Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд

Пай: Капитан хӗрӗ

Автор: Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хушнӑ: 2019.09.05 11:14

Пуплевӗш: 234; Сӑмах: 2820

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Халӑх сӑмахӗ —
Тинӗс хумханӑвӗ.

Халлап.

Манӑн мӗнпур айӑпӑм — Оренбургран хам ирӗккӗн тухса кайни пулӗ, тесе ӗненсех тӑраттӑм эпӗ. Ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлма пултармалла пек: мӗншӗн тесен хуларан тухса ҫӳренӗшӗн пире чарма мар, ырланӑ та. Итлеменшӗн мар манна — ытлашширех чӑрсӑрланнӑшӑн ҫеҫ айӑплама пултараҫҫӗ. Анчах эпӗ Пугачевпа туслашнине нумай свидетельсем каласа пама пултарнипе те шикленме тивӗҫлӗ манӑн. Эпӗ ҫул тӑршшӗпех пулас допроссем пирки шухӑшласа, ответсем шыраса пытӑм; вара, тӗрӗсе тухма чи ансат тата шанчӑклӑ май, вӑл — суда тӗпӗ-йӗрӗпе чӑннине каласа пани пулать, тесе шутларӑм.

Ҫаратса пӗтернӗ тата вут тӗртсе ҫунтарнӑ Хусана пырса кӗтӗм. Урамсенче ҫуртсем вырӑнне кӑмрӑк куписем тата ҫивиттисӗр, кантӑксӑр ларакан, хуралса, хӑрӑмланса кайнӑ стенасем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Ҫакнашкал йӗр хӑварнӑ Пугачев хӑй хыҫҫӑн. Мана ҫунса кайнӑ хула варринче тӑрса юлнӑ крепӑҫе илсе пычӗҫ. Кунта мана гусарсем хуралти офицер аллине пачӗҫ. Вӑл тимӗрҫе чӗнсе пыма хушрӗ. Ман урасене сӑнчӑр тӑхӑнтартса ҫӑраласах лартрӗҫ. Унтан вара, тӗрмене ӑсатса, хӗсӗк те тӗттӗм кӗтесе, ҫара стеналлӑ, тимӗр решеткӑпа хупланӑ пӗртен-пӗр чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме хупса хучӗҫ.

Пуҫласах капла туни мана малалла ырриех пулас ҫуккине систерчӗ. Ҫапах та эпӗ хама ҫирӗп тытрӑм, шанчӑка ҫухатмарӑм. Эпӗ пур хурлӑх куракансене те йӑпатакан кӗлле вуларӑм та, таса, анчах та аманнӑ чӗререн тухнӑ кӗлӗсен сӗткенне чи малтанхи хут тутанса, малалла мӗн пуласси ҫинчен шухӑшламасӑрах, канлӗн выртса ҫывӑртӑм.

Тепӗр кунне мана тӗрме хуралҫи вӑратрӗ те, комиссине чӗнеҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. Икӗ салтак тӗрме килкарти урлӑ комендант ҫуртне илсе кайрӗҫ; малти пӳлӗме кӗрсен, хӑйсем чарӑнса тӑрса, мана пӗчченех шалалла кӗртсе ячӗҫ.

Эпӗ чылаях аслӑ пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм. Хут хурса тултарнӑ сӗтел хушшинче икӗ ҫын лараҫҫӗ: хаяр та сивӗ сӑн-питлӗ ватӑрах генерал тата ҫамрӑкскер пӗр ҫирӗм сакӑр ҫулхи, хитре сӑн сӑпатлӑ, ҫӑмӑл шӑмшаклӑ гварди капитанӗ. Кантӑк умӗнчи уйрӑм сӗтел хушшинче хӑлхи хыҫне хур шӑмми хӗстернӗ, эпӗ мӗн каланине ҫырма хатӗр секретарь хут ҫинелле пӗшкӗнсе ларать. Допрос пуҫланчӗ. Манӑн ята тата эпӗ мӗнле йӑхран иккенне ыйтса пӗлчӗҫ. Генерал манран: эпӗ Андрей Петрович Гринев ывӑлӗ мар-и? тесе ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ каланине хирӗҫ вӑл, сиввӗн: «Пит те шел, хисеплӗ ҫыннӑн ҫакнашкал тивӗҫсӗр ывӑл пулнӑ!» — тесе хучӗ. Эпӗ ӑна лӑпкӑн — кирек-мӗнле айӑпласан та, эпӗ таса чӗререн каласа парса, ҫав айӑпа сирме шанни ҫинчен каласа патӑм. Эпӗ хам ҫине хытӑ шанни ӑна килӗшмерӗ. «Эсӗ ытла та ҫивчӗ калаҫатӑн. Анчах та эпир санашкаллисене ҫеҫ мар курнӑ!» — терӗ вӑл, сӑн-питне сулхӑнлатса.

Ҫамрӑкки манран: мӗн сӑлтавпа тата хӑҫан эпӗ Пугачев службине кӗнине тата мӗнле ӗҫре вӑл манпа усӑ курнине ыйтрӗ.

Эпӗ тарӑхса кайса, хам офицер тата дворянин пулнӑ май, Пугачев патне нимӗнле службӑна кӗме те тата вӑл хушнине тума та пултарманни ҫинчен каласа патӑм.

«Епле-ха вара», — терӗ допрос тӑваканӗ мана хирӗҫ, — «епле-ха самозванец пӗр офицере-дворянина хӗрхенме, ҫав вӑхӑтрах унӑн ытти мӗнпур юлташӗсене тискеррӗн вӗлерме пултарнӑ? Мӗнле майпа вара ҫав офицер-дворянин пӑлхавҫӑсемпе туслашса ӗҫкӗ ӗҫме, тӑшмансен пуҫлӑхӗнчен парнесем: кӗрӗк, лаша тата укҫа илме пултарнӑ? Сутӑнни е киревсӗр хӑраса шикленнинчен пулмасассӑн, мӗн сӑлтавпа сирӗн ҫавнашкал тӗлӗнмелле туслашу пулса кайнӑ?»

Эпӗ, гварди офицерӗн сӑмаххипе пите хытӑ кӳренсе, хӗрсе кайсах хам айӑпа сирме тытӑнтӑм. Эпӗ Пугачевпа ҫеҫенхирте ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче паллашнине, Белогорск крепӑҫне тытса илсессӗн, мана вӑл палласа вилӗмрен хӑтарнине каласа патӑм. Тӑлӑппа лашине ӗнтӗ чӑн та илме хӑймасӑр тӑмарӑм, анчах Белогорск крепӑҫне мӗн вӑй ҫитнӗ таранах тӑшмана хирӗҫ тӑрса хӳтӗлерӗм. Юлашкинчен эпӗ, Оренбург хули хуптӗрлӳри инкеке лексен, ӑна хупӑрласа илнӗ тӑшмана хирӗҫ епле тӑрӑшса ҫапӑҫнине хамӑн генерал та каласа пама пултарнине кӑтартса патӑм.

Хаяр старик сӗтел ҫинчен конвертне уҫнӑ ҫырӑва илчӗ те ӑна сасӑпа вулама тытӑнчӗ:

«Прапоршик Гринев пирки, вӑл хальхи пӑлхава хутшӑнса тӑшманпа, служба йӗркипе тата присяга тивӗҫлӗхне хирӗҫ пыракан ҫыхӑну тытнӑ тени ҫинчен ваше превосходительство ыйтнине хирӗҫ ҫакна каласа пама тивӗҫ пулатӑп: ҫав прапорщик Гринев Оренбург хулинче службӑра иртнӗ 1773 ҫулхи октя6рь уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи февраль уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пулнӑ. Асӑннӑ числара вӑл хуларан тухса кайнӑ та командӑна урӑх таврӑнман. Тарса килнисем каласа панӑ тӑрӑх, вӑл Пугачев патӗнче слободара пулса, унпала пӗрле Белогорск крепӑҫне, хӑй ӗлӗк службӑра тӑнӑ ҫӗре кайса килнӗ. Вӑл хӑйне хӑй тыткалас тӗлӗшпе эпӗ…» Вӑл вулама чарӑнчӗ те мана сиввӗн: «Хӑвна тӗрӗсе кӑларас тӗлӗшпе мӗн калама пултаратӑр ӗнтӗ?» — терӗ.

Эпӗ малалла та пуҫланӑ пекех калама тытӑннӑччӗ, Марья Ивановнӑпа пӗрлешни ҫинчен те, ыттине каланӑ пекех, чӗререн каласа парас тенӗччӗ. Анчах эпӗ сасартӑк калама ҫук йӗрӗнсе кайрӑм. Эпӗ ун ятне каласан, комисси ӑна та чӗнтерӗ, тесе шухӑшласа илтӗм; унӑн ятне тӑшмансен ирсӗр элекӗпе варалас шухӑш, ӑна хӑйне те вӗсемпе хире-хирӗҫ тӑратса ыйттарас хӑрушӑ шухӑш мана ҫав тери хӑратса пӑрахрӗ те, эпӗ пӳлӗнсе пӑтранса кайрӑм.

Судьясем, манӑн сӑмаха кӑмӑллӑрах итлеме пуҫланӑскерсем, эпӗ пӑлханнине кура, малтанхи пекех мана хирӗҫле ҫаврӑнса кайрӗҫ. Гварди офицерӗ мана, тӗп элекҫӗпе хире-хирӗҫ тӑратса, ыйтса пӗлме пулчӗ. Генерал ӗнерхи тӑшмана чӗнме хушрӗ. Алӑк енне хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑрса, мана айӑплаканни килессине кӗтме тытӑнтӑм эпӗ. Часах сӑнчӑр сасси илтӗнчӗ, алӑк уҫӑлчӗ те — Швабрин кӗрсе тӑчӗ. Эпӗ вӑл улшӑннине кура тӗлӗнтӗм. Унӑн нумай пулмасть сӑмала пек хура ҫӳҫӗсем пӗтӗмпе кӑвакарса кайнӑ; вӑрӑм сухалли арпашса пӗтнӗ. Вӑл хӑйӗн элекне имшер, анчах хӑюллӑ сасӑпа тепӗр хут каласа пачӗ. Вӑл каланипе, Пугачев мана Оренбурга шпион туса янӑ пулать; эпӗ, кулленех ҫапӑҫма туханҫи пулса, хулара мӗн пулса иртни ҫинчен хут ҫине ҫырса пӗлтернӗ пулать; юлашкинчен вара, пуҫӗпех самозванец енне куҫса, унпала пӗрле крепӑҫрен крепӑҫе ҫӳренӗ, Пугачев енне куҫнӑ юлта-сен пуҫне ҫиме, вӗсен вырӑнне ларма, Пугачев панӑ парнесемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ пулать. Эпӗ вӑл каланине нимӗн чӗнмесӗр итлерӗм. Марья Ивановна ятне ирсӗр тӑшман асӑнмарӗ: те лешӗ ӑна йышӑнманнипе кӑмӑлӗ хытнӑ, те мана та калаттарма чарнӑ шухӑш-сисӗмӗн хӗлхемӗ унӑн чӗрине те тивнӗ, — кирек-мӗнле пулсан та, комисси умӗнче Белогорскри комендант хӗрӗн ятне асӑнасси-тӑвасси пулмарӗ. Манӑн малтанхи шухӑшӑм ҫирӗпленсе ҫитрӗ, судьясем манран эпӗ Швабрин каланине хирӗҫ мӗн калама пултарасси ҫинчен ыйтсассӑн, эпӗ хам ҫинчен айӑпа сирсе ярас тӗлӗшпе малтан каласа панисӗр пуҫне урӑх сӑмахӑм ҫукки ҫинчен каларӑм. Генерал пире илсе тухма хушрӗ. Эпир пӗрлех тухрӑмӑр. Эпӗ Швабрин ҫине лӑпкӑн пӑхса илтӗм, анчах пӗр сӑмах та каламарӑм. Вӑл усаллӑн кулса илчӗ, сӑнчӑрсене ҫӗклесе, манран иртсе кайрӗ те хӑвӑрттӑн утрӗ. Мана каллех тӗрмене кайса хупрӗҫ, унтанпа урах допроса чӗнмерӗҫ те.

Вулакана тата пӗлтерме кирлисене эпӗ пӗтӗмпех хам курман, анчах ун ҫинчен тӑтӑшах илтнине пула, вӗсем пӗтӗмпех асра тӑраҫҫӗ, пур ҫӗрте те хам пулса курнӑ пекех туйӑнать.

Марья Ивановнӑна манӑн аттепе анне, авалхи ҫынсен йӑлине пула, чунтан хисеплесе йышӑннӑ. Вӗсем мӗскӗн тӑлӑха йышӑнса савма тӳр килсе тухнине — турӑ пиллени вырӑнне шутланӑ. Вӗсем ӑна часах питӗ килӗштернӗ, мӗншӗн тесен, вӑл мӗнлине пӗлсен, ӑна юратмасӑр тӑмалла та мар. Манӑн юрату халӗ ӗнтӗ аттене ахалех пек туйӑнман, аннен хӑйӗн Петрушине капитан хӗрне, кӑмӑллӑ та илемлӗ хӗре, качча илтерессисӗр пуҫне урӑх ӗмӗт те пулман.

Мана арӗслени ҫинчен хыпар илнипе пирӗн пӗтӗм килйыш хуйха ӳкнӗ. Марья Ивановна манӑн атте-аннене эпӗ Пугачевпа теплерен ҫеҫ паллашни ҫинчен йӗркипе ҫав тери лайӑх каласа пани — вӗсене шиклентерме мар, час-часах таса пӗрерӗн култарнӑ. Киревсӗр пӑлхава, патшана вырӑнтан кӑларса пӗтӗм дворян йӑхне пӗтерес ӗмӗтпе хусканнӑскере, эпӗ хутшӑннине тем каласан та ӗненесшӗн пулман. Вӑл Савельичран хыттӑн тепчесе ыйтнӑ. Манӑн тарҫӑ — эпӗ Емелька Пугачев патӗнче пулнине те, тӑшман мана хӑшпӗр парнесене панине те пытарман, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл эпӗ сутӑнса патшалӑха хирӗҫ кайни тӗлӗшпе нимӗн те илтменнине тупа тусах каласа панӑ. Стариксем вара лӑпланса, ырӑ хыпарсем илессе шансах кӗтнӗ. Марья Ивановнӑн ӑшӗ калама ҫук варканӑ, анчах та хӑй ытла та тӳлек тата тӑп-тӑп пулнӑ пирки, вӑл нимӗн те шарламан.

Темиҫе эрне иртнӗ… Сасартӑк атте Петебургран хамӑрпа хурӑнташлӑ Б… князьрен ҫыру илнӗ. Князь ман ҫинчен ҫырнӑ. Яланхи саламсем хыҫҫӑн вӑл ӑна эпӗ пӑлхавҫӑсемпе пӗр каварлӑ пулнӑ тенӗ сӑмах, инкеке, чӑнах та тӗрӗс пулса тухни ҫинчен пӗлтернӗ. Мана вӗлерттермех тӑнӑ пулнӑ, анчах государыня, манӑн атте ваттине тата чыслама тивӗҫлине хисепе хурса, унӑн айӑплӑ ывӑлне намӑслӑ вилӗмрен хӑтарса, Сибире, инҫетри ҫӗршыва, ӗмӗрлӗхе яма ирӗк партарнӑ.

Ҫак кӗтмен хыпар аттеме кӑштах вӗлерсе пӑрахман, вӑл хӑйӗн ҫирӗплӗхне ҫухатнӑ тата, хӑйӗн хуйхине ҫынна палӑртманскер, халӗ питӗ те ӳпкелешнӗ. «Мӗнле-ха ку!» — тенӗ вӑл кӑмӑл пӑтраннине пусараймасӑр. «Манӑн ывӑлӑм Пугачевпа пӗр каварлӑ пулнӑ! Эй, турӑ, мӗн курмалла пулчӗ! Государыня ӑна вилӗмрен хӑтарнӑ! Капла туни мана лӑплантарать-и вара? Вилӗм хӑрушӑ мар: манӑн асатте хӑйӗн таса ӗмӗчӗшӗн тӑрса, вӗлермелли ҫӳллӗ вырӑнта (лобное место) пӗтнӗ; манӑн атте Волынскипе тата Хрущевпа пӗрле асап курнӑ. Анчах дворянин присягӑна пӑрахса разбойниксемпе, пуҫ касакан ҫынсемпе, таркӑн чурасемпе хутшӑнса каясси!.. Пирӗн йӑхшӑн тӳсме ҫук намӑс!..» Вӑл пӑшӑрханнине кура хӑраса ӳкнӗ анне ун умӗнче макӑрма та хӑяйман. Ҫын сӑмаххи тӗрӗс марри ҫинчен каласа парса, ӑна йӑпатма тӑрӑшнӑ вӑл. Анчах атте нимӗнпе те йӑпанайман.

Марья Ивановна никамран та ытларах асапланнӑ. Эпӗ хам ҫири айӑпа кирек-мӗнле вӑхӑтра та сирме пултарасса ӗненнӗскер, ку ӗҫӗн чӑн енӗсене пӗлсе, ҫак хӗн хурӑн айӑпне вӑл пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ. Хӑйӗн куҫҫулӗсемпе асапӗсене пуринчен те пытарнӑ, хай ҫав вӑхӑтрах мана ҫӑлмалли мелсем ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр шухӑшланӑ.

Пӗрре, каҫхине, атте диван ҫинче «Придворный календарӗн» листисене уҫкаласа ларма, анчах кӗнеки ӑна яланхи пек илӗртмен. Атте авалхи марша шӑхӑрса юрлакаланӑ. Анне нимӗн чӗнмесӗр фуфайка ҫыхнӑ. Унӑн ҫине-ҫинех куҫҫулӗсем тумланӑ. Сасартӑк Марья Ивановна, ҫавӑнтах ҫӗлесе лараканскер, хайӗн Петербурга кайма кирли ҫинчен пӗлтернӗ, каймашкӑн май туса пама ыйтнӑ. Анне пит те кӳренсе кайнӑ. ,,Мӗн тума санӑн Петербурга каймалла? Эсӗ те пулин, Марья Ивановна, пире пӑрахса каясшӑн?» — тенӗ вӑл.

Марья Ивановна хӑйӗн пулас кунҫулӗ ҫавӑнта кайса килнинчен килет тесе, вӑл, хӑй чӑн ӗҫшӗн хӗн курса вилнӗ ҫыннӑн хӗрӗ пулнӑ мӑй, вӑйлӑ ҫынсенчен хӳтӗлӗхпе пулӑшу шырама каясшӑн пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Манӑн атте пуҫне уснӑ: вӑл хӑй ывӑлӗн суя айӑпне аса илтерекен сӑмахсене илтсенех пит пӑшӑрханнӑ. «Каях, тӑванӑм!» — тенӗ ӑна хирӗҫ вӑл, ассӑн сывласа. «Эпир санӑн телейне пӳлесшӗн мар. Турӑ сана, хӑй ятне вараланӑ сутӑнчӑка мар, ырӑ упӑшка тупма телей патӑр», тенӗ. Унтан тӑнӑ та пӳлӗмрен тухса кайнӑ.

Марья Ивановна, аннепе иккӗнех тӑрса юлнӑскер, хӑйен ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа панӑ. Анне ӑна куҫҫулӗсене юхтарса ыталаса илнӗ те, ӗмӗтленнӗ ӗмет тултӑрах, тесе, турра кӗлтунӑ. Марья Ивановнӑна тумлан-тарнӑ та, тепрер кунтан, Палашӑпа тата Савельичпа пӗрле, вӑрӑм ҫула ӑсатса янӑ. Хамран ирӗксӗр уйӑрса янӑ Савельич манӑн савнӑ хӗре пулӑшнипе те пулин йӑпаннӑ.

Марья Ивановна Софияна чиперех ҫитнӗ. Патша килйышӗ «Царское Селора» пулнине пӗлсен, вӑл ҫавӑнтах чарӑнса тӑма шут тытнӑ. Ӑна пӗр ҫуртра пӳлӗм хыҫӗнчи кӗтессе вырнаҫтарнӑ. Смотритель арӑмӗ, ҫав самантрах унпа калаҫӑва кӗрсе кайса, хӑй вӑл патша ҫуртӗнчи вут хутса пурӑнаканӑн пӗлӗшӗ пулнине каласа панӑ, патша ҫуртӗнчи пурнӑҫӗн пур вӑрттӑн енӗсемпе паллаштарнӑ. Вӑл государыня хӑш сехетре вӑраннине, хӑҫан кофе ӗҫнине, хӑҫан уҫӑлса ҫӳренине, унпа пӗрле мӗнле вельможӑсем ҫӳренине, ӗнер вӑл апат ҫинӗ чухне мӗн ҫинчен калаҫнине, каҫхине кампа курса калаҫнине каласа кӑтартнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, Анна Власьевнӑн халлапӗ истори ҫинчен ҫырнӑ хутӑн чылай страницисене йышӑнмалла пулнӑ тата пулас йӑхшӑн та пит те паха пулнӑ пулӗччӗ. Марья Ивановна вӑл каланисене тинкерсех итленӗ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле сада тухнӑ. Анна Власьевна кашни аллейӑн, кашни кӗперӗн историне каласа панӑ. Чылаях уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, вӗсем станцине пӗр-пӗринпе пит те кӑмӑллӑ пулса таврӑннӑ.

Тепӗр кун ирхине Марья Ивановна ирех вӑраннӑ та, тумланса, шӑппӑн сада тухса кайнӑ. Ирӗ калама та ҫук илемлӗ пулнӑ, хӗвелӗ кӗрхи уҫӑ сывлӑшпа саралнӑ ҫӑка тӑррисене ҫутатнӑ. Сарлака кӳлӗ пӗр хумханмасӑр тӑнӑ. Ирех вӑраннӑ акӑшсем ҫырансене хупласа тӑракан йывӑҫ тӗмӗсем хушшинчен мӑнкӑмӑллӑн ярӑнса тухнӑ. Петр Александрович Румянцев граф вӑрҫӑра ҫӗнтерӳсем тунине хисеплесе, ун ячӗпе памятник лартнӑ илемлӗ улӑх ҫумӗпе Марья Ивановна утса пынӑ. Сасартӑк, акӑлчан ӑратти пӗчӗк шурӑ йытӑ вӗрсе янӑ та ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Марья Ивановна, хӑранипе, тӑпах чарӑнса тӑнӑ. Ҫав самантра: «Ан хӑрӑр, вӑл ҫыртмасть», тенӗ уҫӑ сасӑ, хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайнӑ. Марья Ивановна памятнике хирӗҫле тенкел ҫинче ларакан дамӑна курнӑ. Марья Ивановна тенкелӗн тепӗр вӗҫне ларнӑ. Дама ӑна тинкерсе пӑхнӑ; Марья Ивановна та, ун ҫинелле пӑхса, ӑна ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех сӑнаса илме ӗлкернӗ. Лешӗ ирхи шурӑ платьепе, каҫпа тӑхӑнакан чепчикпе тата душегрейкӑпа пулнӑ. Вӑл пӗр хӗрӗх ҫулта пек туйӑннӑ. Унӑн тулли пит-куҫлӑ хӗрлӗ сӑнӗ чаплӑн та лӑпкӑн курӑннӑ, кӑвак куҫӗсемпе ҫӑмӑл куллийӗ калама та ҫук илемлӗ пулнӑ. Дама хӑй малтан сӑмах хускатнӑ.

— Эсир кунтисем мар пулмалла? — тенӗ вӑл.

— Ҫапла: эпӗ ӗнер ҫеҫ провинцирен килнӗ.

— Эсир тӑванӑрсемпе пӗрле килнӗ пулӗ?

— Ҫук. Эпӗ пӗчченех килнӗ.

— Пӗччен! Анчах эсир пит те ҫамрӑк-ҫке.

— Манӑн атте те, анне те ҫук.

— Эсир кунта мӗнле те пулин ӗҫпе килнӗ пулмалла?

— Ҫапла. Эпӗ государыняна йӑлӑнма килнӗ.

— Эсир тӑлӑх: кам та пулсан кӳрентернине е тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ пулӑшу ыйтма килмен-и-ха?

— Ҫук, эпӗ пулӑшу ыйтма мар, каҫару ыйтма килнӗ.

— Ыйтма ирӗк парӑр: кам пулатӑр вара эсир?

— Эпӗ Миронов капитан хӗрӗ.

— Капитан Мироновӑн хӗрӗ? Оренбург крепӑҫӗсенчен пӗринче комендант пулнин мар-и?

— Тӗрӗс, ҫавӑн.

Дама кӑмӑлӗ хусканнӑ пек туйӑннӑ.

Провинци — тӗп хуларан аякри ҫӗршыв.

— Каҫарӑр мана, эпӗ сирӗн ӗҫӗре хутшӑннӑшӑн; эпӗ патша ҫуртӗнче пулкалатӑп; хӑвӑр ӗҫӗре каласа парӑр, тен, эпӗ сире пулӑшма пултарӑп, — тенӗ вӑл тата ҫемҫерех сасӑпа.

Марья Ивановна тӑнӑ та хисеплӗн тав тунӑ ӑна. Ҫак палламан хӗрарӑм ирӗксӗрех унӑн чӗрине хӑй енне туртнӑ, шанма тивӗҫҫине палӑртнӑ. Марья Ивановна кӗсйинчен хут кӑларнӑ та ӑна хӑй хутне кӗме пулнӑ палламан хӗрарӑма панӑ, лешӗ ӑна хӑй ӑшӗнче вулама тытӑннӑ.

Малтанах вӑл тинкерсе, кӑмӑлласа вуланӑ; сасартӑк унӑн сӑнӗ улшӑнса кайнӑ, — Марья Ивановна, унӑн пур хусканӑвӗсене те сӑнаса пынӑскер, лешӗн сӑнӗ, тин ҫеҫ кӑмӑллӑ та лӑпкӑскер, пачах улшӑнса, хаяррӑн туйӑнакан пулса кайнинчен хӑраса ӳкнӗ.

— Эсир Гринева каҫарма ыйтатӑр? — тенӗ хӗрарӑм сиввӗн. — Императрица ӑна каҫарма пултараймасть. Самозванецпа вӑл, хӑйӗн пӗл-менлӗхӗпе ҫӑмӑллӑхне пула мар, намӑссӑр та сиенлӗ ҫын пулнӑ пирки хутшӑнса, пӗрлешсе кайнӑ.

— Ах, тӗрӗс мар вӑл? — тесе кӑшкӑрса янӑ Марья Ивановна.

— Мӗнле тӗрӗс мар? — тенӗ дама, хӗрелсе кайса.

— Тӗрӗс мар, тупата тӗрӗс мар! Ӗненӗр. Эпӗ пурне те пӗлетӗп, эпӗ сире тӗпӗ-йӗрӗпех каласа парӑп. Вӑл пӗр маншӑн ҫеҫ пур асапа та тӳсрӗ. Вӑл суд умӗнче хӑй айӑпне сирменни те мана ҫав ӗҫе хутшӑнтарасшӑн пулманнинчен килнӗ, — тенӗ Марья Ивановна. Вӑл вара ҫакӑнта ҫырнине, вулакан мӗн пӗлнине, пӗтӗмпех хӗрӳллӗн тепӗр хут каласа панӑ.

Дама ӑна тинкерсех итленӗ.

— Эсир кам патне хваттере кӗнӗ вара? — тесе ыйтнӑ вӑл. Анна Власьевна патне, тенине илтсен, вӑл, кулса: — А! пӗлетӗп. Сывӑ пулӑр, мана курни ҫинчен никама та ан калӑр. Ҫырӑвӑра хирӗҫ ответ парассине нумаях кӗтмелле пулмӗ, тесе шанатӑп эпӗ, — тенӗ ӑна дама.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл тӑнӑ та аллейӑпа утса кайнӑ. Марья Ивановна савӑнӑҫлӑн, тулли шанчӑкпа Анна Власьевна хваттерне таврӑннӑ.

Хозяйка ӑна, кӗрхи ҫанталӑкра ирех тухса уҫӑлса ҫӳрени ҫамрӑк хӗр сывлӑхӗшӗн сиенлӗ тесе, ятласа илнӗ. Вӑл самовар илсе пырса, сӗтел хушшине чей ӗҫме ларса, патша ҫуртӗнчи пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн вӗҫӗмсӗр тин ҫеҫ пуҫласа янӑччӗ, ҫак вӑхӑтрах сасартӑк крыльцо умне патша ҫуртӗнчи карета пырса тӑнӑ. Камер-лакей кӗнӗ те, государыня хӑй патне Миронов хӗрне чӗнет, тесе пӗлтернӗ.

Анна Власьевна, тӗлӗнсе кайса, чупкалама тытӑннӑ. «Турӑ ҫырлахах,» — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. — «Государыня сире хӑй патне чӗнет. Мӗнле вӑл сирӗн ҫинчен пӗлнӗ вара? Мӗнле эсир, матушка, императрица умне пырса тӑма пӗлӗр-ши? Эсир патша ҫуртӗнчи пек ура ярса пусма та пӗлместӗр пулӗ… Ӑсатса ярас мар-и манӑн сире? Эпӗ сире кӑшт кӑна та пулсан пулӑшма пултарӑттӑм. Эсир кунта килнӗ чухне тӑхӑннӑ кӗпепех мӗнле кайӑр вара? Папаҫ карчӑкӗ патне, унӑн сарӑ кӗпине илсе килме, ярас мар-и?» — Камер-лакей государыня Марья Ивановнӑна вӑл мӗнле тумпа пулнӑ ҫаплипех илсе пыма хушни ҫинчен пӗлтернӗ. Ним тума та пулман: Марья Ивановна каретӑна ларнӑ та патша ҫуртне кайнӑ, Анна Власьевна ӑна канашсем парса пиллесе янӑ.

Марья Ивановна кунта пирӗн шӑпана татса парассине сиснӗ; унӑн чӗри питӗ тапнӑ е чарӑнса ларнӑ пекех пулнӑ. Нумаях та иртмен, карета патша ҫурчӗ умне пырса тӑнӑ. Марья Ивановна чӗтре-чӗтре картлашка тӑрӑх утса кӗнӗ. Ун умӗнче алӑксем ярах уҫӑлнӑ. Вӑл ҫумма-ҫумӑн пушӑ та чаплӑ пӳлӗмсем витӗр утса тухнӑ, камер-лакей ҫул кӑтартса пынӑ. Пӗр хупса хунӑ алӑклӑ пӳлӗм умне пырса тӑрсан, лакей, ун ҫинчен кӗрсе пӗлтерем тесе, ӑна пӗччен тӑратса хӑварнӑ.

Императрицӑна куҫа-куҫӑн курас шухӑш ҫав тери хӑратса пӑрахнӑ пирки, вӑл вара аран-аран ура ҫинче тӑнӑ. Тепӗр минутран, алӑксем уҫӑлнӑ та, вӑл государыня пӳлӗмне кӗнӗ.

Императрица тумланса ларнӑ. Унӑн тавра тӑракан придворнӑйсем Марья Ивановнӑна хисеплӗн ҫул панӑ. Государыня ун еннелле кӑмӑллӑн ҫаврӑнса пӑхнӑ та, Марья Ивановна, вӑл нумай пулмасть хӑйпеле чӗререн калаҫнӑ дама иккенне палланӑ. Государыня ӑна чӗнсе илнӗ те, кулса ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам панӑ сӑмаха тытнӑшӑн тата сирӗн ыйтӑвӑра татса пама пултарнӑшӑн питӗ хавас. Сирӗн ӗҫӗр татӑклӑ ӗнтӗ. Эпӗ сирӗн каччӑр айӑпсӑррине ӗнентӗм. Акӑ ҫыру, эсир ӑна хӑвӑрӑн пулас хуняҫӑр патне хӑвӑрах илсе кайса парӑр».

Марья Ивановна, ҫырӑва чӗтрекен аллипе илнӗ те, императрица умне ӳксе, йӗрсе янӑ. Государыня ӑна ҫӗклесе тӑратнӑ, чуптунӑ та унпала калаҫма тытӑннӑ. «Эсир пуян маррине пӗлетӗп эпӗ», тенӗ вӑл, — «анчах эпӗ Миронов капитан хӗрӗ умӗнче парӑмлӑ. Малашлӑхшӑн ан кулянӑр. Сирӗн пурлӑхӑра ура ҫине тӑратассине эпӗ хам ҫине илетӗп».

Государыня мӗскӗн тӑлӑха йӑпатса кӑларса янӑ. Марья Ивановна патша ҫуртӗнчен каялла та хӑйне унта илсе пынӑ каретӑпах таврӑннӑ. Анна Власьевна, вӑл таврӑнасса чунтанах кӗтнӗскер, ӑна ыйтусем парса хупланӑ, лешӗ ӑна хирӗҫ аран-аран каласа панӑ. Анна Власьеьна, вӑл манӑҫнӑшӑн, пурне те каласа парайманшӑн кӳреннӗ пулин те, ку провинцинче пурӑнса вӑтанма вӗреннинчен килет пулӗ тесе, каҫарнӑ ӑна.

Марья Ивановна, Петербурга курса-мӗн тӑмасӑрах, ҫав куннех каялла, яла тухса кайнӑ…

Петр Андреевич Гринев алҫырӑвӗсем ҫакӑнпа пӗтеҫҫӗ. Йӑхран йӑха каласа пани тӑрӑх, ӑна 1774-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче патша хӑй хушнипе ирӗке кӑларнӑ пулать, вӑл Пугачева вӗлернӗ ҫӗрте те пулнӑ иккен. Пугачев ӑна, халӑх хушшинче тӑнӑскере, палласа илсе, пуҫӗпе сулнӑ имӗш. Ҫав пуҫа ӗнтӗ тепӗр самантранах касса татса, юнланнӑскере, халӑха ҫӗклесе кӑтартнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑнах Петр Андреевич Марья Ивановнӑна качча илнӗ. Вӗсен йӑхӗ Чӗмпӗр кӗпернинче ырӑ курса лайӑх пурӑнать. …ран вӑтӑр ҫухрӑмра вунӑ помещик аллинче тӑракан пӗр ял пур. Улпут ҫурчӗсенчен пӗр флигелӗнче, кӗленчеллӗ рамка ӑшӗнче Екатерина II хӑй аллипе ҫырнӑ ҫырӑва курма пулать. Ӑна Петр Андреевич ашшӗ патне ҫырнӑ пулнӑ.

Ҫырура унӑн ывӑлне хӑтарма тивӗҫли ҫинчен, Миронов капитан хӗрӗн ӑсӗпе чӗрине мухтама тивӗҫли ҫинчен ҫырнӑ. Петр Андреевич Гринев алҫырӑвне унӑн ачин ачисенчен пӗри, эпир унӑн аслашшӗ пурӑннӑ вӑхӑтри ӗҫсем ҫинчен ҫырнине пӗлсе, пире пачӗ. Эпир унӑн тӑванӗсенчен ирӗк ыйтса илсе, ку алҫырӑвне, кашни сыпӑкӗ валли тивӗҫлӗ, лайӑхрах эпиграф тупса тата хӑшпӗр ятсене улӑштарса, уйрӑм кӗнеке туса кӑларма шутларӑмӑр.

1836 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗ.

Издатель.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех