Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.13 22:33

Пуплевӗш: 203; Сӑмах: 2547

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫуллахи чи вӑрӑм кун

Марc ҫинче мӗнле иккенне пӗлместӗп, ҫӗр ҫинче вара ҫак каҫ пирӗн пурнӑҫ ытарма ҫук лайӑх! Мускав таврашӗнчи вӑрманта горнсемпе янратаҫҫӗ, барабансен сасси илтӗнет. Пионерсем походсенчен хӑйсен лагерӗсене таврӑнаҫҫӗ. Ачасен юрри вӑрман тӑрӑх ян-ян каять.

Хула тулашӗнчи шоссе тӑрӑх, каналӑн ешӗл дамби ҫинче Мускавран тухнӑ грузовиксем вӗҫтерсе килеҫҫӗ. Вӗсем ҫинче цинкран тунӑ ача ваннисем кӗмсӗртетеҫҫӗ, пуҫхӗрлӗ тӑратнӑ пукансем енчен енне сиккелеҫҫӗ. Гамаксемпе ҫыхланнӑ виҫ кустӑрмаллӑ велосипедсем тӳне-тӳне каяҫҫӗ. Йӑрӑм питлӗ матрацсем кӑнтса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех йӑрӑмлӑ шлагбаумсем хушшипе иртсе кайнӑ чух пурте кӗмсӗртетет, пурте ҫапӑнать, сикет…

Халӑх дачӑна кайма хускалнӑ. Шӑматкун каҫчӗ.

Ыран, календарь кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫу пуҫланать.

Эпӗ те хамӑр пионерсемпе похода тухса кайрӑм.

Акӑ эпир лӑпкӑ та ҫутӑ шыв тӑрӑх кимӗпе ишсе пыратпӑр. Атӑл тӑрӑх Мускавалла шурӑ теплоходсем кӑнтӑрлахи рейспа иртеҫҫӗ. Вӑрман хыҫӗнчи лагерьте каҫхи зоря вылярӗҫ. Хӗвел инҫетри ҫарансен леш енне тӗтреленмесӗр анчӗ: ыран кун лайӑх пулмалла. Ыран ирпе хӗвел тухсанах хамӑр иртнӗ ҫул шухӑшласа хунӑ кулӑшла секретсем уҫӑлмалла, ҫавна эпир хӗпӗртесе кӗтсе тӑратпӑр.

Манӑн хамӑн ҫак кунхи пурнӑҫ питӗ аван та, ыран тата лайӑхрах пуласса кӗтме сӑлтавӑм пур…

Ирхине эп Амедран телеграмма илтӗм. Ӑна вӑл Чкаловран тухсан ҫул ҫинче панӑ. Пӗлсех тӑратӑп акӑ, епле вӑл, поезд чарӑнасса кӗтсе тӑмасӑрах вагон пусми ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ пуль те, вичкӗнскер, хураскер, пуринчен те ирте-ирте, унтан чӗвен тӑра-тӑра телеграф ӑҫтине шыраса, перрон тӑрӑх чупрӗ пуль. Унтан ҫӳхе тутисене ҫыртса, юратнӑ автомат ручкипе тем пек тӑрӑшса, ҫакна ҫырчӗ пуль: «Хирӗҫ тух вырсарни кун ҫулталӑкри чи пысӑк хирӗҫтӑру кунне пӗрле ирттерӗпӗр». «Эхе, — терӗм эп телеграммӑна вуласа, — джигитсем те ҫӑлтӑрсем ҫинчен чухласшӑн курӑнать, эпӗ астрономие юратни Амед кӑмӑлне те килнӗ-мӗн». Анчах вӑл хӑш-пӗр планетӑсен хирӗҫтӑруне пӑтраштарать-ха, ыран пулас хӗвелтӑру вырӑнне те хирӗҫтӑру тесе ҫырать.

Эпир унпа Каспий тинӗсӗнче «Киров» пароход ҫинче тӗл пулса паллашни часах акӑ икӗ ҫул ҫитет. Ун чухне шӑп кӑна Марсӑн аслӑ хирӗҫтӑру кунӗччӗ. Ҫав каҫ эпир Амедпа иксӗмӗр, хӗрсе йӑлтӑртатакан Каспий горизончӗ тӑрӑх аялтан ҫеҫ шуса пыракан хурлӑхан пек хӗп-хӗрлӗ ҫаврашка ҫӑлтӑра пароход борчӗ ҫинчен чылайччен сӑнарӑмӑр. Ҫавӑн чух эпе ӑна Расщепей ҫинчен каласа патӑм, унпа туслӑ пулни ҫинчен, ҫӑлтӑрсем ҫинчен каларӑм, каҫ пулса ҫитсен эпӗ ӑна, хамӑн ҫӗнӗ пӗлӗше, ҫут тӗнчен ҫӑлтӑрлӑ ҫулӗсем тӑрӑх чылайччен ертсе ҫӳрерӗм. Туркмение ҫитсен вара Амед маншӑн чи лайӑх юлташ пулса тӑчӗ, халиччен хам курман-илтмен питӗ интереслӑ ҫӗрсем тӑрӑх таҫта ҫити ертсе ҫӳрерӗ. Эпир унпа ҫав ҫулхине питӗ ҫывӑх юлташлантӑмӑр. Ман Георгий пичче пире час-часах хӑйпе пӗрле инҫетри хӑйӑр хирӗсене, пулас шыв ҫулӗсене тӗпчесе ҫӗрсене ертсе каятчӗ. Унта калама ҫук шӑрӑх та уяр. Мӗн пур япала шывшӑн антӑхать, нӳр ыйтать, ҫурӑлса куштӑрканӑ ҫӗр те, вӗри кӗл пек хӑйӑр та, шурӑхнӑ ҫулҫӑсем те пурте: «Су!.. Су!.. тесе сӗрлеҫҫӗ» «Су» тени вара туркменле «шыв» тени пулать. Георгий пичче Мургаб шывӗпе Аму-Дарья шывне, тата ҫав Мургабах Теджен шывӗпе пӗрлештересси ҫинчен калатчӗ, вара ҫав канала тусан — Кара-Кум хура хӑйӑрӗ урлӑ сулхӑн шыв юхма пуҫлать, тетчӗ. Эпир унта ялан юланутпа ҫӳренӗ. Амед мана лаша ҫинче епле тӗрес ларса пымаллине вӗрентрӗ. Лашисем весӗн чипер те маттур, мӑнаҫлӑн утаҫҫӗ, ҫӑмӑл юртаҫҫӗ. Пирӗнпе пӗрле ватӑ туркменсем ҫӳретчӗҫ, пуҫӗсене вӗсем утӑ капанӗ пек пысӑк та лапсӑркка ҫӗлӗксем «тельпексем» тӑхӑнатчӗҫ, ҫийӗсенче халатсемччӗ. Ҫамрӑккисем унта ытларах толстовка тӑхӑнаҫҫӗ, сулахай кӗсйисенче — автомат-ручка (ку вӑл хальтерех кӗнӗ ҫӗнӗ йӑла пулмалла), галифепе, урисенче атӑ мар. чувяк майла ҫӑмӑл пушмак. Ҫамрӑксем те, ваттисем евӗрлех, лӑпсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑнни мана тӗлӗнтеретчӗ. Хӑш чух Амед та ҫавӑн пек ҫӗлӗкпех ҫӳретчӗ; вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек ҫӗлӗк хӗвелтен сыхлать иккен, ӑна тӑхӑнсан пуҫ ыратмасть.

Ватӑ туркменсем Георгий пиччене питӗ хисеплетчӗҫ, вӑл Сталин ҫынни, Сталин ӑна пушӑ хире шыв кӳме янӑ тетчӗҫ. Сар шывлӑ Мургаб тӑрӑх, хӑмӑшлӑ ушлӑхсем илемӗпе савӑнса ҫӳренӗ чух, час-часах эпир пуҫӗсене упӑшкисен халачӗсене сырнӑ туркмен хӗрарӑмӗсене кураттӑмӑр, вӗсем, именчӗк те сассӑрскерсем, пире аякран-аякран пӑхса юлатчӗҫ. Амед мана хӑйӗн хурӑнташӗсемпе паллаштарчӗ. Вӑл амӑшӗпе ҫеҫ ӳснӗ, ашшӗне чылай ҫул каярах совет влаҫне хирӗҫ пӑлхав тума шутланӑ байсем-кулаксем тытса вӗлернӗ. Аулта асӑннӑ тӑрӑх, Амед ашшӗ уҫӑ кӑмӑллӑ, паттӑр ҫын пулнӑ. Хӑйӗн юратнӑ мӑшӑрне, Огюль-солтана вӑл тӑр кӑнтӑрлах вӑрланӑ, мӗншӗн тесен, ыррӑн хӑтана ҫӳрени нимӗн те паман, хулӑм укҫи ытла нумай ыйтнӑ, ӑна тӳлеме чухӑн йӗкӗтӗн вӑйӗ ҫитмен. Амедӑн амӑшӗ, Огюль-солтан, ҫӳлӗ те ывӑлӗ пекех ҫинҫе куҫхаршиллӗ хӗрарӑм, пирӗн Георгие пите лайӑх пӗлетчӗ, вӑл ун чух совхозра ӗҫлетчӗ, хула Совечӗн членӗнче тӑратчӗ. Малтанласа вӑл мана мӑнаҫлӑн пек туйӑнатчӗ, унтан вара эпир чиперех пӗр кавара килтӗмӗр. Эпӗ ӑна хамӑн ал ӗҫӗсене кӑтартаттӑм, хӗреслӗ тӗрӗ тума вӗрентрӗм. Пичче патӗнчен тухса киличченех манӑн вӗсем патӗнче пулмасӑр кун иртмен, темелле. Пӗрре ҫапла, сарлака пиаласемпе ешӗл чей ӗҫсе ларнӑ чух, Амед амӑшӗ, ассӑн сывласа илсе, темӗншӗн урӑх ҫӗререх пӑхса, сасартӑк ҫапла калаҫма пуҫларӗ: «Пурте ҫителеклӗ пирӗн, — тет. — Ӗлӗк кибиткӑра пӳрӑннӑ, халӗ ак лайӑх ҫурт пур. Ирӗк те пысӑк кил-ҫуртра мӗн кирлӗ, ҫавӑ пур, пӗр гелин кӑна ҫитмест», — тет. Ҫакна илтсен, Амедӑн куҫхаршисем хускалса илчӗҫ. Мӗн вӑл «гелин?» — ыйтрӑм эпӗ унтан, амӑшӗ пӑрӑнсан. Амед хӗрелсе кайрӗ: «Ан итле ун сӑмахне. Ухмахла калаҫу. Унта нимӗн пӗлмелли те ҫук!..» — терӗ. Анчах вӑл манран темскер пытарма пӑхнине эпӗ часах туйрам, ҫавӑнпа ӑна ҫине тӑрсах хистерӗм — тӳссе тӑраймарӗ вара, каларӗ: «Ну, гелин тени — кин тени пулать. Ай, калаҫать кирлӗ мара!» — терӗ вӑл, каллех хӗрелсе. Мана ку пите кулӑшла пек туйӑнчӗ. Ман пирки пулмарӗ-ши вара ку сӑмах? Амед амӑшӗ мана хӑйӗн пулас кинӗ темест-ши? Эпӗ Амед ҫине пӑхса, ахӑлтатма пуҫларӑм. Амед малтан кӳреннӗ пек пӑхса ларчӗ, унтан хӑй те чӑтаймарӗ, кулса ячӗ. Вара кун ҫинчен эпир урӑх нихҫан та сӑмах хускатмарӑмӑр. Амедпа питӗ килӗштереттӗмӗр эпир, Ҫу иртсе кайрӗ, Мускава таврӑнма вӑхӑт ҫитрӗ, шкула ҫӳремелле пулать. Киле калама ҫук туртать, Амедпа уйрӑлма та шел. Эпир унпа пӗр-пӗрин патне ҫырсах тӑма сӑмах пӗтертӗмӗр, хамӑр туслӑха та ӗмӗр-ӗмӗрех упрама пултӑмӑр.

Ҫакӑнтанпа сахалтан та икӗ ҫул иртрӗ. Пӗр-пӗрне эпир ку хушӑра тӗл пулаймарӑмӑр. Тепӗр ҫул эпӗ Туркмение каяймарӑм, мӗншӗн тесен мана комсомола илчӗҫ, ҫамрӑк пионерсен вожатӑйӗ туса хучӗҫ, ҫуллахи вӑхӑта эп Мускав ҫывӑхӗнчи лагерьте ирттертӗм. Амед та килсе каяймарӗ. Анчах унпа эпир ҫыру ҫӳретсех тӑратпӑр. Малтан эпир сайра-хутра ҫеҫ ҫыркалаттӑмӑр, вӑхӑтран вӑхӑта тенӗ пек — черетлӗн: пӗри ҫырать, тепри ответ парать. Пыра-киле тӑтӑшах ҫыра пуҫларӑмӑр, черете-мӗне пӑхми пултӑмӑр, хӑҫан аса килет, мӗн ҫинчен май килет — вуласа тухнӑ ҫӗнӗ кӗнеке ҫинчен-и, е тин курнӑ кинокартина ҫинчен-и — ларатӑн та ҫыратӑн. Кӗтнӗ вӑхӑтра Амедӑн ҫырӑвӗ ҫитеймесен, эпӗ ҫиленекен те пултӑм. Ҫырасса вӑл питӗ типтерлӗ, тӗплӗ, тарават чӗлхепе ҫырать. Пӑртакҫӑ тӳрккесрех ҫаврӑнакан унӑн тараватлӑхӗнче темӗнле кӑмӑла каякан, эпӗ халиччен пӗлмен туйӑм пур. Ромка Каштан ун пек ҫырма пултарас-ҫук… Хампа пӗрле ҫӳрекен хӗр-тантӑшсем те манӑн аякра тус-йӗкӗт пуррине вӑл мана ҫыру ҫырсах тӑнине пӗлеҫҫӗ. Хӑш чухне ман ҫав тӗпчеме юратакан тусӑмсене Амедӑн пӗр-пӗр ҫыруне питӗ те кӑтартас килетчӗ. Анчах та ун пек туни — Амедпа иксӗмӗрӗн пӗрне пӗри шанса тӑрассине хисепе хуман пек туйӑнчӗ мана. Эпӗ ӗнтӗ Амедӑн хальхи мӗнпур тусӗсене пӗлсе ҫитрӗм, унӑн пурнӑҫӗ, ӗҫӗ, шухӑшӗ, кӑмӑлӗ — мана пӗтӗмпех паллӑ. Унӑн Дюльдяль ятлӑ лайӑх тихи, ахалтекинецӗ, чирлесе ӳксен мӗн чухлӗ пӑшӑрхантӑм пуль эпӗ? Амед кашни ҫырӑвӗнчех хӑйӗн Дюльдялӗ ҫинчен калама ҫук юратса, ҫепӗҫ сӑмахсемпе ҫырать, хӑш чух ҫак ҫепӗҫлӗх мана кӑшт кӑна шӑртлантарать те… Ун пек чух эп ӑна юри хам Ромка Каштанпа кинона кайни ҫинчен ҫырса пӗлтеретӗп, Ромкӑн хӑш-пӗр шӳчӗсене ҫырӑва кӳртетӗп. Сӑмахран, пӗр артист пирки вӑл: «ӑшталанать, хуҫкаланать —тӗкӗр тытнӑ хӗр пекех» — тенӗччӗ, тата хамӑр шкулти историк ҫинчен; «ҫиессе те вӑл историллӗ апат ҫеҫ ҫиет, Бородино ҫӑкӑрӗ, Полтава кӑлпассийе», — тенӗччӗ. Ҫавсене те ҫырӑва кӗртсеттӗм.

Анчах эпӗ ҫырни Амеда пӑшӑрхантармастчӗ, тепӗр ҫырурах вӑл: «Тархасшӑн хӑвӑн ырӑ тусусене, уйрӑмах — ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ та ӑслӑ юлташа Р. Каштана, ман чӗре саламне ҫитер, Ман Дюльдяль йӑлтах сывалса ҫитрӗ, ҫӗмӗрттерет кӑна, паян кӑкарнӑ ҫӗртен татса кайрӗ. Вӑл калама ҫук хӳхӗм. Ман шутпа, пӗтӗм Туркменире те унтан лайӑх ут ҫук пулас. Курасчӗ эсӗ ӑна, ытла та илемлӗ-ҫке!..» — тесе ҫырса янӑччӗ.

Амедӑн ҫак ҫыруне хирӗҫ эпӗ Пионерсен ҫуртӗнчи хам ҫӳрекен астрономи кружокӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, вӑхӑтне кура, чӑн-чӑн астроном пекех, ҫырӑвӑн ҫӳлти кӗтессине Зодиак паллине лартрӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ӑна хам культурӑллӑ хӗр иккенне, пули-пулми ҫын мар иккенне систересшӗн пултӑм, унсӑрӑн вӑл хӑйӗн лашисенех мухтасшӑн пулӗ. Амед та антрасах каяканни мар пулас. Ҫакӑ икӗ ҫул хушшинче, ҫырӑвӗсем тӑрӑх пӑхсан, вӑл питӗ те ӳссе, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе кайнӑ. Ҫырури йӑнӑшсем ун пӗтсех пыраҫҫӗ. Дюльдяль ҫинчен вӑйлӑран вӑйлӑ хавхаланса ҫыра пуҫларӗ, поэтсем майлах шӑрантарать. Пӗрре ҫапла эп унӑн ҫыруне илсен, хамӑн начар йӑлампа хыпаланса, тӳрех иккӗмӗш страницӑран вулама пуҫларӑм: «Эпӗ санӑн пуҫна пин хут чуп тӑватӑп…» тесе ҫырнӑ. Ҫиленнипе ӑнран каясса ҫитрӗм эпӗ… Кам ӑна ҫапла ирӗк панӑ тетӗп.

Анчах малалли йӗркине вуласан, ӑнлантӑм: «Эй, тусӑм, хаклӑ Дюльдялӗм, эс пур ылтӑнтан та хаклӑ. Тен, хӑйӗн чунне парса, сана илме шутлакан ҫын тупӑнӗ, анчах ҫавӑ хак та саншӑн пулсан ҫителӗксӗр пулӗ…» Апла, ку пӗтӗмпех Дюльдяль ҫинчен-ҫке! Ну, юрӗ эппин. Анчах пытарас мар, ку маншӑн кӑмӑллах пулмарӗ… Амед ҫав-ҫавах юрлать: «Сан ҫине каян укҫана нимӗн чухлӗ те хӗрхенместӗп. Шел мар мана симӗс клевер та, эсӗ чирленӗ вӑхӑтра ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем те… Дюльдяль! Эпӗ ӑна мӗн тихаран пӑхса ӳстертӗм. Каҫсерен хӗрӗхшер виҫе таса тырӑ паратӑп. Вӑл саваласа тунӑ таса алтӑртан тӑрна куҫ пек тӑрӑ шыв ӗҫет. Чул сӑртсем ҫине тӑрса кӗҫенет. Вӑл ухӑ пек, ҫапӑҫӑва кӗресшӗн. Витере ӑна кичем ан пултӑр тесе, эпӗ унӑн мӑйне икӗ шӑнкӑрав ҫакрӑм. Ҫемҫе пурҫӑнтан тӗртсе тунӑ ашӑк та ҫителӗксӗр саншӑн. Ылтӑн пӑталлӑ кӗмӗл такан та — саншӑн сахал! О! Дюльдяль! Ӗмӗрӳ вӑрӑм пултӑр, куну лайӑх пултӑр!..»

Малтан эп тарӑхса та пӑхрӑм. Ку ҫырӑва тӗрӗссипе Мускава мана мар, Дюльдяль патне — витене ямаллаччӗ, терӗм. Анчах тӗплӗнрех вуласа тухсан, чӗрем ҫемҫелчӗ. Ытла та илемлӗ, ытла хӑйне май ҫырать-ҫке вӑл. Эп пӗлен ачасенчен никам та ун пек ҫырас ҫук. Манӑн ҫак ҫырупа Ромка Каштан умӗнче мухтанас килчӗ. Чӑнах та, ытлашши нимӗнех те ҫук, ман ҫинчен мар-ҫке, Дюльдяль ҫинчен ҫырнӑ, мӗн пулсан пулать, вуласа парам-ха, терӗм. Ромка малтан тимлӗн итлерӗ, унтан сасартӑк: — Кам вӑл сан, ашуг-и, халапҫӑ-и? — терӗ. Ылтӑн пӑталлӑ кӗмӗл такансем ҫинчен вула-ха тепӗр хут —терӗ ҫавӑнтах. Ну, чӑнах та ҫапла! Ку такан йӗррисем тахҫанах паллӑ. — Халап пур вӗсен ҫавӑн пек. Ятне мантӑм-ха. Унта пӗр паттӑр хӑй лашипе ҫавӑн пек калаҫать. Астурӑм — вӑл пӗр журналта тухнӑччӗ, хай, туркмен писателӗсем кунта килсен… Эх, ун лек таканлӑ утпала эпӗ те таҫта ҫитиех вӗҫнӗ пулӑттӑм!.. Ӗнӗн.

Эпӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Амеда питӗ ҫилентӗм, нумайччен ҫырмасӑр тӑтӑм, Туркменирен ҫине-ҫине виҫӗ ҫыру киличчен вӑл характера тытрӑм-тытрӑмах, виҫҫӗмӗш ҫыруне вара ытла та пӑшӑрханса, туслӑха тем пекех хисеплесе ҫырнӑччӗ; эпӗ тӳсеймерӗм. Чӗнмесӗр тӑнӑшӑн хама-хам ятласа, пӗр харӑс вунултӑ страницӑллӑ ҫыру ҫырса ятӑм.

Акӑ вӑл ыран кунта ҫитмелле. Мӗнле-ши вӑл халь? Тен пӗрре те эп шухӑшланӑ пек мар пуль? Халӗ вӑл вунҫиччӗ тултарнӑ, манран ҫулталӑк ҫурӑ аслӑрах. Пӗлесчӗ, ыран мӗнле тӗл пулӑпӑр-ши эпир унпа? Юлашки ҫырӑвӗнче вӑл манран пӗр пысӑк япала ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ, тесе ҫырнӑ, ку шухӑш тахҫанах пулнӑ та, анчах пӗрне-пери куриччен тӑхтатӑп, — тесе систернӗ. Мускава вӑхӑтра таврӑнасчӗ! Ӗнтӗ пурне те шута илтӗм эпӗ. Справочнӑя кӗрсе тухрӑм: Амед килекен поезд ыран ҫитмелле, кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет те вунӑ минутӑра. Апла пулсан, походран киле таврӑнма эпир ӗлкӗретпӗр. Тем тесен те, эпӗ походран тӑрса юлас ҫук ӗнтӗ, хамӑн пионерсем ҫак куна тахҫантанпах куҫ пек кӗтеҫҫӗ те!

Акӑ вӗсем манпа пӗрле кимӗ ҫинче ларса пыраҫҫӗ, манӑн забияксем — зодияксем (ҫапла виртлеҫҫӗ вӗсене пирӗн отрядра). Чи малта, киммӗн сӑмси хӗррине, Игорь Малинин вырнаҫнӑ. Вӑл ку вырӑна пуринчен малтан йышӑннӑ, халӗ ак, кайса ӳкнӗ те, ури ҫине урине хурса, пуҫне шыв ҫинелле тытса, кӗске сӑмсине нӑш-нӑш тутарса, мамӑк пек куҫ хӑрпахӗсене пӗр сиктермесӗр, тем пысӑкӑш чакӑр куҫӗсемпе каҫхи шурӑмпуҫӗн кӗренӗ ҫине пӑхса выртать. Пӗр урине хуҫлатса, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине тепӗрне хурса, вӑл сандали сӑмсипе пӗлӗт ҫине хӑй ҫеҫ ӑнланакан, пӗр хӑйне ҫеҫ паллӑ вензельсем ҫырать, ҫӑварне хыпнӑ курӑка ӗмет, ӑна, икӗ пӳрни хушшине, сигара тытнӑ пек хӗстерсе тытса, ҫӑварӗнчен илет, тутисене тӑсать, питҫӑмартисене хӑпартать, ҫӑвар тулли тӗтӗм кӑларнӑ пек тӑвать.

— Ҫук, кирек те мӗн калӑр (пф-ф-ф…), походри пурнӑҫа эпӗ питӗ юрататӑп (пф-ф-ф), — тет вӑл. Вӑл каллех курӑкне чӑмлакалать. Эпӗ лайӑх пӗлетӗп, пирӗн Игорек (ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна ачасем), ялти пулӑҫӑран пӗр кунлӑха илнӗ кивӗ кимӗ ҫинче кӑна пулин те, хӑйӗн ӑсӗ-шухӑшӗпе вӑл пирӗнтен таҫта аякра пулма кирлӗ. Вӑл мӗн кӑна тытать, мӗн кӑна тӑвать, кашни ӗҫре ун иккӗмӗш тупсӑмӗ пур. Ыттисемшӗн ӑнланма хӗн, анчах хӑйшӗн пулсан савӑнӑҫлӑ та ытарма ҫук урӑхла пӗлтерӗшӗ пур. Пӗрре эпӗ, лагерьте чух, вӑл апат ҫинине сӑнарӑм: пӑтти ҫине малтан Марс ҫинчи пек шыв ҫулӗсем туса тухрӗ, унтан вӗсене чылайччен тишкерсе ларчӗ, вара тин, пӑтта, тӑваткӑл-тӑваткӑл касса, ҫие пуҫларӗ. Тепрехинче эпӗ ӑна урампа пынине куртӑм. Хӑйне систермесӗр, эпӗ ун хыҫӗнчен икӗ квартал хушши утрӑм. Мӗн кӑна хӑтланмарӗ вӑл? Халӗ те куҫ умӗнче. Е вӑл икӗ аллине икӗ ҫунат пек сарса хурать те сӑмсипе хуллен нӑртлатса пырать (ахӑрнех, хӑйне самолет, тет пулас), е тата байдарка ҫине ларнӑ пек тӑвать, аллисемпе авӑсма пуҫлать, хӑйне ҫеҫ курӑнакан кӗсменӗсене ылмаштарса, пӗрре сулахая, тепре сылтӑма маттур ҫаптарать. Хӑйӗнчен чылай аякра шыв кӳленчӗкне курсан, вӑл чупса пырсах сиксе каҫрӗ. Унтан юри ухсахлам пек турӗ: таҫтан патак тупрӗ. Ӑна ыратнӑ ури тунипе явтарса илсе, чӗркуҫҫи хутламӗпе хӗстерсе, йывӑҫ урапа утнӑ пек, хӑйне хӑй тертленсе пырать… Ҫавӑнтах патакне ывӑтса ярать, чул тротуарӑн чи хӗррине тӑрса, аллисемпе шайлашӑнса вӗрен тӑрӑх утакан ӑста пек, хӑлаҫланма пуҫлать. Акӑ унӑн шакмаксем сарса тунӑ урам урлӑ каҫса каймалла, кунта ӑна шахмат вӑййи аса килет, чул ҫинчен чул ҫине шахмат лаши пек сикме тытӑнать: икӗ чул тӳрех те, тепӗри — чалӑшла.

Ҫак ачана пионер отрядӗнче алла илме ҫӑмӑл пулмарӗ. Мӗншӗн! Малтанхи вӑхӑтра унӑн еккине тупма питӗ кансӗрччӗ. Йӑрӑ ача, вут та пӑрӑҫ, кашни самантрах тар пек хыпса ҫӗкленме хатӗрскер, вӑл манӑн авторитета нумайччен йышӑнмарӗ. Анчах вӑл мана ытти ачасем хушшинче хӑйӗн кӑмӑлӗпе, хӑйӗн иксӗлми интересӗсемпе уйрӑмах килӗшрӗ. Вӑл пурне те курасшӑн, пӗлесшӗн, тӗпчесшӗн. Канӑҫсӑр шухӑшлӑ чун! Унӑн фантазийӗ, шухӑшӗ вылярӗ — тытса чармалла мар. Мӗн те пулин сӗмлесе кӑларать те, хӑй ӗмӗтне хӑй ӗненме пикенет. Эпӗ ку тӗлӗшпе ӑна чарман, тиркешмен, ҫунатлӑ ӗмӗт-шухӑша ҫӳлерех вӗҫме пулӑшнӑ, ӑна чӑн пурнӑҫ патне ҫывхартма тӑрӑшнӑ. Ача ҫакна часах ӑнланчӗ, манра хӑйне ҫывӑх чун пуррине, эпӗ те ун пекех шухӑшлакан ҫын иккенне туйса илчӗ. Пӗчӗкҫӗ телескоп, Расщепей пиллесе хӑварнӑ парне, ӗҫе пӗтӗмпех манӑн май татса пачӗ.

Ытти ачасем маншӑн чылай ҫӑмӑл пулчӗҫ. Мана вӗсем часах иленчӗҫ. Арҫын ачасене эпӗ астрономине пӗлни тӗлӗнтерчӗ, хӗр ачасене кинора выляни савӑнтарчӗ. Пурӑнасса та вӗсем чылайӑшӗ манпала кӳршӗлех, Гидротрест килӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Кунтах пирӗн ҫӗнӗ хваттер. Кунта Георгий пичче (вӑл час Мускава таврӑнмалла) хӑй валли тата пирӗн валли нумай пулмасть тӑрӑшса ҫӗнӗ хваттер илчӗ. Шкула та эпир, пурте тенӗ пек, пӗр ҫӗре ҫӳретпӗр. Ҫакна пула, комсомол организацийӗ сӗннипе, иртнӗ кӗркуннерен пуҫласа эпӗ вӗсем патӗнче, тӑваттӑмӗш «А» класри отрядра вожатӑй пулса тӑтӑм. Отряд ман харсӑр, туслӑ, унӑн тӗш чӑмӑрӗ — хампа лагерьте пулнӑ ултӑ ача. Вӗсем пурте районти пионерсен ҫуртне, астрономи кружокне, ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑншӑн вӗсене ытти ачасем хушшинче шӳт туса «зодияксем» тесе чӗнеҫҫӗ. Хамӑр та эпир пӗр-пӗрин ҫинчен тӗрлӗрен кулӑшла ятсем кӑларнӑ. Игорь Малинина, хивре, пуҫтах, ялан сӗкме пӑхакан, анчах ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн ҫепӗҫлӗхпе тус пулма хатӗр тӑракан характершӑн Козерог (Качака мӑйраки) тетпӗр. Кӑтра ҫӳҫлӗ, мӑкӑр ҫамкаллӑ Изьӑна, Соня Крук шӑллӗне, Телец (Пӑру) ят хутӑмӑр. Ӗшеленсе сӑмахлакан Дема Стрижаков — Водолей (Шывтӑкан); ҫынна тӑрӑхлама юратакан Минаев, нимӗне те ӗненсех пӗтерменскер, Скорпион ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Пирӗн Весы (Тараса) та пур — пӗр-пӗринчен нихҫан уйрӑлман икӗ тус, Галя Урванцева тата Люда Сокольская. Вӗсем яланах алла-аллӑн тытӑнса е ыталанса ҫӳреҫҫӗ, ҫӳҫӗсене те пӗр евӗрлӗ хӑюсемпе ҫивӗтлеҫҫӗ. Анчах ман пирки вӗсем час-часах кӳлешеҫҫӗ, уҫӑлма тухсан мана иккӗш икӗ енчен ҫакӑнаҫҫӗ, вожатӑй ҫумӗнчи хисеплӗ вырӑна туртса илес текенсене хӑйсен яхӑнне те ямаҫҫӗ, аллисене ман алӑсенчен вӗҫермесӗр, лешсене чавса вӗҫӗпе сирсе пыраҫҫӗ. Халӗ те вӗсем — пӗри сулахайра, тепри сылтӑмра — киммӗн хыҫалти сакки ҫине ман хулсем ҫумнех ҫыпҫӑнса ларнӑ, мана кимме тытма чӑрмав кӳреҫҫӗ. Ишекенни — Дема Стрижаков.

Каҫхи тикӗс шыв ҫийӗпе лӑпкӑн шӑватпӑр. Водохранилище ҫине ӑшӑ сӗм анчӗ. Чуна калама ҫук уҫӑ. Ыр шӑршлӑ симӗс ҫырансен анлӑхне, тутлӑн тӗлӗрсе кайнӑ шыва шухӑша яракан лӑпкӑлӑх карса илчӗ, никамӑн калаҫас килмест, никам та ним те шарламасть, кӗсмен тӗпсисем анчах хуллен чӑнкӑртатса илеҫҫӗ, тата кимӗ аякӗ тӑрӑх шыв шӑпӑлтатса чӳхенни илтӗнет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех