Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:19

Пуплевӗш: 178; Сӑмах: 1985

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пирӗн вара хӑна пур

Ромашка! Ромашка пулнӑ иккен вӗсен патӗнче! Старике вӑл персональнӑй пенси пирки ӗҫ ҫӳретӗп тесе сӑмах панӑ иккен, Нюта ҫине те куҫ хывнӑ-мӗн, унӑн сӑмсине те ӗнтӗ! Кайран вара темле хутсем илсе кайнӑ та ҫухалнӑ, старик халь астуса та илеймест ҫавӑнта мӗнле хутсем пулнине. Малтанласа эпӗ урӑх Ромашов мар-и, терем, пӗр хушаматлӑскер мар-и, терӗм. Мӗн каламалли пур, вӑлах пулнӑ ӗнтӗ. Эпӗ вӑл мӗнле сӑнарлӑ иккенне пӗтӗмпех каласа патӑм та, Нюра, кураймасӑр:
— Ҫавӑ! — терӗ.

Ромашка ӑна куҫ хывни паллӑ ӗнтӗ. Унтан вара туслашма пӑрахнӑ, пӑрахман пулсан, хӗр ӑна ҫапла ытла хӑртса вӑрҫман пулӗччӗ. Вӑл вӗсем патне ҫӳресе старик Николай Антоныч ҫинчен мӗн пӗлнӗ, ҫавна пӗлсе ҫитнӗ. Вӑл тӗрлӗ сӑмах пуҫтарнӑ. Мӗншӗн вӑл Вышимирскирен ҫав хутсене илсе кайнӑ-ха, вӗсем тӑрӑх вӗт революциччен малтан Николай Антоныч педагог пулсан, биржа ҫилхӑванӗ пулнине кӑна пӗлме пултарать-ҫке?

Вышимирский патӗнчен таврӑннӑ чух манӑн пуҫ та ҫаврӑна пуҫларӗ. Кунта икӗ шут кӑна пулма пултарать: е иртнӗ вӑхӑтри пур йӗрсене те шӑлса тӑкасси, е Николай Антоныча хӑй аллинче тытас тени.

Ӑна алӑра тытма-и? Мӗншӗн? Вӑл унӑн вӗренекенӗ-ҫке хайне чи ҫывӑххи, чи шанчӑклӑ ҫынни! Яланах ҫаплаччӗ ҫав, шкулта чухнех, ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫатчӗҫ, ҫавна пурне те итлетчӗ те ӑна элеклесе паратчӗ. Ҫак та Николай Антоныч хушнӑ ӗҫ ӗнтӗ! Николай Антоныч ӑна Вышимирский ун ҫинчен мӗн пӗлет, ҫавна пурне те тӗпчесе пӗлме хушса янӑ. Вӑл хӑйне чӑрмантарма пултаракан хутсене илме Ромашкӑна янӑ.

Эпӗ кафене кӗтӗм те мороженӑй илсе ҫирӗм. Унтан темле шыв ӗҫрӗм. Ытла пӑчӑччӗ мана, шухӑш ҫине шухӑш пуҫа ҫавӑрать. Шкултан вӗренсе тухса Ромашкӑпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн мӗн тесен те пайтах ҫулсем иртрӗҫ-ҫке. Ун чухне вӑл ирсӗр сивӗ чунччӗ. Анчах Николай Антоныча чӑн та ҫывӑх куратчӗ — е пире ҫапла туйӑнатчӗ кӑна-ши? Халь ӑна эпӗ пӗлместӗм-ха. Тен улшӑннӑ та пуль вӑл? Тен-ха Николай Антоныч хушмасӑрах ӑна пӗрмай юратса тӑнипе хӑй учителӗн, тусӗн ятне хура сӑн кӗртес мар тенипе ҫав хутсене пӗтерме шутланӑ пуль?

Анчах кун пирки шухӑша илме те ҫук-ха, шурӑхнӑ сӑнарлӑ та ытла ҫавра куҫлӑ Ромашкӑна хӑйне аса илсенех чӑннипе вӑл мӗнле ҫын иккенне пӗлме пулать.

Татах мороженӑй илсе ҫирӗм эпӗ, мана мороженӑй паракан хӗр виҫҫӗмӗш порци те илнӗ чух ахӑлтатса кулса ячӗ, эпӗ ҫапла мороженӑй нумай ҫини ун кӑмӑлне питӗ кайрӗ пулмалла, куҫкӗски патне пырса ҫӳҫне тӳрлеткеле пуҫларӗ.

Ҫук, ун пек ӗҫе Ромашка нихҫан та, ниепле те пӗр ҫывӑх курнипе ҫеҫ туман пулӗччӗ. Кунта темле вӑрттӑн ӗмӗт пур ӗнтӗ — ку вӑл ҫапла иккенне шансах тӑратӑп. Мӗнле ӗмӗт пуррине ҫеҫ ниҫтан туйса илеймерӗм-ха, мӗншӗн тесен Николай Антонычпа Ромашка хушшинче пӗр кӑмӑллӑх ҫинче ӗлӗк мӗнле пулса иртнипе ҫеҫ тишкерме пултаратӑп-ха эпӗ, халь ҫав пӗр кӑмӑллӑх мӗнле иккенне питӗ начар пӗлетӗп.

Ӗмӗчӗ, тен, пысӑках та мар пуль-ха, ӗҫленӗ ҫӗрте ҫулелле каяс тенипе те пулӗ. Николай Антоныч профессор-ҫке, Ромашка унӑн ассистенчӗ. Укҫа пирки те пулма пултарӗ, шкулта вӗреннӗ чухнех-ха укҫа ҫинчен сӑмах кӗрсен, Ромашкӑн хӑлхи те хӗрелсе каятчӗ. Тен, укҫа пысӑкрах парӗҫ, мурӗ пӗлсе ҫитерӗ-и вӑл мӗнле ӗмӗт тытнине!

Эпӗ телефонпа Вальӑпа калаҫасшӑнччӗ, канашлассӑм килетчӗ-ҫке манӑн: юлашки ҫулсенче вӑл Татариновсен патӗнче пулкаланахчӗ-ха, — анчах вӑл килӗнче ҫук иккен. Мана ҫакӑн пек питех те кирлӗ чухне вӑл таҫта сулланса ҫӳрет!

«Ҫук, укҫа мар кунта, карьера та мар, — тесе шухӑшларам эпӗ малалла. — Вӗсене вӑл урӑх меслетпе те тупнӑ-ха, ҫӑмӑллӑнах тупнӑ, ӑна ун ҫине пӑхсан та пӗлме пулать».

Киле кайма та вӑхӑт ҫитнӗччӗ, анчах тин кӑна каҫ пулчӗ, ку ӗнтӗ Мускаври каҫ, вӑл пӗрре те Заполярьери пек мар, гостиницӑна ҫитесси инҫе пулсан та, манӑн ҫуранах утассӑм килчӗ.

Васкамасӑр утрӑм эпӗ — малтан Горьки урамӗ патнелле, унтан Воротниковски еннелле. Палланӑ вырӑнсем! Гостиница пӗр аяккине тӑрса юлчӗ, эпӗ ҫаплах Воротниковски урамӗ тӑрӑх пыратӑп, унтан Садовой-Триумфальнӑя пӑрӑнтӑм та хамӑр шкул ҫумӗпе иртрӗм. Садовой-Триумфальнӑйран Иккӗмӗш Тверской-Ямской инҫе те мар, ун ҫине кӑшт иртсенех тухрӑм та палланӑ ҫуртӑн хапхи умӗнче чарӑнса тӑтӑм. Хапхаран палланӑ картишне курах кайрӑм, картишӗ таса, чултан тунӑ сарай пур, тахҫан эпӗ унта вутӑ вакланӑ — карчӑка пулӑшнӑ май. Акӑ хам пӗрре чикеленсе ӳкнӗ пусма пур, акӑ тата клеенкӑпа ҫат ҫапнӑ алӑк, пӑхӑр хӑми ҫине кукӑртса «Н. А. Татаринов» тесе ҫырнӑ…

— Катя, эпӗ сан патна тесе. Хӑваласа кӑлармӑн-и?

Кайран Катя каласа пачӗ вара, ҫав кунхине вӑл мана курсан унччен виҫӗ кун малтан Пысӑк театр патӗнче курнинчен уйӑрса та илеймен иккен, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ имӗш. Пӗрне ҫеҫ ӑнланса илеймен вӑл: мӗншӗн-ха, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ пулин те, пӗр кӗтмен ҫӗртен ун патне пырсан Николай Антонычпа Ромашка ҫине пӗтӗм ҫӗр тӑршшӗпе куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑм иккен.

Кӑна, чӑнах та ӗнтӗ, хушарах каларӗ пуль, анчах эп вӗсем ҫине пӑхкаларӑм ҫав. Вӑл каҫхине ман пуҫӑм экзамен вӑхӑтӗнчи пек таса ӗҫлерӗ, ҫурма сӑмахранах пӗтӗмпе ӑнкарса та туйса илтӗм.

Калама маннӑ иккен-ха: кафере ларнӑ чух эпӗ пӗр чӗркӗ чечек туяннӑччӗ. Татариновсен патне алла тытнӑ чечекпех пытӑм та, ку вара мана самай иментерчӗ: Энскӑри сад хуҫалӑхӗнчен Петькӑпа иксӗмӗр левкойсем тататтӑмӑр та вӗсене эпир ҫупкӑм-ҫупкӑмӑн туса спектакльсем иртнӗ хыҫҫӑн пилӗкшер пуса сутаттӑмӑр, ҫавӑнтан вара эпӗ алла чечек тытса пӗрре те урам тӑрӑх иртмен. Акӑ халӗ хам туяннӑ чечеке Катьӑна парас тесеттӗм… Анчах эпӗ ӑна темшӗн пӗчӗк сӗтел ҫине картус ҫумне хутӑм.

Именсех именнӗ пулмалла ҫав эпӗ, мӗншӗн тесен хам темӗн каларӑм та, сассӑм ирӗксӗрех янраса тухрӗ, Катя та ман ҫине тӳрех куҫӑмран пӑхрӗ.

Эпир ун пӳлӗмне иртеттӗмӗр, ҫав вӑхӑтра столовӑйран тухакан Нина Капитоновнӑна курах кайрӑм. Эп пуҫ тайрӑм. Анӑраса тӑнӑ пек пӑхса илчӗ те вӑл, хисеплӗн пуҫ тайрӗ.

— Кукамай, ку Саня Григорьев-ҫке. Паллаймарӑн-и?

— Саня-и? Пӳлӗхҫӗм! Чӑн та Саня-и?

Вӑл аяккинелле шикленсе пӑхса илчӗ. Столовӑйӑн уҫнӑ алӑкӗ витӗр Николай Антоныча куртӑм, вӑл ҫемҫе пукан ҫинче аллине хаҫат тытса ларать. Килтех иккен вӑл!

— Сывлӑх сунатӑп, хаклӑ Нина Капитоновна, — терӗм эпӗ. — Астӑватӑр-ши эсир мана? Тахҫанах маннӑ пуль ӗнтӗ?

— Акӑ тата! Маннӑ пулать! Нимӗн те манман эпӗ, — тавӑрчӗ карчӑк.

Николай Антоныч столовӑйран тухса алӑк умне чарӑннӑ чухне те эпир ҫаплах чуптӑваттӑмӑр-ха.

Хамӑра пӗрне пӗри хака хунӑ самантчӗ ӗнтӗ ку. Николай Антоныч мана асӑрхамасса та пултаратчӗ, Кораблев юбилейӗнче асӑрхаман пек. Эпир пӗрне пӗри палламана та хума пултаратчӗ. Чӗринче шикленсе те пулин, вӑл каллех мана алӑк ҫине тӗллесе кӑтартма пултаратчӗ. Ҫавсенчен вӑл хальхинче пӗрне те тумарӗ.

— Э, ҫамрӑк ӑмӑрткайӑк, — терӗ вӑл хапӑл тунӑ пек. — Пирӗн пата та вӗҫсе ҫитрӗн иккен-ха? Тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ.

Аллине хӑюллӑн тӑсрӗ хӑй.

— Сывлӑх сунатӑп, Николай Антоныч!

Катя пирӗн ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, кукамӑшӗ ним пӗлми куҫне уҫса хупкаларӗ, анчах ман чунӑм пите савӑнӑҫлӑ, халӗ эпӗ Николай Антонычпа мӗн чухлӗ калаҫас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ калаҫма пултаратӑп.

— Юра-ать, эппин питӗ лайӑх-ха. — Николай Антоныч кулмасӑр пӑхрӗ ман ҫине. — Нумай та пулмасть-ха, ачаччӗ, акӑ халь кур-ха, поляр летчикӗ. Мӗнле професси суйласа илнӗ-ха! Маттур!

— Професси-мӗнӗ темӗн мар ӗнтӗ, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ, ытти профессисем пекех.

— Ыттисем пекех-и? Хӑвна ху тытма пӗлни ҫинчен мӗн тейӗн? Кансӗр вӑхӑт килсен, паттӑр пулма пӗлни мӗне тӑрать? Дисциплина тата — службӑри кӑна та мар, хӑвна ху дисциплинӑна пӑхӑнтарма пултарни те!

Ӗлӗкхине аса илнӗ май, ун пек илӗм-тилӗм вӗҫкӗн сӑмахсем ман кӑмӑла пӑтратаҫҫӗ, ҫапах та эпӗ ӑна пикенсех итлерӗм, хисеплеме пӗлекен ҫын пек пулма тӑрӑшрӑм. Вӑл мана юбилейринчен те ватӑрах пек курӑнчӗ, пит-куҫӗ те ӗшеннӗ пек. Эпир столовӑялла иртнӗ чух вӑл Катьӑна хулпуҫҫинчен тытса ыталарӗ те, Катя кӑшт ҫеҫ палӑрмалла пӑрӑнса тӑчӗ.

Столовӑйра тата Бубенчиковсен пӗр тӑхлаччи ларатчӗ-ха, анчах хӑш тӑхлаччи иккенне уйӑрса илеймерӗм те эпӗ, те хама тахҫан щеткӑпа ҫаптарма хӑтланни, те качака йӑпатма юратаканниччӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл мана халӗ питӗ хапӑл туса йышӑнчӗ.

— Кӗтетпӗр акӑ, кӗтетпӗр! — терӗ Николай Антоныч, мана Нина Капитоновна чей тултарса панӑ чух. — Полярти пурнӑҫ ҫинчен каласа парасса кӗтетпӗр. Нимӗн курмасӑр вӗҫнисем ҫинчен, ӗмӗр ирӗлмен шӑн вырӑнсем ҫинчен, куҫса ҫӳрекен пӑрсемпе юр пушхирӗсем ҫинчен каласса кӗтетпӗр!

— Пурте йӗркеллех-ха, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа. — Пӑрсем те пӑрсем пекех, пуш хирсем те пушхирсем пекех.

Николай Антоныч кулса ячӗ.

— Пӗррехинче эпӗ хамӑн тахҫанхи тусӑма курсаттӑм, вӑл халь Римра торгпредствӑра ӗҫлет, — терӗ вӑл.

«Ну мӗнле пек Рим?» — тесе ыйтрӑм эпӗ унтан. — Пырать, — тет вӑл, — Рим — Рим пекех», — тет. Ҫавӑн пек пулса тухать вӗт, тӗрӗс-и?

Вӑл хута кӗрес тенӗ сасӑпа калаҫать. Катя аялалла пӑхса пире итлесе тӑрать. Сӑмаха малалла сыпӑнтарса пырас тесе, эпӗ чӑнах та ненецсем ҫинчен каласа пама тытӑнтӑм, ҫурҫӗрти ҫанталӑк ҫинчен те, докторпа пӗрле Ванокана епле вӗҫни ҫинчен те каларӑм. Нина Капитоновна эпӗ питӗ ҫӳлте вӗҫни пирки ыйтса пӗлчӗ, ун сӑмахӗ мана Даша инкен ҫыруне асилтерчӗ, ӑна эпӗ Балашов шкулӗнче вӗреннӗ чухнех илтнӗччӗ-ха: «Ытти ҫынсенни пек ҫӗр ҫинче ҫӳрес шӑпу ҫук пулсан, эппин, Санечка, аяларахран вӗҫме сӗнетӗп сана», тенӗччӗ.

Миша Голомба ҫав ҫырӑва манран туртса илсе вуланӑччӗ те, ҫавӑнтан вара хам шлем тӑхӑнсанах аэродромран пур енчен те:
— Саня аяларахран вӗҫ! — тесе кӑшкӑратчӗҫ, ҫавна та каласа патӑм эпӗ.

Ҫав Мишах пирӗн, шкулта кулӑшла журнал кӑларма тытӑнчӗ. «Аяларахран вӗҫ» ятлӑччӗ. Журналта хӑйне уйрӑм пай та пурччӗ: «Вӗҫмелли техникӑна ӳкерчӗксемпе кӑтартни» ятлӑ, унта ҫакӑн пек сӑвва астӑватӑп:

Ҫӳлерех ҫӗртен ярӑнма аван,
Пӳрт ҫӳлӗшӗнчен тикӗс тытма ҫук!

Саня, эс ытла ан та хӑпартлан
Инкӳ ҫӳлелле вӗҫме хушман чух.

Кӑмӑллах каласа патӑм пуль ҫак историе, пурте кулса ячӗҫ, пуринчен ытла Николай Антоныч хытӑ кулчӗ. Ахӑлтатсах ячӗ! Кулнӑ май шуралса кайрӗ хӑй, — вӑл кирек хӑҫан та кулнӑ хыҫҫӑн шуралатчӗ.

Катя сӗтел хушшине ларсах та каймарӗ, текех кухньӑна кая-кая ларатчӗ, вӑл мана пӗччен ларса шухӑшланӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑн пек курӑнчӗ вӑл кашни хут пирӗн хушша килмессерен. Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче аллине сухари пӗрми тытса буфет патне пычӗ те хӑй мӗншӗн пынине те манса кайрӗ пулмалла. Эп ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, мана хирӗҫ вӑл нимӗн тӑва пӗлмен пек пӑхса илчӗ.

Эпир пӗр-пӗрин ҫине ҫапла пӑхса илнине Николай Антоныч асӑрхарӗ пулмалла. Ун пит-куҫӗ ҫине мӗлке ӳкрӗ те, вара вӑл тата ерипентерех, вӗҫтерсерех сӑмахлама тытӑнчӗ.

Унтан Ромашка килчӗ. Ӑна Нина Капитоновна уҫса кӗртрӗ, алӑк патӗнче чухнех ӑна кӑмӑлсӑррӑн: — Пирӗн хӑна пур, — терӗ.

Ромашка темӗнччен алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ, — капӑрланчӗ пулас, — унтан вара пирӗн пата кӗчӗ те, эп кунта иккенне курсан ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ.

— Э, акӑ мӗнле хӑна иккен! — шӑлйӗрен пек кулса каларӗ вӑл. — Хӗпӗртетӗп-ха, питӗ, пите хӗпӗртетӗп.

Вӑл епле хӗпӗртени курӑнсах тӑратчӗ-ха. Эпӗ вара чӑнласах савӑнтӑм! Вӑл кӗрсенех унӑн кашни хускануне асӑрхама тытӑнтӑм. Куҫӑма та сиктермерӗм ун ҫинчен. Мӗнле ҫын вӑл? Халӗ мӗнле пулса кайнӑ? Мӗнле куҫла пӑхать вӑл Николай Антоныч ҫине, Катя ҫине?

Акӑ вӑл Катя умне пычӗ, Николай Антонычпа сӑмахларӗ, ӗнтӗ кашни унӑн хусканӑвӗ, кашни сӑмахӗ маншӑн тупмалли юмах пулчӗ те, тупсӑмне вара ҫийӗнчех тупса пытӑм эпӗ, каллех ун ҫине тинкерсе, ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм.

Хальхинче акӑ вӗсене — ӑна та Катьӑна — юнашар курсан, мана кулӑшла пек те туйӑнчӗ: Катьӑпа ӑна танлаштарсан, Ромашка ытла мӗскӗнӗн те чӑкӑлтӑшла ҫын пек курӑнчӗ. Шантарас тесех вӑл Катьӑпа калаҫма тытӑнчӗ, «ытла та шанса», терӗм эпӗ хам ӑшӑмра. Нина Капитоновнӑна темле кулӑшла сӑмах каларӗ — никам та, Николай Антоныч хӑй те, кулмарӗ.

Сӑмахӗ вӗсен часах хӑйсен кулленхи ӗҫӗсем ҫине куҫрӗ — темле диссертаци хӳтӗлесси ҫинчен, Николай Антоныч ҫав диссертацие начар терӗ, Ромашов — лайӑх терӗ.

Эп кунта пурри-ҫукки вӗсемшӗн пурпӗрех тесе калаттарасшӑн сӑмахларӗҫ-ха вӗсем. Анчах ку мана килӗшерех те парать, халӗ эп мӑштах ларса итлеме пултаратӑп, вӗсем ҫине пӑхатӑп та хамӑннех шухӑшлатӑп.

«Ҫук, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — ку ӗлӗкхи Ромашка мар, терӗм. Ӗлӗкхи Ромашка хӑйне Николай Антоныч пӗтӗмпех пӑхӑнтарнӑшӑн савӑнса тӑратчӗ. Халь вӑл Николай Антонычпа йӗрӗннӗ пек калаҫать, вырӑнсӑр та калаҫать, Николай Антоныч ӑна салху та ӗшеннӗн ответлет. Пӗрне пӗри хисеплесси вӗсен питӗ кӑткӑс иккен, ҫавӑ вара Николай Антоныча килӗшсех те каймасть. Эпӗ йӑнӑшмарӑм иккен. Николай Антоныч хушнипе туман иккен Ромашка леш ӗҫе. Вышимирскирен илнӗ хутсене вӑл пӗтересшӗн пулман. Вӑл вӗсене Николай Антоныча сутас тенӗ, — ку вара шӑпах ӑна юрӑхлӑ ӗҫ ӗнтӗ! Тен хакла та сутнӑ пуль. Е сутман-тӑр та-ха, хакӗ пирки чарӑнса тӑрать пуль».

Катя манран темӗн пирки ыйтрӗ те эпӗ каласа патӑм. Ромашова, Николай Антоныча итленӗ май, пирӗн ҫине пӑшӑрханса пӑхса илчӗ — сасартӑк хайхискер пур шухӑшсен хушшинчен пӗр шухӑш, мана хӑй патне пырасса кӗтсе, майӗпен пӗр хӗррине кайса тӑчӗ! Ку шухӑш тӗлӗнмеллеччӗ, Ромашова мӗн ачаран пӗлсе тӑраканшӑн чӑн шухӑшчӗ вара. Анчах эп халӗ ун ҫинчен чарӑнса тӑрас ҫук, хӑрушӑ шухӑш вӑл, халь ун ҫинчен чарӑнса тӑманни те лайӑх-ха. Ун ҫине эпӗ аякран ҫеҫ пӑхса илнӗ пек пултӑм.

Унтан Николай Антонычпа Ромашка темшӗн кабинета кӗчӗҫ, эпир вара карчӑксемпех тӑрса юлтӑмӑр, вӗсенчен пӗр карчӑкӗ нимӗн те илтмест, тепри юри илтмӗш туса тӑрать.

— Катя, — терӗм эп илтӗни-илтӗнми. — Ыран ҫичӗ сехетре сана Иван Павлыч кӗрсе тухма сӗнчӗ. Пырӑн-и?

Вӑл пӗр сӑмахсӑр пуҫне сулчӗ.

— Эп кунта килсе кӗни пӑтӑрмахлӑ мар-и? Сана ман питӗ курассӑм килнӗччӗ.

Вӑл татах пуҫне сулчӗ.

— Эппин эсӗ виҫӗмкун каҫхи ҫинчен ман-ха тархасшӑн. Пӗтӗмпех урӑхла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, эпир санпа тӗл пулман-ха темелле.

Вӑл сӑмах хушмасӑр ман ҫинелле пӑхрӗ те нимӗн те ӑнкараймарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех