Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнӑ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халӗ — ҫӗрлехи вӑхӑтра ытларах та паллӑ — унӑн чалӑшлатса пӑхнӑ йывӑр куҫӗсем мана сасартӑк хӑратса пӑрахрӗҫ.

Но теперь — это было почему-то ночами — её тяжёлый, косой взгляд исподлобья вдруг пугал меня.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакна вара терапевт пӑхмалла, Сашӑна хӑй мар, терапевт пӑхнӑ та иккен.

Он сказал, что это не по его части и что Сашу уже смотрел терапевт.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫӗ акӑ мӗнле тӑрать иккен-ха: «Св. Мария» 1912-мӗш ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914-мӗш ҫулхи апреле ҫитиччен тинӗсре епле куҫса пынине карттӑ тӑрӑх сӑнаса пӑхнӑ май, В. профессор ҫав широтара 64° долготара халиччен этеме паллӑ пулман ҫӗр пур тесе шухӑшлать.

Дело в том, что, изучив карту дрейфа «Св. Марии» с октября 1912 по апрель 1914 года, профессор В. высказал предположение, что на широте 78°02′ и долготе 64° должна находиться ещё неизвестная земля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, эп чурӑслансах кайрӑм, пӗррехинче тата праҫниксенче тӑхӑнмалли пурҫӑн кӗпеме виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн лартӑм та ҫиленнипе йӗре пуҫларӑм.

Словом, я совершенно одичала и однажды, примерив своё шёлковое парадное платье, села и стала плакать от злости.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫав шӑтӑксене виҫсе, фотографипе ӳкерсе пӑхнӑ та, чи пысӑк шӑтӑкӗн сарлакӑшӗ 12 дюйм, тӑршшӗ 2 фут та 4 дюйм пулнӑ, ыттисем пӗчӗккӗрех пулнӑ.

Дыры эти, обмеренные и сфотографированные, оказались: самая большая шириной в 12 дюймов и длиной в 2 фута и 4 дюйма, а другие немногим меньше.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫар тумӗпе пӗтӗмрех курӑнатчӗ хӑй, ҫапах та лутраччӗ-ха, ҫавӑнпа вара хушӑран хӑй асӑрхамасӑрах чӗвен тӑратчӗ, акӑ ҫавӑн чухне те хам ҫаврӑнса пӑхнӑ ҫӗре чӗвен тӑратчӗ.

В форме он казался выше, но всё-таки был маленького роста и, должно быть, поэтому иногда невольно поднимался на цыпочки — и сейчас, когда я обернулась.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав тӗттӗм чӳречесем ҫине пӑхнӑ май, тепӗр калаҫу та ман асӑма килчӗ.

Другой разговор представился мне, когда я смотрел на эти тёмные окна:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тинкерсе пӑхнӑ май, вӑл эпӗ хӑйне чӗннине те илтмерӗ.

что даже не отвечает на мои вопросы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен эпӗ хам ӑна куҫӗнчен тинкеререх пӑхнӑ пулсан нумайӑшне ӑнланнӑ та пулӑттӑм.

Быть может, если бы мне удалось как следует посмотреть ей в лаза, я бы многое понял.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Левкова пӑхнӑ ҫӗрте тем, сӑлтавпа пӑхса тӑмах шутланӑ Райӗҫтӑвком председательне те хӑваласа кӑларчӗ.

Выгнал и председателя райисполкома, который почему-то непременно хотел присутствовать при осмотре Ледкова.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫӗ интереснӑй унӑн: вӑл сӑсар хырӑмне касса пӑхнӑ, вӗсем мӗн ҫисе пурӑннине пӗлнӗ.

У него была интересная работа: он потрошил желудки соболей и выяснял, из чего состоит их пища.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫын ман ҫине Валька пекех ырӑ кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахрах кӑтартакан куҫӗсемпе пӑхнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

Мне показалось, что этот человек смотрит на меня совершенно так же, как Валька, с таким же добрым и немного сумасшедшим выражением.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах та, тен, эпӗ хама ун аллинчен хӑтаракана тата мана, тӑлӑхскере, ҫав тери лайӑх йышӑнса пӑхнӑ ҫемьене те ҫӑлма пултарӑп.

— Но, может быть, я спасу моего избавителя и семью, которая так великодушно призрела мое бедное сиротство.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тухтӑр ман ҫине хӑйӗн произведенийӗ ҫине пӑхнӑ пекех пӑхатчӗ.

Доктор относился ко мне как к своему произведению.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ эпир тепӗр «кандидат» Дунаев ҫине ҫиленсе пӑхнӑ пек пулатпӑр.

Как будто и враждебно поглядывали мы теперь на следующего «кандидата», на Дунаева.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем тӗмескене ҫийӗнчех чакаласа пӑхнӑ.

Ребята сейчас же разбросали холм.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ Достоевскипе тавлашатӑн? — ман ҫине шанчӑксӑр ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса кулса илчӗ Лихо.

— Ты споришь с Достоевским? — презрительно усмехаясь, спросил Лихо.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Государыня ун еннелле кӑмӑллӑн ҫаврӑнса пӑхнӑ та, Марья Ивановна, вӑл нумай пулмасть хӑйпеле чӗререн калаҫнӑ дама иккенне палланӑ.

Государыня ласково к ней обратилась, и Марья Ивановна узнала в ней ту даму, с которой так откровенно изъяснялась она несколько минут тому назад.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Дама ӑна тинкерсе пӑхнӑ; Марья Ивановна та, ун ҫинелле пӑхса, ӑна ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех сӑнаса илме ӗлкернӗ.

Дама пристально на нее смотрела; а Марья Ивановна, со своей стороны бросив несколько косвенных взглядов, успела рассмотреть ее с ног до головы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та пурте ман ҫине тимлӗн пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ маншӑн.

Но мне казалось, что все смотрят на меня с каким-то таинственным, значительным видом.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех