Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 9 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.15 15:38

Пуплевӗш: 278; Сӑмах: 2527

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Усал ҫӑлтӑрсен айӗнче

Васька Жмырев кӳршӗри 15 № ҫурт картишне паян ир-ирех ҫитрӗ. Ывӑҫи-ывӑҫипе типӗтнӗ хӗнелҫаврӑнӑш салатать, акӑш-макӑш хыпарсем пӗлтерет, тин ҫеҫ тухнӑ ҫӗнӗ сӑмахсене татти-сыпписӗр акать: «точно», «порядочек», «культурненько».

Хӑрушӑ вӑрҫӑ хыпарӗсене пӗлтернӗ чух, хушса хума та манмасть: «Ан тив ыттисем сехӗрленччӗр, маншӑн пулсан — шӑркам та сикмест», — тет вӑл, шӑл витӗр сурса.

Вӑл килнӗ хыпар ике киле часах сарӑлчӗ. Вӑл кун эпир хамӑр кил хушшинче, противовоздушнӑй оборона штабӗ хушнӑ тӑрӑх, хӑмасем ҫине шурӑ извеҫпе «бомбоубежище», «хӑйӑр», «шыв», «хӳтлӗх алӑкӗ» текен стрелкӑсем лартса тухрӑмӑр.

Кӑнтӑрла пӗчӗкҫӗ тревога пулчӗ. Эпир ҫавӑнтах ҫурт ҫине хӑпартӑмӑр. 15-мӗшпе 17-мӗш №-лӗ икӗ ҫурта брандмауер текен стена уйӑрса тӑрать, икӗ тем пысӑкӑш корпус ун ҫумне ик енчен хире-хирӗҫ сыпӑнса ларнӑ, темелле. Брандмауер — пирӗн ҫӳлти владенисен официаллӑ чикки. Мирлӗ самана вӑхӑтӗнче кунта радио юратакан ачасен тӗнчиччӗ , вӗсем кунта пӗрмай хӑйсен антеннисемпе аппаланнӑ. Ҫакӑнтанах хут ҫӗлӗксем янӑ. Уяв умӗнчи кунсенче кунти ҫивитти тимӗрӗ управдом тата дворниксен ури айӗнче халтӑртатса тӑнӑ, вӗсем кунтан канатсемпе фасад ҫине транспорантсем хӑпартнӑ, портретсем майлаштарнӑ, тӗрлӗ тӗс парса ҫунакан иллюминаци лампочкисене йӗркеленӗ. Халӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, тревога сирени кӑшкӑртса ярсанах, ҫурт ҫийӗ пирӗн алла куҫать. Кунта пирӗн — хӑйӑр тултарнӑ ещӗксем, тӗрлӗрен ломсем, шывлӑ шетниксем. Чӑнах та халиччен тапӑнни пулман-ха, анчах тревога темиҫе хут та пулать. Яланах, кунта улӑхмассерен, ҫапӑҫӑва халь-халь ыткӑнас пек тӑракан хула ҫине пӑхатӑн та, чӗре кӳтсе каять, тута-ҫӑвар куштӑркать — Мускавшӑн ҫав тери пӑшӑрханатӑн.

Мускав кунтан, ҫурт тӑрринчен, питӗ те чипер курӑнать. Кӑнтӑр еннерех, Замоскворечье кӑвак анӗ ҫинче, радио-башня силуэчӗ, хытса ларнӑ смерч пек, кармашса тӑрать. Ҫуртсем хушшипе Мускав шывӗн тӗкӗрӗ йӑлтӑртатать. Пирӗн ҫурт ҫинчен Кремлӗн икӗ башни курӑнать, вӗсен тӑрринчи ҫӑлтӑрсен ҫути курӑнмасть халӗ. Темӗн анлӑш, мӗн пур куҫ куран тавралӑха, Ҫӗрӗн пӗтӗм ҫавралӑхне хупласа, пирен умра Мускав ларать. Унӑн кварталӗсем симӗс парксен, ешӗл бульварсен хушшинче палӑрса тӑраҫҫӗ. Аякри горизонт хӗррипе — завод тӗтӗмӗсен чаршавӗ. Тем аслӑш хула шавӗ пӗр кӑкӑртан тухакан сасӑ пек тикӗс илтӗнет.

Кунта трамвайсем, автомобильсем пӗчӗкҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Ун вырӑнне ҫурт ҫамки ҫинчи фигурӑсем, ҫӗртен пӑхсан сӗтел лампинчен те пысӑк мар пек туйӑнаканскерсем, кунтан пӑхсан буфет шкафӗнчен те кая мар иккен…

Аялта, ҫӗр ҫинче, хӑрушлӑха кӗтсе пурте хатӗр тӑни таҫтанах палӑрать. Пӗтӗм тавралӑха ҫар сӑнӗ ҫапнӑ. Анчах кунтан, ҫивитти ҫинчен, Мускав ҫав-ҫавах, ӗлӗкхи евӗрлех мирлӗн курӑнать, вӑл ним чул та витӗнмен, хӳтӗленмен пек. Чӑн та, пиртен инҫех мар, чи ҫӳллӗ те нумай этажлӑ ҫурт ҫинче, ҫивитти тавра купаланӑ чул барьер хыҫӗнче темӗнле хатӗрсем чӑсӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсене тирпейлӗн брезентпа витнӗ. Унтах хускалман часовойӑн пуҫӗ курӑнать. Хӑш пӗр чух унта командир тухать, барьер хыҫӗпе асӑрханса иртет, аллинче яланах бинокль; ӑна вӑл, алӑри курка пек, тӑсарах тытса тӑрать-тӑрать те куҫ патне ҫывхартать, калӑн - ҫӳлӗ вырӑнтан уҫӑлса тӑракан ҫӑл шывӗ пек тӑрӑ инҫетлӗхе тӑрана пӗлми ӗҫет вӑл, тесе.

Васька Жмырев пирен кӳрше килнӗ кун эпир, кӑнтӑрлахи тревогӑна пула, ҫурт ҫине улӑхсан, вӑл ача хамӑрпа ҫуммӑнах брандмауер леш енче тӑнине куртӑмӑр, Ун тавра кӳршӗри ачасем явӑнаҫҫӗ, пирӗн еннелле кармаша-кармаша пӑхаҫҫӗ.

Пионерсем ман пӑлханма пуҫларӗҫ:

— Авӑ, Сима… Жмырь килнӗ.

— Килин. Эсир ун ҫине ҫаврӑнса та ан пӑхӑр, — терӗм эп.

— Унпа ҫыхланиччен ҫыхланманни, — кӗтмен ҫӗртен килӗшрӗ манпа Игорь.

Анчах чараксӑртарах чӗлхеллӗ Дёма Стрижаков хӑйӗн кӑмӑлне хӑвараймарӗ. Вӑл брандмауер патне пычӗ те, леш ҫурт еннелле:
— Эй, Жмырь! — тесе хыттӑн кӑшкӑрчӗ.

— Ну Жмырь, тейӗпӗр. Малалла мӗскер? — сасӑ килчӗ лерен.

— Аван-и!

— Ну, аван, тейӗпӗр. Вара мӗн? — чӗрре кӗрсе ответлерӗ Жмырев.

— Акӑ ӑна халех тытатӑп, — куҫ хӗссе илчӗ Дёма, унтан тӳрех хыттӑн: — Жмырь, мӗншӗн эс пирӗн нӳхрепе кӗтӗн? — тесе хучӗ.

— Ачасем, — ҫаврӑнса тӑчӗ Жмырев юлташӗсем енне, — мӗн вӑл, ӑсран тухнӑ-им?

Лешсем каҫсах кайрӗҫ, ахӑлтатма пуҫларӗҫ.

— Мӗншӗн эс унта ҫаратнӑ, кимме те илсе кайнӑ?

— Илтрӗр-и? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Жмырев. — Ӗлӗк халдейччӗ, халь ухмантей… Эй, телескопсем, мӗн вӑл сирӗн, ӑнран кайнӑ-им?

— Ытла та эс, Жмырев, пӗлмене пересшӗн, — хутшӑнчӗ Витя Минаев.

— Мӗн мӗн пӗлмелле! — шӑртланчӗ Жмырев. — Хӑвӑра астӑвасчӗ. Пулӑ яшки мӗнле? Тутлӑ-и? Эсир пулла ҫӳренине илтсеччӗ эп. Ан хӑрӑр, пурне те пӗлетпӗр. Эсир ав хӑвӑр пулӑҫран ыйтӑр, мӗн сӑлтавпа вӑл утрав ҫине иленнӗ — ҫӳрет те ҫӳрет, мур илеш…

— Каларӑм сире, ан ҫыхланӑр тесе, — хуллен мӑкӑртатрӗ Игорь, хӗремесленсе кайса, — Тупнӑ вӑхӑт, Дёмка! Кунта ниҫта кайса кӗме ҫук, тревога, вӑл ав… ӗлӗкхине чакалать.

— Чим-ха, — терӗ Витя Мннаев, Игорь ҫине шанчӑксӑр пӑхса. — Мӗскершӗн вӑл сана утрав ҫине иленнӗ тет? Пирӗнсӗр пуҫне эс унта пулкаланӑ-им?

— Пулман эп унта, нихҫан та… Мана Жмырь пӗрре станцинче курчӗ, пӗр командир патне атте хучӗпе кайнӑччӗ. Ҫуркунне те пулманччӗ ун чух. Пӑр та ҫаплахчӗ. Тин тапраначчӗ. Ӑҫтан эп ун чухне утрав ҫине лекме пултарнӑ? Хӑвӑрах шухӑшлӑр… Жмырь ахаль тыттарать. Пире хирӗҫтересшӗн. Ӗлӗк те тӑшманччӗ вӑл, халь те ҫавах, Халӗ кӑштах ӑсланнӑ пек туйӑнатчӗ, ҫук иккен. — Игорь брандмауер патне ҫиллессӗн пырса тӑчӗ.

— Итле-ха, Жмырь, мӗскер эс ытлашши палкатӑн! Ӑҫта эс курнӑ мана, хӑҫан?

— Ҫук, ҫук, чӗнместӗп! — чеен куҫ хӗссе, пуҫне сӗлтрӗ Жмырев. Унтан карма ҫӑвар пек юрласа ячӗ: «Карчӑк карчӑк — карчамас, пӗр сӑмах та шарламасть. Аса илет — йӑл кулать, каласассӑн — ял кулать!»

Отбой пачӗҫ. Эпир каялла кӗпӗрленсе антӑмӑр. Анчах кӑмӑлсем пӑсӑлчӗҫ. Ҫурт ҫинчи калаҫу хыҫҫӑн ӑша темӗн лайӑхмарскер ларса юлчӗ. Паллах ӗнтӗ, Жмырев Игоре ӗлӗк те сахал мар вӑрҫтарнӑ, тен халӗ те йӗкӗлтес шухӑшпа анчах калаҫрӗ пуль. Игорь именсе хӗрелни те ытларах тӗлӗнтермест: уншӑн пулсан, пулӑ ҫинчен астутарни кӑмӑллах мар ӗнтӗ, ку историе Водохранилище ҫывӑхӗнче пурӑнакан ачасем пӗлнӗ пулас. Ҫапах та кунта темӗскер, иккӗлентерекенни, ӑнланса илме хӗнни пур темелле. Мӗншӗн-ха капла пирӗн Игорь Жмыревран шикленме пуҫларӗ? Ӗлӗк вӑл унтан хӑнк та туман, хӑйне аптрататчӗ… Хальхи йывӑр кунсенче ҫакӑн пек ӑҫтиҫук шухӑшсемпе аппаланнӑшӑн хама эп вӑрҫса та илтӗм, анчах пулӑшмарӗ, вӗсем мана чылайччен канӑҫ памарӗҫ.

Каҫ пулсан анчах Жмырев куҫран ҫухалчӗ. Вунӑ сехетре мӗнпур радио рупорӗсенчен:
— Граждансем, сывлӑшри тревога! — тени янӑраса кайрӗ.
Пирӗн те ҫывӑхри пысӑк ҫурт ҫинче сирена улама тапратрӗ, е ҫӳлти нотӑсем ҫине сиксе кӑшкӑрать, е аялти регистр ҫине ҫемҫен анать, е каллех хӑпарса кайса ҫухӑрма тытӑнать. Ӑна хирӗҫ тата ик ҫӗрте, пер-пӗринпе ӑмӑртса, пӗрре — пӗрлешсе, тепре — уйрӑлса, улама пуҫларӗҫ… Манӑн команда ҫавӑнтах тивӗҫлӗ вырӑнсене саланчӗ. Эпир, халиччен тревога сассине пӗрре кӑна мар илтнӗскерсем, акӑ халех отбой пулать тесе тӑратпӑр. Сиренӑсем лӑпланчӗҫ. Тавралӑх шӑпланчӗ. Анчах радио каллех калаҫма пуҫларӗ: «Граждансем, сывлӑшри тревога!.. Урамсенче пухӑнса ан тӑрӑр, халех хӳтлӗхсене пытанӑр. Милици работникӗсем, мӗнпур ҫынсене часрах хӳтлӗхсене вырнаҫтарӑр!»

Унччен те пулмарӗ, урам леш енчи пысӑк ҫуртӑн ҫӳлти чӳречисем ҫине темӗнле ташлакан ҫутӑсем ӳкрӗҫ. Ҫак самантрах таҫта хыҫалта, пиртен инҫетре тӑтӑшах шаплатакан типӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ, резина хӑмпӑсем шаплатса ҫурӑлаҫҫӗ темелле. Сасартӑк Мускав прожектор шӑрчӗсене ҫӗклерӗ. Яр-яр кайнӑ ҫутӑ пайӑркисем, паҫӑрхи сирена сассисем евӗрех, пӗрре пӗрлешеҫҫӗ, тепре уйрӑлса каяҫҫӗ, каллех ҫыхланаҫҫӗ, каллех уйрӑлаҫҫӗ, пӗлӗте айӑн-ҫийӗн тустараҫҫӗ. Унта та кунта, хула хыҫнерех, вылякан вут куҫӗсем, пӗр тивсе, пӗр ҫунса, йӑмӑхма пуҫларӗҫ. Унта ҫӗртен пӗлӗте ҫити, хула тулашне картласа, такам тем пысӑкӑш шӑтӑкла ҫакнӑ пек. Такам алли ӑна пӗрмай чӗтретет, аслати пек кӗмсӗртетет, пин-пин вут куҫӗ сиктерет.

Унтан пӗлӗтре темӗнле чуна тӑвӑр, ют, нимӗнпе те килӗшмен, ӑшчике лӗклентерекен ҫӗнӗ сас ҫуралчӗ. Унччен те пулмарӗ, тӗнчене кисретсе, инҫе те мар, кӳршӗри хайхи пысӑк ҫурт ҫинчен зениткӑсем хӑвӑрт-хӑвӑрт пеме пуҫларӗҫ, команда сӑмахӗсем янраҫҫӗ: «Фашистла вӑрӑ-хурахсем ҫине — огонь!» Тӑваттӑн килӗштерсе перекен пулемёт (Игорь мана ҫапла ӑнлантарчӗ) тилӗрсе кайса ҫатӑртатать. Тӳпере пӗр ҫӗрте кӗр-кӗр кӗрлени илтӗнет, йӑр-яр хӗрлӗ тиресем пӗр-пӗринпе тупӑшса, ҫавӑнталла ярӑнчӗҫ. Кусем — йӗрлекен пульӑсем. Ҫав тӗлтех, пӗлӗте ҫура-ҫура, прожекторсем хӗресленчӗҫ. Пӗтӗм Мускав тапраннӑн туйӑнать, куҫа хупмасӑр явӑнса ҫӳрекен хура тӑшмана ҫӗр ҫӗмӗрсе хӑвалать. Йӗри-тавра пурте кӗрӗслетсе тӑрать. Шыравҫӑ-прожекторсем йӑлтӑр та ялтӑр хыпӑнса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем сулӑннӑ май, е хӗресленсе ӳкнӗ май, ҫӳллӗ пӗлӗт тайкалана-тайкалана каять, е пайӑн-пайӑн касӑлса таткаланать. Хула аялта хура сӗмлӗхре ним хускалмасӑр йӑпшӑнса выртать. Пирӗнпе пӗрле ҫурт ҫинче хамӑр ҫуртри комсомолецсем те пур, вӗсем паян хӑйсен дружинипе хурал тӑраҫҫӗ. Сасартӑк тӗттӗмрен такам сӑмах хушрӗ:

— Пионерсене антарас пулать. Кам ирӗк панӑ вӗсене? Ӑҫта комендант? Ачасене кунта тӑма юрать-и вара! А ну, ачасем, марш хӳтлӗхе!

— Мӗн эсир, пичче йӗркеллӗ, пулӑр! Эпир хӑнӑхнӑ. Акӑ вожатӑйран ыйтӑр…

— Вожатӑя та ҫав сӑмахах, — ответ пачӗ арҫын сасси. Зенитка снарячӗсен ванчӑкӗсем, патӑртатса шӑхӑрса, пирӗн пуҫ урлах каҫса кайрӗҫ. Ҫивитти тимӗре ҫине инҫе те мар чаклатса ӳкрӗҫ.

— Кам кунта сирӗн вожатӑй? — кӑшкӑрчӗ пӗри, чердак ҫӑварӗнчен йӑраланса тухаканскер. Эпӗ хамӑр корпуссен комендантне палласа илтӗм. — Эсӗр-и, Крупицына? А ну, халех ӑсатӑр пионерсене! Сирӗн ӗҫ мар кунта!

Ачасене ӳкӗте кӗртме ҫӑмӑлах пулмарӗ. Комендант приказне илтсенех, вӗсем чӑл-пар саланса, ӑҫта килчӗ унта пытанчӗҫ. Эпӗ вӗсене шыраса тупса, пӗрерӗн-пӗрерӗн аяла ӑсатрӑм. Часах аялтан Гальӑпа Люда кӑшкӑрса калаҫни илтӗнчӗ. Унта та ӗҫ тупнӑ вӗсем. «Йӗркеллӗ пулӑр, граждансем… Хӳтлӗхе кӗрӗр, хӳтлӗхе… Иртӗр, иртӗр. Хӗрарӑмсем, ачасем - маларах… Эпир кунта дежурнӑйсем, йӗркеллӗ, лӑпкӑ пулар» — тесе янратаҫҫӗ. Паллах Игорь Малинина тем чухлӗ шырасан та тупаймарӑм. Унӑн тытӑнарах илтӗнекен хулӑн сасси хутран-ситрен ҫеҫ ман пата ҫиткелет:

— Эй, вунулттӑмӗш хваттерсем, ҫутӑ курӑнать, лайӑхрах хупланӑр. Сире калаҫҫӗ! Курӑнать… — Эп сасӑ май ун патне ҫывхара пуҫласанах вӑл таҫта, ҫӗр тӗпне кайса ҫухалать.

Тапӑну ҫӗнелсех пырать. Мускав паттӑррӑн ҫапӑҫать. Зениткасем кӗрлеҫҫӗ, прожекторсем аслатиллӗ тӑвӑлта кисренсе тӑаракан мачтӑлӑх йывӑҫсем пек, йӑр-яр ҫутӑлса тайӑла-тайӑла каяҫҫӗ. Хушӑран мана хамӑр ҫурт та тайкаланнӑн туйӑнать. Унтан чылай вӑхӑт ҫап-ҫутӑ пулса тӑчӗ Темӗнле тискер, сап-сарӑ фосфор ҫути, хӑяматла ҫутӑ ҫӳлтен анса, хулана ярса илчӗ. Ҫуртсем, урамсем, мӗн пур япала, сӑрлӑ кӗленче витӗр курӑннӑ пек, саррӑн-симӗссӗн курӑнаҫҫӗ. Ку вӑл — нимӗҫ самолёчӗсем пӑрахнӑ ҫутатакан бомбӑсем. Ҫав усал ҫӑлтӑрсем Мускав ҫине тирӗнсе тӑраҫҫӗ, хӑйсен вилӗ ҫутипе каҫӑн хура пӗркенчӗкне сирсе ыватса, хулана ҫутатаҫҫӗ. Вӗсем ҫине зениткӑсем, пулемётсем переҫҫӗ. Сарӑ ҫӑлтӑрсем майӗпен сӳнсе ларчӗҫ. Каҫ тӗттӗме тата та ҫӑрарах, паҫӑрхинчен те хурарах пулса тӑчӗ. Вара пӗлӗтрен чуна ҫурса яракан сасӑ хытӑран хытӑ шӑхӑрса анчӗ.

— Выртӑр! — илтӗнчӗ такам кӑшкӑрни.

Эпӗ ҫивитти ҫине тӑсӑлса ӳкрӗм. Кӗҫех куҫа шартса яракан ҫутӑ ҫутатрӗ, вара темӗнле вӑй, тимӗр ҫивитти тӑрӑх кӗмсӗртетсе иртсе, мана пусарса хӑварчӗ.

— Пиртен пӗр квартал урлӑ, — чухласа илчӗ комендант.

Халӗ ӗнтӗ хам ҫинчех бомбӑсем шӑхӑрни, кӗрӗслетсе ҫӗмӗрӗлни татти-сыпписӗр илтӗнет, ҫутӑ ялтӑрасах тӑрать. Унтан таҫта, вокзалсем хыҫнерех, тата Хӗрлӗ Пресня еннерех — хура пӗлӗт хӗреле пуҫларӗ. Вут тухрӗ. Акӑ хула тулашнерех, театр вырӑнта ҫунма тапратрӗ. Горизонт аркине вут хыпса илчӗ. Эпӗ сиксе чӗтрекен пултӑм, шӑлсем шакканине туйса илтӗм. Ҫӑварӑма икӗ алӑпа хӗстерсе тытрӑм, шӑлсем ҫав-ҫавах чарӑнмарӗҫ. Сасартӑк шӑнтса ячӗ. Ҫук, ӳт шикленнишӗн мар, тӳсме ҫук чун ыратнишӗн — хамӑр хула ҫуннишӗн, тӑшман килсе хур тунӑшӑн, ҫичӗ ют ҫӗр хута ашкӑннишӗн…

Мускав ҫунать… Эпӗ сиксе чӗтретӗп.

— Лектерчӗҫ, лектерчӗҫ, ик моторли ӳкет! — илтрӗм Игорь сассине.

Эпӗ пӗлет ҫинче виҫӗ хӗреслӗ прожектор пӗр ялтӑркка пӑнча васкамасӑр илсе аннине куртӑм. Пӑнчӑ хӑй хыҫҫӑн херлӗрех хӳре хӑварса, вут хыпнӑ горизонт еннелле ярӑнать. Сасартӑк унтан вут пӗрхӗмӗсем чалтӑртатса кайрӗҫ, вара хӗп-хӗрлӗ тумлам шӑранса анчӗ. Тӑшман самолетне ҫӗр вут-хӗм сирпӗтсе, хаяррӑн кӗтсе илчӗ.

Ҫуртсем ҫинче пурте «урра» кӑшкӑрма, алӑ ҫупма пуҫларӗҫ. Анчах ҫак вӑхӑтра пирӗн пуҫ тӗлӗнчех сывлӑш уласа ячӗ, пӗлӗтрен вут ҫума пуҫларӗ. Пӗлӗтрен факел ҫуннӑ пек, тискер вут пуҫҫисем вӑркӑна-вӑркӑна анаҫҫӗ, чашкӑрса тулхӑрса, кӗҫех ҫивитти ҫинче ҫунма тытӑнаҫҫӗ. Нимӗҫ бомбардировщикӗ пирӗн ҫине анса, ҫунтаракан бомбӑсем тӑкса хӑварчӗ.

Ак, сиксе ӳкрӗмӗр хайхисем ҫине. Вут куҫне — шыв! Хӑшӗ хӑйӑрпа сапать, хӑшӗ таптаса сӳнтерет, е хыпчӑкпа ярса илсе, ҫав вутлӑ ҫӗлен ҫурисене алюмини хуппине сӑхса тухиччен шыва ярса путарать! Пӗр бомбине эпӗ хамах пушкартӑм. Халь ӗнтӗ тӑшманӑн каткана лексе сӗвӗрӗлнӗ, хӑпаланса тухнӑ вӑйсӑр бомбине хам аллӑмпа хам тытса пӑхрӑм.

Ҫав бомбӑсенчен хӑшӗ пӗри брандмауер леш енне, кӳршӗри 15 №-лӗ ҫурт тӑррине ӳкнӗ. Арҫын ачасем вӗсене вӑрҫа-вӑрҫа сӳнтереҫҫӗ, аяла кусса анаканнисене хыҫалтан хӑвалаҫҫӗ. Пӗри,чи пысӑк вут чӑмӑркки, йӗри-тавра ҫулӑм сирпӗтсе, хӑй хыҫҫӑн вутлӑ йӗр хӑварса ҫивитти тӑрӑх валака ҫитиех кусса анчӗ, куҫа шартарса яракан шӗвеке татти-сыпписӗр пӗрӗхсе, хӗсӗнсе ларчӗ. Васька Жмырев хырӑмпа шуса карниз хӗррине ҫитрӗ те аллипе ҫеҫ тытӑнса тӑрса, ҫунакан вута тапта пуҫларӗ, юлашкинчен, урипе ҫаклатса, валак урлӑ картишне ывӑтрӗ:

— Эй, кам унта, аялта! — кӑшкӑрчӗ Жмырев, ҫӗрелле усӑнса. — Кама кӑвар кирлӗ?

Картиш самантлӑха ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ бомба ҫутипе ялтӑраса кайрӗ, унтан асфальт тӑрӑх тапӑртатса чупни, кӑшкӑрашни, айкашни илтӗнчӗ, вара каллех сӗм-тӗттӗм пулса тӑчӗ. Акӑ Васька каллех бомба курчӗ, ӑна хӑваланӑ май, пирӗн енне ялт ҫеҫ сиксе каҫрӗ. Малтан ку бомба шулап ҫине ӳкрӗ, лапчӑнчӗ, унтан пирӗн енне вутлӑ термитпа ҫивитти шӑвӑҫне шӑтарса майӗпен шуса анчӗ. Анчах Игорь ун патне Жмыревран маларах ӗлкӗрчӗ. Вӑл тӑсӑк Василине хулран чыша-чыша, хӑй те бомба пек чашкӑрса тулхӑрать.

— Яр, тенӗ сана, Жмырь, яр!.. Кай кунтан,. , Сан мар ку бомба, ан ҫулӑх… Мӗнле йӑла вӑл сан — чӗнмен ҫӗре пырса кӗретӗн! Сӳнтер ав хӑвӑр патӑрта…

Игорь Жмырева тӗртсе ярса, хай бомбӑна ӑскӑчпа ярса илчӗ-илчех. Вӑл, самовар валли кӑвар йӑтса кайнӑ пек, чердак ҫинчи шывлӑ катка патне чупрӗ. Аллисем чӗтреҫҫӗ. Бомба чашкӑрса, вут пӗрхӗнтерсе пырать, хӑш-пӗр хӗмлӗ тумлам Игорӗн шӑлаварӗ ҫине ӳкрӗ — матери ҫунма пуҫларӗ. Ача ӑна-куна асне те илмест, ҫӗлен пек хӑмсарса тӑракан бомбӑна путарать.

— Шалавар ҫунать, эй, халдей! — кӑшкӑрчӗ Жмырев, унтан кӗтмен ҫӗртен пӗчӗк Игоре ярса тытрӗ те, тӳрех шывлӑ каткана печӗ. Игорь часах сиксе тухрӗ, лачкам пулнӑскер, тилӗрсе кайса, тӑсланкӑ Жмырев ҫине сиксе ларчӗ.

— Мӗскер вара эс капла! Мӗскер мӑшкӑласа ҫӳретӗн? Ухмах…

Шӑлаварӗ чӑнах та ҫуна пуҫланине вӑл тин ҫеҫ асӑрхарӗ, хыпашлакалама пуҫларӗ, кукӑрӑлса, пӗкӗрӗлсе хӑй ҫине, хыҫалалла пӑхрӗ, унтан, именсе кайса, сасартӑк чарӑнчӗ.

— Ну, юрӗ, юрӗ, мӑртлатса ан тӑр, шарикленӗ халдей, — кӑмӑллӑн кулса каларӗ Жмырев, унтан брандмауер леш енне сиксе каҫрӗ.

Пирӗн ҫурта хӳтӗлекенсем вутлӑ бомбӑсемпе кӗрмешнӗ хыҫҫӑн ассӑн сывлакаласа, Игорек тавра пухӑнса тӑчӗҫ. Хӑшӗ шӑтса пӗтнӗ тумтирне тӗрӗслет, хӑшӗ хӑпаланнӑ аллине вӗркелет. Васькӑна мухтаса пӗтереймеҫҫӗ.

— Кам вӑл ҫав — пит маттур ача?

— Хӑнана килнӗскер, кӳршӗре пурӑнать. Хула тулашӗнчен. Пӗр ярханах.

— Ярханах-ярханах, пӑх та кур ӑна — епле хӑюллӑ, начас туса хучӗ! Хӑраман ача!

Игорь пӗр айккинче мӑшлатса тӑрать, вӑл кӑмӑлсӑр: Жмыревӑн хӑюллӑхӗ ачан мӗн тери паттӑрлӑхне хупларӗ.

— Сима, сан булавка ҫук-и? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл, унтан булавка илсе, пӑтӑрах кайнӑ шӑлаварне пиҫиххи ҫумне тирсе, чылайччен аппаланчӗ.

Ӗнтӗ кӑмӑлӑм кӑштах уҫӑлчӗ. Тем тесен те, ку пирӗншӗн кӗрешӳри пӗрремӗш сӑнав пулса тӑчӗ, эпир хамӑра аван тытрӑмӑр. Ҫапах вӗсене — Мускав ҫинче куҫа курӑнми вӗҫсе ҫӳресе, пирӗн пуҫ ҫине, ҫуртсем ҫине типшар яракансене — парӑнмарӑмӑр, ҫурта сыхласа хӑвартӑмӑр.

«Амед ӑҫта-ши халь? — аса илтӗм эп. Шел. Курасчӗ вӑл мана ҫак кӗрешӳре! Каҫсах кайӗччӗ. Ҫыврать пуль, лӑпкӑ та ӑшӑ ҫӑлтӑрсен хӳттинче. Ҫумри витере — мухтаса пӗтерейми Дюльдяль тулхӑркалать, кӑмӑрт-кӑмӑрт тутарса утӑ ҫиет».

Ҫывӑхри рупорсем «отбой» каларӗҫ: «Сывлӑшри тапӑнун хӑрушлӑхӗ иртрӗ!» — тесе кӑмӑллӑн, чуна савӑнтарса пӗлтерчӗҫ. Эпӗ ҫивитти ҫинчен антӑм, халь ӗнтӗ тин хам калама ҫук ывӑннине туйса илтӗм.

Хӳтлӗхсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр халӑх тухать, каҫ хӑрушлӑхӗ ҫинчен шавлӑн калаҫса саланать.

Кӗҫех мана хамӑн пионерсем ҫавӑрса илчӗҫ, хӳтлӗхе ирӗксӗртен лекнӗскерсем, пӗрне пӗри пӳле-пӳле, хӑйсем мӗн тӳссе ирттернине, пуҫ тӑрринче ҫӗр чӗтренӗ чух камӑн мӗнле кӑмӑл пулнине кала-кала пачӗҫ. Килтен пӗр кӗпе вӗҫҫӗн сиксе тухнӑ темӗнле ватӑ ҫын, ҫӑм пушмак тӑханнӑскер, кам курас текене шӑлланса кайнӑ ҫивӗч осколок кӑтартать: «Чавк! турӗ те чӳречерен ман ҫумма минтер ҫине кап! пырса выртрӗ. Сивӗнсе те ҫитменччӗ…»

Акӑ анне те тухрӗ, шурса кайнӑскер мана курнӑ-курман ярса тытрӗ, сывлӑшне аран ҫавӑрса, пуҫран ыталарӗ, чуптума пуҫларӗ:

— Эй, турӑҫӑм, Сима, мӗн куртӑмӑр… Ой, парӑр-ха, часрах, ирӗке тухам, сывласа илем!.. Мӗншӗн хӑвна ху ҫапла тытатӑн ачам? Мӗншӗн сыхланмастӑн?… Турӑ кӑна сиртӗр те — лекнӗ пулсан!.. Ой, батюшки, мӗнчул чӑтмалла-ха тата? Аҫу та ниҫта та курӑнмасть. Ӑҫта ҫӳрет-ши ӗнтӗ?

Атте инҫех те мар иккен, вӑл пирӗн паталла, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑркаласа, ҫынсемпе пӗрле килет:

— Кунта эп, амӑш, кунта! Чӗп-чӗрӗ. Акӑ эп, акӑ!

— Ай, турӑҫӑм, ӑҫта таплатса ҫӳретӗн эс, суккӑрскер? — ҫиленсех каларӗ анне.

— Ан янра, Катя, ҫитӗ, — терӗ атте. — Ӗнтӗ ман суккӑрлӑх шӑп юрӑхлӑ пулчӗ. Ҫирӗм пилӗк ҫул тӗттӗмре кӑштӑртатса ҫӳретӗп. Сирӗншӗн пулсан, ку ҫӗнӗ япала, эсир хӑнӑхайман. Паян эп, амӑш, хамӑр объектра асли вырӑнне пултӑм. Пурте чышӑнаҫҫӗ, ҫапӑнаҫҫӗ, ӑҫта килчӗ унта пырса тӑрӑнаҫҫӗ, маншӑн пулсан, пӗрех: тӗттӗм-и, ҫук-и. Ак ӗнтӗ эпӗ те кирлӗ пултӑм иккен… Симочка, мӗн пулнӑ сан аллуна? — Вӑл ман алӑ тӳртӗшне сӗртӗнсе пӑхрӗ… — Пӗҫертнӗ пулас? Сыхланас пулать, ачам… Ҫурт тӑррине хӑпарма сансӑр та ҫын пулӗ…

Васька Жмырев та кунта мӗн, вӑл хӑй мӗн чухлӗ бомба сӳнтернипе мухтанать.

Ҫапла иртрӗ Мускавӑн малтанхи кӗрешӳ каҫӗ. Чӗрӗм ыйӑх курман ҫынсенче, хӑшӗ-пӗри аванах сехӗрленнӗ пулсан та, темӗнле хӑйне уйрӑм, ҫӗнӗрен ҫуралнӑ мӑнаҫлӑ вӑй палӑрать. Эпир хамӑра вутпа кӗрешес ӗҫре сӑнаса пӑхрӑмӑр. Мускав тӑшманпа тытӑҫса пӑхрӗ. Пурте паян хӑйсене хӑйсем ӗнерхинчен нумай вӑйлӑрах туяҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех