Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.07 18:58

Пуплевӗш: 187; Сӑмах: 1490

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

«Эпир тӗл пулнӑччӗ пулас…»

Володя ман пата ирпе ҫичӗ сехетре килсе ҫитрӗ. Эпӗ, ыйӑх тӗлӗшпе, вӑл аялта Буськӑпа Тогӑна, хӑйӗн мала кӳлнӗ йыттисене, вӑрҫса тӑнине илтрӗм. Малтанах-ха эпир унпа тискер кайӑксем ӗрчетекен совхоза кайса килме калаҫса татӑлнӑччӗ. Сасартӑк вӑл йытӑсемпе кайма сӗнчӗ.

— Анчах вӗсем пӑрӑнма пӗлмеҫҫӗ, — терӗ вӑл, — ахаль пырасса — лайӑх пыраҫҫӗ. Ҫаврӑнмалли тӗлте эпӗ хам анса ҫавӑтса яратӑп.

Эпӗ: «Йӗлтӗрпе кайсан лайӑхрах пулмӗ-ши?» текелесе хирӗҫлесшӗн те пултӑм, анчах та Володя хӑйӗн йыттисене илменшӗн кӑмӑлсӑр пулчӗ, вара ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ.

— Тӳрӗ ҫулпа лайӑх пынине аннерен ыйт хуть, — терӗ вӑл ҫиленсе.

Эпир нарти ҫине ларсан, йытӑсем тапранса кайсан, вӑл чӑн-чӑн ненец пекех «Хэсь!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Вӗтӗ-вӗтӗ юр кумккисем манӑн питрен, куҫран пыра-пыра ҫапрӗҫ, сывлайми турӗҫ! Нартӑ тӗмеске ҫине килсе ҫапрӗ, эпӗ Володьӑран ярса тытрӑм, вӑл тӗлӗнсе кайса ҫаврӑнса пӑхрӗ, эпӗ вара алла вӗҫертрӗм те темле пушӑрах ҫыхса хунӑ чӗнрен тытса, сиккелесе пытӑм.

«Ерипентерех кайсан питӗ аван пулӗччӗ те ҫав», — шухӑшларӑм эпӗ. Анчах ӑҫта унта! Кун пирки шухӑшламалли те ҫук! Патаккипе ҫилӗллӗн хӑмсарса, Володя хӑйӗн йыттисене кӑшкӑрса хӑратса пычӗ, вӗсем вара хытӑран хытӑ ыткӑнчӗҫ. Паллах ӗнтӗ, эпӗ Володьӑна йыттисене чартӑр тесе, кӑшкӑрма та пултарнӑ. Анчах та кун хыҫҫӑн вӑл мана мӗн ӗмӗрлӗхех юратма пӑрахӗ. Лакӑм-тӗкӗмсенче ҫав путсӗр нартӑ ҫав тери ҫӳле-ҫӳле ҫӗкленсе, ыткӑнса пычӗ! Тен, эпӗ кӑшкӑрса та янӑ пулӑттӑм, анчах та ҫак самантра Володя каллех ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Пичӗ унӑн хӗрелсе кайнӑччӗ, савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑратчӗ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ хӑрах айккинелле пӑрӑнса кайнӑччӗ. Ҫаксене курсан вара эпӗ ӑна пӑхӑнма, ӳпне выртса пыма шутларӑм.

Ак! сасартӑк йытӑсем, пӗр вырӑна ҫапса лартнӑ пекех тӑп! чарӑнса тӑчӗҫ. Нартӑ ҫинчен мӗнле кӑна ӳкмесӗр хӑтӑлса юлтӑм пуль эпӗ, хам та пӗлейместӗп. Ҫапла ҫав! Проток еннелле ҫаврӑнма вӑхӑт ҫитнӗ иккен, Володя йытӑсене урӑх еннелле ҫавӑрас тесе ҫеҫ чарнӑ-мӗн.

Йытӑсемпе урӑхран нихҫан та ҫӳремӗп, тесе хама миҫе хутчен кӑна сӑмах паман эпӗ, шутне-йӗрне те пӗлеес ҫук, тӗрӗссипе, тискер кайӑксем ӗрчетекен совхоз вырнаҫнӑ утрава ҫитиччен миҫе лакӑм-лӗкӗм ҫавӑн чухлех пулӗ. Анчах та Володя вара ҫӗкленсех кайнӑччӗ:

— Вӑйлӑ вӗт, э?

Эпӗ те «вӑйлӑ» тенипе килӗшрӗм.

Акӑ Протока ҫитрӗмӗр те! Эпир хӑвалӑха чӑмса кӗретпӗр, ҫыранран ыткӑнса анатпӑр та пӑр тӑрӑх вӗҫтеретпӗр. Пирӗн нартӑ пӗр вӗҫӗмрен ялт! ялт! сиксе пырать.

Володьӑн йыттисем тӳрӗ ҫулпа чӑнах та лайӑх пыраҫҫӗ иккен. Кӑна ӗнтӗ эпӗ халӗ хам куҫӑмпа хам куратӑп. Вӗсем кашни самантсеренех нартӑна тикӗс шӑнманнипе купаланса тӑракан кӗрт ҫине килсе тӑрантарасса кӗтсех тар! Володьӑн вӗсене ятла-ятла кӗҫех сасси тытӑнатчӗ. Юрать-ха, пирӗн телее хирӗҫ, тепӗр енчен ҫыран чӑнкӑрах пулчӗ, ҫавна курах вара йытӑсем те ерипентерех чупма пуҫларӗҫ.

Акӑ Проток урла та каҫса кайрӑмӑр, йытӑсем каллех хӑвӑртрах чупма тытӑнчӗҫ, вӗрсе ячӗҫ. Мӗн тата ку? Сасартӑк, пирӗн йытӑсене ответ панӑ пекех, чӑрӑшсем хыҫӗнчен таҫта инҫетрен, ӑмӑртмалла йытӑсем вӗрни илтӗнчӗ. Ҫак сасӑсем ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗҫ. Вӗрессе вӗсем ҫав тери тӑстарса, ним йӗркесӗр тискер сасӑпа вӗреҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ чӗре — ирӗксӗртен тенӗ пекех ыратса кайнӑ пек те пулать.

— Володя, ӑҫтан лекнӗ ҫавӑн чухлӗ йытӑ кунта?

— Ҫук, йытӑсем мар вӗсем! Тилӗсем!

— Мӗншӗн вӗреҫҫӗ вӗсем?

— Вӗсем йытӑ евӗрлӗскерсем! — ман еннелле ҫаврӑнса кӑшкӑрчӗ Володя. — Ҫавсем вӗреҫҫӗ!

Паллах ӗнтӗ, эпӗ хура-хӑмӑр тилӗсене куркаланӑ. Анчах та ку совхозра, Володя каланӑ тӑрӑх, йӗпкӗн хура тилӗсем ӗрчетеҫҫӗ иккен. Вӗсем пачах урӑхла йышшисем-мӗн. Ун пек тилӗсем тӗнчипе те урӑх ниҫта та ҫук иккен. Хура тиллӗн хӳри вӗҫӗ шурӑ пулсан, ӑна хитре тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ку совхозра вара тӗм-хура тилӗ, пӗр шурӑ пӑнчӑсӑр-мӗнсӗр тилӗ ӗрчетесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак сӑмахсем мана питӗ те интереслентерме пуҫларӗҫ. Ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпӗ, тепӗр чӗрӗк сехетрен, совхоз алӑкӗ патне ҫитсен, ҫав тери кӑмӑлсӑр пултӑм.

Ҫурӑм хыҫне винтовка ҫакнӑ хуралҫӑ пычӗ те:
— Питомнике курма килекенсене кӗртместпӗр, — терӗ.

— Камсене кӗртетӗр вара эсир?

— Научнӑй ӗҫпе килекенсене, — терӗ хуралҫӑ.

Эпӗ кӗҫех: «Эпир научнӑй ӗҫпе килтӗмӗр те ӗнтӗ» тесе персе яраттӑм, Володя ҫине пӑхнипе ҫеҫ тытӑнса юлтӑм.

— Директор пур-и?

— Вӑл тухса кайнӑ.

— Ун вырӑнӗнче кам ӗҫлет вара?

— Старший ученӑй специалист, — терӗ хуралҫӑ, хӑйне хӑй лӑп та шӑп ҫав ученӑй специалист пулнӑ пек кӑтартса.

— Апла! Ҫавӑ кирлӗ те пире!

Володьӑна эпӗ алӑк патӗнче тӑратса хӑвартӑм, хам старший ученӑй специалиста шырама кайрӑм.

Совхоза халӑх ытлашши нумаях килсе ҫӳремест курӑнать, мӗншӗн тесен юрпа витӗннӗ аслӑ килкарти витӗр хуралҫӑ кӑтартса янӑ ҫурт патнелле пӗртен-пӗр ансӑр сукмак ҫеҫ тӑсӑлса выртать. Ҫак ҫурт мана инҫетренех Мускаври зоопаркӑн тасах мар лабораторине аса илтерчӗ, унта тахҫан ӗлӗк Валя Жуков мана хӑйӗн чӗрчунӗсене кӑтартнӑччӗ. Анчах та вӑл лаборатори кунтан кӑштах пысӑкрахчӗ. Ҫапах вӗсем пурӗпӗрех пер пек туйӑнаҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ҫӑматӑ ҫумӗнчи юра шаккакаласа алӑка уҫса аслӑ та лутрарах пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ маях манӑн сӑмсана ирсӗр шӑршӑ, шӑши шӑрши кӗрсе кайрӗ. Сӗтел хушшинче пӗр ҫын ларать. Маншӑн ҫак ҫын, хӑть эпӗ ӑна урамри шурӑ юра пула куҫӑмсем шарса кайнипе лайӑхӑнах пӑхса илеймерӗм пулин те, вӑл маншӑн пурӗ-пӗрех Валька пекех туйӑнчӗ. Мана курсанах вӑл сиксе тӑчӗ, ҫурӑмӗпе кантӑк еннелле ҫаврӑнчӗ. Ҫак ҫын ман ҫине Валька пекех ырӑ кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахрах кӑтартакан куҫӗсемпе пӑхнӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Сухалӗ те унӑн Валькӑнни пекех, кӑштах унӑннинчен ҫӑрарах та хурарах кӑна. Акӑ вӑл манран. «Мӗн ҫӑмӑлпа?» тесе те ыйтма пултарӗ.

— Валя! — терӗм эпӗ. — Эсех-и ку? Валька эсӗ-и?

— Мӗн? — аптраса ӳкрӗ вӑл, унтан Валька пекех пуҫне айккинелле пӗшкӗртрӗ.

— Валька, выльӑх! — терӗм эпӗ, хамӑн чӗрем сике пуҫланине туйса. — Мӗн ара эсӗ! Чанах та мана паллаймарӑн-и?

Вӑл кула-кула аллине ман еннелле тӑсрӗ:
— Ҫук, мӗнле пултӑр-ха апла, — темӗнле урӑхла сасӑпа каларӗ вӑл.
— Эпир тӗл пулнӑччӗ пулас.

— Тӗл пулнӑччӗ пулас!

Эпӗ ӑна аллинчен тытса чӳрече патне ҫавӑтса кайрӑм.

— Акӑ, пӑх! Ӗне!

Вӑл тинкерсе пӑхрӗ те ирӗксӗртен кӑна кулса ячӗ.

— Шуйттан, ниушлӗ паллаймастӑн вара? — тӗлӗнсе кайрӑм эпӗ. — Мӗне пӗлтерет-ха ку? Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп пулӗ?

Вӑл куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ. Унтан тин унӑн нимӗне пӗлтермен сӑнӗ улшӑнчӗ, вӑл вара чӑн-чӑн Валька пулса тӑчӗ. Тӗнчере текех ӑна урӑх никампа та пӑтраштарас ҫук. Анчах та эпӗ те хам пекех пулса тӑтӑм курӑнать ҫав. Ара вӑл тинех мана палласа илчӗ вӗт.

— Саня! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унтан чӑнтӑхса кайрӗ.

— Эсӗ-и вара ку?

Эпир чуптурӑмӑр, унтан ҫавӑнтах пӗр-пӗрне ыталаса таҫта тухса утрӑмӑр, алӑкран тухсан вӑл мана тепӗр хут чуптуса илчӗ.

— Эсех-и вара ку? Мур илесшӗ! Мӗнле маттурскер! Хӑҫан ҫитрӗн?

— Килмӗн эпӗ, кунта пурӑнатӑп.

— Мӗнле пурӑнатӑн?

— Питӗ лайӑх. Ӗнтӗ ҫур ҫул пурӑнатӑп.

— Ҫаплах, мӗнле апла? — мӑкӑртатрӗ Валя. — Ҫапла хулара эпӗ сайра — пӗрре кӑна пулкалатӑп, хуларах пулсан, сана кураттӑмах ӗнтӗ. Х-хӗм, ҫур ҫул! Ҫур ҫулах-и?

Вӑл мана тепӗр пӳлӗме, малтанхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманскерне илсе кӗчӗ. Ку пӳлӗм эпир халь ҫеҫ тухнӑ пӳлӗмрен стена ҫинче пӑшал ҫакӑнса тӑнипе крават пуррипе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать темелле. Анчах та лешӗ кабинет-ҫке-ха, ку — ҫывӑрмалли пӳлӗм. Таҫта ҫывӑхрах лаборатори пур пулас, кӑна вара пӳртре ырӑ мар шӑршӑранах чухласа илетӗн. Ҫак тискер кайӑксен шӑрши вара Валькӑн куҫӗ, ҫӳҫӗ, сухалӗ валли юриех пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ҫак шӑршӑ килӗшет те ӑна. Мана темле кулӑшла пек пула пуҫларӗ. Валькӑран яланах мӗн те пулин кирлӗ-кирлӗ мар шӑршӑ кӗрсе ҫӳретчӗ.

Вӑл ҫакӑ виҫӗ пӳлӗмлӗ, кухньӑллӑ пысӑк ҫуртра пӗр-пӗчченех пурӑнать. Старший ученӑй специалист та вӑлах иккен. Штат тӑрӑх ҫак пушӑ та пысӑк ҫуртра унӑн пурӑнмалла-мӗн. Вӑл вӑра унпа ним тума та аптрать.

Эпӗ Володьӑна алӑк патӗнче тӑратса хӑварнине аса илтӗм. Валя кӗҫӗн ученӑй специалиста, хӑйӗнчен пӗр вӑтӑр ҫул аслӑрах сухаллӑ арҫынна, темӗнле икӗ сӑмсаллӑскерне Володьӑна чӗнме ячӗ. Анчах та Володьӑн кӑмӑлне кайнӑ курӑнать вӑл, мӗншӗн тесен тепӗр ҫур сехетрен вӗсем шӑкӑлтатса калаҫа-калаҫа килсе кӗчӗҫ. Володя «Павел Петрович (арҫын ҫапла ятлӑ иккен) мана тилӗсен кухнине кӑтартма пулчӗ» тесе пӗлтерчӗ.

— Тилӗ апачӗ те ҫитеретӗп, — терӗ Павел Петрович.

— Паян мӗнле апат-ха пирӗн?

— Помидорпа маннӑй пӑтӑ.

— «Джунгли» кӑтартӑр-ха ӑна, — хушрӗ Валя.

Володя хӗрелсе кайрӗ, ҫак сӑмаха илтсен сывлайми те пулчӗ курӑнать. Тата вара! Джунгли вӗт-ха!

— Павел Петрович, малтан «Джунглие» кайса курар мар-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, малтан кухньӑна кайӑпӑр, унсӑрӑн ирхи апатран юлма пултаратпӑр!

Вӗсем тухса кайрӗҫ, эпир Вальӑпа иксӗмӗрех юлтӑмӑр. Вӑл мана хӑналама хӑтланчӗ, чей вӗретрӗ, кухньӑран ватрушка илсе килчӗ.

— Кӑна пирӗн столовӑйра пӗҫереҫҫӗ! Лайӑх вӗт, э? Ватрушкӑран та темле тискер кайӑк шӑршиех кӗрет.

Эпӗ кӑштах астивсе пӑхрӑм та, хамӑрӑн ача ҫуртӗнчи повар Петя пичче пекех:
— А, наркӑмӑш пекех! — тесе хутӑм.

Валя савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ.

— Ӑҫта вӗсем халӗ? Танька Величко ӑҫта? Гришка Фабер? Иван Павлыч ӑҫта? Мӗн пулнӑ ӑна?

— Иван Павлыч чиперех, — терӗ Валя. — Теплерен пырса лекрӗм эпӗ ун патне. Сан ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ.

— Чӑнах-и?

— Эпӗ, пӗлместӗп, терӗм.

— Ҫук, эсӗ пӗлетӗн? Пӗлмесӗр ара! Кам телефонпа санпа калаҫасшӑн пулчӗ? Каларӗҫ-и сана?

— Каларӗҫ. Анчах мана летчик телефон патне чӗннӗ, терӗҫ. Ун чухне эпӗ эсӗ летчик иккенне пӗлеймен-ҫке-ха.

— Пурне те суятӑн эсӗ! Кунта мӗнле майпа килсе вӑрӑнтӑн-ха эсӗ?

— Эпӗ, пӗр интереснӑй япала шутласа кӑлартӑм, пӗлетни ҫавна, — терӗ Валька, — вӗсем ҫав майпа питӗ хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ.

— Камсем?

— Тилӗсем.

Эпӗ кулса ятӑм.

— Каллех ӳсе-киле юн улшӑнса пыни пулӗ-ха?

— Мӗн?

— Ҫӗленсен ӳсе-киле юнӗ улшӑнса пыни! — тепӗр хут каларӑм эпӗ. — Кӑна та эсӗ шухӑшласа кӑларнӑччӗ вӗт. Мур илесшӗ, сана курнипе мӗн тери савӑнатӑп эпӗ!

Эпӗ чӑннипех те ҫав тери, пӗтӗм кӑмӑлран савӑнатӑп. Вальӑпа эпир пӗр-пӗрне яланах юрататтӑмӑр, анчах та сасартӑк, пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен, Мускавран инҫетре, темиҫе ҫул иртсен, иртнӗ кунсем манӑҫа тӑрса юлнӑ тапхӑрта, тӗл пуласси мӗн тери ырӑ иккенне пӗлеймен ҫав эпир!

Эпир Кораблев ҫинчен калаҫма тытӑнтӑмӑр, анчах та Валя лӑп та шӑп ҫак самантра тилӗ ҫурисене темле эмел памаллине аса илчӗ.

— Пама хуш-ха эсӗ!

— Ҫук, пӗлетни эсӗ, манӑн ӑна хамӑнах памалла. Эсӗ кӗтетӗн-и мана? Эпӗ халех таврӑнатӑп, — терӗ Валя. — Вигантоль вӑл, рахитран сыватакан эмел.

Ман унтан уйрӑлас килмерӗ, ҫавӑнпа та эпир пӗрлех кайрӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех