Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.16 13:22

Пуплевӗш: 106; Сӑмах: 1419

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Санаторире никам ӗненмелле мар сӑмах сарӑлчӗ: урасӑр лётчик… ташлама вӗренет.

Зиночка конторӑри хӑйӗн ӗҫӗсене пӗтерсенех, хӑйне коридорта унӑн вӗренекенӗ кӗтсе тӑнине пӗлнӗ. Алексей ӑна ҫырлапа, шоколадпа е апатран юлнӑ мандаринпа кӗтсе илнӗ. Зиночка ӑна хулне мӑнкӑмӑллӑн крендель пек авса панӑ, вара вӗрем ҫуллахи вӑхӑтра пушӑ пулнӑ зала кайнӑ. Тӑрӑшса вӗренекен Алексей кунта малтанах пырса, ломберла тата пинг-понгла вылямалли сӗтелсене сиктерсе, ташлама вырӑн хатӗрленӗ. Зиночка ӑна ҫӗнӗ фигура туса кӑтартнӑ. Куҫ харшисене йӗрӗнтерсе, хӗрӗн пӗчӗкҫеҫ хитре урисем урайӗнче тӑвакан кукрашкасем ҫине лётчик тимлӗн сӑнаса пӑхса тӑнӑ. Унтан хӗр аллисемпе ҫупса, шутлама тытӑннӑ.

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, глиссад сылтӑмалла… Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, глиссад сулахаялла… Ҫаврӑнӑр. Ҫапла. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… Халь змейка. Пӗрле тӑватпӑр.

Тен, ӑна урасӑр ҫынна ташлама вӗрентес задача интереслентернӗ, — ун пек ӗҫе Боб Горохов та, чи пысӑк чапа тухнӑ Поль Судаковский те туман вӗт-ха. Тен, хӗре ҫак тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫнӗ, тӳррӗн пӑхакан куҫлӑ вӗренекен кӑмӑла кайнӑ, — тӗрӗссипе каласан — вӑл та, ку та пӗрлех пулнӑ пулӗ, анчах Зиночка ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне, пӗтӗм чунне пачӗ.

Каҫсерен, пляжсем, волейбол площадкисем пушанса юлсан, санаторире ташлама юратнӑ. Алексей пур вечерсене те хутшӑнчӗ, самаях лайӑх ташларӗ, пӗр ташша та ирттерсе ямарӗ, унӑн учительници халӗ Алексей умне ҫавӑн пек хытӑ условисем лартнӑшӑн пӗрре кӑна мар шеллерӗ. Таттисӗр баян вылярӗ, мӑшӑрсем ҫаврӑнчӗҫ. Вӗриленсе кайнӑ Мересьев, пӑлханнипе куҫӗсене ҫутӑлтарса, ҫав пур глиссадӑсене, змейкӑсене, точкӑсене турӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнкаларӗ, ӑна хӑйӗн ҫӑмӑл та илемлӗ кӗлеткеллӗ, ҫулӑм пек курӑнакан кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрне ташӑра пӗр йывӑрлӑхсӑрах илсе пынӑ пек туйӑнчӗ. Ҫак хастарлӑ ташӑҫӑ вӑхӑтран вӑхӑта залран тухса кайсан, ӑна курса тӑракансем вӑл мӗн туни ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.

Вӗриленсе кайнӑскер, хӑй ҫине тутӑрпа варкӑштарса, вӑл кулакан сӑнпах уҫӑ сывлӑша тухнӑ, анчах алӑк урлӑ каҫса вӑрман тӗттӗмлӗхне кӗрсенех, унӑн сӑнӗ урисем ыратнипе асаплӑн пӗркеленсе илнӗ. Карлӑкран тытса, сулкаланса, йынӑшса, вӑл крыльца ҫинчен аннӑ та сывлӑмлӑ йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ, вара, кӑнтӑрлахи ӑшша халь те тытса тӑракан ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, чӗнсемпе туртса ҫыхнӑ урисем тӳсме ҫук ыратнипе ӗсӗклесе макӑрнӑ.

Вӑл чӗнсене салтса янӑ, урисене канма панӑ. Унтан колодкисене каллех тӑхӑннӑ та, сиксе тӑрса, ҫурт патнелле хӑвӑрт утса кайнӑ. Никама систермесӗрех вӑл ывӑнма пӗлмен инвалид-баянист выляса ларакан зала кӗнӗ. Зиночка ӑна куҫӗсемпе халӑх хушшинче шырама та пуҫланӑ ӗнтӗ. Алексей ун ҫине пӑхса, хӑйӗн тикӗс те шурӑ шӑлӗсене кӑтартса кӑмӑллӑн кулнӑ, вара илемлӗ мӑшӑр каллех ташлакансем хушшине кӗрсе кайнӑ. Зиночка хӑйне пӗччен тӑратса хӑварнӑшӑн ӳпкелешсе илнӗ, Алексей ӑна хирӗҫ хаваслӑн шӳтлесе ответ панӑ. Вӗсене ташласан ытти мӑшӑрсенчен нимӗнпе те уйӑрса илме пулман.

Ташланӑ чухнехи йывӑр упражненисем усӑллӑ пулма пуҫланӑ ӗнтӗ. Алексей протезсем хӑйне ҫыхлантарса лартнине сахалтарах туйнӑ. Вӗсем майӗпе унан урисем ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пек пулса пынӑ.

Алексей кӑмӑлӗ тулчӗ: ташӑра тунӑ ҫитӗнӳсем ӑна хӑй каллех вӗҫекен пулассине ытларах ӗнентерчӗҫ. Халь пӗр япала кӑна — Ольӑран ҫырусем пулманни пӑшӑрхантарчӗ. Пӗр уйӑх ытла каялла, Гвоздевӑн ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл Оля патне кӑмӑлсӑр ҫыру ҫырса янӑччӗ, — ҫав ҫыру ӑна халӗ пачах та юрӑхсӑр пек туйӑннӑ. Оля ответ паман. Кашни ирех, зарядка тунӑ тата чупнӑ хыҫҫӑн (чупмалли маршрута халӗ вӑл кашни кунах ҫӗр утӑм вӑрӑмлатса пынӑ) канцелярине кӗрсе ҫырусем выртакан ещӗке пӑхса тухнӑ. Ещӗкӗн «М» саспаллиллӗ уйрӑмӗнче ҫырусем яланах ытти уйрӑмсенчен ытларах пулнӑ. Анчах та Алексей ҫырусене темиҫешер хут та пӑхса тухни кӑлӑхах пулнӑ.

Пӗррехинче, вӑл ташлама вӗреннӗ чух, пӳлӗм чӳречинчен Бурназянӑн хура пуҫӗ курӑнчӗ. Унӑн аллинче хӑйӗн туйи тата ҫыру пулнӑ. Бурназян мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, Алексей унӑн аллинчи шултӑра та ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ конверта туртса илчӗ те тулалла чупса тухса кайрӗ, — чӳречерен курӑнакан Бурназян тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ, пӳлӗм варринче тӑракан учительница ҫилленсе кайрӗ.

— Зиночка, пурте ҫавӑн пек вӗсем… хальхи кавалерсем, — элекҫӗ-инке сассипе мӑкӑртатса илчӗ Бурназян. — Ан ӗненӗр вӗсене, хӗрӗм, шуйттан святой таврашӗнчен тарнӑ пекех хӑрӑр! Ал сулӑр ун ҫине, вӗрентӗр мана, авантарах пулӗ! — Бурназян ҫавӑнтах туйине пӑрахса, йывӑррӑн хашкаса, чӳрече витӗр кӗме пуҫларӗ. Зиночка ҫаплах, тӗлӗннӗ пек пулса, кичемленсе тӑчӗ.

Ҫав вӑхӑтра Алексей, аллинче хӑй тахҫантанпах кӗтнӗ ҫырӑва тытса, хӑйне кам та пулин хӑваласа ҫитсе унӑн пуянлӑхне туртса илесрен хӑранӑ пек, кӳлӗ еннелле чупрӗ. Кунта вара, кӑштӑртатакан хӑмӑшсем витӗр тухса, вӑл шыв хӗрринчи мӑкланнӑ чул ҫине ларчӗ те, хӑй нихӑш енчен те ҫынсене курӑнманнине тӗрӗслесе илсе, пӳрнисем хушшинче чӗтрекен ҫырӑва ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Мӗн ҫырнӑ-ши унта? Мӗнле приговор пур ун ӑшӗнче? Конверчӗ лутӑрканса ҫӗтӗлмех пуҫланӑ. Адресата шыраса, вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сахал мар ҫӳренӗ пулмалла ӗнтӗ.

Алексей конверт вӗҫне татса илчӗ те тӳрех ҫыру вӗҫне пӑхрӗ. «Чуп тӑватӑп, тӑванӑм. Оля» — тесе ҫырнӑ пулнӑ аялта. Унӑн чӗри ҫинчен чул йӑванса аннӑ пекех пулчӗ. Вӑл лӑпланчӗ те, темшӗн тӑмпа, темле хура япалапа вараланнӑ тата ҫурта тумлатнӑ тетрадь листисене чӗркуҫҫи ҫине сарса хучӗ. «Яланах тирпейле Ольӑна мӗн пулнӑ вара?» — тӗлӗнчӗ Алексей. Унтан ҫырӑва вуласа тухрӗ те, унӑн чӗри пӑчӑртанса илчӗ. Оля, пӗр уйӑх каялла заводран тухса кайса, халӗ таҫта ҫеҫенхирте пурӑнать иккен, — унта Камышинри хӗрсемпе хӗрарӑмсем пӗр пысӑк хула тавра противотанковӑй канавсем алтаҫҫӗ тата обводсем тӑваҫҫӗ. «Вӑл хулан ячӗ пирӗншӗн пуриншӗн те ҫав тери хаклӑ», тесе ҫырнӑ Оля. Сталинграда ниҫта та пӗр сӑмахпа та асӑнман. Анчах та вӑл ҫав хула ҫинчен ӑна калама ҫук юратса, уншӑн пӑшӑрханса, пӑлханса, ҫав вӑхӑтрах шанса ҫырнӑ тӑрӑххӑн, сӑмах Сталинград ҫинчен пыни паллӑ пулчӗ.

Оля хӑйсем, пиншер доброволецсем, кӗреҫесемпе, киркасемпе, тачкӑсемпе ҫеҫен хирте ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлени, ҫӗр алтса ҫӗклени, бетонласа укрепленисем туни ҫинчен ҫырнӑ. Унӑн ҫырӑвӗ хаваслӑ пулнӑ, уйрӑм йӗркесем тӑрӑх кӑна вӗсене унта, ҫеҫен хирте, мӗн тери йывӑр пулнине тавҫӑрса илме май килнӗ. Хӑйне пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пӗтерсен тин Оля унӑн ыйтуне хирӗҫ ответ панӑ. Вӑл Алексейӑн юлашки ҫырӑвӗ хӑйне кӳрентерни ҫинчен ҫилленсе ҫырнӑ. Эсӗ нервӑсене ҫав тери пӗтерекен вӑрҫӑра пулман пулсан, ҫавӑн пек кӳрентернӗшӗн эпӗ сана каҫарман пулӑттӑм, тенӗ вӑл.

«Тӑванӑм, чунӑм, — тесе ҫырнӑ вӑл, — юрату жертвӑсенчен хӑрать пулсан, мӗнле юрату вара вӑл? Ун пек юрату ҫук вӑл, чунӑм, пур пулсан та — вӑл пӗртте юрату мар. Акӑ, эпӗ халь пӗр эрне ҫӑвӑнман, арҫын йӗмӗпе, ботинкӑпа ҫӳретӗп, унӑн пуҫӗ витӗр пӳрнесем курӑнса тӑраҫҫӗ. Хӗвелпе ҫав тери ҫунса кайрӑм, тир сийӗн-сийӗн сӗвӗнет, ун айӗнчен темле кӑвакрах тӗслӗ ӳт тухать. Енчен те эпӗ, ҫакӑн пек ывӑнса ҫитнӗскер, вараланса пӗтнӗскер, начарланса кайнӑ та хитре марскер, халӗ ҫакӑнтан сан пата тӳрех пырас пулсан, эсӗ мана йышӑнмӑттӑн-и вара, тиркесе тӑкӑттӑн-и? Чудак эсӗ, чудак! Хӑвна хуть те мӗн пулсан та, пурӗпӗр кил, эпӗ сана яланах кӗтетӗп, сывлӑху темле пулсан та… эпӗ сан ҫинчен нумай шухӑшлатӑп, ҫакӑнта «окопсем патне» киличчен сана час-часах тӗлӗкре кураттӑм, анчах кунта эпир хамӑрӑн нарсем патне аран ҫитсе ӳксе, тӳрех вилнӗ пек ҫывӑрса каятпӑр та, тӗлӗк те курмастпӑр. Эсӗ пӗлсех тӑр: эпӗ чӗрӗ те сывӑ чух сана ҫынсем кӗтекен вырӑн пур, сана яланах кӗтеҫҫӗ, эсӗ хуть те мӗнле пул… Акӑ, эсӗ хӑвна вӑрҫӑра мӗн те пулин пулма пултарать, тесе ҫыратӑн. Анчах та ҫакӑнта, «окопсем ҫинче» мана мӗн те пулин пулсан, эпӗ сусӑрланса чӑлах пулса юлсан, эсӗ мана пӑрахӑттӑн-и вара? Астӑватӑн-и, фабзавучра вӗреннӗ чух эпир алгебра задачисене пӗр цифрӑна тепӗр цифра вырӑнне пырса лартса, «подстановка» текен меслетпе шутлаттӑмӑр. Эсӗ те, ҫаван пек, мана хӑвӑн вырӑнна илсе тӑрат та шухӑшласа пӑх. Вара сана хӑвӑн сӑмахусемшӗн намӑс пулӗ…»

Мересьев нумайччен ҫырӑва алӑра тытса ларчӗ. Хӗвел тӳсме ҫук хытӑ хӗртрӗ, унан пайӑркисем шыв ҫинче вылярӗҫ, майӗпе хӑмӑш кӑштӑртатрӗ, симӗс бархат тӗслӗ шӑрчӑксем пӗр хӑмӑш туни ҫинчен теприн ҫине пӗр сассӑр вӗҫе-вӗҫе каҫса ларчӗҫ. Вӑрӑм та ҫинҫе ураллӑ шыв кӑпшанкисем тӗкӗр пек тикӗс шыв тӑрӑх ҫинҫе йӗрсем туса чупкаларӗҫ. Пӗчӗкҫеҫ хумсем хӑйӑрлӑ ҫырана хуллен кӑна ҫуса тӑчӗҫ.

«Мӗн вара ку? — шухӑшларӗ Алексей. — Мӗн пулнине сиссе тавҫӑрса илме пултарни-и?» «Чӗре мӗн пулассине сисет», — тетчӗ амӑшӗ тахҫан. Е окопсем чавнӑ ҫӗрти йывӑр ӗҫ хӗре ӑслантарса янӑ та, Алексей ӑна каласа пама пултарайманнине вӑл хӑйӗн туйӑмӗпех сиснӗ? Алексей ҫырӑва тата тепӗр хут вуласа тухрӗ. Ҫук-ҫке ӗнтӗ, нимӗнле туйӑмпа сисни те ҫук, мӗншӗн шухӑшланӑ-ха вӑл ун пек? Оля унӑн сӑмахӗсене хирӗҫ ответленӗ кӑна! Анчах мӗнле ответлет!

Алексей тарӑнӑн сывласа илчӗ, вӑраххӑн хывӑнчӗ те тумтирне чул ҫине хучӗ. Вӑл яланах ҫакӑнта, пӗр хӑй кӑна пӗлекен улах вырӑнта, хӑйӑрлӑ ҫыран хӗрринче, кӑштӑртатакан хӑмӑшсем хӳтӗлесе тӑракан вырӑнта шыва кӗнӗ. Протезсене вӗҫертсе пӑрахсан, вӑл чул ҫинчен ерипен кӑна шуса анчӗ те, татӑк урисемпе шултӑра хӑйӑр ҫине пусни пите ыраттарчӗ пулин те, тӑватӑ уран тӑмарӗ. Урисем ыратнӑ пирки пит-куҫне пӗркелентерсе, вӑл кӳлле утса кӗчӗ те сивӗ шыва путрӗ. Ҫырантан чылай аякка ишсе кайсан, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртса, пӗр хушӑ хускалмарӗ. Вӑл тӗпсӗр тарӑн сенкер тӳпене курчӗ. Унта пӗр-пӗрине хӗссе пырса, хӗррисене ылтӑнланӑ пек курӑнакан пӗлӗтсем шунӑ. Тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртсан, вал шывра кутӑн тӑракан ҫыран мӗлкине курчӗ, унтах, шыв ҫинче выртакан ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче, сарӑ кувшинкӑсемпе шурӑ лили чечекӗсем ярӑнса тӑраҫҫӗ.

Сасартӑк ӑна ҫыранри мӑкланнӑ чул ҫинче Оля ларни курӑннӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл ула-чӑла платьепе, урисене усса ларать. Анчах урисем шыва тӗкӗнмеҫҫӗ. Икӗ татӑк ура шыв патне ҫитеймесӗр сулкаланса тӑраҫҫӗ. Куҫа ҫакӑн пек курӑннине сирсе яма, Алексей шыв ҫине чышкипе ҫапрӗ. Ҫук, Оля сӗннӗ «подстановка» меслечӗ ӑна пулӑшмарӗ!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех