Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.06 21:23

Пуплевӗш: 80; Сӑмах: 880

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Тухтӑр килйышӗ

Хӗл каҫах эпӗ ҫак дневниксемпе аппалантӑм. Ҫак хушӑра манӑн пурнӑҫӑм Заполярьенче хӑй ҫулӗпех пычӗ. Красноярскине эпӗ, вӑрман завочӗ валли, инструментсем турттартӑм. Юлашкинчен ҫак маршрута сакӑр сехет ҫурӑра вӗҫсе тухакан пултӑм. Тӗпчев партийӗсене эпӗ Норильскине леҫе-леҫе хӑваратӑп, учительсене, врачсене, партработниксене ненецсен тӗксӗм районӗсене турттаратӑп. Паллӑ летчикпа, М-па пӗрле эпӗ Диксонра та пултӑм. Енисей юхса кӗрекен Курейкӑпа Анат Тунгуска юханшывӗсем ҫинчен те вӗҫме тӳрӗ килчӗ мана.

Анчах та эпӗ, Заполярьене таврӑнсан, парикмахерскипе мунчана кӗрсе тухсан, пуринчен малтан тухтӑр-патне ҫитме васкарӑм.

Эпӗ тухтӑрпа, унӑн килйышӗпе, ҫав тери туслашса ҫитрӗм, вӗсем те мана юратса пӑрахрӗҫ пулас. Тухтӑр ман ҫине хӑйӗн произведенийӗ ҫине пӑхнӑ пекех пӑхатчӗ. Хӑш-хаш чухне вӑл хӑрах куҫне хӗссе пӑхса, эпӗ ҫав ырханкка хура ача, шалпар йӗм тӑхӑннӑ, тахҫан ӗлӗк «чӑх, йӗнерчӗк, ешчӗк» сӑмахсене калакан ача иккенне ӗненмен пек пулатчӗ. Ку вара маншӑн кулӑшла пек туйӑнатчӗ. Паллах ӗнтӗ, халӗ вӑл маншӑн ача чухнехи пек ялти пек ӑнланмалла мар ҫын пек туйӑнмасть. Анчах халӗ те-ха вӑл минутран мӗн тӑвассине калама ҫук. Вӑл, сӑмахран, калаҫса ларнӑ хушӑрах, хӑйӗн пуканне сан пата ывӑтса пама пултарать, санӑн вара ӑна калле ывӑтса памалла. Тепӗр темиҫе минутран ҫакӑн пек гимнастика тунӑ хыҫҫӑн, тухтӑр, ним пулман пекех, ҫав пукан ҫине ларать, каллех калаҫма пуҫлать. Ненецсене вӑл, вӗсен хушшинче унӑн чӑн-чӑн тусӗсем те пур, Козьма Пруткова вуласа пама юратать.

Вӗсем, хура ҫӳҫлӗ, сарлака питлӗскерсем, пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк тӑхӑннӑскерсем, ун патне час-часах килеҫҫӗ. Вӗсем тухтӑрпа калаҫса лараҫҫӗ, сӑрӑ пӑланӗсем вара салхулӑ куҫлӑскерсем, ҫӳлӗ нартӑсене кӳлсе тӑратнӑскерсем, вӑрахчен крыльца умӗнче тӑраҫҫӗ.

Тухтӑр ненецла калаҫать, ненецсем ун патне пӗр-пӗр пысӑк ӗҫпех канаш ыйтма килсе каяҫҫӗ. Ҫӗнӗ йӗркене пурне те уҫҫӑнах ӑнланса илеймеҫҫӗ иккен-ха вӗсем, темле Васька-председателе, Тундрӑри советра колхоз тӗлӗшпе чи аслӑ вырӑнта шутланаканскерне, чистиех шанса каймаҫҫӗ иккен вӗсем. Пӗррехинче вӗсем тухтӑртан: «Бандита хамӑрӑнах вӗлермелле-и е власть аллине памалла-и?» тесе ыйтса кайрӗҫ. Тепринче вӗсем тухтӑр патне примус ҫинчен, вӑл хуҫалӑха кирлӗ-и, кирлӗ мар-и? тесе ыйтма килчӗҫ.

Тухтӑр вара вӗсене вӑрахчен: «Бандита власть аллине памалла, примус хуҫалӑхра кирлӗ япала», тесе ӑнлантарчӗ. Ненецсем унӑн сӑмахӗсене ним чӗнмесӗр итлесе тӑчӗҫ. Тӳррипе каласан, мана хама та ненецсене примус ҫинчен ӑнлантарса пама тӳрӗ килчӗ, анчах та ун ҫинчен каярах каласа парӑп.

Тухтӑр ненецсемпе чӑнах та туслашса ҫитнӗ иккен. Тухтӑр хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫак туслӑх Хабарова ятлӑ становищӑра шӗвӗрӗлченсене пӗтермелли пункт тунӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ-мӗн. Ку вӑл медицинӑн праҫникех пулса тӑнӑ. Тухтӑра «хуртсене хӑваласа яракан» тесе ят панӑ, унӑн чапӗ вара пӗтӗм тундра тӑрӑх сарӑлнӑ…

Пӳртре тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗрчунсем, — филька ятлӑ кушак аҫи, тимӗр шапа, чӗрӗп, кушак пуҫлӑ тӑмана пурччӗ. Тӑмани сӗтел айӗнче пурӑнатчӗ. Вӑл вара, ҫынсем апата ларсан «ай, ай» тесе кӑшкӑратчӗ. Вӗсем пурте Володьӑнччӗ. Унӑн тата Буськӑпа Тога ятлӑ икӗ йытӑ пурччӗ. Вӗсене вӑл кӳлме вӗрентнӗччӗ. Ненецсем ӑна мамонт шӑмминчен тунӑ пластинкӑсемпе капӑрлатса пӗтернӗ кӳлмелли таврашсем парнеленӗччӗ. Володя хӑйӗн сӑввисемпе мухтанманни те манӑн кӑмӑла кайрӗ. Ку вӑл — унӑн вӑрттӑнлӑхӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ те вӑл сӑвӑ вуланине хӗл каҫиччен пӗрре ҫеҫ илтрӗм. Малтан вӑл эпӗ юнашар пӳлӗмре иккенне пӗлмесӗр, чылайччен мӑкӑртатса тӑчӗ. Унтан сасӑпа татса-татса вулама пуҫларӗ:

Эвенок Чолкар шкултан килнелле таврӑнать,
унӑн хӗсӗк куҫӗнчи кулли уйӑх пек йӑлтӑрса ҫуталать.

Нарт ҫинчен ак вӑр-вар сиксе анчӗ те вӑл
хаваспа аллине сулкаларӗ.

Чум ӑшне ҫак ача савӑнса кӗрсе кайрӗ.

Вӑл каллех мӑкӑртатма пуҫларӗ.

Эпӗ ӑна Татаринов капитан историйӗ ҫинчен каласа патӑм. Ҫак историшӗн вилнӗ Климовӑн дневникӗсем мӗн тери пысӑк усӑ кӳни ҫинчен те ӑнлантарса патӑм. Эпӗ пӗр-пӗр страницӑна вуласа кӑларса тухтӑр патне пымассеренех вара Володя та персе ҫитетчӗ, эпир калаҫнине хӗпӗртесе итлесе ларатчӗ. Тухтӑр ун пек чухне ман ҫине пӑхса илетчӗ те, аллисене унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хуратчӗ, ачашлатчӗ. Ҫак историе темиҫе сӑвӑ халаласа ҫырнинчен нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Ҫапла ӗнтӗ Татаринов капитан пурнӑҫне прозӑпа кӑна ҫырса кӑтартман.

Тухтӑр штурман ҫырнӑ чирпе интересленме пуҫларӗ. Малтан такӑнма, унтан чӗлхе ҫыхланма пуҫлать. Унтан пӗр сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех вилсе каяҫҫӗ. Володя ҫавӑн пек чирпех Скоттӑн юлташӗ Эванс вилни ҫинчен аса илчӗ.

— Скотт, ҫав чирпе чи вӑйлӑ-тӗреклӗ ҫынсем вилеҫҫӗ, тесе ҫырать, — терӗ вӑл, хӗрелсе кайса. — Вӑл ӑна, психикӑран килет, тесе шутлать.

Пуринчен ытла Володьӑна манӑн: «Тен, шхуна хӑйӗн вилсе пӗтнӗ командипе пӗрле пӗр-пӗр ҫынсӑр-мӗнсӗр утрав патӗнче, пӑрсен хушшинче тӑрать пуль-ха», текен шухӑшӑм тӗлӗнтерчӗ. Вӑл темскер ыйтма хӑтланчӗ, анчах чӗнеймерӗ, ҫӑварне ҫеҫ пӗчӗк ача пек уҫма пултарчӗ, унӑн питҫӑмартийӗсем те, мӑйӗ те хӗрелсе кайрӗ…

Пӳртре, паллах ӗнтӗ, тӗп хуҫа Анна Степановна пулнӑ. Пурте итлетчӗҫ ӑна. Тӑмана та, никама итлеменскер, тухтӑра виртлесе «ай, ай, ай» текенскер, пӑхӑнатчӗ ӑна. Ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ «Эх, аван та ҫакнашкал пысӑк арӑм пулсан», тетчӗҫ. Вӑл хӑйне юраттарма пӗлетчӗ. Килте ҫеҫ мар, вӑл каланине пӗтӗм хула итлетчӗ.

Вӑл тинӗс хӗрринчи пӗр паллӑ ҫемьерен тухнӑ иккен, ашшӗпе куккӑшӗ те унӑн, пӗтӗм тӑванӗсем тинӗсре е пӗр пӗр пысӑк юханшыври капитанра ӗҫленӗ. Хӑш-хӑш ҫул Карск вӑхӑтӗнче вара (Заполярьӗнче августпа сентябрь уйӑхӗнче хамӑр пӑрҫӗмренсем Карск тинӗсӗнчен Совет пӑрахучӗсемпе ют ҫӗршывӑннисене ӑсатса ҫӳренӗ самантсене ҫапла калаҫҫӗ) ҫав куккӑшсемпе тӑванӗсем, Анна Степановна пекех, пысӑк сӑмсаллӑ, сухаллӑскерсем, ҫӳлӗ те ҫирӗпскерсем, килсе каяҫҫӗ.

Татаринов капитан историйӗ пирки Анна Степановна эпир кӗтмен-туман сӑмахсене каларӗ.

— Телейсӗр хӗрарӑмсем! — терӗ вӑл, хӗрарӑмсем ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнман пулин те. — Пӗр ҫул, икӗ ҫул кӗтеҫҫӗ, тен, вӑл тахҫанах вилсе выртнӑ пуль, тен, унӑн тӗлли-палли те ҫухалнӑ пуль, вӗсем пур ҫаплах кӗтеҫҫӗ. Тен, ҫаплах таврӑнасса шанаҫҫӗ! Вӑрӑм ҫӗрсене куҫ хупмасӑр ирттереҫҫӗ! Ачисем тата! Ачисене мӗн каламалла-ха? Ҫав шанчӑксӑр туйӑмсене тӳссе ирттериччен вилсе выртни те ырӑрах! Ҫук, ан калӑрах мана, — терӗ Анна Степановна чӗри патӗнчен тухакан туйӑмпа, — эпӗ ӑна хам куҫӑмпа курнӑ. Е ҫакӑн пек ҫын таврӑнас-тӑвас пулсан, сӑмах та ҫук, герой вӑл. Апла-тӑк вӑл та героиня!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех