Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 22:07

Пуплевӗш: 126; Сӑмах: 1706

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Гидрограф Р-па тӗл пулни

Хирӗҫ пӗр ҫыру илмесен те Катьӑна ҫур ҫул хушши ҫыру ҫырса тӑни, Ленинграда ҫитсен алӑк уҫса ярсанах Катя мана хам еннелле аллине тӑсрӗ тесе шанса тӑни айванла тухать. Ҫакна тинех ӑнкарса илтӗм эпӗ. Хӗрӗх пӗрмӗш ҫулхи тискер хӗл пулман-им ара, вилекен ачасене турттаракан эшелонсем, тӑван ҫӗршывра нумай хуласенче юри Ленинградран пынӑ чирлӗ ҫынсемшӗн больницӑсем пулман-им ара? Куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫлӑ, тӗлӗнмелле салху сарӑлакан пит-куҫсем те пулман-им? Е хӗвеланӑҫ енчен, е хӗвелтухӑҫ енчен тупӑсемпе персе тӑни илтӗнмен-им? — ытла ачалла шухӑшланӑ иккен эпӗ.

Ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех стоматологически клиника канцелярийӗнче ларса, ватӑ машинистка хӑйне епле пӗр краснофлотец, шӑпах унӑн вилнӗ ывӑлӗ сӑнарлӑскер, сасартӑк килсе кӗрсе, чӗптӗм халӗ юлман чух, вырӑнпа выртса тӑнӑ вӑхӑтра виҫҫӗр грамм ҫӑкӑр парса хӑварни ҫинчен итлесе ларнӑ чух шухӑшларӑм эпӗ.

— Катерина Ивановна тупӑнатех, — терӗ вӑл, — вӑл тӗлӗк курнӑ та, ӑмӑрткайӑк вӗҫет пек, тет. Упӑшку вӑл — тетӗп эпӗ. Ӗненмерӗ вӑл. Акӑ куртӑр-и, эпӗ каланӑ пекех тухрӗ. Ак халӗ те сире эпӗ калатӑп — тупӑнать вӑл!

Тупӑнӗ те. «Тӳррипе каласан, эпӗ М-овра питӗ лайӑх пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл вилес пек выртнӑ ӗнтӗ» тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ, Катя тупӑнать, таврӑнатех текен ватӑ хӗрарӑм ҫине ним курмасӑр пӑхса тӑнӑ май. «Маншӑн тертленнӗ, мана сипленӗ. Унӑн Бертӑна пытаракан ачисене тӳлемешкӗн те ҫӗр грамм ҫӑкӑрӗ пулман». Вара урнӑ пек пулса кайса, ним тӑва пӗлми тарӑхнипе манӑн январьтех Ленинграда вӗҫсе килмеллеччӗ иккен, хама госпитальтен хӑвӑртрах кӑларма ыйтмаллаччӗ, ҫине тӑмаллаччӗ, тесе шухӑшларӑм. Кам пӗлет, тен ун чухнех тухнӑ пулсан эпӗ хальхинчен шет сывлӑхлӑрах та пулнӑ пулӑттӑм, ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм хамӑн Катьӑна.

Анчах иртнине нимпе те каялла тавӑрма ҫук ӗнтӗ. «Эпӗ — пурин пекех» тесе ҫыратчӗ мана Катя Ленинградран. Халӗ ҫеҫ ҫав кӗске сӑмахсем мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илтӗм.

Манран та нумай асап тӳссе ирттернӗ пуль ҫак ватӑ хӗрарӑм, хӑй пӗрмай мана йӑпатать. Эпӗ унтан вӗретнӗ шыв ыйтрӑм та салӑпа та суханпа хӑна турӑм, Ленинградра салӑпа сухан та сайра хутра ҫеҫ тупӑнкалатчӗ-ха.

Ҫав самантран вара ман чӗрене темле сивлек пусрӗ. Хам мӗн кӑна туман, мӗне кӑна тытӑнса пӑхман, пӗрмаях «Катя мӗнле?» тенӗ ыйту йӑтӑнса тухрӗ.

М-овра чухнех эпӗ Ленинградри палланӑ ҫынсен телефон адресӗсене аса иле пуҫланӑччӗ. Анчах клиникӑран кам патне кӑна шӑнкӑртаттармарӑм, никам та хирӗҫ сас памарӗ. Акӑ ӗнтӗ хам шансах пӗтермен адреспа пӗртен-пӗр юлашки номерсене пуҫтарма тытӑнтӑм, трубкӑна темӗнччен тытса тӑтӑм эпӗ, таҫтан инҫетрен ҫатӑртатни илтӗнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн тата инҫетререхрен чӑтаймасӑр тухакан сасӑсем янрарӗҫ.

— Алло, итлетӗп эпӗ сире, — терӗ кӗтмен ҫӗртен пӗр хулӑн сасӑ.

— Чӗнтерме юратчӗ-ши…

Кунта эпӗ хама кирлӗ хушамата асӑнтӑм.

— Эпӗ ку.

— Сирӗнпе Григорьев летчик калаҫать.

Чарӑнса тӑчӗ.

— Пулма пултараймасть! Александр Иваныч-и?

— Ҫавӑ.

— Ак ан ӗнен ӗнтӗ шӑпана! Виҫӗ кун хушши эпӗ хаклӑ Александр Иванча ӑҫтан кӑна тупасчӗ тесе тӑратӑп.

Ултӑ ҫул каялла Татаринов капитана шыракан экспедицие хатӗрлессипе сӑмах татнӑ чух ҫав экспедицие организацилессипе Ленинградра хам ӗҫленӗ чух профессор В. мана Фрунзе ячӗпе тӑракан училищӗн преподавателӗпе тинӗсҫӗ ученӑй-гидрографпа паллаштарчӗ.

Унпа эпир пӗртен-пӗр каҫ кӑна пӗрле ирттерсеттӗмӗр, ҫапах эпӗ ӑна, хам умра пулас тӗнче вӑрҫин сӑн-сӑпатне тӗлӗнсе каймалла уҫҫӑн сӑнласа кӑтартнӑскере, час-часах аса илеттӗм.

Каҫарах юлса килнӗччӗ вӑл. Катя, ури-мӗнӗпех ҫемҫе пукан ҫинче хутланса ларнӑскер, ҫывӑратчӗ ӗнтӗ. Вӑратасшӑн пулсаттӑм ӑна эпӗ, вӑл вӑраттармарӗ, вара эпир кӑшт сыпкаларӑмӑр, Катьӑн кирек хӑҫан та алӑ айӗнче пулакан маҫлинине тутанса пӑхсаттӑмӑр.

Ҫурҫӗре юратсах пӑрахнӑччӗ вӑл. Пулас вӑрҫӑра Ҫурҫӗр ҫӗршывӗ хӑй айӗнчи нихҫан пӗте пӗлми стратегилле туприпе питӗ пысӑк вырӑн йышӑнасса вӑл шансах тӑратчӗ. Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне пӑхнӑ чух та вӑл ҫар ҫулӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ, ҫавна каланӑ май, вырӑссемпе Япони кампанийӗ ӑнӑҫманни те ҫак шухӑша ӑнланманнинчен килнӗ, тенӗччӗ вӑл, ҫав ҫулӑн усси ҫинчен Менделеев мӗн каланине те манса хӑвармарӗ. Пӗтӗм ҫар базисене каравансем пыракан маршрутсем тӑрӑх туса тухма ыйтатчӗ вӑл.

Вӑл калани хама тӗлӗнтерсе янине астӑватӑп-ха. Ҫавна эпӗ Ленинграда вӗҫсе киличчен кӑштах маларах, 1942 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Кама хӗрринче ларса радио итленӗ чух хакларӑм, доктор ҫӗкленнӗ сасӑпа Англипе Совет Союзӗ хушшинче договор йышӑнни ҫинчен вуласа паратчӗ. Ҫав договор ҫинче мӗнле ҫул пирки сӑмах пынине тавҫӑрса илме йывӑр та марччӗ ӗнтӗ, «Каҫхи хӑнана» тӗл пулни те (ҫапла калатчӗ Катя ҫак гидрографа) ман асӑма килчӗ.

1936–1940 ҫулсенче пӗр хут ҫеҫ мар тӗл пулкаланӑ эпӗ унпа, унӑн статйисене те вуланӑ, пӗтӗм Европа чӗлхисене куҫарса чапа тухнӑ кӗнекине те «Совет Арктикин тинӗсӗсем» тенине вуланӑ. Ӑшӑ кӑмӑлпа ыр сунса, сӑнаса пыраттӑм унӑн кун-ҫулне, вӑл та манӑнне сӑнаса пыратчӗ пулмалла. Вӑл Фрунзе училищинчен кайнине пӗлеттӗм, унтан вара вӑл гидрографически судно командирӗ пулчӗ, МВФ Халӑх Комиссариачӗн Гидрографически управленийӗнче ӗҫлерӗ. Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн вӑл доктор диссертацине хӳтӗлерӗ — ун ҫинчен пӗлтернине эпӗ «Каҫхи Мускавра» вуласаттӑм.

Эпӗ ӑна Р. тесе чӗнӗп ӗнтӗ.

«… Ку вара пите сайра хутра пулать — пин ҫулта та пӗр хут ҫеҫ ҫапла пулать» — терӗ Р., хӑй шӑпах килӗнче ларни ҫинчен сӑмах хускатсан. Хваттерӗ питӗрӗнчӗк пулнӑ унӑн, вара вӑл хам телефонпа калаҫас умӗн икӗ минут маларах ҫеҫ хваттерне кӗнӗ, унта та пулин Ленинградран нумайлӑха тухса каяс майпа кӑна.

— Ӑҫта?

— Инҫете. Ак кӗрӗр-ха, каласа парӑп. Ӑҫта чарӑннӑ эсир?

— Халлӗхе ниҫта та.

— Ку питӗ лайӑх. Эппин хам пата кӗтетӗп сире.

Вӑл литейнӑй кӗпер патӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра, лайӑх хваттерте пурӑнать, хваттерӗ, паллах ӗнтӗ, вӑрҫӑ ҫулӗ хушшинче йӗркерен тухнӑ та, ҫапах та унта пӗр-пӗр артист хваттерӗ пек темӗнле поэтла кӑмӑл уҫӑлчӗ. Тен пианино ҫинчи кӗленче калпак айӗнче ларакан тӗрлесе ҫӗлетнӗ пуканесем пуррипе ҫавӑн пек шухӑш кӗчӗ пуль мана, е урайӗпе сентрисем ҫинче темӗн чухлӗ кӗнекесем пуррипе пуль, е хама кӗтсе илнӗ хуҫи, ҫаплипех, ҫухине ярханах янӑ кӗпе вӗҫҫӗн ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтартса тӑнипе пуль. Таҫта эпӗ Шевченкӑн ҫакӑн пек портретне курнӑ. Анчах Р. поэт марччӗ, контр-адмиралччӗ, ӑна пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан кительне пӑхсах пӗлме пулатчӗ.

Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.

Анчах хальхинче вӑл манран вӑрҫӑра пӗр ҫулталӑк хушшинче хам мӗн тунине ыйтса пӗлчӗ.

— Ӑнӑҫман иккен, — терӗ вӑл мана хам инкекӗмсене хӑйне каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн. — Анчах эсир мӗн тӑвассине туса ҫитерӗр-ха. Епле вара эсир, е Балтикӑра, е Хура тинӗс флотӗнче? Ҫурҫӗре улталарӑр-им? Эпӗ сире Ҫурҫӗр ҫынниех тесе шутлаттӑмччӗ — ӗмӗрлӗхех тесе тӑраттӑм.

Ку ӗнтӗ ытла кӑткӑс сӑмахчӗ — Ҫурҫӗре эпӗ епле майпа «улталамалла» пулни ҫинчен калаҫасси — вара эпӗ: Ҫурҫӗре таврӑнма нимӗнле шанчӑк та юлман хыҫҫӑн ҫеҫ граждански авиацирен каймалла пулчӗ, тесе тӳрре тухма тӑрӑшрӑм.

Р. сӑмах хушмарӗ. Хура та вылянчӑк куҫне хӗскелесе, хӑйӗн кӑвакарнӑ та сайралнӑ казакла усӑнарах аннӑ ҫӳҫне тӳрлеткелесе, темӗн ҫинчен шухӑшларӗ вӑл, пӗлейместӗп ӗнтӗ. Чӳречисем пӗтӗмпех ҫӗмрӗкчӗ. Эпир пӗр чӳречи патӗнчи пукансем ҫинче лараттӑмӑр. Пире литейнӑй кӗпер курӑнать, унӑн леш енче сӑрланӑ пӑрахутсем ишеҫҫӗ те, вӗсене ҫыран хӗрринчи ҫуртсенчен те уйӑрса илме ҫук, таҫта пӑрахучӗ, таҫта — ҫурчӗ. Урамсенче те, «ирпе пилӗк сехетри пек», пушах. Ҫавӑн ҫинчен шухӑша илтӗм те, Катя пӗррехинче хӑй Ленинградра ҫуралманни хӑй йӑнӑшех тени асӑма килчӗ. Эпӗ шухӑша кайрӑм. Р. чӗнчӗ те кӑртах сикрӗм.

— Чимӗр-ха, эсир выртса канӑр-ха, — терӗ вӑл. — Ытла ӗшеннӗ эсир. Ыран вара калаҫӑпӑр.

Вӑл ман сӑмаха итлемесӗрех минтер илсе килчӗ, диван ҫавракисене хывса илчӗ, мана вырттарчӗ. Ҫав самантрах ҫывӑрса кайнӑ вара эпӗ, тахӑшӗ чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса, ҫав кун мӗн-мӗн пулса иртни ҫине хулӑн та питӗ одеялпа витнӗ пекех туйӑнчӗ.

_______________

Ытла ирччӗ-ха эпӗ куҫа уҫса пӑхнӑ вӑхӑтра — тӑватӑ сехетсем пурччӗ пулас. Анчах Р. ҫывӑрмастчӗ ӗнтӗ — кӗнеке сентрисене вӑл хаҫатсемпе витетчӗ, вара эпӗ темшӗн салхуланса: паян вӑл каять пуль, тесе шухӑшларӑм. Вӑл ман ҫумма пырса ларчӗ, мана тӑма памасӑрах сӑмах пуҫларӗ. Унӑн «чи кирлӗ» сӑмахӗ ӗнтӗ, мӗн тесен те, ӗнер эпӗ ывӑнса ҫитнине пула мана каласа парайманни ҫинчен пулнӑ.

…Пирӗн вӑхӑтра Совет Союзӗпе Англи тата Америка хушшинчи 1942 ҫулхи ҫуллахи пысӑк тинӗс ҫулӗ ҫинче мӗн пулса иртнине кашни шкул ачиех хӑй мӗн чухлӗ пӗлнӗ таран чухлать ӗнтӗ. Эпӗ Ҫурҫӗр ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр интересленеттӗм, хаҫатсенчи кашни страницӑра Ҫурҫӗр флот самолечӗсем епле ҫапӑҫни ҫинчен тупса вулаттӑм, ҫапах та шӑпах 1942 ҫулхи ҫулла мӗн пулса иртни ҫинчен Р. каласа пани маншӑн ҫӗнӗ хыпар пулчӗ.

Вӑл хӑй кӗнекинчи карттисенчен пӗрне сарса хучӗ те вӑрҫӑ театрӗн чиккине кӑтартасшӑн пулса самай вӑхӑт хушши аппаланчӗ, — ун сӑмахӗпе каласан, ҫакӑн пек пулнӑ имӗш ҫав виҫесӗр пысӑк театр, унта пирӗн тинӗспе сывлӑшри ҫарсем тӑшманпа ҫапӑҫаҫҫӗ. Мана вӑл Баренц тинӗсӗ ҫинче пыракан пысӑк вӑрҫӑ ҫинчен кӗскен ҫеҫ каларӗ пулин те, вӑл каланӑ пек тӗплӗн эпӗ кайран уйрӑм статьясенче вуласа та пӗлеймерӗм. Шыв айӗн ҫӳрекен пӗчӗк кимӗ епле майпа тӑшманӑн чи пысӑк тинӗс базине Петсамо бухтине ҫитсе ҫӳрени ҫинчен эпӗ тӗлӗнсе итлерӗм. Тинӗс ҫинче тӑшманӑн 25 самолетне ҫапса ӳкерекен Сафонов ҫинчен, юр зарячӗпе хӳтӗленсе тӑшман транспорчӗсене атакӑлакан хамӑр летчиксем ҫинчен тӗлӗнсе итлерӗм, — юр зарячӗ мӗн иккенне манманччӗ-ха эпӗ. Вӑл мӗн каланине итлесе тӑнӑ май, хамӑн мӗн ӑнӑҫманнине аса илтӗм те, чӗрем чике-чике ыратрӗ. Р. каласа кӑтартни — манӑн Ҫурҫӗрччӗ-ҫке вӑл.

«Конвой» мӗн иккенне те чи малтан эпӗ ун урлӑ илтрӗм. Вӑл мана пулма пултаракан «рандева-вырӑнсене» кӑтартрӗ, Англипе Америка карапӗсем вӑрттӑн курнӑҫмалли вырӑнӗсем иккен ҫавсем, унтан вара вӗсен карапӗсене епле майпа пире сыхлама пани ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

— Акӑ ӑҫтан килеҫҫӗ вӗсем, — терӗ те вӑл, май килнӗ чухлӗ вӗсен ҫулне кӑтартрӗ, 1942 ҫулхине ун ҫинчен асӑнма та хушмастчӗҫ. — Колоннӑра ҫӗршер-икҫӗршер карап пулать. Эсир, чӑн та, чухлатӑр ӗнтӗ вӗсене ӑҫта чи пысӑк хӑрушлӑх тӗл пулнине? — вара вӑл шӑп ҫав вырӑнах кӑтартмарӗ пулин те, мӗн кӑтартмаллине кӑтартрӗ. — Анчах эпир хӗвеланӑҫӗнчи ҫула текех асӑнар мар-ха, ҫинчен тата кунта (вӑл ӑҫта иккенне те кӑтартрӗ) питӗ ӑслӑ ҫынсем лараҫҫӗ. Урӑххи, ҫавӑн пекех чи кирли ҫинчен калаҫӑпӑр… Акӑ хай, нимӗҫсем хупма тӑрӑшакан хапха, — терӗ те вӑл, Баренц тинӗсӗнчен Карск тинӗсне тухакан вырӑна ҫавӑнтах аллаппипе витрӗ, — вӗсем мӗншӗн тесен авиаци моторӗсем тӑвас ӗҫре Энск рудникӗсем мӗнле пысӑк усӑ кӑтартнине питӗ лайӑх тӗшмӗртеҫҫӗ. Унпа пӗрлех, паллах ӗнтӗ, Ҫурҫӗрте тӳрем ҫул пирки те вӗсене ытла килӗшмест, кӑҫалхи ҫуркуннере вӗсем тата шансах тӑратчӗҫ-ха…

Вӑл каласа пӗтереймерӗ те, эпӗ ӑнлантӑм ӗнтӗ. Хӗвеланӑҫ ҫулне пысӑк усӑ кӳрекен порта ҫуркунне нимӗҫсем пысӑк сиен кӳни ҫинчен ӑнсӑртран ҫеҫ илтнӗччӗ эпӗ.

— Курӑр ӗнтӗ, — терӗ Р. малалла, — нимӗҫсен шыв айӗнче ҫӳрекен кимми Ҫӗнӗ Ҫӗр таврашӗнче пирӗн самолетсене те персе пӑхрӗ, акӑ ӑҫта ҫитрӗ эппин вӑрҫӑ. Ку кӑна та сахал-ха. Паян эпӗ Ҫурҫӗр флочӗн ҫар совечӗ янӑ самолетпа Мускава вӗҫсе каятӑп. Летчикӗ, Карякин майор, нимӗҫсен рейдерӗ хыҫҫӑн хӑй епле икӗ эрне хушши йӗрлесе ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ — ӑҫта тесе шухӑшланӑ пулӑттӑрччӗ эсир? Ак ҫак районра…

Ҫав инҫетри района та кӑтартрӗ вӑл.

— Кӗскен каласан, вӑрҫӑ халӗ ӗнтӗ ӗлӗк гидрографсемпе шур упасем ҫеҫ ҫӳренӗ ҫӗрте пырать. — Ҫапла вара ман ҫинчен те аса илмелле пулчӗ, — терӗ те Р. кулса ячӗ. — Аса илнипе кӑна та мар-ха, тата… — унӑн пит-куҫӗ ырӑ кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗ, — пӗр питӗ кирлӗ те питӗ интереслӗ ӗҫ хушрӗҫ-ха. Ун ҫинчен эпӗ сире нимӗн те каласа парас ҫук, мӗншӗн тесен ҫакӑ шӑпах ҫар вӑрттӑнлӑхӗ. Чи малтан манӑн сирӗн ҫинчен шухӑшланине кӑна каласа парас. Эсир телефонпа шӑнкӑртаттарнинчен тӗлӗнсех каймалла ҫав, Александр Иваныч, — терӗ вӑл ӗҫлӗ сасӑпа, — эпӗ сире хампа пӗрле Ҫурҫӗре вӗҫме сӗнетӗп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех