Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Улттӑмӗш пай. Катя Татаринова каласа пани. Ҫамрӑклӑх хунать

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.13 20:17

Пуплевӗш: 149; Сӑмах: 1470

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Йӑмӑкӗ

Ҫав йывӑр кунсем ҫинчен эпӗ халӗ те куҫҫулӗме тӑкмасӑр асӑнаймастӑп. Шредер клиникине кунне виҫӗ хут хутлаттӑмӑр, пӗчӗк витрина умӗнче темӗнччен тӑраттӑмӑр, унта Саша температурине кӑтартакан хут пур: «Скородникова — 37; 37,3; 38,2; 39,9». Ку ӗнтӗ ӳпке ахальтенех ашланни марччӗ, тӑххӑрмӗш кунне манӑн ҫапла шкулта пулнӑ пек кризис ҫитӗ те унтан ӳкме пуҫлӗ темелли ҫукчӗ. Ку ӗнтӗ, профессор каларӑшле, «тӑсӑлакан» ылханлӑ ашлануччӗ. Хӑш чухне Саша температури чиперленме те пуҫларӗ, вара эпир савӑнсах киле таврӑнаттӑмӑр та Саша таврӑнасса кӗтме тытӑнаттӑмӑр. Розалия Наумовнӑна — фотограф-художникӑн мӑшӑрне ҫапла каласа пачӗ, унӑн йӑмӑкӗ Берта ҫӗрӗшен плевритпа чирлет те, ҫав чирпе танлаштарсан Саша чирӗ нимӗн те мар терӗ. Петя хӑйӗн скульптури ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, пӗррехинче ӑна эпӗ пӗрле Эрмитажа кайса килме те килӗштертӗм. Анчах тепӗр чухне эпир каллех витрина умӗнче сӑмах чӗнмесӗр, куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑмӑр… Петя пӗррехинче куҫне хупрӗ те каллех уҫрӗ, ку ӗнтӗ ача чухнехи пек, халь куҫна уҫӑн та йӑлтах урӑххине курӑн тесе шухӑшланӑн пулса тухрӗ. Анчах вӑл эпӗ мӗн курнинех курчӗ. «Сковородникова — 38,1, Сковородникова — 39,3, Сковородникова — 40».

Виҫӗ кун хушши температура 40 тӑчӗ, унтан вара темиҫе сехетлӗхе йӑлтах анчӗ, кайран каллех ҫӗкленчӗ, хальхинче 40,5 те ҫитрӗ. Ӳпке ашланни ҫеҫ марччӗ ку ман шухӑшпа, Саньӑран вӑрттӑн эпӗ профессор патне хваттерне кайрӑм. Анчах вӑл диагнозне ҫаплах каларӗ — фокус питӗ уҫҫӑн илтӗнет, пӗрре кӑна та мар, темиҫе — икӗ ӳпкинче те. Ҫакна вара терапевт пӑхмалла, Сашӑна хӑй мар, терапевт пӑхнӑ та иккен.

— Мӗн тет вара?

— Грипп, ӳпке ашланнипе вӗрӗлнӗ.

Эп пӗлеттӗм ӗнтӗ вӑл Саша патне кунне ҫӗр хут та кӗнине, клиникӑра Сашӑна пурте питӗ лайӑх пӑхатчӗҫ, ҫапах та эпӗ профессортан тата мӗнле те пулин терапевта чӗнтерсе пӑхма шутламастӑр-и, терӗм.

— Габричевскине чӗнтермелле мар-и?

— Чӗнтерме юрамасӑр. Эпӗ хамах ӑна телефонпа пӗлтерӗп.

Анчах Габричевский пӑхнипе Сашӑн температури анмарӗ.

Ку яхӑнта Саньӑна курманни темиҫе кун та иртрӗ; вӑл хӑшпӗр чухне ҫӗрле ҫеҫ телефонпа шӑнкӑртаттарать, пӗррехинче тата ун патне института хам кӗрсе тухрӑм, институт ӑна экспедицине хатӗрленес майпа пӗчӗкҫӗ кӑна хайне уйрӑм пӳлӗм панӑ. Вӑл сӗтел хушшинче ларать, умӗнче туллиех хӗҫ-пӑшал, фотоаппаратсем, алсасемпе тир чӑлхасем. Пӗр мӑйӑхлӑ ҫын, кулкалама юратсах кайманскер, ун сӗтелӗ ҫинче ик кӗпҫеллӗ пӑшала салатнӑ хыҫҫӑн пуҫтаратчӗ, кӗпҫисем пӑшал кӳпчекне вырнаҫмаҫҫӗ тесе ятлаҫкаласа илетчӗ.

— Ну, мӗнле пирӗн Саша? Эс куртӑн-и ӑна? Мӗн теҫҫӗ врачсем?

Телефон шӑнкӑртатсах тӑрать, акӑ вӑл тинех телефон трубкине тытма ал ҫитерет те кӳренсе ӑна сӗтел ҫине пӑрахать.

— Ҫав-ҫавах.

— Температура мӗнле?

— Паян ирпе хӗрӗх те иккӗ.

— Шуйттанне! Ниепле те май ҫук-им ӗнтӗ?

Саня ҫак кунсенче пӗтсе кайнӑ, ӗшенчӗклӗн те пӑшӑрханнӑн курӑнать, хӑй те хӑй пек мар, ним чухлӗ те килнӗ кунхи пек мар.

— Эс епле пӗтсе кайнӑ! Ҫывӑраймастӑн-и? — тесе ыйтать вӑл манран, — нимӗн те ӑнланми пултӑм, ҫапах та, мӗнле-ха ун сывлӑхӗ?

— Хӑраса ӳкмелли ним те ҫук.

— Мӗн тетӗн?

— Хӑраса ӳкмелли ним те ҫук терӗ Габричевский.

— Ҫӗрминне кайччӑрах вӗсем! — ҫиленсе каларӗ Саня. — Ҫынна сыватма пултараймаҫҫӗ! Вӑл сывахчӗ вӗт-ха пирӗн. Эп пӗлетӗп ӗнтӗ, вӑл нихҫан та ним чухлӗ те чирлемен.

Халӗ мана паянхи каҫран вара Саша патӗнче дежурнӑйра тӑма ирӗк пачӗҫ, терӗм ӑна эпӗ, больницӑна куҫатӑп, ик-виҫӗ кун хушши курнӑҫаймӑпӑр, терӗм. Вӑл мана алӑран тытрӗ те ман ҫине тав тӑвассӑн пӑхрӗ. Унтан вара хапхаран тухиччен ӑсатрӗ те эпир уйрӑлтӑмӑр…

Саша мачча ҫинелле пӑхса выртать, хутран-ситрен типсе кайнӑ тутисене ҫулакаласа илет, эпӗ калпакпа та халатпаччӗ, ҫавӑнпа-и, вӑл мана ҫинчех палласа та илеймерӗ. Малтанласа вӑл мана такам вырӑнне хурать пулӗ тесех шухӑшларӑм.

Вӑл нумайранпа ҫывӑрманни курӑнсах тӑрать, каҫӗ те ирӗ те арпашӑннӑ иккен ӗнтӗ унӑн — калӑн, унран вӑхӑт тарнӑ тесе. Хӗвелпе пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ шурнӑ та халӗ куҫӗсем путса ларнӑ. Яланах вӑл кӑшт чалӑштарсарах пӑхатчӗ, ӗлӗк ку ӑна килӗшетчӗ те, савӑнтаракан кӑмӑллӑ сӑнар кӗртетчӗ. Анчах халӗ — ҫӗрлехи вӑхӑтра ытларах та паллӑ — унӑн чалӑшлатса пӑхнӑ йывӑр куҫӗсем мана сасартӑк хӑратса пӑрахрӗҫ. Вӑл хӑй вырӑнӗ ҫине тӳремӗн тӑрса ларчӗ, шурса кайнӑ хурарах сӑнарлӑ, ҫиптунисем кӑкӑрӗ ҫинелле аннӑ, пӗр сӑмах та чӗнмест — вырттармашкӑн ниепле те ӑна ӳкӗте кӗртеймерӗм. Пӗррехинче, Саньӑпа пӗрле чух, Саня темӗнччен тӑна кӗреймесӗр тӑчӗ, Саша ӑна амӑшӗ пекех туйӑнчӗ.

Унччен малтан чирлисене пӑхма тӳрӗ килмен мана, Саша пек йывӑр чирленисене нихҫан та пӑхман, анчах хальхинче пӑхма вӗрентӗм эпӗ. Ку питӗ канӑҫсӑр ӗҫчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Саша ҫывӑрманпа пӗрехчӗ, тӗлӗрсе илсен те ҫавӑнтах вӑранатчӗ, вӑл епле сывланине хуралласах тӑмалла пулчӗ.

Хӑшпӗр кунсенче самайланнӑ пек те пулчӗ вӑл. Ун пеккине хам больницӑна пурӑнма куҫсан тӑваттӑмӗш кунхине астӑватӑп. Вӑл ҫӗрӗпех лайӑх ҫывӑрчӗ, ирхине вӑрансан та ҫиес килет терӗ. Сӗт хушса чей ӗҫрӗ, пӗр ҫӑмарта ҫирӗ. Палатӑна уҫӑлтарас тесе ӑна чӗркеме тытӑннӑ чух вӑл сасартӑк:
— Катенька, эс пӗрмаях ман патӑмра-и? Ҫӗр выртма та кунтах-и? — тесе ыйтрӗ.

Пит-куҫӑм та кӑштах чӗтрерӗ пулмалла манӑн, мӗншӗн тесен вӑл ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Мӗн эсӗ? Эп ытла йывӑр выртнӑ-и? Ҫапла-и?

— Сашенька, халь эпир чӳрече уҫатпӑр-ха, эс чӗнмесӗр, мӑштах вырт, юрать-и? Эсӗ чирлӗччӗ те, халӗ чӗрӗлетӗн ӗнтӗ, пӗтӗмпех лайӑх пулать.

Вӑл нимӗн хирӗҫмесӗрех шӑпланчӗ, эп ырӑ шӑршлӑ уксуспа унӑн пит-куҫне, аллине сӑтӑрнӑ чух Саша ман аллӑма кӑштах хӑй аллинче тытса тӑчӗ. Унтан ачине илсе килчӗҫ, вӑл куҫне чарса пӑхкаласа ӗмнӗ хушӑра эпир ӑна пӑхма тытӑнтӑмӑр.

— Ун сӑнарлах вӗт, ҫапла-и? — ыйтрӗ маскӑпа витӗннӗ Саша.

Ачи Петя сӑнарлӑ иккенӗ ӑна килӗшетчӗ, чӑнласах та, ачин профилӗнче темӗн вӑрӑмми пур — вунӑ кунхи кӑна пулин те унӑн профилӗ пур. Анчах мана вӑл Саня сӑнарлӑ пек туйӑнчӗ, — хӑй амӑшӗ пек мар, Саня пек; вӑл пикенсе ӗмет!

— Петя мӗнле? Ытла пӑшӑрханать пуль, ҫапла-и, тӗлӗкре паян вӑл кунта килнӗ пек куртӑм, ҫак пӳлӗмре ларать пек те, ӑна манран пытараҫҫӗ пек. Эпӗ куратӑп ӑна, Марья Петровна вара вӑл кунта ҫук тет.

Кунта ӗҫлекен карчӑка Марья Петровна тетчӗҫ.

— Петя ҫакӑнта, эс ларнӑ ҫӗре, ларнӑ та, шӑпах. Ӑна манран пытарса тӑнипе калаҫма юрамасть пек. Пӳлӗхҫӗм, эп каллех манса кайрӑм-ҫке эс ӑна пӗлсех кайманнине!

— Ӑна ҫӗр ҫул хушши пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнать мана.

— Саня тата? Хӑҫан каясшӑн эсир?

— Тата пӗр икӗ эрнерен пулмалла. Пирӗн «Пахтусова» юсаҫҫӗ-ха. Июнь иртес чухне ҫеҫ докран тухать вӑл.

— Мӗн вара вӑл док?

— Пӗлместӗп.

Саша кулса ячӗ.

— Эсир телейлӗ, ытарайми ҫынсем.

Сехет хушши калаҫрӑмӑр пуль эпир, сӑмах май Петя «Пушкинне» те аса илтӗмӗр, Саша та Петя ӗҫӗ кӑмӑла каять терӗ.

— Пуринпе те аппаланма юратать-ха вӑл, — терӗ вӑра йывӑра илнӗ пек пулса. — Вӑл скульптура ӗҫӗпе хӑтлансанах эпӗ хирӗҫ пултӑм. Анчах унӑн ҫав ӗҫӗ ӳкерчӗкре те пур.

Унтан вӑл Энскра эпир пӗрле епле паллашнине асне илчӗ, епле эп вӗсен патне хӑнана пырсан Даша инке ман ҫинчен: «Пырать, килӗшрӗ мана. Сӑнӗ-пичӗ илемлӗ, салху. Сывӑ ҫын» тенине каларӗ.

— Ӑҫта халь Даша инке? — ыйтрӑм эпӗ. — Мӗншӗн килмерӗ вӑл? Малтанхи мӑнукӗ пур, пысӑк ӗҫ вӗт вӑл.

— Элле эс пӗлместӗн-и? Вӑл аптраса ӳкрӗ вӗт, чӗри ытла начар унӑн, врачсем ҫур ҫула яхӑн выртма хушрӗҫ. Петьӑпа иксӗмӗр Энска час-часах каятпӑр, ҫулсерен тенӗ пекех.

Калаҫма кансӗрччӗ-ха ӑна, сывлӑш ҫавӑрса илмешкӗн чарӑнкаласах калаҫрӗ вӑл. Ҫапах та ӗнерхипе танлаштарма ӑҫта унта! Паян ӑна темиҫе хут ҫӑмӑлтарах.

— Судья тата?

— Мӗнле судья?

— Мӗнли пултӑр, хамӑр судья!

Вара вӑл мана Петя ашшӗ Сковородников судья ҫинчен каласа пачӗ, ӑна «Хисеп палли» орден панӑ иккен.

— Унта лайӑх вӗт, ҫапла-и? — терӗ вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Энскра тетӗп. Эсир те пыратӑр-и?

— Пымасӑр.

Ҫав кунхине хам калаҫнӑ профессор-терапевт чӗре эмелӗсене улӑштарчӗ «Сашкӑна эпир ытла та эмелсем нумай паратпӑр» терӗ. Кайнӑ чух вӑл ҫак кунсенче ӳпке ашланнине пӗтерекен чаплӑ эмел ҫинчен, сульфидин ҫинчен вуласа пӗлтӗм терӗ.

Каҫ-кӳлӗм Сашӑна кӑшт йывӑртарах пула пуҫларӗ, мӗншӗн тесен каҫсенче ӑна куллен кансӗртерех пулатчӗ. Эпӗ ҫутӑ умнех ларса кӗнеке вуларӑм, лампочкӑна краватпа юнашарти пӗчӗк сӗтел тӗлне вырнаҫтарнӑччӗ, ӑна эпӗ ҫиелтен абажур ҫийӗн чирлӗ ҫынна канӑҫ пултӑр тесе тутӑрпа витрӗм. Унччен малтан Саня мана кӗнекесем парса янӑччӗ, халӗ те паянхи пек астӑватӑп-ха, эпӗ Стифансон ҫырнӑ «Тараватлӑ Арктика» ятлӑ кӗнеке вуларӑм. Эпӗ экспедицире пуласси ҫинчен сӑмах татнӑччӗ ӗнтӗ, шӑпах геолог вырӑнне каймаллаччӗ. Тата темиҫе кунтан манӑн В. профессор патне кӗмеллеччӗ, вӑл наука енӗпе ертсе пыраканниччӗ. Ҫурҫӗр ҫинчен халлӗхе хам сахал пӗлнине, паллах ӗнтӗ, пытарса тӑрас кӑмӑлӑм ҫукчӗ манӑн. Саня парса янӑ кӗнекесене мӗнле пулсан та вуласа тухмаллаччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем чи кирлӗ кӗнекесемччӗ.

Сашӑна итлесе пӑхмашкӑн виҫҫӗмӗш сехетре вӑрантӑм пулмалла эпӗ, вӑл куҫне уҫса выртнине курах кайрӑм.

— Мӗнле эс, Сашенька?

Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ.

— Катя, эпӗ вилетӗп, — терӗ вӑл майӗпен.

— Эс сывалсах пыратӑн, паян сана ӗнерхинчен те лайӑхрах.

— Хӑрассӑм ҫукчӗ те, пӗчӗкки пурри хӑратать.

Куҫӗ тулли куҫҫульччӗ унӑн, куҫҫульне минтер ҫумне шӑласшӑн пулса пуҫне ҫавӑрасшӑн тӑрӑшрӗ.

— Ӑна института илӗҫ вӗт, ҫапла-и?

— Ҫитӗ сана, Сашенька, мӗнле института пултӑр?

Эпӗ ун куҫне шӑлса илтӗм те чуптурӑм. Ҫамки питӗ вӗриччӗ.

— Института илӗҫ те, унта вара ӑна эп паллаймӑп та. Мӗншӗн Петя ҫук тата? Ӑна мӗншӗн кӗртмеҫҫӗ. Епле ӑна кӗртмесӗр пултараҫҫӗ? Эпӗ ӑна курмастӑп теҫҫӗ пуль вӗсем? Ак кунтах вӗт вӑл, ак кунтах!

Вӑл тӑрса ларасшӑн пулчӗ те, эп ӑна чартӑм. Кунта ӗҫлекен карчӑка кислород минтерне илсе килме каларӑм.

Мӗнле каласа парас-ши ҫак каҫхине пуҫланнӑ хӑрушлӑх ҫинчен!

Сехетсерен ӑна камфора ярса тӑчӗҫ, кислород минтерӗсӗр сывлайман сехетсем кӗскелнӗҫемӗн кӗскелчӗҫ. Температура ансах тӑчӗ, тинех ӗнтӗ камфора та, дигален та чӗре хутне кӗме пултараймарӗ. Пӳрнисем кӑвакарчӗҫ унӑн, сӑнӗ авӑс тӗслӗ пулчӗ, анчах унӑн шӑтарса пӗтерсе хӗн курнӑ ӳчӗпе тата темӗн аппаланатчӗҫ.

Нумая тӑсӑлчӗ-ши ҫак, пӗлейместӗп — тен нумаях та пулӗ, мӗншӗн тесен тепӗр каҫ та пулчӗ, унтан вара врачсенчен пӗри, урӑххи, унччен ӑна эпӗ курманччӗ, палатӑран пирӗн пата коридоралла хуллен ҫеҫ тухрӗ. Эпир: Саня, Петя, эпӗ — коридортах тӑраттӑмӑр. Темшӗн пире палатӑран кӑларса ячӗҫ. Врач алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ е майӗпен ҫеҫ пирӗн паталла пычӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех