Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.27 18:13

Пуплевӗш: 183; Сӑмах: 1915

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Инҫе ҫула ӑсатни

Эпӗ, паҫӑртанпах ҫывӑрса выртаканскер, кӑшкӑрнине илтсе вӑрантӑм. Ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехет ҫитнӗччӗ пулас. Сӗтел тӗлӗнче, маччара, табак тӗтӗмӗ ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑратчӗ, пурте тахҫанах тухса кайнӑ, тӑван мар атте урайӗнче ури-аллисене саркаласа ҫывӑрать. Каллех кӑшкӑрчӗҫ, эпӗ Даша инке сассине уйӑрса илтӗм те чӳрече патне пытӑм. Картишӗнче темӗнле хӗрарӑм выртать, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрет.

— Даша инке!

Даша инке мана илтмӗше хывса, сиксе тӑчӗ, темшӗн пирӗн пӳрт тавра ҫаврӑнса чӳречерен пырса шаккарӗ.

— Шыв парӑр! Петр Иваныч! Аксинья выртать унта!

Эпӗ алӑка уҫрӑм, вӑл пӳрте кӗрсе тӑван мар аттене вӑратма тытӑнчӗ.

— Петр Иваныч! Эх, тур ҫырлах! — Тӑван мар атте хӑрӑлтатса кӑна илчӗ. — Саня, ӑна пӳрте илсе кӗрес пулать, вӑл картишӗнче ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ курӑнать… Петр Иваныч!

Тӑван мар атте куҫне уҫмасӑрах тӑрса ларчӗ, каллех выртрӗ. Эпир ӑна ниепле те вӑратаймарӑмӑр.

Ҫӗрӗпех анне патӗнче аппалантӑмӑр эпир, вӑл ир еннелле кӑна тӑна кӗнӗ пек пулчӗ. Тӑнран тухни ытлашши йывӑрах пулман иккен унӑн, час иртмелле пулнӑ, анчах та вӑл чул ҫине ӳкнӗ. Эпир ҫакна, хамӑр телейсӗррине кура, тепӗр кунхине каҫ кӳлӗм кӑна пӗлтӗмӗр. Тухтӑр пӑр хума хушрӗ. Анчах пӑра сутӑн илме пуриншӗн те темӗнле аван мар пек пулчӗ, Даша инке вара пӑр вырӑнне йӗпе алшӑлли хума шутларӗ.

Саня тула тухса алшӑллине витрене чиксе йӗпете-йӗпете кӗнине, куҫне чавсипе шӑлнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ. Анне, яланхи пекех шуранкаскер, ним хускалмасӑр выртрӗ. Вӑл тепӗр кунхине вилӗм батальонне кайнӑ тӑван мар атте ҫинчен пӗрре те ыйтмарӗ, анчах та пире — йӑмӑкпа иксӗмӗре — хӑйӗнчен пӗр утӑм та уйӑрмарӗ. Кӑмӑлӗ пӑтранса килни ӑна ҫав тери асаплантарчӗ, вӑл темскер курасшӑн пулнӑ пек, пӗр вӗҫӗмрен куҫне хӗскелесе выртрӗ, ҫакӑ темшӗн Даша инкен кӑмӑлне каймарӗ. Вӑл виҫӗ эрне чирлесе выртрӗ, сывалма та пуҫларӗ темелле, анчах ӑна каллех темскер килсе «вӑрӑнчӗ!».

Пӗрре эпӗ ҫапла ир кӳлӗм вӑранса каятӑп та анне ҫара урисемпе урайне пусса вырӑн ҫинче ларнине куратӑп.

— Анне!

Вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑханҫи пулчӗ, эпӗ сасартӑк вӑл мана курманнине туйса илтӗм.

— Анне! Анне!

Вӑл, малтанхи пекех ҫилӗллӗ сӑнлӑскер, хӑйне вырӑн ҫине вырттарма тӑрсан, манӑн алӑсене сирсе ячӗ…

Ҫак кунтан вара вӑл апат ҫими пулчӗ, тухтӑр ӑна ирӗксӗрлесех ҫупа ҫӑмарта ҫитерме хушрӗ. Ку ӗнтӗ, тӗлӗнмелле ырӑ сӑмах, анчах та укҫи ҫукки касать, ҫитменнине тата хулара ҫӑмарта та, ҫу та ҫук.

Даша инке ӑна йӗре-йӗре вӑрҫрӗ, анне, тӗксӗмленсе, ӑсран кайса, хура ҫивӗчӗсене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӗр сӑмах хушмасӑр выртрӗ. Теплерен пӗрре кӑна, Даша инке «пурнасшӑн мар вӑл, ҫавӑнпа ҫимест» тенине илтсен кӑна, анне темскер мӑкӑртатса илчӗ, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ.

Чирлесе ӳкнӗренпе вӑл мана та ачашласа пӑхма пуҫларӗ, Саньӑна юратнӑ пекех юратма тытӑнчӗ темелле. Час-часах вӑл ман ҫине тӗлӗнсе кайнӑ пек тӗллесе пӑхатчӗ. Чирличчен эпӗ ӑна йӗнине пӗрре те курман, халӗ пур акӑ кашни кун йӗрет, эпӗ мӗншӗн иккенне те лайӑх чухлатӑп. Ӗлӗкрех мана юратманшӑн, аттене маннӑшӑн ӳкӗнет вӑл; тен, вӑл Гаершӑн, вӑл пире тарӑхтарнӑшӑн каҫару ыйтать пулӗ. Анчах та тем амакӗ манӑн ал-урана ҫыхса лартрӗ. Мӗн тытнӑ ҫавӑ алӑран тухса ӳкет, нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм эпӗ, нимӗн те ӗҫлемерӗм. Юлашки калаҫу та ҫавнашкалах пулчӗ пирӗн, аннепе иксӗмӗр эпир пӗр-пӗрне хирӗҫ пӗр сӑмах та хушмарӑмӑр. Вӑл, пуҫне сӗлттесе чӗтрекен тутисене аран-аран кӑна чарса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, аллӑмран тытрӗ. Эпӗ вӑл хампа уйрӑлма шутланине тавҫӑрса илтӗм. Анчах та эпӗ пуҫа усса, урайнелле тинкерсе пӑхса, юпа пек хытса тӑтӑм.

Тепӗр кунхине анне вилсе кайрӗ…

Тӑван мар атте, ҫула тухмалли ҫар тумне тӑхӑннӑскер, ҫурӑм хыҫне винтовка ҫакнӑскер, ҫенӗхре йӗрсе тӑчӗ, анчах та темшӗн ун ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхмарӗ…

Эпир йӑмӑкпа картишӗнче лартӑмӑр, килен пӗри пирӗн пата чарӑнса: «Аннӳне хӗрхенетӗр иккен?» е тата «тӑлӑх-турат пулса юлтӑр-им ӗнтӗ?» — теҫҫӗ. Сковородниковсем патне картла выляма ҫӳрекен карчӑксем пирӗн пӳрте питӗрӗнсе ларчӗҫ, юбкисене ҫӳлелле ҫӗклесе, ҫаннисене тавӑрса янӑскерсем, урай ҫунӑ пек пулса витре йӑтса тухрӗҫ, Даша инке темле «ҫула ӑсатмалли» патне кайса килчӗ. Ку вӑл — ҫав тери хӑрушӑ йӑла. Ҫак йӑла-йӗрке иртсе кайиччен пирӗн картишӗнчех лармалла пек туйӑнчӗ маншӑн. Акӑ ӗнтӗ эпир кӗтсе ларатпӑр.

Нумай ҫулсем иртсен эпӗ Бальзак: «Асап курни пурнӑҫа сӑнама вӗрентет» тесе ҫырнине вуларӑм. Унтан вара тӳрех ҫак куна, ҫуса тасатса тумлантарнӑ анне ҫӗре кӗнӗ куна, аса илтӗм. Кашни сӑмахах, кашни хускалӑвах, хамӑнне те, ҫынсенне те эпӗ асра тытса юлтӑм. Анне, аллисене хӗреслетсе турӑш тыттарнӑскер, сӗтел ҫинче выртнӑ кун мӗншӗн пурте пӑшӑлтатса, унтан кӑшт хытӑрах, варахпа яланхи пекех калаҫнине те ӑнлантӑм эпӗ. Сковородников та, тӑван мар атте те, Даша инке те анне вилнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ! Эпӗ хам та сасартӑках урӑх япала ҫинчен шухӑшлама пуҫланине ҫав тери хӑраса тавҫӑрса илтӗм.

Эпӗ те хӑнӑхса ҫитрӗм-ши вара? Эпӗ те хама Петька тахҫанах парнеленӗ тӑхлан тултарнӑ сахапа пересси ҫинчен (эпӗ ӑна анне вилнине пула ҫаплах-ха сӑнаса пӑхаймастӑп) шухӑшлатӑп-ши?! Эпӗ, ҫийӗнчех ӳкӗнсе, ирӗксӗрех анне ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм.

Аннене пытарнӑ кун та ҫавӑн пекех пулчӗ.

Саньӑна, пуҫӗ ыратнипе, киле хӑварчӗҫ. Тӑван мар атте, ирех батальона чӗнтернипе, аннене илсе тухнӑ ҫӗре ӗлкӗреймерӗ, эпир ӑна икӗ сехет хушши кӗтрӗмӗр, вара эпир хамӑр кӑна кайрӑмӑр. Эпир вӑл — Сковородников, Даша инке, эпӗ.

Вӗсем ҫуран утрӗҫ, Даша инке, юлас мар тесе, урапа хыҫӗнчен тытса пычӗ, мана урапа ҫине лартрӗҫ.

Асӑнма та аван мар та, ҫапах та ҫул ҫинче палланӑ ачасене курсан е вӗсем куҫӗсемпе пире ӑсатса янине сиссен е тата ҫав ачасем, кама пытарнине ыйтса пӗлме тесе, пӗр-икӗ минут пирӗнпе пӗрле утнӑ чух, эпӗ хӑма хам мӑнкӑмӑллӑрах тытма тӑрӑшрӑм. Ҫав самантрах хама вӑрҫма та пуҫларӑм. Эпир аякран аякка кайрӑмӑр, ним пулман пек хӑйне лӑпкӑ тытакан, пуҫне — кепка, ҫине — балахон тӑхӑннӑ лавҫӑ ыйӑхлӑ сассипе лашине кӑшкӑркаласа хӑратса пычӗ, манӑн шухӑшӑмсем, шурӑ пӳспе виткелесе хунӑ тупӑк патӗнчен вӗҫсе кайса, каллех таҫта-амакра пӑтрашса ҫӳрерӗҫ.

Акӑ Застенная; хула хӳми тарӑх, хушӑксенчен ҫуллахи сада билетсӑр никам та ан кӗтӗр тесе, йывӑҫ карта тытса ҫавӑрнӑ. Хӗрринчи хӳмине кӑшт айккинелле пӑрса ямаллине, сада вӑшт! ҫеҫ сӗвӗнсе кӗмеллине, Петькӑпа манран пуҫне, никам та пӗлеймен. Кӑмӑлу пулсан — музыка итле, кӑмӑлу пур-тӑк — садра вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ чечек тат, унтан спектакль пӗтсен, халӑха сут. Ҫыххи пилӗк пус тӑрать!

Акӑ кадетсен ҫурчӗ; карташӗнче матрац тиенӗ лавсем тӑраҫҫӗ, ҫутӑ шинеллӗ ҫынсем, те офицерсем, те гимназистсем, темшӗн матрацсене пӳрте йӑта-йӑта кӗреҫҫӗ, иккӗмӗш хутри чӳречесене матрацсемпе хуплаҫҫӗ. Акӑ Афонин сӑрчӗ, хула халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку вал ҫӗр айне юлнӑ чиркӳ пулать. Манкун каҫ ҫӗр айӗнчен юрлани илтӗнет, имӗш. Афонин сӑрчӗ ҫинче такамсем йӑраланаҫҫӗ, тинкерсе пӑхрӑм та эпӗ ҫав ҫутӑ шинельсенех куртӑм, вӗсем мӗлтлете-мӗлтлете иртеҫҫӗ.

Пасар пулакан вырантан иртсенех-ха, присутстви алӑкӗ умӗнче хуралҫӑ тӑнине куртӑм, садра, решетке патӗнче штатски тумне тӑхӑннӑ ҫынсем ҫӳретчӗҫ, вӗсенчен пӗри пулемёт сӗтӗретчӗ. Магазинсене хупса лартнӑччӗ, урамсем пуш-пушахчӗ. Сергиевскран иртсен эпир пӗр ҫын та тӗл пулмарӑмӑр. Мӗн пулнӑ-ши?

Вараланчӑк балахон тӑхӑннӑ лавҫӑ лашине чӑпӑрккипе пӗр вӗҫӗмрен ҫаптарать. Даша инкепе Сковородников аран-аран кӑна ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. Эпир Посад пушхирӗ текен вырӑна ҫитрӗмӗр. Посад пушхирӗ тесе хулапа Посад хушшинчи пылчӑклӑ пушӑ вырӑна калаҫҫӗ. Унтан вара шыв хӗрринелле, арман кӗперӗ патнелле каймалла. Аякра темскер шатӑртатрӗ, лавҫӑ хӑраса ӳксе, йӗри-тавра пӑхса илчӗ, чӑпӑрккине ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Даша инке пире хуса ҫитрӗ те ятлама пуҫларӗ.

— Ухмаха ертӗн-им? Вутӑ тиемен вӗт эсӗ!

— Переҫҫӗ! — тӗксӗммӗн хирӗҫлерӗ лавҫӑ.

Ҫырманалла анакан ҫулӑн икӗ айккипе те сӑрт. Эпир пӗр самант сӑмах хушмасӑр пытӑмӑр. Йӗри-тавра нимӗн те курӑнмасть. Таҫта переҫҫӗ, анчах пӑшал сасисем шӑпланма пуҫларӗҫ. Арман кӗперӗ те курӑнать ӗнтӗ. Эпӗ ҫавӑнта ырашпӗтрисем тытаттӑм. Сасартак лавҫӑ ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашине хистеме тытӑнчӗ… Лаши пӗрех туртӑнчӗ те ҫыран хӗррипе вӗҫтерчӗ. Сковородниковпа Даша инке таҫта аякка тӑрса юлчӗҫ.

Кустӑрма ҫине пульӑсем пырса ҫапӑнчӗҫ, ахӑр, куҫтӑрмаран турпас таткисем сирпӗнме пуҫларӗҫ, пӗр турпас татки манӑн питех пырса ҫапӑнчӗ. Эпӗ тытса пыракан юпа чӗтренсе, шатӑртатса илчӗ, пире питӗ хытӑ сиктерчӗ те, юпа ҫул ҫине тухса ӳкрӗ. Эпӗ вара таҫта аякра Сковородников кӑшкӑрнине, Даша инке йӗре-йӗре вӑрҫнине илтрӗм.

Лавҫӑ, кӗпер ҫине кӗмелли ҫула хӑмасемпе, пӗренесемпе, кирпӗчсемпе картласа хунине курмӑш пулса ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех антарса лартрӗ, унтан чӑпӑрккине пуҫӗ ҫинче ҫавра-ҫавра лашине тӳрех кӗпер еннелле тытрӗ. Лаша каялла чакрӗ, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла туртӑнчӗ те тӑпах чарӑнчӗ.

Пӗренесем хыҫӗнчен чупса тухнӑ ҫынсем хушшинче эпӗ пӗр паллакан наборщика куртӑм. Иртнӗ ҫура вӑл кӳршӗри юмӑҫ патӗнче хваттерте пурӑнатчӗ. Аллине вӑл винтовка тытнӑ, пальто ҫинчен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххинчен наган ҫакса янӑ. Вӗсем пурте пӑшалсемпе, хӑшӗсен тата хӗҫсем те пур.

Лавҫӑ урапа ҫинчен анчӗ, балахон аркине пуҫтарса, чӑпӑрккине атӑ кунчи ӑшне чикрӗ, ятлаҫма тытӑнчӗ.

— Мӗн эсир, курмастӑр-им? Виле илсе каятпар! Кӗҫех лашана персе пӑрахмарӑр!

— Эпир пемен ӑна, кадетсем пенӗ, — хирӗҫлерӗ наборщик. — Эсӗ мӗн, тӑмсай, баррикадӑсене курмастӑн-им?

— Хушамату мӗнле санӑн? — кӑшкӑрчӗ лавҫӑ. — Эсир ответ тытатӑр! Юсанишӗн кам тӳлет? — Вӑл, урапа кустӑрмисем тавра ҫӳресе, персе ватнӑ вырӑнсене тыта-тыта пӑхрӗ. — Эсир кустӑрма шӑлне ҫӗмӗртӗр!

— Тӑмсай, — терӗ каллех наборщик, — каланӑ вӗт сана эпир мар тесе! Тупӑксене перетпӗр пулӗ эпир. Ухмах!

— Кама пытаратӑн, ачам? — ыйтрӗ кокарда вырӑнне хӗрлӗ лентӑллӑ папаха тӑхӑннӑ пӗр ватӑрах кӑна ҫын.

— Аннене, — терӗм эпӗ аран-аран.

Вӑл папахине хыврӗ.

— Шӑпрах эсир, юлташсем, — терӗ вӑл. — Виле илсе каяҫҫӗ. Ача амӑшне ӑсатать. Аван мар капла.

Пурте ман ҫине пӑхрӗҫ. Манӑн пит-куҫӑм вӑл вӑхӑтра питӗ чаплах пулман курӑнать. Пурне те майлаштарнӑ хыҫҫӑн, Даша инке пире хуса ҫитрӗ, кӗпер урлӑ каҫсан, эпӗ хамӑн кӗсьере икӗ катӑк сахӑр, пӗр татӑк шурӑ сухари тупрӑм.

Аннене пытарнӑ хыҫҫӑн питӗ ывӑнса, Песчинка юханшывӑн тепӗр енӗпе киле ҫитрӗмӗр.

Хула ҫинче ҫулӑм ялкӑшса тӑчӗ — Красноярск полкӗн казармисем ҫунчӗҫ. Сковородников понтоннӑй кӗпер ҫинче пӗр паллакан хуралҫа чӗнсе илчӗ, вӗсем ҫав тери вӑрахчен калаҫрӗҫ. Анчах эпӗ нимӗн те ӑнланса юлаймарӑм: таҫта такамсем ҫула пӑснӑ имӗш, утлӑ ҫар корпусӗ Петроград ҫинелле каять, вокзала вилӗм батальонӗ йышӑнса илнӗ, тет. Самантсеренех «Керенский» хушамата асӑнчӗҫ, ун ҫумне тем те пӗр хуша-хуша каларӗҫ. Эпӗ аран-аран ура ҫинче тӑратӑп, Даша инке ахлатса, хӑшлатса сывлать.

Эпир ҫитнӗ ҫӗре йӑмӑк ҫывӑрма выртнӑ. Эпӗ, хывӑнмасӑрах, унпа юнашар пырса лартӑм.

Ҫак каҫ, эпир тӑлӑха юлнӑ каҫ,Даша инке пирӗн патра ҫывӑрмарӗ. Мӗншӗн ҫывӑрманнине пӗлеймерӗм эпӗ. Вӑл мана валли пӑтӑ илсе килсе пачӗ, анчах манӑн темшӗн ҫиес килмерӗ. Вӑл вара турилккине чӳрече ҫине лартрӗ, сӗтел ҫине мар, чӳрече ҫине. Ирхине сӗтел ҫинче анне выртатчӗ. Халӗ ӗнтӗ ир мар, халӗ — ҫӗрле. Саня аннен вырӑнӗ ҫинче ҫывӑрать. Аннене те ҫав вырӑна вырттарнӑччӗ. Ҫамки ҫине пуҫкӑшӑлӗ хунӑччӗ, аллине «ҫула ӑсатмалли» тыттарнӑччӗ. Трубка пек ҫавӑрса чӗркенӗ хута ҫавӑн пек каланине пӗлмен эпӗ ун чухне.

Эпӗ чӳрече патне пытӑм. Тулта тӗп-тӗттӗм, ҫырма ҫинче вут-ҫулӑм ялкӑшать, хура тӗтӗмлӗ пайӑркасем пӗрре ҫунса ҫуталаҫҫӗ, тепре сӳнсе лараҫҫӗ.

Казармӑсем ҫунаҫҫӗ. Вӗсем аякра, чугун ҫулӑн тепӗр енче!.. Анне пуҫне сулкаласа, аран-аран йӗмесӗр тӳссе, хама алӑран тытнине аса илтӗм. Мӗншӗн нимӗн те каламарӑм-ши эпӗ ӑна? Эпӗ пӗр сӑмах та пулин каласса та кӗтнӗ вӗт вӑл…

Вӗтӗ-вӗтӗ чулсем ҫыран хӗррине киле-киле ӳкеҫҫӗ — ҫил тухнӑ пулмалла, ҫумӑр та ҫума пуҫларӗ. Эпӗ нимӗн шухӑшламасӑр, ҫумӑр тумламӗсем чӳрече куҫӗсем тӑрӑх малтан ерипен, унтан хӑвӑртран та хӑвӑрт юхса аннине вӑрахчен пӑхса тӑтӑм.

Такам алӑка вӑйлӑн туртса уҫса, пӳлӗме чупса кӗнӗ пек, йӗпе шинельне урайне пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ. Ку тӗлӗк пулманнине эпӗ часах тавҫӑрса илеймерӗм. Тӑван мар атте пӳртре каллӗ-маллӗ ҫӳрет, хӑй ҫийӗнчи гимнастеркине шалӗсене шатӑртаттарса хывма хӑтланать, лешӗ йӗпе пирки ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫса ларнӑ та хывӑнмасть. Вӑл ҫарамасланса аялти йӗм вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлчӗ, хӑйӗн арчи патне чупса пырса кутамккине кӑларчӗ.

— Петр Иваныч!

Ман ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те вӑл, нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫӑмламас, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскер, вӑл васкасах кӗпи-йӗммисене арчаран илсе кутамккине чикет. Вӑл витӗнкӗҫе пуҫтарчӗ, ӑна чӗркуҫҫипе пусса чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл ҫилӗллӗн тутисене вылятрӗ, унӑн шултра та вӑрӑм, чӑн-чӑн кашкӑрӑнни пек шӑлӗсем курӑнчӗҫ.

Виҫӗ гимнастеркине хӑй ҫине тӑхӑнчӗ, тӑваттӑмӑшне кутамккине чикрӗ. Эпӗ ҫывӑрманни ҫинчен манса кайрӗ пулмалла, унсӑрӑн пӑтара тӑракан аннен бархат жакеткине хӑйӗн кутамккине чикмен пулӗччӗ вӑл.

— Петр Иваныч!

— Хуп ҫӑварна! — пуҫне ҫӗклесе кӑшкӑрчӗ вӑл. — Шуйттан патне!

Вӑл урине хывса тӑхӑнчӗ, шинельне тӑхӑнчӗ, сасартӑк хулӗ ҫинчи пуҫ шӑммине, ун айӗнчи хӗреслетсе хунӑ икӗ шӑмма курах кайрӗ. Вӑрҫа-вӑрҫа шинельне хывса печӗ, шӑлӗсемпе ҫав шӑмӑсене кышласа сӳтме тытӑнчӗ. Унтан кутамккине ҫурӑм хыҫне ҫакрӗ те — вунӑ ҫуллӑха ҫак ҫын манӑн куҫ умӗнчен ҫухалчӗ! Пылчӑклӑ ура йӗрӗсем тата вӑл тӗрлӗ булавкӑсем, запонкӑсем хуракан пушӑ шӑвӑҫ савӑт, «Катык» пирус савӑчӗ кӑна тӑрса юлчӗ.

Мӗн пулса иртни тепӗр кунхине паллӑ пулчӗ. Военно-революционнӑй комитет хулара Совет влаҫӗ пуҫ пулса тӑни ҫинчен пӗлтернӗ. Вилӗм батальонӗпе доброволецсем Совет влаҫне хирӗҫ тӑнӑ, вӗсене те ҫапса аркатнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех