Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен тата, пӗринче тинӗсре инҫе-инҫе курӑнса кайнӑ пӑлхавҫӑ-броненосец, ишсе иртни ҫаплах вӑрттӑнлӑх пулман-и вара?
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак сакӑр кун хушшинче те мӗн курса иртни питӗ нумай, унта мӗн асра юлнине упраса тытма чунӑм та йышӑнмарӗ, хам пурнӑҫпа мӗн ҫыхӑннине ҫеҫ ӑсӑмра тытма пултартӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлейместӗп, ҫурҫӗр иртни тӑватӑ сехетчӗ-ши, эпӗ куҫӑма уҫрӑм та хам умра коридорти дежурнӑйӑн шурнӑ питне курах кайрӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Ҫурҫӗр ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр интересленеттӗм, хаҫатсенчи кашни страницӑра Ҫурҫӗр флот самолечӗсем епле ҫапӑҫни ҫинчен тупса вулаттӑм, ҫапах та шӑпах 1942 ҫулхи ҫулла мӗн пулса иртни ҫинчен Р. каласа пани маншӑн ҫӗнӗ хыпар пулчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав самантрах ҫывӑрса кайнӑ вара эпӗ, тахӑшӗ чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса, ҫав кун мӗн-мӗн пулса иртни ҫине хулӑн та питӗ одеялпа витнӗ пекех туйӑнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Залра мӗн пулса иртни пӗтӗмпех хӑйне кӑна тивет тейӗн — юбиляра икӗ питҫӑмартинчен те вӑл чеченӗн чуптуса илчӗ те ури ҫине урине хутлатса ларчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл каланипе, Пугачев мана Оренбурга шпион туса янӑ пулать; эпӗ, кулленех ҫапӑҫма туханҫи пулса, хулара мӗн пулса иртни ҫинчен хут ҫине ҫырса пӗлтернӗ пулать; юлашкинчен вара, пуҫӗпех самозванец енне куҫса, унпала пӗрле крепӑҫрен крепӑҫе ҫӳренӗ, Пугачев енне куҫнӑ юлта-сен пуҫне ҫиме, вӗсен вырӑнне ларма, Пугачев панӑ парнесемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ пулать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗрре асӑнмалӑх та нимӗн пулман ун, мӗншӗн тесен, иртни тинӗс шак чулӗ пек яп-яка пулнӑ, этем ӑсӗ-тӑнӗ ун ҫине ҫыпҫӑнайман.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку дневник ытти дневниксенчен йӑлтах урӑхла, кунта эп иртни ҫинчен мар, пулас кун ҫинчен ҫырмалла.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсен курайманлӑхӗ мӗнрен пуҫланса кайнӑ-тӑр, пӗлейместӗп ӗнтӗ, анчах хам Энскра пурӑннӑ чухнех ярӑнмалли ҫӗрте епле тискер ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑр гимназистсем ҫинчен, ҫапӑҫӑва тухнӑ ирсӗр реалистсем аллисене тӑхлан муклашкисем тытса тухни ҫинчен сас-хура илткеленӗччӗ эпӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗр иртни те сисӗнмерӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗн пулса иртни тепӗр кунхине паллӑ пулчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Швабрин ман патӑма пычӗ; вӑл хамӑр хушӑра пулса иртни пирки питех те кулянчӗ; пӗтӗмпех эпӗ хам айӑплӑ пулнӑ кунта, тесе, йышӑнчӗ те пулса иртнӗ ӗҫсене манма ыйтрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Иртни пӗтӗмпех манӑн асӑмра ҫав тери уҫӑмлӑн палӑрса юлнӑ!
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫурҫӗр иртни ик сехет тӗлӗнче эпӗ чӳречене уҫрӑм та, икӗ тутӑра пӗр-пӗринчен ҫыхса, ҫӳлти балконран аялти балкон ҫине колонна тӑрӑх антӑм.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑнтӑрла иртни 6 сехет ҫитсен, эпӗ апат ҫиме вӑхӑт иккенне ас туса илтӗм; утӑм ӗшенсе ҫитнӗччӗ; эпӗ Пятигорскран нимӗҫ колонине каякан ҫула тухрӑм.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тахҫан пулса иртни тӗнчере урӑх никама та мана пӑхӑнтарнӑ пек пӑхӑнтармасть пулӗ.Нет в мире человека, над которым прошедшее приобретало бы такую власть, как надо мною.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Итлерӗм те — чӑнах, ман ҫинчен: манпа мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен вулаҫҫӗ.Прислушался, верно, про меня, передают о том, что со мной было.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Старший лейтенант Мересьев, вӗҫев мӗнле иртни ҫинчен пӗлтерӗр.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964