Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:04

Пуплевӗш: 171; Сӑмах: 1887

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Кораблев юбилейӗ

Каникул вӑхӑтӗнче, шкул ачисем кайса пӗтсен, шкула хупнӑ чух вӑтам шкул преподавателӗн юбилейне ирттерме шутлани — темле ӑнсӑртран килнӗ шухӑш майлӑ тухать. Никам та пырас ҫук, терӗм эпӗ Вальӑна.

Апла ан пултӑр! Шкулта туп-тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Ачисем пусма карлӑкӗсене хурӑнпа вӗрене турачӗсемпе капӑрлататчӗҫ-ха, хывӑнмалли ҫӗрте урайӗнче темӗн чухлӗ турат купаласа хунӑччӗ, чаплӑ лару пулмалли зала кӗнӗ ҫӗрте «25» тесе ҫырнӑ тем пысӑкӑш цифр силленсе тӑрать. Эрешлесе тунӑ ярапасене хӗрачасем таҫта ҫӗклесе каятчӗҫ, пурте ӗҫлӗ сӑнарлӑ, пикенсе тӑваҫҫӗ. Канӑҫа пӗлмен ачасене курнипе, раснах хам каллех тӑван шкулӑмра пулнипе эпӗ савӑнсах кайрӑм.

Анчах мана ытла асаилӳсемпе йӑпанма памарӗҫ. Эпӗ ҫар тумӗпеччӗ те — ачасем ман умра пӗр самантрах кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Летчик килнӗ-ҫке! Ыйтусене тавӑрма та ӗлкӗрейми пултӑм.

Унтан вара аслӑ класра вӗренекен пӗр хӗрача, хамӑр «хуҫа комиссийӗ» Варя инке евӗрлӗскер, ҫавӑн пекех хулӑнламас кӑна та хӗрлӗрехскер, вӑтана-вӑтана ман пата пычӗ те, мана Иван Павлыч кӗтет тесе пӗлтерчӗ.

Иван Павлыч учительсен пӳлӗмӗнче ларатчӗ, ӑна ватӑ сӑн ҫапнӑ, кӑштах пӗкӗнсе кӗнӗ, ҫӳҫӗ те пӗтӗмпех кӑвакарнӑ иккен! Акӑ халь кам сӑнарлӑ пулса тӑнӑ иккен вӑл — Марк Твен пек! Паллах, вӑл ватӑлнӑ та, анчах хамӑр юлашки хут курнӑҫнӑран вара вӑл мана тӗреклӗрех пек курӑнчӗ. Мӑйӑхӗ те кӑвакрах иккен те, ӗлӗкхинчен те лапсӑрккарах, ҫӳлелле канӑҫсӑр шӑртланса тӑрать, ҫемҫе те ирӗк сывлӑхлӑ чипер мӑйӗ курӑнать.

— Салам аликӗм, хаклӑ Иван Павлыч! — терӗм те пӗрне-пӗри ыталаса эпир темӗнччен чуптурӑмӑр, — сывлӑх сунатӑп сире, пур ученикӑрсем те сире ман пек туччӑр, тетӗп.

— Тавах сана, Санечка.

Вӑл тепӗр хут мана ыталарӗ. Хӑй ытла пӑлханатчӗ, тутисем те кӑштах чӗтӗретчӗҫ.

Тепӗр сехетрен вӑл акӑ хамӑр тахҫан Евгений Онегина суд тунӑ залра эстрадӑра ларчӗ. Эпир, хай, унӑн чыслӑ хӑнисем, президиумра, юбилярпа юнашар ик енчен те ларса тухрӑмӑр. Эпир тени ӗнтӗ пӗри Валя пулать, ҫакӑн пек чыслӑ куна йӑлтӑр симӗс галстук ҫакса килнӗскер, тепри инженер-строитель Таня Величко, вӑл халь ҫӳлӗ те тулли хӗрарӑм пулса кайнӑ, тата Иван Павлыч патӗнче вӗреннӗ ҫамрӑксем, пирӗн вӑхӑтра вӗсем кӗҫӗннисемччӗ-ха, ун чухне ҫын тесе те шутламан эпир вӗсене. Вӗсен хушшинче курсантсем те чылайччӗ, пӗр виҫҫӗшне эпӗ хӗпӗртесех палласа илтӗм, вӗсем ман пионер-отрядра тӑратчӗҫ.

Унтан вара шурӑ гетрлӑ, ҫыхса тунӑ жилет тӑхӑннӑ питӗ хӳхӗм те кӑмӑллӑ Гришка Фабер — Мускаври драма театрӗн артисчӗ пырса кӗчӗ. Акӑ кам нимӗн те улшӑнман иккен! Залра мӗн пулса иртни пӗтӗмпех хӑйне кӑна тивет тейӗн — юбиляра икӗ питҫӑмартинчен те вӑл чеченӗн чуптуса илчӗ те ури ҫине урине хутлатса ларчӗ. Вӑл ларсанах президиумра тӑвӑрланса кайрӗ, ӗнтӗ юбилей те Кораблевӑн мар пек, унӑн юбилейӗ пек туйӑнчӗ. Халӑх ҫине вӑл куҫ хӳрипе кӑна пӑхса илчӗ, унтан турине кӑларса ҫӳҫне якатрӗ. Эпӗ ӑна пӗчӗк ҫыру ҫырса патӑм: «Гришка, хӑямат, чипер-и!» тесе ҫыртӑм. Вӑл вуласа тухрӗ те, кӑмӑллӑн кулкаласа, аллипе ман еннелле сулкаларӗ.

Каҫӗ ытарма ҫук лайӑх иртрӗ, кашни тухса калакан-пӗр мӗн тӗрӗссине кӑна каларӗ. Никам та суймарӗ, мӗншӗн тесен Кораблев ҫинчен таса тӗрӗслӗхе каласси кансӗр ӗҫ мар — вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенчен те тӗрессинчен урӑх нимӗн те ыйтман.

Тата ҫирӗм пилӗк ҫултан ман ҫинчен ҫак каҫхине Иван Павлыча чысласа каланӑ пек калӑҫинччӗ.

Вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсенчен те, вӑтӑр пӗрремӗш ҫулхине вӗренсе тухакансенчен те, сӗтел-пукан фабрикинчи рабочисен ячӗпе те, рӑйсоветран та, хулари ҫутӗҫ пайӗнчен те тухса саламларӗҫ! Пурте чечексемпе пынӑ — кунтӑкӗсем пӗринчен-пӗри пысӑк. Анчах акӑ председатель «хамӑр шкулта вӗреннӗ, халӗ актерсем пулнӑ ҫынсенчен Григорий Израилович Фабер калать» тесе пӗлтерсен, икӗ патвар йӗкӗт тӗлӗнсе каймалла пысӑк кунтӑк йӑтса кӗчӗҫ те, пурте куҫӗсене чарса пӑрахрӗҫ.

Гришка ура ҫине тӑчӗ. Яланхи пекех, вӑл питӗ лайӑх каларӗ, сасси ҫеҫ ытла кӑшкӑрарах тухрӗ. Театрта ӑна кӑшт майӗперех калама вӗрентменни мана темле пек туйӑнчӗ. Иван Павлыч вӑл «искусствӑра пурнӑҫ учителӗ» терӗ, Гришкӑшӑн хӑйшӗн пулсан, Иван Павлыч калама ҫук пысӑк усӑ кӳчӗ, терӗ. Унтан вӑл Кораблева тепӗр хут чуптурӗ те тулнӑ кӑмӑлпа ларчӗ.

Эстрада ҫинче темӗн чухлӗ чечек пулчӗ, Иван Павлыч та пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ, вӑхӑт-вӑхӑт мӑйӑхне тӳрлеткелесе илчӗ. Хӑйне ытла телейлӗ туйнӑшӑн вӑтанчӗ те пулас вӑл. Ун ячӗпе мухтаса каласан куҫӗ хӗн курнӑ чухнехи пек пӑха-пӑха илчӗ.

Унтан вара лейтенант тухса каларӗ, пирӗн вӑхӑтра вӑл темле пиллӗкмӗш класра вӗренетчӗ пулас. «Фабер юлташ артистсен ячӗпе каларӗ пулсан, эпӗ вара, тахҫан ҫак шкултах вӗреннӗскер, рабочисемпе хресченсен Хӗрле Ҫар командирӗсемпе курсантсен ячӗпе саламлатӑп», — терӗ вӑл.

— Хаклӑ Иван Павлыч, — терӗм эпӗ, председатель хама сӑмах парсан, — халӗ ӗнтӗ летчиксен ячӗпе саламлама сӑмах парӑр, мӗншӗн тесен пирӗн аслӑ Совет ҫӗршывӗ ҫийӗн вӗҫекенсен хушшинче эсир вӗрентнӗ ҫынсем те сахал мар, вӗсем пурте манӑн кашни сӑмахпа пӗр иккӗленмесӗр килӗшнӗ пулӗччӗҫ. Писательсем — этем чунӗн инженерӗсем теҫҫӗ-ха. Эсир те вӗт — этем чунӗ инженерӗ. Пӗррехинче, сӑмахран, ирхине эпӗ ыйхӑран вӑрантӑм та хампа юнашар выртакан ҫын, куҫне сиктермесӗр, мачча ҫине пӑхса тӑнине асӑрхарӑм. Тинкерсе пӑхнӑ май, вӑл эпӗ хӑйне чӗннине те илтмерӗ. Вӑл ӑҫта тинкернине пӑхрӑм та мачча ҫинче аллӑ пуслӑх укҫа пысӑкӑш туса хунӑ ункӑ куртӑм. Манӑн кӳршӗм тепӗр ирхине те ҫавӑн ҫинех пӑхса выртрӗ. Ҫапла икӗ уйӑх иртрӗ пуль вӑл ҫав хура ункӑ ҫине пӑхма пуҫланӑран вара. Мӗнле шухӑшлатӑр эсир, мӗншӗн ҫапла пӑхатчӗ-ши вӑл? Паллах ӗнтӗ, ку ыйтӑва хӑех татса пама пултарӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫак самантра та ҫак сӗтел хушшинче манпа юнашар ларать. — Валя вӑтаннӑн кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн президиумпа залри ҫынсем те кулчӗҫ. — Эппин ҫаплах пултӑр-ха — уншӑн хамах каласа парам: вӑл иккен куҫ хӑватне ӳстернӗ. Апла камӑн куҫ хӑвачӗ тӗлӗнтернӗ-ха ӑна? Иван Павлыч Кораблевӑн чапа тухнӑ куҫ хӑвачӗ. Хаклӑ Иван Павлыч! Халь ӗнтӗ эпӗ тӳррӗнех калама хӑятӑп: эсир куҫран пӑхнине чӑтса тӑраймастӑмӑрччӗ эпир. Алхасса мӗн те пулин тусан, епле улталаса тӳрре тухас-ши теттӗмӗр те, сире курсанах, е сирӗн ҫинчен аса илсенех ирӗксӗр тӗрӗссине калатӑн. Ман шутпа, ку ӗнтӗ шкулӑн вӗрентнӗ чухнехи чи кирлӗ ӗҫӗ.

Каласа пӗтертӗм те Иван Павлыча чуптума пытӑм. Тепӗр енчен ӑна чуптумашкӑн Валька туртӑнчӗ те, эпир унпа ҫамкасемпе ҫапӑнтӑмӑр.

Унччен мана алӑ ҫупсах каймастчӗҫ-ха, анчах эпир ҫамкасемпе ҫапӑнсан пурте хӗрсе кайса алӑ ҫупрӗҫ.

Ман хыҫҫӑн Таня Величко тухса каларӗ, анчах эпӗ ӑна итлемерӗм, мӗншӗн тесен Николай Антоныч ҫитрӗ.

Вӑл зала пырса кӑчӗ — хулӑнламас кӑна, кӗре ҫын, темле сарлака шӑлавар тӑхӑннӑ, кӑштах малалла ӳпӗнсе, президиум патнелле утрӗ. Хамӑра тахҫан комплексла меслетпе «кӑвакал» ҫинчен вӗрентекен мӗскӗн ватӑ Серафима хыпӑнса ӳксех ун валли ҫул уҫма тытӑнчӗ. Николай Антоныч ун ҫине пӑхмасӑр, кулмасӑр-тумасӑр малалла утрӗ.

Хамӑра кӑшкӑрса сура-сура вӑрҫнӑран вара курманччӗ-ха ӑна эпӗ, унтан вара пайтах улшӑннӑ иккен. Ун хыҫҫӑн пӗр темле хулӑнламас ҫын утать, вӑл та кӑштах малалла ӳпӗннӗ, кулмасӑр-тумасӑр пырать.

Ӗнтӗ мӗн тесен те вӑл кам иккенне пӗлеймен пулӑттӑм, Валя ҫеҫ мана шӑппӑн: «Акӑ Ромашка та», тесе пӑшӑлтатрӗ.

Кам тет, Ромашка тет-и? Епле чипер вӑл, ҫӳҫне-куҫне тураса якатнӑ, сӑнне-питне те кӑмӑллах теме пулать, сӑрӑ костюмӗ те питӗ лайӑх! Ӑҫта унӑн кушак ҫӑмӗ пек сарӑ ҫӳҫ хутламӗсем? Ӑҫта ҫӗтнӗ илемсӗр ҫаврашка куҫӗсем — тӑмана куҫӗсем — вӗсем унӑн ҫӗрле те хупӑнмастчӗҫ.

Пӗтӗмпех якалнӑ, тирпее кӗнӗ, кирлӗ ҫӗрте ҫемҫетнӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ йывӑр янахӗ те халӗ питех тӑватӑ кӗтеслӗ мар, туллирех темелле, вӑл та кӑмӑллӑрах курӑннӑ пек. Ромашка хӑй мӗнле тӑвас тенӗ, ҫавӑн пек хӑйне валли сӑн-пит ҫыпӑҫтарса тума пултарас пулсан та, ҫакӑн пек лайӑх тӑвайман пулӗччӗ тен. Халиччен ӑна курман ҫын курсан, Ромашка чипер ҫынах тейӗ ҫав.

Николай Антоныч президиумалла иртрӗ — вӑл та унталла, Николай Антоныч мӗн тунине Ромашка пӗтӗмпех туса пырать. Николай Антоныч хӗрсех каймасӑр, ҫапах та пӗтӗм чӗринчен Кораблева сывлӑх сунчӗ — чуптумарӗ вӑл, аллине кӑна пачӗ. Ромашка та алӑ пачӗ, Николай Антоныч президиумрисем ҫине пӑхса илчӗ те чи малтан гороно заведующине сывлӑх сунчӗ. Ун хыҫҫӑн Ромашка та. Анчах — ку тӗлӗнмелле те тухать пуль — Ромашка хӑйне хӑюллӑрах тытать.

Мана Николай Антоныч асӑрхамарӗ, тӳррипе каласан, курмӑш пулчӗ вӑл. Ромашка вара, ман умма ҫитсен, чарӑнчӗ те аллине сарса пӑрахрӗ, эпӗ-и ку, тесе ман ҫине тӗлӗннӗ пек пӑхса тӑчӗ. Калӑн ҫав, эпӗ ӑна нихҫан та питӗнчен урапа тапман тесе.

— Чипер-и, Ромашка? — терӗм ӑна ҫӗкленмен кӑмӑлӑмпа.

Вӑл тутине пӑркаласа илчӗ те, ҫавӑнтах тӳрленчӗ. — Ара, тахҫанхи туссем пӗрне пӗри ҫапла: «Санька та Ромашка» тесех чӗнмелле мар-и-ха! Ман ҫумма ларса темӗн ҫинчен сӑмах пуҫларӗ, анчах эпӗ йӗрӗннӗ пек пулса ӑна чартӑм та Таньӑна итлем пек туса ҫаврӑнса лартӑм.

Итлемерӗм эпӗ Таньӑна! Пӗтӗм ӑшӑм вӗресе те тӑвӑлса тӑчӗ, чӗрем ҫирӗппине пула ҫеҫ малтанхи пекех лӑпланса тӑтӑм.

Саламлассисем иртсен, хӑнасене кӗреке хушшине чӗнчӗҫ. Ромашка мана коридорта хуса ҫитрӗ.

— Питӗ лайӑх иртрӗ вӗт Иван Павлыч юбилейӗ?

Унӑн сасси те ҫемҫелнӗ иккен, ҫыпӑҫулӑрах.

— Питӗ лайӑх, — терӗм эпӗ.

— Чӑнах, ытла та сайра хутра курнӑҫатпӑр-ҫке, мӗн тесен те тахҫанхи юлташсем ӗнтӗ. Эсӗ ӑҫта служить тӑватӑн?

— Граждански авиацире.

— Ӑна хам та куратӑп-ха, — терӗ те вӑл, кулса ячӗ. — «Ӑҫта» тенине урӑхла ӑнланмалла, территори тенӗ пек.

— Инҫетри Ҫурҫӗрте.

— Э, шуйттанне! Мансах кайнӑ. Катя каланӑччӗ-ҫке мана! Заполярьере-и?

Катя, Катя каланӑ ӑна! Пӗҫертсех илчӗ мана, анчах эпӗ лӑпкӑнах тавӑрса каларӑм.

— Заполярьере ҫав.

Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ. Унтан салхуллӑрах кӑна:
— Нумайлӑха-и… пирӗн пата? — тесе ыйтрӗ.

— Пӗлместӗп-ха, — терӗм эпӗ. — Эп кунта хӑҫанччен пуласси тӗрлӗ сӑлтавран килет.

Хам ҫапла лӑпкӑнах та сыхланса ҫеҫ калани мана хама та килӗшрӗ, ҫак самантран пуҫласа ӑшӑм та ним чухлӗ те вӑрками пулчӗ. Эп сивӗрех пултӑм, вашаватлӑ та ҫӗлен пек чее пултӑм.

— Катя мана: эсӗ доклад тума хатӗрленетӗн, терӗ. Ученӑйсен ҫуртӗнче пулас?

— Ҫук, Географически обществӑра.

Ромашка хӗпӗртесе пӑхрӗ ман ҫине — калӑн ҫав, эпӗ ученӑйсен ҫуртӗнче мар, Географически обществӑра доклад тӑватӑп тени ӑна савӑнтарать тесе. Ҫапла пулнӑ та иккен, анчах эпӗ ун савӑнӑҫне кайран кӑна ӑнлантӑм.

— Мӗн ҫинчен пулать вара докладӑр?

— Пырса итле-ха, — терӗм эпӗ, нимӗн те пулман пек. — Саншӑн та интереслӗ пулӗ.

Вӑл каллех тутине пӑрчӗ, хальхинче ку сисмеллех курӑнчӗ.

— Чим-ха, — терӗ вӑл, — кӑна ҫырсах хумалла пулать, пымасӑр юлас марччӗ. — Вара вӑл ҫавӑнтах блокночӗ ҫине ҫырса хучӗ. — Мӗн ҫинчен-ха вӑл?

— Полярти манӑҫнӑ экспедици ҫинчен.

— Чим-ха! Ку Иван Львович экспедицийӗ ҫинчен мар-и?

— Татаринов капитан экспедицийӗ ҫинчен, — ҫавӑнтах пӳлсе хутӑм эп ӑна.

Анчах вӑл эп тӳрлетсе каланине хӑлхине чикмерӗ.

— Ҫӗнӗ материалсем тӑрӑх-и?

Ун куҫӗнче хам пӗлсе тӑран ирсӗр ӗмӗчӗ курӑнчӗ, ҫавӑнтах ӑна мӗн кирлине туйса илтӗм.

«Ах, йӗксӗк, сана Николай Антоныч янӑ иккен-ха, — шухӑшласа илтӗм эпӗ. — Экспедици пӗтнинче такам фон-Вышимирский мар, Николай Антоныч хӑех айӑплӑ иккенне эп каллех те кӑтартса памӑп-и-ха, ҫавна пӗлме хушнӑ ӗнтӗ сана!»

— Ҫӗннисем тӑрӑх ҫав.

Ромашка ман ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ. Пӗр самантлӑха вӑл ӗлӗкхи Ромашках пулса тӑчӗ, ҫав материалсене ӑна каласа парсан, хӑйне миҫе процент усӑ пулассине шутланӑ пек курӑнчӗ вӑл.

— Экспедици пирки каланӑ май, — терӗ вӑл, — Николай Антонычӑн та материалсем пур вӗт. Унӑн ҫырусем нумай, теплерен вӑл мана вӗсене кӑтартрӗ те, питӗ лайӑххисем пур. Санӑн унпа калаҫмаллаччӗ!

«Аха, ӑнлантӑм, — шухӑшларӑм эпӗ каллех, — Николай Антоныч мана сан урлӑ чӗнсе янӑ иккен, ҫав ӗҫ пирки калаҫасшӑн ӗнтӗ. Вӑл хӑрать манран. Анчах вӑл чи малтан мана калаҫтарасшӑн. Асту, апла ан пултӑр!»

— Темӗн мар, — терӗм эпӗ нимӗн те пулман пек. — Вӑл вӗт, тӗрӗссипе каласан, сахал пӗлет. Тӗлӗнсех каймалла вӗт, вӑл хӑй ҫав экспедиципе мӗнле май ҫыхӑннине эпӗ хӑйӗнчен те лайӑхрах пӗлетӗп.

Ку вара вӗсене ҫунтармалли сӑмахчӗ. Ромашка — тӑрлавсӑр ҫын тӑрлавсӑр ҫынах ҫав — сасартӑк ҫӑварне уҫрӗ те сӑмах чӗнеймесӗр пӑхса тӑчӗ.

«Катя, Катя!» — ӑшӑмра шухӑшларӑм та, уншӑн та кӳреннипе чӗрем хӗссе ыратнине туйса илтӗм.

— Ҫапла-а ҫав ӗҫсем, — ахлатса сывларӗ Ромашка.

— Ҫавӑн пек ҫав.

Эпир сӗтел патне пытӑмӑр та, калаҫу татӑлчӗ. Ҫак каҫ иртичченех аран чӑтса лартӑм — Иван Павлыча кӳрентерес мар тесе ҫеҫ лартӑм. Кӑмӑлӑм уҫах марччӗ манӑн, ҫавӑнпа ӗҫессӗм те питӗ килетчӗ, анчах эпӗ юбиляр сывлӑхӗшӗн пӗр черкке кӑна сыпрӑм.

Ҫавна ӗҫнӗ чух Ромашка курка ҫӗклеме сӗнчӗ. Вӑл ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те кӗрекере шӑпланиччен чылайччен кӗтсе тӑчӗ. Хӑйӗн пӗр сӑмахӗ питӗ вырнаҫуллӑ тухрӗ те, хӗпӗртесех ӳкрӗ вӑл. Темӗн каларӗ вара «Юбиляра пур вӗренекенсемпе ҫыхӑнтарса тӑракан туслӑх» ҫинчен. Каланӑ чух ман ҫине пӑхса черккине ҫӗклерӗ, маншӑн та ӗҫетӗп тесшӗн пулчӗ ӗнтӗ. Эпӗ те черккеме ҫӗклерӗм. Ытла ӑшӑ сӑнарлӑ пулмарӑм пулас ун чух, мӗншӗн тесен Иван Павлыч малтан ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ, унтан ман ҫине, вара сасартӑк — вӑл мӗне пӗлтернине ҫинчен сиссе те ӗлкӗреймерӗм эпӗ, — аллине сӗтел ҫине сарса хучӗ те ун ҫине куҫпа кӑтартрӗ. Алли кӑштах ҫӗкленчӗ, сӗтеле лӑпкаса илчӗ те каллех лӑпланчӗ, Ку пирӗн тахҫанхи паллӑччӗ-ха — ан пӑшӑрхан! тени. Эпир иксӗмӗр те пӗр вӑхӑтрах кулса ятӑмӑр, вара кӑмӑлӑм каштах ҫӗкленчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех