Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.29 02:13

Пуплевӗш: 81; Сӑмах: 914

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Шкул

Маларах эп асӑннӑччӗ пулас-ха, пирӗн ачасен ҫурчӗ, Наробраз шучӗпе, ҫамрӑк ӑслайҫӑсен питомникӗ пекчӗ, тесе. Музыка енӗпе те, живопиҫпе литература енӗпе те пире питӗ пултаруллӑ ачасем вырӑнне хуратчӗҫ. Ҫавӑнпа уроксем иртнӗ хыҫҫӑн эпир мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултараттӑмӑр. Хӑйсен пултарулӑхне хӑйсене ирӗккӗн ӳстереҫҫӗ, тетчӗҫ вара пирӗн ҫинчен. Эпир чӑнласах та ӑна ӳстереттӗмӗр. Хӑшӗ-пӗрисем Мускав шывне кайса пушар сӳнтерекенсене вакӑра пулӑ тытма пулӑшатчӗҫ, хӑшӗсем ал айне тӗл килекен япала тупӑнмӗ-ши тесе, Сухаревка пасарӗнче хӗвӗшсе ҫӳретчӗҫ.

Эпӗ вара килте юларах параттӑм. Хамӑр эпир шкул ҫуртӗнче пӗр этаж аяларах пурнаттӑмӑр та, ман куҫ умӗнче пӗтӗм шкул пурнӑҫӗ иртетчӗ. Вӑл пурнӑҫ ӑнланма ҫук кӑткӑс та юмахри пек туйӑнатчӗ маншӑн. Эпӗ час-часах аслӑ классенче вӗренекенсен хушшинче пулкалаттӑм, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине илткелеттӗм. Ҫӗне шухӑшсем те ҫӗнӗ ҫынсемччӗ ман умра. Ҫаксем те Энскри пек марччӗ, Энск хӑй те Мускав пек мар. Курнӑ пӗр-пӗр япала ҫине эпӗ вӑрахчен тӗлӗнсе пӑхса тӑраттӑм. Анчах халь акӑ мӗнле курӑнать-ха мана ҫав тӑваттӑмӗш ӗҫлӗх шкулӗ.

Садово-Триумфальнӑй урамри тем пысӑкӑш хӗрлӗ ҫуртра нумай та пулмасть-ха Пестов гимназийӗ вырнаҫнӑччӗ. Унта ачасем валли пӗр пӗчӗк ҫурт уҫнӑччӗ, ҫав ҫурт пирӗн ҫуртчӗ ӗнтӗ. Хӗлле, вунтӑххӑрмӗш ҫулхине, Пестов гимназийӗпе Лядов реальнӑй училищине пӗрлештерчӗҫ, ҫуркунне вара Бржозовская ячӗпе тӑракан хӗрсен гимназине те ҫаксемпе пӗрлештерчӗҫ.

Ман вулакансем революцичченхи вӑтам шкулсенче вӗренмен, ҫавӑнпа вӗсем гимназистсемпе реалистсем пӗр-пӗрне мӗнле йӗрӗнсе пӑхнине те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсен курайманлӑхӗ мӗнрен пуҫланса кайнӑ-тӑр, пӗлейместӗп ӗнтӗ, анчах хам Энскра пурӑннӑ чухнех ярӑнмалли ҫӗрте епле тискер ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑр гимназистсем ҫинчен, ҫапӑҫӑва тухнӑ ирсӗр реалистсем аллисене тӑхлан муклашкисем тытса тухни ҫинчен сас-хура илткеленӗччӗ эпӗ. Ҫаксене Мускавра вара пӗтӗмпех хам куҫпа хам куртӑм.

Пестов гимназисчӗсем пӗтӗм Мускавӗпе те чи чарусӑр ҫамрӑксемччӗ — ахальтен пулман иккен ҫак гимназие ытти гимназисенчен кӑларнӑ ачасене пӗтӗмпех пуҫтарнӑ пулнӑ. Лядов патӗнче вара ун пек пулман, унта чи лайӑх пӑхса ӳстернӗ пысӑк чиновниксен, инженерсен, педагогсен ывалӗсем вӗреннӗ. Эппин вӗсен хушшинче профессиллӗ тӑшманлӑх кӑна мар иккен, социальнӑй курайманлӑх та пулнӑ. Ҫак тахҫанхи тӑшмансен хушшине Бржозовская ячӗпе тӑракан гимназие вырнаҫтарсан, тӑшманлӑх тата ытларах ӳссе кайрӗ.

Ятлаҫма та каварсем тума, элек ҫине элек сарма мӗн кӑна тупӑнмастчӗ-ши! Мӗн чухлӗ кӑна калаҫмастчӗҫ пуль пухусенче; ӑнлантарса парса ҫырнисем, вӑрттӑн та куҫкӗретӗн хирӗҫнисем мӗн чухлӗччӗ-ши! Ачасен ҫурчӗ аяккинчеччӗ-ха: пирӗн ҫине никам та пӑхмастчӗ. Анчах хӑшӗсем пирӗншӗн геройсем пек курӑннине пӗлме кансӗр те мар, Пестов гимназисчӗсем! Эпир ҫӗлӗк тӑхӑнасса та вӗсем пек, сылтӑмалла каҫӑртса тӑхӑнаттӑмӑр.

Тӑваттӑмӗш шкул-коммунӑран каярахпа паллӑ та хисеплӗ ятлӑ пулнӑ ҫынсемех вӗренсе тухрӗҫ. Ҫав шкула эпӗ хама ӳстернӗшӗн те тав тӑватӑп. Анчах ун чухне, вунтӑххӑрмӗш ҫулхине, пӑтӑ пекехчӗ-ха. Сӑмах тӗлне килнипе калар-ха, пӑхатчӗ ҫав — хӑш чухне маис пӑттиччӗ, тепӗр чух — вир пӑтти — ҫавӑ вара лядовецсенне те, пестовецсенне те шкулти интересӗсене уйрӑм палӑртса тӑратчӗ. Пӑтта ҫунашкапа тиесе килетчӗҫ, тем пысӑкӑш хуранпаччӗ, хуранне, ватӑ кинемее тумлантарнӑ пек, тем те пӗр чӑрканӑччӗ, ҫунашкипех вара ҫӳле актовӑй зала илсе кӗретчӗҫ. Варя аппа хуҫалӑх комиссийӗччӗ — хӗрлӗ питлӗскер, хулӑн кӑна хӗр, ҫиптунисем те хулӑн — пӑтӑ валеҫсе парас тесе, аллине тытнӑ ҫӑпалипех уткаласа ҫӳретчӗ. Черет тӑрса тухаттӑмӑр, кунта ӗнтӗ формӑна-мӗне те, миҫере иккенне те, мӗнле ҫемьерен иккенне те уйӑрса тӑмастчӗҫ, кашнинех пӗрер кашӑк вӗри пӑтӑ паратчӗҫ, пӑтти чӗлхене ҫӑтса ярас пек тутлӑччӗ, ҫиелтен кӑпӑкланса та хӑмпӑланса тӑратчӗ.

Пӑтӑ валеҫесси пысӑк перемена вӑхӑтӗнче пулать тесе шутлатчӗҫ. Анчах уроксене ҫӳремесен те юратчӗ, ҫапла вара пӗтӗм шкулти куна пысӑк перемена теме пулатчӗ.

Пӗррехинче эпӗ пиллӗкмӗш класра вӗренекенсен пухӑвӗнче пулсаттӑм, вӗсем вӗренме ҫӳремелле-и, ҫӳремелле мар-и, ҫавӑн ҫинчен калаҫатчӗҫ. Лапсӑркка пестовец тем тусан та вӗренме ҫӳремелле мар тесе кӑшкӑратчӗ, ыттисем ӑна: «Маттур, Ковычка!» тесе мухтаса янрататчӗҫ, Ковычка каланӑ тӑрӑх, шкула ҫӳрес йӑла ирӗклӗнех пулмалла, имӗш, мӗнле вӗренсе пынине алӑ тӑратса сасӑланипе пӗлмелле пулать.

— Маттур, Ковычка!

— Тӗрӗс!

— Пирӗн сӑмах, юлташсем, педагогсем пирки пырать. Хӑшпӗр уроксене ачасем ытла сахаллӑн ҫӳреҫҫӗ, ҫав уроксене ирттерекен педагогсем пирки мӗн калӑпӑр? Эпӗ вӗсем валли норма тутарасшӑн, урока пилӗк ҫынран кая пырсан, вӗренмелле мар, ун пек чух педагогне те пайук памалла мар тӑвар.

— Тӗрӗс!

— Ухмах!

— Кай унтан!

— Маттур!

Пур педагогсем ҫинчен те сӑмах пымастчӗ курӑнать, пӗрин ҫинчен кӑначчӗ пулас, мӗншӗн тесен пурте ҫаврӑнса пӑхкалама та пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, пӗрне-пӗри тӗккелесе илчӗҫ: алӑк патӗнче пӗр ҫӳлӗрех кӑна вӑтам ҫулхи ҫын, ҫӑра мӑйӑхлӑскер, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хӗреслетсе, оратор сӑмахне тӑрӑшса итлесе тӑратчӗ.

— Ку кам? — тесе ыйтрӑм эпӗ Варя аппаран. Варя аппа пӑтӑ илсе кӗрессе кӗтсе, аллине тытнӑ ҫӑпалипе коридор тӑрӑх уткаласа ҫӳрет.

— Вӑл, шӑллӑм, Мӑйӑх, — терӗ Варя аппа.

— Мӗнле мӑйӑх?

— Эсӗ те ҫав, ҫавна пӗлместӗн!

Тӑваттӑмӗш шкулта кама «Мӑйӑх» тесе чӗннине часах пӗлтӗм вара эпӗ.

Вӑл географипе вӗрентекен учитель Кораблев иккен, ӑна пӗтӗм шкул кураймасть. Пӗрремӗшӗ — таҫтан килнӗ вӑл кунта — лядовски те мар, бржозовски те мар, пестовски те мар. Иккӗмӗшӗ — вӗренекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ухмах иккен, нимӗн те пӗлмест. Виҫҫӗмӗшӗ — вӑл кунсерен уроксене килсе, класра виҫӗ ҫын пулин те, хӑйӗн мӗн чухлӗ вӗрентмелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ вӗрентет. Ку вара пӗрин кӑмӑлне те каймасть.

— Халӗ ҫапла пулать, юлташсем, — терӗ Ковычка малалла, калаҫӑва хӗрсе тытӑннӑ май пальто тӳммисене тӳмелеме хӑтланчӗ те, анчах унта пӗр тӳмме те юлманччӗ. — Шкул советӗнче пиллӗкмӗш класран пӗр ҫын — эпӗ пӗччен кӑна. Ку тӗрӗс мар. Мана пӗр пӗччене пиллӗкмӗш класс интересӗшӗн кӗрешме питӗ кансӗр. Пире кӗҫӗн класра вӗренекенсем тесе шутлаҫҫӗ. Курӑсӑрччӗ эсир, ҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗшӗнче шкул коллективӗн председателӗ кӑм тейӗр? Муховеров. Миҫемӗш класран? Пиллӗкмӗшӗнчен! Енчен ҫаплах пулса пырсан, эпир кӗҫӗн класра вӗренетпӗр-и-ха, кӑна кӑтартса парас пулать. Пире аслӑ класс тесе шутласан, шкул советӗнче пирӗн хамӑрӑн икӗ представитель пулмалла. Пӗри — эпӗ ӗнтӗ, тепӗрне Фирковича суйлама сӗнетӗп!

— Гладильщикова!

— Недодаева!

— Галая!

Эпӗ Кораблев ҫине пӑхрӑм. Куҫӑм сиксе тухас пек курӑнчӗ пулас ҫав манӑн, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑнтах мана хам пӑхнӑ пекех тӑрӑхласа пӑхрӗ, — юрать-ха, палӑрмаллах пулмарӗ. Мана вӑл мӑйӑх айӗн кулнӑ пек курӑнчӗ. Анчах Ковычка каллех калаҫма тытӑнчӗ те, Кораблев, урӑх ман ҫине пӑхмасӑр, Ковычка каланине тем пек тимлӗн итлеме тытӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех