Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 15 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.02 11:30

Пуплевӗш: 481; Сӑмах: 5241

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

«Фламмарион» ятлӑ яхта

Эпӗ йывӑр бронхитпа виҫӗ эрне хушши ним тапранмасӑр выртрӑм. Атте юриех отпуск илчӗ, кунӗн-ҫӗрӗн ман вырӑн патӗнчен каймарӗ. Акӑ вӑл, типшӗмскер, пукан ҫинче пӗкӗрӗлсе тӗлӗрсе ларать, эпӗ пӑртак хускалсанах, ман енне ҫаврӑнать, аллипе асӑрханса малтан минтере, унтан ман нӳрлӗ ҫамкана сӗтерӗнет… Туссем ман пата килех тӑраҫҫӗ, Катя та час-часах пулкалать, класра мӗн-мӗн пулса иртнине, шкулта мӗнле хыпарсем пуррине вӑл мана пӗлтерет. Ромка Каштан та ман пата кӗрсе тухрӗ, «Крокодил» журнал парса хӑварчӗ. Александр Дмитриевич пӗчӗкҫӗ ҫыру ячӗ:

«Паттӑр хӗр Сима! Пурте аван! Чирлеме кирлӗ мар. Ӳркенме те — ҫавах. Причалин фабрикӑран тасалчӗ».

Настройщикран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: просмотрта пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн темиҫе кунтан фабрикӑна Аслӑ комитетран ятарласа тунӑ комисси килнӗ, вара Причалин картинине пуҫӗпех пӑрахӑҫланӑ. Причалина хӑйне тата вӑхӑтлӑх директора фабрикӑран кӑларнӑ. Кремльрен шӑнкӑравланӑ: Расщепейӗн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Александр Дмитриевича пӗтӗм фабрикӑн художествӑллӑ руководителӗ туса хунӑ.

Эпӗ нимӗн те шарламастӑп, ҫак хыпарсене итленӗ май,. хам ӑшра кӑна савӑнӑҫлӑн кулкаласа илетӗп. Ӗҫе ҫакӑн пек хӑвӑрт татса пама кам пулӑшнине эпӗ лайӑх пӗлсе тӑратӑп.

Анне мана епле те пулин юрама тӑрӑшать, вӑл-ку пулсанах, ман кровать патне сиксе ӳкет, анчах атте мана хӑй пӑхасшӑн, анне аллинчи япаласене кӳлӗшӳллӗн турта-турта илет, мана хӑй аллипе хӑй ҫитерет. Эмел те хӑех ӗҫтерет.

Пӗрре, атте аптекӑна кайсан, анне ман кровать патне пычӗ, аллинче ун тин ҫунӑ йӗпе турилкке, ӑна хулпуҫҫи урлӑ хунӑ алшӑллипе шӑлкалать, ассӑн сывла-сывла ярать, ман ҫине алчӑрарах пӑхкалать.

— Симушка… Эс мана ан ҫилен.

— Мӗн калаҫан, анне!

— Тӗрӗс ӗнтӗ, манӑн та айӑп пур. Ярас ҫукчӗ сана ҫавӑн чух, чармаллаччӗ… Эпӗ ав Арсений Валерьяновича итлерӗм пулать. Вӗреннӗ ҫын тесе-ҫке! Вӑл пур… Чӑн каланӑ ҫав — купӑс уҫҫи.

— Кирлӗ мар, анне! Ман ӗнтӗ ун ҫинчен. Тупрӑн тата!.. Анчах анне калаҫас пеккине калаҫса пӗтерес терӗ пуль.

— Мӗнрен килет-ха ҫав? Кивӗ пурнӑҫран юлнӑ ҫав йӑла. Шав чееленме пӑхатӑн. Кашни япалан хӑйӗн сехечӗ пур, тетен, вӗҫерес марччӗ, тетӗн… Сӗтел ҫитти пирки нумай ят илтрӗм, хамшӑн мар-ҫке ку, ачам, пурне те кирлишӗн.

— Аннем, мӗн эс ӑҫтиҫукшӑн кӑмӑлна пӑсатӑн?

Вӑл мана, вырӑн хӗррине йӑпшӑнса ларса, ыталаса илчӗ, вара эпир, унпа иксемӗр, нихҫан та ун пек пулманскерсем, лайӑххӑн йӗрсе илтӗмӗр.

Ура ҫине тӑркала пуҫласан, пирӗн пата Расщепей килчӗ. Вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ, сӑн-пичӗ сывлӑхлӑн ҫуталса тӑрать, куҫӗсем тата та кӑвакрах йӑлкӑшаҫҫӗ. Вӑл ман валли пер коробка конфет тата астрономи ҫинчен пӗр ҫӗклем кӗнеке илсе килнӗ. Ман пирки вӑл шкула та ҫитнӗ иккен, чӑлханса кайнӑ ӗҫӗмсене йӗрке кӳме, халӗ ак вӗренӳре юлса пынине хӑвӑрт пӗтерме манран сӑмах илчӗ. Унӑн ҫак кунсенче экспедицие каймалла иккен, халӗ вӑл ман пата юриех сывпуллашма кӗнӗ. «Кӗҫӗн служащи» картинӑна ӳкерес ӗҫ мӗнпур вӑйпа пырать. Манӑн ҫыру ӑна пӗтӗмпех ӑнлантарнӑ пулас. Халь вӑл манпа ӗлӗкхи пекех аван. Килтисене те йӑлтах савӑнтарса ячӗ, аннепе шӳт туса илчӗ, анне, кула-хула, ӑна юнан пекки турӗ. Уйрӑлнӑ чух аттен аллине, тахҫан пӗрле пурӑннӑ ҫын пек, хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Эпӗ ӑна иккӗмӗш ҫыру ҫинчен нимӗн те шарламарӑм, Расщепейӗн ун ҫинчен пӗлмесен те юрать тесе шутларӑм. Анчах хам ӑшра хампа мухтанмасӑр ирттереймерӗм: акӑ мӗнле пысӑк усӑ турӑм эп хамӑн туса, ҫапах та нимӗн шарламасӑр пурӑнатӑп, мухтанмастӑп… Кам пирӗн класра ҫавӑн пек чӑтма пултарӗ?!.

Вӗренӳ ҫулӗ пӗтрӗ. Манӑн «посредственно» паллӑ пӗрре ҫеҫ — нимӗҫ чӗлхипе, анчах ун вырӑнне математикӑпа мӗнпур ҫулталӑкшӑн «отлично». Ҫак «отлично» мана ҫӑмӑл килмерӗ. Аптӑраса, аллӑма сулам пӗрех хут, ҫулталӑка епле май апла пӗтерсен те ҫитӗ тенӗ самантсем те пулчӗҫ. Тӳррине тӳрех калас, хамӑр ачасем мана пулӑшса пычӗҫ, хӑйсенчен хӑвармарӗҫ. Тятюк та, Катя Ваточкина та, Соня Крук та, Ромка Каштан та — кам мӗнпе маттур, ҫавӑнпа пулӑшса йычӗҫ.

Чӑтӑмлӑ, васкавсӑр Соня Крук манпа вырӑс чӗлхипе ӗҫлерӗ. Ӗҫ пирӗн кал-калах пыраймарӗ. Грамматика тӗлӗшпе вӑл, сӑмах та ҫук, вӑйлӑ, тетрадьри йӑнӑшсене часах асӑрхать, анчах калаҫура хӑй те час-часах йӑнӑшать: ударенисене тӗрес мар лартать, вӗҫлевсенче аташать. Вӑл хӑй кӑнтӑр енчисем, килӗнче вӗсен тӗрӗс калаҫмаҫҫӗ. Халӗ эпӗ тунмасан та пултаратӑп — куншӑн эпӗ хӗпӗртенӗ те, мӗншӗн тесен, Сонька ман умра вӗҫкӗнленме пултарайман, вӑл ман тетрадьри йӑнӑша тупнӑ-тупманах, эп ӑна тӗрӗс мар ударени ҫинче ярса тытаттӑм.

— Сима, эсӗ каллех виҫҫӗмӗш сӑпатлӑ «становится» сӑмаха мягкий знакпа ҫырнӑ: Наверное каллех «плохо» туянатӑн.

— Виҫҫӗмеш сӑпатлӑ мар, виҫҫӗмӗш сӑпатра, наверное мар, наверное.

Ҫапла, пару-илӳ ҫийӗнчех татӑлса пырать. Ӗҫ малалла тӑсӑлать.

Нимӗҫ чӗлхипе пулӑшакан Катя Ваточкина пур енчен те хамӑр учительница евӗр хӑтланма пӑхатчӗ, ун майлах: «Дер, дес, дем, ден…» тесе тӑсса каласа, карандашӗпе кӗнекине шаклаттаратчӗ. Пӗр хутчен эпӗ унпа кӗҫех хирӗҫсе каймарӑм, вӑл хуҫкаланма пуҫласан, мана чӑтса ларма питӗ йывӑрччӗ, эпӗ ирӗксӗрех фӑрклата-фӑрклата илеттӗм. Тата, вӑл ытла мӑнкӑмӑлланасран, юриех хам кинора вӗренсе юлнӑ француз сӑмахӗсене персе яраттӑм, — ҫав нимӗҫле мӗн тени пулать-ха, — тесе аптӑрататтӑм мӗскӗне. Мӑнтарӑн Катя хӗрелсе каятчӗ, сӑмахран сӑмах ҫине упаленме пуҫлатчӗ, унтан кӳренсе: нимӗҫле ун пек калаҫмаҫҫӗ, ӑна куҫарма ҫук, тесе хуратчӗ.

Ромка Каштан хӑйӗн урокне яланах ҫапла пуҫлатчӗ:

— Ҫапла ӗнтӗ пирӗн программӑн ҫитес номерӗ: нимӗнрен хӑраман, нихҫан аптӑраман ҫамрӑк Роман пантера читлӗхне хӑюллӑн утса кӗни (астӑвӑр, вӑл манӑн чина пӑртак ӳстернӗ, ӗлӗкрех урӑхла калатчӗ). Алле-гоп! Акӑ кӗтес АВС. Пирӗн ҫакна пӗлмелле…

Математикӑпа вӑл пирӗн класра чи вӑйли. Ӑнлантарасса та питӗ тӗплӗн ӑнлантарать. Кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек вӑл калама ҫук чӑтӑмлӑ репетитор пулса тӑчӗ. Уроксем хыҫҫӑн вӑл чылайччен манпа тертленсе ларатчӗ, шӳт тума та манса кайрӗ, эпӗ арпашӑнса кайсан, ассӑн сывла-сывла илетчӗ. Класра пиртен кулкалама та пуҫларӗҫ: иксӗмӗре пӗрле курсан, куҫа пӗлӗтелле ҫӗклеҫҫӗ, юри ассӑн сывланӑ пек тӑваҫҫӗ. Ромка та пирӗн темскер шухӑша кайрӗ.

— Нимӗн те ӑнлаймасть тетӗн пуль эсӗ? — терӗ вӑл пӗрре. Пӗлетпӗр камшӑн тӑрӑшнине. Расщепей …

Эпӗ, ахӑрнех, ҫакна илтсен, питӗ те хӗрелсе кайрӑм пулас, мӗншӗн тесен, Ромка, кӗнекесене портфеле чикнӗ май, шухӑша кайса каларӗ:

— Эх, Крупицына, пурне те ӑнланатпӑр эпир…

Вара эпӗ хам та кӑштах ӑнланса илтӗм.

— Нимӗн те ӑнланмастӑн эс, Ромка! Эпӗ чӑнахах та сӑмах панӑ, эсӗ ҫак ӗҫ ҫине темӗнле ухмахла пӑхасшӑн.

— Ҫавӑ ҫав… Эпӗ сана сӑмах тытмашкӑн пулӑшма ҫеҫ кирлӗ.

— Рома, эпӗ санпа яланах йӗркеллӗ, эсӗ вара — ӗмӗр йӗкӗлтесшен, ӑҫтиҫука калаҫан…

— Эсӗ ху шӳт сӑмахшӑн ҫиленен, — каласа хучӗ вӑл, ман ҫине куҫ айӗн пӑхса, унтан ҫав самантрах хӑйӗн яланхи учӗ ҫине сиксе ларчӗ.

Читлӗхре инкек! Ҫамрӑк укротитель публика умӗнче пӗтет. Ачаран мӑйраки те ури анчах тӑрса юлнӑ. Курма васкӑр!

— Кирлӗ мар Ромка, — каларӑм эп, пӗркун хама Расщепей ӳкӗтлесе каланӑ пек. — Эсӗ ӑслӑ ача. Атя лайӑх тус пулар.

— Атя, — килӗшрӗ вӑл юлхавлӑн. Ӳлӗм ун ҫакӑн ҫинчен калаҫу пулмарӗ.

Ҫапла, ачасем пулӑшнипе, эпӗ ҫитменлӗхсене пӗтертӗм, каярах Расщепей экспедицинчен таврӑнсан, ӑна эп ҫулталӑк: хушшинчи ҫитӗнӳсем ҫинчен калакан чип-чипер ведомость кӑтартма пултартӑм.

Кунсӑр пуҫне, эпӗ хулари Пионерсен ҫуртӗнче ҫамрӑк астрономсен кружокне ҫырӑнтӑм, канмалли кунсенче унта ҫӳреме пуҫларӑм. Картонран тунӑ кӗпҫерен тата икӗ лампӑран эпӗ хам тӗллӗн пӗчӗк телескоп турӑм, ӑна хамӑр отряд валли парнелерӗм тата, ҫитменнине, каникул умӗн пулнӑ юлашки сборта, хӑюланса кайсах, доклад туса патӑм: «Походра хӗвел тӑрӑх тата ҫӑлтӑрсем тӑрӑх ҫул тупасси ҫинчен». Манӑн доклад ачасен кӑмӑлне питӗ килӗшрӗ; алӑ ҫупса чарӑнсан, Ромка Каштан ман пата пычӗ те:

— Ну, саламлатӑп! Халь эсӗе Крупицына мар, Джордано Бруницына… Анчах мӗн те пулин пӑтраштарса патӑн пулсан, сан пирки эпир ҫухалса кайсан, асту — пирӗн костёра ан лек!

Шкул ӗҫӗсем пӗтрӗҫ, пирӗн класс ачисем чылайӑшӗ Мускав ҫывӑхӗнчи пионер лагерне кайрӗҫ. Ман хуларах юлмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен, эпӗ ҫак кунсенче яла, Егорьевск таврашӗнче пурӑнакан мӑнакка патне кайма пултӑм. Ачасем лагерьтен ман пата ҫыру ячӗҫ, Расщепейпе калаҫса пӑхма ыйтаҫҫӗ. Вӗсен Александр Дмитриевичпа паллашас килет-мӗн, хӑйсем патне чӗнсе илсе, пионер костёрӗ умӗнче калаҫас килет. Нумай пулмасть вӗсем патӗнче пӗр паллӑ лётчик тата ача-пӑча писателӗ пулнӑ. Халӗ ав — Расщепее курасшӑн. Эпӗ ҫийӗнчех Александр Дмитриевич патне шӑнкӑравларӑм. ачасен ыйтӑвӗ ҫинчен пӗлтертӗм, вӗсем хама мӗнле пулӑшни ҫинчен каларӑм, вара вӑл — эх мӗнле кӑна савӑнӑҫ! — килӗшрӗ.

— Юрӗ, кайса килӗпӗр, — терӗ. — Юрать. Калаҫӑпӑр.

Пирӗн лагерь Мускав — Атӑл каналӗ патӗнче, тӑваттӑмӗш шлюз
хыҫӗнче иккенне пӗлсен, хӑй те хӗпӗртесе кайрӗ:

— Э, ку пит лайӑх! Шыва кайӑпӑр! Эпӗ, ятне тенӗ пекех, яхтӑна та тин ҫеҫ хута ятӑм. Пит лайӑх!

Тепӗр кану кунӗ ир-ирех вӑл пирӗн пата хӑйӗн ылтӑн-симӗс машинипе кустарса пычӗ, вара тепрер сехетрен эпир унпа Химкири шыв вокзалне ҫитрӗмӗр.

Водохранилище енчен ҫӑмӑллӑн ҫеҫ ҫил вӗрсе тӑрать; чӑлт шурӑ гидросамолетсем, шӑрчӑк пек вӗҫкелесе, шыв ҫине пырса лараҫҫӗ, чарӑниччен малтан ҫап-ҫутӑ тӗкӗр ҫийӗпе, ылтӑн ҫӑлтӑрне пӗлӗте ҫити ҫӗкленӗ вокзал-дворецӑн ҫӑп-ҫӑмӑл шурӑ кӗлеткинче хӑй ҫине ӳкернӗ тӗкӗр ҫийӗпе шӑвӑнса илеҫҫӗ. Таҫта куҫ тӗлне пулман пытанчӑк музыка вылять, вокзал верандисем ҫинче ир-ирех ҫитнӗ Мускав ҫыннисем уявлӑн ҫӳреҫҫӗ, фонтансем чашкӑраҫҫӗ, вӗсене пула, илемлӗ ир тата та уҫҫӑн, тата та ҫуттӑн курӑнать.

Расщепейӗн яхти ҫыран хӗрринче, пӗчӗкҫӗ бухтӑра ларать. Вӑл ҫӑмӑл та чипер кимӗ, лутра каютӑллӑ, яштака мачтӑллӑ. Хӗвел питӗнче каютӑн ҫутӑ чӳречисем, борт тата иллюминатӑрсем ҫинчи пӑхӑр пайӗсем ялтӑраса тӑраҫҫӗ; улалатса сӑрланӑ палубӑна лакпа витнӗ, ун ҫинчи вентиляторсем, хӗрлӗ ҫӑварӗсене чавка пек карса, йӗс мӑйӗсене кукӑртса тӑраҫҫӗ. Ҫил водохранилище ҫинчен ҫӑмӑл хумсем хӑвалать, яхта, ҫамрӑк урхамах пек, тимӗр тӑлӑсем вӗҫҫӗн чӗтренкелесе, халь-халь ӗрӗхсе каяс пек, пӑркаланах тӑрать. Унӑн шап-шурӑ борчӗ ҫинче, шӑп сӑмси тӗлӗнче, ылттӑн саспаллисемпе ҫаптарнӑ ят: «Фламмарион». Сӑмси тӗлӗнчех, якорь шӑтӑкӗсен айӗнче, хӗрлӗпе ҫавӑрттарнӑ ҫаврашка, ҫаврашкан малалла авӑнса тӑракан уххи пур. Ҫак вӑл Марс планетӑн астрономири палли — ухӑ йӗппиллӗ ҫаврашка, икӗ ҫулҫӑллӑ, пӗр панулмиллӗ турат майлӑскер.

Ҫыран хӗрринче парапет умне темӗн чул ҫын пуҫтарӑннӑ, пурте чипер яхта ҫинелле пӑхаҫҫӗ. Палуба ҫинче пӗр ача аппаланать, вӑл шалҫа пек вӑрӑм, ҫийӗнче — ҫуланса кайнӑ матрос тумтирӗ, йӗмне чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ, аллинче — наждак хучӗ, унпа вӑл ахаль те хӗвел пек ялтӑракан пӑхӑра тата та сӑтӑрать.

— Котька! Тус! Аван-и? — ҫӳлтенех кӑшкӑрса анать Расщепей.

Вӑрӑм ача формӑллӑ кивӗ картузне ӗнси ҫине лартрӗ, сиксе тӑчӗ, палуба ҫинче выртакан швабрӑна ярса тытрӗ, тӳрленсе илчӗ, унтан, ҫӗр ҫӑтнӑ пек, люка чӑмса ҫухалчӗ. Вара ҫав секундӑрах яхтӑн маччи ҫине сигнал флагӗсен чӑпар ярӑмӗ вӗҫсе хӑпарчӗ — хӗрлӗ, кӑвак, сарӑ…

— Маттур! — терӗ Расщепей. — Йӗркене пӗлет.

Эпир каҫма ҫинелле антӑмӑр. Хайхи ача, яхта люкӗнчен сирпӗнсе тухса, ҫыран хӗррине сикрӗ, тавӑрнӑ клешне каялла янӑ, робине тӳмеленӗ; ҫара кӗлисене маттуррӑн ҫатлаттарса, Расщепее чыс пачӗ.

— Судно ҫула тухма хатӗр, — ман енне ырламасӑр куҫ хывнӑ май, тури вырӑссем пек «о» ҫине пусарах каларӗ ача. — Мотор тирпейлӗ, заправка хатӗр, продовольстви хунӑ, вӑл-ку пулман.

— Вольно! — хушрӗ Расщепей. Вара хай ача йӑлтах урӑх сасӑпа:
— Александр Дмитриевич, манмарӑр-и? Фламмарион сочиненийӗсене илсе килме пулнӑччӗ, — терӗ.
— Чӑнах та, пӗр суя та ҫук, ҫӳретӗн-ҫӳретен ҫак валашкапа, мӗншӗн ун ячӗ ҫапла — пӗлместӗн.

— Пур, илсе килтӗм.

— Пӗччен мар каятпӑр пулать? — ыйтрӗ ача, каллех ман енне пӗрре те ырламасӑр тинкерсе пӑхса.

— Ҫапла ҫав, килӗш ӗнтӗ, — каларӗ Расщепей. — Акӑ паллашӑр, май килнӗ чух: ку чаплӑ Устя-партизанка (ача ман ҫине ӑмсанса пӑхса илчӗ), ку вара — Мускав таврашӗнчи паттӑр тинӗсҫӗ Константин Чиликин. Манӑн ҫывӑх тус, ҫак карапӑн юнги, мана ҫӑлакан.

«Тата тепӗр ҫӑлакан», шухӑшласа илтӗм эп нимӗн кӑмӑлсӑр тенӗ пек.

Эпир машина ҫинчи пур пек хатӗр-хӗтӗрсене яхта ҫине куҫартӑмӑр, Расщепей мана пӗр типтерлӗ каютӑна вырнаҫма хушрӗ. Каюта чӳречисем куҫкӗски евӗр ҫутӑ, вӗсем ҫинче ҫӳҫеллӗ пурҫӑн карӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑй, Расщепей, каютӑра чарӑнса тӑмасӑр, малти вырӑна иртрӗ — унта штурвал, мотор управленийӗн щитокӗ. Котька Чиликин кӗленче алӑк урлӑ, водитель вырӑнӗнчен, ман ҫине куҫне илмесӗр пӑхать.

— Ну, мӗнле, пурне те тӗрӗслерӗн-и? — ыйтрӗ Расщепей Котькӑран.

— Мӗн иккӗленетӗн? Рапорт патӑм-ҫке — пурте йӗркеллӗ тесе, — ответлерӗ Котька. — Куна пули-пулми ан тыткалӑр, мотор хӑйне пустуй тӗрткеленине юратмасть.

— Ну юрӗ, юрӗ ӗнтӗ, ан ҫилен, — килӗшнӗ пек сасӑ пачӗ Расщепей.

Котька хӑйне ҫавӑн пек хуҫалла тыткалани мана меслетсӗр тарӑхтарса ячӗ. Епле вӑл хӑять Александр Дмитриевичпа ҫакнашкал калаҫма!

— Чӗтретнӗ ан пултӑр! — каллех вӗрентет Котька. — Пӗлетӗп эп, эсир ялан сикчӗллӗн тытма пӑхатӑр, мотор йӑлине пӗлес пулать, кун пек ӑна хавшатма та часах.

— Юрӗ, юрӗ, Котька, итлетӗп, — йӑвашшӑн килӗшет Расщепей, хӑй ҫав вӑхӑтрах ман еннелле пӑхса чеен куҫ хӗссе илет. — Ну-ка. — кӑшкӑрчӗ вӑл сасартӑк капитан сассипе, — ну, Котька, тапранӑпӑр!

— Тапранӑпӑр! — ҫивӗч те саттур ответлерӗ Котька. Унччен те пулмарӗ, палуба ҫине сиксе тухрӗ, хурҫӑ тӑлӑсене салтса илсе, вӑр-вар пуҫтарса хучӗ.

Каюта урайӗ айӗнче темӗскер кӗмсӗртетсе кайрӗ, чакӑртатни илтӗнчӗ, кимӗ хыҫӗнче тӗтӗмпе пӗрле сарӑ шыв пӗрхӗмӗ сирпӗнсе тухрӗ, вара эпир Водохранилище варринелле вӗҫтертӗмӗр. Кунта Расщепей мотора сӳнтерчӗ, парӑс ҫӗклеме хушрӗ. Парӑс карӑнса ҫӗкленчӗ, чӗтреме пуҫларӗ, унӑн вылянса тӑракан мӗлки кимӗ ҫине ӳкрӗ, вара яхта, тайӑларах парса, шыв вокзалӗ хӗрринчен, ҫӳлӗ шурӑ пароходсем ҫумӗнчен, шавлӑ пляж патӗнчен пӗр сасӑсӑр шӑвӑнса иртсе кайрӗ.

Эпӗ, хуҫа пулса, каютӑна тирпейлерӗм: дивансем ҫине кӗртсе пӑрахнӑ ҫыхӑсене пуҫтартӑм, хуҫланакан сӗтеле вырнаҫтартӑм, ҫиттине витрӗм, хатӗр-хӗтӗрсене салтса хутӑм. Кимӗ малаллах каять. Пӗр вырӑнтан, тарӑн хушӑкран, эпир каллех парӑса антарса иртрӗмӗр, аялта шыв, таҫта ҫӳлте — кӑвак тӳпе, ик еннипе — чӑнкӑ та тӑвӑр ҫырансен ешӗл капламӗ, Унтан каллех, мотора чарса, парӑс ҫӗклесе, эпир Водохранилище тӑрӑх симӗс сӑмсахсем патӗнчен, хирӗҫ пулакан яхтӑсен ҫумӗнче ярӑнса ҫӳреме пуҫларӑмӑр. «Фламмарион» тӗлӗнмелле хитре. Вӑл шыва сӑмсипе ҫӑмӑллӑн касать, ӑна. ҫемҫен ҫавӑрса пӑрахса, йӑпӑркка шурӑ борчӗсем ҫуммипе ик еннелле хӑвалать.

Малтан сӑмах чӗнмесӗр пынӑ Котькӑн, пыра-киле, чӗлхи уҫӑлчӗ. Вӑл чулхуласем иккен, халиччен тури юхӑмра ҫӳренӗ, кӑҫал канал ҫинчи ФЗУ шкулне шыв ӗҫне вӗренме кӗнӗ, шыв ҫинче ӑнӑҫлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Александр Дмитриевич хӑй патне илнӗ. Вӗренсе пӗтерсен, унӑн пысӑк теплоход ҫинче ӗҫлеме шухӑш пур.

Котька, Расщепейпе улшӑнса штурвал патне тӑрсан, Александр Дмитриевич мана ҫапла каласа пачӗ:

— Тӗлӗнмелле йекӗт! Чи аванни — хӑй ӗҫне юратни, калама ҫук кӑмӑллӑ ача. Вӑл чӑнах та мана пӗрре шывран сӗтӗрсе кӑларчӗ. Эпӗ шыва персе антӑм. Тӗрӗс, — вӑл сассине антарса, малта ларакан Котька ҫурӑмӗ ҫине чеен пӑхса илчӗ, — тӗрӗс ӗнтӗ, эпӗ пит лайӑх ишетӗп, унсарӑн та путман пулӑттӑм, анчах та чи ырри ҫакӑ — вӑл нимӗн турткаланса тӑмасӑр ман хыҫран сикрӗ, ҫӗне штиблетпах, урине те ҫалтмарӗ. Аван йекӗт!

Эпир кунӗпех Водохранилище тӑрӑх ярӑнса ҫӳрерӗмӗр. Илемлӗ, тарӑн бухтӑсене кӗре-кӗре, лаштра йывӑҫсен хушшинче чарӑна-чарӑна тӑтӑмӑр, пирӗн кимӗ кун пек чух ҫулҫӑсен ҫинех пулать. мачта курӑнмасть. Каҫа хирӗҫ, шыв хапхисем витӗр тухса, тӑваттӑмӗш шлюз хыҫне чарӑнтӑмӑр.

Ромка Каштан, хирӗҫ тухнӑскер, пире паҫӑртанпах кӗтет-мӗн. Вӑл кӳмеллӗ урапа кӳлнӗ лашапа. Кӳми — кулӑшла, вӗҫме пикеннӗ вӑрӑмтуна пек: ҫинҫе шӑллӑ кустӑрмисем — тем ҫӳллӗш, вӗсен ҫийӗпе тармакланса тӑракан икӗ ҫунат. Ромка хӑйне лаша шанса панӑшӑн ытла та хӗпӗртенӗ пулас, вӑл йӑвашшӑн тӑракан ула лаша тавра кускалах ҫӳрет, кирлӗ мар ҫӗртен ҫиллес ямшӑк сассипе тулхӑрса илет.

— Тӑр, Спирька, тӑр, тенӗ сана! Пӗрре сӑптӑрсан! Тӑрр, ҫӑва патне каясшӗ!

Котька яхтӑна хӑварса, пирӗнпе пыма килӗшмерӗ.

— Манӑн тивӗҫӗм — судно патӗнче пуласси, — сулхӑнӑн каларӗ вӑл, — енчен, каймалла пулсан. Эсӗ асту, — терӗ вӑл мана, айккинерех чӗнсе илсе, — Александр Дмитриевича пӑхкалах тӑр, ачасем ытлашши ан аптӑратчӑр. Вӑл чирлӗ, ун хыҫҫӑн ялан пӑху кирлӗ.

Ромка хаяр саслӑ лавҫӑсен манерне аванах ӳкернӗ пулин те, ула Спирька ӑна пӗрре те итлесшӗн мар, шав сулахаялла пӑрӑнма пӑхать.

— Ку сана, Ромка, гиенӑсене алла вӗрентесси мар пулӗ ҫав? — шӑппӑн каласа тӑрӑхларӑм эп ӑна.

Вӑл хӗрелсе кайрӗ. Тилхепене Расщепейӗн тытмалла пулчӗ, вара Ромка пушшех те намӑсланчӗ. Александр Дмитриевич ҫӑмӑллӑн кӑна шӑхӑрса илчӗ, лаша хыҫалалла чалӑшса пӑхрӗ те, малалла калтах кайса, сарлака та лӑпка юртӑпа хускалчӗ.

Лагерь пире урӑм-сурӑм шавпа, коллективлӑ салампа («Сы-вӑ пултӑр пи-рӗн ю-рат-нӑ ар-тист!» т. ыт. те) кӗтсе илчӗ. Пӑртак тӗттӗмленсен, вӑрман хыҫӗнчи айлӑмра типӗ чӑрӑшсенчен пирамида турӗҫ. Пилӗк таран ҫарамас ачасем (кочегар команди) факелсем ялкӑштарса пычӗҫ, ҫулӑм часах типӗ туратсене хыпса илчӗ, вара пионерсем чӗтретсе «урра» кӑшкӑрнӑ, барабансем тапӑртатнӑ, горн авӑтса тӑнӑ хушӑра лагерьти хӗрӳллӗ костер шатӑртатса ҫӗкленсе кайрӗ. Ачасем унтан пӑртакҫӑ аяккарах, сӑрт ҫамки ҫине, ҫурма ҫаврашка пулса пухӑнса ларчӗҫ.

— Просим, просим! — ҫуйӑхса алӑ ҫупаҫҫӗ вӗсем. Расщепей ҫерем ҫинчен тӑчӗ, малалла утса тухрӗ, костера тӳртен ҫаврӑнса тӑчӗ. Ун хыҫӗнче ҫулӑм ялкӑшса ҫунать, пичӗ ун палӑрмасть, анчах тӑн-тӑн кӗлетки, вутлӑ йӑрӑмпа йери-тавра ҫавӑрса ҫырнӑ пек, уҫҫӑн курӑнать.

— Мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр, ачасем?

— Хӑвӑр ҫинчен каласа парӑр… Мӗнле ҫакӑн чула ҫитни ҫинчен.

— Юрать, ачасем, эпӗ сире хам ҫинчен тата хам мӗнле майпа артист, режиссер пулни ҫинчен каласа кӑтартӑп. Атьӑр-ха эппин телей ҫинчен тата ҫав телее ҫынсем мӗнле тупни ҫинчен калаҫса пӑхар.

Вӑл хӑйне ача чух гимназинчен кӑларса яни ҫинчен каларӗ: вӑрттӑн кружоксене хутшӑннӑшӑн, вӑрттӑн литература салатнӑшӑн; университета пӑрахса, граждан вӑрҫине тухса кайни ҫинчен каларӗ, вӑл ун чух астрономи кафедрипе университетрах юлма хатӗрленнӗ пулнӑ иккен. Унтан эпӗ тепӗр хут Котовский патӗнче пулнӑ истори ҫинчен илтрӗм, мӗнле вӑл, легендарлӑ комбригпа пӗрле, казак есаулӗ пек тумланса, Антонов бандине тытни ҫинчен. Кун хыҫҫӑн вал хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен, искусство ҫинчен, манпа кинора хӑй мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

— Крупицынӑна тата ӳкеретӗр-и? — кӑшкӑрса ыйтрӗ ачасенчен пӗри.

— Ҫук, тусӑмсем, ман шутпа унӑн халь урӑх ӳкерӗнмелле мар-ха. Халӗ вӗрентӗр вӑл. Кайран курӑнӗ унта. Искусствӑри пултарулӑх ҫулӗ, ӑсталӑх ҫулӗ питӗ те хӗн. Эпӗ шутлатӑп, шкулта «посредственно» вӗренни пӗрре те чыслӑ мар, искусствӑра посредственность пулни — йӑлтах киревсӗр ӗҫ вара, вил те вырт, темелле.

Такам нӑшлатса кулса ячӗ, анчах ыттисем пурте шӑпӑрт лараҫҫӗ, хӗрӳллӗ костер хутран-ситрен шартлатса илни ҫеҫ илтӗнкелесе каять.

Расщепей пӗр самант ачасен чӗмсӗрлӗхне сӑнаса тӑчӗ, ахӑрнех, вӑл ҫак шӑплӑхра темӗскер пуррине туйрӗ пулас!

— Пӗлетӗп эп, чылайӑшӗ сиртен: Крупицына хӑй телейне вӗҫертрӗ тесе шутласшӑн. Ҫакӑн пек айван та киревсӗр теори пур. Кашни ҫыннӑн «пурнӑҫра темӗнле самант» пур имӗш, телей саманчӗ тейӗпӗр, ӑна ярса тытмалла иккен, шанс тенине ҫухатмалла мар, теҫҫӗ. Ку вӑл мещенсен. обывательсен хушшинче ҫӳрекен путсӗр мораль. Пирӗн хушӑмӑрта та ҫавӑн пек ҫынсем ҫук мар. Пӗрре телейлӗ самант тӗл пулаҫҫӗ те, вара ӗмӗр ҫавна хӑвалаҫҫӗ. Ӗҫ тухмасан, шалтӑрах каяҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем ӑсӑнса пӗтнӗ ҫӑл вырӑнне хураҫҫӗ. Урӑх ӗҫе тытас — алӑ пымасть. Ҫавӑн пек ҫынсем — мӗскӗн чунсем, самант рыцарӗсем.

Расщепей чарӑнчӗ. Тамалса ҫитекен костер шартлатса илни илтӗнсе кайрӗ.

— Ыйтма юрать-и? — сасӑ пачӗ Ромка Каштан: — Ну, ҫапах та, пулма пултарать-ҫке пурнӑҫра хӑйне уйрӑм, калӑпӑр, питӗ кирлӗ, пите ҫивӗч, чи йывӑр самант, тейӗпӗр. Ҫавна чухласа илес тесен, мӗн пӗлмелле?

Юрӗ эппин, — терӗ Расщепей, — эпӗ сире ун ҫинчен юмах ярса парӑп.

Чи йывӑр самант ҫинчен янӑ юмах.

Пӗр ырӑ ҫыннӑн пилӗк ывӑл пулнӑ. Тӑвансем тату пурӑннӑ, пӗр-пӗриншӗн хытӑ тӑнӑ, ӑна-куна тӑвас пулсан, ашшӗнчен иртмен, яланах унпа килӗштернӗ. Ашшӗ те, ачисем ҫавнашкал йӗркеллине кура, час-часах: «эпӗ пилӗк ывӑлӑма пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек пӗлсе тӑратӑп», — теме юратнӑ. Чӗнессе те, вӗсене: аслине — Пуҫ-пӳрне, иккӗмӗшне — Палан-ӳте, вӑталӑххине — Ӳте-тирек, ун хыҫрине — Сӗм-сӗмекке, кӗҫӗннине — Кача-папак тесе чӗннӗ.

Пӗрре ашшӗ, ывӑлӗсене чӗнсе илнӗ те, ҫапла каланӑ: — Савнӑ ывӑлӑмсем! Туятӑп, вилесси ман инҫе юлмарӗ. Хӑвӑр тӗллӗн пурнӑҫ тума, телейӗре тупма сире вӑхӑт ӗнтӗ, ачамсем. Хӑюллӑ пулӑр, тӳрӗ пурӑнӑр, хӑравҫӑ чун ан пулӑр. Паттӑр хускатӑр пысӑк ӗҫсене; ытах та хура кун килсен, йывӑр самант ҫитсен, аҫӑр пиллӗхне ан манӑр. Акӑ, ылтӑнӑмсем, пурсӑра та пӗрер ҫӗрӗ. Сире вӗсем йывӑр самант валли юрӑхлӑ пулӗҫ. Астӑвӑр, ку ҫӗрӗсем асамлӑ; вӗсенче ӑрӑмлӑ вӑй: кирлӗ пулсан, пӳрнӗр ҫинчен хывса илӗр те, шухӑшӑра каласа, унӑн витӗр вӗрӗр, вара мӗн асӑнни куҫ хупса иличчен пулса тӑрӗ. Анчах та ҫӗррӗн хӑвачӗ пӗрре кӑна. Хӑйӗнне турӗ пулсан, урӑх вӑл вӑйне те памасть, пӳрне ҫине те лармасть. Тепӗр хут калатӑп; ҫакна ан манӑр: аҫӑр пиллӗхне чи йывӑр самантшӑн анчах упрама тӑрӑшӑр.

Ашшӗ вара пур ывӑлне те ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ: аслине — пуҫ пӳрни ҫине, иккӗмӗшне — шӗвӗр пӳрни ҫине, вӑталӑххине — вӑта пӳрни ҫине, ун хыҫрине — ятсӑр пӳрне ҫине, кӗҫӗннине — кача пӳрни ҫине.

Старик чӑн та нумай пурӑнайман, вилнӗ. Вара пиллӗкӗн пӗр тӑван: Пуҫ-пӳрне, Палан-ӳте, Ӳте-тирек, Сӗм-сӗмекке тата Кача-папак — пиллӗкӗн пилӗк ҫӗрӗллӗ телей шырама тухса кайнӑ.

Аслӑ Тӑван ашшӗн сӑмахне ҫирӗп тытма шутланӑ, ҫӗррӗн асамлӑ хӑватне пули-пулмишӗн пӗтересшӗн пулман. Пурнӑҫӗ вара ун, телейне кура, питӗ те хӗн хурлӑ пулнӑ. Вӑл иртен пуҫласа каҫчен тертленнӗ. Кил йышӗ пысӑк, ӗҫлекен ҫук, хыткан арӑмӗ хаяр, ачисем шӑтан-юхан, наян, хӑлӑхсӑр пулнӑ. Питӗ чухӑн пурнӑҫпа пурӑннӑ вӗсем. Анчах Аслӑ Тӑван хӑйӗн асаплӑ пурнӑҫне тӳснӗ, ашшӗ пилленӗ ҫӗрре чӑн-чӑн йывӑр самант ятне усранӑ. Арӑмӗ те упӑшки аллинче ҫавӑн пек телейлӗ ҫӗрӗ пуррине пӗлнӗ. Мӗн чухлӗ ӳкӗтлемен вӑл упӑшкине: «Яр-ха, тархасшӑн, яр ҫав ҫӗрре!» — тенӗ. Леш, тепле йӑлӑнса тархасласан та, хӑйӗннех пенӗ:

— Чим-ха, карчӑкӑм, — тенӗ вӑл, — ан васка, тен, ку йывӑр самант мар пулӗ-ха, тен, малашне тата йывӑртарах килӗ. Мӗн тӑвӑпӑр вара ун чух. Атя, епле май апла, тӳскелӗпӗр…

Пӗрре Аслӑ Тӑван пулла кайнӑ. Кӳлӗрӗ асар-писер тӑвӑл хускалать. Тем ҫуллӗш хум капланса пырса, Аслӑ Тӑван киммине ҫӗклесе ҫапать, таҫта ҫити ывӑтса ярать. Тӑван путма пуҫлать, пӗр анать те пӗр тухать. Хайхи, пиллӗх ҫӗрри аса килех каять: «Эх! — шухӑшлать Аслӑ Тӑван, — алӑ айӗнче пӗр шӑтӑк кимӗ те пулин пултӑрччӗ… Анчах, тепӗр тесен, ун пек ӑҫтиҫукшӑн пӗртен пӗр мулӑма ҫухатма шел. Тен, ку ҫапах та йывӑр самант мар пуль-ха. Тапаланатӑп-тапаланатӑп та, тухӑп…» Шӑп ҫав самантра тем капламӑш хум килсе, ӑна пуҫӗпех пуҫтарса хунӑ.

Ҫапла пӗтнӗ Аслӑ Тӑван; пиллӗх ҫӗррипех шыва путнӑ вӑл. Хӑйне те, ҫынсене те телей тӑвайман.

Кӗҫӗн Тӑван, Кача-папак, йӑлтах урӑхла ӑс тытнӑ. Вӑл Ҫӑмӑлттай этем пулнӑ, эрехе юратнӑ, вӑйӑ-кулӑшӑн каҫса кайнӑ. Ашшӗ вилсенех, Кача папак ӑш хыпнипе аптраса ӳкет.

— Мӗскер кӗтсе тӑмалли пур ӑна, йывӑр саманта! Тен, килмӗ те, мурилеш! — ҫуйӑхчӑ Кача-папак. — Ман халех ак чӑтма ҫук ӑш ҫунать. Ку сӑлтав, ман шутпа, питех те ҫителӗклӗ.

Вара вӑл тем чухлӗ хӑна пуҫтарать, вӗсене пушӑ сӗтел хушшине лартать, унтан, кача пӳрни ҫинчен пил ҫӗррине хывса:
— Пулас пекки пултӑр! Ҫиер умран юличчен, ӗҫер кайса ӳкиччен! — тет.

Хайхи, ҫак сӑмахсене каласа, ҫӗрӗ витӗр вӗрсенех, пушӑ кӗреке тулса та ларать: чӑлт шурӑ ҫиттисем ҫинче тем-тем тӗслӗ ҫиме, пулкки-пулккипе эрех, пички-пичкипе сӑра. Виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр хӑналанӑ Кача Тӑван хӑнисене. Ҫавӑн хыҫҫӑн чылайӑшӗ, ытлашши ӗҫнипе, виҫӗ ҫулччен мухмӑрла ҫӳренӗ, эрехрен йӑлт писнӗ; чылайӑшӗ, ытлашши ҫинисем, виҫӗ ҫулччен какӑрса ҫӳренӗ. Кача Тӑваншӑн ҫав кун пурнӑҫ ҫитнӗнех туйӑннӑ: «Телейӗм пур!» — тенӗ те вӑл, хӑнкӑлт йӑванса кайса, сӗтел айнех выртса ҫывӑрнӑ.

Тепӗр кун, тӑваттӑмӗш кунне, вӑл вӑранать, питне-куҫне тӑрмалать, пуҫӗ тӳсме ҫук ыратать. Пӑхать: хӑнасем кайнӑ, сӗтел ҫинче пӗр тӗпренчӗк те, пӗр тумлам та хӑварман.

«Юрӗ! — йӑпатнӑ хайне-хай Кача. — Панӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ харама каймӗ, хӑйсем те манмӗҫ, — ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, тав курки те тулӗ, ҫыртмалли те пулӗ».

Анчах кӗреке тусӗ — эрех пӑсӗ, — тенӗ ваттисем, — вӑл вӑраха пымасть. Тав сана — сав мана, урӑлнӑ — уйрӑлнӑ. Ҫав кӑна! Ӗнерхи туссенчен нумайӑшӗ паян Кача Тӑван ҫине пӑхасшӑн пулман — ҫав тери тӑраннӑ. Вӗсен, ӑна курсанах, пӗтӗм ӑшчик хускалнӑ, йӗклентернӗ. Арӑмӗсем тилӗрсе кайса ҫуйӑхнӑ:

— Тасал пуҫу сывӑ чух! Ҫитӗ арҫынсене астарма!.. Тарӑхнӑ Кача Тӑван. Вара ӑҫта куҫ курнӑ ҫавӑнта пӑрахса уттарнӑ, ӗҫне те тӑвайман, канӑҫне те курайман. Ӳкӗннӗ вӑл пилсӗр ҫынсен кӑмӑлӗсене кура асамлӑ ҫӗррӗн хӑватне ахалех сая янӑшӑн, анчах кайран пулнӑ. Ҫапла ҫука юлсах вилсе выртнӑ вӑл, унӑн пурнӑҫӗнче, пӗр асилӳсӗр пуҫне, урӑх ним те пулман. Чӑн та, ҫав тутлӑ асилӗве телей теме ҫук, анчах чун йӑпанӑҫӗ вырӑнне хума пулать…

Вӑта Тӑван тирпейлӗ, пурнӑҫра чухласа пурӑнакан ҫын пулнӑ. Вӑл пур ҫӗрте те «ылтӑн вӑталӑх» тенине шыранӑ.

«Ӑссӑр ҫын анчах ҫакӑн пек телей хӑватне пӗрре савӑнассишӗн ҫухатма пултарать», — тенӗ Вӑта Тӑван. Ҫавӑн пекех, темӗнле саманта кӗтсе ӗмӗр-ӗмер пурӑнни те усӑсӑр, ӑссӑр япала. Тата ҫав пархатарлӑ хӑвата пӗрре тытса пӗрре пӗтерни, ӳлӗм валли нимчул та хӑварманни пысӑк айванлӑх пулӗччӗ. Кунта питӗ чее пулмалла. Ҫук, ҫапла тӑвас пулать: унпа ӗмӗр тӑршшӗпех пӗчӗккӗн-пӗчӗккен усӑ курас пулать. Анчах ман малтан пысӑк инкеклӗ ҫын тупмалла» — тенӗ вӑл.

Вара Вӑта Тӑван, кутамккине ҫакса, пысӑк инкеклӗ ҫынна шырама тухса кайнӑ. Вӑл нумаях ҫӳремен. Ҫутӑ тӗнчере инкек-синкек ытлашшипех. Часах Вӑта Тӑван пӗр тирпейлӗ ҫурт умӗнче аван кӑна тумланнӑ ҫынна, анчах темшӗн калама ҫук кулянса лараканскере тӗл пулнӑ. «Акӑ хайхи, пысӑк хуйхӑ ҫакӑнта пулас», — шутласа та илнӗ Вӑта Тӑван. Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫурт хуҫи — хисеплӗ гражданин, ӗҫчен ҫын, пике пек арӑмӑн юратнӑ мӑшӑрӗ пулнӑ иккен, анчах ача-пӑча тӗлӗшӗнчен вӑл телей курман. Нумайччен вӗсем, арӑмӗпе иккӗш, ача-пӑчасӑр йӗрсе пурӑннӑ. Чӑнах та куҫҫуль ҫӗре ахаль ӳкмен, вӗсен йӗкӗреш ҫуралнӑ — пӗр ывӑл, пӗр хӗр. Ачасем питрен-куҫран шутсӑр чипер пулнӑ, анчах, пӗр пымасан ҫапла вӑл, вӗсен курпунӗ ӳснӗ. Вара ҫакӑ тирпейлӗ ҫуртра асат хуҫнӑ мӗскӗн ачасемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗн пысӑк хуйхи аталаннӑ.

«Ҫав кирлӗ те мана!» — хӗпӗртесе каланӑ Вӑта Тӑван, хурлӑхлӑ пӳрт алӑкне шаккаса.

Хирӗҫ тухаканни килхуҫи арӑмӗ пулнӑ. Куҫӗсем унӑн чӑтма ҫук хурлӑхлӑ пӑхнӑ. Вӑта Тӑванӑн лӑпкӑ чӗри те, ӗмӗр пӗр пек тапакан чӗре, ҫак хурлӑха курсан, тӳссе тӑрайман: икӗ пусӑм ытлашши тунӑ. Анчах Вӑта Тӑван часах хӑйне алла илнӗ: тепӗр минутӑранах унӑн чӗри, яланхи шая ларас тесе, икӗ пусӑм каярах сикнӗ.

— Салам, савнӑ кинемей! — сывлӑх суннӑ Вӑта Тӑван. — Часрах хуҫӑра чӗнӗр. Эпӗ сирӗн пата телей илсе килтӗм. Ачу-пӑчусене сыватӑп. Кӳрӗр вӗсене кунта. Манӑн шанчӑклӑ эмел пур. Паллах ӗнтӗ, куна никам та ахаль тӑвас ҫук. Сирӗн пӑртак тӑккаланма килет.

— Эй, чӑнах пулсан, — харӑссӑн каланӑ арӗпе-арӑмӗ, — эпир чӑрманса тӑрас ҫук. Мӗн чухлӗ ыйтатӑр?

— Ҫук, укҫалла мар эп, — тенӗ Вӑта Тӑван. — Мӗн вӑл укҫа? Укҫа тени — ку самантра шанчӑксӑр япала. Ӑна вӑрлама пултараҫҫӗ. Тата ылтӑн-кӗмӗл укҫара вӑрах выртсан, йӳнелет, хӑш чух пӑхӑра та тӑмасть. Мана урӑххи, ӗмӗтлӗреххи, кирлӗ. Акӑ, ытах сире хӑвӑр ачусем хаклӑ пулсан, ҫак хута алӑ пусса парӑр кӑна.

Ҫак сӑмахсемпе пӗрле вӑл алшӑлли тӑршшӗ хут кӑларать. Ҫав хут ҫине ҫакӑн пек условисем ҫырнӑ: пӳрт-ҫӳрт, йывӑҫ пахчи, ана-ҫаран, мӗнпур пурлӑх, куҫаканни те куҫманни те, Вӑта Тӑвана пулмалла. Хуҫисем хӑйсен ачисемпе мӗн ӗмер иртиччен Вӑта Тӑваншӑн ӗҫлесе пурӑнмалла, ӑна тӑрантармалла, ун ирӗкне пӑхӑнмалла.

Хуҫапа арӑмӗ макӑрса янӑ, анчах мӗн тӑвас тетӗн: харпӑр хӑйӗн ачи пӑчи тӗнчере темрен те хаклӑ. Хуҫа вара килӗшнӗ, хут ҫине алӑ пусса панӑ.

Акӑ Вӑта Тӑван патне икӗ пӗчӗк курпуна, хӗвел пек пит-куҫлӑскерсене, йӑтса пынӑ. Вӑта Тӑван ҫӗррине хывса илнӗ те пӗрре ҫеҫ вӗрнӗ — ытарайми йӗкӗт, чип-чипер хӗр телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ умне тухса та тӑнӑ.

Хуҫисем пӳртне-ҫуртне пӗтӗмпех Вӑта Тӑвана панӑ, хӑйсем чӑлана куҫнӑ. Вара вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех ун валли ӗҫленӗ, ӳпкелешсе калаҫма та хӑяйман. Ҫапла вӗсем, пурӑна-киле, чӑтӑмсӑр ӗҫрен хӑтӑлаймасӑрах вилсе те выртнӑ. Ачисем те хӑйсен ҫӑлаканӗ валли ӗҫленӗ. Канӑҫлӑ пурӑннӑ Вӑта Тӑван, нимӗнпе те чӑрманман. «Аттерен те, тӑвансенчен те ирттертӗм. Пӗр ҫӗрӗ пӗр ӗмӗр тӑрантарать вӗт! Хама та, ҫынсене те телейлӗ турӑм», — тесе вӑл ӗненсех шутланӑ.

Пӗрре ҫапла Вӑта Тӑван кӳршӗ-аршӑсем хӑйне ылханса калаҫнине тата леш тӑлӑхсем уласа макӑрнине илтнӗ. Хӑй сыватнӑ ачасен тертпе, хуйхӑпа каллех ҫурӑмӗсем пӗкӗрӗлнӗ, ҫакна вӑл тин ҫеҫ асӑрхать. Вара ӑнкарса илнӗ вӑл: никама та Вӑта Тӑван ырлӑх паман-мӗн, этемсене кӳме пултарнӑ телее вӑл хӑй вӗсенчен тӑпӑлтарса илнӗ. Ашшӗ пиллесе хӑварнӑ тӑрӑх, унӑн тӗнчене юрӑхлӑ, аслӑ ӗҫ тумаллаччӗ. Чӑнах та, май пулнӑ-ҫке ун хӑй хыҫҫӑн мӗнле те пулин ырӑ йӗр хӑварма. Вӑл пур, уссине ытларах курас тесе, хӑватлӑ вӑя ваккӑн-тӗвеккӗн салатнӑ, кулленхи айван йӑпанӑҫшӑн панӑ… Ытла та намӑс пулнӑ ӑна — сая кайнӑ пурнӑҫӗшӗн, тумаллине тӑвайманшӑн, телей самантне вӗҫертнӗшӗн… Ӑна пуҫтарса тирпейленӗ чух та тӑпри ҫинче никам та пӗр сӑмах шарламан, мӗншӗн тесен, вилнӗ ҫын ҫинчен аван мар калаҫни — кӑмӑлсӑр, аваннине калаҫма сӑлтавӗ пулман.

Сӗм-сӗмекке пилӗк тӑванран чи хӑюсӑрри пулнӑ. Ашшӗн сӑмахӗсем ӑна сехӗрлентерсе янӑ.

Акӑ ӗнтӗ, пыр та калаҫ, — мӑкӑртатнӑ вӑл, — хура кун… Йывӑр самант… Темӗн амакӗ те пулӗ ҫӗр ҫинче… ӑсу кӑна кайӗ! Мана та килсе ҫакланӗ-ши вӑл, ҫав йывӑр самант. Калама кӑна аван… Кӗт ӗнтӗ халь пӗр ӗмер. Ҫук, ман лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнасчӗ, нимӗн шиксӗр. Ан тив, манӑн пурӑнан пурнӑҫра нихҫан та нимӗн те ан пултӑр, кунҫулӑм тип-тикӗс юхтӑр, пӳкли те, пӳкле марри те кирлӗ мар мана.

Ҫакна каласа вӑл, ятсӑр пӳрнинчен ҫӗррине хывса, пӗрре ҫеҫ вӗрнӗ. Ҫил пулнӑ — ҫил самант чарӑнса ларнӑ. Сӗмекке пуҫӗ тӗлне пуҫтарӑннӑ пӗлӗтсем кӗҫех саланса кайнӑ. Аҫа ҫиҫӗмӗн пӗр юппи, пӗлӗт хушшинчен ухӑ йӗппи пек ярӑнса тухнӑскер, кӗҫех калла хӑй йӗннине кӗрсе ҫухалнӑ. Ку кӑна мар, вӑрӑмтуна та, Сӗм-сӗмеккен сӑмси ҫине ларма пӑхнӑскер, нӑйлатса аяккалла вӗҫсе кайнӑ.

Ҫапла пурӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ пирӗн Сӗмекке — пӗр ҫилсӗр, хускавсӑр, тӑп уяр ҫанталӑкпа. Унӑн пурнӑҫӗнче нихҫан та нимӗн те пулман. Ӑна шӑна та ҫыртман. Сунас та ермен.

Хӑй те вӑл никама та тӗрткелемен, чӑрмантарман. Шӑпи ун ҫӑп-ҫӑмӑл пулнӑ, ӗмӗре иртнине хӑй те сиссе юлайман. Пӗрре асӑнмалӑх та нимӗн пулман ун, мӗншӗн тесен, иртни тинӗс шак чулӗ пек яп-яка пулнӑ, этем ӑсӗ-тӑнӗ ун ҫине ҫыпҫӑнайман. Ватти ҫитсен, вӑл питӗ те пӑшӑрханса ӳкнӗ, ӑна этем майсӑр кичем пулнӑ. Вара вӑл мӗн те пулин пултӑрччӗ тесе ӑмсаннӑ… Ну, калӑпӑр, кушак та пулин чавса илтӗр, е, пӗрех хут, ӳкес, ҫапӑнас, аманас — ҫапах мӗн те пулсан асӑнмалӑх, ыратни тӳрленсен савӑнмалӑх, пулӗччӗ. Анчах, паллах ӗнтӗ, ӑна нимӗн те тивме пултарайман.

Вара, хуйха ӳксе, вӑл ҫакӑнма шутланӑ. Анчах ку шухӑш пурнӑҫа кӗреймен, ылтӑн ҫӗрӗ, малтан каласа хунӑ пек, хӑйӗннех тунӑ: пӑяв, урттӑннӑ-уртӑнман, шартлатса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Сӗм-сӗмекке шыва сикме пӑхать, анчах шыв, вӑл пынӑ-пыман, хум ҫаптарса аяккалла тарать. Ирӗксӗрех вара, кичемлӗхе чӑтаймасӑр, унӑн ӗселенчӗк вилӗмпе вилмелле пулнӑ. Сӗмекке Тӑван вилсе выртнине те никам та пӗлмен, мӗншӗн тесен, унччен вӑл тӗнчере пуррине те никам та асӑрхаман.

Пӗр Палан-ӳте анчах пиллӗх ҫӗррипе мӗн тумалли ҫинчен нумай шухӑшласа тӑман.

— Пӳрнене хӗсмест, йӑтма йывӑр мар, ӗҫлеме чармасть, сӑмса шӑнкарма анчах пӑртак кансӗрлет пулмалла, — тенӗ вӑл, ҫӗррине вӑта пӳрни ҫине тӑхӑнса. — Ну, нумайччен пуҫа ҫӗмӗрсе тӑма вӑхӑт ҫук. Тен, самант килсен, кирлӗ те пулӗ.

Вара вӑл, шӑхӑрса юрласа, тӗнче тӑрӑх телей шырама тухса кайнӑ. Нумай ҫӳренӗ вӑл — ялсем, хуласем тӑрӑх, тип ҫӗрпе, тинӗспе. Туттине-выҫҫине, ӑшшине-сиввине — пурне те курнӑ: ӑна хӗвел те ӑшаланӑ, ҫил-тӑман та ҫаптарнӑ. Анчах вӑл нихҫан та хуйхӑрман, ҫӗрри те унӑн асне сайра-хутра ҫеҫ килкеленӗ, вӑл та пулин шӑнкарнӑ чух кӑна (Палан Тӑван, паллах ӗнтӗ, ахаль ҫын пулнӑ, сӑмса тутӑрӗсӗр те аптӑраман).

Пӗрре вӑрманта ун ҫине усал этем тапӑннӑ, ылтӑн ҫӗррине туртса илесшен хӑтланнӑ. Анчах Палан Тӑван, вӑйлӑ та маттурскер, йывӑр ҫӗрӗллӗ чӑмӑрӗпе хураха пӗрре ҫеҫ панӑ, лешӗн ҫавӑнтах шалҫи тулнӑ.

— Акӑ юрарӗ те пӗчекҫӗ ҫӗррӗм, — тенӗ Палан Тӑван. Тепрехинче Палан Тӑван амӑшӗн аллинче татӑлса йӗрекен ачана курнӑ.

Палан, ылтӑн ҫӗррине хӗвеле хирӗҫ тытса, савӑнӑҫлӑ мулкачсем сиктерме пуҫлать, йӗре ача кулма пуҫлать, ылтӑн йӑлтӑрккасем енне пӗчӗк аллисемпе кармашать, лӑштӑрах каять.

— Акӑ каллех юрарӗ хайхи, — кулкалать Палан-ӳте. Часах пирӗн Палантай пер хӗре тӗл пулать. Кун пек чипер хӗре вӑл унччен нихӑш ҫӗрте те курман. Хӗрӗ йӑваш, ырӑ кӑмӑллӑ, ҫав тери хӳхӗм пулнӑ, амӑш пулас текен инкесем юри ун патне кӗре-кӗре тухнӑ, ҫуралас ачисене чипер тӑвасшӑн, нумайччен ун ҫине тинкерсе ларнӑ, Палан Тӑван ҫак хӗре чунтан-вартан юратса пӑрахать, хӗрӗ хӑй те ҫак паттӑр та савӑнӑҫлӑ качча ырӑ юратупа чыс тӑвать. Вӗсем арлӑ-арӑмлӑ пулма сӑмах пӗтереҫҫӗ, вара, авалхи йӑлапа, венчет ҫӗрри улӑштараҫҫӗ. Хӗр хӑйӗн аллинчи пӑхӑр ҫӗррине, сар-ту хрусталӗн ванчӑкӗпе куҫ хывнӑ ҫӗрре парать, Палан Тӑван, ҫав вӑхӑтрах, нимӗн турткаланса тӑмасӑр, вӑта пӳрни ҫинчи пиллӗх ҫӗррине кӑларса илет, ҫӗнӗ ҫын пӳрни ҫине тӑхӑнтартать.

— Акӑ ун валли тивӗҫлӗ вырӑн! — тет вӑл, йӑл-ял кулкаласа.

Анчах хӗр, хӑйӗн аллинче чӑн ылтӑнран тунӑ ҫӗрре курсан, именсе каять.

— Ҫук-ҫук, ку маншӑн ытла та хаклӑ. Тата пысӑк… Ҫитменнине, ҫав ҫӗрӗре мӗнле асамлӑ вӑй пытанса тӑнине пӗлсен, ҫӗрре пачах йышӑнмасть.

— Ҫук, эпӗ ӑна илме тивӗҫлӗ мар, хӑвнах йывӑр вӑхӑтра кирлӗ пулӗ.

— Ав мӗнле! Вара ман йывӑр инкек кӗтмелле-и тата? — тет Палантай. — Хура кунтан мӗн хӑрасси пур: эс мана яланах юратсан, чи хура кун та маншӑн уяв пек туйӑнӗ. Юратма пӑрахсан, манӑн урӑх нимӗнле ӗмӗт те пулас ҫук, пурнӑҫ та пурнӑҫ мар вара, ҫӗрӗ те ун чух кирлӗ мар.

— Антив эппин! — каланӑ ҫӗнӗ ҫын. — Мана та халь пурнӑҫра урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Эпӗ ку ҫӗрре нихҫан та аллӑмран хывас ҫук, нихҫан та, ниепле те унпа уйрӑлас ҫук.

Вара вӑл ҫӗрре пӳрни ҫине тӑхӑннӑ, ҫӗрӗ сасартӑк тӑвӑрланса, пӗчӗкленсе килнӗ, хӗрӗн пӳрнине лӑп кӑна юрӑхлӑ пулнӑ. Ҫапла вӗсем пурӑннӑ та пурӑннӑ. Пурнӑҫра вӗсен тем те пулнӑ: тутти те, выҫҫи те, ӑшши те, сивви те, савӑнӑҫӗ те, хурлӑхӗ те, хӗвел те пӗҫертнӗ вӗсене, ҫил-тӑман та аптарнӑ — тӗрлӗ тӗл килнӗ. Ҫӗррисене вара иккӗш те куҫ пек сыхланӑ: упӑшки — кӗленче куҫлӑ пӑхӑр ҫӗррине, арӑмӗ — пиллӗхлӗ ылтӑн ҫӗрре. Иккӗш те телейлӗ пулнӑ. Пыра киле, ватӑлса та ҫитнӗ. Ӗнтӗ Палан пичейӗн маттур ал-ури те ӗлӗкхи евӗр ҫаврӑнуҫӑллӑ пулман, тытнӑ ӗҫ час-часах алӑран ӳкме пӑхнӑ.

Пӗрре Палантайсем пурӑнакан хула ҫине тӗнчере ҫук тӑвӑл килет, аҫа ҫапса ҫумӑр ҫӑвать. Ҫумри ҫырма хуралса каять, унтан, ҫыранӗсенчен тухса, хула ҫинелле хускалать; Сивӗ хура хумсем Палан пичейпе арӑмӗ пурӑнакан пӗчӗк ҫурта ӳпӗнтерсе янӑ Хӑйсем, шереметсем, ун чух килте пулман, мӗнпур пеккине, ӗмӗр тӑршшӗпе перекетленӗ пурлӑха, урнӑ ҫырма шӑлса каять. Вара Палан Тӑван ҫакӑн чух пирвайхи хут карчӑкӗн алли ҫине пӑхса илнӗ.

— Ҫук, ҫук! — хыпӑнса ӳкнӗ арӑмӗ. — Хамӑр сывӑ, пӗрле, тата мӗн кирлӗ?..

Ҫав хушӑра ҫил-тӑвӑл вӑйлансах пынӑ, вӑйлӑ ҫумӑр ҫынсене вилӗм те тустару кӳрсе, хула ҫине йӑтӑннӑ. Палан Тӑван ишӗлекен ҫуртсенчи ачасемпе амӑшӗсене хӑтарма тухса чупать. Нумай сехет хушши вӑл ҫынсене пулӑшать, тем чул ача ҫӑлать, анчах тӑвӑл, чарӑна пӗлмесӗр, тата вӑйлӑрах, тата хаяртарах ҫӗкленсе каять. Ӗнтӗ ҫавӑн чух Палан пичейӗн пиллӗх ҫӗрри ҫинчен арӑмне калама тепӗр хут шухӑш килет. Анчах, унччен те пулмасть, тӑвӑл часах чарӑнать. Ҫырма часах хӑйӗн ҫулне кӗрсе лӑпланать, ҫанталӑк уяртса ярать. Ҫак вӑхӑтра Палан пичей хыҫӗнче такам ӗсӗклесе йӗнине илтет. Ҫаврӑнса пӑхать те — арӑмне курах каять. Карчӑкӗ чӗркуҫленсе ларнӑ, пӗр аллине темшӗн пытаркаласа тытать. Палантай пичче юратнӑ мӑшӑрне хулӗсенчен ҫӗклесе тӑратать, ҫав вӑхӑтрах ун аллинче хайхи ҫӗрӗ ҫуккине асӑрхать.

— Каҫар мана, — тет арӑмӗ, пуҫне чиксе, — эпӗ хам сӑмахӑмран хам иртрӗм, ҫӗрре хывса тӑвӑла чартӑм. Хӑвах асту, йӗри-тавра ҫавӑн пек хуйхӑ чух, ӑҫтан хамӑр телей ҫинчен шухӑшлӑпӑр? Ан пӑшӑрхан, епле май апла пурӑнкалӑпӑр.

Таса сӑмахсем пӗрре те ахаль ҫухалман, вӗсене такам илтнӗ, вара пӗтӗм халӑх хушшине хӑйсен телейне хӑварса хулана ҫӑлнӑ ҫынсем ҫинчен хыпар кайнӑ. Тарават хула ҫыннисем вӗсем валли халӑх шучӗпе ҫӗнӗ ҫурт туса панӑ, вара Палантай пиччепе арӑмӗ тата та нумай пурӑннӑ, телейлӗ пулнӑ, ҫуклӑха курман, ӳкӗнӗҫе юлман, вӗсен, мухтава тухнӑскерсен, хисеплӗ ватлӑхра асӑнмалли те темӗн чухлех пулнӑ.

Расщепей юмахне ҫапла вӗҫлерӗ. Костер ҫунса пӗтрӗ, пӗртен-пӗр вутпуҫҫи анчах, шӑранса ҫитейменскер, юлхавлӑн йӑсӑрланать, хутран-ситрен хӗлхем йӑлтӑртатса илет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех