Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пиллӗкмӗш пай. Чӗре патне

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:12

Пуплевӗш: 247; Сӑмах: 1905

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫӗнни нумай

Эп пырса кӗнӗ вӑхӑтра Иван Павлыч кӑмака хутма тытӑннӑччӗ, хулӑн та ҫӑмламас френчӗпеччӗ вӑл, эпӗ хам вӗреннӗ чухнех вӑл ҫапла кукленсе ларса кӑмака хутса янине курма хӑнӑхнӑччӗ, иртнӗ ҫулсем те иртмен пек, каллех эпӗ хама шкул ачи пек туйрӑм, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух Катя патне Энскӑна тухса кайнӑччӗ те, ҫапла ҫавӑн чухне пулса иртнӗ асар-писер «аслати» хускалассӑнах туйӑнчӗ. Ак вӑл ман енне ҫаврӑнса пӑхрӗ. «Епле ватӑлнӑ вӑл» тесе шухӑшларӑм та, пӗтӗм пулса-иртнисем пӗр самантрах хӑйсен вырӑнне вырнаҫрӗҫ.

— Тинех ҫитрӗн иккен, — терӗ Кораблев кӳреннӗ сасӑпа. — Мӗншӗн ман пата кӗрсе тухмарӑн?

— Тавах, Иван Павлыч.

— Ман пата кӗрсе тухӑп, тесе ҫыртӑн-ҫке?

Вӑл ман ҫине пӑхрӗ, пӗтӗмпех хаклас тесе, хӑрах куҫне те хупрӗ. Хӑй ӗҫне туса ҫитернӗ ӑстаҫӑ пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине. Ҫапах та эп ӑна килӗшмерӗм пулмалла, вӑл хӗпӗртесех мӑйӑхне шӑлса илчӗ те ларма сӗнчӗ.

— Ӗнер эпӗ сана витӗрех пӑхаймарӑм, пушӑ марччӗ, — терӗ вӑл.

Вара шкапӗнчен пӗр бутылка кӑларса сӗтелӗ ҫине хучӗ, ҫӑкӑр касрӗ, чӳречесен хушшинчен какай кӑларчӗ, ӑна та касса хучӗ. Ӗлӗкхи пекех пӗччен пурӑнать вӑл, анчах унӑн кивӗ те чӗрӗ хваттерӗнче халь тирпейлӗрех пек курӑнчӗ, ытла чӗрех те мар иккен. Эп калаҫнӑ хушӑра вӑл ҫав бутылкӑри эрехе ӗҫсе яни ҫеҫ килӗшмерӗ мана, ҫиессе вара тутанса та пӑхмарӗ…

Эпӗ ӑна халӗ чи пысӑк ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ каласа парӑп, терӗм. Анчах ҫапла темиҫе ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тӑван ҫынпа тӗл пулсан, мӗнле ӗҫ пысӑккине уйласа тӑратӑн-и вара? Иван Павлыч манран Ҫурҫӗр ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, хам ӑҫта-ӑҫта вӗҫни ҫинчен ыйтрӗ, эпӗ ытла кӗскен тавӑрса пынипе вӑл ҫаплах кӑмӑлсӑр юлчӗ.

— Хаклӑ Иван Павлыч, мӗн каласа парас ӗнтӗ ун ҫинчен? Эпӗ питӗ сахал вӗҫнӗ-ҫке. Пӗррехинче кӑштах шӑнса вилеймерӗм! Астӑватӑр-и эсир, эпӗ шкултан тарса кайсан хама сыватакан доктора? Эсир ман пата тесе больницӑна та пынӑччӗ-ха.

— Астӑватӑп.

— Вӑл та Заполярьере пурӑнать. Эп ӑна ҫавӑнта шыраса тупрӑм, вӗсен патӗнче ҫеҫ пулкалатӑп, урӑх ниҫта та ҫӳреместӗп. Сӑмах май каласан, Иван Павлыч, эпӗ кирек хӑҫан та ют кил-ҫуртра хӳтӗ тупатӑп иккен. Пӗчӗккӗ чухне — Сковородниковсем патӗнче, — астӑватӑр-и, сире каласа панӑччӗ эпӗ. Унтан Татариновсем патӗнче. Халӗ акӑ доктор патӗнче.

— Сана ху йӑвуна ҫавӑрма та вӑхӑт ӗнтӗ, — терӗ Кораблев, пӗр кулмасӑр.

— Ҫук-ха, Иван Павлыч.

— Мӗншӗн тата?

— Вӑл ӗҫ ӑнса пымасть-ха манӑн.

Кораблев чӗнмесӗр тӑчӗ. Вӑл хӑй куркине тултарчӗ, куркамӑрсене шаккарӑмӑр та ӗҫрӗмӗр, вӑл каллех тултарчӗ. Унтан вара френчӗ тӳммисене вӗҫертрӗ — пысӑк, калаҫӑва хатӗрленчӗ.

— Итле-ха, Саня, ху Мускавран тухса кайнӑ чух мана мӗн терӗн эс, астӑватӑн-и? «Ентӗ халь вилес пулсан та, хам тӗрӗс иккенне кӑтартӑп», терӗн. Халь мӗнле ӗҫсем? Тӳрре тухрӑн-и?

Кун пек ыйту пуласса кӗтменччӗ эпӗ, ҫинчех тавӑраймарӑм та ӑна. Хамӑр калаҫӑва астӑватӑп-ха эпӗ. Асра-ха Кораблев кӑшкӑрни те: «Мӗн турӑн эс, Саня! Пӳлӗхҫӗм, мӗн туса хутӑн?» тенӗччӗ вӑл. Епле вӑл, йӗре-йӗре, эп айӑпа кӗни ҫинчен калатчӗ, мӗншӗн тесен капитан ҫырӑвӗнче сӑмах Николай Антоныч ҫинчен пыман имӗш, темле фон-Вышимирский ҫинчен пынӑ пулать.

Кораблев вырӑнӗнче хам пулас пулсан, ҫав калаҫу пирки эп асӑнтарманах пулӑттӑм. Анчах вӑл мана пурин ҫинчен те аса илтересшӗнччӗ пулӗ. Вӑл мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ, хӑй вара ӑшӗнче темшӗн хӗпӗртетчӗ пулас.

— Кама кирлӗ-ши эпӗ тӳрре тухма тӑрӑшни, ӑна пӗлместӗп эпӗ, — пӳлтӗм ӑна салхуллӑн. — Вӑл никама та кирлӗ мар пуль, тетӗп.

— Ҫапла каласа йӑнӑш тӑватӑн та эсӗ, Саня, — терӗ Кораблев. — Ку вӑл питӗ кирлӗ ӗҫ — саншӑн та, маншӑн та, тата тепӗр ҫыншӑн та. Ҫинчен тата эсӗ тӗрӗс каланӑ иккен.

Эпӗ куҫа чалӑртса пӑрахрӑм. Хамӑр калаҫнӑран вара пилӗк ҫул иртнӗ. Татаринов капитанӑн экспедицийӗ ҫинчен тӗнчере эпӗ пуринчен лайӑх пӗлсе ҫитрӗм. Эпӗ штурман дневникӗсене шыраса тупса вуласа тухрӑм — ку ӗҫ ман кунҫулӑмра чи кансӗрри пулчӗ. Эпӗ ӑнтартӑм: эпӗ пӗр ватӑ ненецпа тӗл пулсаттӑм, ҫав ненец хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ экспедици нартисене. Пӗр нарти ҫинче вилнӗ ҫын пулнӑ, тен ҫавах капитан пулнӑ пуль. Ҫапах та хама тӳрре тухма пулӑшакан сӑлтав тупайманччӗ-ха эпӗ. Акӑ халь эп Мускава таврӑнтӑм та, хамӑн ватӑ учителӗм патне кӗтӗм; ҫав историе вӑл тахҫанах маннӑ та пулӗ, теттем, анчах вӑл мана халь: «эсӗ терӗс каланӑ иккен!» — тет.

— Иван Павлыч, — тесе пуҫларӑм эпӗ хӑюсӑртарах сасӑпа, — эсир ҫапах та ӗнентерсех ан калӑр-ха, енчен сирӗн…

«Сирӗн ӗнентерсех каламалли ҫук пулсан», тесшӗнччӗ эпӗ, анчах вӑл пӳлсе хучӗ мана. Такам шӑнкӑртаттарнӑ пек пулчӗ. Кораблев тутине ҫыртрӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ те мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ.

— Акӑ мӗскер, Саня… Манӑн пӗр ҫынпа калаҫса илмелле-ха. Эсӗ ак ҫакӑнта лар, — терӗ вӑл.

Вара вӑл мана кӳршӗри пӳлӗме кӗртрӗ, пӳлӗмӗ пысӑк курӑнать, шкапӗ тулли кӗнеке, алӑк вырӑнӗнче симӗс портьера ҫакӑнса тӑрать.

— Лар та итле — сана ку калаҫу усӑллӑ пулӗ.

Эпӗ каласа хӑварма маннӑ-ха, ҫав каҫхине мана Иван Павлыч темле урӑхла ҫын пек курӑнчӗ. Вӑл темиҫе хут та майӗпен ҫеҫ шӑхӑркалама пуҫларӗ. Пуҫне аллисемпе хӗссе уткаласа ҫӳрерӗ, пыра-киле шӑлне тасатакан груша туратне те кышласа ячӗ. Унтан, мана «шкапне» лартса, сӗтел ҫинчи эрехне хӑвӑрт пуҫтарчӗ те, ҫыру сӗтелӗнчен темӗн кӑларса ҫӑварне хыпрӗ, ҫӑварне карсах сывларӗ те алӑк уҫма утрӗ.

Вӑл кампа таврӑнчӗ тесе шутлӑр-ха эсир? Нина Капитоновнӑпа! Нина Капитоновна пӗкӗрӗлсе кӗнӗ, тата ытларах пӗтсе кайнӑ, куҫӗсем тавра ватӑ сӑнар ҫапнӑ, хӑй ҫине яланхи ҫанӑсӑр бархат курткине тӑхӑннӑ.

Темӗн каларӗ вӑл, анчах эпӗ, ӑна Иван Павлыч епле йышӑннине пӑхаканскер, вӑл мӗн каланине илтмерӗм, Иван Павлыч ун валли чей тултарасшӑнччӗ, вӑл чарса тӑчӗ.

— Ӗҫместӗп. Халӗ кӑна ӗҫнеччӗ. Мӗнле-ха сывлӑхсем?

— Мухтанаймастӑп, Нина Капитоновна, темӗн ҫурӑм сурать, — терӗ Кораблев.

— Ак тата! Ватӑласшӑн иккен! Тупрӑн тата! Ҫурӑм сурать, тетӗн. Бомбангьепе кӑна ухмалла, иртсе те каять.

— Мӗн тетӗр эсир? Бомбангье тетӗр-и?

— Бомбангье. Мазь пур ҫавӑн пекки. Эрех ӗҫетӗр-и эсир?

— Чӑн калатӑп, ӗҫместӗп, Нина Капитоновна, — терӗ Кораблев. — Ӗҫме йӑлтах пӑрахнӑ. Хутран-ситрен пӗрер черкке апат умӗн сыпкалатӑп. Ӑна ӗнтӗ врачсем те юрать, теҫҫӗ.

— Ҫук, ӗҫетӗр эсир. Акӑ эпӗ ҫамрӑк чухне хуторта пурӑнаттӑм. Атте манӑн казак пулнӑ вӗт. Пыратчӗ те ҫапла, ури ҫинче те тӑраймастчӗ, хӑй калатчӗ: «Ку темӗн мар-ха, тетчӗ, кунсерен пӗрер черкке апат умӗн сыпасси вара — вилӗм вӑл», тетч.

Кораблев кулса ячӗ. Нина Капитоновна та, ун ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн, кулма тытӑнчӗ.

Унтан Нина Капитоновна темле ӳсӗр графиня ҫинчен каласа кӑтартрӗ, «вӑл, имӗш, ир-ирех вӑрансан, пӗр стакан эрех ӗҫсе ярать те ҫӳрет вара. Хӑй йӑлтах сарӑхса кайнӑ, шыҫӑннӑ, ҫӳҫ-пуҫӗ арпашнӑ. Ҫӳрет-ҫӳрет те каллех ӗҫет. Ирхине вӑл хӑйне кура ҫын пекех-ха, апат вӑхӑтне тайкаланакан пулать. Каҫхине вара — ҫурт тулли хӑна. Вӑл питӗ капӑр тумланать, рояль умне ларать те юрлать. Ырӑ чӗреллӗ хӑй! Пурте ун патне ҫӳреҫҫӗ. Мӗн те пулин пулсан — графиня патне! Питӗ лайӑх ҫын та, ӗҫет ҫав».

Вӑл каласа кӑтартни Кораблев кӑмӑлне килӗшсех каймарӗ пулмалла, мӗншӗн тесен сӑмаха урӑх енне пӑрма тӑрӑшрӗ. Вӑл: Катя мӗнле пурӑнать, тесе ыйтрӗ.

Нина Капитоновна хуллен ҫеҫ аллине сулчӗ.

— Ятлаҫатпӑр унпа текех, — терӗ вӑл тарӑнӑн сывласа. — Вӑл мӑнкӑмӑллӑ ҫын вӗт. Пӗр ӗҫне туса пӗтермест — тепӗрне тытӑнать. Ҫавӑнпа ҫӗткеленет те вӑл.

— Ҫӗткеленет-и?

— Ҫӗткеленет. Мӑнаҫлӑ та. Сӑмах та чӗнмест, — терӗ Нина Капитоновна. — Эпӗ вӗт калаҫма юратман ҫынсене курса тӑраннӑ ӗнтӗ. Вӑл калаҫманни мана питӗ килӗшмест. Мӗн чӗнмесӗр тӑрасси пур, пӗлместӗп. Эс кала чӗрӳнте мӗн пуррнне. Вӑл мӑштах тӑрать.

— Сирӗн хӑйӗнчен ыйтса пӗлмеллеччӗ, Нина Капитоновна.

— Каламасть. Эпӗ хам ҫавӑн пек. Нихҫан та калас ҫук.

— Теплерен тӗлпулсаттӑмччӗ те эпӗ ӑна — пырать пек курӑнчӗ мана, — терӗ Кораблев. — Вӑл театра каятчӗ, пӗчченччӗ, чӑн ӗнтӗ, вӑл мӗншӗн пӗччен иккенни те мана тӗлӗнтерчӗ. Ҫапах та хӑй салху марччӗ, геологи институтӗнче ӑна икӗ пӳлӗм параҫҫӗ тесе те каларӗ.

— Паратчӗҫ. Вӑл куҫса каймарӗ.

— Мӗншӗн?

— Лешне хӗрхенет.

— Хӗрхенет-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Кораблев.

— Хӗрхенет. Амӑшне аса илнӗ май та, ахаль те хӗрхенет. Вӑл вара Катьӑсӑр — акӑ мӗнле: таврӑнать те ҫавӑнтах: «Катя ӑҫта? Телефонпа пӗлтерчӗ-и?» — тесе ыйтать.

Сӑмах кам ҫинчен пынине ҫавӑнтах ӑнкарса илтӗм: Николай Антоныч ҫинчен ӗнтӗ.

— Ҫапла куҫса каймарӗ. Пӗрмаях такама кӗтет хӑй. Нина Капитоновна Иван Павлыч ҫумнерех, тепӗр пукан ҫине куҫса ларчӗ.

— Пӗррехинче ҫыру вуларӑм эпӗ, — пӑшӑлтатса илчӗ те вӑл, хӑйне Катя курас пек ун-кун пӑхкаласа илчӗ, — Ахӑрнех вӗсем Энскӑна каникула кайсан туслӑ пулнӑ пулмалла. Лешин йӑмӑкӑпе. Йӑмӑкӗ ҫырать: «Мана пур ҫырӑвӗнче те: Катя ӑҫта, тесе аптратать, ӑна мӗн пулнӑ, тет, Катьӑна пӗрре курасшӑн та темӗн панӑ пулӑттӑм, тет. Вӑл сансӑр пурӑнаймасть, эсир пӗр сӑлтавсӑрах ятлаҫнине ниепле те ӑнланма пултараймастӑп», — тесе ҫырать.

— Айӑп ан тӑвӑр-ха, Нина Капитоновна, ӑнланаймарам эпӗ. Кам йӑмӑкӗ тетӗр?

— Камӑн тетӗр-и? Лешин. Сирӗннин.

Кораблев ирӗксӗрех ман енне пӑхса илчӗ, портьера шӑтӑкӗ витӗр эпӗ те ун ҫине пӑхрӑм. Ман йӑмӑк-и? Саня-и?

— Мӗн тӑвӑн ҫав, ҫапла та пулӗ, — терӗ Кораблев. — Пурӑнма та пултараймасть пуль унсӑр. Ҫаплах пулмалла та.

— «Аптратса пӗтерчӗ, тенӗ, — тепӗр хут та каларӗ Нина Капитоновна. — Сансӑр пурӑнма та пултараймасть», — тенӗ. Акӑ мӗнле вал! Катя та лешинсӗр пурӑнма пултараймасть.

Кораблев каллех ман енне пӑхса илчӗ.

Мӑйӑхӗ айӗн кулкаланӑ пек курӑнчӗ вӑл мана.

— Кур-ха ӑна. Хӑй тата урӑххине качча тухасшӑн пулас?

— Урӑххине тухасшӑн мар вӑл. Катя ӑна хӑй суйламан. — Ҫаплах каларӗ Нина Капитоновна. — Ҫав Ромашова ним чухлӗ те кӑмӑлламасть вӑл. Эпӗ те ӑна юратмастӑп. Пуп ывӑлӗ.

— Епле, пуп ывӑлӗ-и?

— Пуп ывӑлӗ вӑл. Ултавҫӑ-ха тата. Ӑна кирек мӗн каласан та, вӑл хушса хурать. Ун пеккисене эпӗ кураймастӑп. Алли те кукӑр.

— Ытлашши те каларӑр ӗнтӗ, Нина Капитоновна! Епле апла пултӑр!

— Алли кукӑр, тетӗп. Манран вӑл парне туянма тесе хӗрӗх тенкӗ илчӗ те каялла тавӑрса памарӗ. Хам та асӑнтармарӑм ӗнтӗ ун ҫинчен. Сӗкӗнет вара хӑй пӗрмай. Турӑ курать! Енчен хам ватӑ мар пулсан…

Вӑл ҫиленчӗклӗн аллине сулчӗ.

Халь шухӑшлӑр ӗнтӗ мӗнле туйӑмпа итлерӗм эп ҫак калаҫӑва. Карчӑк ҫине портьера шӑтӑкӗ витер кӑна пӑхрӑм та, ҫав шӑтӑк мана Катьӑпа иксӗмӗр хушӑра мӗн пулса иртнине кӑтартакан объектив пек курӑнчӗ, мӗн палӑрасси минутсерен лайӑхланса пынӑ пек пулчӗ. Пӗтӗм сӑн-сӑпатсем ҫывхарса килсе хӑйсен вырӑнне йышӑнчӗҫ, ытла нумайччӗ вӗсем — вӗсен хушшинче лайӑххи тата ытларахчӗ, хӗпӗртесе кайнипе чӗрем те темле хускалчӗ, эпӗ калама ҫук савӑнтӑм. Пӗрне ҫеҫ ниҫтан тавҫӑрса илеймерӗм: йӑмӑкӑмран ыйтса-мӗн туса, эпӗ нихҫан та «аптратман», «Катьӑсӑр пурӑнма пултараймастӑп» тесе те нихҫан та ҫырман эпӗ.

«Кӑна Санька туртса кӑларнӑ ӗнтӗ, — терӗм эпӗ хама. — Вӑл ӑна пӗтӗмпех улталанӑ. Анчах ку, чӑнах та, пӗтӗмпех тӗрӗс».

Тата темӗн-темӗн каларӗ Нина Капитоновна, ӑна эпӗ урӑх итлемерӗм. Манӑҫса кайнипе хам «шкапӑмрӑ» уткаласа ҫӳре пуҫларӑм, Кораблев ӳсӗрнине илтсен ҫеҫ хам ӑҫта иккенне астуса илтӗм.

Ҫапла эпӗ Нина Капитоновна тухса кайичченех «шкапра» тӑтӑм. Вӑл мӗншӗн килнине те пӗлеймерӗм — ҫунан ӑшне лӑплантарас тенипе ҫеҫ пулӗ. Ӑсатнӑ чух Кораблев ун аллине чуптурӗ, вӑл унӑн ҫамкине чуптурӗ — вӗсем ӗлӗк те пӗрне-пӗри ҫапла ӑсататчӗҫ.

Шухӑша кайнипе, Иван Павлыч епле кӗнине те илтеймерӗм эпӗ, вӑл хам умма пырса тӑрсан тин асӑрхарӑм.

— Сывах-и?

— Сывах, Иван Павлыч.

— Мӗн тейӗн?

— Эпӗ пӗтӗмпех ухмах иккен, — терӗм эпӗ, аллӑмсемпе пуҫӑма хӗссе. — Мӗнле каларӑм эпӗ Катьӑна, эх, мӗнле кана каларӑм! Нимӗн те ӑнланман иккен, вӑл эпӗ ырӑ сӑмах каласса кӗтнӗ-мӗн! Мӗн туйрӗ-ши вӑл, Иван Павлыч! Халь мӗн шухӑшлать ӗнтӗ вӑл ман ҫинчен!

— Темӗн мар, шухӑшне улӑштарма та пултарать.

— Ҫук, нихҫан та! Ӑна эпӗ: «Ӗҫ мӗнле пынине сана пӗлтерсех тӑрӑп», терӗм.

Кораблев кулса ячӗ.

— Ивая Павлыч!

— Унсӑр пурӑнма пултараймастӑп тесе хӑвах ҫырнӑ-ҫке эсӗ.

— Ҫырман! — терӗм эпӗ, хӗремесленсе. — Ӑна Санька шухӑшласа кӑларнӑ. Анчах вӑл тӗрӗс ҫырса янӑ! Иван Павлыч! Ку пӗтӗмпех тӗрӗс. Эпӗ унсӑр пурӑнма пултараймастӑп, пирӗн, чӑнах та, ятлаҫса тӑма пӗр сӑлтав та ҫук, вӑл мана тахҫанах юратма пӑрахнӑ пуль тесеттӗм эпӗ. Анчах халь мӗн тӑвас ӗнтӗ! Мӗн тӑвас!

— Акӑ мӗн, Саня, манӑн тӑхӑр сехетре ӗҫ пирки пӗр ҫынпа курнӑҫмалла, — терӗ вӑл. — Пӗр театрта. Эппин эсӗ те…

— Юрӗ, эпӗ халех каятӑп. Катя патне халех кӗрсе тухас мар-и манӑн?

— Вӑл сана хӑваласа та кӑларӗ, ҫапла туса вӑл йӑнӑшас та ҫук.

— Хӑваласа кӑлартӑрах, Иван Павлыч, — терӗм те ӑна ҫавӑнтах чуптуса илтӗм. — Мурӗ пӗлет-и халӗ ман мӗн тумаллине? Мӗнле шухӑшлатӑр эсир, калӑр-ха?

— Халӗ ман тумланмалла пулать, — терӗ те Кораблев «шкапа» кӗрсе кайрӗ, — сан пирки каласан халь, эс малтан хӑвна алла ил.

Вӑл френчне хыврӗ, ҫемҫе кӗпин ҫухине ҫӗклетсе галстукне ҫыхма пуҫларӗ.

— Иван Павлыч! — сасартӑк кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Чимӗр-ха! Эп мансах кайнӑ! Капитан ҫырӑвӗнче кам ҫинчен сӑмах пынӑ пирки тавлашса кайсан, эсир мана тӗрӗс тунӑ тесеттӗр. Ҫапла-и?

— Ҫапла.

— Иван Павлыч!

Кораблев «шкапран» тухрӗ, ҫӳҫне тураса якатнӑччӗ, ҫӗнӗ сӑркка костюмпа, ҫамрӑкланнӑ сӑнарлӑ та питӗ чипер.

— Халь эпир театра каятпӑр, — терӗ вӑл кулмасӑр-тумасӑр, — вара эс пӗтӗмпех пӗлӗн. Сана пӗр япала кӑна хушатӑп: лар та пӗр сӑмах та ан чӗн. Итле. Ӑнлантӑн-и?

— Нимӗн те ӑнланмастӑп. Кайрӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех