Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пиллӗкмӗш пай. Чӗре патне

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.09 10:41

Пуплевӗш: 253; Сӑмах: 2269

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ромашка

Ч-па эпир ҫурҫӗр ҫитес умӗн уйрӑлтӑмӑр та эпӗ хам пата таврӑнтӑм. Хӑнасем йышӑнма ытла каҫа юлнӑччӗ ӗнтӗ. Анчах мана хӑна кӗтсе тӑратчӗ, чӑнах та вӑл хам кӗтмен хӑначчӗ, ҫапах та хӑначчӗ.

— Сире кӗтет, — терӗ портье.

Мана хирӗҫ Ромашка тухса тӑчӗ.

Манпа курнӑҫма тесе вӑл чунне кӑна мар, ӳтне те хатӗрленӗ пулмалла, ун пек хӳхӗм тумланса кӗнине халиччен курманччӗ-ха эпӗ. Вӑл темле хурҫӑ тӗслӗ шалпар пальтопаччӗ, илемсӗртерех пуҫӗ ҫинчи ҫемҫе шлепки ҫӗкленнӗ пек тӑратчӗ. Хӑйӗнчен одеколон шӑрши ҫапатчӗ.

— Э, Ромашка, — терӗм эпӗ, кулкаласа. — Чипер-и, тӑмана?

Хӑйне ун пек саламланӑшӑн аптӑрасах ӳкрӗ пулас вал.

— Э, ҫапла-ҫке, тӑмана ҫав, — терӗ вӑл, кулкаласа, — эпӗ мансах кайнӑ шкулта хама тӑрӑхласа чӗннине. Анчах эсӗ епле астӑватӑн-ха ҫав ятсене!

Вӑл та хӑйне ирӗккӗн тыткаланӑ пек калаҫасшӑн пулчӗ.

— Эпӗ, тӑванӑм, пӗтӗмпех астӑватӑп. Эс ман пата-и?

— Вӑхӑту пулсан.

— Пушах-ха, — терӗм эпӗ. — Нимӗн те тумастӑп-ха. Лифтпа хӑпарнӑ чух ман ҫине вӑл куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ, эпӗ ӳсӗр мар-и, терӗ пулас вӑл, енчен ӳсӗр пулнӑ пулсан хӑйне мӗнле усӑ пулма пултарӗ тесе шайланӑ пек пӑхрӗ вӑл. Анчах эп ӳсӗр марччӗ, мӗн ӗҫессе те аслӑ летчик сывлӑхӗшӗн пӗр стакан хӗрлӗ эрех кӑна сыпнӑччӗ…

— Ак ӑҫта пурӑнатӑн иккен эсӗ, — терӗ вӑл, эп ӑна ҫемҫе пукан ҫине ларма сӗнсен. — Лайӑх номер.

— Пырать.

Ҫак номершӑн эп мӗн чухлӗ тӳлетӗп иккенне ыйтасса кӗтрӗм. Анчах вӑл ыйтмарӗ.

— Мӗн тесен те ку лайӑх гостиница, «Метрополитен» начар мар, — терӗ вӑл.

— Ҫапла та пулӗ.

Ромашка малтан хам сӑмах пуҫласа калаҫасса ӗмӗтленчӗ. Анчах эпӗ урасене хӗреслетсе ларса пирус туртрӑм, ҫыру сӗтелӗ ҫинчи кӗленче айне вырнаҫтарнӑ «Килнӗ ҫынсемшӗн ҫырнӑ правилӑсене» пикенсех вула пуҫларӑм. Вара вӑл тарӑнӑн сывласа илчӗ те нимӗн пӑркаланмасӑр калаҫма тытӑнчӗ.

— Саня, пирӗн питӗ нумай япаласем пирки калаҫмалла, — терӗ вӑл, ним кулмасӑр. — Эпир культурӑллӑ ҫынсем, ҫаксем ҫинчен килӗштерсе калаҫсах татӑлма пултаратпӑр. Тӗрӗс мар-и?

Ахӑрнех вӑл манманччӗ пулас, епле пӗррехинче ҫав «ҫаксем ҫинчен» тенипе эпӗ ытла килӗштерсе калаҫманнине. Ҫапах та сасси унӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑнах вӑй илсе пычӗ.

— Саня, мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсене пула Катя пӗр кӗтмен ҫӗртен килне пӑрахса кайнине пӗлместӗп-ха эпӗ, анчах ҫавӑн пирки ыйтса пӗлмешкӗн тивӗҫӗм пур; эсӗ кунта килнипе ҫыхӑнман-ши ҫав сӑлтавсем?

— Ун пирки эс Катьӑран ыйтса пӗлнӗ пулӑттӑн, — терӗм эпӗ лӑпкӑн.

Вӑл шӑпланчӗ. Хӑлхисем унӑн хӗрелсе кайрӗҫ, куҫӗсем алчӑрарӗҫ, ҫамки пӗрӗнчӗкӗсем тикӗсленчӗҫ. Интересленсех пӑхрӑм эп ун ҫине…

— Ҫапах та вӑл санпа кайни паллӑ-ха мана, — пуҫларӗ вӑл кӑштах пусӑрӑннӑ сасӑпа.

— Тӗп-тӗрӗс. Эпӗ ӑна япалисене хумашкӑн та пулӑшрӑм.

— Апла иккен, — терӗ вӑл хӑрӑлтатса. Хӑрах куҫӗ унӑн хупӑннӑ пекех пулчӗ, тепринпе чалӑштарса пӑхать — ун ҫине пӑхсан сехрӳ хӑпса тухӗ ҫав. Эп ӑна халиччен ун пеккине курманччӗ-ха.

— Апла иккен, — терӗ вӑл тепӗр хут.

— Ҫапла ҫав.

— Апла.

Чӗнмесӗр тӑтӑмӑр.

— Итле-ха, — пуҫларӗ вӑл каллех. — Эпир санпа Кораблев юбилейӗнче калаҫса пӗтереймерӗмӗр. Халь акӑ каласа парас тетӗп-ха. «Св. Мария» экспедицийӗ пирки эпӗ те самай пӗлтӗм. Эпӗ те унпа сан пекех интересленнӗ, анчах эпӗ урӑх енчен.

Эпӗ нимӗн те каламарӑм. Унӑн урӑх енӗ маншӑн паллӑччӗ ӗнтӗ.

— Пӗр каласан, ҫав экспедицире Николай Антоныч мӗн тунине пӗлесшӗнччӗ пулас-ха эсӗ. Ун пирки эпӗ хамӑр калаҫнӑ тӑрӑхах тӗшмӗртетӗп.

Ун пирки вӑл хамӑр калаҫман пулсан та тӗшмӗртме пултарнӑ. Анчах эп ӑна хирӗҫ пулмарӑм. Вӑл ӑҫталла сулӑнтарнине пӗлеймерӗм-ха эпӗ.

— Ҫав ӗҫре эпӗ сана пысӑк усӑ кӑтартма пултаратӑп пулӗ тетӗп.

— Чӑнах-и?

— Тӗрӗссипе калатӑп.

Вӑл сасартӑк ман ҫинелле ыткӑнса туртӑнчӗ, эпӗ хам сисмесӗрех сиксе тӑтӑм.

— Итле-ха, итле-ха, — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл, — эп вӗт ун ҫинчен эс пӗлменнине пӗлетӗп! Эп пӗр япала пӗлетӗп, илтсен тӗлӗнсе кайӑн! Ӗҫе пӗлсе тытӑнсан ӑна пӗтӗмпех пӗтӗрсе хума май пур, шантаракан ӗҫсем пур манра. Кам тетӗн эс ӑна?

Ҫакна виҫӗ хут каларӗ вӑл, ҫав хушӑрах ман паталла сӗкӗнсе кӗчӗ те, эпӗ ӑна хулпуҫҫинчен тытса чарса тӑтӑм. Вӑл ҫавна та туймарӗ.

— Вӑл хӑй мӗн тунине те хӑй маннӑ. Пурте ӗҫ хучӗсем ҫинче пур, — терӗ Ромашов.

Паллах ӗнтӗ, вӑл Вышимирскинчен илнӗ хутсем пирки каларӗ.

— Эсир мӗншӗн хирӗҫнине пӗлетӗп эпӗ. Эс ӑна экспедицие вӑрланӑ, тесе каланӑ та, вӑл сана хӑваласа кӑларнӑ. Анчах сан сӑмаху тӗрӗс. Эс ӑна тӗрес каланӑ.

Иккӗмӗш хут та илтрӗм ҫапла пӗр тунмасӑр каланине, анчах ҫак хыпар мана халь савӑнтарсах каймасть. Юри тӗлӗннӗ пек пулса ҫеҫ:
— Мӗн тетӗн эс? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Вӑл тунӑ ҫав ӗҫе, — терӗ Ромашка, темле ирсӗрӗн киленсе. — Эп сана пулӑшма пултаратӑп. Эп пӗтӗмпех, пӗтӗм кӑтартусене парӑп. Вара вӑл пирӗн пуҫхӗрлех персе ӳкӗ.

Чӗнмелле марччӗ манӑн, анчах эп чӑтаймасӑр ыйтрӑм:

— Мӗн чухлӗ?

Вӑл ытла хӗрсе ҫитнине асне илчӗ.

— Эсӗ кирек те мӗн шухӑшлама пултаратӑн, — терӗ вӑл. — Анчах эп ҫакна ҫеҫ сана сӗнесшӗн: тухса кайсамччӗ кунтан.

— Пӗччен-и?

— Пӗччен.

— Катьӑсӑр-и?

— Катьӑсӑр.

— Интереслӗ пулса тухать. Урӑхла каласан, ӗнтӗ эсӗ мана унран сивӗтесшӗн, ҫапла-и?

— Эпӗ Катьӑна юрататӑп, — терӗ вӑл, куштанланса.

— Э, эсӗ ӑна юрататӑн иккен-ха. Ку интереслӗ вара. Апла эппин эпир пӗрне-пӗри ҫыру та ҫырмалла мар ӗнтӗ, ҫапла мар-и?

Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ.

— Кӗт-ха пӗр самантлӑха, эп халех килетӗп, — терӗм те тухрӑм.

Вестибюль сӗтелӗ патӗнче этаж заведующийӗ ларатчӗ, эпӗ унран: телефонпа калаҫма юрать-и, тесе ыйтрӑм, хам калаҫнӑ май, Ромашка каймасть-и-ха тесе коридор тарӑх пӑхса тӑтӑм. Анчах вӑл каймарӗ — эпӗ телефонпа такампа калаҫассине шухӑша илме пултаратчӗ-ши вара.

— Николай Антоныч-и? Кӑна Григорьев калаҫать. — Хӑйпе кам калаҫнине вӑл тепӗр хут та ыйтса пӗлчӗ. Йӑнӑш илтнӗ пек туйӑнчӗ пуль ӑна. — Николай Антоныч — терӗм ӑна хисеплес кӑмӑлӑмпа, — ҫакӑн пек кая юлса канӑҫӑра татнӑшӑн айӑп ан тӑвӑр-ха эсир мана. Ман сире халех курмалла.

Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ.

— Апла пулсан ман пата килӗр, — терӗ вӑл тинех.

— Николай Антоныч! Йӑлӑнтарасшӑн пулар мар ӗнтӗ хальхинче. Ӗненнӗ пулӑр мана эсир, ку питӗ кирлӗ япала, манран ытла вӑл сирӗншӗн кирлӗ.

Чӗнмесӗр тӑнӑ хушӑра мана вӑл мӗнле сывлани илтӗнет.

— Хӑҫан? Паян пыраймастӑп эпӗ.

— Паянах килмелле ҫав. Халех. Николай Антоныч, — терӗм эпӗ хыттӑн, — пурнӑҫра пӗрре те пулсан ӗненӗр мана. Эсир килетӗрех. Эп трубкӑна ҫакатӑп.

Эп хӑш номерте чарӑннине ыйтмарӗ те вӑл, ку вара, хайхи «Ученӑя хӳтӗлесе» текен статьяллӑ хаҫата вӑл хӑех янӑ иккенне мана ҫакӑ та пулин пӗлтерчӗ. Анчах халь ҫав суйланчӑк вак-тӗвексем илентерместчӗҫ-ха мана. Эпӗ Ромашка патне таврӑнтӑм.

Николай Антоныча кӗтсе хӑҫан та пулин ҫакӑн чухнехи пек ҫирӗм минут хушши улталаса чееленме хӑтланнине урӑхран эпӗ астумастӑп та. Николай Антоныч ӗлӗк кам пулнине пӗлесси хамшӑн нимӗне те тӑман пек кӑтартасшӑн тӑрӑшрӑм, ҫав хутсем мӗн ҫинчен каланине ыйткаларӑм, юри тунӑ сассӑмпа Катьӑсӑр кайма пултараймастӑп тесе те пӑхрӑм. Анчах алӑка шаккарӗҫ те акӑ:
— Кӗрӗр! — терӗм эпӗ.

Николай Антоныч кӗчӗ те пуҫтаймасӑрах алӑк урати умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Ыра сунатӑп, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ.

Эпӗ Ромашка ҫине пӑхмарӑм, каярахпа тин пӑхрӑм: вӑл пукан кӗтессине ларнӑччӗ, пуҫне ӳпӗнтеререх тытнӑччӗ, хӑй пӑшӑрханса итлеме тытӑнчӗ — шӑлтах тӑмана ҫав, тискертерех кӑна.

— Акӑ, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ питӗ лӑпкӑн, — ҫак гражданина эсир мӗн тесен те лайӑх паллатӑр. Ромашов теҫҫӗ пулас ӑна, сирӗн юратнӑ вӗренекенӗр те, ассистентӑр, ытах эпӗ йӑнӑшмастӑп пулсан халь-халь сирӗн хурӑнташӑр пулмалли ҫынччӗ. Эпӗ сире хамӑр кунта мӗн ҫинчен калаҫнине кӑштах та пулин пӗлтерме чӗнсеттӗм.

Николай Антоныч ҫаплах алӑк патӗнче тӑрать — вӑл яштака, тӗлӗнмелле яштака ҫын, пальтопа, шӗлепкине аллипе тытнӑ. Унтан вӑл шӗлепкине ӳкерчӗ.

— Ҫак Ромашов кунта килнӗренпе, — терӗм эпӗ, — сехет ҫурӑ пулать, вӑл мана акӑ мӗн тума сӗнчӗ: пӗрремӗшӗ, эсир Татаринов капитанӑн экспедицине вӑрланӑ, иккӗмӗшӗ, хӑвӑр пурнӑҫӑрта тахҫан тата темӗн-темӗн туса хӑтланнӑ, вӗсем ҫинчен эсир анкетӑрсем ҫинче кӑтартмасӑр хӑваратӑр, Ромашов мана ҫавсем ҫинчен тӗрес кӑтартса паракан материалсене пӑхса тухма сӗнчӗ.

Кунта вара — шӗлепкине ӳкерчех вӑл. — Ҫав таварне вӑл пӗр хут ҫеҫ мар сутать пуль-ха, мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ, — терӗм эпӗ. — Пӗлместӗп те, тен эп йӑнӑш каларӑм пуль.

— Николай Антоныч! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Ромашка. — Пӗтӗмпех суя ҫаксем! Ан шанӑр ӑна! Улталать вӑл!

Эпӗ вӑл кӑшкӑрма чарӑнасса кӗтсе тӑтӑм.

— Халӗ, паллах ӗнтӗ, маншӑн пулсан пурпӗрех, — терӗм эп, — сирӗн хушшӑрта калаҫусем пулӗҫ-и тен. Анчах эсир ӑс ҫитерсех…

Питӗм ҫинче шӑнӑр туртӑнкалама пуҫланине сисрӗм эпӗ, ку вара мана килӗшсех каймарӗ, эпӗ вӗсемпе питӗ лӑпкӑн калаҫасшӑнччӗ-ҫке-ха.

— Анчах эсир ӑс ҫитерсех шухӑшланӑ-ха ҫак ҫын Катя упӑшки пулӗ тесе. Эсир ирсӗр ӗмӗтӗре пула Катьӑна калаҫтарнӑ, мӗншӗн тесен эсир ҫак ҫынран хӑраса ӳкнӗ. Халь ак вӑлах ман пата килнӗ те: «Вӑл пирӗн пуҫхӗрлех персе ӳкӗ», тесе кӑшкӑрашать.

Николай Антоныч асне илнӗ пек туса малалла ярса пусрӗ те Ромашка ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Темӗнччен, темӗнччен пӑхса тӑчӗ вӑл ун ҫине, ҫак пӑшӑрхантаракан шӑплӑха чӑтса тӑрасси маншӑн та йывӑр пулчӗ.

— Николай Антоныч, — каллех хӑйне хӗрхенессе кӗтсе мӑкӑртатрӗ Ромашка.

Николай Антоныч ҫаплах пӑхса тӑчӗ. Тинех вӑл ҫӑвар уҫрӗ те, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм: сасси унӑн йӑлтах хавшанӑ, ватӑлнӑ сасӑ.

— Мана мӗншӗн чӗнтӗр кунта? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Чирлӗ эпӗ, калаҫмашкӑн та йывӑр. Ҫак ҫын ирсӗр тесе ӗнентерес тетӗр мана эсир. Маншӑн ку хыпар ҫӗнӗ мар. Эсир мана ҫӗнӗрен пӗтересшӗн пулсаттӑр, анчах халиччен мӗн тунинчен те ытлашшине тӑваймастӑр ӗнтӗ эсир — ниҫтан тӳрлетме те ҫук. — Сывлӑшне тарӑнӑн ҫавӑрчӗ вӑл. Ӑна, чӑнах та, калаҫма йывӑр иккен.

— Катя мана пӗр сӑмах каламасӑр тухса кайрӗ, эппин вӑл мӗн тӑвас тенӗ, хӑй тутӑр, хӑйӗн ӗҫӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах сасси унӑн ҫиллес илтӗнчӗ. — Хам пурнӑҫра ялан пӳлсе пынӑ чарусӑр элеке шанчӗ вӑл.

Эп чӗнмерӗм. Ромашка чӗтреве ернӗ аллипе стакана шыв тултарчӗ те ӑна сыпма сӗнчӗ.

— Николай Антоныч, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — ан вӑркатӑрах ӑшӑра.

Анчах Николай Антоныч ун аллине тӗксех пӑрчӗ, стаканри шыв та кавир ҫине тӑкӑнчӗ.

— Хам ҫине илместӗп, — терӗ те вӑл сасартӑк куҫлӑхне хывса пӳрнисемпе кӑпӑштаттарма тытӑнчӗ. — Ӳпкелессе те, хӗрхенессе те хам ҫине илместӗп. Катьӑн хӑйӗн ӗҫӗ. Хӑйӗн шапи. Эп ӑна телей кӑна суннӑ. Анчах тӑван ҫинчен асӑнасса эпӗ никама та памастӑп, — терӗ вӑл харӑлтатса, унӑн хулӑн туталлӑ йӑпӑшка пичӗ салхуланчӗ. — Тен эпӗ ҫак асапӑмпа саплашнипе те хавасланнӑ пулӑттӑм — ан тив, мӗн хам виличченех пытӑр, мана вӗт хам пурнӑҫӑм тахҫанах кирлӗ мар. Анчах ҫак мӑшкӑла кӑтартакан тискер айӑпа хам ҫине илместӗп, пулман вӗсем. Хуть те эсир пӗр свидетель вырӑнне суякан пин свидетель тупса килӗр — пурпӗрех ҫав аслӑ ӗмӗтлӗ, аслӑ чунлӑ ҫынна эп вӗлернӗ тесен, никам та шанас ҫук.

Николай Антоныч хӑй тӑванӗ ҫинчен калаҫнӑ чух кирек хӑҫан та тӑванне хисеплес кӑмӑлпа тӑнине астутарасшӑнччӗ эпӗ, анчах вӑл мана калама памарӗ.

— Пӗртен-пӗр свидетеле ҫеҫ ӗненетӗп эпӗ, — терӗ вӑл, — Ивана хӑйне. Вӑл ҫеҫ мана айӑплама пултарать, эп айӑплӑ пулнӑ пулсан та, вӑл ҫеҫ айӑплама пултарнӑ пулӗччӗ.

Николай Антоныч йӗрсе ячӗ. Вӑл куҫлӑхӗпе пӳрнисене касрӗ, вӑрахчен сӑмса тутӑрне кӑларчӗ. Ромашка ун умне сиксе тӑчӗ те пулӑша пуҫларӗ, анчах Николай Антоныч каллех ун аллине тӗксе ячӗ.

— Кунта вилнӗ ҫын та калаҫма тытӑннӑ пулӗччӗ-и тен, — терӗ вӑл нишлӗн сывласа, унтан шӗлепкине илме туртӑнчӗ.

— Николай Антоныч, — терӗм эп питӗ лӑпкӑн, — эсир айӑплӑ иккенне пӗтӗм этемлӗх умӗнче кӑтартас пирки хам ӗмӗре ирттерӗп тесе ан шутлӑр эсир ман ҫинчен. Маншӑн ку тахҫанах паллӑ, халь акӑ маншӑн кӑна та мар. Сире кунта эп ун ҫинчен каласа парасшӑн чӗнмен-ха. Сирӗн умӑрта ҫак йӗксӗкӗн чӑн сӑнарне кӑтартасси хамӑн тивӗҫлӗхӗм тесе ҫеҫ шутларӑм. Мана вӑл сирӗн ҫинчен мӗн пӗлтерни те кирлӗ мар — ун ҫинчен эп тахҫанах пӗтӗмпех пӗлеттӗм. Мӗн те пулин каласшӑн-и ӑна эсир?

Николай Антоныч чӗнмерӗ.

— Эппин тухса ҫухал эс куҫ умӗнчен! — терӗм эпӗ Ромашкӑна.

Вӑл Николай Антоныч патне пырса темӗн пӑшӑлтатасшӑнччӗ. Анчах Николай Антоныч нимӗн туйман пек мал еннелле пӑхса тӑчӗ. Ҫак иртнӗ кунсенче вӑл епле ватӑлса кайнине, вӑл ытла имшерӗн курӑннине эпӗ тин ҫеҫ асӑрхарӑм. Ҫапах та хӗрхенмерӗм ӑна эпӗ — хӗрхенессӗм ан пултӑр ҫавна.

— Тухса кайнӑ пул! — терӗм эп каллех Ромашкӑна.

Вӑл тухса каймарӗ, ҫаплах темӗн пӑшӑлтатрӗ. Унтан вара вӑл Николай Антоныча аллинчен ярса тытрӗ те алӑк патнелле ҫавӑтрӗ. Кӑна кӗтме те ҫукчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам ятарласа чӗннӗ Николай Антоныча мар, Ромашкӑна хӑвалаттӑмччӗ-ҫке. Эпӗ унран тата пӗр япала пирки ыйтса пӗлесшӗнччӗ: «Ученӑя хӳтӗлени» статья пирки, ҫав, юптарусем ҫыраканнин несӗлӗ мар-и И. Крылов текенни? Анчах каярах юлтӑм иккен — вӗсем тухса каятчӗҫ.

Ҫапах та хирӗҫтереймерӗм пулас-ха эпӗ вӗсене. Вӑрӑм коридор тӑрӑх вӗсем алла-аллӑн тытӑнса хуллен ҫеҫ утрӗҫ, Николай Антоныч пӗр минутлӑха ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ. Вӑл хӑй ҫӳҫне тӑпӑлтарма тытӑнчӗ. Ҫӳҫӗ ҫукчӗ-ха унӑн, пӳрнисем ҫинче ҫеҫ ача мамакӗ пек пайӑркасем тӑра-тӑра юлнӑччӗ, ҫавсем ҫине вӑл тарӑхса тӗлӗннӗ пек пӑхрӗ. Ромашка ӑна хулӗнчен тытса тӑчӗ, унӑн пальтине тасаткаларӗ, вара мӗн урамран пӑрӑнса куҫран ҫухаличченех васкамасӑр сулланса малалла утрӗҫ.

Хам тухса каяс умӗн Ч. мана Главсевморпуть начальникӗпе калаҫрӑм тесе телефонпа пӗлтерчӗ, вӑл хӑех ман докладлӑ ҫырӑва та вуласа панӑ иккен. Отвечӗ ӑнӑҫлӑ. Кӑҫалах экспедици яма кая юлнӑ ӗнтӗ, анчах ҫитес ҫулхине каяс ӗҫ пулмаллах. Проектне шанчӑклӑн, тӗплӗн туса ҫитернӗ, маршрутне ҫеҫ тата тӗрӗслемелле пулать иккен. Историллӗ пайӗ те питӗ интереслӗ пулмалла. Хама чӗнтереҫҫӗ, чӗнтерекен хут ӳлӗмрех илетӗп.

Яра-куна вара ҫаплах магазинра ирттертӗм: Катьӑпа каллех уйрӑлмалла пулать те, ун валли мӗнле те пулин пӗр-пӗр парне туянасшӑнччӗ. Ӑна тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар иккен. Чейник валли-и? Анчах унӑн чейникӗ ҫукчӗ-ха. Платье тавраш-и? Эпӗ нихҫан та крепсатэна фай-де-шинран уйӑрса илеймен-ҫке. Лейкӑ-и? Ӑна лейкӑ питех те кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ, анчах укҫам ҫитеймест.

Енчен эпӗ Арбатра Вальӑна тӗл пулман пулсан мӗн тесен те нимӗн те туянайман пулӑттӑм. Вӑл кӗнеке магазинӗн кантӑкӗ умӗнче шухӑша кайса тӑратчӗ — ӗлӗк пулсан ӗнтӗ эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах пӗлнӗ пулӑттӑм, — тискер кайӑксем ҫинчен шухӑшлать тейӗттӗм. Анчах халӗ тепӗр япала ҫинчен те шухӑшламалли пурччӗ унӑн.

— Валя, — терӗм эп. — Акӑ мӗн. Укҫу пур-и санӑн?

— Пур.

— Мӗн чухлӗ?

— Пилӗкҫӗр тенкӗсем, — терӗ Валя.

— Пар пӗтӗмпех.

Вӑл кулса ячӗ.

— Мӗскер эс, каллех Катьӑна илме Энска каясшӑн мар-и?

Эпир фотомагазина кайрӑмӑр та лейкӑ туянтӑмӑр…

Ӗнтӗ пуриншӗн те ҫӗрле, ҫурҫӗр иртсен пӗрремӗш сехетре тухса каяттӑм та, анчах Катьӑпа эпир иртенпех сывпуллашма тытӑнтӑмӑр — пӗрмаях ун патӗнче пултӑм эпӗ, унӑн килӗнче е вӑл ӗҫленӗ ҫӗрте. Нумайлӑхах уйрӑлмастӑмӑр-ха эпир: августра вӑл ман пата Заполярьене пымаллаччӗ, эпӗ хама тата маларах чӗнтерессе те шанса тӑна — тен июльте те пулӗ. Ҫапах та ӑшӑм вӑрка пуҫларӗ — хальхинче те нумайлӑха уйрӑлмасан юрӗччӗ…

Валя хамӑн статьям пичетленнӗ «Правда» номерне вокзалах илсе пычӗ. Хам мӗнле ҫырса панӑ, пӗтӗмпех ҫавӑн пек пичетленӗ. Пӗр ҫӗрте ҫеҫ кӑшт кӑна тӳрлетнӗ, пӗтӗм статйине илсен ҫуррине яхӑн кӗскетнӗ. Анчах дневникрен ҫырса илнӗ вырӑнсене пӗтӗмпех пичетленӗ: «Ҫавӑн чух уйрӑлнине нихҫан та манас ҫук эпӗ, вӑл хавхаланнӑ сӑнарлӑн инҫете тинкерсе пӑхни нихҫан та асран каяс ҫук. Ӗлӗкрех вӑл хӗрлӗччӗ, пурнӑҫ тапса тӑратчӗ унӑн, хӑй пӗрмай анекдотсем те кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ, командӑн чи юратнӑ ҫынниччӗ ҫав вӑл, чи йывӑр ӗҫе тытӑннӑ чухне те шӳт тӑвасса пӑрахмастчӗ, — мӗнӗ юлнӑччӗ ӗнтӗ халь ҫавсенчен! Ун сӑмахне итленӗ хыҫҫӑн никам та каймарӗ. Юлашки сӑмахне калас тесе вӑйне куҫне хупса пуҫтарассӑн тӑратчӗ вӑл. Анчах сӑмахӗ вырӑнне аран илтӗнмелле йынӑшу сасси тухрӗ, куҫ хӗрринче куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ…»

Ҫакна эпир Катьӑпа вагон коридорӗнче вуларӑмӑр та, унӑн ҫӳҫӗ ман питӗме тивнине туйрӑм эпӗ, вӑл хӑй те куҫҫуль кӑлармасӑр аран-аран чӑтса тӑчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех