Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.13 23:05

Пуплевӗш: 235; Сӑмах: 2037

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пирӗн гороскопсем

Эпир хамӑрӑн улах утрав патнелле ишетпӗр. Ҫулталӑк каярах эпир ҫакӑн пек сӑмах пӗтертӗмӗр: ҫуллахи хӗвел-тӑру кунне — ҫулла пуҫламӑшне ҫакӑнта кӗтсе илме пултӑмӑр.

Экзаменсем иртрӗҫ. Ачасен пӗр пайӗ тӗрлӗ ҫӗрелле саланчӗ, пирӗн иккӗмӗш сменӑра лагере каясса кӗтсе, хуларах юлмалла пулчӗ, ҫавӑнпа та ҫак хушӑра эп 'хамӑн пионерсемпе курнӑҫсах тӑтӑм. Паянхи похода эпир тахҫанах хатӗрленнӗ. Пирӗн шухӑша пӗлсен ашшӗ-амӑшӗсем савӑнсах ӳкмерӗҫ, хӑйсен ачисене ҫак экскурсине, пысӑккисемсӗр пуҫне, манпала кӑна ярасшӑн пулмарӗҫ. Анчах тем тесессӗн те, эпӗ вожатӑй-ҫке, вӗренессе те кӑҫал саккӑрмӗш пӗтерсе тӑххӑрмӗшне куҫрӑм.

Вара ашшӗ-амӑшӗсем чармарӗҫ. Чӑнах та, утрав ҫине каяс пирки эпир нимӗн те шарламарӑмӑр. Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр. Пионерсен ҫуртӗнчен пире салатса пуҫтармалли чатӑр тата походра кирлӗ тӗрлӗ хуҫалӑх хатӗрӗсем пачӗҫ. Паллах ӗнтӗ, манӑн пӗчӗк телескопа та эпир хамӑртан хӑвармарӑмӑр.

Ытти-хытти ҫинчен халлӗхе никама та каламарӑмӑр, — секрет. Паллӑ мар пӗчӗк ҫеҫ утрав ҫинче мӗскер пуррине, хамӑрсӑр пуҫне, никам та пӗлмест. Утравӗ те Мускав—Атӑл каналӗн парохочӗсем Водохранилище урлӑ ҫӳрекен фарватертан чылай аякра, улах вырӑнта. Ҫавӑнта ӗнтӗ, утрав ҫинчи пӗр пӗчӗк шахта-нӳхрепре, пирӗн тирпейлӗн пытарнӑ «гороскопсем» упранаҫҫӗ.

Мускав пысӑк шывӑн пысӑк хули пулса, Атӑл парохочӗсем хӑйсен янравлӑ сассисене аслӑ столицӑн кӗрлевӗпе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн, хула патӗнчех тем анлӑш кӳлӗсем пулса ларнӑ, вӗсем хушшинче шур чултан тунӑ шлюзсен анфилади илемлӗн тӑсӑлнӑ. Кӑчӑк туртакан кӗтессем, ӑрӑмлӑ ушлӑхсем, пырсем, бухтӑсем, чечен утравсем пула-пула тӑнӑ. Нумай шывлӑ Мускав таврашӗн илемлӗхне сахал ҫын пӗлет-ха. Анчах Расщепей ку вырӑнсене тахҫанах пӗлсе, астуса тӑнӑ. Нихҫан асран кайми «Фламмарион» ҫӳревӗнче Александр Дмитриевич мана Водохранилищӗри пӗр утрав ҫине илсе тухнӑччӗ. Кунтан инҫе мар, Кореваново усадьбинче, вӑл ҫулла дачӑра пурӑннӑ. Каярах ҫав пӗчӗк утрава эпӗ хамӑн пионерсемпе ҫуллахи походсем валли суйласа илтӗм.

Тӗттӗм пулса ҫитнӗ ҫӗре пирӗн кимӗ, хӑва тӗмисене сирсе, шыв айӗнчи туратсем ҫийӗпе кӑштӑртатса, утрав ҫыранӗ хӗррине пырса тӑчӗ.

Ахӑрнех, Водохранилище тулса лариччен ку вырӑн сӗвек сӑртӑн тӳпи пулнӑ пулас. Ун урлӑ халӗ те ӗлӗк пулнӑ ҫул ҫаплипех выртать. Курӑк хушшипе урапа йӗррисем лайӑхах палӑраҫҫӗ, вӗсем, темӗнле хӑяматри патшалӑха илӗртсе ҫул тытнӑ пек, тарӑн шыва анса каяҫҫӗ. Ӗлӗк кунта пӳртсем ларнӑ, вӗсен вырӑнӗсем халӗ те пур. Пӗр пӳрт вырӑнӗнче эпир пӗлтӗр кирпӗчрен тунӑ ишӗлчӗк нӳхреп куртӑмӑр. Вара ҫавӑн тӗпне хамӑрӑн гороскопсене пытарса хӑвартӑмӑр.

Паллах гороскопсене шухӑшласа кӑлараканни Игорек пулчӗ. Пӗрре ҫапла пирӗн отрядра хальхи астрономипе авалхи суя наука — халдейсен астрологийӗ хушшинчи уйрӑмлӑх ҫинчен сӑмах тапранса кайрӗ. Авалхи астрологсем, ҫӑлтӑрҫӑ-халдейсем, этемӗн пурнӑҫ шӑпине ҫӑлтӑр тӑрӑх чухланӑ иккенне пӗлсен, манӑн ачасем чылай кулса йӑпанчӗҫ. Этем пурнӑҫӗ мӗнле пуласси вал хӑш ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнинчен килнӗ. Пӗлӗтри паллӑсене кура этемӗн пулас биографине малтанах каласа хунине авал гороскоп яни пионерсемшӗн ку питӗ те кулӑшла пулчӗ, ҫитменнине хама Расщепей каласа панӑ пӗр мыскара ҫинчен пӗлтерсен, вӗсем савӑнсах кайрӗҫ. 1514-мӗш ҫулта, паллӑ астрологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Юпитер, Сатурн тата Марс планетӑсем Пулӑ ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнне лекмелле пулнӑ, вара — пӗтӗм тӗнчипех халиччен пулман ею каятех тенӗ. Тулуза хулинче пӗр вельможа, ҫакна илтсен, тем курса тӑрӑпӑр тесе, ковчег тутарать, тӗнчене Шыв илессе кунӗн-ҫӗрӗн кӗтет… Ачасем ҫакӑнтан нумайччен кулчӗҫ, унтан Игорь Малинин сасартӑк пире пӗр сӗнӳ пачӗ.

— Ачасем, пӗлетӗр-и? Манӑн пӗр шухӑш пур. Итлӗр-ха, чӑнах та: атьӑр хамӑр валли пӗр ҫулталӑклӑх гороскоп ҫырар. Чимӗр-ха, чимӗр! Ҫӑлтӑрсем тӑрӑх тӗшмӗшленсе мар, ахаль хамӑр валли тӗрлӗрен шухӑшласа ҫырар — ҫитес ҫул хушшинче мӗн-мӗн тумалла пирӗн, ҫавӑн ҫинчен. Анчах пӗри те хӑй мӗн ҫырнине ан кӑтарттӑр. Ҫырӑпӑр та, ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарса хурӑпӑр, ӑҫта та пулин пытарӑпӑр. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн гороскопсем пулӗҫ. Пӗр ҫул иртсен, кӑларӑпӑр, уҫӑпӑр, унтан камӑн шухӑш-телейӗ мӗнле пулнине курӑпӑр.

— Телей качки, пулни-пулманни, мӗн ун ҫинчен калаҫас? — сасӑ пачӗ Витя Минаев. — Чи кирли вӑл — сӑмах панине пурнӑҫа кӗртни.

Тавлашу ҫӗкленчӗ. Пӗрисем — ку япала ухмахланни, ӗҫ ҫукран ӗҫ, ҫитменнине — тӗшмӗш те терӗҫ, теприсем — йӑлтах урӑхла: тумаллах, ку вӑл пуриншӗн те усӑллӑ, терӗҫ. Эпӗ те ҫаплах шухӑшларӑм: ан тив пирӗн кашни пионер ҫулталӑк хушшинче хӑй мӗн тӑвасси ҫинчен тӗплӗн шухӑшлатӑр. — Мӗн ҫитмест, мӗн туянмалла, мӗнтен тасалмалла? Ан тив ҫакна вӑл, никама кӑтартмасӑр, хӑй валли ҫырса хутӑр. Кӑтартмасӑр ҫырни интереслӑрах пулӗ. Вара эпир ҫав «гороскопсене» (Игорек вӗсене «яркӑчсем» тет) пӗр ҫӗре тӗплӗн пытарӑпӑр. Кунта нимӗнле ҫӑлтӑр асамӗ те ҫук. Хамӑр чӑнах та телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнине эпир ахаль те пӗлетпӗр. Пирӗн ҫӗршывра пӗр-пӗр ырӑ ӗҫе шухӑшласси кӑна, унтан ӑна пурнӑҫлас тесе, пӗтӗм кӑмӑлтан ҫине тӑрасси — пурте пулать, пурте килет.

Ҫапла вара иртнӗ кӗркунне, лагерьтен таврӑнсан, эпир хамӑр шутласа хунине турӑмӑр. Пӗр вырсарникун, ялти бакенщикран кимӗ илтӗмӗр те, утрав ҫине кайрӑмӑр. Кашни пионерӑн — ҫилӗмлесе тирпейленӗ конверт. Унта — харпӑр хӑй валли ҫырса хатӗрленӗ ҫулталӑклӑх «гороскоп». Эпир вӗсене пӗр ҫӗре пухса тирпейлерӗмӗр, унтан Игорек пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ сӑмах каларӗ:

— Мӗн ҫырнӑ, мӗн шухӑшланӑ, ҫавна эпӗ те, отрядри ытти пионерсем те пурнӑҫласса сӑмах паратӑп. Эпир куншӑн хамӑр намӑс туйӑмӗ умӗнче тата ытти юлташсен умӗнче ответ тытатпӑр.

Ҫапла, ан тив кашни чи малтан хӑйӗн намӑс сисӗмӗ умӗнче ответлӑ пултӑр, кайран — юлташӗсем тӗрӗслӗҫ. Александр Дмитриевич сывӑ чухне, вӑл манпа час-часах паттӑрлӑх ҫинчен, историре пулнӑ тӗрлӗрен хӑюллӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫатчӗ. «Чи йывӑрри, ман шухӑшпа, — тетчӗ Расщепей, — хӑюллӑ ӗҫе пӗччен тӑвасси. Никам та сана пулӑшмасть, никам та самантра сана тӗрӗслемест, эсӗ хӑвӑн намӑс сисӗмӗпе, хӑвӑн парӑм туйӑмӗпе пӗр пӗччен, вӗсем ҫеҫ сан хуҫа, вӗсем ҫеҫ сана хушма пултараҫҫӗ… Ҫынсемпе пӗрле — нумай ансатрах». Эпӗ те ҫапла шухӑшларӑм, манӑн пионерсем ҫулталӑк хушшинче хӑйсемпе мӗн пуласса ан тив хӑйсемех чухласа хуччӗр, хӑйсен коллектив шанакан намӑс сисӗмӗ умӗнче ответлӑ пулччӑр. Никам та ан хистетӗр вӗсене, хӑйсене хӑйсем пӗлччӗр. Тепӗр ҫултан шайлаштарса пӑхма питӗ те интереслӑ пулӗ: мӗн шухӑшланӑ — мӗн тунӑ? Кам пултарайман, кам ҫитереймен, хӑйӗн начарлӑхне уҫҫӑн йышӑнтӑр, хамӑр ҫӑлтӑра тивӗҫлӗ пулаймарӑм, тетӗр.

Ҫапла ӗнтӗ пирӗн яркӑч-гороскопсем аслӑ Водохранилище варринчи пӗчӗкҫӗ утрав ҫинче, юхӑннӑ нӳхрепре, пӗр ҫулталӑк хушши упраннӑ. Вӗсене эпир ҫулталӑкри чи вӑрӑм кун — ҫуллахи хӗвелтӑру кунӗнче уҫма шутланӑ. Манӑн пионерсем поход тӗлӗшӗпе пурте опытлӑ: эпир часах чатӑр карма вырӑн суйласа илтӗмӗр, юпасем лартрӑмӑр, тӗкӗсем петӗмӗр, шалҫасем ҫапса, пӑявсем картӑмӑр.

Часах кӑвайт шартлатса ҫунма пуҫларӗ, чейникри шыв вӗреме кӗчӗ. Хуранпа ҫӗрулми ҫакрӑмӑр, консервӑсем уҫса чатӑр алӑкӗ умне апата лартӑмӑр.

Водохранилищӗре тата аякри канал ҫинче каҫхи ҫутӑсем выляма пуҫларӗҫ. Вӗсем пароходсем ҫӳрекен фарватер хӗррисем тӑрӑх тата шлюзсем ҫинче ҫунаҫҫӗ. Анчах пиртен вӑл ҫутӑсем инҫе. Эпир кунта, йӑваш та ырӑ, тем анлӑш шыв варринче, пӗччен. Каҫӗ ытарма ҫук ӑшӑ. Хӗвеланӑҫ, ниепле сивӗнсе ҫитеймесӗр, хӗрелсе тӑрать; горизонтӑн тепӗр енче, кӑнтӑра ҫывӑхарах, кӗмӗл тӗслӗ ачаш шевле чӗтренет — унта Мускав. Унӑн ҫути ҫӳҫенсе тӑракан мерчен ҫутӑ, ҫӳлӗ те лӑпкӑ пӗлӗте асамат пек ӳкнӗ. Мускавӑн аякри ялтӑравӗ ҫӑлтӑрсен ҫуттине те ҫӗнтернӗ. Пӗр Венера анчах, ҫутӑ хурт евӗрлӗскер, горизонт ҫийӗпе хӑйӗн бенгали хӑййине ҫунтарать; аялта ҫакӑнса тӑракан Марс йӑмӑх хӗрлӗ ҫунать тата унта та кунта канал ҫинче бакен ҫутисем хӗрлӗн-симӗссӗн мӗлтлетсе чӗтрекен пайӑркисемпе шыв ҫинче йӑмӑхаҫҫӗ.

Эпир чатӑра икӗ пая пӳлтӗмӗр. Пӗр пайне манпа пӗрле хӗр ачасем вырнаҫрӗҫ, тепӗрне арҫын ачасем йышӑнчӗҫ. Хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ лагере хураллас шутпа, арҫын ачасем алӑк умӗнче черетлӗн тӑма пулчӗҫ.

Часах лӑплантӑмӑр.

Ҫӗрле эпӗ вӑрантӑм.

Чатӑр ӑшне нӳр ҫапнӑ. Таҫта карӑш кӑшкӑрать. Канал ҫинче пӗр пароход хулӑн кӑна сасӑпа авӑтса ячӗ. Йӗри-тавра канӑҫлӑ, тутлӑ лӑпкӑлӑх…

Эпӗ тӑтӑм та, нӳрленнӗ шӑналӑка сирсе, тулалла пӑхрӑм. Алӑк умӗнче никам та ҫук.

— Кам дежурнӑй? — ыйтрӑм эп шӑппӑн. Никам та чӗнмерӗ. Хамӑн ыйтӑва тепӗр хут хытӑрах сасӑпа каларӑм. Каллех — шӑп. Алӑк умне тухрӑм. Дежурнӑй ҫук. Вара ачасен пӳлӗмне пуҫа чиксе пӑхрӑм. Пальтосем тата одеялсем пӗркенсе, Дема Стрижаков, Витя Минаев тата Изя Крук йӗркипе ҫывӑраҫҫӗ. Игорёк ҫук. Ахӑрнех, хурал черечӗ унӑн пулмалла.

— Малинин Игорь! — чӗнтӗм эп, чатӑртан тухса. Йывӑҫ тӗмисем чӑштӑртатрӗҫ те, Игорь курӑнчӗ.

— Мӗншӗн эс вырӑнта мар? — ыйтрӑм эп, хӑтӑрса.

— Эпӗ пӗр самантлӑх кӑна, Симочка, — кӑкӑрӗ пӳлӗннӗ пек, хӑвӑрт ӑшталанса каларӗ Игорь. — Эп ҫыран хӗррине кайса килтӗм… Мӗн чухлӗ ландыш кунта, халь те чечекре!.. Такам унта чӑштӑртатнӑ пек туйӑнчӗ.

— Эс ху чӑштӑртатса ҫӳреме юрататӑн, — асӑрхаттартӑм эп. — Нӳхреп патне чупрӑн пуль… Юрӗ ӗнтӗ. Каях, ҫывӑр, саншӑн хам хурал тӑрӑп.

— Ҫук, кай, апла юрамасть! — хирӗҫлеме пуҫларӗ Игорь. — Манӑн тата пӗр сехет тӑмалла. Эсӗ вырт. Нимӗн те ан пӑшӑрхан. Мана Витька улӑштарать. Ӑна эп епле те пулсан вӑратапах. Шанчӑклӑ пулма пултаратӑн.

Эпӗ чатӑра калла кӗме ӗлкӗрнӗ кӑначчӗ, Игорь пӑшӑлтатни хӑлха патне ҫитрӗ:

— Сима! Сан питех те ыйӑх килет-и?

— Мӗн вара? — эпӗ шӑналӑк хушӑкӗнчен пуҫа тулалла кӑлартӑм.

— Атя санпа иксӗмӗр пысӑк япаласем ҫинчен калаҫар.

— Мӗн ҫинчен?

— Сахал-и, мӗн ҫинчен! Пурин ҫинчен те. Тӗрлӗ пурнӑҫ ҫинчен. Астӑватӑн-и, иртнӗ ҫулла лагерьте калаҫаттӑмӑр?

Епле астумӑн-ха ҫав Игорь калакан «пысӑк япаласем» ҫинчен пынӑ ҫӗрлехи калаҫусене? Эпӗ вӗсенчен ниепле пӑрӑнаймӑн. Чӑнах та отбой хыҫӗнчен калаҫни — лагерь режимне уҫҫӑнах пӑсни пулнӑ, анчах, тӗрӗссипе, ҫавна пула кӑна эпӗ хамӑн пионерсенчен чи кансӗррине алла илме пултартӑм, унӑн тӗпчевлӗ те хӑйне евӗрлӗ чунне чухларӑм. Ҫавӑнпа та халӗ те эп вӑл чӗннине хирӗҫ чатӑр умӗнчи тунката ҫине ним турткаланмасӑр тухса лартӑм.

— Ну, юрӗ эппин, Игорёк, пысӑк япаласем ҫинчен калаҫар!

— Пӗлетӗн-и, Сима, — нимӗн чӑрмавсӑр пуҫларӗ Игорь, — каҫпала ҫакӑн пек нумӑйччен тинкерсе тӑрсан, манӑн яланах ҫавӑнта, таҫта ҫити ҫӳле, ҫӑлтӑрсем патне улӑхас килет, тӗпчес килет, пӗтӗмӗшпех пӗлес килет. Питӗ те ҫавӑнталла туртать…

Вӑл тарӑнӑн сывласа, янахне каҫӑртса, чылайччен пӗлӗт тӳпине тухатнӑ ҫын пек пӑхса тӑчӗ. Ҫӳлте ҫӑлтӑрсем ачашшӑн куҫ хӗсеҫҫӗ: «Ну, ну, ҫӑлтӑрҫӑ! Килех, ачам, хӑпар», — тенӗнех туйӑнаҫҫӗ.

— Сима, эсӗ Марс ҫинчен пӗлетӗн ӗнтӗ. Мӗнле шутлаҫҫӗ: пурнӑҫ пурах-ши унта?

— Пулма та пултарӗ, Игорёк. Чӑнах та, хайхи эп пӗркун каланӑ хлорофилл ҫинчен каллех чӑн мар, теҫҫӗ.

— Шел!—ассӑн сывласа илчӗ Игорёк, куҫӗсене пӗлӗт ҫинчен ямасӑр. —Ман шутпа, кирек те мӗн калаччӑр, ӑҫта та пулин пурнӑҫ татах та пур. Тӗрӗс-и, Сима?… Анчах хама ҫӗр ҫинче ҫуралма пӳрнӗшӗн — эпӗ питех те хаваслӑ. Тӳррипех калас пулать, телейӗм пур вара ман. Тем тесен те, пурнӑҫ аван пирӗн. Лере темӗнле-ха, паллӑ мар. Вӗҫсе ҫитӗн те — чул ӗмӗрӗ анчах пулӗ-ха. Кам пӗлет? Пӗр-пӗр ҫӗр шӑтӑкӗнчи этем пулӑн вара…

— Ну, ҫӗр шӑтӑкӗнчи этем, ҫитӗ сана философилеме. Ҫывӑрас пулать!

— Чим, тӑхта-ха!.. Итле эс, Сима. Пирӗн мӗншӗн аван? Историччен пулни пулса иртнӗ-и? Иртнӗ. Авалхи тӗрлӗ ӗмӗрсем те хыҫа юлнӑ. Кивӗ режим тахҫанах пӗтнӗ… Чӑнах та, пур ҫӗрте те мар, СССР Ҫӗр ҫинче пирӗн анчах. Ҫапах та ҫӗр ҫинчи этемсем хӑйсем илес тенине илнӗ темелле, — пирӗн ҫӗршыв пуртанах ҫапла калама пулать. Тӗрӗс-и? Унта, Марс ҫинче, тен тин тапранать пулӗ-ха. Мӗн чухлӗ тертленмелле унта пурӑнакансен!..

Эпӗ Ҫӗрӗн мӑнаҫ кӑмӑллӑ этемне ҫак тӗлте пӳлтӗм, Марс ҫинчи пурнӑҫ Ҫӗр ҫинчинчен нумай маларах аталанма пуҫлани ҫинчен теори пур, терӗм.

— Ав мӗнле? — шеллесе илчӗ вӑл Марс ҫыннисене. — Апла мӗн чухлӗ вӗсен истори вӗренмелле! Манӑн весен шкулӗнче ниепле тӳссе пулмӗ! Авалхи ӗмӗрсем, вӑтам ӗмӗрсем, унтан ҫурма вӑтаммисем, ҫӗннисем, ҫӗнӗрен те ҫӗннисем, каяраххисем, малараххисем — пуҫ ҫурӑлса кайӗ!

— Асту, каҫхи фантазисем пуҫна ан ҫурччӑр, — каларӑм эп, тунката ҫинчен тӑрса. — Калаҫрӑмӑр, ҫитӗ!

— Чим-ха, Сима! Ан васка, тата пӑртак ҫеҫ! — йӑлӑна пуҫларӗ Игорь, — Пӗлетӗп эп, кам вырӑнне хуратӑн эс мана…

— Кам вырӑнне вара?

— Анкӑ-минкӗ ача вырӑнне. Уйӑх ҫапнӑскер, тетӗн пуль. Ҫапла-и ? Кам пулӗ тетӗн эс мана? Сӳпӗлти ача? Ӑнман шухӑшлавҫӑ ? Ҫук, тӳсӗм ҫеҫ хӑш-пӗр чухне ҫитмест ман. Эпӗ суятӑп-и вара? Ҫук, суймастӑп, пӑртак фантазилетӗп, ҫав анчах. Эсӗ ху та, Сима шухӑша юрататӑн. Эсӗ ху та тем-тем шухӑшлатӑн. Пӗлетӗп эп. Ку тӗлӗшпе эпир иксӗмӗр — пӗр тӑван. Анчах эс мантан ҫӗр хут ытларах пӗлетӗн! Питӗ нумай пӗлетӗн эс, Сима! Арҫын ачара та сахал сан пекки!

— Ну, юрӗ-ҫке, Игорь! Пурин пекех, никамран та уйрӑм мар.

— Ҫук, пӗлмесӗр калас ҫук эп. Ав тӑваттӑмӗш «Б» класра Ваточкина Катя, вожатӑй. Ӑҫтан вӑл санпа танлашӗ.

— Ман шухӑшпа вӑл питӗ те лайӑх, пултаракан хӗр ача, — хирӗҫлерӗм эпӗ.

— Пултаракан, тет! «Пӗрре-иккӗ, ларӑр, тӑрӑр, виҫҫӗ-тӑваттӑ, алӑ ҫупӑр».

— Сирӗнпе ҫавӑ кирлӗ те! Пӗрре-иккӗ!

— Ҫавӑ, терӗ. Сана пирӗн пата назначени парсан, малтан эп хам та сан ҫинчен ҫапла шухӑшланӑ: «Э, ытла та кунӗ, ачасенчен канфетка тӑвасшӑн пуль» — тенӗ. Акӑ, — пыр та калаҫ, — мӗнешкел иккен эс! Чи кирли — санӑн ӑс чӑтӑмлӑхӗ пурри, хӑна ху тытма пӗлни. Сана пурте хисеплеҫҫӗ. Вуннӑмӗш класрисем те тиркемеҫҫӗ.

— Тӑваттӑмӗш «А» класрисем вара хисеплесех каймаҫҫӗ, ҫывӑрма памаҫҫӗ.

— Ну, кай эппин, кӑтӑш пул. Эх, часрах ыран пултӑрччӗ! Пӗлесчӗ, кам мӗн ҫырнӑ унта, кам мӗн тума ӗлкӗрнӗ… Чӑтма ҫук пӗлес килет.

Игорь анасласа илчӗ, аллисене пальто ҫаннисем ӑшне хирӗҫлетсе чикрӗ, калаҫма пӑрахрӗ.

Водохранилище тӗлӗнче, чӗмсӗр шывӑн кӗленчи ҫинче, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт хуллен ҫаврӑнать. Хӗвеланӑҫ шурӑмпуҫӗ сӳнчӗ, ун вырӑнне хӗвелтухӑҫра ҫӗнӗ шурӑмпуҫӑн шупка-кӗрен йӗре палӑра пуҫларӗ. Сӳне пӗлмен Мускав ҫути хӑйӗн пӗр вӗҫӗпе ҫав ҫӗнӗрен ҫуралнӑ сыпӑпа сыпӑнчӗ.

Эпӗ чатӑра кӗрсе выртрӑм, ӑшӑ одеялпа лайӑхрах чӗркентӗм. Кӗҫех хӗр ачасем, ыйӑхран вӑранмасӑрах, икӗ енчен те ман ҫумма тӗршӗнме пуҫларӗҫ, ҫӳҫенсе-чӗтренсе аллӑмсене ярса тытрӗҫ, пуҫӗсене шаларах вырнаҫтарчӗҫ: пӗри — хул айне, тепри янах айне.

— Ай, Ҫимочка, епле аван!.. Ӑшӑ!..

Чӑнах та, аван тенипе аван! Ҫак аванлӑх пӗтӗм пурнӑҫра асра юлчӗ.

Пиртен, ҫичсӗмӗртен, никам та ҫавӑн чух ыран ирех ӑнланма хӗн инкек пуҫланса каясса сӗмленмен, ыранхи кунпа пӗрле пирӗн пурнӑҫа темскер, усал та хӑрушӑскер килсе кӗрессе шутламан.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех