Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ӗлӗк (тĕпĕ: ӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк халдейччӗ, халь ухмантей…

— Был халдей, стал обалдей…

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ӗнтӗ эп ку сасса палласа илтӗм, куна Костя Чиликин ҫуйӑхать, ӗлӗк Расщепейӗн «Фламмарионӗ» ҫинче мотористра ӗҫленӗ ача.

И теперь я узнала голос: это кричал Костя Чиликин, который когда-то ходил мотористом на яхте «Фламмарион» у Расщепея.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗлӗк кунта пӳртсем ларнӑ, вӗсен вырӑнӗсем халӗ те пур.

Прежде здесь стояли избы — на земле сохранились следы жилья.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун урлӑ халӗ те ӗлӗк пулнӑ ҫул ҫаплипех выртать.

Через него вела проезжая дорога.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрре ҫапла, сарлака пиаласемпе ешӗл чей ӗҫсе ларнӑ чух, Амед амӑшӗ, ассӑн сывласа илсе, темӗншӗн урӑх ҫӗререх пӑхса, сасартӑк ҫапла калаҫма пуҫларӗ: «Пурте ҫителеклӗ пирӗн, — тет. — Ӗлӗк кибиткӑра пӳрӑннӑ, халӗ ак лайӑх ҫурт пур. Ирӗк те пысӑк кил-ҫуртра мӗн кирлӗ, ҫавӑ пур, пӗр гелин кӑна ҫитмест», — тет.

Однажды, когда мы сидели и пили зеленый чай из широких пиал, мать Амеда, вздохнув и отведя в сторону глаза, вдруг заговорила о том, что было время, когда они жили в кибитке, а теперь дом у них очень хороший и просторный, всего в нем достаточно, но нет в доме гелин.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Яланах вӑл кӑшт чалӑштарсарах пӑхатчӗ, ӗлӗк ку ӑна килӗшетчӗ те, савӑнтаракан кӑмӑллӑ сӑнар кӗртетчӗ.

Она всегда немного косила, и прежде это даже шло к ней, придавало ей невольное, милое кокетство.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан паллаттӑм эп ӑна — пин ҫул ӗлӗк.

Когда-то я его знала — сто лет назад.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кукамай патне доктор чӗнтерес-тӑвас пулсан ӗлӗк те хирӗҫӳсӗр иртместчӗ, ҫавӑнпа эп чӗнес тесе ҫине тӑмарӑм та, ҫитменне тата вӑл самайланнӑҫемӗн самайланчӗ.

И прежде нужно было скандалить, чтобы позвать к бабушке доктора, поэтому я не стала настаивать — тем более что бабушке с каждой минутой становилось всё легче.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кил таврашӗнче ӗҫлекен хӗрарӑма хӑваласа янӑ иккен, ун пек юрамастчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫав хӗрарӑм турра кӗлтӑватчӗ пулин те, лайӑх ӗҫлетчӗ-ха, ӗлӗк манашкӑра пурӑннӑскер кукамая килӗшнӗччӗ те.

Она прогнала домработницу, и это было очень плохо, потому что домработница была хотя религиозная, но хорошая, и прежде бабушке даже нравилось, что она когда-то жила в монашках.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗк те пайтах пӗлеттӗм эпӗ.

Я много знала и прежде.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир ҫав хутсемпе Николай Антоновича, ӗлӗк вӑл биржӑсенче хӗвӗшекен ҫын тесе хӑратнӑ, унтан вара эсир ӑна Саньӑна парасшӑн пулнӑ, вӑл манран сивӗнтер те тухса кайтӑр тенӗ.

Это те самые бумаги, которыми вы пугали Николая Антоныча, что он прежде был биржевой делец, а потом предлагали Сане, чтобы он отказался от меня и уехал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ӗлӗк пӗлнӗ шухӑшсемпе туйӑмсен леш енчи тӗнчинче унӑн халӗ тепӗр тӗнче пуррине ҫеҫ куратӑп акӑ эпӗ, ун ҫинчен эп халиччен шухӑша та илмен.

Я просто видела, что за тем миром мыслей и чувств, который я знала прежде, в нём появился ещё целый мир, о котором я не имела никакого понятия.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӗнеке магазинӗн кантӑкӗ умӗнче шухӑша кайса тӑратчӗ — ӗлӗк пулсан ӗнтӗ эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах пӗлнӗ пулӑттӑм, — тискер кайӑксем ҫинчен шухӑшлать тейӗттӗм.

Он стоял у окна книжного магазина и думал – прежде я бы безошибочно определил: о зверях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч ӗлӗк кам пулнине пӗлесси хамшӑн нимӗне те тӑман пек кӑтартасшӑн тӑрӑшрӑм, ҫав хутсем мӗн ҫинчен каланине ыйткаларӑм, юри тунӑ сассӑмпа Катьӑсӑр кайма пултараймастӑп тесе те пӑхрӑм.

Я притворился, что мне совсем не интересно, кем прежде был Николай Антоныч, расспрашивал, что это за бумаги, и уверял гнусавым от хитрости голосом, что не могу уехать без Кати.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗнле ӗмӗт пуррине ҫеҫ ниҫтан туйса илеймерӗм-ха, мӗншӗн тесен Николай Антонычпа Ромашка хушшинче пӗр кӑмӑллӑх ҫинче ӗлӗк мӗнле пулса иртнипе ҫеҫ тишкерме пултаратӑп-ха эпӗ, халь ҫав пӗр кӑмӑллӑх мӗнле иккенне питӗ начар пӗлетӗп.

Я только не мог догадаться, что это была за цель, потому что мне приходилось судить по старым отношениям между Николаем Антонычем и Ромашкой, а новые я знал очень плохо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗк ман хваттерте вунпӗр пӳлӗмччӗ, ӑна эпӗ пытарса-туса тӑмастӑп, анкетӑсенче те ҫаплах ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ халӑха нумай усӑ кӳнӗ.

Прежде у меня была квартира в одиннадцать комнат, и я этого не скрываю, а, наоборот, пишу в анкете, потому что принёс много пользы народу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑсатнӑ чух Кораблев ун аллине чуптурӗ, вӑл унӑн ҫамкине чуптурӗ — вӗсем ӗлӗк те пӗрне-пӗри ҫапла ӑсататчӗҫ.

Прощаясь, Кораблёв поцеловал ей руку, а она его в лоб — они и прежде всегда так прощались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫурт мана инҫетренех Мускаври зоопаркӑн тасах мар лабораторине аса илтерчӗ, унта тахҫан ӗлӗк Валя Жуков мана хӑйӗн чӗрчунӗсене кӑтартнӑччӗ.

Этот дом ещё издалека чрезвычайно напомнил мне грязновато-зелёную лабораторию Московского зоопарка, в которой Валя Жуков некогда показывал нам своих грызунов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-хаш чухне вӑл хӑрах куҫне хӗссе пӑхса, эпӗ ҫав ырханкка хура ача, шалпар йӗм тӑхӑннӑ, тахҫан ӗлӗк «чӑх, йӗнерчӗк, ешчӗк» сӑмахсене калакан ача иккенне ӗненмен пек пулатчӗ.

Он даже иногда прищуривал один глаз, как будто всё-таки не совсем доверял, что я — тот самый худенький чёрный мальчик в больших штанах, который когда-то твердил: «кура, седло, ящик».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗк вӑл тӗрлӗ-тӗрлӗ анекдотсем, кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ.

Раньше он был выдумщиком анекдотов и забавных историй.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех