Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Июнӗн 15-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 16:22

Пуплевӗш: 68; Сӑмах: 728

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ӗнер кунта Апфельбаум ятлӑ фокусник килчӗ. Рестораци алӑкӗ ҫине ҫав асӑннӑ тӗлӗнмелле фокусник, акробат, химик тата оптик паян каҫхине, 8 сехетре, пархатарлисен пухӑвӗн (урӑхла — рестораци) залӗнче чаплӑ представлени пани ҫинчен хисеплӗ публикӑна пӗлтерекен вӑрӑм афишка кӑларса ҫапнӑ; билетсем икӗ тенкӗ ҫурӑшар.

Пурте тӗлӗнмелле фокусника кайса курма хатӗрленеҫҫӗ; Лиговская княгиньӑн хӗрӗ сывӑ мар пулин те билет илнӗ.

Паян кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ Вера чӳречи патӗнчен иртсе пыраттӑм; вӑл пӗр-пӗчченех балкон ҫинче ларатчӗ; ман ура умне пӳр пӗчӗк ҫыру ӳкрӗ.

«Паян каҫхине, 10-мӗш сехетре, пысӑк пусма тӑрӑх ман пата кил: упӑшкам Пятигорска кайрӗ, ыран ирпе тин таврӑнать. Манӑн ҫынсем те, горничнӑйсем те килте пулмаҫҫӗ. Вӗсене эпӗ, ҫавӑн пекех тата княгиня ҫыннисене те, билетсем салатса патӑм. Эпӗ сана кӗтетӗп, мӗнле пулсан та кил».

— А-ха! — тесе шухӑшларӑм эпӗ; — хам каланӑ пекех пулса тӑчӗ.

Сакӑр сехетре эпӗ фокусника курма кайрӑм. Публика тӑхӑр сехет вӗҫӗнче пухӑнса ҫитрӗ; представлени пуҫланчӗ. Кайри тенкелсем ҫинче эпӗ Верӑпа княгиня тарҫи-тӗрҫисене палларӑм. Пурте пухӑннӑ кунта. — Грушницкий малти ретре лорнетпа ларать. Фокусник хӑйне сӑмса тутри сехет, ҫӗрӗ тата урӑх мӗнле те пулин япала кирлӗ пулсанах пӗрмай унран ыйтать.

Грушницкий ӗнтӗ чылайранпа мана пуҫ таймасть, паян тата пӗр икӗ хутчен ман ҫине самаях чӑрсӑрла пӑхса илчӗ. Эпир пӗр-пӗринпе татӑлнӑ чухне ҫаксене ӑна йӑлтах аса илтерӗп-ха.

10-мӗш сехет тӗлӗнче эпӗ тӑтӑм та тухрӑм.

Тулта тӗттӗмччӗ, куҫран йӗп чиксен те курӑнмасть. Таврари тусен тӳписенче йывӑр та сивӗ пӗлӗтсем выртаҫҫӗ: сайра хутра кӑна рестораци тавра ларакан тополь тӑррисем ҫилпе шавласа илеҫҫӗ; рестораци чӳречисем патӗнче халӑх тӗпӗртетет. Эпӗ ту ҫинчен антӑм та хапха патнелле ҫаврӑнса васкарах утма пуҫларӑм. Сасартӑк хыҫӑмран такам пынӑ пек туйӑнчӗ мана. Чарӑнса тӑтӑм, йӗри-тавра пӑхкаласа илтӗм. Тӗттӗмре нимӗн те уйӑрса илме ҫук; ҫапах та эпӗ, сыхланас тесе, уҫӑлса ҫӳренӗ пек, пӳрт йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм. Княжна чӳречи патӗнчен иртсе кайнӑ чухне эпӗ хам хыҫра каллех ура сасси илтрӗм: ман умран шинельпе пӗркеннӗ ҫын чупса иртрӗ. Ку мана пӑшӑрхантарма пуҫларӗ; ҫапах эпӗ крыльца патне йӑпшӑнса пытӑм та тӗттӗм пусма ҫине йӑпӑр-япӑр чупса кӗтӗм. Алӑк уҫӑлчӗ; пӗчӗк алӑ ман алла ярса тытрӗ…

— Сана никам та курмарӗ-и? — шӑппӑн каларӗ Вера, ман ҫума лӑпчӑнса.

— Никам та!

— Халӗ эсӗ ӗненетӗн-и эпӗ сана юратнине? Эх, эпӗ нумайччен иккӗленсе тӑтӑм, асаплантӑм, анчах эсӗ манпа мӗн тӑвас тетен, ҫавна тӑватӑн.

Чӗри унӑн хытӑ тапатчӗ, аллисем пӑр пек сивӗччӗ. Ӳпкелешӳ те кӳлешӗ, юншӑхласси пуҫланчӗ: — Чӗрӳнте мӗн пуррине тӳррипе йӑлтах каласа пар, эсӗ манран сивӗннине эпӗ хуллен-хулленех чӑтса ирттерӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сана ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн, — терӗ вӑл мана.

Эпӗ вӑл каланине пӗтӗмпех ӗненмерӗм, ҫапах та тупа туса, сӑмах парса ӑна лӑплантартӑм.

— Эсӗ Мерине качча илместӗн-и эппин? Юратмастӑн-и ӑна?.. Вӑл шухӑшлатчӗ-ха вара… итле-ха, вӑл сана ӑнран каясса ҫити юратса пӑрахнӑ, мӗскӗн.

Ҫурҫӗр иртни ик сехет тӗлӗнче эпӗ чӳречене уҫрӑм та, икӗ тутӑра пӗр-пӗринчен ҫыхса, ҫӳлти балконран аялти балкон ҫине колонна тӑрӑх антӑм. Мери пӳлӗмӗнче ҫаплах ҫутӑ пурччӗ-ха. Темӗн тӗртрӗ мана унӑн чӳречи патнелле. Чаршавне карсах лартайман та, эпӗ пӳлӗмре мӗн пуррине пӗлес килнипе шалалла пӑхрӑм. Мери аллисене чӗрҫи ҫине хуҫлатса хунӑ та хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ларать; ҫӑра ҫӳҫне вӑл чӗнтӗрпе ҫавӑрнӑ чепчик ӑшне пуҫтарса чикнӗ; шурӑ хул пуҫҫийӗсене хӗрлӗ тутӑрпа витнӗ, урисене перссен тӗрлесе тунӑ туфли ӑшне чикнӗ. Пуҫне кӑкӑрӗ ҫине уснӑ та хускалмасӑр ларать; хӑй умне сӗтел ҫине кӗнеке уҫса хунӑ, анчах унӑн пӗр вырантах тӑракан темӗнле тулли хуйхӑллӑ куҫӗсем пӗр страницӑнах ҫӗр хут вуласа тӳхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, шухӑшӗсем вара инҫетре…

Ҫав самантра йывӑҫ тӗми хыҫӗнче такам кӑштӑртатрӗ. Эпӗ балкон ҫинчен ҫерем ҫине сиксе антӑм. Курӑнман алӑ мана хул пуҫҫинчен ярса тытрӗ. «А-ах! — терӗ вӑл хытӑ сасӑпа, — лекрӗн-и… Княжнасем патне ҫӗр хута ҫӳреме вӗрентӗп сана!..»

— Ҫирӗпрех тыт ӑна! — тесе кӑшкӑрчӗ тепри, кӗтесрен сиксе тухса.

Кусем Грушницкипе драгун капитанӗ пулчӗҫ.

Эпӗ драгун капитанне пуҫӗнчен чышкӑпа ҫапса ураран ӳкертӗм те йывӑҫ темисем хушшине кӗрсе ҫухалтӑм. Хамӑр ҫурт таврашӗнчи садра пур сукмаксене те лайӑх пӗлеттӗмччӗ эпӗ.

— Вӑрӑсем килнӗ! Хурах!.. — кӑшкӑрчӗҫ хайхискерсем; пӑшал сасси те илтӗнчӗ; йӑсӑрланакан чӳпек манӑн ура патнех пырса ӳкрӗ.

Тепӗр минутран эпӗ хваттере чупса ҫитрӗм, хӑвӑртрах салтӑнтӑм та выртрӑм. Манӑн тарҫӑ алӑка ҫӑрапа питӗрме ӗлкӗрчӗ кӑна, Грушницкипе капитан ман алӑка шаккама та пуҫларӗҫ.

— Печорин! Эсир ҫывӑратӑр-и? Кунта-и эсир?.. — тесе кӑшкӑрса ячӗ капитан.

— Ҫывӑратӑп, — терӗм эпӗ хаяррӑн.

— Тӑрӑр! вӑрӑсем килнӗ… черкессем…

— Манӑн сунас, — тавӑратӑп эпӗ, — шӑнасран хӑратӑп.

Вӗсем кайрӗҫ. Ахалех эпӗ вӗсене сасӑ патӑм: вӗсем мана тепрер сехет шыратчӗҫ садра. Ҫав вӑхӑтрах хӑрушла шӑй-шай тухса кайрӗ. Крепоҫран казак вӗҫтерсе ҫитрӗ. Пурте хускалчӗҫ, пур тӗмӗсем хушшинче те черкессене шырама тытӑнчӗҫ, анчах, паллах, нимӗн те тупаймарӗҫ. Ҫапах нумайӑшӗ, гарнизон паттӑрлӑхне тата васкавлӑхне ытларах кӑтартнӑ пулсан, пӗр-ик теҫетке тискер вӑрӑ вырӑнтах выртса юлатчӗ тесе ҫирӗппӗнех шутларӗҫ пулӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех