур вӑйӗпе тытса чарса, Мересьев шала кайнӑ сасӑпа:
— Мӗн тӑвас-ха вара манӑн? — терӗ.

— Питех кӑмӑлӑр пулсан, формировани пайне, комиссине яма пултаратӑп… — Майор хулпуҫҫисене хускаткаласа илчӗ. — Анчах малтанах асӑрхаттаратӑп: тӑрӑшни ахалех пулать.

— А, шуйттан патне, ҫырӑр комиссине! — хӑрӑлтатса илчӗ Мересьев, пукан ҫине йывӑррӑн ларса.

Ҫапла унӑн учрежденисем тӑрӑх сулланса ҫӳресси пуҫланчӗ. Ывӑнса ҫитнӗ, мӑй таранах ӗҫсем айне пулнӑ ҫынсем ӑна итлерӗҫ, тӗлӗнчӗҫ, хӗрхенчӗҫ те, ним калама пӗлмесӗр аллисене ик еннелле сарса тӑчӗҫ. Чӑнах та, мӗн тума пултарнӑ-ха вӗсем? Вӗсен инструкци, командовани ҫирӗплетнӗ тӗп-тӗрес инструкци пулнӑ, вуншар ҫулсем хушши ҫирӗпленсе пынӑ традицисем пулнӑ, — мӗнле-ха вӗсене ҫак ним иккӗленмелле мар курӑнса тӑракан факт умӗнче пӑсатӑн? Лӑпланма пӗлмен, боевой ӗҫ ҫинчен ӗмӗтленекен инвалида пурте хӗрхеннӗ, ӑна татӑклӑнах: «ҫук, пулмасть» тесе калама никамӑн та чӗлхе хускалайман, ҫавӑнпа та ӑна кадрсен пайӗнчен формировани пайне, сӗтел патӗнчен сӗтел патне янӑ, ун майлӑ пек пулнӑ та, комиссисене ӑсатнӑ.

Мересьева халь ӗнтӗ хӑйне отказ панисем те, вӗрентсе каланисем те, кӳрентермелле хӗрхенни те — унӑн мӑнкӑмӑллӑ чунӗ ӑна хирӗҫ тем пекех хытӑ тӑнӑ пулин те — ытлашши вӗрилентерсе йӗркерен кӑларса яман. Вӑл хӑйне хӑй алӑра тытма вӗренсе ҫитнӗ, ыйтаканла калаҫма вӗреннӗ, тепӗр чух кунне ик-виҫӗ отказ илсен те шанчӑка ҫухатасшӑн пулман. Журналтан касса илнӗ страница тата пӗрремӗш рангри военврач панӑ заключени, кӗсьерен тӑтӑшах кӑларнипе ҫав тери сӳсленсе кайрӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫулланӑ хутпа ҫыпӑҫтарса хума тиврӗ.

Пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре ҫӳресси полкран халӗ те ответ килменнипе йывӑрланчӗ. Алексей ҫаплах аттестатсемсӗр пурӑнчӗ. Санаторирен парса янӑ запассем пӗтрӗҫ ӗнтӗ.

Чӑн та, Алексей туслашнӑ кӳршӗсем — карчӑкпа старик — вӑл хӑйне валли апат пӗҫерме пӑрахнине кура, ӑна ҫине тӑрсах хӑйсем патне апат ҫиме чӗнчӗҫ. Анчах та Алексей, ҫав ватӑ ҫынсем хӑйсем те чӳрече умӗнчи пӗчӗк пахчари ҫимӗҫсемпе кӑна тытӑнкаласа пурӑннине, унти кашни сухана, кишӗре шутласа хунине, хӑйсен ҫӑкӑр паёкне кашни ир мӗнле пайласа ҫинине пӗлсе, вӗсем патне ҫиме каймарӗ, вӑл юриех хаваслӑ пек пулса вӗсене: апат пӗҫересси — чӑрмавлӑ ӗҫ, ҫавӑнпа та ҫиме командирсен столовӑйне ҫӳретӗп, терӗ.

Шӑматкун ҫитрӗ; вӑл кун Анюта ӗҫрен пушанса киле пымалла пулнӑ. Алексей унпа кашни каҫах телефонпа нумайччен калаҫса, хӑйӗн ӗҫӗсем савӑнмалла мар пулса пыни ҫинчен пӗлтернӗ. Анюта киле пымаллине пӗлсе, вӑл мӗнле те пулсан укҫа тупма шут турӗ. Унӑн япаласем хумалли миххинче ашшӗн кӗмӗл портсигарӗ выртнӑ. Ун ҫине хастарлӑн ыткӑнса пыракан виҫӗ лаша кӳлепине ӳкернӗ пулнӑ тата: «Туссенчен кӗмӗл туй кунӗ ячӗпе», тесе ҫырнӑ. Алексей чӗлем туртман, анчах амӑшӗ хӑйӗн юратнӑ ывӑлне фронта ӑсатнӑ кун ашшӗн упраса усранӑ портсигарне тем тума унӑн кӗсйине хурса янӑ, вара Алексей ҫав япалана хӑйпе пӗрлех илсе ҫӳренӗ, ҫапӑҫӑва вӗҫсе кайнӑ чух ӑна «телей кӳме» кӗсйине чиксе хунӑ. Халӗ вӑл михӗре ҫак портсигара шыраса тупрӗ те «комиссионкӑна» кайрӗ.

Ырхан, витӗрех нафталин шӑрши ҫапнӑ хӗрарӑм портсигара илсе аллинче тытса ҫавӑркаларӗ те, типсе ларнӑ пӳрнипе портсигар ҫинчи ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартса:
— Ятлӑ япаласене комиссине илместпӗр, — терӗ.

— Эпӗ хаклӑ ыйтмастӑп вӗт, хӑвӑр хунӑ хакпах паратӑп.

— Ҫук, ҫук! Кунсӑр пуҫне, гражданин ҫар ҫынни, сире кӗмӗл туй кунӗ ячӗпе парнесем илме иртерех пек туйӑнать мана, — сӑмах тӗксе илчӗ нафталинлӑ хӗрарӑм, Алексей ҫине сивӗрех тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса.

Хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса, лётчик портсигара часрах каялла илчӗ те, алӑк патнелле ыткӑнчӗ. Кунта ӑна тахӑшӗ ҫанӑран тытса, ун ҫине йӳҫек эрех шӑршипе сывласа илчӗ.

— Лайӑх япала! Хаклӑ та мар-и? — ыйтрӗ шӑртпа витӗннӗ питлӗ, кӑвак сӑмсаллӑ этем, портсигар патнелле хӑйӗн типшӗм, чӗтрекен аллине тӑсса. — Селӗм. Отечественнӑй вӑрҫӑ геройне хисеплесе, пилӗк кӑвак укҫа паратӑп.

Калаҫса тӑмасӑрах, Алексей унтан ҫӗр тенкӗлӗх пилӗк хут илчӗ те, ҫак нафталин шӑршипе тулнӑ кивӗ ӑпӑр-тапӑр япаласен тӗнчинчен уҫӑ сывлӑша сиксе тухрӗ. Ҫывӑхри рынокрах вӑл какай, ҫу, пӗр ҫӑкӑр, ҫӗрулми, сухав илчӗ. Темиҫе петрушка ҫулҫи илме те манмарӗ. Ҫавӑн пек тиенсе, вӑл «киле» пырса кӗчӗ. (Анюта хваттерне вӑл халь «кил» тенӗ).

— Каллех паёк илме пуҫлас, терӗм. Столовӑйӗнче япӑх пӗҫереҫҫӗ, — суйрӗ вӑл карчӑка, кухньӑри сӗтел ҫине пур ҫимӗҫсене те кӑларса хурса.

Каҫхине, Анюта таврӑннӑ ҫӗре, питӗ чаплӑ апат хатӗр пулчӗ: какай яшки ҫинче ҫу ҫаврашкисем ярӑнса тӑчӗҫ, юнашарах суханпа ӑшаласа пӗҫернӗ какай пӑсланса ларчӗ, карчӑк йӳҫӗ ҫырларан кӗсел те пӗҫерсе пачӗ.

Хӗр питех те ывӑнса таврӑнчӗ, унӑн сӑнӗ те шурӑхса кайнӑ. Вӑл аран пит ҫукаласа урӑх тум тӑхӑнчӗ, унтан хӑвӑрт кӑна пӗрремӗшпе иккӗмӗшне ҫирӗ те, кивӗ ҫемҫе диван ҫине ларса, кран айне бидонпа лартнӑ кӗсел сивӗнессе кӗтсе илеймесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.

Кӑштах ҫывӑрса илнӗ хыҫҫӑн куҫӗсене уҫсан, пӗчӗк те таса пӳлӗмре тӗттӗмленме пуҫланӑ-мӗн ӗнтӗ. Апат ҫимелли сӗтел патӗнче, кивӗ шурӑ а6ажур умӗнче вӑл Алексей ларнине курчӗ.

Алексей пуҫне икӗ аллипе тытса, ӑна лапчӑтса пӑрахма тӑрӑшнӑ пек хӗссе ларнӑ. Унӑн пичӗ курӑнман, анчах унӑн пӗтӗм кӗлетки, вӑл мӗнле ларни, пӗтӗмпех вӑл хӑй ӑшӗнче ҫав тери асапланнине палӑртса тӑнӑ. Ҫавна кура, хӗрӗн ҫак вӑйлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынна хӗрхенес килсе кайрӗ. Вӑл хуллен кӑна тӑрса ун патне утса пычӗ те, ӑна пуҫӗнчен ыталаса, аллипе шӑлса ачашлама тытӑнчӗ, унӑн хытӑрах ҫӳҫ пайӑркисем пӳрне хушшисемпе шӑвӑна-шӑвӑна тухрӗҫ. Алексей ун аллине тытса ывӑҫ тупанӗнчен чуптурӗ, унтан сасартӑк хаваслӑн та савӑнӑҫлӑн сиксе тӑчӗ:

— Кӗсел ҫимелле-ха вӗт пирӗн! Эп тӑрӑшрӑм, тӑрӑшрӑм, ӑна юри кран айӗнче тытса сивӗтрӗм, а вӑл — ҫывӑрса кайрӗ. Поварӑн мӗнле тӳсмелле-ха ҫакна!

Вӗсем уксус пек кӑвасак кӗселе пӗрер тарелка тултарса ҫирӗҫ те, ҫав хушӑрах шӑкӑлтатса калаҫса ларчӗҫ, анчах, юри шут тунӑ пекех, икӗ темӑна: Гвоздев пурнӑҫне тата Мересьев ӗҫӗсене тӗкӗнмерӗҫ. Унтан, ҫывӑрма хатӗрленсе, кашни хӑйӗн вырӑнне майлаштарчӗ. Анюта коридора тухса Алексей протезӗсем ҫӗре ӳкнӗ сас илтӗниччен кӗтсе тӑчӗ, унтан лампӑна сӳнтерчӗ те, хӑй те саланса вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ. Пӳлӗмре пӑч тӗттӗм пулчӗ, вӗсем ним те чӗнмерӗҫ, анчах пружинӑсем нӑчӑртатни илтӗннипе, вӗсем иккӗшӗ те хӑйсем ҫывӑрманнине пӗлчӗҫ.

— Алёша, ҫывӑрмастӑр-и? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ юлашкинчен Анюта.

— Ҫывӑрмастӑп.

— Шухӑшлатӑр-и?

— Шухӑшлатӑп. Эсир тата?

— Эпӗ те шухӑшлатӑп.

Пӗр хушӑ вӗсем каллех чӗнмерӗҫ. Урамра, кӗтесрен ҫаврӑнса тухса, трамвай чӑнкӑртатса илчӗ. Трамвай пӗкки ҫинче ялтлатса илнӗ кӑвак ҫутӑ пӗр самантлӑха пӳлӗм ӑшчиккине ҫутатрӗ те, вӗсем пӗр-пӗрин пичӗсене курчӗҫ. Иккӗшӗ те куҫӗсене уҫса выртнӑ пулнӑ.

…Алексей ҫак кун Анютӑна хӑй мӗнле ҫӳрени, мӗн туни ҫинчен пӗр сӑмах та каламарӗ, ҫавӑнпа та Анюта унӑн ӗҫӗсем начарри ҫинчен ӑнланчӗ. Кам пӗлет, тен унӑн вӗри чунӗнче шанчӑк та сӳнсе пырать-и? Хӑйӗн хӗр чӗрипе вӑл ҫак ҫынна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илчӗ, кунпа пӗрлех, ӑна ҫак самантра питӗ йывӑр пулсан та, ӑна хӗрхенсе калаҫни ун чӗрине, тата ытларах ыраттарассине ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та нимӗн те шарламарӗ.

Алексей ҫав вӑхӑтра, икӗ аллине пуҫ айне хутлатса хурса, ҫурӑм ҫинче выртрӗ, выртнӑ май Анюта ҫав тери лайӑх хӗр пулни ҫинчен, вӑл, мӑнтарӑн, калама ҫук ывӑнни ҫинчен, апла пулин те эвакогоспитальти хӑйӗн йывӑр ӗҫне чӗререн юратса туса пыни ҫинчен шухӑшларӗ.

— Алёша! — хуллен чӗнчӗ Анюта.

Мересьев диванӗ ҫинчен тикӗссӗн сывлани илтӗнчӗ. Лётчик ҫывӑрнӑ. Хӗр вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫара урисемпе ерипен пусса, диван патне утса пычӗ те, пӗчӗк ачана вырӑн тӳрлетсе панӑ пек, унӑн минтерне тӳрлетрӗ, одеялне урисем айне ҫавӑрса чиксе хучӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех