Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II. Тинӗс

Пай: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.09.24 16:07

Пуплевӗш: 147; Сӑмах: 1527

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Аяла анса ларнӑ хӗвел куҫа йӑмӑхтарать. Ун айӗнче сарлака тинӗс магний пек ҫунса выртать. Кунта ҫеҫенхир тинӗс хӗррине ҫитсе ҫухалнӑ пек туйӑнать.

Маслина йывӑҫҫисен кӗмӗл тӗслӗ тӗмӗсем ҫыран хӗрринчи хӗрӳ сывлӑшра чӗтресе ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Чӑнкӑ ҫыран тӑрӑх аяла анма сукмак пулнӑ.

Петя ҫав сукмакпа чупса ҫӳреме юратнӑ. Пушмаксем ачан урине хӗснӗ. Пушмак тӗпӗсем шунӑ. Урасем хӑйсем тӗллӗн чупнӑ пекех туйӑннӑ. Чупакан урасене чарма май пулман.

Пӑрӑнмалли вырӑна ҫитиччен ача ӳкесрен аран-аран сыхланкаланӑ. Вӑл, ури кӗлисем ҫине тӗрӗнсе, сукмак тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан хӑрӑк тымарсене ярса тытнӑ. Анчах ҫӗрӗк тымарсем татӑлнӑ. Ура айӗнчен тӑм муклашкисем персе аннӑ. Ача мӑкӑрланса хӑпарнӑ тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ тусан ӑшӗнче уткаласа пынӑ. Тусан сӑмсана кӗнӗ, пыр тӗпне кӑтӑклантарнӑ. Петяна ку йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Э, мӗн пулин пулӗ!

Ҫакна вӑл пӗтӗм карланкипе кӑшкӑрса каларӗ те, пӗтӗн вӑйӗпе аялалла чупса кайрӗ.

Пуҫӗ ҫинчен сӗвӗнсе аннӑ шӗлепке ҫил вӗрнипе ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапкаланса пынӑ. Матросла кӗпе ҫухи вӗлкӗшнӗ. Чӑлхисене йӗплӗ хулӑ сӑннисем кӗрсе ларнӑ… Вара ача, пусмасем евӗрлӗ ҫыран картлашкисем тӑрӑх сиксе, хӗвел ӑшӑтма ӗлкӗреймен хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррине тухса тӑнӑ.

Хӑйӑр тӗлӗнмелле шурӑ та вӗтӗ пулнӑ. Ҫав юхса тӑракан тарӑн хӑйӑр ҫинче ӗнер ҫӳренӗ ура йӗрӗсем палӑрса тӑнӑ, вӑл чи лайӑх маннӑй кӗрпе пек курӑнса выртнӑ.

Вӑл тинӗс шывӗ хӗррине ҫитичченех ҫапла пит тикӗс тӑсӑлнӑ.

Унӑн чи хӗрринчи вӗҫӗ яланах шурӑ юр пек кӑпӑкпа витӗнсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл кунта нӳрлӗ, хытӑ, тип-тикӗс, ҫӳреме ҫӑмӑл пулнӑ.

Каролино-Бугазран Дунай шывӗн пырӗ патне — ун чухнехи Румыни чикки таранах — ҫӗр ҫухрӑма тӑсӑлса выртакан тӗнчери чи лайӑх пляж — ҫав ирхи сехетре кичем, тискер, пушӑ пек туйӑннӑ.

Пӗччен пулни ачана питех те хӑратнӑ. Анчах халӗ вӑл хӑйне-хӑй пачах урӑхла хӑрушлӑхра, никам та пурӑнман утрав ҫинче паттӑр Робинзон пек туйнӑ.

Петя чи малтан ура йӗрӗсене сӑнама тытӑннӑ. Вӑл тӗрлӗ мыскарасем шыракан ҫын пек опытлӑ, ҫивчӗ куҫлӑ ача пулнӑ.

Ун тавра ура йӗрӗсем палӑрса выртнӑ. Вӗсене вӑл Майн-Рид кӗнекине вуланӑ пек вуланӑ.

Ҫыран хӗрринчи хура пӑнчӑсем тата хӑмӑр кӑмрӑкӑн юлашкийӗсем ҫине сӑнаса пӑхсан, ачана кунта кӗҫӗр кимӗпе таҫтан инҫетрен ҫынсем килсе чарӑннӑ та, вут хурса апат пӗҫернӗ пек туйӑннӑ.

Чарлансен ури йӗрӗсем нумай пулни лӑпкӑ ҫанталӑк тӑнине тата тинӗс хӗрринче вак пулӑ питех те нумай пулнине пӗлтернӗ.

Хум кӑларса пӑрахнӑ вӑрӑм пробка, француз клейми ҫапнӑскер, тата шывра шуралса кайнӑ лимон татӑкӗ — ҫавсем пурте темиҫе кун каярах ку тӗлтен ют ҫӗршыв парохочӗ иртсе кайнине нимӗн иккӗленмелле мар кӑтартса панӑ.

Ҫав вӑхӑтра хӗвел горизонт ҫинче кӑшт кӑна ҫӗкленнӗ пулнӑ. Халӗ ӗнтӗ тинӗс тӑтӑшах мар, икӗ тӗлте ҫеҫ ҫутатнӑ: горизонт тӗлӗнче вӑрӑм йӑрӑмпа тата вуншар пысӑках мар йӑлтӑртатакан ҫӑлтӑр пек ҫутӑпа, ҫав ҫутӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тинӗс хумӗнче, тӗкӗр ҫинчи пек, сиксе вылянӑ.

Хӑйӗн питех те пысӑк талкӑшӗнче тикӗс, чечен те хитре, август уйӑхӗнчи ҫав тери кичем пек туйӑнакан шупка ҫуттипе йӑлтӑртатнӑ, ҫавӑнпа та ирӗксӗрех:
Пӗччен парус шуррӑн курӑнать
Кӑвак тинӗс тӗтринче…
тенине аса илес килнӗ, анчах парус ниҫта та курӑнман, тинӗс те тӗтреллӗ пек туйӑнман.

Петя тинӗс ҫине тӗлӗнсе, кӑмӑллӑн пӑхса тӑрать.

Мӗн чухлӗ пӑхсан та, тинӗс нихӑҫан та йӑлӑхтармасть. Вӑл кирек хӑҫан та тӗрлӗ тӗслӗ, ҫӗнӗлле, нихӑҫан курман пек туйӑнать.

Вӑл куҫ умӗнчех, кашни сехетрех улшӑнать. Вӑл е лӑпкӑ, ҫутӑ-кӑвак, темиҫе тӗлте шурӑ пир тӑрӑхӗсем сарнӑ ҫулсем тӑсӑлнӑ пек. Е вӑл куҫа йӑмӑхтармалла шупка-ҫутӑ, ялкӑшса тӑракан хӑмаҫ пек. Е вӑл хӑйӗн кӑтрисемпе вылять. Е, уҫӑ ҫил ҫинче хумханса хуралать те, пӗркеленнӗ хура пустав тӑрӑхӗ пек пулать.

Акӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗкленет, вара вӑл хаярланса каять. Тӑвӑл ҫилӗ шыв ҫийӗпе пысӑк хумсене хӑвалать. Тӗксӗм пӗлӗт тӑрӑх чарлансем кӑшкӑрса вӗҫеҫҫӗ. Ҫӗкленсе ҫапӑнакан хумсем ҫыран хӗррине вилнӗ дельфин ӳтне кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Симӗсленнӗ горизонт стена пек ҫӗкленсе тӑрать. Ту пек капланса килекен кӑпӑклӑ хумсем, ҫыран хӗррине перӗнсе, аслати ҫапнӑ пек кӗрлесе саланаҫҫӗ. Сывлӑш йӗри-тавра шавлать. Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче шыв пӗрчисем тӗтре пӗк ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Анчах тинӗсӗн тӗлӗнмелле илемӗ унӑн ӑшӗнче, унӑн пысӑкӑшӗнче пытанса выртакан вӑрттӑнлӑхӗ пулнӑ.

Июль уйӑхӗнчи ҫутӑ каҫсенче ӑшӑ та хура шыва чикнӗ алӑ сасартӑк йӑлтӑртатса ҫутални тинӗс вӑрттӑнлӑхӗ пулман-и-мӗн? Е куҫа курӑнман карапсен майпен шӑвакан ҫуттисем, е курӑнман маякӑн пӗрре ҫутӑлакан, тепре сӳнекен шурӑ ҫутти? Е этем нихӑҫан та шутласа кӑларма пултарайман хӑйӑр пӗрчисем?

Юлашкинчен тата, пӗринче тинӗсре инҫе-инҫе курӑнса кайнӑ пӑлхавҫӑ-броненосец, ишсе иртни ҫаплах вӑрттӑнлӑх пулман-и вара?

Вӑл курӑниччен малтан Одесса портӗнче пушар пулнӑ. Пушар ҫутти хӗрӗх ҫухрӑмран курӑннӑ. Часах эстакада ҫунать тенӗ хыпар сарӑлнӑ.

Унтан: «Потёмкин» текен сӑмах илтӗннӗ.

Пурне те тӗлӗнтернӗ пӗр пӗччен ҫӳрекен пӑлхавҫӑ-броненосец Бессараьи ҫыранӗсем тӗлӗнче темиҫе хут курӑннӑ.

Батраксем, фермӑра ӗҫлеме пӑрахса, ҫыран хӗррине тухнӑ, инҫетри тӗтӗме курасшӑн тинкерсе пӑхнӑ. Хӑш чухне вӗсен куҫне броненосец кӳрӑннӑ пек туйӑннӑ.

Вара вӗсем хайсен картузӗсемпе кӗписене хывнӑ, аллисемпе сулса пӑлхавҫӑсене саламланӑ.

Анчах Петя куҫне мӗнле хӗссе, тӑрӑшса пӑхнӑ пулсан та, — тӳррипе каласан, пушӑ тинӗсре нимӗн тӗ курайман.

Пӗрре ҫеҫ, вӑл пӗр ачаран вӑхӑтлӑха ыйтса илнӗ инҫене пӑхмалли труба витер ҫеҫ, виҫӗ мӑръеллӗ, мачта ҫине хӗрлӗ ялав ҫакнӑ шупка симӗс броненосец мӗлкине курнӑ.

Карап Румыни еннелле хӑвӑрт ишсе кайнӑ.

Тепӗр кун горизонта сасартӑк аялтанах хура тӗтӗм карса илнӗ. Ку вӑл пӗтӗм Хура тинӗс эскадри «Потёмкин» хыҫҫӑн кайни пулнӑ.

Дунай шывӗ хӗрринчен хӑйсен пысӑк хура киммисемпе ишсе таврӑннӑ пулӑҫсем «Потёмкин» Констанца хулине ҫитсен ирӗксӗрех Румыни правительстви аллине парӑнмалла пулни ҫинчен хыпар илсе килнӗ. Команда ҫыран ҫине аннӑ та, кам ӑҫта пӗлнӗ, ҫавӑнта саланнӑ.

Тата темиҫе лӑпка мар кун иртнӗ. Акӑ пӗрре, тул ҫутӑласпа, горизонта каллех тӗтӗм карса илнӗ.

Ку Констанца хулинчен каялла, Севастополе, Хура тинӗс эскадри таврӑннӑ; вӑл тытса илнӗ пӑлхавҫа хӑй хыҫӗнчен, вӗренпе сӗтӗрнӗ пек, сӗтӗрсе пынӑ.

Пушӑ, командӑсӑр, машинӑсене шыв ярса тултарнӑ, восстани ялавне антарнӑ «Потёмкин» хурал карапӗсен тӗтӗмӗ ӑшӗнче майпен пӑркаланса пынӑ.

Вӑл Бессараби ҫыранӗсем тӑрӑх вӑрах вӑхӑт пынӑ, ун хыҫӗнчен экономисенчи рабочисем, чикӗре хурал тӑракан салтаксем, пулӑҫсем, батрачкӑсем ним чӗнмесӗр пӑхса юлнӑ. Пӗтӗм эскадра куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑнӑ.

Тинӗс вара каллех лӑпланнӑ, ун ҫийӗ кӑвак ҫу сапнӑ пекех якалнӑ.

Унтан ҫеҫенхирти ҫулсем ҫинче Румыни чиккисем патне пӑлхавҫӑсене тытма янӑ стражниксен утлӑ отрячӗ курӑннӑ.

…Петя юлашки хут шыва кӗрсе ҫӑвӑнма шутланӑ. Анчах ача, шыва чупса кӗрсе, сивӗ шыва хӑйӗн хӗрелнӗ хулпуҫҫийӗсемпе ҫурса ишме пуҫласанах, тӗнчере мӗн пуррине пурне те манчӗ.

Малтан ҫыран хӗрринчи тарӑн вырӑна ишсе каҫсан, Петя пирвайхи ӑшӑх вырӑна тухрӗ.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, чӗркуҫҫи таран шыв ҫинче уткаласа ҫӳресе, тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.

Пӗрре ҫеҫ пӑхсан шыв тӗпӗнчи хӑйӑр ҫинче нимӗн те ҫук пек туйӑннӑ. Анчах, сӑнарах пӑхсан, хӑйӑр хутламӗсемпе шӑтӑксенче пурӑнӑҫ пурри курӑннӑ.

Унта, пӗрре хӑпарса тепре пытанса, «пӗччен-рак» текен чӗрчунсен пӗчӗк хуранӗ-йӑвисем ишсе ҫӳренӗ. Петя, шыв тӗпӗнчен ҫавӑн пек пӗр хуран-йӑвана илсе, унӑн рак евӗрлӗ моллюскине кӑларса илчӗ — унӑн клещисем те пур иккен!

Ҫав пӗччен ракушкӑсене хӗрачасем ҫип ҫине тирсе мӑй шӑрҫисем вырӑнне ҫакса ҫӳреме юратнӑ. Питех те илемлӗ шӑрҫасем пулса тӑнӑ. Анчах ку арҫын ачасен ӗҫӗ мар!

Унтан ача шывра медузӑна асӑрхарӗ те ӑна хӑваласа тытма шутларӗ. Медуза витӗр курӑнакан абажур евӗрлӗ ҫакӑнса тӑнӑ, унӑн нумай туратлӑ урисем те ҫавӑн пекех витӗр курӑннӑ.

Вӑл ниҫталла та хускалман пек пулнӑ. Анчах ҫапла туйӑннӑ ҫеҫ. Унӑн калпак пек ҫаврака ӳт-пӗвӗн тӑрринчи ҫӳхе хӗррисем, парашют пек, хумханса тӑнӑ. Урисем хускалкаланӑ. Вӑл, хӑрушлӑха туйнӑ пекех, аялалла анса пынӑ.

Анчах Петя ӑна хӑваласа ҫитнӗ. Пит сыхланса вӗлтӗрен пек чӗпӗтекен ӳчӗ ҫумне перӗнес мар тесе — ача медузӑна калпакӗнчен икӗ аллине тытса шывран туртса кӑларчӗ. Вӑл ӑна мӗнпур вӑйпа ҫыран хӗррине ывӑтса ячӗ.

Медузӑн татӑлнӑ урисем пӗр еннелле ыткӑнса кайрӗҫ, ӳчӗ йӗпе хӑйӑр ҫине патлатса ӳкрӗ.

Петя савӑннипе кӑшкӑрса ячӗ те, ӑшӑх ҫӗртен тарӑн ҫӗре сиксе, хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тума пуҫларӗ — куҫӗсене уҫса шывра чӑмма тытӑнчӗ.

Мӗнле савӑнӑҫ пулнӑ ку!

Ачан сарлака уҫӑлнӑ куҫӗсем умӗнче тарӑн шыври — тинӗс тӗпӗнчи патшалӑхӑн тӗлӗнмелле тӗнчи уҫӑлчӗ.

Шыв витӗр, пысӑклатакан кӗленче витӗр пӑхнӑ пекех, тӗрлӗ тӗслӗ вак чулсем курӑннӑ. Вӗсем тинӗс тӗпӗнче урама сарнӑ чулсем пекех туйӑннӑ.

Шыв тӗпӗнчи ӳсентӑрансем, юмахри пек, илемлӗ вӑрман евӗрлӗ хумханса ларнӑ.

Тымарсем хушшинче, хӑрушӑ клещисене чармакласа, ватӑ краб шуса пынӑ. Унӑн эрешмен урисем пек сыпӑклӑ-сыпӑклӑ урисем аран хускалнӑ.

Петя унран пӗртте хӑраман. Вӑл крайсене мӗнле тыткаламаллине пӗлнӗ. Вӗсене ҫурӑмран икӗ пӳрнепе хӑвӑрт ярса тытмалла. Ун чухне краб нимӗнпе те хӗстерсе илме пултараймасть.

Тӗрӗссипе каласан, краб ачана пӗртте интереслентермен. Ан тив ҫӳретӗр. Мӗн тӗлӗнмелли пур! Пӗтӗм пляж тӑрӑх вӗсен типнӗ клещисем йӑваланса выртнӑ. Тинӗс лашисем пуринчен те интереслӗрех пулнӑ. Вӗсен пысӑках мар ушкӑнӗ шӑп ҫав вӑхӑтра тинӗс тӗпӗнчи курӑксем хушшинче курӑннӑ. Тинӗс лашисен вӗҫлӗ пуҫӗсем, малалла тухса тӑракан ҫӳхе кӑкӑрӗсем — каснӑ-лартнӑ шахматла вылямалли лашасем пек, анчах малалла пӗтӗрӗнсе тӑракан пӗчӗк хӳре ҫеҫ — кусем шахматла вылямалли лашасем маррине кӑтартнӑ. Вӗсем кӗтӗвӗпех тӳрех Петя патнелле ишсе пынӑ. Ҫавнашкал ирхи вӑхӑтра сунарҫӑ тӗл пулассине вӗсем пачах шутламан пулмалла.

Ачан хавасланнӑ чӗри хытӑрах тапма тытӑннӑ. Унӑн коллекцийӗнче пӗр тинӗс лаши ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пӗркеленчӗк, начарскер. Кусем ӗнтӗ пурте пӗр пек, шултӑра та илемлӗ.

Ҫакӑн пекки сайра тӗл пулнӑ чухне, вӗсене тытаймасӑр ирттерсе ярсан питех те айван ӗҫ пулӗччӗ.

Тарӑнрах сывласа илсе, чӑмас тесе шутласа, Петя шыв ҫине тухрӗ, анчах вӑл сасартӑк чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ашшӗ тӑнине курчӗ.

Ашшӗ, улӑм шӗлепкипе сулласа, темӗскер кӑшкӑрнӑ. Ҫыран питех те ҫӳлӗ пулнӑ. Ашшӗ сасси, ҫыран хӗррипе сапаланса, Петя патне:
— …сӗр-сӗр-сӗр-сӗр!.. — тесе ҫеҫ илтӗннӗ.
Анчах Петя ҫав «сӗр-сӗр-сӗр» тенӗ сасӑ мӗне пӗлтернине питех те лайӑх ӑнланнӑ. Вӑл акӑ мӗне пӗлтернӗ:

— Ӑҫта кайнӑ эсӗ, киревсӗр ача? Эпӗ сана пӗтӗм дача тӑрӑх шыратӑп! Дилижанс кӗтсе тӑрать. Сан пирки эпир парохода ӗлкӗреймесӗр юласса кӗтетӗн-и-мӗн? Часрах тух шывран, путсӗр!

Ашшӗ сасси Петяна кунтан пӑрахса каясси ҫинчен иртенпех пӑшӑрхантаракан шухӑш ҫинчен аса илтерчӗ.

Вӑл ашшӗне хирӗҫ питӗ хытӑ:
— Халех пыратӑп! Халех! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Хӑйӗн сассипе унӑн хӑлхисем янӑраса кайрӗҫ.

Ҫыран тӑрӑх:
— …лех-лех-лех!.. — тенӗ сасӑ сапаланчӗ.

Петя васкаса костюмне йӗпе ӳт ҫинех тӑхӑнса ячӗ те, ку ӗнтӗ питех те лайӑх пулнӑ темелле, — сӑрталла хӑпарма тытӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех