Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.10 14:59

Пуплевӗш: 85; Сӑмах: 1327

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ыра ҫул пултӑр, мӗн ӗмӗтленни ҫиттӗр

Умӑмра тӑватӑ кӑвак тетрадь — хулӑн вӗсем, кивӗ, революциччен тухнисем, хуплашки ҫинче «Фридрих Кан»-фирми тесе пичетленӗ. Пӗрремӗш тетрачӗн малтанхи страницинче питех те тӑрӑшса мӗлкелетнӗ саспаллисем: «Пурнӑҫра хам мӗн курни», тесе ҫырнӑ, хӑҫан ҫырнине те кӑтартнӑ — 1916. Мемуарсем! Анчах малалла хаҫатсенчен касса илнӗ статьясем ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсен хушшинче халиччен хам илтмен хаҫат ячӗсем те пур: «Биржа ведомоҫӗсем», «Земодина», «Пӗр пуслӑ хаҫат». Хаҫат статйисене тӑрӑхӑн ҫыпӑҫтарса аннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫыпӑҫтарнисем те пур, сӑмахран акӑ «Татаринов экспедицийӗ. Уҫҫырусем туянӑр!

1) Тухса каяс умӗнхи кӗлӗ.

2) «Св. Мария» карап тухса каяс умӗн».

Тетрадь вӗҫне тухичченех васкаса уҫса пӑхрӑм, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш тетрачӗсене те пӑхса тухрӑм. Ҫакӑн пирки Иван Павловичпа калаҫаттӑмӑр та, эпӗ тӗрлӗрен хутсем пур тенӗ пек ӑнланнӑччӗ, кунта нимӗнле «хутсем» те ҫук, Петербургран Ҫӗпӗр ҫыранӗ хӗррипе Владивостока кайнӑ экспедици ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе заметкӑсем кӑна иккен кунта.

Эппин мӗнле статьясем-ха? Вулама тытӑнсан пӑрахаймастӑн та. Ӗлӗкхи пурнӑҫ пӗтӗмпех тухса тӑчӗ ман куҫ умне, пулнӑ йӑнӑша тӳрлетме ҫуккишӗн кӳренсе вуларӑм эп ӑна. Тӳрлетме ҫук ҫав — мӗншӗн тесен «Св. Мария» шхуна портран тухса кайичченех пӗтнӗ пулнӑ иккен, ҫавӑн пек пулса тухнине ӑнлантӑм та эпӗ статйисене вуланӑ хыҫҫӑн. Тата кӳренсе терӗм, мӗншӗн тесен ман аттене ытла чӑрсӑр улталанӑ иккен, унӑн тӳре чӗрине пула, шанса тӑнине кура калама ҫук сӑтӑр кӑтартнӑ иккен ӑна.

Акӑ мӗн ҫырнӑ «Св. Марийӑпа» тухса каяканнисенчен пӗри.

«…Инҫе ҫула тухса каякан шхунӑн мачтисене ялавсемпе ытла чухӑн капӑрлатнӑ. Тухса каяс сехет ҫывхарать. «Ишекенсемпе ҫулҫӳревҫӗсем пирки» юлашки хут кӗлтӑваҫҫӗ, ырӑ суннӑ юлашки калаҫусем… Акӑ ӗнтӗ «Св. Мария» васкамасӑр тапранать, катара та катара тӑрса юлать ҫыран, ӗнтӗ ҫуртсемпе ҫынсем те уйӑрса илейми пулса тӑчӗҫ. Мухтавлӑ самант! Тӑван ҫӗршывпа юлашки ҫыхӑну татӑлчӗ. Ҫапла хамӑра ытла мӗскӗнӗн ӑсатнӑшӑн салху пусрӗ пире, хамӑртан хамӑр вӑтантӑмӑр, ӑсатакансем те пирӗн хута кӗмен пек курӑнчӗҫ, курар-ха тенипе ҫеҫ пынӑ пек… Каҫ пулчӗ. «Св. Мария» Двина шывӗ юхса кӗнӗ ҫӗре чарӑнчӗ. Ӑсатма килнисем экспедици ӑнӑҫлӑ пултӑр тенӗ ятпа пӗрер курка шампански ӗҫрӗҫ. Тепӗр хут вӗсем алӑ тытрӗҫ те хулана таврӑнма вӗсен «Лебедин» ҫине куҫса лармалла пулчӗ. Ҫав пӗчӗк пӑрахут борчӗ ҫинче тӑракан хӗрарӑмсем аллисемпе сулаҫҫӗ… куҫҫульне шӑлаҫҫӗ те каллех аллисемпе сулаҫҫӗ. Инҫетелле каякан шхунӑран йытӑ уласа вӗрни илтӗнет-ха. Шхуни пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленет, пыра-киле вӑл каҫ кӳлӗм тавракурӑмра пӑнчӑ пек тӑрса юлчӗ. Малта мӗн кӗтет ӗнтӗ сире, хастар ҫынсем?»

Ҫапла, инҫе ҫула тухса кайнӑ та шхуна, Архангельскри маяк ӑна ӑсату сигналне парать: «Ырӑ ҫул пултӑр, ӗмӗтӗр ҫиттӗр», тет, кунта вара, ҫыран хӗрринче тӑрса юлнисен хушшинче мӗн кӑна пуҫланмасть-ха, ах турӑ-ҫӑм! Шхунӑна хатӗрлесе яракан сутуҫӑсем хушшинче епле кӑна ирсӗр хирӗҫӳсем хускалаҫҫӗ, тишкӗрсе шавлаҫҫӗ, ҫавӑнтах тем-тем сутаҫҫӗ — хӑшпӗр хатӗрсемпе ӗҫме-ҫимесене ирӗксӗрех хӑварма тивнӗ те вӗсене ҫавӑнтах йӳнӗ хакпа сута-сута янӑ. Айӑп тӑвасси тата — мӗншӗн кӑна айӑпламан иккен ман аттене! Тухса кайнӑранпа эрне те иртмен, ӑна хӑйне страхламан тесе, хӑйпе пӗрле кайнӑ ҫынсене страхламан тесе айӑплама тытӑнаҫҫӗ; поляр условийӗсенче ишмелли вӑхӑтран виҫӗ эрне кая юлса тухнӑ тесе айӑплаҫҫӗ ӑна, радиотелеграфист пырасса та кӗтсе тӑман теҫҫӗ. Ытла ҫӑмӑл хатӗрленнӗ имӗш, командӑна пӗлмесӗр тухнӑ пулать, ҫынсен хушшинче «парус карма пултараканни те пӗри ҫук», тесе айӑплаҫҫӗ. Тӑрӑхласа кулаҫҫӗ унран, «ҫак айван авантюрӑра пирӗн хальхи мухтанчӑкла тӗлсӗр-йӗрсӗр пурнӑҫ витӗрех курӑнать», теҫҫӗ.

«Св. Мария» тухса кайни ик-виҫ кун иртсенех Карск тинӗсӗнче элес-мелес вӑйлӑ тӑвӑл хускалнӑ, ҫавӑнтах вара экспедици Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫыранӗ таврашӗнче пӗтнӗ, тенӗ ас-хура тухнӑ. «Кам айӑплӑ?», «Св. Мария» шӑпи», «Татаринова ӑҫта шырамалла?» — ҫак статьясене вуласанах хам ача пулнӑ чухнехинчен юлнӑ хӑрушӑ куна аса илтӗм: Энскра чух анне сасартӑк ман пӳлӗме кӗрет, чаплӑ хура платйи унӑн чӑкӑртатса тӑрать, аллине хаҫат тытнӑ, эпӗ крават ҫинчен анса ун патне пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫаруранах чупса пытӑм пулин те, мана асӑрхамасть вӑл. Урайӗ сивӗ, анчах вӑл мана крават патне каялла пыма хушмасть, ҫӗклемест те хама, аллипе кӑнтса тытнӑ хаҫачӗпех чӳрече умӗнче тӑрать. Эпӗ те чӳрече патнелле кармашасшӑн тӑрӑшатӑп та, анчах хамӑр пӗчӗк сада кӑна куратӑп, кӗрхи йӗпеннӗ вӗрене ҫулҫисенчен шыв кӳленчӗкӗсем ҫине шултра ҫумӑр тумламӗсем ӳкеҫҫӗ. «Анне, мӗн пӑхатӑн эсӗ?» Анне чӗнмест, каллех ыйтатӑп эпӗ унран, хамӑн тем пек ун аллинче пулас килет, мӗншӗн тесен вӑл сӑмах чӗнменнипе шиклене пуҫларӑм. «Анне, теп!» Эпӗ йӗме тытӑнатӑп та тинех вӑл мана ҫӗклесшӗн пӗшкӗнет, анчах темӗн пулать хӑйне, урайне ларать, унтан вара шӑппӑнах урайне тӑсӑлса выртать, ҫийӗнче унӑн чӑкӑртатса тӑракан капӑр хура платье. Сасартӑк манӑн сехрем хӑпса тухать, кӑшкӑрса яратӑп та, хам тискерӗн кӑшкӑрнине ҫеҫ илтетӗп, алӑпа-урапа тапкаланатӑн, аннен сехӗрленсе ӳкнӗ сассине илтетӗп, хам каллех чарӑна пӗлми кӑшкӑратӑп. Унтан вара ҫывратӑп та ыйхӑ витер асанне аннепе мӗн калаҫнине илтетӗп:
— Манран хӑрарӗ вӑл, — тет анне.

Анчах эп мӑштах-ха, ҫывранҫи пулса ҫеҫ выртатӑп, мӗншӗн тесен ку анне вӗт-ха, мӗншӗн тесен вӑл анне сасси пекех калать-калать те йӗрет…

Ҫак статьясене вуланӑ чухне кӑна ун чух мӗн пулса иртнине ӑнлантӑм.

Илтнӗ сас-хура суя пулнӑ иккен, Югорски Шар ҫинчи телеграф экспедицийӗ тӑрӑх Татаринов капитан «экспедици ӗҫне ырӑ сунса пулӑшакансемпе кӑмӑллакансене пурне те хӗрӳллӗ салам ярать, ырлӑх сунать».

Ку ҫырӑва алӑпа ҫырнӑ пек факсимилепе пичетленӗ, ҫӳлте аттен хамӑр курман портречӗ пур — тинӗс тумӗпе вӑл, шурӑ погонлӑ кительпе, ҫӳлелле пӗтӗрсе янӑ мӑйӑхлӑ чип-чипер офицер.

Ахальтен «ырлӑх сунман» ӗнтӗ вӑл «пулӑшакансене»: пулӑшас тенӗ майпа панӑ укҫана «поляр ҫӗршывӗсене тӗпчесе ҫӳрекен вырӑс ҫемйисен экипажӗсен Комитетне» парӗҫ, тесе шаннӑ вӑл. Ун ҫинчен вӑл Югорски экспедицийӗ урлӑ янӑ хыпарӗнче ҫырнӑ, июнӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ «Ҫӗнӗ вӑхӑт» хаҫатра ҫав хыпара пичетлесе кӑларнӑ.

«Пӗтӗм нациллӗ ӗҫшӗн пурнӑҫне пама хатӗр тӑракан ҫынсен ҫемйисене Комитет пӑрахмасса шансах тӑратӑп эпӗ» тенӗ вӑл.

Шаннӑ шанчӑк! Июнӗн 27-мӗшӗнче тухнӑ ҫак хаҫатрах эпӗ Комитет ларӑвӗн отчетне вуласа тухрӑм: «Комитет секретарӗ Н. А. Татаринов каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ подпискӑн усси питӗ сахал пулнӑ. Урӑх майпа та, вечерсем ирттернипе тейӗпӗр-и, апла майпа та ӗмӗт каҫӑхман. Ҫапла вара пулӑшас кӑмӑлпа ирӗккӗн ыйткаласа 1000 тенкӗ пуҫтарса экипаж ҫемйисене парас тенӗ шухӑш Комитетӑн ӑнӑҫмарӗ».

Чӑннипех кӳрентерчӗ мана ҫак «ирӗккӗн ыйткаласа» укҫа пуҫтарасси ҫинчен вуламашкӑн… Тен эпир те, аннепе иксӗмӗр, ыйткалакансем пек ҫав «ирӗккӗн ыйткаласа» пуҫтарнӑ укҫапа пурӑннӑ пулӗ?

Анчах ҫаксем пурте ман пуҫра вӗлтлетсе кӑна иртрӗҫ, хамӑра епле кӳрентерни ҫинчен шухӑшласах та каймарӑм эпӗ, вӑл ӗҫ эп ҫуралнӑ чухнех пулса иртнӗ-ҫке! Кивӗ хаҫатсенче мана урӑххи тӗлӗнтерсе ячӗ: вӗсем пурте пӗр вӑхӑтрах «Св. Мария» шхунӑна пурпӗрех вилӗм кӗтет тесе ҫырнӑ, хӑшпӗрисем аллисене кӑранташ тытса шхунӑ Ҫӗнӗ Ҫӗр патне те аран ҫитме пултарать, тесе шутланӑ. Ыттисем тата ӑна чи малтан курӑннӑ пӑрсем те хӗссе лапчӑтаҫҫӗ тенӗ, пӗтессе вара вӑл кӑшт каярахпа, Франц-Иосиф Ҫӗрӗ хӗррипе иртсе «поляр тинӗсӗн тыткӑнӗнче» пӗтет теҫҫӗ.

Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе иртме май ҫук пирки никам та иккӗленмен, пӗтессе вара пӗр навигаци хушшинче-и, е икӗ, виҫӗ навигаци хушшинче-и — пурпӗрех пӗтет.

Темле пӗр поэт ҫеҫ Архангельск хаҫатӗнче: «И. Л. Татаринов» тесе сӑвӑ пичетлесе кӑларнӑ, вӑл урӑхла шухӑшпа тӑнӑ вара:

Вӑл сывах. Сывах-ха ун кунҫулӗ!

Хӑй пултарулӑхне кура
Вӑл ҫӗмӗрсе тухать пӑра,
Ун ячӗ ӗмӗр чыслӑ пулӗ…

Ӗлӗк те пайтах пӗлеттӗм эпӗ. Саня Энскра тупнӑ ҫырусенчен пӗринче атте акӑ мӗнле ҫырнӑччӗ: «утмӑл йытӑран нумайӑшне Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче чухнех персе вӗлермелле пулчӗ», тенӗччӗ. Вышимирокий каласа панӑ тӑрах ҫырнӑ ҫырӑвӗнче те Саня темле ҫӗрӗшнӗ тумтирсемпе, ҫиме юрӑхсӑр шоколадсем ҫинчен ҫырнӑччӗ. «Архангельск» ятлӑ хаҫатра эпӗ Е. В. Демидов купцан ҫыруне вуларӑм, «какай тӑварласси те ҫӗленӗ тумтир хатӗрлесси ман ӗҫ мар», тенӗ вӑл, ҫак ӗҫсенче вӑл пӗтӗмпе те комиосионер кӑна пулнӑ имӗш. Хӑйӗн пысӑк сутӑҫӑ ӗҫне пула паллах ӗнтӗ вӑл кирек мӗнле пулсан та кашни какай тушкине те пичкене вырнаҫтарнӑ кашни пулла пӑхса тухайман. Татаринов капитанран тӑтӑшах ҫакӑн пек телеграмсем килсе тӑнӑ: «Хатӗрлес ӗҫе чарӑр — укҫа ҫук». Е тата: «Мӗн хатӗрленине сутса ярӑр — укҫа ҫук». Ытти телеграмӗсем те ҫаксем майлах. Укҫасӑр пулсан, мӗншӑн экспедици ямалла пулнӑ эппин?.. Ҫапла васкавлӑн хатӗрленнӗ ӗҫре мӗнле те пулин инкек килсен айӑплисене вырӑнти коммерсантсен хушшинче шырамалла мар ӗнтӗ, ӑҫта та пулин ҫӳлерехре пулмалла…»

«Св. Мария» тухса кайиччен виҫӗ кун маларах фортрюмра, ун боргаучӗн икӗ енӗпе чылай аяларах шхунӑна тултан питӗлесе ҫапнине ҫитичченех унӑн шалти стенисене шпангоучӗ-мӗнӗпе каскаласа та шултӑркатса шӑтарнисене тупнӑ пулнӑ, унта пилапа пуртӑ йӗрӗсем те палӑрсах тӑнӑ, ишсе пынӑ чух ҫав шӑтӑксенчен питӗ хӑрамалла пулнӑ». Анчах мӗншӗн ҫакӑн ҫинчен анне нихҫан та калаҫмастчӗ, ҫавна эпӗ те, Саня та пӗлместпӗр. «Ҫав шӑтӑксене виҫсе, фотографипе ӳкерсе пӑхнӑ та, чи пысӑк шӑтӑкӗн сарлакӑшӗ 12 дюйм, тӑршшӗ 2 фут та 4 дюйм пулнӑ, ыттисем пӗчӗккӗрех пулнӑ. Ҫав шӑтӑксем епле майпа пулни питех те тӗлӗнтерет, шхуна путсан унӑн ҫӗнӗ хуҫи шхуна хакне тӑракан страховка укҫине илесси ҫинчен шухӑшлаттарать».

Урӑх нимӗнле сӑмах та кирлӗ пулман ӗнтӗ — атте вилнех иккен, вӑл урӑх нихҫан та таврӑнас ҫукки паллах. Ӑна унта вӗлермеллипех янӑ пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех