Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Майӑн 16-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 15:56

Пуплевӗш: 204; Сӑмах: 2623

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Икӗ кун хушшинче ман ӗҫсем акӑш-макӑш малалла кайрӗҫ. Княжна мана тӗппипех кураймасть; мана хам ҫинчен кӑларнӑ ик-виҫӗ эпиграммӑна калакаласа та пачӗҫ ӗнтӗ, самай тивекенскерсем те, ҫапах та вӗсем питӗ кӑмӑла каяканскерсем. Вӑл калама ҫук тӗлӗнет пулать, епле-ха эпӗ, лайӑх обществӑна хӑнӑхнӑскер, ҫав обществӑн Петербургри пултӑрӗсемпе те инкӗшӗсемпе ҫав тери ҫывӑх тӑраканскер, унпа паллашма тӑрӑшмастӑп-ха. Кунсеренех акӑ пусӑ патӗнче, бульварта тӗл пулатпӑр эпир; ӑна юратаканӗсемпе чаплӑ адьютанчӗсене, Мускавран килнисемпе тата ыттисене те аяккалла пӑхтарас тесе, эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп та, мана яланах вӗсене пӑрма май килет, темелле. Ӗлӗкренех эпӗ хам пата хӑнасем пуҫтарма юратмастӑмччӗ: халӗ манӑн кашни кун пӳрт тулли халӑх, кӑнтӑрла та каҫхине те вӗсем хӑна пулаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ — манӑн шампански княжнан асамлӑ куҫ вӑйӗ илӗртнинчен те вӑйлӑрах иккен!

Ӗнер эпӗ ӑна Челахов магазинӗнче тӗл пулсаттӑм та, вӑл тӗлӗнмелле чаплӑ персидски кавир туянасшӑнччӗ. Хӗрӗ амӑшне: ан хытса тӑр ӗнтӗ, тесе тимлет; ҫав кавир унӑн пӳлӗмне ытармалла мар илем кӳртнӗ пулӗччӗ, имӗш!.. Эпе 40 тенкӗ хаклӑрах патӑм та туянтӑм; ҫавӑншӑн вӑл ман ҫине калама ҫук сиввӗн пӑхса илчӗ. Кӑнтӑрлахи апат тӗлӗнче, хамӑн черкес лашине ҫав кавирпе витсе, юриех вӗсен умӗнчен ирттерме хушрӑм. Вернер ҫав вӑхӑтра вӗсем патӗнче пулнӑ иккен, кайран каласа пачӗ вара, ҫав сценӑн эффекчӗ питӗ драмӑллӑ пулнӑ, тет. Княжна мана хирӗҫ ҫынсене ҫӗклесшӗн имӗш, унпа пӗрлех ҫӳрекенсенчен икӗ адьютанчӗ мана питӗ сиввӗн пуҫ тайнине хам та асӑрхарӑм — эпӗ, хӑйсем вӗсем кунсеренех ман патӑмра хӑна пулаҫҫӗ.

Грушницкине вара пӗлме те ҫук: аллисене ҫурӑм хыҫне тытса ҫӳрет, никама та палламасть; ури те унӑн сасартӑк тӳрленсе ҫитрӗ: кӑшт ҫеҫ уксахлать вӑл ӗнтӗ. Княгиньӑпа калаҫма та, хӗрне пӗр-пӗр комплимент калама та ӗлкӗрнӗ пулас; лешӗ, ан хӑра, ҫынсене уйӑрма пӗлсех каймасть пулӗ те, Грушницкий пуҫ тайнине хирӗҫ ытла ӑшшӑн кулкаласа илет.

— Эсӗ Лиговскаясемпе паллашасшӑн та мар-и? — терӗ вӑл мана ӗнер.

— Шухӑшӑм та ҫук паллашма.

— Чим-ха, вара вӑл чи кӑмӑллӑ кил-йыш-ҫке! Унта сан таврашри чи лайӑх йыш пухӑнать…

— Тусӑм, мана ҫав таврашра марри те калама ҫук йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Эсӗ ху вӗсем патӗнче пулкалатӑн-н?

— Пулаймарӑм-ха; эпӗ хӗрӗпе пӗр икӗ хутчен кӑна калаҫнӑ, унтан ытла та мар. Хӑвах пӗлетӗн, кунта йӑли ҫакнашкал пулсан та, чӗнмесӗр ҫӳреме лайӑх мар пек туйӑнать… Енчен эпӗ эполетсемпе пулсан, ӗҫӗм те урӑхлаччӗ…

— Тупрӑн тата! Сана капла тата килӗшерех парать! Эсӗ хӑвӑн ӑнӑҫлӑ тивлетӳпе усӑ курма пӗлместӗн-ха… Салтак шинелӗ сана кирек хӑш ырӑ кӑмӑллӑ пике умӗнче те асап чӑтса курнӑ герой пек кӑтартать.

Грушницкий кӑмӑллӑн кулса ячӗ.

— Ӑҫтан ун пек пулма пултарать! — терӗ вӑл.

— Княжна сана юратса та пӑрахрӗ пулӗ, тетӗп эпӗ. Вӑл хӑлхи-мӗнӗпех хӗрелсе кайрӗ те ҫилленнӗ пек пулчӗ. — Э, мӑн кӑмӑллӑх! Эсӗ Архимед рычакӗ, Архимед санпа ҫӗр чӑмӑрне ҫӗклеме ӗмӗтленнӗ!..

— Яланах шӳт тӑвассипе эсӗ! — терӗ вӑл, хӑйне ҫилленнӗ пек тытса, — вӑл мана питӗ сахал пӗлет-ха…

— Хӗрарӑмсем хӑйсем пӗлменнисене ҫеҫ юратаҫҫӗ.

— Эпӗ ун кӑмӑлне каясшӑнах та мар: кӑмӑллӑ кил-йышпа паллашас тенипе кӑна, ҫавӑнпа та эпӗ кирек мӗне те пулин шанса тӑратӑп пулсан, ытла кулӑшла пулнӑ пулӗччӗ… Акӑ сирӗн, сӑмахран илсен, пачах урӑхла ӗҫ! Эсир, Петербургри ҫӗнтерӳҫӗсем, куҫпа пӑхатӑр ҫеҫ, хӗрарӑмсем ирӗле те пуҫлаҫҫӗ… Пӗлетӗн-и, Печорин, княжна мӗн алать сан ҫинчен?..

— Мӗн калать? Вӑл ман ҫинчен сана мӗн те пулсан каларӗ-те-и ӗнтӗ?..

— Ҫапах та ан савӑн-ха, эпӗ пӗрре пусӑ патӗнче кӗтмен ҫӗртен курса калаҫсаттамччӗ унпа: виҫҫӗмӗш сӑмахӗнчех вӑл: кам ҫав господин, кӑмӑлсӑр та йывӑррӑн пӑхаканскер? — тесе ыйтрӗ; — ун чухне вӑл сирӗнпе пӗрлеччӗ, — терӗ. Хӑй хӗрелсе кайрӗ те ку ӗҫ хӑш кун пулнине те каласшӑн пулмарӗ. — Кунне калама кирлех те мар сирӗн, — терӗм ӑна эпӗ, — вӑл кун ӗмӗрех ман асра пулӗ терӗм… Печорин, тусӑмҫӑм! Сана саламламастӑп эпӗ. Сан ҫинчен вӑл начар шухӑшлать… Юрамастчӗ-ҫке ун пек, мӗншен тесен Мери питӗ чипер хӗр!..

Каласа хӑварас-ха, Грушницкий кӑштах палланӑ хӗрарӑм ҫинчен калаҫнӑ чух, е тата ун кӑмӑлне кайнӑ та пулсан, манӑн Мери, манӑн София тесе ҫеҫ тӑрать.

Нимӗн кулмасӑр тавӑртӑм ӑна эпӗ:

— Чӑнах та, вӑл начар мар… Анчах асӑрхан, Грушницкий! Вырӑс хӗрӗсем нумайӑшӗ качча тухасси ҫинчен шухӑшласа мар, халаплӑ юратупа пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пек юрату вара ытла та канӑҫсӑр. Княҫ хӗрӗ йӑпанма юратаканнисенчен пӗри пулас, сан ҫумӑнта ӑна пӗр-икӗ минут хушши кичем пулсан, эсӗ ӗмӗрлӗхех пӗтрӗн вара: эс калаҫмасан, мӗншӗн калаҫманнине пӗлесшӗн пулӗ вӑл, калаҫсан, ун кӑмӑлне нихҫан та тупаймӑн, ӑна санӑн кашни минутрах мӗнпе те пулин илӗртмелле пулать; саншӑн пулсан вӑл ҫын сӑмахне пурин умӗнче те 10 хутчен пӑрахӑҫа кӑларса, ҫавӑнтах: пире ҫапла пӳрнӗ ӗнтӗ, тет; вара хӑйне ырӑ ятлӑ тӑвасшӑн, санах асаплантарма пуҫлать, кайран тата сана йӑлтах курас килмест, тет. Эсӗ ӑна пӑхӑнтараймасан, пӗрремӗш хут чуп туни те сана иккӗмӗш хут чуп тума тивӗҫтермест, сан умӑнта хӑй йӑлӑхиччен ейкеленет те пӗр-икӗ ҫултан вара, амӑшне итлем пек туса пӗр-пӗр чӑлаха качча тухса каять; кайран хӑйнех вӑл: эпӗ телейсӗр, тет, эпӗ пӗр ҫынна ҫеҫ юрататтӑмччӗ, тет, сана юратнӑ пулать ӗнтӗ, анчах турӑ ҫырман, имӗш, мӗншӗн тесен унӑн савнӑ ҫынни салтак шинелӗпе пулнӑ, ҫав кӑвак шинель айӗнче ҫулӑмлӑ та ырӑ чӗре тапатчӗ ҫав, тесе ӗнентерме пуҫлать вӑл хӑйне…

Грушницкий чӑмӑрӗпе сӗтел ҫине ҫапрӗ те пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ утма тытӑнчӗ.

Ӑшӑмра кулса ятӑм эпӗ, телейӗме кура, вӑл асӑрхаймарӗ пулас эпӗ кулнине. Ӗнтӗ юратсах пӑрахнӑ ҫав вӑл ӑна, мӗншӗн тесен вӑл тата ытларах шанакан пулчӗ; таҫтан вӑл куҫлӑ кӗмӗл ҫӗрӗ те тупнӑ, ҫӗррине ҫак таврашра кӑна тунӑ… Эпӗ ӑна пӑхкаларӑм та акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫӗррин шал енче вӗтӗ саспаллисемпе Мери ятне ҫырнӑ, юнашарах тата ҫав стакана илсе панӑ паллӑран та паллӑ кунӑн числине кӑтартнӑ. Эпӗ пӗлмӗш пултӑм. Юратса тӑни ҫинчен ирӗксӗр калаттарасшӑн мар ӑна эпӗ, хӑй каласа патӑр, ун чухне вара эпӗ тӑраничченех савӑнӑп…

Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ. Юрлӑ тусем патӗнчен вӗсем васкавлӑн шӑваҫҫӗ; Машук тӑрри сӳнтернӗ факел пек тӗтӗмленет; унӑн йӗри-таврашӗнчи кӑвак пӗлӗт, малалла шунӑ ҫӗртен ҫакланса чарӑннӑ пек пулса, ҫӗлен пек явӑнса йӑшӑлтатать. Сывлӑш электричествӑпа тулса тӑрать. Эпӗ грот патнелле каякан виноград аллейине кӗтӗм; ытла кичемччӗ мана. Эпӗ доктор каласа панӑ тур паллиллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫинчен шухӑшларӑм… Мӗншӗн кунта вӑл? Вӑлах-ши тата? Мӗншӗн вӑлах тесе шухӑшлатӑп-ха эпӗ? Мӗншӗн ҫавӑ тесех шанса тӑратӑп эпӗ? Пит ҫӑмарти ҫинче тур палли пур хӗрарӑмсем сахал-и тӗнчере?  — Ҫапла май шухӑшласах эпӗ грот патне пырса тӑтӑм. Пӑхатӑп: ҫавӑн уҫӑ сулхӑнӗнче чул тенкел ҫинче пӗр хӗрарӑм ларать, улӑм шлепкепе вӑл, хура явлӑкпа пӗркеннӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑ; шлепки унӑн питне хӳтӗлет. Эпӗ, ӑна шухӑшласа ларма чӑрмантарас мар тесе, каялла ҫаврӑнма шутланӑччӗ, вӑл ман ҫине пӑхса та илчӗ.

— Вера! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ ирӗксӗрех.

Вӑл шартах сикрӗ те шуралса кайрӗ. — Эсир кунта иккенне пӗлтӗм эпӗ, — терӗ вӑл. Ун ҫумне лартӑм та аллинчен тытрӑм. Унӑн кӑмӑллӑ сассине илтсенех, ман чӗрере тахҫан манса кайнӑ хускану хыпса илчӗ; вӑл хӑйӗн тарӑн та тӳлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ: темӗн ятланӑ пек те ӗненмен пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине.

— Эпир нумайранпа пӗрне-пӗри курман, — терӗм эпӗ.

— Нумайранпа ҫав, иксӗмӗр те ытла улшӑннӑ вара.

— Апла пулсан, эсӗ мана урӑх юратмастӑн-и?..

— Эпӗ качча тухнӑ!.. — терӗ вӑл.

— Татах-и? Ӗлӗкрех те ҫавӑн пек сӑлтав пурччӗ-ҫке сирӗн, ҫапах та…

Вӑл хӑй аллине манӑн алӑран туртса илчӗ те, унӑн пит ҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ.

— Иккӗмӗш упӑшкуна юрататӑн пулӗ эсӗ? Сӑмахне тавӑрмасӑр вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

— Е вӑл ытла кӳлешет-и?

Шӑпах.

— Мӗн тӑвас тен? Вӑл ҫамрӑк, чипер, уйрӑммӑнах пуян пулӗ, эсӗ хӑратӑн тата… — Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та хӑраса ӳкрӗм. Пит-куҫӗ унӑн тем пек тарӑхнине кӑтартать, куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать.

— Кала-ха мана, — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл каярахпа, — сана питӗ савӑнтарать-им ман асапӑм? Манӑн сана курайми пулмалла ӗнтӗ. Пӗр-пӗрне пӗлме пуҫланӑранпа эсӗ мана асапран пуҫне нимӗн те кӑтартмарӑн… — Унӑн сасси чӗтренсе кайрӗ, вӑл ман паталла тайӑлчӗ те пуҫне ман кӑкӑрӑм ҫине хучӗ.

«Пулӗ те, — шухӑшларӑм эпӗ, — ҫавӑншӑн юратнӑ та эсӗ мана; савӑнӑҫ манӑҫать ҫав, хуйхӑ-суйхӑ пек мар…»

Эпӗ ӑна хытӑ ыталаса илтӗм, ҫавӑн пек нумайччен пӗрле лартӑмӑр. Юлашкинчен пирӗн тутасем ҫывхарчӗҫ те, эпир хӗрӳллӗн, каҫӑхса кайса чуп турӑмӑр; аллисем унӑн пӑр пек сивӗччӗ, пуҫӗ пӗҫеретчӗ. Пирӗн хушшӑмӑрта калаҫу пуҫланса кайрӗ. Ҫав калаҫӑва хут ҫине ҫырни нимӗн усси те пӳлмӗ, ӑна тепӗр хут каласа пама та май ҫук, ас туса юлмашкӑн та май ҫук: итальянски оперӑри пек, сасӑсен пӗлтерӗшӗ сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса та хушса пырать.

Вӑл мана хӑй упӑшкипе, ҫав бульварта кӑштах курса юлнӑ ухсах старикпе, пачах паллаштарасшӑн мар: ывӑлне хӗрхеннипе ӑна вӑл качча тухнӑ иккен. Упӑшки пуя та, ревматизмпа аптӑрать. Эпӗ ун упӑшкинчен пӗртте кулмарӑм; вӑл ӑна ашшӗ вырӑнне хурса хисеплет, упӑшки тесен тата улталӗччӗ те-и… Тӗлӗнмелле япала вӑл этем чӗри, хӗрарӑмсен чӗри пушшех те тӗлӗнтерет вара!

Вера упӑшки, Семен Васильевич Г…, Лиговская княгиньӑн катари хурӑнташӗ. Вӑл унпа юнашарах пурӑнать; Вера час-часах княгиня патӗнче пулкалать; эпӗ ӑна Лиговскаясемпе паллашма сӑмах патӑм, ҫынсем ан сисчӗр тесе княжна хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗп вара. Ҫапла майпа манӑн ӗмӗт нимӗн чухлӗ те пӑтрашмасть, хама та савӑнӑҫлӑ пулать…

Савӑнӑҫлӑ терӗм!.. Эпӗ телей шырас тапхӑртан иртнӗ ӗнтӗ, чун-чӗре хавалӗпе кама та пулин хӗрӳллӗ савас вӑхӑт урлӑ каҫнӑ ҫав; маншӑн халь хама юратаканнисем ҫеҫ пулччӑр, унта та пурте мар, ӗмӗрлӗхе пӗрре ҫывӑхланни те ҫителӗклӗ пулӗччӗ тетӗп: мӗн тӑвас, мӑнтарӑн чӗрен йӑли ҫавӑн пек-ҫке.

Ак ҫакна вара яланах ӑнкараймастӑмччӗ. Эпӗ нихҫан та савнӑ хӗрӗн чури пулман. Ытла ҫине тӑмасӑрах вӗсен кӑмӑлӗпе чӗрине хам еннелле ҫавӑрнӑ. Мӗншӗн апла иккен? Эпӗ нимӗн пирки те, нихҫан та кулянманнишӗн-ши, — вӗсем кашни минутрах мана хӑйсен аллинчен вӗҫертесрен хӑраса тӑнӑ пулӗ, е вӑл вӑйлӑ организмӑн магнитлӑ хӑвачӗ-ши? Е пӑхӑнмалли кӑмӑллӑ хӗрарӑма халиччен курма май килменнипе-ши?

Тӳррипех калас пулать, эпӗ характерлӑ хӗрарӑмсене юратмастӑпах: вӗсен ӗҫӗ-и вӑл характерлӑ пуласси!

Чӑнах та, халӗ аса илтӗм-ха акӑ: пӗррехинче, пӗррехинче ҫеҫ, эпӗ пӗр ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑма савсаттӑм та, ӑна нихҫан та вара хам еннелле ҫавӑраймарӑм… Эпир тӑшманлӑ пулса уйрӑлтӑмӑр, унпа эпӗ пилӗк ҫул каярах тӗл пулнӑ пулсан, урӑхла уйрӑлнӑ пулӑттӑмӑр-и, тен.

Вера хӗне кайнӑ, питӗ чирлӗ вӑл, анчах хӑй палӑртасшӑн мар: эпӗ унӑнне ӳслӗк чирӗ пулӗ тетӗп е ҫынна пӗтерекен сивӗ чир пуласран хӑратӑп, вӑл вырӑссем хушшинче палӑрман, пирӗн чӗлхере унӑн ячӗ те ҫук.

Эпир гротра ларнӑ чухне аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫларӗ те пире ҫур сехет ытлашширех тытса тӑчӗ. Вера хӑйне савса тӑрас пирки тупа тутармарӗ мана, хамӑр уйрӑлнӑранпа ыттисене юратмарӑн-и, тесе те ыйтмарӗ… Вӑл мана ӗлӗкхи пекех шанать; ҫавӑнпа эпӗ те ӑна улталассӑм ҫук; тӗнчере вӑл маншӑн хам улталама пултарайман пӗртен пӗр хӗрарӑм. Пӗлетӗп, эпир часах акӑ каллех уйрӑлатпӑр, тен, ӗмӗрлӗхех те пулӗ: иксӗмӗр те мӗн виличченех тӗрлӗ ҫулпа уйрӑлса кайӑпӑр, ҫапах та эпӗ ӑна ҫав тери ӑшшӑн аса илеп; эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинчен яланах каланӑ, ҫавӑнпа вӑл, хама ӗненсех каймасть пулин те, шанса тӑрать.

Акӑ уйрӑлтӑмӑр та эпир: вӑл йывӑҫ тӗмисемпе чул тусем хыҫне пытаничченех эпӗ ун хыҫҫӑн пӑхса юлтӑм. Малтанхи хут уйрӑлнӑ чухнехи пекех, чӗрем ыратас пек тапать. Мӗн тери хӗпӗртерӗм эпӗ ҫак туйӑмшӑн! Ҫамрӑклӑх каллех хӑйӗн симлӗ тӑвӑлӗсемпе таврӑнасшӑн мар-и ман патӑма, е вӑл, асӑнмалӑх, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхса, юлашки парне хӑварни ҫеҫ-и? Шухӑшлама та кулӑшла, пӑхма эпӗ халь те ача, тейӗн: питӗм шуранкарах, ҫапах вӑл таса-ха, кӗлеткем ҫепӗҫ те яштака, ҫӑра кӑтра ҫӳҫ явӑнать, куҫсем ҫунаҫҫӗ, юн вӗрет…

Киле таврӑнсан, эпӗ утӑма утлантӑм та ҫеҫен хирелле вӗҫтертӗм; йӑлттам утпа ҫӳллӗ курӑк ҫийӗн, пушӑ хирти ҫиле хирӗҫ кустарса пыма юрататӑп эпӗ, ырӑ шӑршлӑ сывлӑша антӑхса ҫӑтатӑп вара, лайӑхрах палӑракан япаласен тӗтреллӗ хӗррисене уйӑрса илес тесе, минутсерен кӑвак инҫетелле пӑхатӑп. Чӗрене мӗнле хуйхӑ пуссан та, шухӑша темӗнле инкек йывӑрлатсан та, пурте пӗр самантрах иртсе каять, чӗрем ҫӑмӑл, ӑс-пуҫ пӑшӑрханнине ҫан-ҫурӑм ӗшенни ҫӗнтерет. Кӑнтӑрти хӗвелпе хӗрелнӗ кӑтра ту тӑррине курсан, кӑвак пӗлӗте курсан е пӗр чул ту ҫинчен тепӗр чул ту ҫине сикекен юхан шыв сассине илтсен, эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен пӗтӗмпех манса каятӑп.

Хӑйсен вышкисем ҫинче анаслакан казаксем мана, пӗр нушасӑр та шухӑшсӑр ҫӳренине курсан, нимӗн калама та аптӑрарӗҫ пулӗ, тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен вӗсем мана, тумтирӗме кура, черкес вырӑнне йышӑнчӗҫ пулмалла. Чӑнах та, черкес костюмӗпе ут ҫине утлансан, нумайӑшӗ мана: эсӗ кабардинецсенчен те ытларах кабардинец пек, тетчӗҫ. Пулма та пултарать, ҫав пархатарлӑ тумпа эпӗ каснӑ-лартнӑ денди, пӗр галунӗ те ытлашши мар; хӗҫ-пӑшалӑма ытла тӗрӗлесе пӗтермен, ҫӗлӗкӗм ытла ҫӑмламас мар, ытла кӗске ҫӑмлӑ та мар; ноговицӑсемпе пушмакӑма шӑпах юрӑхлӑ тунӑ; бешметӑм шурӑ, черкескӑм йӑлтӑркка хӑмӑр. Горецсем ут ҫинче мӗнле ларса ҫӳренине пайтах сӑнанӑ эпӗ. Хам та ҫавсем пекех ӑста ҫӳренине ыттисем мухтасан, кӑмӑла уҫма ҫук вара манӑнне. Уй тӑрӑх пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳреме кичем ан пултӑр тесе, эпӗ тӑватӑ лаша тытатӑп: пӗри хам валли, виҫҫӗшне тусӑмсем валли; вӗсем ман лашасемпе хаваслансах ҫӳреҫҫӗ, анчах нихҫан та манпа пӗрле каймаҫҫӗ. Кӑнтӑрла иртни 6 сехет ҫитсен, эпӗ апат ҫиме вӑхӑт иккенне ас туса илтӗм; утӑм ӗшенсе ҫитнӗччӗ; эпӗ Пятигорскран нимӗҫ колонине каякан ҫула тухрӑм. Ку колоние шывпа сипленекенсен обществи час-часах пикнике ҫӳрет. Манӑн ҫул йывӑҫ тӗмисен хушшипе авкаланса тӑсӑлать, вӑл ҫӳллӗ курӑксен сулхӑнӗнче шыв шарласа юхакан пӗчӗк шырлансене анса хӑпарать; йӗри-тавра Бештау, Змеиная, Железная тата Кукша ту кӑвак кӳмерккисем амфитеатр пек ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ. Кунти чӗлхепе балкӑсем текен шырлансенчен пӗрне ансан, эпӗ лашама шӑварма чарӑнтӑм; ҫак хушӑра ҫул тӑрӑх шавлӑ та чаплӑ кавалькада кунталла килнине куртӑм, хӗрарӑмсем хура та кӑвак амазонкӑсемпе, каччисем вара черкессенни пек те мар, чул хуларисенни пек те мар, темле тумтир тӑхӑннӑ; малта Грушницкий Мери княжнапа пырать.

Шывпа сипленекен хӗрарӑмсем кӑнтӑр кунӗнчех халӗ те черкессем тапӑнасран шикленеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Грушницкий хӑй шинелӗ ҫинчен хӗҫ те икӗ пистолет ҫакса янӑ, ҫав паттӑрла тумпа вӑл самаях кулӑшла курӑнать. Ҫӳллӗ йывӑҫ тӗми мана вӗсенчен хупласа тӑрать; анчах ҫулҫӑ витӗр эпӗ вӗсене йӑлтах куратӑп, вӗсене пит-куҫран пӑхнипех калаҫу ытла ачаш сӑмахсемпе пынине тавҫӑрса илтӗм. Акӑ хайхисем шырлан хӗррине ҫитрӗҫ те, вӗсен сӑмахӗсен вӗҫне илтсе юлтӑм:

— Эсир ӗмӗрлӗхех Кавказра юласшӑн-и вара? — терӗ княжна.

— Мӗн иккен маншӑн Россия? — тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ Грушницкий, — вӑл ҫӗршывра пин-пин ҫын хӑйсем пуян пирки ман ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах кунта — кунта ҫак хулӑн шинель те мана сирӗнпе паллашма чӑрмантармарӗ…

— Чӑрмантарма кӑна та мар… — терӗ княжна, хӗрелсе.

Грушницкин пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ. Вӑл малалла сӑмахларӗ:

— Кунта, тискер ҫынсен пулисем айӗнче, манӑн пурнӑҫ шавлӑн та сисӗмсӗр, хӑвӑрт иртрӗ. Ман ҫине турӑ кашни ҫул пӗр хӗрарӑма пӗр хут пӑхтарсан, ун чухнехи пек пӗр хут…

Ҫав вӑхӑтра вӗсем ман тӗле ҫитрӗҫ, эпӗ лашама чӑпӑрккапа ҫапрӑм та тӗмӗ хыҫӗнчен вӗҫтерсе тухрӑм…

«Ах турӑ, черкес!..» — тесе кӑшкӑрса ячӗ княжна хӑранипе.

Вӑл тӗрӗс мар каланине пачах ӗнентерес тесе, эп ӑна кӑшт тайӑлса французла ответлерӗм:

— Ne cratgnes rien, madame, je ne suis pos plus langerouch gne votre cavalier.

Хӗр нимӗн те калаймарӗ, анчах мӗншӗн? Йӑнӑшнипе-ши е манӑн сӑмах чӑрсӑрла пек туйӑнчӗ-ши? Юлашки шухӑшӑм тӗрӗс пулнӑ пулсан юрӗччӗ. Грушницкий ман ҫине кӑмӑлсӑр пӑхса илчӗ.

Ҫӗрле, 11 сехет тӗлнелле, эпӗ бульварти ҫӑка аллейине уҫӑлса ҫӳреме тухрӑм. Хула ҫывӑратчӗ, хӑш-пӗр чӳречесенче кӑна ҫутӑсем курӑнкалатчӗҫ. Машукпа сыпӑннӑ чул тусен тӑррисем виҫӗ енчен курӑнаҫҫӗ. Машук тӑрринче хаяра систерекен шурӑ пӗлӗт выртать, уйӑх хӗвелтухӑҫӗнче хӑпарать, юрпа витӗннӗ тусем катаран кӗмӗл тӗслӗ ҫуталаҫҫӗ. Часовойсем сасӑ пани ҫӗрле юхса выртма уҫнӑ вӗри ҫӑл куҫӗсен кӗрлевӗпе хутшӑнать. Вӑхӑчӗпе урамра ут чупни те нагаец урапи чӗриклетни илтӗнет, тутарсен хурлӑхлӑ юрри янрать. Тенкел ҫине лартӑм та шухӑша кайрӑм… Тусӑмпа калаҫса, хамӑн шухӑшсене пӗлтерес килнине туятӑп эпӗ, анчах кампа калаҫас? «Мӗн тӑвать халь Вера?» — тесе шухӑшлатӑп эпӗ… Ҫак самантра ун аллине чӑмӑртамалла пулсан, эпӗ темӗн тума та хатӗрччӗ.

Сасартӑк эпӗ хӑвӑрт та тикӗс мар утнине илтетӗп… Грушницкий пулас… Чӑнах та ҫавӑ!

— Ӑҫтан?

— Лиговская княгиня ҫуртӗнчен, — терӗ вӑл питех те мӑнкӑмӑллӑн. — Мери тӗлӗнмелле юрлать иккен…

— Пӗлетӗн-и-ха? — терӗм эпӗ ӑна: — вӑл эсӗ юнкер иккенне пӗлмест, вӑл сана пӗр-пӗр айӑпшӑн офицертан кӑларнӑ ҫын вырӑнне хурать.

— Пулма та пултарнӑ! Манӑн ӗҫӗм ҫук унта!.. — терӗ вӑл сӳрӗккӗн.

— Эпӗ ӑна сӑмахран ҫеҫ калатӑп…

— Пӗлетӗн-и эсӗ ӑна паян епле кӳрентернине? Халиччен илтмен чӑрсӑрлӑх, тет ӑна вӑл; эпӗ вара, сан хутна кӗрсе, вӑл питӗ лайӑх воспитани илнӗ-ҫке, сире ним чухлӗ те кӳрентересшӗн пулмарӗ, тесе аран-аран ӗнентертӗм. Сана вӑл тем пирки тӑрӑхласа пӑхать, тет, хӑйне питӗ пысӑка хурать, тет.

— Вӑл йӑнӑшмасть вара… Эсӗ тата унӑн хутне кӗрес теместӗн-и?

— Халех ун хутне кӗме пултараймастӑп ҫав-ха… «Э-хе! — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ: — Шанчӑкӗ пур та пулас ӗнтӗ унӑн…

— Тепӗр енчен илсен, вӑл саншӑнах начар, — терӗ малалла Грушницкий; — халь сана вӗсемпе паллашма йывӑр пулать, хӗрхенетӗп сана! Чи кӑмӑллӑ ҫуртсенчен пӗри вӗт вӑл…

Эпӗ ӑшра кулса илтӗм.

— Чи кӑмӑлли вӑл халӗ маншӑн хамӑн кил, — терӗм эпӗ, анасланӑ май, унтан кайма тесе тӑтӑм.

— Кала-ха тӳррипех, эсӗ хӑвна ху ӳпкелетӗн вӗт…

— Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн! Каяс тесен, эпӗ ыран каҫхинех княгиня патӗнче пулатӑп…

— Курӑпӑр…

— Ҫитменнине тата, сана лайӑх тӑвас тесе, княжна хыҫҫӑн та ҫӳрекелӗп…

— Вӑл санпа калаҫас тет пулсан…

— Сан сӑмах ӑна йӑлӑхтарса ҫитериччен ҫеҫ кӗтсе тӑрӑп эпӗ… Сывӑ пул.

— Эпӗ ҫӳрекелетӗп-ха кӑштах, халӗ тем парсан та ҫывӑраяс ҫук ӗнтӗ… Итле-ха, каяр-ха ресторацине, унта выляҫҫӗ вӗт… маншӑн халӗ вӑйлӑ туйӑмсем кирлӗ.

— Выляса яма сӗнетӗп сана… Эпӗ киле кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех