Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Июнӗн 16-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 16:37

Пуплевӗш: 500; Сӑмах: 6128

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Паян ирпе кулата патӗнче пурте ҫӗрле черкессем тапӑнни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Кирлӗ таран нарзан ӗҫсе, ҫӑкасем лартса тунӑ вӑрӑм аллейӑ тӑрӑх пӗр вунӑ хут утса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн эпӗ Вера упӑшкине тӗл пултӑм. Вӑл халь ҫеҫ Пятигорскран килнӗ. Вера упӑшки, мана алӑран тытрӗ те, эпир ресторацине ирхи апат тума кайрӑмӑр, вӑл калама ҫук пӑшӑрханать арӑмӗшӗн. «Мӗн тери хӑрарӗ пулӗ вӑл паян ҫӗрле! — тет вӑл: — ҫитменнине тата унашкал япала лӑпах эпӗ ҫук чух пулмалла». Эпир ирхи апат тума кӗтесри пӳлӗме кӗмелли алӑк патне вырнаҫса лартӑмӑр. Унта ҫамрӑксем пӗр вунӑ ҫынна яхӑнччӗ. Вӗсем хушшинче Грушницкий те пурччӗ. Ӑраскалӑм мана иккӗмӗш хут ҫынсем калаҫнине итлесе ларма май пачӗ. Ку калаҫӑвӑн Грушницкий пурнӑҫне татса памалла пулчӗ. Вӑл мана курмасть, ҫавӑнпа эпӗ юри сасӑ парас мар тесе шутларӑм, анчах ку манӑн куҫӑмсем умӗнче унӑн айӑпне пысӑклатрӗ кӑна.

— Мӗнле-ха, вӗсем чӑнах черкессем пулнӑ-и? — терӗ тахӑш: — Вӗсене кам та пулсан курнӑ-и?

— Эп сире ӗҫ мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа паратӑп, — тесе тавӑрчӗ Грушницкий, — анчах, тархасшӑн, ан сутӑр мана; акӑ вӑл мӗнле пулнӑ: ӗнер пӗр ҫын, — унӑн ятне каламастӑп эпӗ сире, — ман пата пырать те вунӑ сехетре каҫпа Лиговскаясен пӳрчӗ патне такам вӑрттӑн шӑвӑнса пыни ҫинчен каласа парать. Сире асӑрхаттарма кирлӗ, княгиня кунта пулнӑ, княжна килӗнче. Ак хайхи эпир унпа телейлӗ ҫынна сыхлама весен чӳречисем патне тухса кайрӑмӑр.

Тӳррипех калатӑп, манпа юнашар ларакан ҫын пикенсех ҫиетчӗ пулсан та, эпӗ хӑрарӑм; Грушницкий темлерех чӑннине персе янӑ пулсан, вӑл хӑйшӗн чылаях кичем япаласем илтме пултарнӑ пулӗччӗ; анчах кӗвӗҫнипе вӑл кун ҫинчен шутламан та.

— Вӑт куратӑр-и ӗнтӗ, — терӗ малалла Грушницкий, — эпир так ахаль хӑратас тесе пульӑсӑр патронпа авӑрланӑ пӑшал илтӗмӗр те тухса кайрӑмӑр. Икӗ сехетчен кӗтрӗмӗр садра. Юлашкинчен, турӑ пӗлет ӑҫтан тухрӗ вӑл, анчах чӳречерен мар, мӗншӗн тесен вӑл уҫӑлман, ҫавӑнпа вӑл колоннӑ хыҫӗнчи алӑкран тухнӑ пулмалла, — тинех, тетӗп эпӗ, такам балкон ҫинчен аннине куратпӑр эпир… Княжна мӗнле? э? Ну, тӳррипех калатӑп, Мускав барышнисем! Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле ӗненмелле? Эпир ӑна ярса тытасшӑн пултӑмӑр, анчах вӑл вӗҫерӗнчӗ те, мулкач пек, тӳрех тӗмӗсем хушшине чӑмрӗ; эпӗ вара ун ҫинелле персе ятӑм.

Грушницкий тавра ӗненмесӗр пӑшӑрханса калаҫни илтӗнчӗ.

— Эсир ӗненместӗр-и? — терӗ вӑл малалла. — Тупа тусах калатӑп сире, ҫаксем йӑлт пӗтӗмпех тӗрӗс, ҫитменнине тата, лайӑхрах ӗнентерес тесе, эпӗ сире ҫак господинӑн ятне те каласа парӑп, тен.

— Кала, кала, кам-ха вӑл! — илтӗнчӗ пур енчен.

— Печорин, — терӗ Грушницкий.

Ҫав самантра вӑл ҫӳлелле пӑхрӗ, эпӗ алӑкра ӑна хирӗҫех тӑратӑп; вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ. Эпӗ ун патне пырса тӑтӑм та хуллен те ӑнланмалла каларӑм:

— Питӗ шел, эпӗ эсир чи ирсӗр элеке ҫирӗплетсе тупа тунӑ хыҫҫӑн тин кӗтӗм. Эпӗ кунта пулнӑ пулсан, эсир ҫав тери ирсӗр ӗҫ тӑвайман пулӑттӑр.

Грушницкий хӑйӗн вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те хӗрсе каясшӑн пулчӗ.

— Тархасшӑн, — терӗм эпӗ малалла ҫав саспах: — халех хӑвӑрӑн сӑмахусене каялла илме ыйтатӑп; ӑна пуҫран шухӑшласа кӑларнине эсир хӑвӑр питӗ лайӑх пӗлетӗр. Хӗрарӑм сирӗн паха енӳсем ҫине сиввӗн пӑхнишӗн ҫав тери хӑрушла тавӑрни тивӗҫлӗ тесе шутламастӑп эпӗ. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр: хӑвӑр ҫавӑн пек шухӑшланине ҫирӗплетсе, эсир ырӑ ҫын ятне илтме тивӗҫ ҫухататӑр тата пурнӑҫна хӗрхенместӗр.

Грушницкий ман умра пуҫне усса тӑчӗ, нимӗн тума пӗлмест, анчах совеҫ мӑн кӑмӑллӑхпа кӗрешесси нумая пымарӗ. Унӑн ҫумӗнче ларакан драгун капитанӗ ӑна чавсипе тӗртрӗ: вӑл карт сикрӗ те куҫне ҫӗклемесӗрех мана ҫапла каларӗ:

— Милостивӑй государь, эпӗ мӗн те пулин калатӑп пулсан, эпӗ ӑна шухӑшласа калатӑп, ҫавӑнпа тепӗр хут каласа пама та хатӗр… Эпӗ сирӗн сӑмахусенчен хӑрамастӑп, ҫавӑнпа кирек мӗн тума та хатӗр.

— Кӑна эсир кӑтартса патӑр та ӗнтӗ, — терӗм эпӗ ӑна сиввӗн, унтан, драгун капитанне аллинчен тытса, пӳлӗмрен тухрӑм.

— Мӗн кирлӗ сире? — тесе ыйтрӗ капитан.

— Эсир Грушницкий тусӗ, ҫавӑнпа та, паллах, унӑн секунданчӗ пулатӑр пулӗ?

Капитан питӗ мӑнаҫлӑн пуҫ тайрӗ.

— Эсир пӗлетӗр, — терӗ вӑл: — ҫитменнине эпӗ унӑн секунданчӗ пулма тивӗҫлӗ те, мӗншӗн тесен ӑна кӳрентерни мана та пырса тивет, ӗнер ҫӗрле эпӗ унпа пулнӑ, — тесе хушса хучӗ вӑл, хӑйӗн курпунтарах кӗлеткине тӳрлетсе.

— Э! апла пулсан эпӗ сире-иҫ ҫав тери сарӑмсӑр пуҫран тивертрӗм?

Вӑл пӗрре саралса, тепре кӑвакарса кайрӗ; вӑл тарӑхни унӑн пичӗ ҫине палӑрса тухрӗ.

— Эпӗ паян хамӑн секунданта сирӗн пата яма тивӗҫлӗ пулатӑп, — хушса хутӑм эпӗ, питӗ те кӑмӑллӑн пуҫа тайса тата вӑл тарӑхнине асӑрхаман пек туса.

Рестораци крыльци ҫинче эпӗ Вера упӑшкине тӗл пултӑм. Вӑл мана кӗтсе тӑнӑ пулас.

Вӑл, хӗпӗртенӗ пек пулса, манӑн алла ярса тытрӗ.

— Пархатарлӑ ҫамрӑк ырӑ ҫын! — терӗ вӑл куҫҫулӗпе. — Эпӗ пурне те илтрӗм. Епле йӗксӗк! Пархатарсӑр!.. Ҫавӑн хыҫҫӑн йышӑн вӗсене хисеплӗ киле! Мухтав турра, манӑн хӗрсем ҫук! Анчах сире, эсир хӑвӑрӑн пуранӑҫӑра камшӑн хӗрхенместӗр, ҫавӑ телей кӑтартӗ. Эпӗ сапӑр пулнине вӑхӑт ҫитиччен шанса тӑрӑр, — терӗ вӑл малалла. — Эпӗ хам та ҫамрӑк пулнӑ тата ҫар службинче тӑнӑ; пӗлетӗп, манӑн ҫак ӗҫсене хутшӑнма кирлӗ мар. Сывӑ пулӑр.

Мӗскӗн! Хӑйӗн хӗрсем ҫуккишӗн хӗпӗртет… Эпӗ тӳрех Вернер патне кайрӑм, вӑл килтех пулчӗ. Эпӗ ӑна йӑлтах каласа патӑм — хам Верӑпа княжна ҫине мӗнле пӑхнине те, вӑрттӑн итленӗ калаҫӑва та каласа патӑм. Ҫак калаҫуран эпӗ ҫав господинсем пульӑсӑр авӑрланӑ пӑшалпа пертерсе мана ухмаха тӑратса хӑварма шутлани ҫинчен пӗлтӗм. Анчах халӗ ӗҫ шӳт виҫинчен тухать: вӗсем, паллах, кунашкал пулассине кӗтмен пулас.

Доктор манӑн секундант пулма килӗшрӗ: эпӗ ӑна перӗшӳ условийӗсем пирки темиҫе сӗнӳ патӑм; унӑн ҫине тӑрсах ӗҫе мӗн май пур таран вӑрттӑнрах ирттерсе ямалла тӑвас пулать, мӗншӗн тесен эпӗ хама кирек хӑҫан та вилӗм умне илсе тухма пултаратӑп, анчах ку тӗнчере хамӑн пуласлӑха кашт та пӑсас килмест.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ киле кайрӑм. Тепӗр сехетрен доктор хӑйӗн экспедицийӗнчен тавӑрӑнчӗ.

— Сире хирӗҫ каварлашнӑ пекех туйӑнать, — терӗ вӑл. — Эпӗ Грушницкий патӗнче драгун капитанне тата тепӗр господина тӗл пултӑм, унӑн хушаматне ас тумастӑп. Эпӗ кайри пӳртре калушсене хывас тесе пӗр минутлӑха чарӑнсаттӑм. Вӗсем калама ҫук хытӑ шавлаҫҫӗ те тавлашаҫҫӗ… «Ниепле те килӗшместӗп! — тет Грушницкий: — Вӑл мана ҫынсем умӗнче кӳрентерчӗ; ун чухне ӗҫ пачах урӑхла пулнӑ…»

«Сана мӗн ӗҫ? — тесе тавӑрать капитан: — Эпӗ йӑлтах хам ҫине илетӗп. Эпӗ пилӗк дуэльре секундант пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна мӗнле тумаллине пӗлетӗп ӗнтӗ. Эпӗ йӑлтах шухӑшласа тухрӑм. Тархасшӑн, мана ан чӑрмантар ҫеҫ. Хӑратни япӑх мар. Ҫӑлӑнма май пулсан, мӗншӗн хӑвна хӑрушлӑх умне тӑратмалла-ха?» — Ҫав самантра эпӗ кӗтӗм. Вӗсем тӑруках шӑп пулчӗҫ. Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ. Вӗлерни — черкессен шучӗпе пулать! Халь эпӗ акӑ мӗнле шухӑшлатӑп: вӗсем, урӑхла каласан, секундантсем, хӑйсен малтанхи планне кӑштах улӑштарнӑ пулас та Грушницкий пистолетне ҫеҫ пульӑпа авӑрласшӑн. Ку кӑштах ҫынна вӗлернӗ майлӑрах, анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, уйрӑммӑнах азиатсен вӑрҫинче, чеелӗхсемшӗн ятламаҫҫӗ; ҫапах Грушницкий хӑйӗн юлташӗсенчен пархатарлӑрах пек туйӑнать. Эсир мӗнле шутлатӑр? Хамӑр тавҫӑрса илнине пирӗн кӑтартмалла-и вӗсене?

— Тем парсан та, доктор! Нимӗн те ан шухӑшлӑр; эпӗ вӗсене парӑнмастӑп.

— Мӗн тӑвасшӑн-ха эсир?

— Эпӗ ӑна хам ҫеҫ пӗлетӗп.

— Ас тӑвӑр, ан лекӗр… ултӑ утӑмран-ҫке!

— Доктор, эпӗ ыран сире тӑватӑ сехетре кӗтетӗп; лашасем хатӗр пулаҫҫӗ… Сывӑ пулӑр.

Эпӗ хамӑн пӳлӗме питӗрӗнтӗм те каҫченех килте лартӑм. Мана княгиня патне чӗнме лакей килчӗ, — чирлӗ тесе калама хушрӑм эпӗ.

Икӗ сехет ҫӗрле… Ыйхӑ килмест… Анчах ҫывӑрсан та юратчӗ, ыран алӑ ан чӗтретӗр. Ултӑ утӑмран тивертеймесӗр пеме йывӑр. Э! господин Грушницкий! Сирӗн мистификаци хӑвӑршӑнах ӑнӑҫлӑ пулмӗ… эпир вырӑнсемпе улшӑнӑпӑр: халӗ манӑн сирӗн шуралса кайнӑ пит-куҫу ҫинче хӑранин паллисене шыраса тупмалла пулать. Мӗншӗн эсир хӑвӑр ҫав ултӑ утӑма йышӑнтӑр? Эпӗ сире тавлашмасӑрах хӑмӑн ҫамкана лартса паратӑп тесе шутлатӑр-и эсир… эпир шӑпа ярӑпӑр… Ун чухне вара… унӑн телейӗ пысӑкрах пулсан ун чухне? Манӑн ҫӑлтӑрӑм мана улталамӗ-ши?.. Ахальтен-им вӑл маншӑн ҫав тери ӗҫлерӗ…

Мӗнех-ха? Вилмелле пулсан вилес! Тӗнчешӗн пысӑк ҫухату мар; мана хама та чылаях йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Эпӗ — балра анаслакан ҫын пек, хӑйӗн карети килеймен пирки ҫеҫ вӑл киле каймасть. Анчах карета хатӗр… сывӑ пулӑр!

Хамӑн пӗтӗм пурнӑҫа аса илсе тухатӑп та ирӗксӗрех хамран ыйтатӑп: эпӗ мӗншӗн пурӑннӑ? Мӗн тума ҫуралнӑ эпӗ?.. Чӑнах та, ман тумалли пулнах пулас, чӑнах та, пурнӑҫра манӑн пысӑк вырӑнта пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн ӑшра ҫав тери пысӑк вӑйсем пуррине туятӑп… Анчах эпӗ ҫав хамӑн вырӑна тавҫӑрса илеймерӗм, эпӗ ниме тӑман пархатарсӑр йӑласем астарни хыҫҫӑн кайрӑм: вӗсен ӑшӗнчен эпӗ тимӗр пек хытӑ та сивӗ пулса тухрӑм, анчах пархатарлӑ туртӑнусен вутне, пурнӑҫӑн чи лайӑх чечекне ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм. Унтанпа вара миҫе хут ӗнтӗ ӑраскал аллинчи пуртӑ вырӑнне пулнӑ! Асаплӑх хӗҫ-пӑшалӗ пулса, эпӗ хурлӑх курма тивнӗ ҫынсен пуҫӗсем ҫине ӳкнӗ, час-часах тарӑхмасӑр, анчах яланах нимӗн хӗрхенмесӗр… Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман. Выҫӑпа аптранӑ ҫын вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе ҫывӑрса каять те хӑйӗн умӗнче чаплӑ апат-ҫимӗҫсемпе эрехсем курать — ҫавӑн пек; вӑл тӗлӗкре курнӑ ҫимӗҫсене хавассӑн ҫӑтать те, вара ҫӑмӑлрах пек туйӑнать ӑна; анчах вӑранать кӑна — ӗмӗт ҫухалать… вӑл хайхи икӗ хут ытларах выҫса каять те тарӑхать!

Тен, ыран эпӗ вилетӗп!.. Вара ҫӗр ҫинче ӑна пачах ӑнланса ҫитни пӗр чун та юлмасть. Пӗрисем мана эп хам чӑннипех мӗнлинчен усалрах, теприсем — лайӑхрах тесе шутлӗҫ… Вӑл ырӑ ҫынччӗ, тейӗҫ пӗрисем, теприсем: йӗксӗк, тейӗҫ. Вӑл та, ку та тӗрӗс мар. Ҫавӑн хыҫҫӑн пурӑнма кирлӗ-и вара? Ҫапах пурӑнатӑп — малалла мӗн пулать-ши тесе: темӗн ҫӗннине кӗтетӗп… Кулӑшла та, кичем те!

Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать. Сивӗ ҫил шӑхӑрать, чӳрече хупписене силлентерет… Тунсӑх!.. Хамӑн ҫав тери тӗлӗнмелле ӗҫсемпе чарӑнса ларнӑ журнала малалла ҫырма пуҫларӑм.

Юлашки страницӑна тепӗр хут вуласа тухатӑп: кулӑшла! — Эпӗ вилме шутланӑ; вӑл пулма пултарайман: эпӗ хамӑн асаплӑх савӑтне типӗтеймен-ха, сисетӗп халӗ, манӑн тата нумай пурӑнмалла.

Иртни пӗтӗмпех манӑн асӑмра ҫав тери уҫӑмлӑн палӑрса юлнӑ! Вӑхӑт пӗр йӗрне те, пӗр паллӑна та хуратман!

Ас тӑватӑп эпӗ, перӗшӳ умӗн ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм. Нумайччен ҫывӑраймарӑм эпӗ: мана вӑрттӑн кансӗрлӗх ҫӗнтерсе илчӗ. Пӗр сехете яхӑн эпӗ пӳлӗм тӑрӑх утрӑм; унтан лартӑм та Вальтер Скотт романне уҫрӑм, вӑл манӑн сӗтел ҫинче выртатчӗ; вӑл «Шотланди пуританӗсем» ятлӑ, эпӗ малтан вӑйпах вуларӑм, унтан асамлӑ шухӑшпа киленсе, йӑлтах манса кайрӑм…

Юлашкинчен ҫуталчӗ. Манӑн нервӑсем лӑпланчӗҫ. Эпӗ тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, манӑн пит-куҫ шуралса, тӗксӗмленсе кайнӑ, ыйхӑ вӗҫнипе асапланнӑ пирки вӑл; анчах куҫ, йӗри-тавра хӑмӑр мӗлке ҫавӑрса илнӗ пулин те, мӑнаҫлӑн та шеллевсӗр ҫуталать. Эпӗ хама хам тиркемерӗм.

Лашасене йӗнерлеме хушрӑм та, тумланса, купальня патне чупса антӑм. Вӗрекен сивӗ нарзан ӑшне кӗрсе ларнӑ май ӳтри тата ӑшри вӑйсем каялла таврӑннине туйрӑм. Эпӗ ваннӑран бала кайма хатӗрленнӗ пек уҫӑ кӑмӑллӑ та маттур пулса тухрӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн калӑр ӗнтӗ чун ӳт-пӳрен килмест тесе.

Каялла таврӑнсан, эпӗ хам патӑмра доктора тӗл пултӑм. Вӑл кӑвак рейтуз, архалук тата черкес ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ. Ҫак пӗчӗк кӗлеткеллӗ ҫынна калама ҫук пысӑк та лапсака ҫӗлӗк айӗнче курсан, эпӗ хыттӑн кулса ятӑм: унӑн пит-куҫӗ пачах та хастарлӑ мар, анчах халь вӑл яланхинчен те вӑрӑмрах.

— Мӗншӗн эсир ҫав тери хуйхӑллӑ, доктор? — терӗм эпӗ ӑна. — Эсир ҫынсене калама ҫук нимӗн шухӑшсӑр леш тӗнчене ҫӗр хут та ӑсатман-и вара? Шутлӑр манӑн ват вӗри чирпе чирленӗ тесе; эпӗ сывалма та, вилме те пултаратӑп; вӑл та, ку та йӗркеллех; ман ҫине хӑвӑра паллӑ мар чирпе аптӑракан пациент ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр, — вара сирӗн мӗн пулассине ҫав тери пӗлес килекен пулӗ, эсир халь манпа физиологи енӗпе темиҫе паха сӑнав тума пултартӑр… Вӑйпах вилӗме кӗтни вӑл чӑн-чӑн чир мар-и вара?

Ҫак шухӑш доктора тӗлӗнтерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл хавасланса кайрӗ.

Эпир утсем ҫине утлантӑмӑр; Вернер чӗлпӗртен икӗ аллипе ярса тытрӗ те, эпир вӗҫтертӗмӗр, — самантрах крепоҫ патӗнчен иртсе слободкӑ витӗр тухса кайрӑмӑр, ту хушшине кӗрсе кайрӑмӑр… Пирӗн умра ҫурри курӑкпа витӗннӗ ҫул авкаланать, тата ун урлӑ унта та кунта шавлӑ ҫырма шывӗ каҫса каять. Пирӗн час-часах ун урлӑ каҫма тивет, доктор ҫав тери тарӑхать, мӗншӗн тесен унӑн лаши шывра кашнинчех чарӑнса тӑрать.

Кунтан сенкертерех те уҫӑрах ир пулнине ас тумастӑп. Хӗвел симӗс йывӑҫ тӑррисем ҫийӗн кӑшт курӑнчӗ ҫеҫ, унӑн пайӑркисен малтанхи ӑшши каҫӑн сӳрӗлекен сиввипе пӗрлешсе темле тутлӑн ывӑнтарать пек; ту хушшине ҫамрӑк кунӑн хаваслӑ пайӑрки кӗреймен-ха; вӑл пирӗн пуҫ ҫийӗнче икӗ енӗпе те усӑнса тарӑкан чул тусен тӑррисене ҫеҫ ылтӑн сӑрпа сӑрлать. Тарӑн хушӑксенче ӳсекен ҫӑра ҫулҫӑллӑ тӗмӗсем ҫил кӑшт сывласа илнипех пирӗн ҫине кӗмӗл тумламсем сапаҫҫӗ. Ас тӑватӑп — ҫав ир эпӗ ҫутҫанталӑка нихҫанхинчен те ытла юратрӑм. Епле лайӑх виноградӑн сарлака ҫулҫи ҫинче чӗтренекен тата сӗрен кӗперрин миллион пайӑркисемпе ҫутӑлакан кашни сывлӑм шӑрҫине пӑхса савӑнма! Епле манӑн куҫӑмсем тӗтреллӗ инҫете шӑтарасла пӑхаҫҫӗ! Унта ҫул ансӑрлансах пырать, чул тусем кӑвакланса тата хӑрушӑланса пыраҫҫӗ, юлашкинчен вара вӗсем пӗрлешсе ҫирӗп хӳме пулса тӑнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Эпир нимӗн шарламасӑр пыратпӑр.

— Эсир хӑвӑрӑн халала ҫырнӑ-и? — ыйтрӗ Вернер.

— Ҫук.

— Вӗлерес пулсан мӗнле?..

— Наследниксем хӑйсемех тупӑнӗҫ.

— Сирӗн тусусем те ҫук-и, сирӗн вӗсене юлашки хут «каҫарӑр» тес килмест-и?..

Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм.

— Сирӗн хӗрарӑм та ҫук-и вара, эсир асӑнмалӑх ун валли нимӗн те хӑварас теместӗр-и?

— Пӗлӗс килет-и, доктор, — терӗм эпӗ ӑна, — эпӗ сире чунӑма уҫса пама пултаратӑп… Куратӑр-и, вилнӗ чухне юратнӑ хӗрарӑм ятне асӑнакан тата таса помада сӗрнӗ е помада сӗрмен ҫӳҫ пайӑрки парса хӑваракан ҫулсенчен тухнӑ эпӗ. Килес ҫывӑх вилӗм ҫинчен шухӑшланӑ май эпӗ хам ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑп; хӑшӗсем ӑна та тумаҫҫӗ. Нимӗн те кирлӗ мар, туссем мана ыранах манаҫҫӗ, е унтан та япӑхрах, ман ҫинчен, турӑ пӗлет, темӗн те пӗр каласа пӗтерӗҫ; хӗрарӑмсем урӑххине ыталаса, вӑл вилнӗ ҫын ҫумне ан хуштӑр тесе, кулӗҫ манран. Пурнӑҫ тӑвӑлӗнчен эпӗ темиҫе идея ҫеҫ илсе тухрӑм — вӗсен хушшинче пӗр туйӑм та ҫук вара. Ӗнтӗ тахҫантанпах эпӗ чӗрепе мар, пуҫпа кӑна пурӑнатӑп. Эпӗ хам кӑмӑлӑма та, хӑтланчӑшӑма та: ӗнтӗ мӗн пулӗ-ха, тесе шайлатӑп та, чӗреме нимӗн те перӗнмест. Ман ӑшра икӗ ҫын: пӗри пурӑнмаллипех пурӑнать, тепри шухӑшлать те малтанхи мӗн тунине тишкерет, пӗрремӗшӗ тепӗр сехетренех сирӗнтен те, тӗнчерен те ӗмӗрлӗхех уйрӑлӗ, иккӗмӗшӗ вара… Иккӗмӗшӗ-и?.. Пӑхӑр-ха, доктор: куртӑр-и эсир, чул ту ҫинче сылтӑмра виҫӗ ҫын тӑни палӑрать? Вӗсем пирӗн тӑшмансем пулас?..

Эпир вӗҫтертӗмӗр.

Чул ту айӗнчи йывӑҫ тӗмисен хушшине виҫӗ лаша кӑкарнӑ; хамӑр лашасене ҫавӑнтах кӑкартӑмӑр та тӑвӑр сукмак тӑрӑх плошадка ҫине улӑхрӑмӑр, унта пире драгун капитанӗ, Грушницкий тата унӑн тепӗр секунданчӗ кӗтсе тӑратчӗҫ. Тепӗр секундантне Иван Игнатьевич теҫҫӗ; эпӗ унӑн хушаматне нихҫан та илтмен.

— Эпир тахҫанах сире кӗтетпӗр, — терӗ драгун капитанӗ, тӑрӑхлас шутпа йӑвашшӑн кулса.

Сехетӗме кӑлартӑм та ӑна кӑтартрӑм.

Вӑл каҫару ыйтрӗ, манӑн сехет васкать иккен, терӗ.

Темиҫе минут хушши никам та пӗр сӑмах чӗнмесӗр аптраса тӑтӑмӑр; юлашкинчен доктор Грушницкий еннелле ҫаврӑнчӗ те сӑмах пуҫларӗ:

— Эсир иксӗр те ҫапӑҫма хатӗр ӗнтӗ, ҫав майпа хисеплӗх умӗнчи парӑмӑрсене те татӑр, халӗ акӑ калаҫса татӑлӑр та, ҫавӑнпа юн тӑкмасӑрах ӗҫӗре пӗтерме те пулӗ, тесеттӗм эпӗ, — терӗ доктор.

— Эпӗ хатӗр, — терӗм эпӗ.

Капитан Грушницкие куҫ хӗсрӗ, Грушницкий эпӗ хӑратӑп пулӗ тесе шухӑшларӗ те пуҫне каҫӑртрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмарти ҫинчи тӗксӗм шурӑ сӑнарӗ кайман та-ха. Килсе чарӑннӑранпа та вӑл ман ҫине пӗр хут кӑна пӑхса илчӗ: темӗнле вӑл канӑҫсӑрланса пӑхать, ӑшӗнче хаяр кӗрешӳ пынине кӑтартса пӑхать.

— Хӑвӑр условийӗрсене ӑнлантарса парӑр, — терӗ вӑл, — эпӗ сирӗн валли мӗн те пулин туса пама пултаратӑп, ҫавна ӗненсех тӑрӑр…

— Акӑ манӑн условисем: эсир паянах халӑх куҫ умӗнче хӑвӑр сӑмахӑра элеклени пулчӗ тесе йышӑнӑр, манран каҫару ыйтӑр.

— Савнӑ ҫыннӑм, эпӗ тӗлӗнетӗп, епле эсир мана ҫавӑн пек сӗнме пултаратӑр?..

— Урӑх мӗн сӗнме пултарнӑ пулӑттӑм вара эпӗ сире?..

— Эпир перӗшетпӗр.

Хул пуҫҫийӗме хӗскелесе илтӗм.

— Юрӗ эппин: анчах ас тӑвӑр, пирӗнтен пӗри пур пӗрех вилмелле пулать.

— Эсир вилессе ӗмӗтленетӗп эпӗ.

— Анчах эпӗ урӑхла пуласса ӗненетӗп-ха…

Вӑл нимӗн те калаймарӗ, хӗрелсе кайрӗ, унтан ирӗксӗрех хыттӑн кулса ячӗ.

Капитан ӑна аллинчен тытрӗ те аяккалла ҫавӑтса кайрӗ: тахҫанччен вӗсем пӑшӑлтатрӗҫ. Эпӗ самаях кӑмӑллӑ килнӗччӗ те кунта, анчах ҫакнашкал хӑтланни мана тарӑхтара пуҫларӗ.

Доктор ман пата пырса тӑчӗ.

— Итлӗр-ха, — терӗ вӑл, пӑшӑрханса: — эсир вӗсем каварлашнине манса та кайнӑ пулӗ-ха!.. Эпӗ пистолет авӑрлама пӗлместӗп, анчах хальхинче акӑ… тӗлӗнмелле ҫын эсир! Вӗсем мӗн тума шутланине пӗлни ҫинчен калӑр та, вӗсем хӑяймӗҫ вара… Мӗне кирлӗ иккен! Кайӑка персе ӳкернӗ пекех персе пӑрахӗҫ сире вӗсем…

— Ан пӑшӑрханӑр-ха, доктор, кӗтӗр кӑштах… Эпӗ йӑлтах урӑхла ҫавӑрса хурӑп та, вӗсен енче нимӗнле ҫӑмӑллӑх та пулмӗ. Ан тив, пӑшӑлтатчӑрах вӗсем…

— Итлӗр-ха, ку йӑлӑхтарса ҫитерет капла! — терӗм эпӗ вӗсене хыттӑн: — ҫапӑҫас-тӑк ҫапӑҫас, сирӗн ӗнерех калаҫса тӑранма вӑхӑт пулнӑ…

— Эпир хатӗр, — терӗ капитан. — Вырнаҫса тӑрӑр эппин!.. Доктор, ултӑ утӑм виҫсе парсамӑр…

— Вырнаҫса тӑрӑр! — терӗ Иван Игнатьевич та ҫурӑк сасӑпа.

— Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ. — Тата тепӗр услови: эпир пуҫ хумаллипех ҫапӑҫатпӑр та, ҫавӑнпа пирӗн пур майпа та ҫак ӗҫе никам пӗлмелле мар тӑвас пулать, пирӗн секундантсем айӑплӑ ан пулччӑр. Килӗшетӗр-и эсир?..

— Пӗтӗмпех килӗшетпӗр.

— Апла пулсан, акӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑм эпӗ. Куратӑр-и, ҫак тӳп-тӳрӗ анакан чул ту тӑрринче, сылтӑмра, пӗр тӑвӑр площадка пур? Ҫак площадкӑран аяла ҫитиччен пӗр вӑтӑр чалӑш пулать, ытларах пулмасан. Аялта ҫивчӗ шӗвӗрлӗ чулсем. Иксӗмӗртен кашниех ҫав площадкӑн чи хӗррине пырса тӑрӗ; чи ҫӑмӑл суран та вилӗмлӗ пулать вара: ку сирӗн шухӑшӑрпа килӗшет пулмалла, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрах ултӑ утӑмран пемелле тӑвасшӑн пултӑр. Кам аманӗ, вӑл тӳрех аялалла сирпӗнсе анӗ те пӗтӗмпех саланса кайӗ; пулине доктор кӑларӗ; ун чухне вара самантрах вилсе кайнине ӑнсӑртран ӳксе вилнӗ тесе ӑнлантарма та ҫӑмӑл пулать. Эпир камӑн малтан пемеллине пӗлме шӑпа ярӑпӑр. Пӗлнӗ пулӑр эппин, ҫапла тумасӑр эпӗ ҫапӑҫмастӑп.

— Юрать те пулӗ! — терӗ капитан, Грушницкий ҫине тинкерсе пӑхса, лешӗ, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫ тайрӗ.

Унӑн сӑнӗ кашни минутранах улшӑнать. Эпӗ ӑна йывӑрлӑха кӗртрӗм-ха. Яланхи условисемпе пенӗ пулсан, вӑл мана ураран тӗллеме пултаратчӗ, мана ним мар амантса, хӑй кӑмӑлне ытлашши татмасӑрах мана тавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ; анчах халӗ ӗнтӗ унӑн сывлӑшалла персе ямалла е ҫын вӗлерекен пулмалла, е хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пӑрахса, манпа пӗр пекех хӑрушлӑх умне тухса тӑмалла пулать. Ҫав самантра вара эпӗ ун вырӑнӗнче пулма килӗшмен пулӑттӑм. Вӑл капитана аяккалла ҫавӑтса кайрӗ те ӑна темӗн ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн калама тытӑнчӗ: куратӑп акӑ, унӑн кӑвакарнӑ тути чӗтрет, анчах капитан йӗрӗнсе ҫеҫ кулса илчӗ те унран пӑрӑнчӗ. — «Эсӗ ухмах! — терӗ вӑл Грушницкие самаях хыттӑн. — Нимӗн те ӑнланмастӑн! Кайрӑмӑр!»

Тӑвӑр сукмак йывӑҫ тӗми хушшипе чӑнкӑ вырӑналла улӑхать; чул ту катӑкӗсем ҫав ҫутҫанталӑк пусмин шанчӑксӑр картлашкисем пулнӑ, йывӑҫ тӗмисенчен тыткаласа эпир ҫӳлелле улӑхма тытӑнтӑмӑр. Грушницкий малта пырать, ун хыҫҫӑн унӑн секунданчӗсем, унтан эпир докторпа.

— Сирӗнтен тӗлӗнетӗп эпӗ, — терӗ доктор, аллӑма хыттӑн чӑмӑртаса. — Кӳрӗр-ха, ал тымарне тытса пӑхам! Э-хе! сив чирпе чирленӗ чухнехи пекех!.. анчах питрен пӑхсан нимӗн те палӑрмасть… куҫӑр кӑна сирӗн яланхинчен ҫутӑрах ҫиҫнӗ пек.

Ҫӳлтен сасартӑк пирӗн урасем айне вӗтӗ чулсем кусса анчӗҫ.

Ку мӗн? Грушницкий такӑннӑ-мӗн; вӑл тытнӑ турат хуҫӑлнӑ та, хӑй месерлех аялалла шуса анатчӗ пулӗ, юрать-ха секунданчӗсем тытма ӗлкӗрчӗҫ.

— Сыхланӑр! — кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна: — халех ан ӳкӗр-ха, вӑл ырра пӗлтермест. Юлий Цезаре асӑра илӗр.

Акӑ эпир маларах тухса тӑракан чул ту тӑррине хӑпарса ҫитрӗмӗр; площадка юри пире ҫапӑҫмашкӑн тунӑ темелле, вӗтӗ хӑйӑрпа витӗннӗ. Ту тӑррисем, йӗри-тавра ирхи ылтӑн тӗтре ӑшне ҫухалса, хисепсӗр йышлӑ кӗтӳ пек хӗсӗнеҫҫӗ те кӑнтӑр енче, Эльбрус тӑвӗн пӑрланнӑ тӑррисем хушшинче, калама ҫук пысӑк шурӑ купа пек курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшинче хӗвелтухӑҫӗнчен юхса килнӗ ҫӳхе пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ. Эпӗ площадка хӗррине пырса тӑтӑм та аялалла пӑхрӑм, пуҫӑм кӑштах ҫаврӑнаймарӗ: унта, тупӑкри пек, сӗм-тӗттӗм те сивӗ туйӑнать; вӑйлӑ ҫумӑрпа е иртен вӑхӑтпа катӑлса ӳкнӗ чул ту тӑррисем хӑйсен ҫимӗҫне кӗтеҫҫӗ.

Эпир ҫапӑҫас тенӗ вырӑн тӗрӗс виҫкӗтеслӗх пек. Маларах тухса тӑракан кӗтесрен ултӑ утӑм виҫсе илтӗмӗр те кам кама малтан пемелле, ҫавна ҫак кӗтесе тӑратмалла турӑмӑр, ҫурӑмӗпе сакӑлта еннелле ҫаврӑнса тӑмалла; вӑл вилмесен вара ӑна тепри улӑштарать те ҫав вырӑнах пырса тӑрать.

Эпӗ Грушницкие ҫӑмӑлрах тума шутларӑм, ӑна тӗрӗслесе пӑхасшӑнччӗ эпӗ; унӑн чунӗнче йӑвашлӑх хӗмӗ вӑраннӑ пулсан, пӗтӗм ӗҫ те лайӑхланса кайнӑ пулӗччӗ; анчах хӑй мӑн кӑмӑллӑ пулни, характерӗ хавшак пулни ҫӗнтермеллех пулнӑ ҫав… Ӑраскалӑм мана ҫӑлса хӑварсан, эпӗ ӑна ним чухлӗ те хӗрхенесшӗн пулмарӑм. Кам хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫавӑн пек тӑвас тесе килӗшмен-ши?

— Шӑпа ярӑр, доктор! — терӗ капитан.

Доктор кӗсйинчен кӗмӗл тенкӗ кӑларчӗ те ҫӳлелле ывӑтса ячӗ.

— Решеткӑ! — васкаса кӑшкӑрчӗ Грушницкий, юлташӗ кӑрт тӗртнипе сасартӑк вӑраннӑ ҫын пек.

— Орел! — терӗм эпӗ.

Тенкӗ ҫаврӑнса улӑхрӗ те чӑнкӑртатса ҫӗре ӳкрӗ, пурте ун патнелле тӑрӑнчӗҫ.

— Эсир телейлӗ, — терӗм эпӗ Грушницкие, — сирӗн малтан пемелле! Анчах ас тӑвӑр, эсир мана вӗлермесен, эпӗ сире пур пӗрех чӗрӗ хӑварас ҫук, чӑннипех калатӑп ҫакна.

Вӑл хӗрелсе кайрӗ; хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынна вӗлерме намӑс пулчӗ ӑна; эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхатӑп; ҫав хушӑра мана вӑл ман ура патне пырса ӳкессӗн туйӑнчӗ; каҫару ыйтассӑн туйӑнчӗ. Анчах ирсӗр ӗҫ тума шухӑш тытнине мӗнле уҫса парас-ха? Вӑл сывлӑшалла персе ярассине эпӗ шансах тӑнӑччӗ! Ӑна эпӗ иккӗмӗш хут пертересси кӑна чӑрмантарма пултарать.

— Вӑхӑт! — терӗ мана доктор, шӑппӑн ҫанӑран туртса. — Эсир халь те вӗсен вӑрттӑн шухӑшне пӗлнине каламасан вара, пӗтӗмпех пӗтрӗ. Пӑхӑр-ха, авӑрлама та пуҫларӗ… Эсир нимӗн те каламастӑр пулсан, эпӗ хам…

— Тем пулсан та, доктор! — терӗм эпӗ ӑна аллинчен тытса чарнӑ май. — Эсир йӑлтах ӗҫе пӑсатӑр: эсир, мана чӑрмантармастӑп, тесе сӑмах панӑччӗ… Сире мӗн ӗҫ? Тен, ман хама вӗлерттерес килет пулӗ… Вӑл ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Э! апла пулсан, урӑхла ӗҫ!.. Анчах леш тӗнчере мана ан ӳпкелӗр…

Капитан ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пистолечӗсене авӑрларӗ те пӗрне, ӑшшӑн кулнӑ пек, темӗн пӑшӑлтатса, Грушницкие тыттарчӗ, тепӗрне мана пачӗ.

Эпӗ площадка кӗтессине тӑтӑм, ҫӑмӑл аманас-тӑвас пулсан, каялла кайса ӳкес мар тесе, сулахай урапа чул ҫине тӗрентӗм, пӑртак малалла ӳпӗнтӗм.

Грушницкий мана хирӗҫ тӑчӗ те паллӑ панӑ хыҫҫӑн пистолетне ҫӗклеме тапратрӗ, чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ унӑн. Вӑл мана тӳрех ҫамкаран тӗллет…

Эпӗ калама ҫук шӑртланса кайрӑм.

Сасартӑк вӑл пистолетне антарчӗ те, пир пек шуралса кайса, хӑйсен секунданчӗ енне ҫаврӑнчӗ.

— Пултараймастӑп, — терӗ вӑл хупӑ сасӑпа.

— Хӑравҫӑ! — терӗ капитан.

Пӑшал сасси янрарӗ. Пульӑ манӑн чӗркуҫҫине шӑйӑрса кайрӗ. Эпӗ, хӑвӑртрах плошадка хӗрринчен пӑрӑнас тесе, хам сисмен ҫӗртенех темиҫе утӑм малалла ярса пусрӑм.

— Ну, Грушницкий шӑллӑм, шел тивертейменшӗн! — терӗ капитан. — Халӗ ӗнтӗ санӑн черет, кайса тӑр! Малтан мана ытала: эпир урӑх пӗр-пӗрне кураймӑпӑр. Вӗсем пӗр-пӗрне ыталарӗҫ; капитан кӗҫ-вӗҫ кулса ямасть: — Ан хӑра, — хушса хучӗ вӑл, Грушницкий ҫине чеен пӑхкаласа.— Тӗнчере ырри нимӗн те ҫук! Кӑмӑл сӑмах — йӗплӗ ҫӑмах, кун-ҫул — ҫук чун, пӗтен — ухмах, теҫҫӗ.

Ҫак трагикла сӑмахсене мӑнаҫлӑхпа каланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн вырӑнне кайса тӑчӗ; Иван Игнатьевич та, куҫҫульне кӑларса, Грушницкие ыталаса илчӗ, акӑ вӑл пӗр-пӗчченех мана хирӗҫ тӑрса юлчӗ. Халичченех тӗлӗнетӗп вара эпӗ, мӗнле кӑна туйӑм вӗремерӗ-ши ҫавӑн чух ман кӑкӑрта: ҫак мӑн кӑмӑллӑ та лӑпланнӑ чӑрсӑрлӑхпа пӑхса тӑракан ҫын хам чӗрене кӳрентерни те, курайманлӑх та, йӗрӗнтерни те пулчӗ, вӑлах-ҫке пӗр-икӗ минут каярахпа кӑна хӑйне нимӗнле хӑрушлӑх умне те тӑратмасӑр мана йытта вӗлернӗ пек персе вӗлересшӗнччӗ, урам кӑшт ҫеҫ ытларах суранланнӑ пулсан, эпӗ чул ту ҫинчен персе анаттӑмах ӗнтӗ.

Пӑртак та пулин ӳкӗнет-ши вӑл, тесе эпӗ ӑна куҫран темиҫе минут хушши тинкерсе пӑхрӑм. Анчах вӑл мана кулса ярасран аран чӑтса тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

— Вилес умӗн турра пуҫ ҫапма сӗнетӗп эпӗ сире, — терӗм вара ӑна эпӗ.

— Ман чунӑмшӑн хӑвӑрӑннинчен ытла та чӑрманӑр. Хӑвӑртрах пемешкӗн кӑна ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен.

— Эсир хӑвӑр элекӗртен сивӗнместӗр-и? Каҫару та ыйтмастӑр-и манран?.. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр; кӑмӑлӑр сире мӗн те пулин калӗ.

— Печорин господин! — кӑшкӑрчӗ драгун капитанӗ. — Эсир кунта ҫылӑх каҫарттарма килмен-ҫке, ҫавна ан манӑр… Ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерӗр; ту хушшипе иртсе ҫӳрекенсем пулӗҫ — пире вӗсем курма пултарӗҫ.

— Юрӗ. Доктор, килӗр-ха ман пата.

Доктор пырса тӑчӗ. Мӗскӗн доктор: Грушницкий вунӑ минут каярах шурӑччӗ те, вӑл унран та шурӑрах.

Ак ҫак сӑмахсене вара эпӗ юриех, вилӗм приговорне вуласа панӑ пек, татса та хыттӑн, ӑнланмалла каларӑм:

— Доктор, ку улпутсем хыпаланнӑ майпа ман пистолет ӑшне пуля хума маннӑ: ӑна ҫӗнӗрен авӑрласа парӑр-ха, лайӑхрах авӑрлӑр!

— Пулма пултараймасть! — кӑшкӑрчӗ капитан: — пулма пултараймасть апла! Эпӗ икӗ пистолетне те авӑрланӑччӗ; сирӗн пистолетӑртан пуля тухса ӳкнӗ пулин ҫеҫ… Вӑл манӑн айӑп мар! — Анчах сирӗн ҫӗнӗрен авӑрламашкӑн тивӗҫӗр ҫук… нимӗнле тивӗҫӗр те… Ку вара пӗтӗмпех йӗркене хирӗҫле пулать; эпӗ ирӗк памастӑп…

— Юрӗ эппин! — терӗм эпӗ капитана: — апла пулсан эпир сирӗнпе те ҫак условисемпех перӗшетпӗр…

Вӑл нимӗн калама аптрарӗ.

Грушницкий пуҫне кӑкӑрӗ ҫине ӳсрӗ те, тарӑхса, кичеммӗн пӑхса тӑрать.

— Ан хӑтлан ӗнтӗ! — терӗ вӑл юлашкинчен капитана, лешӗ доктор аллинчен пистолета туртса илесшӗн тӑнӑ чух… — Хӑвах пӗлетӗн вӗт вӗсем тӗрӗс тунине.

Капитан ӑна кӑлӑхах тӗрлӗрен паллӑсем парать, Грушницкий пӑхасшӑн та мар. Ҫав хушӑра доктор пистолета авӑрларӗ те ӑна мана тыттарчӗ.

Ҫавна курсан, капитан сурчӗ те урипе тапрӗ. — Ухмах та ҫав эсӗ, ачам, — терӗ вӑл: — ирсӗр ухмах! Ӗнтӗ пӗрре ман ҫине шаннӑ пулсан, эпӗ мӗн каланине пурне те итлесе тӑр… Ҫавӑ кирлӗ сана! шӑна пекех вилсе вырт эппин… — Вӑл аяккалла пӑрӑнчӗ те: — ҫапах та ку пачах йӗркене хирӗҫле пулать, — тесе мӑкӑртатрӗ.

— Грушницкий! — терӗм эпӗ, — халь вӑхӑт пур-ха: йышӑн хӑвӑн элекне, вара эпӗ сана пӗтӗмпех каҫаратӑп. Эсӗ мана ухмаха лартаймарӑн, ҫавӑнпа ҫырлахатӑп эпӗ, — асна ил-ха, эпир санпа туссем пулнӑччӗ-ҫке.

Унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, куҫӗ йӑлтӑртатрӗ.

— Перӗр! — терӗ вӑл: — Эпӗ хамран йӗрӗнетӗп, сире кураймастӑп. Эсир мана вӗлереймесен, эпӗ сире ҫӗрле пӗр-пӗр кӗтесре чиксе пӑрахатӑп. Иксӗмӗртен пӗрне вырӑн ҫук пире ҫӗр ҫинче…

Эпӗ персе ятӑм…

Тӗтӗм сирӗлсен, Грушницкий площадка ҫинче курӑнмарӗ. Сакӑлта хӗрринче ҫӑмӑллӑн тусан тусса тӑрать. Пурте пӗр сасӑпа ахлатса ячӗҫ.

— Пӗтрӗ мыскара! — терӗм эпӗ доктора.

Вӑл сӑмах хушмарӗ, хӑранипе аяккалла пӑрӑнчӗ.

Эпӗ хул пуҫҫийӗме хӗскелерӗм те Грушницкий секунданчӗсене пуҫ тайрӑм.

Сукмак тӑрӑх аялалла аннӑ чух чулсем хушшинче Грушницкийӗн юнланса пӗтнӗ кӗлеткине асӑрхарӑм. Ирӗксӗрех эпӗ куҫӑма хупрӑм…

Лашана салтсан, эпӗ килелле уттарса кайрӑм. Манӑн чӗрере чул выртатчӗ. Хӗвел тӗксӗммӗн туйӑнать, ун ҫути мана ӑшӑтаймасть.

Яла ҫитес умӗн эпӗ лашана сылтӑмалла ҫавӑртӑм та ту хушшипе кайрӑм. Ҫын ҫине пӑхма та йывӑрччӗ мана: пӗччен пулас килчӗ. Чӗлпӗре пӑрахрӑм, нумайччен пуҫа усса пытӑм, унтан вара пӗр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑм; эпӗ лашана каялла ҫавӑртӑм, ҫул шырама пуҫларӑм, Кисловодск патне ҫитнӗ чух хӗвел анма пуҫланӑччӗ, хам та, лашам та самай ӗшеннӗччӗ.

Тарҫӑм мана Вернер килни ҫинчен каласа пачӗ, унтан икӗ ҫыру тыттарчӗ, — пӗри унранччӗ, тепри… Верӑран.

Пӗрремӗшне тытса уҫрӑм та, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: Пурне те, мӗн май пур таранах, лайӑх турӑмӑр: суранланса пӗтнӗ ӳтне хурса килнӗ, пулине кӑкӑрӗнчен кӑларнӑ. Пурте акӑ: инкеке пула вилнӗ, теҫҫӗ; комендант кӑна пуҫне сулкаларӗ те нимӗн те шарламарӗ, эсир тавлашнине пӗлет пуль вӑл. Сире хирӗҫ нимӗнле сӑлтав та ҫук, ҫавӑнпа эсир, ҫывӑрайсан, лӑпкӑн ҫывӑрма та пултаратӑр… Сывӑ пулӑр…»

Иккӗмӗш ҫырӑва эпӗ нумайччен уҫмасӑр иккӗленсе тӑтӑм… Мӗн ҫырма пултарнӑ вӑл ман пата!.. Темӗн йывӑр пуласса сисни ман ӑша вӑркатать.

Ак ҫав ҫыру, вӑл ман пуҫа манӑҫми кӗрсе ларчӗ:

Эпӗ пӗрне-пӗри урӑх нихҫан та курас ҫуккине туйса пӗтӗмпех шанса ҫыратӑп. Темиҫе ҫул каярах санпа уйрӑлнӑ чухне те ҫавӑн пекех шутланӑччӗ; анчах пӳлӗхҫӗм мана иккӗмӗш хутчен те тӗрӗслемелле турӗ; эпӗ ҫав тӗрӗслеве чӑтаймарӑм, хавшак чӗрем каллех палланӑ сасса парӑнчӗ… Ҫакӑншӑн эсӗ манран йӗрӗнес ҫук, тӗрӗс каламастӑп-и? Ку ҫырӑвӑмра ӗнтӗ уйрӑлни те, ҫылӑх каҫарттарни те пулӗ: чӗрем сана юратма пуҫланӑранпа унта мӗн тулса ҫитнине йӑлтах кӑтартмалла манӑн. Эпӗ сана айӑп тумӑп — ман ҫине эсӗ ытти пур арҫынсем пӑхнӑ пекех пӑхрӑн: хӑвӑн япалу пек пӑхрӑн, хаваслӑх та пӑшӑрхану е куляну паракан хӑвата курнӑ пек юратрӑн, вӗсем пӗр-пӗринпе улшӑнсах пынӑ, вӗсем пулмасан пурнӑҫ та кичем-ҫке. Эпӗ ӑна малтанах ӑнлансаттӑм… Анчах эсӗ телейсӗр пултӑн, ҫавӑнпа та эпӗ сан вырӑнна хам телейсӗр пулма килӗшрӗм, эп ҫапла тунине эсӗ хӑҫан та пулин хака хурӑн, терӗм, хӑҫан та пулин манӑн нимӗне пӑхӑнман ачашлӑха хаклӑн, тесе шутларӑм. Унтанпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ: эпӗ санӑн чунӑнти пур вӑрттӑн кӗтессӳсене те пӗлсе ҫитрӗм те ӑнлантӑм… сана шанса тӑни кӑлӑхах пулчӗ иккен. Йывӑр пулчӗ мана. Анчах ман юрату чӗрем ҫумне ӳссех ларнӑ-мӗн: вӑл хуралса кайнӑ, ҫапах та сӳнмен.

Эпир ӗмӗрлӗхех уйрӑлатпӑр; апла пулсан та, эсӗ шансах тӑма пултаратӑн, эпӗ нихҫан та урӑххине савас ҫук: чунӑм саншӑн хӑйӗн пӗтӗм хӑватне, пӗтӗм куҫҫульне те пӗтӗм шанчӑкне пӗтерсе хучӗ. Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.

Халӗ ӗнтӗ ман сана хам мӗншӗн кунтан васкавлӑн тухса кайнине ӑнлантарса памалла; сӑлтавӗ сана пӗчӗккӗ пек туйӑнӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана хама ҫеҫ тивет.

Паян ирпе упӑшкам ман пата кӗчӗ те эсӗ Грушницкипе тавлашни ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ питех те сӑнран улшӑнтӑм пулас, мӗншӗн тесен вӑл мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ; санӑн паян ҫапӑҫмалла пулни ҫинчен пӗлсен, хам та айӑплӑ пулнӑран кӗҫех ӑнран кайса ӳкеттӗм; мана хам ӑнран каяс пек туйӑнчӗ… Анчах халӗ, хам ӑсӑмпа шухӑшлама пултарнӑ чух, эсӗ чӗрех юласса шанатап эпӗ, вилме пултараймастӑн эсӗ мансӑр, пултараймастӑн! Манӑн упӑшка нумайччен пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ; вӑл мана мӗн каланине пӗлместӗп, хам мӗн каланине те ас тумастӑп… ӑна эпӗ сана юрататӑп, тенӗ пулас. Сӑмах вӗҫӗнче вӑл мана калама ҫук усал сӑмахпа кӳрентерчӗ те тухса кайрӗ, ҫакна ҫеҫ ас тӑватӑп. Унтан вӑл каретӑ кӳлме хушнине илтрӗм… Акӑ виҫӗ сехет те ҫитет, чӳрече умӗнче эсӗ таврӑнассине кӗтсе ларатӑп эпӗ… Эсӗ чӗрех, эсӗ вилме пултараймастӑн… Каретӑ хатӗрпе пӗрех.. Сывӑ пул, сывӑ пул!.. Эпӗ пӗтрӗм, анчах мӗн инкекӗ пур?.. Эсӗ мана яланах асра тытассине шанма пулсан, …юратасси ҫинчен каламӑп та, — ҫук, асра ҫеҫ тытсан, вара… шанса тӑма пултарӑттӑм… Сывӑ пул, килеҫҫӗ… ман ҫырӑва пытармалла…

Эсӗ Мерине юратмастӑн вӗт, ҫапла-и? Эсӗ ӑна качча илес ҫук вӗт? Итле-ха, ҫапла-ҫке: эпӗ саншӑн тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах ҫухатрӑм-ҫке…

Ухмаха ернӗ ҫын пек крыльца ҫине сиксе тухрӑм эпӗ, картиш тӑрӑх ҫавӑтса ҫӳрекен черкес утӑма утлантӑм та вара Пятигорск ҫулӗ тӑрӑх вӗҫтертӗм. Ӗшенсе ҫитнӗ утӑма нимӗн хӗрхенмесӗр хӑвалатӑп, вӑл пӗтӗмпех кӑпӑка ӳкрӗ, хартлатса, чуллӑ ҫул тӑрӑх вӗҫтерсе пырать.

Хӗвеланӑҫри ту хысакӗ тӑрӑх капланнӑ хура пӗлӗт хыҫне пытаннӑччӗ; ту хушшинче тӗттӗм пулчӗ, чӗрӗ сулхӑн ҫапрӗ. Подкумок, чулсем ҫийӗн юхаканскер, янравсӑр та пӗр евӗрлӗ кӗрлет, эпӗ чӑтаймасӑр сывлӑш пӳлӗничченех лашама хӑвалатӑп. Верӑна Пятигорскра курас ҫук тенӗ шухӑш ман чӗрене мӑлатукпа ҫапать. Пӗр минут тата пӗр минут курасчӗ ӑна, сыв пуллашасчӗ, аллине чӑмӑртасчӗ… Эпӗ кӗл тӑватӑп, ылханатӑп, макӑратӑп, кулянатӑп… ҫук, эпӗ пӑшӑрханнине, тарӑхнине нимӗнпе те пӗлтерме ҫук! Ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, Вера маншӑн тӗнчере темрен те хаклӑрах, — пурнӑҫӑмран та, чысӑмран та, телейӗмрен те хаклӑрах пек туйӑнчӗ! Пуҫӑмра мӗнле тӗлӗнмелле те урнӑ шухӑшсем сӗрлесе хӑпнине турӑ пӗлет… Ҫапах та эпӗ нимӗне пӑхмасӑр лашана пӗрмай хӑвалатӑп. Акӑ хайхи утӑм пашканине асӑрхама пуҫларӑм. Вӑл тӳрем ҫӗртех пӗр-икӗ хутчен чарӑнса та илчӗ… Ессентукине — казаксен станцине — ҫитиччен пилӗк ҫухрӑм юлчӗ, унтан урӑх лашапа кайма та пултараттӑм.

Лашам тата пӗр вунӑ минутлӑх вӑйне ҫитерейсен, пӗтӗмпех ҫӑлса хӑварма пултарнӑ пулӑттӑм. Анчах сасартӑк, ту хушшинчен тухнӑ чух, пӗр пӗчӗк ҫырмаран улӑхнӑ ҫӗрте, ҫаврӑнма чӑнкӑ тӗлте, вӑл ҫӗре персе ӳкрӗ. Эпӗ йӑпӑр-япӑр сиксе антӑм, тӑратасшӑн пултӑм ӑна, чӗлпӗрӗнчен турткаларӑм, усси ҫук; хӗстернӗ шӑлӗсем витӗр хуллен йынӑшни илтӗнчӗ; кӑштах тӑрсан вӑл вилсе те кайрӗ, юлашки шанчӑка ҫухатса, эпӗ пӗр-пӗчченех ҫеҫен хир варринче тӑрса юлтӑм; ҫуран кайма тӑтӑм — ура лӑштӑрах кайнӑ; иртен кунхи пӑшӑрханусемпе ӗшенсе, ҫывӑрайманнипе тертленсе ҫитнӗскер, эпӗ йӗпе курӑк ҫине ӳкрӗм те пӗчӗк ача пек макӑрса ятӑм.

Нумайччен эпӗ пӗр хускалмасӑр выртнӑ, куҫҫулӗме тытма тӑрӑшмасӑр татӑлса йӗтӗм, кӑкӑрӑм ҫурӑлать пуль тенӗччӗ; пӗтӗм вӑй-хӑватӑм, пӗтӗм хастарлӑхӑм тӗтӗм пек сирӗлчӗ; чунӑм халсӑрланчӗ, ӑсӑм шӑпланчӗ, ҫав самантра мана кам та пулин курнӑ пулсан, вӑл манран йӗрӗнсех пӑрӑннӑ пулӗччӗ.

Каҫхи сывлӑмпа ту ҫилӗ манӑн ҫуннӑ пуҫӑма уҫӑлтарсан тин, ӑс-тӑнӑм яланхи пек йӗркене кӗрсе ҫитсен тин пӗтнӗ телей хыҫҫӑн хӑвалани усӑсӑр та ӑссӑр иккенне тавҫӑрса илтӗм эпӗ. Тата мӗн кирлӗ ӗнтӗ мана? Ҫавна курас-и тата? Мӗншӗн? Пирӗн хушӑра пӗтӗмпех пӗтеймен-и вара? Сыв пуллашнӑ май кӳренсе чуп туни кӑна манӑн асӑмсене пуйтараймасть ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн пире уйрӑлмашкӑн кӑна йывӑртарах пулать.

Ҫапах та эпӗ макӑрма пултарни юрӗ-ха! Вӑл ӗнтӗ нервӑсем урмӑшнипе те пулӗ, ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫнипе, пистолет кӗпҫи умӗнче икӗ минут хушши тӑнипе тата вар-хырӑм пушаннӑран та килет пулӗ.

Пурте лайӑха! Ҫак ҫӗнӗ асап, ҫар чӗлхипе каласан.

Манӑн ӑшра телейлӗ диверси туса ирттерчӗ. Макӑрни сывлӑхшӑн усӑллӑ, унтан тата эпӗ утпа ҫӳремен пулсан, каялла ирӗксӗрех вун пилӗк ҫухрӑма ҫуран утман пулсан, ҫав каҫхине кӳҫӑма та хупман пулӑттӑм.

Кисловодска ирпе пилӗк сехетре таврӑнтӑм, вырӑн ҫине ҫитсе ӳкрӗм те, Наполеон Ватерлоо хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ пек, ҫывӑрса кайрӑм.

Эпӗ вӑраннӑ чух тулта тӗттӗм пулнӑччӗ, уҫнӑ чӳрече умне лартӑм та ӑрхалука вӗҫертсе ятӑм, вара ӗшеннӗ хыҫҫӑнхи йывӑр ыйхӑпа лӑпланайман кӑкӑра ту ҫилӗ уҫӑлтарчӗ. Ҫырма леш енче, инҫетре пуҫӗсене шывалла сӗнксе тӑракан йӑвӑ ҫӑка тӑррисем витӗр, крепоҫри тата ялти ҫуртсенчи хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ. Пирӗн карташӗнче шӑпах, княгиня пӳртӗнче тӗттӗм.

Доктор кӗчӗ: унӑн ҫамки картланнӑ, вӑл яланах мана алӑ параканччӗ, халӗ ман паталла аллине тӑсмарӗ.

— Доктор, ӑҫтан эсир?

— Лиговская княгиня патӗнчен, унӑн хӗрӗ сывӑ мар — нервисем халсӑрланнӑ… Ун пирки мар-ха ӗҫ, акӑ мӗн ҫинчен калаҫассӑм пур: пуҫлӑхсем сисеҫҫӗ, анчах кӑтартса паракан сӑлтавсем ҫук, ҫапах та эпӗ сире асӑрхансарах тӑма сӗнетӗп. Княгиня мана паян: эпӗ пӗлетӗп вӗсем манӑн хӗршӗн перӗннине, терӗ. Ӑна, хай, леш старик пӗтӗмпех каласа панӑ… Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл эсир ресторацире Грушницкипе хирӗҫсе кайнине кураканӗ? Эпӗ сире систерме тесе килтӗм. — Сывӑ пулӑр. Тен, эпир урӑх кураймӑпӑр; сире ӑҫта та пулсан ӑсатӗҫ.

Вӑл алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ: аллӑма тытса чӑмӑртасси килчӗ унӑн… Эпӗ ун аллине чӑмӑртас тенӗ пулсан, вӑл мана мӑйран ыталаса тытнӑ пулӗччӗ, анчах эп, чул пек, вырӑнтан тапранмарӑм — вӑл тухса кайрӗ.

Пулаҫҫӗ-ҫке ҫынсем, пурте ҫавӑн пек вӗсем: ӗҫӗн усал енӗсене малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ, урӑх май ҫуккине кура, пулӑшаҫҫӗ те, канаш та параҫҫӗ, ырлаҫҫӗ те-ха ӑна, кайран вара хӑйсем ҫинчен хываҫҫӗ те ответ тытма хӑяканнинчен тарӑхса пӑрӑнаҫҫӗ. Пурте ҫавӑн пек вӗсем, ҫитменнине чи ӑслисем те ҫавӑн пек.

Тепӗр кун ирпе, крепоҫа кайма аслӑ пуҫлӑхсенчен приказ илсен, эпӗ княгиньӑ патне сыв пуллашма кӗтӗм.

— Сирӗн мана уйрӑммӑнах хыпар каламалли пур-и? — тесе ыйтрӗ вӑл манран.

— Телейлӗ пулма сунатӑп, — терӗм ӑна эпӗ, тата ҫавӑн майлӑ калаҫрӑм та, вӑл тӗлӗнсе кайрӗ.

— Манӑн сирӗнпе пит пысӑк сӑмах пур, — терӗ вӑл.

Эпӗ шӑппӑн лартӑм.

Сӑмах мӗнрен пуҫламаллине пӗлменни уҫҫӑнах курӑнать: унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, ҫемҫе пӳрнисемпе сӗтел ҫине шӑлкалать, каярахпа вара тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмахне вӑл ҫапла пуҫласа ячӗ:

— Итлӗр-ха, мсье Печорин, эп сире ырӑ ҫын пуль, тетӗп.

Эпӗ пуҫӑма тайрӑм.

— Ҫакна ӗненетӗп те-ха эпӗ, — терӗ вӑл малалла, — эсир хӑвӑра тыткалани кӑштах иккӗлентерет те, анчах сирӗн ун пек тума сӑлтавӑр пур-тӑр, эпӗ вӗсене пӗлместӗп, ҫавӑнпа сирӗн мана шанса вӗсем ҫинчен каласа памаллах. Эсир манӑн хӗре элекрен хӳтӗлерӗр, уншӑн пурнӑҫӑра хӗрхенмерӗр, перӗшни те… Ан та калӑр, эсир ун пирки йышӑнмасса пӗлетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен Грушницкие персе вӗлернӗ (вӑл сӑхсӑхса илчӗ). Турӑ каҫарӗ ӑна — сире те каҫарасса шанатӑп!.. Унта ӗҫӗм ҫук манӑн… Эпӗ сире ятлама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен сӑлтавӗ, айӑпсӑр пулин те, манӑн хӗр пирки пулнӑ. Вӑл мана пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ… пӗтӗмпех тесе шутлатӑп эпӗ, эсир ӑна хӑвӑр савса тӑни ҫинчен каласа панӑ, вӑл сире хӑй юратни ҫинчен пӗлтернӗ (ҫакӑнта княгиня йывӑррӑн сывласа илчӗ). Анчах вӑл чирлӗ, эпӗ туйсах тӑратӑп, ахаль чир мар вӑл! Ӑна вӑрттӑн хуйхӑ пусать: тӳррипе каламасть те, анчах эпӗ пӗлетӗп, сӑлтавӗ сирӗнте кунта… Итлӗр-ха, эсир шухӑшлатӑр пуль, эпӗ пысӑк чина та пуянлӑх шыратӑп тесе, — ан шутлӑр: хӗрӗме ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн; сире хальхи вӑхӑтра ӑмсанмаллах мар, анчах вӑл иртме пултарать. Пурлӑхӑр-пур; манӑн хӗр юратать сире, ӑна упӑшкине телей кӑтартма воспитани панӑ. Эпӗ пуян, вӑл ман пӗртен пӗр хӗр… Калӑр, мӗн сире тытса тӑрать? Куратӑр-и, мӑнӑн сире ҫаксене йӑлтах каламалла марччӗ те, анчах эпӗ сирӗн чӗрӗре, сирӗн чыслӑхӑра шанатӑп, — аса илӗр-ха, манӑн пӗр хӗр… пӗрре… Вӑл макӑрса ячӗ.

— Княгиня, — терӗм эпӗ, — сире пӗр сӑмах та калаймастӑп эпӗ; хӗрӗрпе улах ҫӗрте калаҫса пӑхма ирӗк парсамӑр…

— Нихҫан та! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, ӑшӗ вӑрканипе пукан ҫинчен ҫӗкленсе.

— Кирек мӗн тӑвӑр эппин, — терӗм эпӗ, тухса кайма хатӗрленсе.

Вӑл шухӑша кайрӗ, аллипе паллӑ туса мана кӗтсе тӑма хушрӗ те тухса кайрӗ.

Пилӗк минута яхӑн иртрӗ; чӗрем хыттӑн тапать, анчах шухӑшӑм лӑпкӑ, пуҫӑм сивӗ, хамӑн чунӑм чипер Мерине пӗр хӗлхем те пулин юратнине мӗн чухлӗ шырамарӑм пулӗ, ҫапах та манӑн тӑрӑшни кӑлӑхах пулчӗ.

Акӑ алӑк уҫӑлчӗ те, вӑл кӗчӗ. Турӑ ҫырлах! Ӑна юлашки хут курнӑранпа мӗн тери улшӑннӑ иккен вӑл, — нумай пулатчӗ-и унтанпа?

Пӳлӗм варрине ҫитсен вӑл тайкаланма пуҫларӗ; эпӗ сиксе тӑтӑм та, аллӑма парса, ӑна пукан патне ҫавӑтса ҫитертӗм.

Акӑ ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тӑратӑп. Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм.

— Княжна, — терӗм эпӗ, — эсир пӗлетӗр пулӗ эпӗ сиртен кулнине?.. Эсир йӗрӗнмелле ӗнтӗ манран.

Унӑн пит ҫӑмарти хӗрелсе кайрӗ.

— Ҫавӑнпа эсир мана юратма та пултараймастӑр, — терӗм эпӗ малалла.

Вӑл аяккалла ҫаврӑнчӗ; чавсипе сӗтел ҫине таянса куҫне аллипе хупларӗ те куҫҫульне ҫутатнӑ пек туйӑнчӗ.

— Ах турӑ! — терӗ вӑл аран илтӗнмелле.

Кӑна чӑтма ҫук пула пуҫларӗ: тепӗр минутранах эпӗ ун умне чӗркуҫленнӗ пулӑттӑм.

— Ҫапла ӗнтӗ, эсир хӑвӑрах куратӑр, — терӗм эпӗ мӗн пултарнӑ таран лӑпкӑ сасӑпа, ирӗксӗрех кулнӑ пек туса; — эсир хӑвӑрах куратӑр эпӗ сире качча илейменнине. Эсир халь ҫавӑн пек тӑвас тетӗр пулсан та, часах ӳкӗннӗ пулӑттӑрччӗ. Аннӗрпе калаҫни мана ирӗксӗрех сирӗнпе нимӗн пытармасӑр та кӑнттаммӑн калаҫма сӗнет; вӑл тӗрӗс мар ӑнланать-ха, тетӗп эпӗ. Эсир ӑна урӑхла майпа та ӗнентерме пултаратӑр. Ӗнтӗ куратӑр пулӗ, эпӗ сирӗн умӑрта чи мӗскӗн те чи ирсӗр ӗҫ тӑватӑп, ҫитменнине тата тунмастӑп та ун пирки; ҫакна ҫеҫ тума пултаратӑп эпӗ сирӗншӗн… Эсир ман ҫинчен кирек мӗнле усал шухӑшласан та, унпа ман килӗшмеллех… Куратӑр пулӗ, эпӗ сирӗн умӑрта ниме юрӑхсӑр ҫын… Тӗрӗс мар-и, эсир мана халиччен юратса тӑнӑ пулин те, ҫак минутран пуҫласа манран йӗрӗнекен пулатӑр!..

Вӑл мрамор пек шуралса кайрӗ, ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫӗ ҫеҫ тӗлӗнмелле йӑлтӑртатса илчӗ. — Эпӗ сире кураймастӑп…— терӗ вӑл. Эпӗ тав турӑм, хисеплӗн пуҫ тайрӑм та тухса кайрӑм. Тепӗр сехетрен курьер тройки мана Кисловодскран сиктерсе илсе кайрӗ. Ессентуки патне ҫитес чухне эпӗ ҫул хӗрринчи хамӑн харсӑр утӑм виллине палларӑм; иртен-ҫӳрен казаксем йӗнерне хывса илнӗ пулас та, йӗнерӗ вырӑнне унӑн ҫурӑмӗ ҫинче икӗ ҫӑхан ларатчӗ. Эпӗ ассӑн сывласа илтӗм те пӑрӑнтӑм…

Халӗ акӑ, кунта, ҫак кичем крепоҫра, эпӗ час-часах иртнине аса илнӗ май хамран хам: мӗншӗн эпӗ ӑраскал хам уҫса панӑ ҫул ҫине тӑрасшӑн пулмарӑм-ши тесе тӗпчетӗп: унта мана тӳлек савӑнӑҫ та ӑшри канӑҫлӑх кӗтетчӗ-ҫке… Ҫук, эпӗ ун пек кун-ҫулпа килӗшес ҫукчӗ! Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс? Пысӑк хум кӑпӑкӗсенчен пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн уйрӑлса пушӑ пристань патнелле пӗр тикӗс ҫывхарса килмест-ши вӑл?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех