Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.08.27 15:54

Пуплевӗш: 202; Сӑмах: 2163

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эх, хӗрӗмҫӗм, эсӗ, сарӑ хӗр!

Качча ан тух эсӗ ҫамрӑкла;
Ыйт, хӗр, эсӗ аҫунтан та,
Ыйт-ха эсӗ аннӳнтен,
Аҫунтан та аннӳнтен,
Тӑван-хурӑнташунтан;
Пух-ха, сар хӗр, ӑс-тӑнна,
Ӑс-тӑнна та приданна.

Xалӑх юрри.

Манран лайӑххи тупсан, мана манӑн,
Манран начарри лексен, аса илӗн.

Xалӑх юрринченех.

Куҫӑмсене уҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ чылай вӑхӑт хушши хама мӗн пулнине ӑнланса илеймесӗр выртрӑм. Эпӗ кровать ҫинче, ют горницӑра выртатӑп тата питех те вӑй ҫуккине туятӑп. Ман умра Савельич тӑрать, аллисенче унӑн — ҫурта. Тахшин питӗ ерипен ман кӑкӑр ҫинчи тата хулпуҫҫи тавралли ҫыхӑсене йӗркелет. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех шухӑшӑмсем тӑрӑлса ҫитме пуҫларӗҫ. Хамӑр ҫапӑҫнине аса илтӗм, ҫавӑнтах вара хам суранланнӑ иккенне те тавҫӑрса илтӗм. Ҫак самантра алӑк сасси чӗриклетрӗ.

— Ну, мӗнле? — терӗ шӑппӑн пӗр сасӑ, мана вӑл чӗтрентерсе ячӗ.

— Ҫавӑн пекех-ха, ӑна кӗреймесӗрех выртать. Пиллӗкмӗш тавлӑка кайрӗ ӗнтӗ ҫапла, — тесе ответлерӗ Савельич, ассӑн сывласа илсе. Эпӗ ҫаврӑнасшӑн пултӑм, анчах пултараймарӑм.

— Ӑҫта эпӗ? Кам кунта? — терӗм эпӗ аран-аран. Марья Ивановна ман кровать патне пычӗ те ман ҫинелле пуҫне чикрӗ.

— Мӗнле? Хӑвна ху мӗнле пек туятӑн? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Тав турра, — терӗм эпӗ питӗ вӑйсӑр сасӑпа. — Эсир-им, Марья Ивановна? Калӑр-ха мана… — малалла калама вӑйӑм ҫитеймерӗ те, эпӗ калаҫма чарӑнтӑм. Савельич ахлатса илчӗ, унӑн пичӗ ҫинче савӑнӑҫ вылянса кайрӗ.

— Ӑна кӗчӗ! ӑна кӗчӗ! — терӗ вӑл темиҫе хутчен. — Мухтав сана, ҫӳлти турӑ! Ну, батюшка Петр Андреич! Питӗ хытӑ хӑратрӑн эсӗ мана. Ҫӑмӑл тетне? Пиллӗкмӗш тавлӑк вӗт!..

Марья Ивановна ӑна пӳлчӗ.

— Савельич, унпа эсӗ нумай ан калаҫ. Халӗ вӑл питех те вӑйсӑр-ха, — терӗ. Хӑй пӳлӗмрен тухрӗ те алӑка ерипен хупрӗ. Шухӑшсем пӑтранаҫҫӗ. Эпӗ, апла, комендант ҫуртӗнче иккен. Ман патӑма Марья Ивановна кӗрсе тухрӗ. Савельичран кӑштах ыйтса пӗлес тенӗччӗ эпӗ, анчах старик ҫӑвар та уҫмарӗ, хӑлхисене хупларӗ. Эпӗ, тарӑхса куҫа хупрӑм та, часах ҫывӑрса та кайнӑ.

Вӑрансанах Савельича чӗнтӗм, анчах ун вырӑнне хам умӑмра Марья Ивановна курӑнса кайрӗ; унӑн ангел сасси пек сасси мана саламлать. Ҫав самантрах хама мӗнле тутлӑ, аван сисӗм-туйӑмсем ҫавӑрса илнине ниепле каласа пама та пултараймастӑп. Эпӗ унӑн аллине тытса тутасем патне илсе пытӑм, ӑна ӳкӗнӗҫ куҫҫулӗпе йӗпетсе пӗтертӗм. Маша аллине калла туртса илмерӗ… Сасартӑк акӑ унӑн чечен тути ман питҫӑмартине пырса перӗнчӗ те, эпӗ вӑл хӗрӳллӗн те чӗррӗн чуптуса илнине туйрӑм. Пӗтӗм шӑмшакӑм тӑрӑх вут-хӗм чупса кайрӗ.

— Ытарайми ырӑ Марья Ивановна, пулсамччӗ эсӗ ман арӑмӑм, ман телейӗм пулма килӗш, — терӗм эпӗ. Вӑл хӑйне ун пек тыткалама килӗшменнине туйса илчӗ курӑнать.

— Тархасшӑн лӑпланӑр, — терӗ вӑл, аллине ман алӑмран ерипен туртса илсе. — Сирӗншӗн хӑрушлӑх иртмен халӗ суран уҫӑлма пултарать. Хӑвӑра маншӑн та пулин усрама тӑрӑшӑр.

Ҫак сӑмахсене каларӗ те тухрӗ. Ҫав тери хаваслантарса хӑварчӗ вӑл мана. Телей ҫӗклентерсе илчӗ. Вӑл манӑн пулать: Вӑл мана юратать! Ҫак шухӑш пӗтӗм пурнӑҫӑма тултарса лартрӗ.

Ҫак вӑхӑтран вара эпӗ, сехетрен сехете тенӗ пек, сывалса пытӑм. Мана полкри цырульник эмеллесе тӑчӗ, мӗншӗн тесен крепӑҫре урӑх лекарь ҫук; ку лекарь, тавах турра, хӑйне ӑслӑ вырӑнне хурса тем те пӗр хӑтланса пӗтермерӗ. Хам ҫамрӑкки тата вырӑнти пурнӑҫ та мана хӑвӑртрах сывалма пулӑшрӗҫ. Комендантӑн пӗтӗм ҫемьи маншӑн тӑрӑшнӑ. Марья Ивановна ман патӑмран кайманпа пӗрех. Паллах ӗнтӗ, эпӗ хайхи сӑмаха хускатса малалла тӗплӗреххӗн калаҫса татӑласшӑн пултӑм. Марья Ивановна эпӗ каланине ытлараххӑн чӑтса итлесе ларчӗ. Вӑл, нимӗн курнӑҫланкаласа тӑмасӑрах, хӑй мана чӗререн кӑмӑллани ҫинчен тата ашшӗ-амӑшӗ те унӑн телейне хӗпӗртесех йышӑнма кирли ҫинчен тӳрех каласа пачӗ. Унтан: «Анчах лайӑхрах шухӑшласа пӑх-ха, хӑвӑн тӑванусем мӗн калӗҫ, вӗсем енчен чару ҫук-и?» — терӗ.

Эпӗ шухӑша кайрӑм. Аннен ҫемҫе кӑмӑлӗ пирки пӗр иккӗленсе тӑмалли те ҫук; анчах та атте кӑмӑлӗпе унӑн шухӑшӗ-йӗркисене пӗлсе тӑнӑ май, манӑн юрату ӑна хускатма пултараяс ҫуккине сисетӗп, ӑна вӑл ҫамрӑк ҫыннӑн ӑсӗ выляни вырӑнне ҫеҫ хумалла. Марья Ивановнӑна эпӗ ҫакӑн ҫинчен нимӗн пытармасӑр, тӗрӗссипех, каласа патӑм; хам ҫавах та атте патне ҫыру ҫырса, ӑна мӗн пултарнӑ таран лайӑхрах, илемлӗрех сӑмахсемпе ҫырса пӗлтерсе пиллӗх ыйтрӑм. Ку ҫырӑва ҫавӑнтах Марья Ивановнӑна та кӑтартрӑм. Вӑл ӑна — лайӑх, ӗнентермелле те чӗре патне пымалла ҫырнӑ, тесе пахаларӗ; ҫыру хӑй ӗҫне тӑвасси енӗпе иккӗленмелли ҫуккине шанса, вӑл хӑйӗн чечен чӗрине пӗтӗм ҫамрӑклӑхпа, юрату шанчӑкӗсемпе тапма ирӗк пачӗ.

Швабринпа эпӗ хам сывалнӑ хыҫҫӑн малтанхи кунсенчех килӗштертӗм. Иван Кузмич мана ятласа ҫапла каларӗ: «Эх, Петр Андреич! ҫакӑншӑн сана арӗслесе хупса лартма кирлӗччӗ те, анчах эсӗ ахаль те ӗнтӗ наказани илтӗн. А Алексей Иваныч, акӑ, халӗ те манӑн тырӑ кӗлетӗнче, хурал аллинче ларать, унӑн хӗҫне илсе Василиса Егоровна ҫӑрапах питӗрсе хунӑ. Шухӑшласа пӑхтӑр лайӑхрах та ӳкӗнтӗр».

Ҫавтери телейлӗ пулнипе ман чӗремре ун пек курайманлӑха усрасси-тӑвасси юлмарӗ те темелле. Эпӗ Швабрина ирӗке кӑларма ыйта пуҫларӑм. Ырӑ старик, паллах, арӑмӗпе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, Швабрина ирӗке кӑларассипе килӗшрӗ. Швабрин ман патӑма пычӗ; вӑл хамӑр хушӑра пулса иртни пирки питех те кулянчӗ; пӗтӗмпех эпӗ хам айӑплӑ пулнӑ кунта, тесе, йышӑнчӗ те пулса иртнӗ ӗҫсене манма ыйтрӗ. Эпӗ хам ҫын ҫине ҫилленсе пурӑнакан этем маррипе, хамӑр хушӑри хирӗҫӗве те, вӑл мана суранланине те пӗтӗмпех чӗререн каҫартӑм. Унӑн элекӗсенче эпӗ хӑйне юратакан ҫыннӑн кӑмӑлне кӳрентернинчен тата юратнӑ хӗре пӑрахнипе тарӑхнинчен килнӗ вӗчӗхӳ пулнине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа та хамӑн мӗскӗн соперникӑма эпӗ ырӑ кӑмӑллӑнах каҫартӑм.

Часах эпӗ, сывалса ҫитсе, хамӑн хваттере куҫрӑм. Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп. Василиса Егоровнӑпа тата унӑн упӑшкипе те сӑмахласа пӑхман-ха; ҫапах та эпӗ хӗрне качча пама ыйтни вӗсене тӗлӗнтерес ҫук пек. Эпӗ те, Марья Ивановна та вӗсенчен хамӑр шухӑшӑмӑрсене пытарма тӑрӑшман, ҫакна пула эпир вӗсем пирӗнпе килӗшессе малтанах шанса тӑнӑ.

Пӗрре ирхине Савельич ман пата ҫыру илсе кӗчӗ. Эпӗ вӑл ҫырӑва чӗтрекен алӑпа ярса тытрӑм. Адресне атте хӑй аллипе ҫырнӑ. Ку мана тӳрех темле, ытти чухнехинчен пысӑкрах хыпар пӗлтерессе кӗтсе илме хатӗрлентерчӗ, мӗншӗн тесессӗн ку таранччен ҫырусене яланах анне ҫыраканччӗ, атте юлашкинчен ҫеҫ пӗр-икӗ йӗрке хушса хураканччӗ. Чылайччен эпӗ пакета уҫмасӑр, пакечӗ ҫине чаплӑн: «Оренбург кӗпӗрнинчи Белогорск крепӑҫне, ывӑлӑма Петр Андреевич Гринева», тесе ҫырнине темиҫе хутчен вуласа тухрӑм. Почеркӗ тӑрӑхах хамӑн ку ҫырӑва атте мӗнле кӑмӑлпа ҫырнине пӗлес килет; юлашкинчен ҫырӑва уҫрӑм та вулама тытӑнтӑм. Малтанхи йӗркесенченех пӗтӗм ӗҫ хӑямата кайнине туйса илтӗм. Акӑ мӗн тенӗ вӑл ҫырура:

Петр ывӑлӑм!

Санӑн ҫыруна, эсӗ Миронов хӗрне Марья Ивановнӑна качча илме пирӗнтен ирӗк тата пиллӗх ыйтса ҫырнӑскерне, ҫак уйӑхӑн 15-мӗш кунӗнче илтӗмӗр, сана хам енчен пиллеме тата ирӗк пама шутламастӑп та ҫеҫ мар, тата сан патна ҫаврӑнса ҫитсе, ҫавӑн пек иртӗхнӗшӗн сана, офицер чинӗнче тӑратӑн пулин те, ачана ӑса кӗртнӗ пекех вӗрентес тетӗп; мӗншӗн тесессӗн эсӗ, сана, хӑвӑн пек пуҫтахсемпе дуэльсем тума мар, тӑван ҫӗршыва сыхлама панӑ хӗҫе ҫакса ҫӳреме тивӗҫлӗ маррине кӑтартрӑн. Сана Белогорск крепӑҫӗнчен ӑҫта та пулин аяккараха, санӑн ухмахлӑху сӗвӗрӗлсе иртсе каймалла ҫӗре яма ыйтса, халех Андрей Карлович патне ҫыру ҫыратӑп. Аннӳ авӑ, эсӗ ҫапӑҫса суранланни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, хуйхӑпа ураран ӳкрӗ те халӗ выртмаллипех выртать. Мӗн пулӗ-ши санран? Сана турӑ тӳрлетӗ тесе унӑн аслӑ ырлӑхӗ ҫине шанма хӑяймастӑп пулин те, эсӗ юсанассишӗн турра кӗлтӑватӑп.

Санӑн аҫу А. Г.

Ку ҫыру манӑнне тӗрлӗрен туйӑм-шухӑшсене хускатса ячӗ. Атте пӗр тытӑнса тӑмасӑр ҫырнӑ хаяр сӑмахсем мана хытӑ кӳрентерчӗҫ. Марья Ивановна ятне нимӗн уямасӑр асӑнни мана ниме тивӗҫсӗррӗн, ҫавӑн пекех тата тӗрӗсмаррӑн туйӑнчӗ. Белогорск крепӑҫӗнчен куҫарттарас тенӗ шухӑш ҫавтери хӑратса пӑрахрӗ мана, анчах анне чирлесе ӳкни ҫннчен пӗлни татах та хытӑ кӳрентерчӗ. Эпӗ Савельич ҫине тарӑхса ҫитрӗм, мӗншӗн тесен аттесем ман дуэль ҫинчен никамран та мар, ҫавӑн урлӑ ҫеҫ пӗлнӗ, тетӗп пӗр иккӗленмесӗрех. Пӗчӗк пӳлӗмре калла-малла уткаласа ҫӳрене чух, эпӗ унӑн умне пырса тӑтӑм та ун ҫине хаяррӑн пӑхса илтӗм.

— Сан пирки суранланса, кӗҫ-вӗҫ тупӑка каяс пек уйӑхӗпех выртни сана ҫителӗклӗ пулмарӗ пулас, эсӗ манӑн аннеме те пӗтерес терӗн пулмалла? — терӗм.

Савельич аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи пекех хытса тӑчӗ.

— Ҫырлахсам, сударь, — терӗ вӑл, йӗрсе ярас патне ҫитсе. — Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ?

Ман пирки суранланнӑ, тетӗн. Суранушӑн эпӗ айӑплӑ! Турӑ курса тӑрать акӑ, сана Алексей Иваныч хӗҫӗнчен хӳтӗлес тесе, чупса пырсаттӑм эпӗ! Мур илесшӗ ватӑлӑхӗ кансӗрлерӗ мар-и. Ара, мӗн турӑм-ха тата санӑн аннӳне эпӗ?

— Мӗн турӑм, тетӗн-и? — хиретӗп хайхискерне. — Кам хушрӗ сана ман ҫинчен доноссем ҫырма? Сана шпион туса янӑ-им манпа пӗрле? —тетӗп.

— Эпӗ-и? Эпӗ сан ҫинчен донос ҫырнӑ-и? — куҫҫулӗсем тухрӗҫ Савельичӑн. — Ҫӳлти атте туррӑм! Вуласа пӑх-ха акӑ мӗн ҫырать ман пата барин, ун хыҫҫӑн вара эпӗ сан ҫинчен мӗнле доноссем ҫырнине куратӑн, — терӗ те ҫавӑнтах кӑсьерен ҫыру туртса кӑларчӗ. Ака мӗн вуларӑм эпӗ:

Намӑс мар-и сана, ватӑ йытӑ, эсӗ, эпӗ хытарласа янисене пӑхӑнмасӑр, мана ывӑлӑм Петр Андреич ҫинчен пӗлтермерӗн. Унӑн йӗркесӗрлӗхӗсем ҫинчен ют ҫынсем пӗлтермелле пулнӑ. Хӑвна хушнӑ ӗҫе тата улпутун ирӗкне ҫавнашкал пӑхӑнса туса пыратӑн-и-ха эсӗ? Кӑтартӑп эпӗ сана, ватӑ йытта! Тӗрӗссипе пӗлтерсе тӑманшӑн тата ҫамрӑка йӗркесӗр ӗҫӗсенче пулӑшса пынӑшӑн, сана сысна кӗтӗвӗ пӑхма яратӑп. Ҫак ҫырӑва илсенех, сана тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса пӗлтерме хушатӑп: сывлӑхӗ мӗнле халӗ унӑн, халӗ мана вӑл сывалнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ; суранӗ хӑш вырӑнта, ӑна лайӑх эмеллерӗҫ-и?

Паллах ӗнтӗ, Савельич пирки иккӗленмелли те юлмарӗ, вӑл чӑннипех калать. Ахалех эпӗ ӑна шанмасӑр ӳпкелешсе кӳрентертӗм. Каҫару ыйтрӑм эпӗ унран, анчах старике йӑпатма ҫук.

— Акӑ мӗн курмалла пулчӗ пурнӑҫра, — тет старик. — Акӑ епле ырлӑхсем илме тивӗҫлӗ пултӑм эпӗ хам улпутӑмсенчен. Ватӑ йытӑ та эпӗ, сысна кӗтӳҫи те, тата сан суранун сӑлтавҫи те эпех иккен! Ҫук, батюшка Петр Андреич. Эпӗ мар, пуриншӗн те мусье эсрелӗ айӑплӑ: ҫав сана тимӗр патаксемпе (вертелосемпе) тӗккелешме те урасемпе тапӑлтатса илме вӗрентрӗ; тӗккелешнипе те тапӑртатнипе усал этемрен хӑтӑлатӑн имӗш! Тупнӑ мусьесем тытса, укҫа тӑккалама, — ӳпкелешет старик.

Анчах та эпӗ хама мӗнле тыткалани ҫинчен аттене кам пӗлтернӗ пулать-ха? Генерал, тес? Анчах вӑл ман ҫинчен питех шухӑшласа чӑрманас та ҫук пек туйӑнать; Иван Кузмичӗ эпӗ ҫапӑҫни ҫинчен рапортсем пама кирлӗ тесе шутламарӗ. Никам ҫине те кала пӗлмесӗр аптӑрарӑм. Эпӗ Швабрин ҫинче чарӑнса тӑтӑм, ҫавна шанмастӑп. Ман ҫинчен элеклесе пӗлтересси пӗр уншӑн ҫеҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен, ҫак майпа пуҫланма пултаракан тӗпчев тӑрӑх, вӑл мана крепӑҫрен пӑрса, комендант ҫемьинчен уйӑрасшӑн. Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех каласа пама Марья Ивановна патне кайрӑм. Вӑл мана крыльцара тӗл пулчӗ.

— Мӗн пулнӑ вара сире, питех те шурса кайнӑ-ҫке? — терӗ вӑл, мана курсанах.

— Пӗтӗмпех пӗтрӗ! — терӗм те эпӗ, ӑна атте ҫыруне кӑларса патӑм. Вӑл та ҫавӑнтах шурса кайрӗ. Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ӑна вӑл чӗтӗрекен аллисемпе мана калла тыттарчӗ те чӗтӗрекен сассипе калама тытӑнчӗ:

— Мана телей пӳрмен пулӗ… Сирӗн тӑванӑрсем мана хӑйсен ҫемьине йышӑнасшӑн мар. Турӑ ирӗкӗ пултӑр ӗнтӗ! Пире мӗн кирлине турӑ пирӗнтен лайӑхрах пӗлсе тӑрать пулӗ, ним тума та ҫук, Петр Андреич; эсир те пулин телейлӗ пулӑр…

— Ун пек пулма пултараймасть! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, ӑна аллинчен тытса; — эсӗ мана юрататӑн; эпӗ тем тума та хатӗр. Апла, аҫу-аннӳ ури умне ӳксе йӑлӑнар. Вӗсем простой ҫынсем, мӑнкӑмӑллӑ та хытӑ чӗреллӗ ҫынсем мар. Вӗсем пире пиллеҫҫӗ; венчете кӗрӗпӗр… Кайран унта, пурӑна киле, эпӗ шанатӑп, аттене тархасласа ҫавӑратпӑр; анне пирӗн майлӑ пуласси паллах, атте пире каҫарӗ…

— Ҫук, Петр Андреич, аҫу-аннӳ пиллӗхӗсӗр эпӗ сана качча тухмастӑп. Вӗсен пиллӗхӗсӗр эсӗ телейлӗ пулас ҫук. Турӑ ирӗкне пӑхӑнар. Турӑ ҫырнине тупсассӑн, урӑххине юратсассӑн — телейлӗ пулӑн, Петр Андреич; а эпӗ вара сирӗншӗн, иксӗршӗн те… — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах йӗрсе ярса, ҫаврӑнса утрӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрес терӗм, анчах, хама хам ҫирӗп тыткалама пултараяс ҫуккине, халран кайнине туйса, киле таврӑнтӑм.

Эпӗ тарӑн шухӑша кайса лараттӑм, сасартӑк Савельич ман шухӑшсене татрӗ.

— Акӑ, сударь, — терӗ вӑл мана. Ҫырнӑ хут листи тыттарчӗ те: — пӑх-ха, кур акӑ, хам улпутӑм ҫинчен элек парса тӑракан ҫын-и эпӗ, ывӑлӗпе ашшӗне хирӗҫтерме тӑрӑшатӑп-и, — терӗ.

Хутне ун аллинчен илтӗм эпӗ: ку хут Савельич хайхи ҫырӑва хирӗҫ ҫырнӑ ответ иккен.

Акӑ вӑл ҫыру, пӗр сӑмах сиктермесӗрех:

Государь Андрей Петрович, ырӑ кӑмӑллӑ аттемӗр!

Эсир ырӑ кӑмалӑрпа ман ҫине, хӑвӑрӑн тарҫӑр ҫине, ҫиленсе, улпуту хушнисене итлеменшӗн намӑс сана, тесе ҫырнӑ ҫырӑва илтӗм. Анчах эпӗ ватӑ йытӑ мар, сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр, улпутӑмӑрсем хушнисене итлетӗп, ҫӳҫӗмсем кӑвакаричченех яланах сирӗншӗн чунтан тӑрӑшса ӗҫлесе пурӑнтӑм. Петр Андреич суранланни ҫинчен эпӗ сире, вырӑнсӑр хӑратса пӑрахас мар тесе, нимӗн те ҫырмарӑм. Ахаль те авӑ барыня, пирӗн матушка Авдотья Васильевна, хуйхӑпа чирлесе ураран ӳкрӗ, тетӗр, эпӗ уншӑн турра кӗлтӑватӑп. А Петр Андреич суранӗ сылтӑм хулӗ айӗн-че, шӑпах шӑмӑ айнерехрен, кӑкӑрне пӗр вершук ҫурӑ тарӑнӑш каснӑ. Выртасса вӑл комендант ҫуртӗнче выртрӗ. Эпир ӑна ҫырма хӗрринчен ҫӗклесе килсе ҫавӑнта вырттартӑмӑр. Ӑна кунти цырульник Степан Парамонов эмеллесе тӑчӗ. Халӗ ӗнтӗ, тав турра, Петр Андреич сывах, ун ҫинчен халӗ лайӑххинчен пуҫне нимӗнех те ҫырмалли ҫук. Командирсем ӑна юратаҫҫӗ, тени илтӗнет. Василиса Егоровнӑшӑн пулсан — вӑл унӑн тӑван ывӑлӗпе пӗрех. Леш инкеклӗ хӑямачӗ сиксе тухни ҫинчен калас пулсан — вӑл пулса иртнӗ япала, ҫамрӑкскерне уншӑн тивмех кирлӗ мар пулӗ: лаша тӑватӑ ураллӑ пулин те такӑнать. Эсир тата мана сысна пӑхма ярасси ҫинчен ҫыратӑр. Ӑна тума та, улпутӑмӑр, сирӗн ирӗк ӗнтӗ. Ҫаксем ҫинчен пӗлтерсе, хама чура вырӑнӗнче тытса, пуҫ таятӑп.

Сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр
Архип Савсльев.

Ырӑ старикӗн ҫыруне вуласа, эпӗ темиҫе хутчен кулса илмесӗр те чӑтаймарӑм. Аттене ответ пама кӑмӑлӑм ҫитеймерӗ, аннене лӑплантарас енӗпе маншӑн Савельич ҫырӑвӗ те ҫителӗклӗ пек туйӑнчӗ.

Ҫавӑнтан вара ман пурнӑҫ улшӑнчӗ. Марья Ивановна манпа сӑмах хушма пӑрахнӑ пекех пулса тӑчӗ, вӑл тӗрлӗ майсемпе манран пӑрӑнма тытӑнчӗ. Комендант кил ҫурчӗ маншӑн сиввӗн туйӑна пуҫларӗ. Ерипенех килте пӗр-пӗччен ларма хӑнӑхрӑм. Василиса Егоровна уншӑн малтанах мана ӳпкелешетчӗ, кайран, манӑн тӳрккеслӗхе кура, мана текех чӗнми пулчӗ. Иван Кузмичӗпе служба ӗҫӗнче ҫеҫ пӗр-пӗрне куратпӑр. Швабринпа та сайра-хутра тата ирӗксӗррӗн ҫеҫ тӗл пулкаланӑ; мӗншӗн тесен, эпӗ унӑн вӑрттӑн курайманлӑхне туяттӑм. Ҫавӑнпа та ҫыру тӗлӗшпе те ӑнах шанми пултӑм.

Пурнӑҫӑм мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Пӗчченлӗхпе ӗҫсӗр аптӑрани мана сивлек салхулӑха путарчӗҫ. Пӗччен чухне юрату хытӑрах хӗмленме тытӑннипе, мана йывӑртан йывӑр пула пуҫларӗ. Кӗнекесем вулас, литературӑпа интересленес кӑмӑла та ҫухатрӑм. Пӗтӗм хастарлӑхӑм пӗтсе ларчӗ. Эпӗ ухмаха ересрен, е аскӑнма тытӑнасран шикленекен пултӑм. Кӗтмен-туман событисем, пӗтӗм пурнӑҫӑмра пысӑк вырӑн йышӑннӑскерсем, сиксе тухни ҫеҫ сасартӑк манӑн чунӑма вӑйлӑн та ырлӑхлӑн хумхатса ячӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех