Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.08 19:29

Пуплевӗш: 123; Сӑмах: 1358

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Асра тытни

Мӗнле шухӑшчӗ-ха манӑн ҫавӑ? Ун ҫинчен эпӗ ҫӗрӗпех шухӑшларӑм та хам ҫывӑрса кайнине те сисмерӗм, ирхине хайхи вӑрантӑм та ҫӗрӗпех шухӑшла-шухӑшла ҫывӑрман пекех пулчӗ.

Яра кунӑм та ҫаплах иртрӗ. Ҫав шухӑшпах эп Главсевморпутьне кайрӑм, Географически обществӑна, полярти пӗр журналӑн редакцине ҫитрӗм. Вӑхӑт-вӑхӑт эп манса та каяттӑм ун ҫинчен, анчах ун пек чухне ӑна эпӗ алӑк патӗнче ҫеҫ тӑратса хӑварнӑ пек пулаттӑм, унтан вара тухаттӑм, тахҫан палланӑ пек тӗл пулаттӑм.

Улттӑмӗш сехетре эп, ытла ывӑнса ҫитнӗскер, Кораблев патне ҫитсе кӗтӗм. Эп пынӑ вӑхӑтра вӑл ӗҫлесе ларатчӗ, — тетрадьсем тӗрӗслетчӗ. Ун умӗнчи сӗтел ҫинче ик тӗрке тетрадь, хӑй вӑл куҫлӑхлпа, вӑхӑчӗпе аллинчи ручкине йӑнӑшсене пӗр хӗрхенӳсӗр турта-турта хуратчӗ. Каникул вӑхӑтӗнче ӑҫтан ун пек пулма пултартӑр, пӗлместӗп ӗнтӗ, шкула та хупнӑ. Анчах вӑл каникул вӑхӑтӗнче те хӑй валли ӗҫ тупма пултаратчӗ ҫав.

— Эсир ӗҫлӗрех, Иван Павлыч, эп кӑшт кӑна ларса канам-ха. Юрать-и? Ывӑнса ҫитрӗм.

Пӗр вӑхӑт эпир шарламасӑр лартӑмӑр, хушӑран перо чӗриклетни илтӗнет те, Кораблев ҫиленнӗ кӑмӑлпа ятлаҫкаласа илет. Ӗмӗр асӑрхаман эпӗ вӑл ӗҫленӗ май ҫапла хӑйне тыткаланине.

— Ну, Саня, ӗҫӳсем мӗнле?

— Иван Павлыч, сиртен ыйтса пӗлесшӗн эпӗ.

— Мӗн пирки?

— Вышимирский патӗнче халиччен Ромашов пулкаланине пӗлетӗр-и эсир?

— Пӗлетӗп.

— Вӑл мӗншӗн унта пынине пӗлетӗр-и-ха эсир?

— Ӑна та пӗлетӗп.

— Иван Павлыч, — терӗм эп ӳпкелешсе, — халь акӑ сире каллех паллайми пултӑм ӗнтӗ, чӑнах. Ҫаксем сире пӗтӗмпех паллӑ пулнӑ иккен те эсир мана нимӗн те каламарӑр.

Кораблев тинкерсе пӑхрӗ ман ҫине. Питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнчӗ вӑл ҫак каҫхине, ахӑрнех Катя килессе кӗтнипе пуль, хӑй канӑҫсӑрлӑхне ман умра палӑртасшӑн та марччӗ пулас.

— Сана каламалли, Саня, пайтах-ха манӑн, — терӗ вӑл. — Эсӗ ху пилот та ӗнтӗ халӗ, ҫапах та кама та пулин шӑпах пит-куҫӗнчен каллех урапа тӑхӑнтартса ярӑн.

— Хӑҫан пулнӑ вӑл! Иван Павлыч, мана халь пӗр шухӑш килсе кӗчӗ. Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пуль-ха. Йӑнӑшатӑп пулсан ӑҫтаччӗ те.

— Акӑ эс пӑшӑрханатӑн та ӗнтӗ, — терӗ Кораблев.

— Пӑшӑрханмастӑп эпӗ. Иван Павлыч, мӗн тейӗр эсир, Ромашка ыйтма та пултарнӑ вӗт унтан. Калӑпӑр, Николай Антоныч ӑна Катьӑна качча илме пулӑшсан вӑл шӑпах тӑнӑ пулӗччӗ.

Кораблев нимӗн те каламарӗ.

— Иван Павлыч! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

— Лӑпланаймастӑн, Саня!

— Эпӗ лӑпланнӑ-ха. Ак ҫакна ҫеҫ ӑнланса илейместӗп эпӗ: Катя ӑна епле-ха хӑй ҫинчен шухӑшлаттарма пултарнӑ? Катя-ҫке вӑл!

Кораблев шухӑша кайса уткаласа ҫӳрерӗ. Куҫлӑхне хыврӗ вӑл, пит-куҫӗ салхуланчӗ. Темиҫе хут Марья Васильевна портречӗ ҫине пӑхса илнине те асӑрхарӑм эпӗ, портречӗ ун сӗтелӗ ҫинчехчӗ, Марья Васильевна мӑйне коралл мӑййи ҫакнӑччӗ.

— Катя ҫав. Эс ӑна ним чухлӗ те пӗлместӗн-ха, — терӗ вӑл хуллен ҫеҫ.

Эпӗ Катьӑна пӗлместӗп тени ҫӗнӗ хыпарччӗ-ха.

— Ҫак иртнӗ ҫулсенче вӑл мӗнле пурӑннине пӗлместӗн-ха эсӗ. Эп пӗлетӗп акӑ, мӗншӗн тесен… пӗлесшӗн пулнӑ, — терӗ Кораблев хӑвӑрттӑн. — Анчах унпа никам та интересленмен пулас-ха.

Кӑна ӗнтӗ ман ҫинченех каланӑччӗ-ха.

— Амӑшӗ вилсен ытла хуйха кайрӗ вӑл, — терӗ Кораблев малалла. — Унпа юнашар тепӗр хуйхӑракан ҫын пурччӗ, тен вал Катьӑран та ытла хуйхӑратчӗ пулӗ. Эс пӗлетӗн ӗнтӗ эпӗ кам ҫинчен каланине.

Вӑл Николай Антоныч ҫинчен каларӗ.

— Питӗ кӑткӑс та чее ҫын, — терӗ Кораблев. — Акӑш-макӑш хӑрушӑ ҫын. Анчах вӑл пӗтем пурнӑҫ тӑршшӗпех ун амӑшне юратнӑ, пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех — вӑл сахал вӑхӑт мар вӗт. Амӑшӗ вилни вӗсене тата ытларах ҫывхартрӗ, — акӑ мӗнле пулса тухать.

Вӑл пирус туртма тытӑнчӗ, шӑрпӑкне чӗртнӗ чух пӳрнисем кӑштах чӗтрерӗҫ унӑн.

— Шӑпах ун тӗлне Ромашов килсе тухрӗ, — терӗ вӑл малалла. — Сана ун ҫинчен каласа парас пулать-ха, эсӗ ӑна та пӗлместӗн-ха. Вӑл та Николай Антоныч пекех, анчах урӑхларах. Ромашов ӗҫе хӗрсе тӑваканскер, ҫапах та унӑн нимӗнле моралӗ те ҫук — начарри те, лайӑххи те ҫук. Унтан тата вӑл мӗн шухӑшланине туса пӗтерме тӑрӑшакан ҫын. Ҫак ӗҫлӗ ҫын, хӑйне мӗн кирлине пит пӗлекенскер, пӗр ытармалла мар кунхине хӑй учителӗ-тусӗ патне пырать те: Николай Антоныч, тет ӑна, ҫав Григорьев сире чӑнах та тӗрӗссине каланӑ иккен, тет. Эсир чӑнласах Татаринов капитанӑн экспедицине ҫаратнӑ иккен, тет. Унсӑр пуҫне тата эсир хӑвӑр анкетӑрта кӑтартман тӗрлӗ ӗҫсем те питӗ нумай иккен-ха, тет. Ҫав калаҫӑва Нина Капитоновна илтнӗ. Вӑл ӑна ӑнланса илеймен те ман пата чупса килчӗ. Ну, эпӗ, хай, ӑнкарса та илтӗм.

— Апла иккен, пит интереслӗ, — терӗм эпӗ.

Вара шарламасӑр тӑтӑмӑр.

— Малалла мӗн пулса тӑчӗ-ха, — терӗ Кораблев каллех. — Ӑна мӗн пулса тӑнинчен те пӗлме пулать. Эс пӗлетӗн ӗнтӗ Николай Антоныча — вӑл васкамасть вӗт; малтан, шет, шӳтлесе ҫеҫ тенӗ пек, сӑмах майӑн калаҫнӑ пулӗ. Унтан час-часах илтӗннӗ ӗнтӗ, сӑмахӗ тӗрӗсе те кӗре пуҫланӑ пулмалла.

— Иван Павлыч, вӑл ҫапах та Катьӑна калаҫтарса ҫавӑрайман вӗт, тӗрӗс мар-и?

— Саня, Саня, эс тӑна кӗр. Е вӑл Катьӑна ҫавӑрнӑ пулсан, эпӗ сана хӑвӑртрах кил тесе ҫырса янӑ пулӑттӑм-и? Анчах кам пӗлет ҫав! Пыра-киле ҫавӑрнӑ та пулӗччӗ-и тен, лешне хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ пек.

Вӑл кам ҫинчен каланине чухларӑм эп: «Марья Васильевнӑна хӑй майлӑ ҫавӑрса хӑй мӑшӑрӗ тунӑ пек», тесшӗнччӗ вӑл.

Каймаллаччӗ-ши манӑн е тата кӑштах тӑмаллаччӗ-ши, пӗлеймерӗм; вӑхӑт ҫичӗ сехет еннелле сулӑнчӗ, кашни самантрах Катя шӑнкӑртаттарма пултарать. Кӑмӑл ҫакӑнта туртнипех каяймасӑр тӑтӑм. Кораблев епле пирус туртнине пӑхса тӑтӑм, кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫне сӗнкрӗ вӑл, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, хӑй вӑл епле таса чӗререн Марья Васильевнӑна юратни ҫинчен шухӑшларӗ ӗнтӗ, унӑн юратӑвӗ ӑнӑҫман, ҫапах та вӑл ӑна асӗнчех тытса тӑрать — ҫавӑнпа иккен ҫак иртнӗ ҫулсенче Катя пурнӑҫне те ырӑ кӑмӑлӗпе сыхласа тӑрасшӑн пулнӑ вӑл.

Унтан Кораблев тем асне илнӗ пек пулчӗ, мана кайсан лайӑхрах пулӗ, терӗ.

— Сансӑр эпӗ унпа уҫӑрах калаҫӑп, — терӗ вӑл. Иван Павлыч мана ӑсатрӗ те ыранхи кунччен эпир унпа уйрӑлтӑмӑр.

Урамра эп тухнӑ чух ҫутахчӗ-ха; хӗвел аннӑ вӑхӑтчӗ, унӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр ярӑмӗсем Садовой енчи хирӗҫле кантӑксем ҫине ӳксе ытарма ҫук илем кӳретчӗҫ.

Хапха умне чарӑнса, урама тарӑх пӑхрӑм — унтан Катя килмеллеччӗ. Вӑрах кӗтрӗм пулас эпӗ, чӳречесем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗттӗмлене пуҫларӗҫ. Унтан эп Катьӑна та куртӑм — анчах пачах хам кӗтсе тӑнӑ енчен мар: вӑл Оружейнӑй теекен урамран тухрӗ те, машинӑсем иртессе кӗтсе, тротуар ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл урам урлӑ каҫнине курнӑ чух эп темшӗн хӑраса ӳкрӗм, вӑл шухӑша кайса утать. Пысӑк театр тӗлне манпа курнӑҫма тухнӑ кӗпепе, хӑй ытла салху. Халь вӑл манран инҫе те марччӗ, пуҫне сӗнксе утать те мана курмасть. Анчах эп ӑна хама кӑтартасшӑн марччӗ. Шухӑшӑмра эп ӑна савӑкрах пулма сӗнтӗм, пурнӑҫра мӗн лайӑххи пур, пурте санпа пӗрле пултӑр, терӗм, вара мӗн алӑк патне ҫитсе тӑричченех ӑна куҫпа пӑхса ӑсатрӑм. Вӑл хапхаран кӗрсе кайсан та шухӑшӑмра эп унпа пӗрлех пыраттӑм-ха — Иван Павлыч ӑна епле кӗтсе илнине кураттӑм, вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ пуласшӑн тӑрӑшать, хӑй сӑмах пуҫличчен малтан вӑрӑм мӑнштукне пирус тиреймесӗр тӑрать-тӗр…

Чӳречесем халь хӑвӑртрах тӗттӗмлене пуҫларӗҫ, хӗрлӗ ялтӑркка ҫутӑ Оружейнӑй урама тухакан чи хӗрринчи пӳртӗн аяккинчи чӳречисем ҫинче кӑна ялкӑшса тӑрать; эп вӗреннӗ чух ҫав ҫуртра Мускав совечӗн художественнӑй подотделӗ ӗҫлетчӗ.

Сакӑр сехет кӑначчӗ те киле каяссӑм килмерӗ. Темле ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра эп темӗнччен лартӑм; кунтан хамӑр шкул алӑкӗ те курӑнатчӗ. Темиҫе хут картишне кӗре-кӗре тухса, Кораблев хваттерӗнче ҫутӑ ҫутман-и-ха тесе пӑхрӑм. Анчах ҫутманччӗ-ха — Иван Павлыч калать ӗнтӗ, Катя, итленӗ май, шӑпах тӑрать пуль.

Ҫав тӗттӗм чӳречесем ҫине пӑхнӑ май, тепӗр калаҫу та ман асӑма килчӗ. Кораблев ҫаплипех аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хӗреслетсе, хӑйне вырӑн тупаймасӑр уткаласа ҫӳрет. Марья Васильевна та каҫӑрӑларах тӑрать те вӑхӑт-вӑхӑт хӑйӗн ҫинҫе аллипе ҫӳҫне тӳрлеткелесе илет: «Монтигомо Хурчӑка Чӗрни, тесе чӗнеттӗм ӑна эпӗ тахҫан», тет вӑл. Хӑй шурнӑ кӑна та мар, шап-шурах, пирӗн умма ларнӑ та пирус туртать, пирус кӗлӗ пур ҫӗрте те сапӑннӑ, унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче те пур. Марья Васильевна хускалмасӑр тӑрать, лӑпкӑнах, мӑйӗнчи сарлака коралл мӑййине ҫеҫ хӑш чухне турта-турта тӳрлетет, калӑн, ҫав мӑйя ӑна пӑвать тесе. Марья Васильевна тӗрӗссине калама хӑрать, мӗншӗн тесен чӑтса тӑма пултараймасть ӑна. Катя вара мӗн тӗрӗссинчен хӑрамасть, вал чӑнлӑха ӑнланса илсен, пурте лайӑх пулма кирлӗ.

…Ҫутти тахҫанах курӑнать, штора тӗлӗнче Кораблевӑн пысӑк хура мӗлкине эп курса тӑтӑм. Унтан Катя ун ҫумне пырса ларчӗ, анчах часах пӑрӑнчӗ, вӑл ӑна пӗр вӑрӑм сӑмах каларӗ пулмалла.

Урамра пачах тӗттӗм пулса тӑчӗ, ку лайӑх та пулчӗ-ха тепӗр тесен, кунта лара-лара, вӑхӑтран вӑхӑта чӳрече ҫине пӑхма ҫӳрени аван та мар-ха.

Сасартӑк Катя хапхаран тухрӗ те Садовой тӑрӑх васкамасӑр утрӗ.

Мӗн тесен те вӑл килне каять. Анчах вӑл питех васкаса каясшӑн марччӗ пуль-ха килне, унта ҫитиччен шухӑшламалли пурах-ха унӑн. Утнӑ май шухӑшласа пырать вӑл, эпӗ ун хыҫҫӑн утатӑп, ҫав тем пысӑкӑш хулара та эпир иксӗмӗр кӑна — Катя та эпӗ, ун хыҫҫӑн пыраканни, анчах вӑл мана курмасть. Трамвайсем кӗмсӗртеттерсе янратаҫҫӗ, площадь тӗлне тухсан, машинӑсем хӗрлӗ светофор вутне курсан, хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑртаҫҫӗ. Ҫапла асар-писерӗн шав тӑнӑ чух шухӑшламашкӑн та кансӗр пек туйӑнать мана — мӗн кирлине те шухӑшласа илеймӗн! Мӗн кирли вӑл мана та, капитана та, вӑл чӗре пулнӑ пулсан, Мария Васильевнӑна та, — енчен вӑл та чӗрӗ пулсан, — кирлӗччӗ, тӗрӗс шухӑшлани пуриншӗн те, — чӗррисемшӗн те, вилнисемшӗн те кирлӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех