Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.06 21:06

Пуплевӗш: 420; Сӑмах: 4098

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Дневниксем вулатӑп

Хама эпӗ чӑтӑмсӑр ҫын теме пултараймастӑп. Анчах та маншӑн ҫак дневниксене чӑтӑмлӑх генийӗ ҫеҫ вуласа тухма пултарнӑ пек туйӑнать! Вӗсене привалсенче, тюлень ҫӑвӗ ҫунтармалли «чӗпкуҫ» ҫуттипе, хӗрӗхшер градуслӑ сивӗре, шӑнса кӳтнӗ, ывӑннӑ алӑсемпе ҫырнӑ тенинчен нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫырнӑ тӗлтен алли аялалла куҫа-куҫа кайса нимӗн тӗлли-паллисӗр, ним усӑсӑр вӑрӑм йӗрсем туртни те курӑнать.

Анчах та манӑн вӗсене вуламаллах!

Эпӗ каллех ҫак асаплӑ ӗҫе тытӑнатӑп. Каҫсеренех, вӗҫмелле мар кунсенче, иртен пуҫласах эпӗ, аллӑма лупа тытса, сӗтел хушшинче ларатӑп. Ҫапла ӗнтӗ аран-аран кӑна пулӑҫӑ вӑлти майлӑ курӑнакан саспаллисем пӗрре ҫирӗп пулма хушакан, тепре шанчӑка кӑтартакан сӑмахсем пулма пуҫлаҫҫӗ. Малтанлӑха эпӗ тӳрех лараттӑм та вулама тытӑнаттӑм. Анчах варахпа манӑн пуҫа пӗр чее шухӑш килсе кӗчӗ. Эпӗ вара хӑвӑртрах пӗрер страница вулакан пултӑм. Малтан пӗрер сӑмах ҫеҫ вуласа кӑларкалаттӑм. Дневниксене уҫа-уҫа пӑхса эпӗ хӑшпӗр страницисене ыттисенчен лайӑхрах, ӑнланмалларах ҫырнине тавҫӑрса илтӗм, сӑмахран, тухтӑр ӳкерсе илнӗ приказ. Ҫав вырӑнтан эпӗ мӗнпур саспаллисене, «а»-ран пуҫласа «я»-на ҫитичченех, ҫырса илтӗм, «штурман азбукине» туса хутӑм.

Штурман аллине, кирек те мӗнле вариантне те, тӗп-тӗрӗс ӑнланакан пултӑм. Ҫак азбукӑпа манӑн ӗҫӗм хута кайрӗ вара. Час-часах эпӗ, ҫак азбука пулӑшнипе, пӗр-икӗ саспаллие тупнипех ыттисем шӑкӑртах хӑйсен вырӑнне кӗрсе ларатчӗҫ.

Ҫапла ӗнтӗ эпӗ кун хыҫҫӑн кун ҫак дневниксене йӗркелесе вулама пуҫларӑм.

Ив. Дм. Климов штурманӑн дневникӗсем

Юнкун, майӑн 27-мӗшӗ. Кая юлса тухрӑмӑр. 6 сехет хушшинче 4 ҫухрӑм кайрӑмӑр. Паян пирӗн юбилей. Эпир хамӑр шутланӑ тӑрӑх, суднӑран 100 ҫухрӑм кайнӑ. Паллах ӗнтӗ, пӗр уйӑх хушшинче ун чухлӗ кӑна утни ытлашши нумаях мар вӑл. Анчах та пӗрре те эпир шухӑшланӑ пек пулмарӗ-ҫке-ха. Хамӑр юбилее эпир савӑнӑҫлӑ ирттертӗмӗр: типӗтнӗ хура ҫырларан шӳрпе пӗҫертӗмӗр, тутлӑ пултӑр тесе, тата икӗ банка консервӑланӑ сӗт ятӑмӑр.

Эрнекун, майӑн 29-мӗшӗ. Е эпир ҫыран хӗррине ҫитсе ӳкес пулсан, ан тив, ҫав ҫынсем — манӑн вӗсен ятне те асӑнас килмест — майӑн 29-мӗш кунне, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннӑ куна, ҫулсеренех уяв туса асӑнччӑр. Анчах та ҫынсем ҫӑлӑнчӗҫ пулсан та, икӗ кӗпҫеллӗ пӑшала, хамӑра тӑрантаракан кухньӑна путарчӗҫ. Ҫавна пулах ӗнтӗ пире ӗнер чӗрӗ какай ҫиме, сӗтпе хутӑштарнӑ сивӗ шыв ӗҫме тӳрӗ килчӗ. Эх, турӑ ҫеҫ мана ҫав карма ҫӑварсемпе пӗрле ҫыран хӗррине илсе ҫитертӗрччӗ!

Вырсарникун, майӑн 31-мӗшӗ. Эпӗ ҫак официальнӑй документ кӑтартнине ӗнтӗ командӑна ертсе пыраканӗ пулса тӑтӑм.

Ив. Дм. Климов штурмана

Сире, ҫакӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп. Эсир ҫак ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче тухса кайма тивӗҫ. Сирӗн пӑр ҫинчен ҫуран кимӗсем хунӑ нартӑсене сӗтӗрсе пымалла. Нартӑсем ҫинче икӗ уйӑхлӑх апат-ҫимӗҫ пулӗ. Суднӑран тухса кайсан, мӗн ҫӗр курӑничченех кӑнтӑралла кайӑр. Ҫӗре курсан вара пурнӑҫ мӗн тумаллине хӑех кӑтартса парӗ. Анчах та Франд-Иосиф утравӗсем хушшинчи Британи каналне ҫитме тӑрӑшсан лайӑхрах пулӗ. Ун тӑрӑх вара, пӗлерех паракан, Флор сӑмсахнелле кайӑр. Унта, манӑн шутпа, апат-ҫимӗҫ те, хуралтӑсем те пулассӑн туйӑнать. Вара, вӑхӑт пулсан, пурнӑҫ хушсан, Шпицберген патнелле ҫул тытӑр. Шпицбергена ҫитсен, сирӗн умма ҫав тери йывӑр ӗҫ, унта ҫынсене шыраса тупас ӗҫ, сиксе тухӗ. Эпир унта ҫынсем ӑҫта пурӑннине пӗлместпӗр. Анчах та эпӗ унӑн кӑнтӑр пайӗнче эсир ҫынсене, ҫыран хӗрринче пурӑнакансене тупаймасан та, ӑҫта та пулин промысла ҫуднине тӗл пуласса шанса тӑратӑп. Командӑри вунвиҫӗ ҫын, хӑйсем кӑмӑл тунипе, сирӗнпе пӗрле пыраҫҫӗ.

«Св. Мария» суднӑн капитанӗ
Иван Татаринов.

Апрелӗн 10-мӗшӗ, 1914 ҫул. Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан.

Унпа сывпуллашса, ӑна чирлӗскерне, ҫавӑн пек йывӑрлӑха пӑрахса хӑварасси маншӑн мӗн тери йывӑр пулнине турӑ кӑна пӗлет.

Ытларикун — июнӗн 2-мӗшӗ. Суднӑ ҫинчех-ха Корнев машинист пире валли тӑватӑ мӑшӑр куҫлӑх туса панӑччӗ. Анчах куҫлӑх тесе куҫлӑхах теме ҫук ӗнтӗ вӗсене. Кантӑкне «джин» бутылкинчен тунӑччӗ. Малтанхи карттӑсемпе телейлисем — «кураканнисем» пыраҫҫӗ, «курманнисем» вара куҫӗсене хупса, вӗсен йӗрӗпе, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ куҫ хӑрпӑхӗ витӗр ҫул ҫине пӑхкаласа утаҫҫӗ. Тӳсме ҫук тарӑхтаракан ҫутта пула куҫсем пирӗн сураҫҫӗ. Ҫапла малалла кайрӑмӑр ӗнтӗ эпир, ӑна эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук: эпир йӗркеллӗ, урасене пӗр пек улӑштарса, пурте пӗр вӑхӑтрах малалла талпӑнса, кӑкӑрсемпе лямка ҫинелле уртӑнса, хӑрах алӑпа кимӗ хӗрринчен тытса, утатпӑр. Куҫсене эпир хупса лартнӑ. Сылтӑм алӑсенчи йӗлтӗр патакки, хӑйпе хаех малалла каять, сылтӑмалла ыткӑнать, унтан вара ерипен кӑна хыҫа тӑрса юлать. Ҫак патак вӗҫӗнчи юр мӗнле пӗр евӗрлӗн кӑчӑртатать тата. Ирӗксӗрех вара юр кӑчӑртатнине итлетӗн те хӑвна «Инҫетре, инҫетре» тенӗ сасӑ уҫҫӑнах илтӗннӗ пек туйӑнса каять. Эпир пурне те манса кайнӑ пек, ура улӑштарнине сисмесӗр, кӑкӑрпа лямкӑсем ҫинелле уртӑнса пыратпӑр. Паян эпӗ хама ҫулахи шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳле ҫуртсен ӗмӗлки айӗнче, ҫыран хӗрринчи урамра утнине курнӑ пек пултӑм. Ҫав ҫуртсенче Азири майлӑ тунӑ ҫырла-ҫимӗҫ склачӗсем пек, алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнипе тутлӑ-тутлӑ шӑршӑ, пиҫсе ҫитнӗ тата типӗтнӗ ҫырла-ҫимӗҫ шӑрши сӑмсана ҫапать. Сутӑҫӑ перосем шӑрӑхпа ҫемҫелнӗ асфальт панел ҫине шыв сапса ҫӳреҫҫӗ. Апельсин, персик, типӗтнӗ панулми, гвоздика шӑрши ӑсран кӑна ярать вӗт. Турӑшӑн та, мӗн тери ырӑ шӑршӑ, мӗн тери уҫӑ сывлӑш кунта! Эпӗ, хамӑн патакпа такӑнса, тӑна пырса кӗтӗм, кимӗрен ярса тытрӑм, тӗлӗнсе кайнӑ пек хытса тӑтӑм. Умра, мӗн куҫ курнӑ таранах вӗҫӗ-хӗррисӗр юр тӑсӑлать. Ҫаплах куҫа шартарса ямалла хӗвел ҫутатать, куҫ ҫаплах тӳсме ҫук хытӑ сурать.

Кӗҫнерникун, июнӗн 4-мӗшӗ. Паян Дунаев хыҫӗнчен утса, эпӗ вӑл юн сурнине куртӑм. Шӑлтунине пӑхрӑм та унӑн цынга пуҫланнине пӗлтӗм. Юлашки кунсенче вӑл ура ыратать, тетчӗ.

Эрнекун, июнӗн 5-мӗшӗ. Иван Львович хамӑра ӑсатнӑ чухне юлашки сӑмах калани, шӑлне ҫыртса, пирӗн ҫине пӑхса, нимле мар пулса кулни, пӗрре те манӑн асӑмран каймасть. Вӑл чирлӗ. Пире ӑсатнӑ чухне вӑл вырӑн ҫинчен тӑнӑччӗ кӑна. Турӑ ҫырлах, ку вӑл — чи пысак йӑнӑш! Анчах калле таврӑнма ҫук-ҫке-ха.

Шӑматкун, июнӗн 6-мӗшӗ. Виҫӗмкунах-ха Морев, инҫетре-инҫетре, кӑнтӑралла юхакан тӳп-тӳрӗ пӑр куртӑм, тесе, тапӑнчӗ. «Хамӑн куҫӑмсемпе куртӑм, штурман господин! Тӳп-тӳрӗ пӑр». Паян вӑл палаткӑра пулмарӗ. Вӑл пӗр йӗлтӗрсӗр-мӗнсӗрех тухса кайрӗ, унӑн ури йӗрӗсем вара ҫӳхе те ҫирӗп юр ҫинче кӑшт кӑна курӑнаҫҫӗ. Эпир ӑна кунӗпех, кӑшкӑрашса шӑхӑрса, пӑшал пере-пере шырарӑмӑр. Вӑл пире хирӗҫ сасӑ та панӑ пулӗччӗ. Ара вӗт вӑл хӑйпе пӗрле винтовка-магазинка та, пӗр вунӑ-вунпилӗк патрон та илсе кайрӗ. Анчах та сас-чӗвӗ тавраш пулмарӗ.

Вырсарникун, июнӗн 7-мӗшӗ. Кимӗсене, йӗлтӗрсене, йӗлтӗр патакӗсене ҫыхса, пилӗк хӑлаҫлӑ мачта турӑмӑр, ун ҫумне икӗ ялав ҫыхрӑмӑр. Вара ӑна тӳпемрех вырӑна лартрӑмӑр. Е вӑл ырӑ-сывӑ пулсан, пирӗн сигнала курма тивӗҫ.

Ытларикун, июнӗн 9-мӗшӗ. Каллех ҫул ҫине тухатпӑр. Вунвиҫӗ ҫын юлчӗ. Хӑрушӑ числа. Хӑҫан ҫӗр, хуть те мӗнли те пулин, ырӑ-и, усал-и хӑй выранӗнче тӑракан, пире минутсеренех Ҫурҫӗрелле кайнинчен хӑранипе мантарса яракан ҫӗр курӑнӗ-ши?

Юнкун, июнӗн 10-мӗшӗ. Кӗҫӗр каллех кӑнтӑрти хулана, ҫыран хӗрринчи урамра ларакан ҫӗрлехи кафене, унти чӑлт шурӑ панамӑсем тӑхӑннӑ ҫынсене куратӑп. Сухум-и? Каллех ҫырла-ҫимӗҫсен ырӑ-ырӑ шӑршипе хаман йывӑр шухӑшсене туятӑп. «Мӗн тума-ха эпӗ, кӑнтӑрта ишме лайӑххине пӗлсе тӑрсах, ҫак ҫула, сивӗ ҫӗре, пӑрлӑ тинӗс хушшине тухса килтӗм-ши? Унта ӑшӑ. Кӗпе вӗҫҫӗн те, ҫарран та ҫӳреме пулать. Кӑмӑл кайнӑ таран апельсин, виноград, панулми ҫиетӗн». Тӗлӗнмелле, мӗншӗн эпӗ нихҫан та ҫырла-ҫимӗҫ ҫиме юратман-ши? Пӗрте-пӗр каласан, — шоколад та ырӑ япала. Эпир ӑна кӑнтӑрлахи привал тӗлӗнче ыраш ҫӑкӑрӗнчен тунӑ сухарипе ҫиетпӗр. Анчах та вӑл пире питӗ сахал, пӳрнеске пек пӗчӗк катӑк ҫеҫ лекет. Умма тӳпелесех ыраш сухарийӗ тултарнӑ турилкке лартса, алла пӗр пӗтӗм плитка шоколад тытса, мӗн кӑмӑл кайнӑ таран ҫисен пит аван пулӗччӗ те ҫав. Ҫак ырлӑх патне ҫитме миҫе сехет, миҫе кун, миҫе эрне-ха тата!

Кӗҫнерникун, июнӗн 11-мӗшӗ. Ҫул тӳсме ҫук начар. Тарӑн юр айӗнче шыв та пур. Тан шывӗ пӗр вӗҫӗмрен пирӗн ҫула пӳле-пӳле хурать. Яра кунах — тӗтре, ҫав ҫавах пирӗн куҫсене ыраттаракан тӗссӗр ҫутӑ. Халӗ те акӑ эпӗ ҫак тетраде тӗтре витӗрех куратӑп, манӑн питҫӑмарти тӑрӑх вӗри куҫҫуле шӑпӑртатать. Ыран троица! Мӗнле ырӑ кун пулӗ «унта», ӑҫта та пулсан кӑнтӑрта. Кунта акӑ 82° широтара, тӑршшӗпех тан шывӗсем, пӑр тӑвӗсем. Ҫак юхакан пӑр ҫинче ишме мӗн тери япӑх. Пӑр куҫ умӗнчех ванса пырать. Пӗр кӳленчӗк куҫ умӗнчен ҫухалать ҫеҫ, тепӗри сиксе тухать. Калӑн, темӗнле улӑп ҫынсем тӗлӗнмелле пысӑк хӑма ҫинче шахмӑтла выляҫҫӗ тейӗн.

Вырсарникун, июнӗн 14-мӗшӗ. Эпӗ ҫӗнӗ япала пӗлетӗп. Ун ҫинчен эпӗ юлташсене никама та каласа паман. Пирӗн пӑр ҫӗр патӗнчен юхса иртет. Паян эпир Франц-Иосиф широтине ҫитрӗмӗр, малалла та кӑнтӑралла куҫатпӑр. Ҫапах та утрав пирки нимӗн те тӗлли-палли те ҫук-ха. Пирӗн пӑр ҫӗр патӗнчен юхса иртет. Кӑна эпӗ хамӑн ним юрахсӑр хронометрипех, хуҫа пулса тӑракан ҫиле сӑнасах, шыва янӑ линь ӑҫталла кайнине пӑхсах, куратӑп.

Тунтикун, июнӗн 15-мӗшӗ. Эпӗ ӑна чирлӗ халлӗнех хӑвартӑм. Унӑн хуйхи пысӑк. Ҫав хуйха вӑл ҫеҫ ҫынна пӗлтермесӗр тӳсме пултарнӑ. Ҫакӑ вӑл манӑн шанчӑка, ҫӑлӑнса тухасса кӗтекен шанчӑка ҫухатать.

Ытларикун, июнӗн 16-мӗшӗ. Цынгапа чирленисем манӑн халӗ иккӗн. Соткин та чирлӗ, шӑлтунисем унӑн шыҫса кайрӗҫ, юнланса тӑраҫҫӗ. Эпӗ вӗсене ҫапла сывататӑп: йӗлтӗрпе вӗсене ҫул шырама яратӑп, каҫ валли вара кӑшт хина паратӑп. Тен, ҫакӑн пек сыватни вӑл ырӑ япала та мар пулӗ, анчах та, ман шутпа, ҫакӑ вӑл, этем тени пурнӑҫ шанчӑкне ҫухатиччен кирлӗ япала пек туйӑнать. Цынгапа чи хӑрушӑ чирлисенчен эпӗ Иван Львовича ҫеҫ курнӑ. Унпа вӑл ҫур ҫула яхӑнах чирлерӗ. Вӑл этем пӗлмен вӑй-хӑватпа ҫеҫ хӑйне хӑй сыватрӗ, сыватрӗ мар, вилесрен ҫӑлӑнса юлчӗ. Ҫав вӑй, ҫав тӗлӗнмелле ӑс-тӑн, ҫав иксӗлме пӗлми хаваслӑ чунлӑ ҫын ӗнтӗ вилӗм аллинче тӑрать.

Кӗҫнерникун, июнӗн 18-мӗшӗ. 81°-мӗш широта. Каллех хамӑр пӑр кӑнтӑралла хӑвӑрт юхнинчен тӗлӗнме тӳрӗ килет.

Эрнекун, июнӗн 19-мӗшӗ. Тӑват сехетсем тӗлнелле эпӗ хамӑр стоянкӑран OSO енче темскер асӑрхарӑм. Кусем вӗсем ӳт тӗслӗрех икӗ пӗлӗт, шӑпах горизонт патӗнчи пӗлӗтсем пулчӗҫ. Вӗсем тӗтре хупласа иличченех хӑйсен формине ҫухатмарӗҫ. Хальхи пек нихҫан та пире шыв ҫавӑрса илни пулманччӗ-ха. Ҫуйӑхакан шурӑ чайкӑсемпе чӑмкӑҫсем питӗ йышлӑн вӗҫеҫҫӗ. Эх, ҫак чайкӑсем! Час-часах вӗсем мана каҫхине ҫывӑрма памаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшса, хирӗҫсе пӑр ҫинче выртакан вилнӗ тюлень ӑшӗ-чикки тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем пире усалсем пек мӑшкӑлласа ҫӳреҫҫӗ: каҫса кайса ахӑлтатаҫҫӗ, ҫуйхӑшаҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ, вӑрҫса каяс пекех пулаҫҫӗ. Эпӗ ҫак «шурӑ-шурӑ чайкӑсен сассине», палаткӑри ыйӑхсӑр каҫсене, палатка витӗр ҫуттине паракан анма пӗлмен хӗвеле нумай-нумай асра тытса пурӑнӑп!

Шӑматкун, июнӗн 20-мӗшӗ. Стоянкӑра пӗр эрне пулсах эпир пӑрпа кӑнтӑралла пӗр градус таранах юхса кайрӑмӑр.

Тунтикун, июнӗн 22-мӗшӗ. Каҫ кӳлӗм эпӗ, яланхи пекех, горизонт еннелле пӑхас тесе, ҫӳлӗ ропак ҫине хӑпарса тӑтӑм. Хальхинче эпӗ О енче япала курнипе хыпӑнса ӳксе ропак ҫине лартӑм, васкаса куҫӑмсене, бинокле шӑлса илтӗм. Ку вӑл ҫутӑ пайӑрки пулчӗ. Малтан эпӗ ӑна уйӑх пулӗ тесеттӗм. Анчах та ҫак уйӑхӑн сулахай енчи ҫурри — ерипен-ерипен тӗксӗмленсе, сылтӑм енӗ ҫуталса пычӗ. Ҫӗрле эпӗ пӗр пилӗк хутчен те бинокльпе туха-туха пӑхрӑм, кашнинчех ҫав уйӑх татӑкне пӗр вырӑнтах, малтан ӑҫта пулнӑ ҫавӑнтах, куртӑм. Эпӗ, хамӑн юлташӑмсем нимӗн те курманнинчен тӗлӗнсех каятӑп. Эпӗ, палаткӑна чупса кӗрсе: «Мӗскер эсир катемпи пек хытса тӑратӑр, мӗскер эсир ҫывӑрса выртатӑр, е эсир хамӑра ҫӗр патнелле илсе кайнине курмастӑр-и?» тесе кӑшкӑрса ярасран хама хам аран-аран кӑна тытса чаратӑп. Анчах та эпӗ темшӗн шарламастӑп. Кам пӗлет», тен, каллех аташатӑп пулӗ. Ара эпӗ хама кӑнтӑрти хулара, ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра, ҫӳлӗ ҫуртсен сулхӑнӗнче ҫӳренине курнӑ-ҫке-ха! (пӗрремӗш тетрачӗ ҫакӑнпа пӗтет. Иккӗмӗшӗ июлӗн 1-мӗшӗ кунӗнчен пуҫланса каять).

Шӑматкун, июлӗн 11-мӗшӗ. Тюлень тытрӑмӑр. Унтан икӗ тиркӗ юн тухрӗ, ҫав юнпа тата чӑмкӑҫсем ярса ҫав тери ырӑ апат хатӗрлерӗмӗр. Чей вӗретнӗ е апат пӗҫернӗ чух эпир шӳт тума юратмастпӑр. Паян эпир пӗр витре апат ҫисе ятӑмӑр, тепӗр витре чей ӗҫрӗмӗр. Халӗ те акӑ каҫхи апатра пӗрер кӗренке ытла какай ҫирӗмӗр, ҫавӑнпа та хамӑрӑн пӗр витре чейӗмӗр вӗреме кӗрессе тӳсме ҫук кӗтетпӗр. Витре пирӗн конус евӗрлӗ те пысӑкскер. Тен, эпир халӗ те-ха «пӗр витре апат пӗҫерсе ҫиер» тесен, хирӗҫ пулас ҫук. Анчах эпир туртӑнса тӑратпӑр: «перекетлемелле». Апетитсем пирӗн кашкӑрӑнни пек кӑна та мар, унӑннинчен темиҫе хут ытларах; ку йӗркесӗр япала, эпир пӑсӑлнине пӗлтерекен япала.

Ҫапла ӗнтӗ, эпир утрав ҫинче ларатпӑр, икӗ ҫул хушши тертлентернӗ пӑр мар ӗнтӗ халӗ пирӗн ура айӗнче — ҫӗрпе мӑк. Пурте ырӑ, анчах пӗр шухӑш ҫеҫ мана канлӗх памасть. Мӗншӗн капитан пирӗнпе пӗрле тухмарӗ-ши? Вӑл карапа пӑрахса хӑварасшӑн пулмарӗ, «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман ҫав вӑл. «Пушӑ алӑпа таврӑнсан, тӗнкене илӗҫ манӑнне» тетчӗ. Ҫав ачалла шухӑш: «Е шанчӑк ҫухалсан, пурнӑҫ хушнипе карапа пӑрахса хӑварма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗре ҫитӗп» терӗ, ман шутпа, вал юлашки вӑхӑтра ҫак ҫӗр пирки кӑштах тӑнран тухма пуҫларӗ пулас. Эпир ӑна апрелӗн 13-мӗшӗнче 1913 ҫулта куртӑмӑр.

Тунтикун, июлӗн 13-мӗшӗ. OSO енче тинӗс горизонт патне ҫитичченех пӑртан тасални курӑнать. Эх, «Св. Мария» ҫавӑнта лекесчӗ эсӗ, илемлӗскер! Кунта пӗр машинӑсӑр-мӗнсӗрех ишме пултарӑттӑн эсӗ!

Ытларикун, июлӗн 14-мӗшӗ. Паян Соткинпа Корольков, утрав вӗҫне кайса, тӗлӗнмелле япала тупрӗҫ. Тинӗсрен инҫех те мар вӗсем пысӑк мар кӑна чул тӗмеске асӑрханӑ. Ҫак тӗмескен тӗрӗс форми вӗсене тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ. Ҫывӑхарах пырсан, вӗсем акӑлчансен сӑра бутылкине курнӑ. Пӑкки унӑн пӑрӑнса уҫӑлаканни пулнӑ. Ачасем тӗмескене ҫийӗнчех чакаласа пӑхнӑ. Часах чулсен айӗнчен вӗсем шӑвӑҫ банка тупнӑ. Банка ӑшӗнчен ялав тухнӑ. Вӑл лайӑхах упраннӑ. Ун айӗнче вара ҫавӑн пекех бутылка пулнӑ. Бутылка ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫинче темиҫе хушамат ҫырса хунӑ. Шалта акӑлчанла ҫырнӑ хут тупӑннӑ. Пурте пӗрле пухӑнса эпир, Нильспа пӗрле, ҫак хута аран-аран кӑна вуласа тухрӑмӑр. Акӑлчансен ҫурҫӗр экспедицийӗ 1897 ҫулхи август уйӑхӗнче, Джексон ертсе пынипе, Флор сӑмсахӗнчен тухса кайса, Мэри Хармсворт сӑмсахӗ патне ҫитнӗ. Унта вара ҫак ялавпа хута хурса хӑварнӑ иккен. Ҫыру вӗҫӗнче: «Виндворд» судно ҫинче пурте йӗркелӗ» тесе пӗлтернӗ.

Эпӗ иккӗленнине ӗнтӗ ҫак япала ӑнсӑртранах татса пачӗ. Эпир Мэри Хармоворт сӑмсахӗ ҫинче тӑратпӑр-мӗн. Ку вӑл Александр ҫӗрӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи вӗҫӗ. Ыран пирӗн утравӑн кӑнтӑр ҫыранӗ патне каҫса ӳкес кӑмӑл пур, унтан Флор сӑмсахне, ҫак чапа тухнӑ Джексон акӑлчанӑн именине каймалла пулать.

Юнкун, июлӗн 15-мӗшӗ. Лагерьтен тухса кайрӑмӑр. Пирӗн халӗ мӗнле ҫул тытмаллине суйласа илмелле: пурин те пӗрле япаласене хыҫран сӗтӗрсе икӗ ушкӑна уйрӑлса пӑр тӑрӑх каймалла, пӗр ушкӑнӗ — йӗлтӗрсемпе пӑр тӑрӑх шумалла, тепӗр ушкӑнӗ, пилӗк ҫын, пӑр аяккипе кимӗпе ишмелле пулать-и? Эпир юлашкине суйласа илтӗмӗр.

Кӗҫнерникун, июлӗн 16-мӗшӗ. Ирхине Максимпа Нильс кимӗсене стоянка патнелле илсе килме тытӑнчӗҫ. Нильса шыв юххи аяккалла илсе кайрӗ. Вара икӗ ҫыннӑн ӑна тытма каймалла пулчӗ. Эпӗ, бинокль витӗр пӑхса, Нильс кӗсменсене пуҫтарнине, хӑйне пулӑшма пыракансем ҫине мӗскӗннӗн пӑхнине куртӑм. Нильс чирлӗ. Чирлемесен кун пек хӑтланмӗччӗ вӑл. Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: утма та аран-аран кӑна уткалать, пӗр вӗҫӗмренех ҫынсенчен уйрӑм ларать. Каҫхи апат валли паян эпир икӗ чӑмкӑҫ пӗр гага пӗҫертӗмӗр.

Эрнекун, июлӗн 17-мӗшӗ. Ҫанталӑк тӳсме ҫук начар. Грант сӑмсахӗнче ларса ҫыран хӗррипе килекен ушкӑна кӗтетпӗр. Ҫӗрле ҫанталӑк лайӑхланчӗ. Пирӗн умра, ONO ҫинче, ҫывӑхрах, пӗр вӗҫӗмсӗр купаланнӑ пӑрсен хыҫӗнче, чуллӑ утрав курӑнать. Нордбрук-ши вара? Ара Флор сӑмсахӗ те ун ҫинче вӗт. Манӑн ҫак шухӑш тӗрӗс пулнипе пулманнине татса паракан вӑхӑт ҫывхарса килет. Ҫирӗм ҫул — пайтах вӑхӑт. Тен, ҫак ҫирӗм ҫул хушшинче унта, Джексон хуралтисенчен тӗлли-палли те юлман пулӗ? Анчах мӗн тӑвас тетӗн-ха? Тавра ҫаврӑнса кайсан? Тӳсме пултаратчӗҫ-и вара ҫак ҫула манӑн телейсӗр, чирлӗ-чӗрлӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, кирлӗ-кирлӗ мар чыхса тултарнӑ, «хуртланса» пӗтнӗ юлташӑмсем?

Шӑматкун, июлӗн 18-мӗшӗ. Ыран, ҫанталӑк чӑрмантармасан, эпир малалла каятпӑр. Урӑх кӗтме пултараймастӑп эпӗ. Нильс аран-аран кӑна ҫӳрекелет, Корольков та унтан кӑшт ҫеҫ ҫирӗпрех. Дунаев хӑть мана Нильспа Корольков пек тарӑхтармасть. Мӗн чарса тӑма пултарчӗ-ши пирӗн ҫуран ҫынсене? Пӗлейместӗп. Анчах та кунта чарӑнса тӑни вӑл — вилӗм шыранипе пӗрех.

Тунтикун, июлӗн 20-мӗшӗ. Белль утравӗ. Кимӗ ҫинчен ансанах эпир Нильс утма пултарайманнине асӑрхарӑмӑр, вӑл кая-кая ӳкет, упаленме тӑрӑшать. Палатка пекки тукаласа Нильса унта илсе кӗтӗмӗр, ӑна хамӑрӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫпе чӗркерӗмӗр. Вӑл ҫаплах таҫта упаленесшӗн пулчӗ, каярах лӑпланчӗ. Нильс — Дания ҫынни. «Св. Мария» ҫинче икӗ ҫул ӗҫлесе вӑл вырӑсла калаҫма та вӗренсе ҫитрӗ. Анчах та вӑл ӗнерхи кунтан пуҫласа вырӑсла калаҫма манса кайрӗ. Пуринчен ытла мана унӑн куҫӗсем, нимӗнле туйӑма пӗлтермен, темрен хӑранӑ пек пӑхакан куҫӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Эпир шӳрпе пӗҫертӗмӗр, ӑна ҫур чашӑк патӑмӑр. Вӑл ӑна ӗҫсе ячӗ те каллех выртрӗ. Шел, питӗ лайӑх матросчӗ, тӑрӑшакан ҫынччӗ, ытлашши айван та марччӗ вӑл. Пурте ҫывӑрма выртрӗҫ, эпӗ, винтовка тытса, ту ҫинчен Флор сӑмсахне пӑхма тесе тухса кайрӑм.

Ытларикун, июлӗн 21-мӗшӗ. Нильс ҫӗрле вилчӗ. Вӑл эпир чӗркесе пӑрахнӑ витӗнкӗҫне те хӑй ҫинчен сирсе пӑрахман. Пичӗ унӑн лӑпкӑччӗ, ӑна вилӗм умӗнхи асапсем те тискерлетсе хӑварман иккен. Тепӗр икӗ сехетрен эпир хамӑрӑн вилнӗ юлташа сӗтӗрсе тухрӑмӑр, нарта ҫине вырттартӑмӑр. Ҫӗр шӑннипе шӑтӑкне тарӑнах алтаймарӑмӑр. Ҫак аякри-аякри пӗр-пӗччен вилтӑпришӗн пиртен никам та куҫҫуль тӑкмарӗ. Ҫак ҫын вилни пире пӗрре те тӗлӗнтермерӗ, ним пулман-иртмен тейӗн ҫав. Паллах ӗнтӗ, ку вӑл эпир чунсӑр, хура юнлӑ ҫынсем иккенне пӗлтермест. Ку вӑл эпир хамӑр ура айӗнчи вилӗм умӗнче шухӑшлама манса кайни пулать. Халӗ ӗнтӗ эпир тепӗр «кандидат» Дунаев ҫине ҫиленсе пӑхнӑ пек пулатпӑр. «Ҫитейӗ-ши вӑл е пурнӑҫран уйрӑлӗ-ши?» — ӑсра кӑна шухӑшлатпӑр эпир. Пиртен пӗри ӑна ҫиленсе кайсах: «Мӗн пӑхса ларатӑн эсӗ, йӗпе чӑх! Нильс хыҫҫӑн каяссу килет-и, элле? Ут, шыра, сиккеле пӑртак!» — тесе кӑшкӑрса та пӑрахрӗ. Дунаев, хушнине итлесе, утса кайсан тата ун хыҫӗнчен: «Такан-ха, мана, такӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ. Ку вӑл Дунаева вӑрҫни мар. Ку вӑл юлташа илсе каякан ире вӑрҫни, ку вал — вӗҫне ҫитичченех вилӗмпе кӗрешме чӗнни. Ура хуҫлансанах, шавкӑм ҫапнӑ пекех, такӑнма пуҫлани вӑл малтанах пурне те систерсе хурать. Унтан чӗлхе ҫаврӑнми пулать. Чирлӗ ҫын хӑшпӗр сӑмаха чун хавалӗпе калама тӑрӑшать, анчах ун нимӗн те пулмасть, вара вӑл ӗҫ тухманнине сиссе тӗлӗннӗ пек пулать те хӑех лӑпланать.

Юнкун, июлӗн 22-мӗшӗ. Виҫӗ сехетре Флор сӑмсахӗ патне кайрӑмӑр. Каллех Иван Львович ҫинчен шухӑшларӑм. Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл хамӑр тупнӑ ҫӗр пирки кӑштах ухмаха ернӗ тенинчен нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп. Юлашки вӑхӑтра вӑл ҫав ҫӗр ҫине тӗпчесе пӗлме ҫынсем яманшӑн яланах хайне хӑй вӑрҫатчӗ. Ҫав ҫӗр ҫинчен вӑл пирӗнпе сывпуллашнӑ чухне те каларӗ. Эпӗ ҫав сывпуллашнӑ саманта, ҫав шурса кайнӑ сӑн-пите, унӑн инҫе-инҫе пӑхакан куҫӗсене нихҫан та манас ҫук. Мӗн юлнӑ-ха унӑн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе тӑракан питӗнчен? Ӗлӗк вӑл тӗрлӗ-тӗрлӗ анекдотсем, кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ. Команда кумирӗччӗ вӑл. Кирек мӗнле ӗҫе те кула-кула пуҫласа яратчӗ. Мӗн юлнӑ унтан халӗ? Вӑл сӑмах каланӑ хыҫҫӑн никам та вырӑнтан хускалмарӗ. Вӑл юлашки сӑмах калама хатӗрленнӗ пек, куҫӗсене хупса тӑчӗ. Анчах та сӑмах калаймарӗ вӑл, ун вырӑнне унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль тумламӗсем ҫеҫ йӑлтӑртатрӗҫ. Малтан вӑл сӑмахсене тата-тата кӑна каларӗ, унтан лӑпланма пуҫларӗ: «Хамӑр пӗрле кӗрешнӗ, пӗрле ӗҫленӗ, пурӑннӑ юлташсемпе сывпуллашма питӗ те йывӑр. Анчах та экспедици, хӑйӗн тӗп ӗҫне туса ҫитереймесен те, нумай ӗҫ туса хӑварчӗ. Ҫакна манмалла мар эпир. Ҫурҫӗр историйӗ ҫине вырӑссен ӗҫӗпе чи кирлӗ страницӑсем ҫырса хунӑ. Россия вӗсемпе мухтанма пултарать. Пире ответлӑ ӗҫ шанса панӑ. Эпир Ҫурҫӗр тӗпчевҫисен ӗҫне тивӗҫлипе малалла ямалла. Е эпир вилес-тӑвас пулсан, пирӗнпе пӗрле хамӑр тунӑ ӗҫ ан вилтӗр. Ан тив, пирӗн юлташсем экспедици ӗҫӗпе Россия ҫумне пысӑк ҫӗр хутшӑннине пӗлтерччӗр, эпир ӑна «Мария Ҫӗрӗ» тесе ят патӑмӑр. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, унтан пире кашнинех чуптуса тухрӗ те: «Манӑн сире чипер кайӑр теес килмест, тепре куриччен тесшӗн эпӗ» — терӗ.

Кӗҫнерникун, июлӗн 30-мӗшӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир сӑккӑрӑн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр. Тӑваттӑн — кимӗсем ҫинче, тӑваттӑн таҫта Александр ҫӗрӗ ҫинче.

Шӑматкун, августӑн 1-мӗшӗ. Эпир ӗнтӗ Флор сӑмсахӗнчен икӗ-виҫӗ мильӑра кӑна. Ҫав вӑхӑтра NO ҫил хӑватлӑн вӗрме пуҫларӗ, вӑл вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланма тытӑнчӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма, хӳме пек хумсене хӑвалама тапратрӗ. Эпир тӗтрене пула тата тепӗр кимме, Дунаевпа Королькова, куҫран ҫухатрӑмӑр. Ҫак хумсем ҫинче шыв юхӑмӗпе кӗрешме май ҫукки паллах ӗнтӗ. Эпир вара пӗр пысӑкрах айсбергӑн ҫил тивмен енне тӑтӑмӑр, ун ҫине хӑпарса кайрӑмӑр, кимме те сӗтӗрсе хӑпартрӑмӑр. Айсберг ҫине мачта тирсе лартрӑмӑр, мачта ҫине ялав ҫӗклерӗмӗр, Дунаев курсан, вӑл та пӗр-пӗр пӑр ҫине хӑпарса лартӑр, терӗмӗр. Ҫав тери сивӗччӗ. Эпир вара, ывӑнса халтан кайнӑскерсем, ҫывӑрма выртрӑмӑр. Ҫие малицӑсем тӑхӑнса ярса, эпир айсберг тӑррине пӗр-пӗринпе ура вӗҫлӗн выртрӑмӑр. Максим хӑйӗн урине манӑн ҫурӑм хыҫне, малица ӑшне, эпӗ хамӑн урана — унӑн ҫурӑмӗ хыҫне, унӑн малици ӑшне, чикрӗмӗр. Ҫапла майпа эпир пӗр сиккеленмесӗр 7–8 сехет ҫывӑрнӑ. Эпир ҫав тери хӑраса, тискеррӗн шартлатса ҫурӑлнине илтсе, вӑрантӑмӑр. Хамӑр аялалла вӗҫнине чухласа илтӗмӗр, тепӗр самантран пирӗн икӗ ҫын кӗрсе-выртмалӑх михӗ ӑшне шыв тулса ларчӗ, эпир ҫак хамӑра пӗтерме пултаракан михӗ ӑшӗнчен тухса ӳкес тесе, пӗр-пӗрне урасемпе тапма пуҫларӑмӑр. Эпир ӗнтӗ лӑп та шӑп вӗлерме тесе шыва янӑ кушаксем пекех пулса тӑтӑмӑр. Ҫак кӗрешӳ миҫе ҫекунд тӑсӑлнине пӗлейместӗп эпӗ анчах та вӑл маншӑн ҫав тери вӑраха тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ. Хамӑр ҫӑлӑнассипе пӗтесси ҫинчен шухӑшланӑ вӑхӑтрах манӑн пуҫӑмра хамӑр ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтри тӗрлӗ тапхӑрсем, — Моревпа Нильс вилни, тӑватӑ ҫуран ҫын ҫухалнисем шӑва-шӑва иртрӗҫ. Халӗ ӗнтӗ акӑ пире черет ҫитрӗ, никам та пӗлеймӗ эпир мӗнле вилни ҫинчен. Ҫак самантра манӑн ура Максим урине лекрӗ, эпир пӗр-пӗрне михӗрен тапса кӑлартӑмӑр, тепӗр самантран эпир йӗп-йӗпескерсем айсбергӑн шыв айӗнчи «подошви» ҫине хӑпарса тӑтӑмӑр, шывра ишекен атӑсене, ҫӗлӗксене, алсасене шыра-шыра тупса, пӑр ҫинелле ывӑта пуҫларӑмӑр. Малицӑсем пирӗн ҫав тери йывӑрланса кайнӑччӗ. Пӗр малицине эпир иккӗн ҫеҫ ҫӗклеме пултартӑмӑр. Витӗнкӗҫе тупаймарӑмӑр. Вӑл шыва путрӗ. Халӗ мӗн тумалла тесе эпӗ пустуях пуҫа ҫӗмӗретӗп! Эпир вӗт шӑнсах вилетпӗр! Ҫакна хирӗҫ ответ панӑ пекех ҫӳлтен пирӗн кимӗ вӗҫсе анчӗ. Те ӑна ҫил вӗҫтерсе ӳкернӗ, те унӑн айӗнчи пӑр та, пирӗн айри пекех катӑлса кайнӑ? Халӗ мӗн тӑвассине пӗлетпӗр эпир! Хамӑр чӑлхасене, курткӑсене эпир пӑрса типӗтрӗмӗр, каллех тӑхӑнса ятӑмӑр, кимӗ ҫине пурлӑ-ҫуклӑ япаласене, сыхланса юлнисене, пӑрахрӑмӑр та ишме, вӑя хурса ишме тытӑнтӑмӑр! Тур ҫырлахтӑрах, урса кайсах ишрӗмӗр вӗт эпир! Ҫакӑ ҫеҫ хӑтарса хӑварчӗ пулӗ, тетӗп эпӗ. Тепӗр ултӑ сехетрен эпир Флор сӑмсахӗ патне ҫитрӗмӗр…»

Маларах, штурман карап ҫинчен тухса кайсанах, ҫырса панӑ хутсен хушшинче эпӗ интереслӗ карттӑ тупрӑм. Карттӑ вӑл ӗлӗкхи пекчӗ. Эпӗ вара вӑл Нансенӑн «Фрампа» ҫулҫӳрени ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке ҫинчи картта пекех пулӗ тесе шутларӑм.

Акӑ мӗн тӗлӗнтерчӗ мана! Унта «Св. Мария» 1912 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914 ҫулхи апрель уйӑхне ҫитиччен ишнине кӑтартнӑ, унта карап Патерман ҫӗрӗ пур текен вырӑнта чарӑнса тӑнисене те палӑртнӑ. Кам пӗлмест-ха ҫав ҫӗр пачах та пулманнине? Анчах ҫак факта «Св. Мария» капитанӗ Татаринов палӑртнине кам пӗлет-ха?

Мӗн тунӑ-ха ҫак капитан, географин нимӗнле кӗнеки ҫине те кӗме пултарайман капитан? Вӑл Ҫурҫӗр Ҫӗрне уҫнӑ, вӑл Патерман ҫӗрӗ пачах та ҫуккине кӑтартса панӑ. Вӑл! Арктика карттине улӑштарнӑ — ҫав-ҫавах хӑйӗн экспедицине ӑнӑҫсӑр тесе шутланӑ…

Пиллӗкмӗш, улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш хут дневнике хамӑн копипе вуласа (халӗ ӗнтӗ мана вуласси тӗлӗнтермест) эпӗ капитан ҫав ҫӗре уҫнӑ пирки мӗн каланине ытларах сӑнарӑм. Ку вӑл маншӑн чи пысӑк ӗмӗт пулса тӑчӗ.

«Юлашки вӑхӑтра вӑл ҫав ҫӗре (паллах, Ҫурҫӗр Ҫӗрне ӗнтӗ) тӗпчеме парти яманшӑн хӑйне хӑй ятлать».

«… Е эпир вилес-тӑвас пулсан, пирӗнпе пӗрле хамӑр тунӑ ӗҫ ан вилтӗр. Ан тив, пирӗн юлташсем экспедици ӗҫӗпе Россия ҫумне пысӑк ҫӗр хутшӑннине пӗлтерччӗр. Ӑна эпир «Мария Ҫӗрӗ» тесе ят патӑмӑр».

«Е мана карап ҫинчен тухса кайма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗр ҫине кайӑп».

Ҫак шухӑша ӗнтӗ штурман ачалла, айванла тесе шутлать.

Ачалла, айванла! Даша инке вуласа панӑ капитанӑн юлашки ҫырӑвӗнче те пурччӗ ҫакӑ ик сӑмах.

«Владивостока Ҫӗпӗр ҫыранӗсем тавра ҫаврӑнса каяс текен малтанхи шухӑша пирӗн ирӗксӗрех пӑрахӑҫа кӑлармалла пулчӗ. Анчах та ырри усалсӑр килмест! Мана халӗ пачах урах шухӑш ҫавӑрса илчӗ. Эпӗ саншӑн ҫав шухӑш, манӑн юлташӑмсем шутланӑ пек, «ачалла, айванла» туйӑнмӗ тесе шухӑшлатӑп»…

Ҫакӑнпа страница вӗҫленет, тепӗр листи ҫукчӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫак: шухӑш мӗне пӗлтернине лайӑх пӗлетӗп: вӑл карапа пӑрахса, ҫав ҫӗр ҫине каясшӑн пулнӑ. Экспедици унӑн пурнӑҫ тӗллевӗ пулнӑ, анчах та вӑл ӑнман. Килне вӑл «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман. Вӑл ҫав ҫӗр ҫине ҫитсе ӳкме тӑрӑшнӑ, унӑн экспедицийӗн йӗрӗсем ӑҫта та пулин юлнӑ пулсан, ӑна ҫав ҫӗр ҫинче шырамалла. Кӑна эпӗ витӗр пӗлсе тӑратӑп. Тен, ку вӑл маншӑн ҫеҫ паллӑ пулӗ? Тен, вӑл маншӑн ҫав ҫӗр эпӗ пӗлекен хӗрарӑм ятне панӑран ҫеҫ паллӑ-тӑр. Эпӗ вӗт ҫав хӗрарӑм мӗнле вилнине те курнӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ манӑн ҫак экспедицийӗн йӗрӗсене ҫав тери тупас килет. Унтан та ытларах манӑн Катьӑна хам юратнине, ӑна ӗмӗрне те юратма чарӑнас ҫуккине кӑтартас килет.

1935 ҫулхи март уйӑхӗнче, ҫурҫӗр варринче эпӗ ҫак дневникӑн юлашки страницине, хам вуласа кӑларма пултарнине, таса хут ҫине куҫарса пӗтертӗм.

Окреҫтӑвкомӗн икӗ хутлӑ аслӑ ҫуртӗнче (ун чухне эпӗ ҫавӑнта пурӑнаттӑм) пурте ҫывӑратчӗҫ ӗнтӗ, пӗр эпӗ пурӑнакан пӳлӗм кантӑкӗнчен тухакан ҫутӑ ҫеҫ ҫул хӗрринчи юрпа витӗннӗ ҫинҫешке йывӑҫсем ҫине ӳкнӗччӗ. Манӑн пуҫӑм та, куҫӑм та кӑштах ырататчӗ. Эпӗ тумланса тула тухса кайрӑм.

Таврара шӑп, сивӗ, ытлашши тӗттӗмех мар — ҫӑлтӑрсем ҫунса тӑраҫҫӗ, хӗвеланӑҫ енче Ҫурҫӗр ҫутти курӑнать. Балашоври аэродромра шутланӑ самолетсем каллех ман асӑма килсе кайрӗҫ.

Эпӗ, театрта сасартӑк ҫутӑ ҫутса янӑ чухнехи пекех, халь ҫеҫ сцена ҫинче курнӑ ҫынсем хам ҫумра тӑнине асӑрхарӑм! Чӑнах пулчӗ-ши вара ку? Пӗр самант каялла ҫак пӗр пытанакан, пӗр куҫ умне тухакан ҫынсем чӗрӗ ҫынсем иккенне е ҫакӑ вӑл вӑйӑ ҫеҫ пулнине каласа пама та май ҫукчӗ-ха, анчах акӑ ҫутӑ ялкӑшса кайрӗ, вӗсем пурпӗрех куҫ умӗнчен ҫухалмарӗҫ. Пачах урӑхла, чӑн-чӑн пурнӑҫри пекех, эпӗ ҫав ҫынсем хам тавра пухӑнса тӑнине, вӗсен чир-чӗрне, вӗсем мӗнрен хӑранине, мӗне шанса тӑнине, мӗншӗн тарӑхнине те пӗлтӗм.

Вӗсем карапа пӑрахса тухнӑ самантра вӑл ҫыранран ҫӗр ҫитмӗл ҫухрӑмра юлнӑ, вӗсем вара пӑрлӑ пушхир тӑрӑх икӗ пин ҫухрӑма яхӑн кайнӑ, мӗншӗн тесен юхӑм вӗсене ҫӗр патӗнчен хӑваласа пынӑ. Вӗсен хушшинче капитан пулман, анчах та чун хӑратмӑш дневникре пӗр вӗҫӗмренех ун ҫинчен асӑннӑ, унӑн сӑмахӗсене кӗртнӗ, унта вӗсем капитан пурнӑҫӗшӗн ҫунни, хӑрани те паллӑ! Юлашки хут каланӑ сӑмаха кӑранташпа ҫырнӑ. Кӑранташ йӗрӗ вара хутне шӑтара-шӑтара кӗнӗ. Ҫак вырӑн вара дневник ҫинче чи ӑнланмалли, вуласа кӑлармалли вырӑн. «Анчах та сӑмах калаймарӗ вӑл. Ун вырӑнне унӑн куҫӗнче куҫҫуль тумламӗ йӑлтӑртатрӗ»…

Ҫак ҫынпа, мана хӑй — пурнӑҫӗн историйӗ ҫинчен каласа пама хушнӑ пек ҫынпа мӗн пулни ҫинчен хӑҫан та пулин пӗлейӗп-ши эпӗ? Хӑй уҫнӑ ҫӗре тӗпчесе пӗлес тесе, карапне пӑрахса хӑварнӑ-ши вӑл е хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле выҫӑ вилнӗ-ши? Е Ямал ҫыранӗсем патӗнче, пӑр хушшинче шӑнса ларнӑ шхуна, хӑйӗн вилсе пӗтнӗ командипе пӗрле, Нансен ҫулӗпе Гренланди еннелле темиҫе ҫул хушши кайрӗ-ши? Е пӗр-пӗр сивӗ, ҫил-тӑвӑллӑ каҫ, ҫӑлтӑр та, уйӑх та курӑнман каҫ вӑл пӑр хушшине пулса ванса, саланса пӗтрӗ-ши? Мачтӑсем, рейсем, стеньгисем палуба ҫинче япаласене ватса, ҫӗмӗрсе, ҫынсене вӗлерсе ишӗле-ишӗле анчӗҫ пулӗ? Унӑн корпусӗ вилес умӗн чӗтренсе шатӑртатса кайрӗ пуль? Тепӗр икӗ сехетрен ҫил-тӑман вара катастрофа пулнӑ вырӑна юрпа хупласа хучӗ пулӗ?

Тен, ҫурҫӗрти пӗр-пӗр ҫынсӑр-мӗнсӗр утрав ҫинче «Св. Мария» ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ пулӗ? Вӗсем карап пурнӑҫӗпе капитан пурнӑҫӗ ҫинчен те каласа парӗччӗҫ. Шпицбергенӑн ҫын пырса кӗмен пайӗнче ултӑ вырӑс матросӗ темиҫе ҫул хушши пурӑннӑ-ҫке-ха. Тюленьсем тытса, тюлень ашӗ ҫисе ҫийӗсене тюлень тирӗ тӑхӑнса, хӑйсен юрпа пӑртан тунӑ шалаш урайне те унӑн тирне сарса пурӑннӑ-ҫке-ха?

Ҫук, ӑҫтан ун пек пултӑр-ха! «Карапа пӑрахса «Мария Ҫӗрӗ» ҫине каяс тесе «ачалла», «айванла» шухӑшланӑранпа ҫирӗм ҫул та иртсе кайнӑ. Кайнӑ-ши вара вӗсем ҫав ҫӗр ҫине? Ҫитейнӗ-ши?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех