Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунсаккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.04 20:07

Пуплевӗш: 140; Сӑмах: 1299

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Карапсене ҫунтаратӑп

Ку лару, ыттисем пекех, хамӑрӑн тӑвӑр учительскинчех, яраписем татӑлса ӳкнӗ кӑвак пустав ҫитти витнӗ сӗтел хушшинче иртрӗ. Анчах та пурте ман ҫине тимлӗн пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ маншӑн. Серафима боты тӑхӑннӑччӗ, ку та вара маншӑн темле тупсӑмне пӗлмелли мар япала пек туйӑнчӗ. Кораблев, эпӗ пырса кӗрсен, кулса ячӗ, эпӗ вара: «Юриех пулӗ», тесе шутларӑм.

— Ну-с, Григорьев, — ҫемҫен кӑна пуҫларӗ Николай Антоныч, — эсӗ, паллах ӗнтӗ, эпир хӑвна ҫак ларӑва мӗншӗн чӗнтернине пӗлетӗн. Кӳрентертӗн пире эсӗ, ҫук, пире ҫеҫ мар, пӗтӗм шкула кӳрентертӗн теме пулать. Хапар пурӑнакан этемлӗх обществине юрӑхсӑр ӗҫсем туса кӳрентеретӗн. Эпир ӑна малалла аталанса пыма мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса тӑма тивӗҫ.

— Ыйтусем парӑр мана, — терӗм эпӗ.

— Николай Антоныч, ирӗк парӑр-ха, — ҫӑмӑллӑн каларӗ Кора6лев.

— Григорьев, килӗнтен тухса кайсан, ҫак тӑхӑр кун эсӗ ӑҫта ҫӳресе ирттертӗн, каласа пар-ха тархасшӑн?

— Тарман эпӗ, Энска кайнӑ, — терӗм эпӗ ним пулман пек лӑпкӑн. — Унта манӑн йӑмӑкӑм пурӑнать, эпӗ ӑна сакӑр ҫула яхӑн курмӑн. Кун пирки Сковородников судья та калама пултарать. Эпӗ ун патӗнче пурӑнтӑм, — Гоголь урамӗ, вунвиҫҫӗмӗш номер, ӗлӗкхи Маркузе ҫурчӗ.

Енчен эпӗ ҫак тӑхӑр куна Катя Татариновӑпа, каникул вӑхӑтӗнче те пулин манпа ан курнӑҫтӑр тесе Энска янӑскерпе, пӗрле ирттертӗм тенӗ пулсан та манӑн сӑмахсем Николай Антоныча ытлашшипех тӗлӗнтермен пулӗччӗҫ! Вӑл кӑвакарса кайрӗ, куҫӗсене хӗскелерӗ, пуҫне аяккинелле пӗшкӗртрӗ.

— Мӗншӗн эсӗ ху тухса каясси пирки никама та пӗлтермерӗн? — ыйтрӗ Кораблев.

Эпӗ, дисциплинӑна пӑснӑшӑн, хама айӑплӑ тесе каларӑм ӗнтӗ. Ун пек пулмӑп тесе, сӑмах та паратӑп.

— Питӗ аван, Григорьев, — терӗ Николай Антоныч. — Ку питӗ аван ответ. Эсӗ хӑвӑн ытти айӑпусем ҫинчен те ҫакӑн пекех лайӑх каласа парасса кӗтетпӗр.

Вӑл ман ҫине ытарлӑн пӑхса илчӗ. Вӑл хӑйне хӑй, чӑн та, тӗлӗнмелле лӑпкӑ тытма пӗлет.

— Халӗ ӗнтӗ эсӗ пире Иван Витальевич Лихопа мӗн пулса иртнине каласа пар.

Лихопа хамӑн хушӑмри истори ҫинчен каласа панӑ май «идеализм» пирки пӗр сӑмах та асӑнманнинчен эпӗ паян кун та тӗлӗнетӗп. Енчен, Лихо вӑл айӑпа ман ҫинчен илнӗ пулсан, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар, тесе шутланӑ пулӗ эпӗ. Ку вӑл манӑн ҫав тери пысӑк йӑнӑш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне тата эпӗ хамӑн сочиненисене «критиксемсӗрех» ҫырнине те асӑнмалла пулман иккен. Ку сӑмахсем вара никам кӑмӑлне те килсе пӗтмерӗҫ. Кораблевӑн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ, вӑл аллине сӗтел ҫине хучӗ.

— Критикӑна, апла, юратмастӑн эппин? — ҫемҫен кӑна каларӗ Николай Антоныч. — Иван Витальевича мӗн каланӑ-ха эсӗ? Пӗр сӑмах юлмиччен тепӗр хут каласа тух-ха.

Мӗнпур педагогсен умӗнче Лихона хам мӗн каланине ҫӗнӗрен каламалла пулать иккен! Ҫук, кӑна тума пултараймастӑп эпӗ! Лихо ытлашши ухмахах мар-тӑк, ҫак ыйтӑва хӑех сирсе янӑ пулӗччӗ. Анчах та вӑл ман ҫине савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе ҫеҫ пӑхса ларчӗ.

— Ну-с! — терӗ Николай Антоныч.

— Николай Антоныч, мана сӑмах парӑр-ха, — хирӗҫлерӗ Кораблев. — Иван Витальевича вӑл мӗн каланине пӗлетпӗр эпир. Григорьев хӑй мӗншӗн унашкал ӗҫсем тунине пӗлесчӗ пирӗн.

— Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр-ха, — терӗ Лихо, — эпӗ ӑна тепӗр хут калама хушатӑп! Эпӗ Достоевский шкулӗнче, айӑпа кӗнисенчен те, унашкал сӑмахсене илтмен.

Эпӗ чӗнмерӗм. Е эпӗ ҫыннӑн шухӑшне инҫетренех вуласа илме пӗлнӗ пулсан, чӑннипех те, Кораблев куҫӗсенче «Саня, идеализм пирки кӳреннине каласамччӗ» тенине вуласа илнӗ пулӑттӑм. Анчах та эпӗ пӗлейместӗп ҫав.

— Ну! — тепӗр хут каларӗ Николай Антоныч.

— Астӑваймастӑп, — мӑкӑртатрӑм эпӗ.

Ку ӗнтӗ айванла тухрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ суйни пуриншӗн те паллӑ пулчӗ.

— Паян вӑл мана япӑх паллӑ панӑшӑн вӑрҫса тӑкрӗ пулсан, ыран пусса пӑрахӗ хулиган вӑл! — терӗ Лихо.

Манӑн пуҫа каллех, пусма картлашки ҫинчи пекех, ӑна урапа тапса ывӑтас шухӑш пырса кӗчӗ, анчах та эпӗ кӑна тӳссе ирттертӗм. Шӑла ҫыртса, пӗр чӗнмесӗр эпӗ Кораблев алли ҫине пӑхрӑм. Алӑ ҫӗкленчӗ, сӗтеле ҫӑмӑллӑн кӑна лӑпкаса илчӗ, унтан каллех малтанхи вырӑна выртрӗ.

— Сочинени, паллах ӗнтӗ, япӑх, — терӗм эпӗ, хумханасшӑн мар пулса, ҫакӑн пек айван тапхӑртан мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшласа. — Тен, ытлашши япӑх мар та пулӗ, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫук, анчах та эпӗ лайӑхах мар тенине хамах йышӑнатӑп вӗт. Тӗрӗссипе, пуху каҫару ыйтма хушсан, юрать эппин, ыйтӑп эпӗ.

Ку та вырӑнсӑр пулчӗ, курӑнать… Эпӗ темскер кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах каланӑ пекех пурте шавлама пуҫларӗҫ, Кораблев ман ҫине кӳренчӗклӗн пӑхса илчӗ.

— Апла иккен, Григорьев, — кула-кула каларӗ Николай Антоныч.

— Апла эсӗ Иван Витальевичран, канашлу постановлени йышӑнсан ҫеҫ каҫару ыйтасшӑн. Урӑхла каласан, эсӗ хӑвна айӑплӑ тесе шутламастӑн. Мӗнех вара! Шута илӗпӗр те урӑх ыйту ҫине куҫӑпӑр.

«…Хӑвна ху юратнишӗнех пуласлӑхна ҫухатма», аса илтӗм эпӗ.

— Каҫарӑр, — Лихо еннелле ҫаврӑнса каларӑм эпӗ.

Анчах Николай Антоныч каллех калаҫма пуҫларӗ, Лихо вара манӑн сӑмаха илтмӗше хыврӗ.

— Григорьев, Ромашова хӗнени ҫинчен каласа пар-ха. Эсӗ ӑна питӗнчен урапа тапа-тапа хӗненӗ, хӑвӑн юлташун, Ромашовӑн сывлӑхне чакармалли йывӑр сурансемех туса хӑварнӑ. Хӑвӑн ҫавӑн пек ӗҫӳсене, шкулта халиччен илтменскерне, мӗн пирки пулчӗ тетӗн эсӗ?

Ҫак самантра пуринчен ытла эпӗ ӑна нумай тата ҫавӑрттарса калаҫнӑшӑн кураймарӑм. Анчах та Кораблев алли сӗтел ҫинче палӑрмаллах ҫӗкленчӗ, эпӗ пӑлханма чарӑнтӑм.

— Эпӗ Ромашова хамӑн юлташ тесе шутламастӑп. Ҫавӑн пеккипе юлташ пулсан, мана намӑс пулнӑ пулӗччӗ!.. Эпӗ ӑна пӗр хут ҫеҫ ҫапрӑм. Унӑн ҫывлӑхӗ чакни те курӑнсах каймасть-ха тата.

Пурте шавласа кайрӗҫ, Кораблев кӑштах палӑрмалла пуҫне ухса илчӗ.

— Манӑн ун чухнехи ӗҫӗм пирки ҫапла калама пулать, — малалла та ҫаплах лӑпкӑн каларӑм эпӗ. — Ромашова эпӗ сутӑнчӑк тесе шутлатӑп, ку сӑмаха вара кирек ӑҫта та тӳрре кӑларма пултаратӑп. Хӗнемелле пулман ӑна, пӗтӗм шкула пуҫтарса общественнӑй суд тумалла пулнӑ ун пирки.

Николай Антоныч мана чарма тӑчӗ, анчах та эпӗ чарӑнмарӑм.

— Ромашов вӑл — чӑн-чӑн нэпман. Вӑл вӗҫӗмрен укҫа ҫинчен кӑна калаҫать, унӑн пӗтӗм шухӑшӗ те пуясси кӑна! Камран саклат хурса кивҫен укҫа тупма пулать? — Ромашовран. Хӗрачасем пудрӑпа писев камран илеҫҫӗ? — Ромашовран. Вӑл пӗр савӑт пудра илет те ӑна кайран чӗптӗм-чӗптӗм сутать. Вӑл — обществӑшӑн сиенлӗ ҫын, пӗтӗм шкула варалать.

Малалла та эпӗ ҫакӑн пекех, пӗр-пӗр судра общественнӑй обвинитель пекех, каларӑм. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн манӑн сӑмахсем, мӗнпе-тӗр Гаер Кулий сӑмахӗсем евӗрлӗ те тухрӗҫ, анчах та манӑн кун пирки шутлама вӑхӑт пулмарӗ.

— Ку пурте мар-ха! Ромашов ҫемҫерех чунлӑ ачасене, вӗсене хӑй аллине илес тесе, хӑратса пурӑнать. Кун пирки эпӗ витӗр татсах калатӑп. Тӗслӗх кирлӗ пулсан, — тупса паратӑп! Валя Жуков. Ромашов, Валя нервӑллӑ пулнипе усӑ курса, ӑна тем те пӗрсемпе хӑратса пӗтерчӗ. Мӗн-мӗн кӑна тумасть, вӑл унпа? Малтан ӑна вӑл сӑмах партарать, унтан ӑна хӑйӗн киревсӗр вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа парать. Кӑна илтсен, эпӗ хам та тӗлӗнсех кайрӑм. Комсомолец, никама та каласа памӑп тесе, сӑмах парать. Мӗн ҫинчен? Мӗн ҫинчен иккенне-ха вӑл хӑй те пӗлмест! Анчах та ку пурте мар-ха!

Кораблев аллаппипе сӗтеле чылайранпа лӑпкать ӗнтӗ. Анчах та эпӗ хам хумханнипе хумханманни ҫинчен урӑх шухӑшламарӑм. Пӗрре те хумханнӑ пек туйӑнмарӗ маншӑн.

— Ку пурте мар-ха! Эпӗ сиртен ҫакна ыйтатӑп, — терӗм эпӗ хыттӑн, унтан Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнтӑм, — хӳтӗлекенсем пулмасан, пирӗн шкулта ҫакӑн пек Ромашов пурӑнма пултаратчӗ-и? Пултараймастчӗ! Вӗсенчен пӗрне пӗлетӗп те эпӗ. Вӑл Николай Антоныч!

Кӑна вӑйлӑ каларӑм вара эпӗ! Ҫакӑн пек хӑюллӑ калассине эпӗ хам та кӗтменччӗ! Пӗри пӗр сӑмах чӗнмерӗ, пӗтӗм канашлу темскер пуласса кӗтрӗ. Николай Антоныч кулса ячӗ, кӑвакарса кайрӗ. Тӗрӗссипе, кулнӑ чухне вӑл яланах кӑшт кӑвакаратчӗ.

— Ку сӑмахсене тӳрре кӑларасси нимех те мар. Николай Антоныч шкулта хӑй ҫинчен кам мӗн калаҫнине пӗлесшӗн ҫунать. Мӗншӗн пӗлесшӗн пулнӑ пуль вӑл, пӗлейместӗп. Ку тӗлӗшпе Ромашова укҫа тӳлесех тара тытнине вара лайӑхах пӗлетӗп. Ҫапла, тара тытнӑ, мӗншӗн тесен Ромашов укҫасӑр урлӑ выртана та тӑрӑх ҫавӑрса хумасть. Вӑл ӑна тара тытнӑ, вара Ромашов Николай Антоныч ҫинчен шкулта кам мӗн калаҫнине вӑрттӑн итлесе ҫӳренӗ, кайса каласа панӑ. Унтан вӑл Жукова никама та каламӑп тесе сӑмах партарнӑ та ӑна хӑйӗн элекӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Эсир манран: «Мӗншӗн пӗлтермерӗн» тесе ыйтма пултаратӑр. Анчах та эпӗ ун ҫинчен хам тухса каяс умӗн ҫеҫ пӗлтӗм, Жуков ун чухнех-ха ячейкӑна ҫырса пама пулчӗ, анчах та паян кӑна ҫырчӗ.

Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм. Кораблев аллине сӗтел ҫинчен илчӗ, Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Тӗрӗссипе каласан, пӗр вӑл ҫеҫ хӑйне ҫакнашкал ирӗклен тытма пултарчӗ. Ытти педагогсем хӑйсене темле аван мар пек туйрӗҫ.

— Каласа пӗтертӗн-и, Григорьев? — Ним пулман пекех лӑпкӑ сасӑпа ыйтрӗ Николай Антоныч.

— Пӗтертӗм.

— Тен, ыйтусем паратпӑр?

— Николай Антоныч, — кӑмӑллӑн каларӗ Кораблев, — эпӗ Григорьева яма та юрать пулӗ тесе шутлатап. Тен, пирӗн халӗ Жукова, Ромашова чӗнсе илмелле пулать?

Николай Антоныч, жилечӗн ҫӳлти тӳмине вӗҫертсе, аллине чӗри тӗлне тытрӗ. Вӑл тата ытларах кӑвакарса кайрӗ, сайра ҫӳҫ пайӑркисем, вирелле тураса вырттарнӑскерсем, сасартӑк ҫамки ҫинелле персе анчӗҫ. Вӑл кресло ҫине йӑванса кайрӗ, куҫне хупрӗ. Пурте ун патнелле ыткӑнчӗҫ. Лару ҫапла вӗҫленчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех