Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Майӑн 13-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 15:48

Пуплевӗш: 134; Сӑмах: 1853

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Паян ир ман пата доктор кӗчӗ: ячӗ унӑн Вернер, анчах хӑй вӑл вырӑс. Мӗн тӗлӗнмелли пур унта? Эпӗ пӗр Иванова паллаттӑм та, хӑй вӑл нимӗҫчӗ.

Вернер пур енчен те питӗ лайӑх ҫын. Вӑл скептик, пур медиксем пекех, материалист, ҫавӑнпа пӗрлех тата поэт та, кулса мар: — ӗҫре яланах поэт, сӑмахӗпе те час-часах поэт, анчах пӗтӗм пурнӑҫӗнче те вӑл икӗ сӑвӑ та ҫырман. Вӑл этем чӗрин пӗтӗм чӗрӗ хӗлӗхӗсене виле шӑнӑрӗсене тӗпчесе пӗлнӗ пек вӗреннӗ, анчах хӑй пӗлнипе вӑл нихҫан та усӑ курма пӗлмен: ҫапла пулать-ҫке хӑш-пӗр чухне, чаплӑ анатомик та сивӗ чиртен сыватма пултараймасть! Вернер яланах хӑйӗн чирлӗ ҫыннисенчен вӑрттӑн тӑрӑхласа кулма юрататчӗ, анчах пӗрре пӗр вилекен салтак умӗнче вӑл епле куҫҫуль тӑкнине те куртӑм эпӗ… Вернер чухӑн ҫынччӗ, ҫапах миллионсем ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, анчах укҫашӑн тесен вӑл пӗр утӑм та ытлашши ярса пусас ҫукчӗ: вӑл мана пӗрре, тусӑма лайӑх тӑвиччен тӑшмана лайӑх тӑватӑп, терӗ, мӗншӗн тесен тус-пӗлӗшне лайӑх туни ырӑ ӗҫе сутни пулать, ҫав вӑхӑтра тӑшмана мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, мӗн чухлӗ ырӑ кӑтартнӑ, ҫавӑн чухлех курайманлӑх та ӳссе пырать. Вернерӑн чӗлхи усалччӗ: унӑн эпиграммине итленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ырӑ кӑмӑллӑ ҫын та тӑр-ухмах ятне илткеленӗ; унпа хирӗҫлекенсем, шывпа сиплекен кӗвӗҫ медиксем, Вернер хӑй сыватакан чирлӗ ҫыннисенчен кулса карикатурӑсем ӳкерет, тесе элек сарнӑ, — чирлӗ ҫыннисем вара ҫилленнипе пурте тенӗ пекех унран сивӗннӗ. Унӑн тусӗсем, Кавказри службӑра тӑракан чӑн-чӑн лайӑх ҫынсем, кӑлӑхах унӑн вараланнӑ ятне тасана кӑларма тӑрӑшнӑ.

Унӑн сӑн-сӑпачӗ, пӗрре пӑхнипех кӑмӑла каймасан, пыра киле кӑна пит-куҫӗнчи тӗрӗсех мар йӗрсенче пайтах хура-шур тӳснӗ, таса та хисеплӗ чуна курма вӗренсе ҫитсен тин килӗшекен пулать. Хӑш-пӗр чухне унашкал ҫынсене хӗрсем ӑнран кайичченех юратса пӑрахни те сахал пулман, вӗсен илемсӗрлӗхне чи ҫамрӑк та роза пек чипер эндимионсен илемлӗхӗпе те улӑштарман. Сума сӑвасах пулать ҫав хӗрарӑмсене: вӗсем ҫын ӑшӗнчи илемлӗхе туйма пӗлеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Вернер евӗрлӗ ҫынсем хӗрарӑмсене ҫав тери хӗрӳллӗн юратаҫҫӗ те.

Вернер лутра ҫын, ача пек хыткан та халсӑр; хӑрах ури унӑн, Байронӑнни пек, тепринчен кӗскерех; пуҫӗ унӑн, пӗвӗпе танлаштарсан, калама ҫук пысӑк пек туйӑнать: ҫӳҫне шакла кастарать, ҫавӑнпа та унӑн пуҫ шӑмми ҫинчи тикӗс мар вырӑнсем, хире-хирӗҫле уйрӑмлӑхсем темӗнле ҫыхланнипе, френолога тӗлӗнтернӗ пулӗччӗҫ. Унӑн лӑпланма пӗлмен пӗчӗк хура куҫӗсем эсир мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Тумтирне пӑхсан, вӑл, тирпейлӗхе юратса, мӗнле тӑхӑнмаллине лайӑх пӗлни курӑнать; типшӗмрех кӑна пӗчӗк аллисенче шупка сарӑ перчетке. Яланах вӑл сюртукне те, галстукне те, жилетне те хура тӗслине тӑхӑнать. Ҫамрӑксем ӑна Мефистофель тесе ят панӑ; ҫавӑншӑн вӑл ҫилленнӗ пек те пулнӑ, анчах чӑннипе каласан, ҫапла чӗнни ӑна йӑпантарнӑ та. Эпир унпа пӗрне-пӗри часах ӑнланса лайӑх юлташлантӑмӑр, мӗншӗн тесен туслашма пултараймастӑп эпӗ: икӗ тусран пӗри кирек хӑҫан та теприн чури пулать, хӑйсем акӑ, ҫавӑн чури пултӑм-ха, тенипе килӗшеҫҫӗ пулсан та: — эпӗ чура пулма пултараймастӑп, хушма ку яхӑнта халӑм ҫук, хушасси — ывӑнтаракан ӗҫ, мӗншӗн тесен унпа пӗрлех тата улталасси те пулать; питех кирлӗ пулсан, манӑн тарҫӑсем те, укҫам та пур! Акӑ эпир унпа мӗнле юлташлантӑмӑр: эпӗ Вернера С… ра йышлӑ та шавлӑ ҫамрӑксем хушшинче тӗл пулсаттӑм; калаҫу юлашкинчен философиллӗ-метафизикӑллӑ пулса кайрӗ; кам, мӗн ҫине епле пӑхни ҫинчен калаҫкалаттӑмӑр та, кашни темӗн те пӗре ӗненнине пӗлтӗмӗр.

— Эпӗ акӑ, сӑмахран, пӗр ҫак шухӑша кӑна тытатӑп… — терӗ доктор.

— Мӗнле шухӑша? — тесе ыйтрӑм эпӗ халиччен чӗнмесӗр ларакан ҫын шухӑшне пӗлес килнипе.

— Халӗ-и, ӳлӗмрен-и, пӗр-пӗр чипер кун хам вилсе каяссине ӗненетӗп.

— Эпӗ сирӗнтен пуянрах иккен, — терӗм эпӗ, — манӑн ҫав шухӑшсӑр пуҫне тепӗр шухӑш та пур: пӗр-пӗр ӗренкесӗр каҫхине тем инкеке пула ҫуралнӑ эпӗ.

Пире пурте кирлӗ мара калаҫатӑр терӗҫ, анчах вӗсенчен пӗри те эсир каланӑ сӑмахран ӑслӑраххине каламарӗҫ. Ҫав самантран вара эпир пӗр-пӗрне ушкӑнра лайӑх палласа илме пуҫларӑмӑр. Час-часах иксӗмӗр курнӑҫаттӑмӑр та пурнӑҫра пулман япаласем ҫинчен иксӗмӗр пӗрне-пӗри минретнине асӑрхичченех питӗ хӗрсе калаҫаттӑмӑр. Вара Цицерон каларӑшле, Римри авгурсем пек куҫсенчен пӑхса, эпир ахӑлтатса кула пуҫлаттӑмӑр, унтан вара каҫа лайӑх ирттернипе савӑнса, килелле каяттӑмӑр.

Вернер ман пӳлӗме кӗнӗ чухне эпӗ диван ҫинче алла пуҫ айне хурса, мачча ҫинелле пӑхса выртаттӑм. Вӑл туйине кӗтесе таянтарса хучӗ, ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ, анасларӗ те тулта ытла шӑрӑхлатни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпӗ хама шӑнасем кансӗрлеҫҫӗ терӗм те, шӑплантӑмӑр.

— Ас тӑватӑр-ха, юратнӑ доктор, — терӗм эпӗ; — ухмахсемсӗр ҫут тӗнчере те питӗ кичем пулнӑ пулӗччӗ… Пӑхӑр-ха, акӑ эпир иксӗмӗр ӑслӑ ҫынсем ӗнтӗ, пур япала ҫинчен те вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашма май пур иккенне пӗлетпӗр эпир, ҫавӑнпа тавлашмастпӑр та, эпир пӗр-пӗрин чи вӑрттӑн шухӑшӗсене пурне те пӗлсе тӑратпӑр темелле; пӗр сӑмах хускатсан та, пирӗншӗн пӗтӗм истори. Хамӑрӑн кашни туйӑмӑн тӗшне виҫӗ хутлӑ хуппи витӗр куратпӑр. Кулянмалли пирӗншӗн кулӑшла пулать, кулӑшли хуйхӑрттарать, чӑннипе каласан, эпир хамӑрсӑр пуҫне пурин ҫине те уямасӑр пӑхатпӑр. Ҫапла вара пирӗн хушшӑмӑрта сисӗмсемпе шухӑшсене улӑштарасси пулма пултараймасть: пӗр-пӗрин ҫинчен эпир питӗ лайӑх пӗлсе ҫитрӗмӗр, ытлашшине пӗлме кирлӗ те мар пире, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтересси ҫеҫ юлать. Эппин, каласа парӑр-ха мана мӗнле те пулин пӗр-пӗр ҫӗнӗ хыпар?

Чылай калаҫнипе ырса, эпӗ куҫа хупрӑм та анасларӑм. — Сирӗн урлӑ-пирлӗ сӑмахӑрта ҫапах та идейӑ пур, — терӗ вӑл пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн.

— Иккӗ! — терӗм эпӗ.

— Пӗрне эсир калӑр эппин, тепӗрне сире эпӗ калӑп.

— Юрӗ, пуҫлӑр! — терӗм эпӗ, мачча ҫине ҫав-ҫавах пӑхнӑ май ӑшра кулкаласа.

— Сирӗн ӗнтӗ сим шывпа чӗрӗлме килнисем ҫинчен пӗлес килет, ҫавӑнпа та эпӗ эсир камшӑн ҫапла тӑрӑшнине сисетӗп те, унта сирӗн ҫинчен ыйтса пӗлекенсем те пулчӗҫ.

— Доктор! Пирӗн нимӗн те калаҫма юрамасть: эпир пӗр-пӗрин ӑшӗнче мӗн пуррине вуласах пӗлетпӗр.

— Халӗ тата тепри…

— Тепӗр идейи ҫакӑн пек: манӑн сире итлес килетчӗ. Итлени ывӑнтарсах каймасть вӑл, тепӗр тесен. Тата калаҫман чух ытлашшине нимӗн те каласа ямастӑн; виҫҫӗмӗшӗнчен, урӑх ҫыннӑн вӑрттӑн шухӑшне пӗлме пулать; тӑваттӑмӗшӗнчен, сирӗн пек ӑслӑ ҫынсем итлекенсене калаҫакансенчен ытларах юратаҫҫӗ. Халӗ ӗҫ пирки калаҫӑпӑр; Лиговская княгиньӑ мӗн каласа пачӗ сире ман ҫинчен?

— Вӑлах тесе шутлатӑр-и?.. Хӗрӗ мар-и?

— Вӑлах тетӗп, иккӗленместӗп те.

— Мӗншӗн апла?

— Мӗншӗн тесен хӗрӗ Грушницкий ҫинчен ҫеҫ ыйтса пӗлет.

— Эсир калама ҫук чухлатӑр. Княжна ҫав салтак шинельне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫынна дуэльшӗн айӑпласа салтаксен ретне куҫарнӑ пулӗ, тесе шутлать.

— Эсир унӑн йӑнӑш шухӑшне тӳрлетмерӗр пулсан.

— Паллах, тӳрлетмерӗм.

— Пуҫламӑшӗ пур! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ хӗпӗртенипе. — Ку мыскара мӗнле пӗтесси пирки эпир тӑрӑшса пӑхӑпӑр. Ӑраскалӑм хама кичем ан пултӑр тесе тӑрӑшать те-ха.

— Малтанах туйса тӑратӑп, акӑ, эсир Грушницкие тапӑнма шут тытнине, — терӗ доктор.

— Малалла калӑр, доктор…

— Княгиньӑ сире паллатӑп, терӗ. Эсир вӑл ҫынна Петер6ургра ӑҫта та пулин курнӑ пулӗ, — терӗм эпӗ ана… Ятӑра та пӗлтертӗм сирӗнне… вӑл пӗлнӗ иккен сан ятна. Сирӗн историйӗр унта пысӑк шав тунӑ пулас… Княгиньӑ сирӗн хӑтланӑвӑрсем ҫинчен каласа пачӗ, ӗнтӗ вӑл пур элексем ҫумне хӑйӗн шухӑшӗсене тӗ хушрӗ пулӗ… Хӗрӗ пикенсех итлерӗ. Унӑн туйӑмӗнче эсир ҫӗнӗлле ҫырнӑ романӑн геройӗ пулса тӑтӑр… Княгиня йӑнӑшнине пӗле тӑркачӑ ӑна хирӗҫ пымарӑм эпӗ.

— Ытла та ӑслӑ-ҫке эсӗ, тусӑм! — терӗм ӑна эпӗ, аллӑма тӑсса.

Доктор ман алла чӗререн чӑмӑртарӗ те малалла калама пуҫларӗ:
— Кӑмӑлӑр пулсан, эпӗ сире паллаштарӑп…

— Хӑтарӑр паллашасран! — терӗм эпӗ, алӑсемпе хӑлаҫланса, — геройсене паллаштараҫҫӗ-и вара? Вӗсем хӑйсем юратас ҫынсене тӳрӗ вилӗмрен ҫӑлса ҫеҫ паллашаҫҫӗ, урӑхла пулмалла та мар…

— Эсир чӑнах та княжна хыҫҫӑн сӗтӗрӗнес тетӗр-и вара?

— Ҫук, ун ҫинчен ан та шухӑшлӑр!.. Доктор, тинех савӑнатӑп акӑ: эсир мана ӑнланаймарӑр-ха!.. Ку мана кӑштах йывӑра та илтерет те-ха, доктор, —терӗм эпӗ малалла самант хушши нимӗн чӗнмен хыҫҫӑн, — эпӗ хамӑн вӑрттӑн шухӑша нихҫан та хам уҫса памастӑп, вӗсене ҫынсем хӑйсем тавҫӑрса илнине калама ҫук юрататӑп, мӗншӗн тесен кирлӗ чухне вара эпӗ вӗсен умӗнче яланах тунма пултаратӑп. Халь ӗнтӗ.. эсир мана амӑшӗпе хӗрӗ сӑнарне сӑрласа парӑр. Мӗнле ҫынсем вӗсем?

— Амӑшӗ пӗр 45 ҫулсене ҫитнӗскер. — терӗ Вернер, — унӑн вар-хырӑмӗ лайӑх ӗҫлет, юнӗ пӑсӑлнӑ вара; пит ҫӑмартийӗсем ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем пур. Юлашки ҫурма пурнӑҫне вӑл Мускавра ирттернӗ те канлӗхре ытла хулӑнланса кайнӑ. Вӑл илӗртекен анекдотсене юратать, пӳлӗмре хӗрӗ ҫук пулсан, хӑй те хӑш-пӗр чухне вырӑнлӑ мар ӗҫсем ҫинчен кала-кала кӑтартать. Вӑл мана хӗрӗ кӑвакарчӑн пек айӑпсӑрри ҫинчен те пӗлтерчӗ. Ӗҫӗм те ҫук та-ха ун пирки… ан пӑшӑрхан, тесшӗнччӗ ӑна эпӗ, ун ҫинчен никама та каламӑп, тесшӗнччӗ. Амӑшӗ ревматизмран чӗрӗлет, хӗрӗ мӗнрен сывалнине мурӗ пӗлет-и? Эпӗ вӗсене иккӗшне те кунне икӗ стакан кӳкӗрт шывӗ ӗҫтермелле турӑм, эрнере икӗ хутчен шыв хушнӑ ваннӑра ҫӑвӑнма хушрӑм. Княгиня ҫынна хушкалама хӑнӑхман пулас; хӗрӗн ӑс-хакӑлне те пултарассине хисеплесе пӑхать, хӗрӗ Байрона акӑлчанла вуланӑ, алгебра та пӗлет: Мускаври хӗрсем вӗренме туртӑнаҫҫӗ иккен ку чухне, лайӑх та-ҫке, чӑнах! Пирӗн арҫынсем питӗ кӑмӑллах мар, кӑмӑлне каяс-ха тесе тӑрӑшни вара ӑслӑ хӗр-арӑмшӑн килӗшӳсӗр. Амӑшӗ ҫамрӑк ҫынсене питӗ юратать; хӗрӗ вӗсене ним вырӑнне хуман пек пӑхать: Мускав йӑли. Вӗсем Мускавра 40 ҫулхи вичкӗн ҫынсене ҫеҫ итлесе пурӑнаҫҫӗ.

— Эсир Мускавра пулнӑ-и, доктор?

— Пулнӑ, эпӗ унта кӑштах ӗҫлесе пӑхнӑ.

— Малалла калӑр.

— Ӗнтӗ йӑлтах каласа пӗтертӗм пулмалла… Э! акӑ тата: княжна юрату ҫинчен, сисӗм-туйӑм ҫинчен калаҫма юратать пулас. Вӑл пӗр хӗл хушши Петербургра пурӑннӑ, хули килӗшмен вара ӑна, ҫыннисем те килӗшмен: ахӑртнех ӑна унта сиввӗн йышӑннӑ пулӗ.

— Эсир паян никама та курмарӑр-и вӗсем патӗнче?

— Епле курмарӑм пулать? Куртӑм, пӗр адъютант пурччӗ унта, пӗр хӑюсӑртарах гвардеец та тата пӗр ҫак кунсенче ҫеҫ килнӗ темӗнле хӗрарӑм, княҫӗ енчен килекен тӑванӗ пулас, питӗ чиперскер хӑй, анчах ытла хӗне кайнӑ пулмалла… Эсир пусӑ патӗнче ӑна куртӑр та пулӗ? Вӑтам пӳ-силлӗ вӑл, сарӑ кӑна, чечен пит-куҫлӑ ҫын, сӑнӗ ӳслӗк чирӗпе аптранӑ ҫыннӑнни пек, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинче пӗчӗкҫӗ кӑна тур палли пур: унӑн пит-куҫӗ мана тӗлӗнсе каймалла кӗрнеклӗн курӑнчӗ.

— Тур палли тетӗн! — мӑкӑртатрӑм эпӗ шӑл витӗр. — Чӑнах та-и?

Доктор ман ҫине пӑхрӗ те, аллине ман чӗре ҫумне хурса, хаваслӑн: —эсир паллатӑр ӑна! — тесе пӗлтерчӗ. — Чӗрӳ яланхинчен вӑйлӑрах тапнӑн туйӑнчӗ.

— Халӗ сирӗн те хӗпӗртеме черет ҫитрӗ! — терӗм эпӗ, — ӗнтӗ сирӗн ҫине кӑшт шанатӑп; эсир мана улталас ҫук. Эпӗ ҫав хӗрарӑма курман-ха, анчах эсир каланӑ тӑрӑх, хам ӗлӗк, юратса тӑнӑ пӗр хӗрарӑм пулӗ тесе сӗметлетӗп. Эсир ӑна ман ҫинчен пӗр сӑмах та ан калӑр: енчен вӑл мӗн те пули, ыйтса пӗлес пулсан, ман ҫинчен эсир ырӑ ятпа ан асӑнӑр.

— Юрать те пулӗ, — терӗ Вернер, хулпуҫҫине пӑркаласа.

Вӑл тухса кайсан, чӗреме калама ҫук пысӑк хуйхӑ пусрӗ. Шӑпамӑр ҫапла пире каллех Кавказра пӗрлештерет-ши, е мана курас тесе ятне кунта килнӗ-ши вӑл?..

Эппин мӗнле тӗл пулӑпӑр-ха тата?.. Ҫавах-ши вӑл, чӑнах?.. Туйса тӑни улталакан марччӗ мана. Тахҫан пулса иртни тӗнчере урӑх никама та мана пӑхӑнтарнӑ пек пӑхӑнтармасть пулӗ. Иртнӗ куляну е хаваслӑх ҫинчен асӑнтарни ман чӗрене ыраттарсах хавшатать те ҫав ыратса тухнӑ сассах янратать…

Анкӑ-минкӗлле ҫуралнӑ иккен эпӗ: нимӗн те манмастӑп-ҫке, нимӗн те!

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ултӑ сехет тӗлнелле эпӗ бульвара тухрӑм: унта пӗр ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Княгиня хӗрӗпе тенкел ҫинче ларатчӗ, вӗсем тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем пӗрне-пӗри пӳлсе, савӑнса калаҫатчӗҫ. Эпӗ, вӗсенчен кӑшт аяккарах пӑрӑнса, тепӗр тенкел ҫине пырса лартӑм, палланӑ Д… офицерсене иккӗшне те чарса тӑтӑм та вӗсене темӗн ҫинчен каласа патӑм; эпӗ калани ытла кулӑшла пулчӗ пулас та, вӗсем ӑнран каясса ҫити ахӑлтатма тытӑнчӗҫ. Часах княжна патӗнчен те хӑш-пӗрисем мана итлес тесе пычӗҫ; пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хайхискерсем пурте ман ушкӑна хутшӑнчӗҫ. Эпӗ чарӑна пӗлмесӗр каласа кӑтартатӑп: анекдотсем манӑн ӑнран каймалла ӑслӑ тухаҫҫӗ, эпӗ хамӑр умран иртсе каяканне пӗр тӑрӑхланисем чӑтса тӑма ҫук хаяр пулаҫҫӗ… Пухӑннӑ халӑха ҫапла хӗвел аничченех хаваслантартӑм. — Княжна амӑшӗпе алла-аллӑн тытӑнса ман умран темиҫе хут та иртсе кайрӗ, вӗсемпе пӗрле пӗр пӗчӗк ухсах старик ҫӳрет; хӗрӗ ман ҫине темиҫе хутчен те кӳреннӗ пек пӑхкаласа илчӗ: хӑйне ҫапах та мана асӑрхаман пек тытасшӑн пулчӗ…

— Мӗн каласа пачӗ вара вӑл сире? — тесе ыйтрӗ вӑл, лайӑх мар пуласран вӗсем патне калле ҫаврӑннӑ пӗр ҫамрӑк ҫынран, — пӗр-пӗр интереслӗ истори пулӗ ӗнтӗ, вӑрҫӑри хӑйӗн паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартать пулӗ-ха?.. — Ҫакна вара илтӗнмеллех каларӗ вӑл, мана тӗртесшӗнччӗ пулӗ те… «А-ха! — тесе шутларӑм эпӗ, — ҫилленмеллипех ҫиллентӗн иккен эсӗ, савнӑ хӗрӗм; тӑхтӑр-ха, вӑл кӑна пулӗ-и ӳлӗмрен!»

Грушницкий ӑна тискер кайӑк пек сӑнаса ҫӳрет, куҫне те илмест унран: мӗн те пулин хурсах тавлашатӑп, вӑл хӑйне княгиньӑпа паллаштарӑр тесе ыранах камран та пулин ыйтать ӗнтӗ. Лешӗ хапӑл тусах йышӑнӗ, кичем мар-им вара ӑна?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех