Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Юлашкинчен калани

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.20 13:58

Пуплевӗш: 242; Сӑмах: 3015

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Орёл патӗнчи ҫапӑҫу хӑйӗн ҫӗнтерӳллӗ вӗҫӗ патнелле ҫывхарса пынӑ кунсенче, ҫурҫӗр енчен наступлени тӑвакан полксем Красногорск тӑвӗ ҫинчен ҫунакан хулана куратпӑр тесе пӗлтернӗ чух, Брянск фрончӗн штабне ҫав районта ҫапӑҫакан гвардейски истребительнӑй полк юлашки тӑхӑр кун хушшинче тӑшманӑн хӗрӗх ҫичӗ самолётне ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫак ҫапӑҫусенче вӗсем хӑйсем пилӗк машина тата виҫӗ ҫын ҫеҫ ҫухатнӑ, мӗншӗн тесен ҫапса антарнӑ пирӗн лётчиксенчен иккӗшӗ парашютсемпе сиксе, хӑйсен полкне ҫуран таврӑннӑ. Хӗрлӗ Ҫар ҫак тӑвӑллӑ наступление туса пынӑ кунсенче те кун пек сахал ҫухатупах пысӑк ҫӗнтерӳ туни пит те тӗлӗнмелле пулнӑ. Лётчик-гвардеецсен чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен «Правда» хаҫата ҫырас шутпа, эпӗ связной самолётпа ҫав полка вӗҫсе кайрӑм.

Полк аэродромӗ ял ҫӗрӗн кӗтӳ ҫӳретмелли ахаль ҫеремӗ ҫинчех вырнаҫнӑччӗ, ун ҫинчи тӗмескесемпе каюра чавса кӑларнӑ тӑпра куписене ҫеҫ кӑшт-кашт каскаласа тикӗслеткеленӗччӗ. Самолётсем, карӑк чӗпписем пек, ҫамрӑк хурӑн вӑрманӗ хӗрринче пытанса тӑратчӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, ку ӗнтӗ тӑвӑллӑ вӑрҫӑ кунӗсенчи хирти нумай аэродромсенчен пӗри пулнӑ.

Эпир ун ҫине каҫаллапа, полк хӑйӗн ҫав тери хӗрӳллӗ ҫапӑҫу кунне вӗҫленӗ вӑхӑтра анса лартӑмӑр. Орёл патӗнче нимӗҫсем сывлӑшра уйрӑмӑнах «активлӑ» пулнӑ. Ҫак кун истребительсен пӗтӗмпе ҫичӗ боевой вӗҫев тума тур килнӗ. Уйрӑм звеносем саккӑрмӗш вӗҫеврен хӗвел аннӑ вӑхӑтра тин таврӑнчӗҫ. Полк командирӗ, пӗчӗк те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ ҫын, тӳррӗнех: паян эпӗ ҫыхӑнуллӑн нимӗн те каласа пама пултараймастӑп, паян ултӑ сехетренпех аэродром ҫинче ирттертӗм, виҫӗ хутчен сывлӑша хам та хӑпартӑм, халӗ ура ҫинче аран тӑратӑп, терӗ. Ытти командирсен те вӑл кун журналистсемпе калаҫас кӑмӑл пулман. Эпӗ манӑн ыранччен юлмалла пулассине ӑнлантӑм, тата каялла таврӑнма та вӑхӑт ҫукчӗ ӗнтӗ. Хӗвел, хӑйӗн ҫуттин ылтӑн пайӑркисене хурӑн тӑррисем ҫине сапса, вӗсем хыҫнелле анма пуҫланӑччӗ.

Ҫӗр ҫине юлашки машинӑсем ана-ана ларчӗҫ.

Чӑн юлашкинчен виҫҫӗмӗш эскадрилья командирӗн самолёчӗ вӗҫсе килчӗ. Кабинӑн витӗр курӑнакан колпакӗ уҫӑлчӗ те, чи малтан унтан ылтӑн монограммӑсем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ хура пысӑк туя вӑркӑнса тухса курӑк ҫине ӳкрӗ. Унтан хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, сарлака питлӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын вӑйлӑ та ҫирӗп аллисемпе хирӗнсе ҫӗкленчӗ, кӗлеткине борт урлӑ вӑшт кӑна ҫӗклесе каҫарчӗ те самолёт ҫунатти ҫине тӑчӗ, вара йывӑррӑн хускалса ҫӗре анчӗ. Тахӑшӗ мана: ҫак ҫын вӑл — полкри чи маттур лётчик, терӗ. Вӑхӑта сая ярас мар тесе, эпӗ халех унпа калаҫма шут турӑм. Питӗ лайӑх астӑватӑп: ҫак ҫын хуп-хура та ҫивӗч, цыган куҫӗсем евӗрлӗ куҫсемпе ман ҫине тӳррӗн пӑхса (унӑн куҫӗсенче ачалла сатурлӑхпа нумай тӳссе ирттернӗ ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ пӗрлешсе тӑни палӑрчӗ), кула-кула ҫапла каларӗ мана:

— Хӗрхенсемӗрччӗ! Чӑнахах та ураран ӳкетӗп. Ултӑ боевой вӗҫев пулчӗ паян. Хӑлхасем кашлаҫҫӗ… Эсир ҫинӗ-и? Ҫук-и? Ну, аван эппин. Атьӑр столовӑя, пӗрле апатланӑпӑр. Пирӗн кашни персе антарнӑ самолётшӑн икҫӗр грамшар эрех параҫҫӗ. Мана паян тӑватҫӗр грамм, тивмелле. Шӑпах иксӗмӗре те ҫитет. Кайрӑмӑр-и? Ытах тӳсӗм ҫук пулсан, сӗтел хушшинче калаҫӑпӑр.

Эпӗ килӗшрӗм. Ытла та кӑмӑла кайрӗ мана ҫак уҫӑ сӑнлӑ, хаваслӑ ҫын. Эпир тӳррӗн, лётчиксем вӑрман урлӑ хывнӑ сукмакпа кайрӑмӑр. Эпӗ халь ҫеҫ палланӑ ҫын хӑвӑрт утса пычӗ, хӑш чух вӑл хура ҫырла татма, шурӑрах-хӗрлӗ кӗтмел сапакисене ывҫи ҫине сӑтӑрса илме пӗшкӗнчӗ ҫеҫ, ҫырлисене вара ҫавӑнтах ҫӑварне ывӑта-ывӑта ҫирӗ. Вӑл паян питӗ ывӑннӑ пулмалла, мӗншӗн тесен йывӑррӑн утса пычӗ. Анчах хӑйӗн тӗлӗнмелле туйи ҫине тайӑнмарӗ. Туйи унӑн алли ҫинче, чавса тӗлӗнче ҫакӑнса пычӗ, ӑна вӑл тӗл пулакан шӑна кӑмписене ҫапма е хӗрлӗрех тӑрӑллӑ курӑксене ҫапса хуҫма ҫеҫ тыткаларӗ. Ҫырма урлӑ каҫса чӑнкӑ тӑвайккинелле хӑпарнӑ чух, лётчик ерипен, йывӑҫ тӗмӗсенчен тыткаласа кӑна улӑхрӗ.

Ҫапах та, столовӑйне ҫитсен, унӑн ывӑнни хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Вӑл чӳрече умне ларчӗ, — кунтан хӗвел хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе анни курӑнчӗ. Ку ӗнтӗ, лётчиксем асӑрханӑ тӑрӑх, ыран ҫил пуласса пӗлтерет. Лётчик ҫавӑнтах пӗр пысӑк кружкӑпа шыв ӗҫсе ячӗ. Ҫиессе вӑл тӑрӑшса, нумай, ҫирӗп шӑлӗсемпе така какайне шатӑртаттарса, шавлӑн ҫирӗ. Сӗтел урлӑ юлташӗсемпе шӳтлесе илчӗ, манран Мускаври ҫӗнӗ хыпарсене ыйтса пӗлчӗ, литературӑри ҫӗнӗ япаласемпе, Мускаври театрсенчи постановкӑсемпе интересленчӗ, хӑй унта пӗрре те пулманшӑн шеллесе илчӗ. Эпир виҫҫӗмӗшне — хура ҫырла кӗселне ҫисе ярсан (кунта ӑна темшӗн «тӑвӑл пӗлӗчӗ» тесе ят панӑ), вӑл манран:
— Эсир ӑҫта ҫӗр выртатӑр?
Ниҫта та мар-и? — тесе ыйтрӗ. — Ну, питӗ аван эппин, ман ҫӗрпӳртре выртма пултаратӑр, — терӗ те вӑл, пӗр саманта тӗксӗмленсе илсе, шала кайнӑ сасӑпа малалла ҫапла ӑнлантарчӗ: — Манӑн кӳршӗ паян заданирен таврӑнмарӗ. Ҫакна пула вырӑн пур. Сармаллисем тупӑпӑр. Атьӑр…

Вӑл ҫынсене юратакан, ҫӗнӗ ҫынсемпе калаҫма, вӗсенчен ҫӗнӗ хыпарсем ыйтса пӗлме тӑрӑшакан этем пулнӑ пулас. Эпӗ унпа пӗрле кайма килӗшрӗм. Часах эпир унпа иксӗмӗр пӗр ҫырмана пырса кӗтӗмӗр, — унӑн икӗ енӗпе те, тӗрлӗ йывӑҫсем хушшинче, ҫӗрпӳртсем алтса тултарнӑччӗ.

Гильзӑран тунӑ лампа — «сталинградка», йӑсӑрланса, ҫӗрпӳртре ҫутатсан, эпӗ унӑн ӑшчикӗ самаях аслӑ пулнине тата унта тирпейлӗх пулнине асӑрхарӑм. Тӑм стенасем ҫумӗнче — икӗ вырӑн, вӗсем ҫине плащ-палаткӑсем ӑшне таса утӑ тултарса тӳшексем туса хунӑ. Кӗтессенче ҫулҫи шанман хурӑн тураттисем тӑраҫҫӗ. «Ырӑ шӑршӑ валли ку», терӗ вӗсем пирки лётчик. Вырӑнсем тӗлӗнче, стена ӑшӗнче, пысӑках мар шӑтӑксем алтнӑ, унта, хаҫатсем ҫинче, кӗнекесем, пит ҫумалли тата хырӑнмалли хатӗрсем выртаҫҫӗ. Пӗр вырӑнӗн пуҫӗнче витӗр курӑнакан плексигласран эрешлесе тунӑ рамкӑсем ӑшне кӳртсе лартнӑ икӗ фотографи курӑнать. Фронтра лӑпкӑ пулнӑ кунсенче ун пек рамкӑсене тӑшман самолечӗсен татӑк-хуҫӑкӗсенчен полкри ӑстаҫӑсем нумай тӑватчӗҫ. Сӗтел ҫинче хупахпа витнӗ салтак котелокӗ ларать, унта тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмла ҫырли тултарнӑ. Хӑмла ҫырлинчен хурӑн тураттисенчен, урайне сарнӑ утӑпа чӑрӑш тураттисенчен ҫав тери кӑмӑллӑ, чуна хавхалантаракан ҫӑра шӑршӑ тухса тӑчӗ, ҫӗрпӳртре шӑмшакка кантармалла нӳрлӗх пулчӗ, ҫырмара шӑрчӑксем ыйхӑ килмелле янратса чӗриклетрӗҫ, ҫавӑнпа та эпир хамӑр пуҫланӑ калаҫӑва та, ҫиме тытӑннӑ хӑмла ҫырлине те ирччен хӑварас, тесе шут турӑмӑр.

Лётчик ҫӗрпӳртрен тухрӗ. Кӗҫех вӑл шӑл тасатма тытӑнни, унтан шавлӑн тулхӑрса, хӑйне сивӗ шывпа сапса ҫӑвӑнни илтӗнчӗ. Унтан вӑл паян пӗртте ывӑнман ҫын пек пулса савӑнӑҫлӑн таврӑнчӗ, унӑн ҫӳҫӗпе куҫхаршийӗсем ҫинче шыв тумламӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара лампӑна сӳнтерчӗ те саланма тытӑнчӗ. Урайне темскер кӗмсӗртетсе ӳкрӗ. Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та хама хам ӗненмерӗм; вӑл хӑйӗн урисене урайне пӑрахнӑ иккен. Урасӑр лётчик! Лётчик-истребитель! Паян кӑна ултӑ боевой вӗҫев тунӑ, тӑшманӑн икӗ самолётне ҫапса антарнӑ лётчик! Ку мана ҫав тери тӗлӗнтерчӗ.

Анчах унӑн урисем — тӗрӗсрех каласан, ҫарти пушмаксене тӑхӑнтартнӑ протезсем — урайӗнче выртрӗҫ. Вӗҫӗсем койка айнелле пулнӑччӗ те, вӗсем унтан пытаннӑ ҫын урисем пек курӑнчӗҫ. Эпӗ тӗлӗнсе пӑхнине лётчик асӑрхарӗ пулмалла. Вӑл мана хирӗҫ пӑхса, кӑшт чеереххӗн те кӑмӑллӑн кулса ыйтрӗ:

— Неушлӗ малтанах асӑрхамарӑр эсир?

— Пуҫа та кӗмен ун пек шухӑш.

— Питӗ аван! Тавтапуҫ сире! Анчах тӗлӗнетӗп — мӗнле вара сире никам та каласа кӑтартман? Мӗнле-ха вӗсем ҫӗнӗ ҫынна — ҫитменнине «Правда» хаҫатран килнӗ ҫынна, ҫакӑн пек тӗлӗнмелле япала ҫинчен каласа памасӑр ирттерсе янӑ?

— Анчах та ку — нихҫан пулман япала вӗт! Ку вӑл — ҫав тери пысӑк подвиг-ҫке! Урасӑр ҫын истребитель ҫинче ҫапӑҫать! Эп пӗлнӗ тӑрӑх, авиаци историйӗнче куй пекки нихҫан та пулман.

Летчик хаваслӑн шӑхӑрса илчӗ:

— Ну, авиаци историйӗ… Вӑл нумай япаласене пӗлмен, анчах ҫак вӑрҫӑра совет лётчикӗсенчен пӗлчӗ. Анчах мӗн лайӑххи пур-ха эпӗ урасӑр вӗҫнинче? Ӗненӗр, — эп хамӑн урасемпе вӗҫнӗ пулсан — кӑмӑллӑрах пулмалла. Анчах, мӗн тӑвас ӗнтӗ! Ҫапла пулса тухрӗ те-ха… — Лётчик ассӑн сывласа илчӗ. — Тепӗр тесен, тӗрӗссипе каласан, авиаци историйӗнче кун пек тӗслӗхсем пулнӑ.

Планшетне уҫса пӗр хушӑ шырасан, вӑл унтан ҫӗтӗлсе пӗтме пуҫланӑ, целофан листи ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ журнал страницине туртса кӑларчӗ. Унта хӑрах урасӑр вӗҫнӗ поручик Валериан Карпович ҫинчен ҫырнӑччӗ.

— Ҫапах та, унӑн пӗр ури пулнӑ-ҫке? Тата — вӑл истребитель мар.

— Анчах та эпӗ уншӑн совет лётчикӗ. Эсир мана: мухтанать, тесе ан шутлӑр, кусем — ман сӑмахсем мар. Ку сӑмахсене мана пӗррехинче питӗ лайӑх, чӑн-чӑн ҫын каларӗ. — Лётчик уйрӑмӑнах «чӑн-чӑн» сӑмаха пӑт татса каларӗ. — Халь вилнӗ вӑл…

Лётчикӑн ҫирӗп вӑй-халлӑхне кӑтартакан сарлака сӑн-пичӗ ҫинче ачаш та лӑпкӑ хурлӑх палӑрса илчӗ, куҫӗсем ӑшшӑн та уҫҫӑн йӑлтӑртатрӗҫ, сӑнӗ тӳрех пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланса кайрӗ, вӑл ҫамрӑк йӗкӗт пекех пулса тӑчӗ. Эпӗ вара хама малтанах вӑтам ҫулсене ҫитнӗ пек туйӑннӑ лётчик пӗр ҫирӗм виҫҫе те тин ҫитейнине ӑнлантӑм.

— Манран ку ӗҫ хӑҫан, мӗнле пулни ҫинчен ыйтма тытӑннине юратмастӑп эпӗ… Анчах халӗ пӗтӗмпех аса килсе кайрӗ… Эсир маншӑн — палламан ҫын, ыран акӑ сывпуллашатпӑр та, урӑх нихҫан та тӗл пулаймастпӑр пулӗ тен… Кӑмӑлӑр пулсан, хамӑн урасемпе пулнӑ историе каласа парам-и сире?

Вӑл койка ҫине тӑрса ларчӗ те, одеялне янахӗ таранах, туртса хӑпартса, каласа пама тытӑнчӗ. Вӑл юнашар ҫын пурри ҫинчен манса кайса, хӑй тӗллӗн калаҫса ларнӑ пек калаҫрӗ, анчах унӑн калавӗ интереслӗ, илемлӗ пулчӗ. Вӑл ӑсла ҫын пулни, пурне те лайӑх астуни, унӑн кӑмӑлӗ ҫав тери аван пулни сисӗнчӗ. Питех те интереслӗ, нихҫан та пулман, тен урӑх нихҫан та пӗлеес ҫук япала ҫинчен илтессине ӑнланса, эпӗ сӗтел ҫинче выртакан шкул тетрадьне илтӗм те унӑн калавне тӳрех ҫырса пыма тытӑнтӑм.

Вӑрман ҫийӗпе каҫ хуллен шуса пычӗ. Сӗтел ҫинче гильзӑран тунӑ лампа майӗпе ҫӑтӑртатса, чӑйлатса ҫунса ларчӗ. Каҫхи асӑрханма пӗлмен нумай лӗпӗшсем лампа ҫулӑмӗнче кӑвак ҫунаттисене ҫунтарса ярса, ун тавра йӑваланса выртрӗҫ. Малтанах каҫхи лӑпкӑ ҫил пирӗн пата купӑс хуллен нӑйлатнине илсе ҫитерчӗ. Унтан купӑс шӑпланчӗ те, вӑрманти каҫхи сасӑсем — тӑмана хыттӑн кӑшкӑрни, инҫетре ӳхӗ йынӑшни, юнашар шурлӑхри шапасем кваклатни тата шӑрчӑксем чӗриклетни ҫеҫ илтӗнекен пулчӗҫ, вӗсем хушшинчех лётчикӑн лӑпкӑ сасси вӑраххӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Ҫак ҫыннӑн тӗлӗнмелле калавӗ мана ҫав тери интереслентерсе ячӗ, эпӗ вӑл каланисене епле те пулсан тӗплӗнрех ҫырса пыма тӑрӑшрӑм. Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм. Алексей Мересьев хӑйӗн калавне вӑл нимӗҫсен «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадринчи виҫӗ самолета ҫапса антарнӑ куна ҫитиччен, ҫавна пула хӑйне каллех ыттисемпе пӗр тан лётчик тесе шутлама тытӑнни патне илсе ҫитерчӗ.

— Эх, нумай калаҫрӑмӑр эпир сирӗнпе, анчах ирхине манӑн каллех вӗҫмелле, — тесе чарчӗ вӑл калавне. — Йӑлӑхтармарӑм-и эпӗ сире? Халӗ ҫывӑрар ӗнтӗ.

— Ну, Ольӑпа ӗҫ мӗнле пулчӗ? Мӗнле ответ пачӗ вӑл сире? — тесе ыйтрӑм та эпӗ, ҫавӑнтах хама аван мар пек пулчӗ:  — Каҫарӑр, тен ку ыйту сирӗншӗн кӑмӑллах мар пулӗ, апла пулсан ответ ан парӑр.

— Ҫук, мӗншӗн апла пултӑр! — кулса илчӗ вӑл, — Эпир унпа иксӗмӗр те чудаксем пулнӑ. Вӑл пӗтӗмпех пӗлнӗ иккен. Манӑн тусӑм, Андрей Дегтяренко, — эп сире ун ҫинчен каласа патӑм-ха, — ун патне тӳрех ҫырса янӑ иккен: малтан — катастрофа пулни ҫинчен, унтан — ман урасене татни ҫинчен. Анчах Оля, эпӗ ҫакна хӑйӗнчен пытарса усранине курса, мана ун ҫинчен каласа пама йывӑр пулӗ тесе шутланӑ та, пӗрмаях хӑй ним те пӗлмен пек пулса пурӑннӑ. Вара эпир пӗр-пӗрине ахалех улталаса пурӑннӑ пек пулса тухрӗ. Ун ҫине пӑхса илес кӑмӑлӑр пур-и сирӗн?

Лётчик лампа хӑюне кӑштах ҫӗклесе ытларах ҫутатакан турӗ те, ӑна хӑй пуҫ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑракан, плексигласран тунӑ рамкӑсенчи фотографисем патне илсе пычӗ. Пӗрин ҫинче, килте ӳкернӗ, сарӑхнипе палӑрми пула пуҫланӑ карточка ҫинче, ҫуллахи чечеклӗ ҫаран ҫинче ним ҫинчен шухӑшламасӑр, кӑмӑллӑн кулса ларакан хӗре аран уйӑрса илме май килчӗ. Тепӗр карточки ҫинче ҫав хӗрех, кӗҫӗн техник-лейтенант формине тӑхӑннӑскер, тӳррӗн те ӑслан пӑхса тӑрать. Вӑл, ҫав тери пӗчӗккӗ пулнӑран, ҫар форми тӑхӑннӑ ӳссе ҫитеймен илемлӗ арҫын ача пек ҫеҫ курӑнать. Анчах унӑн куҫӗсем ывӑнчӑклӑн курӑннипе, ачанни пек мар, витӗмлӗн пӑхса тараҫҫӗ.

— Кӑмӑла каять-и вӑл сире?

— Пит те кӑмӑла каять! — чунтанах ответ патӑм эпӗ.

— Мана та, — кӑмӑллӑн кулса илчӗ вӑл.

— Ну, Стручков мӗнле, ӑҫта вӑл халь?

— Пӗлместӗп. Унӑн юлашки ҫыруне эпӗ хӗлле, Великие Луки патӗнчен илнӗччӗ.

— А леш танкист тата… мӗн ятлӑччӗ-ха ҫав?

— Гриша Гвоздев-и? Вӑл халь майор. Прохоровка патӗнчи паллӑ ҫапӑҫура, унтан «Курская дуга»-ри танковӑй прорыва тунӑ ҫӗрте пулнӑ. Эпир вӗсем ҫийӗнче пӗлӗте тасатса пытӑмӑр. Пӗр ҫӗртех ҫапӑҫнӑ, анчах пӗр-пӗрине тӗл пулаймарӑмӑр. Танксен полкӗн командирӗ вӑл. Халь ҫине, темшӗн, шарламарӗ-ха. Ну, ку вӑл — нимех те мар, сывӑ пулсан тупӑнатех. Мӗншӗн сывӑ пулас мар-ха пирӗн? Ну, ҫывӑрас, ҫывӑрас: тул ҫутӑлать ӗнтӗ.

Вӑл лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ. Ҫӗрпӳрте ирхи ҫутӑ кӗме пуҫланипе, тӗттӗмех те пулмарӗ. Вӑрӑмтунасем йӑлӑхтармалла нӑйлатаҫҫӗ, — ҫак вӑрманти этем пурӑнмалли ҫуртра пӗр ҫавсем ҫеҫ кансӗрлесе тӑчӗҫ.

— Манӑн сирӗн ҫинчен «Правдӑна» ҫырас килет, — терем эпӗ.

— Мӗнех вара, ҫырӑр, — ытлашши хавасланмасӑртарах килӗшрӗ лётчик, унтан ыйхӑллӑ сасӑпа хушса хучӗ:  — Тен, ҫырма кирлӗ те мар пулӗ? Геббельс аллине лексен — тытӑнать вара янрама: ҫапла та капла, вырӑссен урасӑррисем ҫапӑҫаҫҫӗ… Фашистсем — ун пек сӑмахсене вӗҫтерме ӑста…

Тепӗр самантран вӑл тутлӑн хӑрлаттарса ҫывӑрчӗ. Анчах эпӗ ҫывӑрма пултараймарӑм. Ҫак ҫын ӑнсӑртран хай ҫинчен каласа пани мана ҫав тери тӗлӗнтерчӗ. Геройӗ хӑй ҫакӑнтах, юнашарах ҫывӑрман пулсан, унӑн протезӗсем те урайӗнче выртман, пуҫланакан кун ҫутинче курӑнман пулсан, ҫак пӗтӗм истори юмах пек туйӑнма пултарнӑ…

… Ҫавӑнтанпа вара эпӗ Алексей Мересьева тӗл пулаймарӑм, анчах та ҫарти пурнӑҫ таҫта илсе ҫитерсен те, эпӗ ҫав лётчикӑн тӗлӗнмелле историне Орёл патӗнчех ҫырса хунӑ икӗ шкул тетрадьне хампа пӗрлех илсе ҫӳрерӗм. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, лӑпкӑрах кунсенче, унтан вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ирӗке кӑларнӑ Европӑри ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳренӗ чух та эпӗ ун ҫинчен калав ҫырма миҫе хут лартӑм пулӗ, анчах кашнинчех ӗҫе чарса лартрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫырни унӑн пурнӑҫӗн тӗссӗр мӗлки пек ҫеҫ пулса тухатчӗ!

Анчах унтан эпӗ Нюрнбергра, Пӗтӗм тӗнчери Ҫар Трибуналӗн ларӑвӗнче пултӑм. Герман Геринга допрос тӑвасси вӗҫленсе пыратчӗ. Документсем уҫҫӑн кӑтартса пани умӗнче каялла чакма тытӑннӑскер, Совет Союзӗн айӑплаканӗ панӑ ыйтусемпе стена ҫумне хӗсӗнсе ларнӑскер, «Германин иккӗмӗш наци» ирӗксӗрех, шӑл витӗр, манӑн Тӑван ҫӗршывӑн вӗҫӗмсӗр анлӑ хирӗсенчи ҫапӑҫусенче, Хӗрлӗ Ҫар хыттӑн пыра-пыра ҫапнипе фашизмӑн унччен никама парӑнман темӗн пысӑкӑш ҫарӗ мӗнле арканса пыни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшса, Геринг хӑйӗн кӑвак тӗслӗ тӗксӗм куҫӗсене пӗлӗтелле ҫӗклерӗ те: мӗн тӑвас, турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ ӗнтӗ! — тесе хучӗ.

— Эсир Совет Союзӗ ҫине хурахла ултавлӑн тапӑннипе кайран Германие хӑйне аркатса тӑкрӗҫ, — ку вӑл сирӗн пысӑкран та пысӑк преступлени туни пулчӗ, эсир ҫакна йышӑнатӑр-и? — тесе ыйтрӗ Герингран совет айӑплаканӗ Роман Руденко.

— Ку вӑл — преступлени мар, ку — ҫав тери пысӑк йӑнӑш туни пулчӗ, — мӑкӑртатса илчӗ Геринг, салхуллӑн ҫӗрелле пӑхса. — Эпӗ хамӑр тӗплӗн шухӑшламасӑр, ӗҫе васкаса тунине ҫеҫ йышӑнма пултаратӑп. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрчӗ: эпир нумай япаласем ҫинчен пӗлмен, нумай япаласем ҫинчен пӗлме те, чухлама та пултарайман. Пуринчен ытла, эпир совет вырӑс ҫыннисене пӗлмен тата вӗсене ӑнланайман. Вӗсем пирӗншӗн пӗлмелле мар, ӑнланмалла мар пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех пулса юлаҫҫӗ. Нимӗнле чи лайӑх агентура та Советсен чӑн-чӑн вӑрҫӑ потенциалне, вӗсен хӑватне палӑртма пултараймасть. Эпӗ тупӑсен, самолётсемпе танксен хисепӗ ҫинчен каламастӑп. Ӑна эпир, пӗтӗмӗшпе илсен, пӗлнӗ. Эпӗ промышленноҫӑн хӑвачӗ ҫинчен тата вӑл вырӑнтан вырӑна хӑвӑрт куҫса кайма пултарни ҫинчен те каламастӑп. Эпӗ ҫынсем ҫинчен калатӑп, — вырӑс ҫынни вӑл ытти ҫӗршыв ҫыннишӗн яланах ӑнланмалла мар пулнӑ. Ӑна Наполеон та ӑнланман. Эпир Наполеон тунӑ йӑнӑша ҫех тепӗр хут туса хутӑмӑр, — терӗ вӑл.

Эпир «ӑнланмалла мар вырӑс ҫынни ҫинчен», пирен Тӑван ҫӗршывӑн «пӗлмелле мар вӑрҫӑ потенциале» ҫинчен пирӗн тӑшман ирӗксӗрех «пӗтӗм чӗререн» каласа панине илтсе мӑнкӑмӑллантӑмӑр. Совет ҫынни вӑрҫӑ кунӗсенче хӑйӗн пултарулӑхӗпе, талантлӑхӗпе, паттӑрлӑхӗпе тата хастарлӑхӗпе пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерчӗ. Пур йышши герингсемшӗн те вӑл чӑнах та ӑнланмалла мар ҫын пулса тӑнине ӗненме пулать. Социализмла ҫӗршывра ҫитӗннӗ ҫынӑн чунӗпе хӑватне вӗсем, нимӗҫсем «хуҫасен расси» пулни ҫинчен калакан мӗскӗн «теорие» шухӑшласа кӑларакансем, ӑҫтан ӑнланма пултарччӑр-ха ӗнтӗ!

Ҫавӑн чух мана сасартӑк Алексей Мересьев аса килчӗ. Унӑн манӑҫа кайма пуҫланӑ сӑнарӗ ҫавӑнта, юманпа витсе якатнӑ залра, манӑн ума ҫав тери уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ. Вара манӑн ҫакӑнтах, Нюрнберграх, фашизм сӑпки пулнӑ хуларах, халех Кейтель ҫарӗсене ҫӗмӗрнӗ, Герингӑн сывлӑшри флотне аркатса тӑкнӑ, Редер карапӗсене тинӗс тӗпне пытарнӑ, хӑватлӑн пыра-пыра ҫапнипе Гитлерӑн хурахла государствине ишсе тӑкнӑ нумай миллионлӑ совет ҫыннисенчен пӗрин ҫинчен каласа парас килчӗ.

Сарӑ хуплашкаллӑ шкул тетрачӗсем манпа пӗрле Нюрнбергах пынӑччӗ. Трибунал ларӑвӗнчен таврӑнсан, эпӗ ҫав ҫырса хунӑ тетрадьсене пӑхса тухрӑм та, Алексей Мересьев ҫинчен тӗплӗн, тӗрӗссӗн каласа парас тесе, ҫӗнӗрен ӗҫлеме лартӑм.

Вӑл хӑй каласа панисенчен нумайӑшне эпӗ ҫырса пыма ӗлкӗрейменччӗ. Тата тӑватӑ ҫул хушшинче вӗсенчен нумайӑшне манса та кайнӑччӗ. Алексей Мересьев, хӑй ҫинчен калама юратман пирки, ун чух нумайӑшне каласа памасӑр та хӑварнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерменнисене ман хамӑн шутласа тавҫӑрмалла пулчӗ, хамран ҫырса хушмалла килчӗ. Вӑхӑт чылай иртнине пула, унӑн ӑшӑ кӑмӑлпа уҫӑмлӑн каласа кӑтартнӑ тусӗсен сӑнарӗсем те манӑн асӑмран сирӗлнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӗсен сӑн-сӑпачӗсене ҫӗнӗрен тумалла пулчӗ. Пур вак япаласене те тӗрӗссипех астуса тӑма ҫуккипе, эпӗ герой хушаматне кӑштах улӑштартӑм тата унпа пӗрле пулса, ӑна йывӑр пурнӑҫӗнче геройла ӗҫсем тума пулӑшнӑ ҫынсене те урӑх ятсем патӑм. Ҫав ҫынсем ҫак кӗнекере каланисенчен хӑйсене палласа илсен, мана уншӑн ан кӳренччӗр.

Кӗнекене эпӗ: «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть», тесе ят патӑм, мӗншӗн тесен Алексей Мересьев чӑн-чӑн совет ҫынни пулса тӑрать, — вӑл ҫынна Герман Геринг нихҫан та ӑнланман, хӑйӗн намӑсла вилӗмӗ ҫитичченех ӑнланайман; истори урокӗсене манма пӑхакансем, Наполеонпа Гитлер тума тӑнисене хӑйсен ӑшӗнче халӗ те тепӗр хут тума вӑрттӑн ӗмӗтленсе пурӑнакансем вӑл ҫынна ҫак таранчченех ӑнланаймаҫҫӗ.

Ҫак чӑн-чӑн совет ҫынни ҫинчен калакан повесть ҫавӑн пек ҫуралчӗ.

Ҫак кӗнекене ҫырса пӗтерсе пичете пама хатӗрлесен, пичетличчен малтан ман ӑна повеҫӗн теп геройне кӑтартассӑм килчӗ. Анчах та вӑл маншӑн фронтри вӗҫӗмсӗр вӑрӑм та кукӑр-мӑкӑр ҫулсем хушшинче ҫухалчӗ, иксӗмӗрпе те туслӑ пулнӑ лётчиксем те, официальнӑй документсем те мана Алексей Петрович Маресьева тупма пулӑшаймарӗҫ.

Повӗҫе ӗнтӗ «Октябрь» журналта пичетлерӗҫ, Мускавра радио тӑрӑх вуларӗҫ, — ҫав кунсенче, пӗр ирхине ман хваттерте сасартӑк телефон шӑнкӑртатрӗ.

— Ман сирӗнпе тӗл пулас килетчӗ, — илтӗнчӗ трубкӑра кӑштах хӑйӑлтатакан, хӑюллӑ сасӑ. Вӑл мана хам палланӑ сасӑ пек туйӑнчӗ, анчах вӑл кам сасси иккенне эпӗ маннӑ пулнӑ ӗнтӗ.

— Кампа калаҫатӑп вара эпӗ?

— Гварди майорӗ Алексей Маресьевпа.

Тепӗр темиҫе сехетрен вӑл, питӗ вӑр-вар ҫаврӑнкалакан, савӑнӑҫлӑскер, хӑйӗн упа утти пек утӑпа, кӑштах енчен енне сулкаланса, ман хваттере пырса кӗчӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тӑватӑ ҫул ӑна пӗртте улӑштарман, темелле.

— Эпӗ ӗнер килте философи историне вуласа ларатӑп, радио калаҫать, анчах эпӗ, кенеке вуланипе, ӑна итлеместӗп. Сасартӑк ман пата пӑлханса кайнӑ анне пычӗ те, приемник ҫине кӑтартса: «Итле-ха, ывӑлӑм, сан ҫинчен вӗт ку», терӗ. Итлерӗм те — чӑнах, ман ҫинчен: манпа мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен вулаҫҫӗ. Тӗлӗнсех кайрӑм: кам ҫырма пултарнӑ куна? Кун ҫинчен эпӗ никама та каласа паман-ҫке. Унтан сасартӑк эпир Орёл патӗнче тӗл пулни, эпӗ сире ҫӗрпӳртре ҫӗрӗпех каласа кӑтартса, ҫывӑрма паманни аса килчӗ… Епле-ха капла, ку тахҫанах пулнӑ-ҫке, унтанпа пилӗк ҫула яхӑн иртнӗ… Анчах сыпӑка вуласа пӗтерчӗҫ, автор ятне каларӗҫ те, эпӗ сире шыраса тупас, терӗм…

Ҫаксене вӑл пӗтӗмпех пӗр тӑрук, кӑшт именнӗ пекрех кулса каларӗ.

Пӗр-пӗрине нумайранпа курман ҫар ҫыннисем тӗл пулсан яланах асаилӳсем пуҫланаҫҫӗ. Эпир те ҫавӑн пекех калаҫса лартӑмӑр — ҫапӑҫусем ҫинчен, хамӑр палланӑ офицерсем ҫинчен калаҫрӑмӑр, ҫӗнтерӳччен пурӑнса ҫитерейменнисене ырӑ сӑмахпа асӑнтӑмӑр. Хӑй ҫинчен Алексей Петрович малтанхи пекех тытӑнарах калаҫрӗ. Эпир тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл нумай та ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫнӑ. Хӑйсен гвардейски полкӗпе пӗрле вӑл 1943–1945 ҫулсенчи ҫапӑҫусен ҫулӗпе тӑршшӗпех тухнӑ. Эпир тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Орёл патӗнче тӑшманӑн виҫӗ самолётне ҫапса антарнӑ, унтан, Прибалтикӑшӑн ҫапӑҫнӑ ҫӗрте пулса, тата икӗ машина ҫапса антарнӑ. Пӗр сӑмахпа, ҫапӑҫура ҫухатнӑ урисемшӗн вӑл нимӗҫсене питӗ лайӑх тавӑрнӑ. Правительство ӑна Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Алексей Петрович хӑйӗн килти ӗҫӗсем ҫинчен те каласа пачӗ. Ку енчен илсен, эпӗ кӗнекене савӑнӑҫлӑн вӗҫлеме хавас. Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑй юратнӑ хӗре качча илнӗ, вӗсен Виктор ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ. Камышинран Мускава, Маресьевсем патне, ватӑ амӑшӗ куҫса пынӑ, вӑл халӗ вӗсемпе пӗрле пурӑнать, хӑйӗн ачисемшӗн савӑнать, чи пӗчӗк Маресьева пӑхать. Халӗ ҫак телейлӗ ҫемье Мускавра пурӑнать, малтанхи пекех тӑрӑшса ӗҫлет, ҫапӑҫу панӑ ырлӑхсемпе усӑ курать, мӗншӗн тесен вӗсен ҫемйинчи ҫынсем пурте хӑйсен вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫӗнтерӳшӗн ӗҫленӗ.

Ҫапла вара, Алексей Маресьев — Чӑн-чӑн Совет Ҫынни ҫинчен ют ҫӗршывра ҫырма пуҫланӑ повеҫе пурнӑҫ хӑех Мускавра ҫырса пӗтерчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех