Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.10 14:55

Пуплевӗш: 138; Сӑмах: 1518

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Йытӑ площадкинче

Саня хай тухса каяс кунхине ӑҫта кӑна ҫитнӗ, пур ҫӗрте те ман телефон адресне хӑварнӑ — Главсевморпутьре те, «Правдӑра» та. Вӑл хама ҫавӑн ҫинчен каласан эпӗ кӑштах хӑраса кайрӑм.

— Эппин кам вара эпӗ? Кама ыйтчӑр ӗнтӗ вӗсем?

— Кӑтӗрина Ивановна Татаринова-Григорьевӑна, — нимӗн кулмасӑр каласа хучӗ Саня.

Вӑл шӳтлесе калаҫать пулӗ тесе. Анчах хӑй тухса кайсан виҫӗ кун та иртмерӗ, такам телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ те Катерина Ивановна Татаринова-Григорьевӑна чӗнтерчӗҫ.

— Эпӗ итлетӗп сире, — тетӗп.

— «Правдӑран» калаҫатпӑр.

«Правда» хаҫатра халь час-часах тӗл пулкаланӑ хушаматлӑ журналист Саня статйи пирки пайтах сӑмах ҫӳрет, тесе пӗлтерчӗ, авторӗ ҫинчен Арктика институтӗнчен те ыйтса пӗлесшӗн имӗш.

— Упӑшкӑр ӑнӑҫтарчӗ, ҫавӑншӑн ыр сунӑр ӑна, — терӗ журналист.

Вӑл ман упӑшка мар-ха, тесшӗнчӗ эпӗ, анчах темшӗн калаймарӑм.

— Эпӗ Татаринов капитан хӗрӗпе калаҫатӑп пулас-ха?

— Ҫавӑнпа.

— Хӑвӑр аҫӑр пурнӑҫӗпе ӗҫӗ ҫинчен калакан ытти материалсем ҫук-и сирӗн?

Пур, терӗм эпӗ, анчах вӗсене Александр Иванович хушмасӑр параймастӑп терӗм, Саньӑна эп чи малтанхи хут: ячӗпе пӗрле ашшӗ ятне те каларӑм.

— Эпир ӑна ҫырса ярӑпӑр-ха… — терӗ журналист.

«Граждански авиацирен» те шӑнкӑртаттарчӗҫ, Саня унта статья панӑ иккен, вӑйлӑ ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче самолета мӗнле крепит тӑвасси ҫинчен, ӑна хӑҫан ҫырнине те пӗлместӗп эпӗ, ҫав статья тухнӑ номере ӑҫта ярса парар, теҫҫӗ. Эпӗ икӗ номер ыйтрӑм — пӗри хам валли. Унтан «Литературнӑй газетӑран» чӗнсе илчӗҫ, мӗнле Григорьев — писатель мар-и, терӗҫ.

Ҫапах та чи кирлӗ калаҫу вӑл Ч-паччӗ. Саня ӑна ман ҫинчен мӗн каласа кӑтартнине пӗлместӗп ӗнтӗ, анчах вӑл мана телефонпа чӗнсе илчӗ те, тахҫан палланӑ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫма тытӑнчӗ.

— Пенси илетӗр-и? — тет.

Эп ӑнланаймарӑм.

— Аҫӑршӑн тетӗп.

— Ҫук.

— Ку ӗҫе майлаштарас пулать.

Унтан вӑл кулса ячӗ те, Главсевморпутинче Ҫурҫӗр Ҫӗрне атте тупнӑ пулать, вӗсен урӑххи тупнӑ тесе ҫырнӑ, ҫавӑншӑн хӑраса ӳкрӗҫ тет.

— Кун пек калаҫусем мана мӗн… килӗшсех каймаҫҫӗ.

— Эпӗ вара экспедици пулать пулӗ тесеттӗм.

— Пулмаллаччӗ, халӗ тата пулмалла мар пек пулса тухать. Эсир ӑна «Пахтусова» ярӑр тетӗп эпӗ. Унта пилот пур ӗнтӗ, теҫҫӗ мана вӗсем. Калама канас! Сирӗн упӑшкӑрӑн ӗмӗчӗ паллӑ-ҫке!

«Сирӗн» тесех каларӗ вӑл, сасси хулӑн, сӑмаха тӑсса калаҫать.

— Юрӗ-ха эппин, эп унта тата… Эсир килсе куркалӑр-ха пире.

Тем пек савӑннӑ пулӑттӑм, терӗм те эпӗ, калаҫса пӗтӗртӗмӗр…

Кунсерен эпӗ Ромашовран пӗрер, е икшер те, ҫыру илетӗп. «Вторая партия Башкирского геологического управления» тесе ҫырать вӑл конверт ҫине, калӑн ҫав пӗр-пӗр учреждени ҫырса ярать тесе. Чӑнах та, ҫав ҫулсенче эпӗ хам учреждени майлах пулса тӑтӑм, урӑхла ниепле те Мускаврах ӗҫе юлма май ҫукчӗ. Анчах ку адрес шӳтлӗскерччӗ, вӑл кашни кун ҫапла ҫырса яратчӗ те шӳтлесси те ытла мӗскӗнӗн курӑнчӗ!

Малтанласа ҫав ҫырусене вулаттӑм эпӗ, унтан конвертне уҫса пӑхмасӑрах каялла яраттӑм, пыра-киле вулами те, каялла ями те пултӑм. Анчах темшӗн эпӗ ҫав ҫырусене вутта пӑрахса ҫунтарасран хӑраттӑм; ӑҫта килчӗ унта выртса таптанатчӗҫ вӗсем, ирӗксӗрех вӗсем ман тӗле килетчӗҫ те, сивлек кӑмӑлпа пӑхса илеттӗм вӗсем ҫине.

Ҫак ҫырусен авторне те ҫапла майпах куркалаттӑм эпӗ. Ӗлӗкрех вӑл ялан ӗҫлӗ ҫынччӗ, халь акӑ эпӗ килтен тухмассерен вӑл урамра тӑнине куратӑп та, ӑҫтан кӑна вӑхӑт ҫитернине, ниҫтан тавҫӑрса илейместӗп. Ӑна эп магазинсенче, театрсенче тӗлпулаттӑм, ку вара питӗ аван марччӗ, мӗншӗн тесен вӑл пуҫ таятчӗ, эпӗ нимен те каламастӑм. Вӑл ман паталла пыма хускалатчӗ, — эп каялла ҫаврӑнса тӑраттӑм.

Вӑл Валя патне пыратчӗ те, Валя ӑна, пӗрре шӳтлесе, шимпанзе йышши упӑтесен хушшинче пӑрахӑҫланӑ юрату ҫинчен каласа пачӗ те вӑл йӗре-йӗре ятлаҫрӗ.

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл мана пӗр май йӗрлесе ҫӳренине пула темле чире те кая пуҫларӑм эпӗ: куҫа хупса ҫеҫ илеттӗм те пӗр самантрах ман умма тухса тӑратчӗ, сӑрка пальтӑвӗпе, ҫемҫе шӗлепкепе, шӗлепкине вара мана пула ҫеҫ тӑхӑнать — ун ҫинчен вӑл хӑех мана каласа пачӗ.

Ромашов патне кайса, ӑна Вышимирский панӑ хутсене туртса илес тени, паллах, вырнаҫусӑр шухӑшчӗ. Пӗтӗм ҫырӑвӗсемпе чечекӗсене каяллах ярса тӑнӑ хыҫҫӑн ун патне каяс тени питӗ хаяр шухӑшчӗ. Анчах мӗн шухӑшланӑҫемӗн мана ҫак шухӑш килӗшерех пачӗ. Хам ун патне пырса кӗрсенех вӑл епле аптраса ӳкессе сӗметлерӗм эпӗ, пӗр юмах-сӑмах уҫмасӑр вӑл ман ҫине темӗнччен пӑхса тӑрӗ те шурса кайӗ, коридор тӑрӑх чупса хӑй пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ярӗ те эпӗ ӑна мӑнкӑмӑллӑн:
— Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — тейӗттӗм.

Тӗлӗнмелле ҫав, шӑпах ҫапла пулса тухрӗ те.

Вӑл ӑшӑ кӑвак пижамине тӑхӑннӑччӗ, халӗ ҫеҫ ваннӑран ҫӑвӑнса тухнӑччӗ пулас, ҫамки ҫине усӑннӑ хӗрле ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрейменччӗ-ха. Вӑл шурса кайрӗ те эпӗ жакетткӑма хывиччен юпа пек хытса тӑчӗ. Унтан ман пата пычӗ.

— Катя!

— Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — терӗм эпӗ мӑнкӑмӑллӑн. — Тумланӑр, ҫӳҫ-пуҫӑра якатӑр. Ман ӑҫта кӗтсе тӑрас?

— Эпӗ халех…

Коридор тӑрӑх чупса кайрӗ те хӑй пӳлӗмӗн алӑкне уҫрӗ.

— Ак ҫакӑнта. Айӑп ан тӑвӑр-ха ӗнтӗ…

— Эсир хӑвӑр мана айӑп ан тӑвӑр.

Иртнӗ ҫулхине эпир ун патӗнче виҫҫӗн хӑна пултӑмӑр: Николай Антоныч та асанне тата эпӗ; асанне ҫавӑн чух ҫӗрӗпех темиҫе хут та асӑнтаркаларӗ, Ромашов унтан хӗрӗх тенкӗ илнӗччӗ те ҫаплах параймасӑр тӑратчӗ.

Мана ун чухнех-ха Ромашов пӳлӗмӗ килӗшрӗ, анчах эпӗ ак халь пырса кӗнӗ вӑхӑтра вӑл тата чипертерех курӑнчӗ. Лайӑх сӑрланӑ ӑна, стенисене шурӑрах кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ, алӑкӗсемпе стена ҫумне туса лартнӑ шкапӗ кӑшт ҫутӑрах, пуканӗсем ҫемҫе, ларма-тӑма канӑҫлӑ, пурте килӗшӳллӗ, илемлӗ туса тухнӑ. Чӳречерен йытӑ площадки курӑнса тӑрать — Мускаври чи юратнӑ выран вӑл манӑн. Темшӗн вара, мӗн ачаранпах эпӗ Йытӑ площадкине юрататтӑм — ҫав вилнӗ йытӑсене лартнӑ пӗчӗк палӑк та, ун патнелле тухакан пӗчӗк тӑкӑрлаксем те…

— Миша, — терӗм эпӗ, вӑл тирпее кӗрсе, якалса, духисемпе сапӑнса килнӗ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ кӑвак костюмпаччӗ хӑй, ӑна эпӗ курманччӗ-ха, — эпӗ кунта сирӗн пӗтӗм ҫырӑвӑрсене ответ пама килтӗм. Мӗн эсир, сире качча тухмастӑп пулсан манӑн ӳкӗнмелле пулать тесе тем лӑпар-лапӑр ҫыратӑр! Пӗтӗмпех ача вӑййи вӗт ку — хӑвӑр ҫырӑвӑрсене эп вуламаннине пӗле-тӑркачӑ кунсерен ман пата ҫыру ҫыратӑр. Сире качча тухассине эпӗ шухӑша та илменнине пит лайӑх пӗлетӗр вӗт эсир, эппин улталантӑм тесе те ан ҫырӑр.

Ун пит-куҫӗ епле улшӑнса пынине пӑхса тӑма кӑштах хӑрушӑ таччӗ. Хавасланнӑ сӑн-сӑпатпа хӑйне хӑй ӗненмен пек пулса кӗнӗччӗ те вӑл — ак халӗ, ман кашни сӑмаха итлемессерен унӑн шанчӑкӗ сӳнсе пычӗ, пит-куҫӗ те шуралнӑҫемӗн шуралчӗ. Вӑл ҫаврӑнчӗ те урайнелле пӑхса тӑчӗ:

— Ӗлӗкех хампа мӗншӗн калаҫма хушманнине нумайччен каламалла пулать. Сӑлтавсем нумайччӗ кунта. Анчах эсир ӑслӑ ҫын-ҫке! Эпӗ сире юратманнине эсир тахҫанах пӗлнӗ.

— Унпа вара эс телейсӗр пулатӑн.

— Мӗншӗн эсир мана «эс» тетӗр-ха? — тесе ыйтрӑм эпӗ сиввӗн. — Эпӗ халех каятӑп.

— Унпа телейсӗр пулатӑн эсӗ, — тепӗр хут каларӗ Ромашов.

Чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ хӑйӗн, куҫне темиҫе хутчен хӑрушшӑн мӑчлаттаркаласа илчӗ, кунта эпӗ Ромашов ҫывӑрнӑ чух куҫне хупмасӑрах ҫывӑрать тесе Саня каласа кӑтартнине аса илтӗм.

— Эпӗ хама та, сире те вӗлеретӗп, — терӗ вӑл тинех.

— Апла эсир хӑвӑра хӑвӑр вӗлерсен ку питӗ лайӑх пулать-ха, — терӗм эпӗ питӗ лӑпкӑн. — Ятлаҫасшӑн марччӗ эпӗ сирӗнпе, енчен сӑмахӑмӑр чӗрре кӗчӗ пулин, мӗнле тивӗҫӗр пур сирӗн ҫакӑн ҫинчен сӳпӗлтетме? Пирӗн вӑхӑтра юла-юпса авланма та пулать пек эсир интрига хускатса ятӑр! Хисепе кӗмен ҫын эсир, йӗркелӗ ҫын пулсан, кулленех ман хыҫҫӑн йытӑ пек супса ҫӳремен пулӑттӑрччӗ. Мана итлесе тӑнӑ чух шӑпӑрт лармалла сирӗн, мӗншӗн тесен хӑвӑр мӗн каласса эпӗ питӗ лайӑх пӗлсе таратӑп. Халӗ ак тата мӗн: эсир Вышимирскинчен илнӗ хутсем мӗнле хутсем вӗсем?

— Мӗнле хутсем?

— Пӗлмӗш ан пулӑр, Миша, эпӗ мӗн ҫинчен каланине питӗ лайӑх пӗлетӗр. Эсир ҫав хутсемпе Николай Антоновича, ӗлӗк вӑл биржӑсенче хӗвӗшекен ҫын тесе хӑратнӑ, унтан вара эсир ӑна Саньӑна парасшӑн пулнӑ, вӑл манран сивӗнтер те тухса кайтӑр тенӗ. Халех вӗсене мана парӑр, илтрӗр-и? Халех!

Вӑл темиҫе хут куҫне хупкаларӗ те тарӑн сывласа илчӗ. Унтан чӗркуҫленесшӗн пулчӗ. Анчах эпӗ ӑна хыттӑн:
— Миша, ан хӑтланӑр, илтрӗр-и? — терӗм.

Шӑлне ҫыртса чӑтса тӑчӗ мӗскӗн, сӑнарӗ ытла телейсӗр курӑнчӗ, хамӑн та чӗрем ыратса кайрӗ.

Ӑна хӗрхеннипе мар ӗнтӗ! Анчах ҫак ӗҫре мана пурпӗрех хам айӑпа кӗнӗ пек туйӑнчӗ, вӑл вӗт ҫӑвар уҫса сӑмах калаймасӑр нушаланать. Вӑл мана вӑрҫнӑ пулсан ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ.

— Миша, — терӗм эпӗ каллех, хам пӑшӑрхана пуҫланӑ май, — илтнӗ пулӑр-ха, вӑл хутсем сире халь нимӗн тума та кирлӗ мар-ҫке. Пурпӗрех нимӗн те урӑхлатма юрамасть, эпӗ хам атте ҫинчен нимӗн те пӗлменни намӑс мар-и мана? Ҫав вӑхӑтрах тата ун ҫинчен пур хаҫатсенче те ҫыраҫҫӗ. Вӗсем мана хам валли кирлӗ — хамшӑн ҫеҫ, урӑх никамшӑн та мар.

Мӗне асне илчӗ-ши вӑл эпӗ «хам валли ҫеҫ кирлӗ» тесен, пӗлейместӗп, анчах ун куҫӗсем урнӑ пек чарӑлчӗҫ, вӑл пуҫне каҫӑртса урай тӑрӑх утса иртрӗ. Вӑл Саня ҫинчен шухӑшласа илчӗ.

— Нимӗн те памастӑп, — терӗ вӑл.

— Ҫук, паратӑрах! Ытах эсир памасан, эсир мана мӗн ҫырса яни каллех ултав тесе шухӑшлӑп эпӗ.

Сасартӑк вӑл тухса кайрӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм.

Нимӗн те илтӗнместчӗ, урам енчен ҫеҫ ача-пӑча сасси илтӗнкелерӗ тата машинӑсем пӗр-икӗ хутчен сыхланса кӑна кӑшкӑртни янрарӗ. Вӑл тухса кайса час таврӑнманни ытла лайӑх марччӗ. Е вӑл чӑнласах хӑйне мӗн те пулин турӗ пулсан! Чӗрем кӳтсех кайрӗ манӑн, коридора тухрӑм та итлеме тытӑнтӑм.

Шӑпах — таҫта шыв юхни ҫеҫ пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнсе тӑрать.

— Миша!

Ваннӑй пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫах тӑрать, эп пырса пӑхрӑм та Мишӑна курах кайрӑм, ваннӑ ҫинелле пӗшкӗннӗччӗ. Пӳлӗме ҫутманччӗ, тӗттӗмрехчӗ, вӑл мӗн тунине те ҫинчех уйӑрса илеймерӗм.

— Эпӗ халех пырӑп, — терӗ вӑл, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах.

Хӑй вӑл ытла майсӑр хутланса кӗнӗччӗ, пуҫне кран айне тытнӑ, пит-куҫӗпе хулпуҫҫи ҫине шыв юхса тӑрать, ҫӗнӗ костюмӗ те пӗтӗмпех йӗпеннӗ.

— Мӗн тӑватӑр эсир? Ӑсран кайнӑ пек!

— Кайӑр, эпӗ халех пырӑп, — терӗ вӑл ҫиленерех.

Кӑштах тӑрсан вӑл чӑнах та килчӗ — ҫухасӑрччӗ, куҫӗ хӗрелнӗ — тӑватӑ тетрадь илсе кӗчӗ.

— Акӑ вӗсем, — терӗ вал, — урӑх нимӗнле хут та ҫук ман патӑмра. Илӗрех.

Апла калани те тӗрӗс марччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен алла илнӗ тетрачӗсенчен пӗрне уҫса пӑхрӑм та темӗн пичетленине асӑрхарӑм — кӗнекерен ҫурса илнӗ страница пек, — анчах халь унпа калаҫма юрамастчӗ-ха, вара эпӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса:
— Тавтапуҫ, Миша, — терӗм.

Эпӗ киле таврӑнтӑм, кӑштах тӑрсан каҫ пулчӗ те вара ҫӗрӗпех ҫав кӑвак тетрадьсене вуларӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех