Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.07 19:00

Пуплевӗш: 207; Сӑмах: 1488

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ырӑ каҫ пултӑр!

Володя «джунглирен» таврӑннӑ тӗле ҫанталӑк тӗттӗмленме те пуҫларӗ. Совхозра карта тытса ҫавӑрнӑ вӑрман лаптӑкне ҫапла ят панӑ иккен. Унта тискер кайӑксем ирӗкрех ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Пуринчен ытла тилӗсем пурӑнакан пӗчӗк ҫуртсем Володьӑна кӑмӑлне кайнӑ.

— Лайӑх, — терӗ Володя, хӑй тӗлӗннине палӑртас мар тесе, лӑпкӑнрах кӑна. — Вӗсем ҫынсем пекех пурӑнаҫҫӗ. Ирхи апат ҫиеҫҫӗ, унтан канаҫҫӗ, ачисем выляҫҫӗ, мӑннисем, хӑшпӗрисем, хӑнана ҫӳреҫҫӗ.

Валя мана хай патӗнче ҫӗр выртса кайма ӳкӗтлерӗ, эпир вара тухтӑра Володя киле пӗчченех таврӑнать тесе телефонпа пӗлтертӗмӗр.

Заполярье — шавлӑ хула. Паллах ӗнтӗ, — унта машинсем ытлашшипех варкӑшса ҫӳремеҫҫӗ. Анчах та хӑшпӗр самантсенче, пер вӑхӑтрах урамра автомобильсем, пӑлансем, лашасем, ҫунана кӳлӗннӗ йытӑсем пӗр-пӗрне хӑваласа ирте-ирте каяҫҫӗ. Вӑрман завочӗсенче пӑчкӑ чӑрлатса тӑрать. Ҫак чӑрлатакан сасӑ вара кунӗн-ҫӗрӗн хӑлхаран тухма пӗлмест. Юлашкинчен ҫакна туйми пулатӑн, анчах та пуҫра, таҫта инҫетре-инҫетре, пурпӗрех пӑчкӑ сасси пӗр вӗҫӗмсӗр ҫарӑлтатса тӑрать.

Кунта, совхозра, шӑп. Эпир вӑрманта чылайччен уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр, унтан хир чӑххи тытмалли капкӑн лартакан Павел Петровича тӗл пултӑмӑр, унпа вӑрахчен вӑрман, Карск, ҫанталӑк ҫинчен калаҫрӑмӑр.

— Валентин Николаевич, Дон-Карлоса паян та хӑвӑр патӑртах ҫывӑрттаратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл. Ку ӗнтӗ кулӑшла пек те, кӑмӑллӑ пек те туйӑнчӗ. Ара мӗнле пултӑр-ха тата ҫавӑн пек ватӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, икӗ сӑмсаллӑ арҫын Валькӑна Валентин Николаевич, тет те унпа чӑн-чӑн старший ученӑй специалистпа калаҫнӑ пекех кӑмӑллӑн калаҫать. Дон-Карлос тесе сивӗрен хӑракан тилле калаҫҫӗ иккен.

Эпир Валя патне таврӑнтӑмӑр, пӗрер черкке пушатрӑмӑр, вӑл мана хӑй чӑнахах та ҫур ҫул хушши совхозран ниҫта та тухса курманни ҫинчен каласа пачӗ. Ӗҫӗ интереснӑй унӑн: вӑл сӑсар хырӑмне касса пӑхнӑ, вӗсем мӗн ҫисе пурӑннине пӗлнӗ. Унӑн хӑйӗнех темиҫе хырӑм пулӑ, тата тепӗр икҫӗрӗшне ӑна пӗр заповедник панӑ. Вал вара тӗлӗнмелле интереснӑ япала пӗлнӗ: пӗчӗк тискер кайӑксене тытса тирне хатӗрленӗ чухне бурундуксене тытмалла мар иккен, сӑсар пуринчен ытла вӗсене ҫисе тӑранса пурӑнать-мӗн.

Эпӗ вӑл калаҫнине пӗр чӗнмесӗр итлесе лартӑм. Эпир ҫак пушӑ пӳрте пӗр-пӗччен ҫын пурнакан аслӑ та таса мар, пуш-пушӑ пӳлӗмре пӗр хамӑр ҫеҫ лартӑмӑр.

— Интереснӑ, — терӗм эпӗ Валя калаҫма чарӑнсан. — Апла, сӑсар бурундук ҫисе пурӑнать эппин. Вӑйлӑ! Сана, пӗлетни, пуринчен ытларах мӗн кирлӗ? Пӗлетни, мӗн тумалла санӑн? — Авланмалла!

Валя куҫне мӑчлаттаркаларӗ, кулса ячӗ.

— Ма ун пек шутлатӑн-ха эсӗ? — татсах калаймарӗ вӑл.

— Мӗншӗн тесен эсӗ йытӑ пек пурӑнатӑн. Пӗлетни, сана мӗнле арӑм кирлӗ пулать? Сан патна лабораторие бутерброд тавраш кӳрсе тӑраканни, сана хӑйне пӑхтарас тесе ытлашши хыпса ӳкекенни ан пултӑр.

— Э, эсӗ темӗн те калӑн, — мӑкӑртатрӗ Валя. Мӗнех вара! Вӑхӑт ҫитсен авланӑп та. Ман халӗ диссертаци хӳтӗлемеле, вара эпӗ ирӗклӗ ҫын пулатӑп. Эпӗ вӗт кӗҫех Мускава таврӑнатӑп. А эсӗ?

— Эпӗ мӗн?

— Эсӗ мӗншӗн авланмастӑн?

Эпӗ чӗнмерӗм.

— Ман пирки — урӑх сӑмах. Манӑн урӑх пурнӑҫ. Эпӗ, куратӑн, мӗнле: паян кунта, ыран — ҫичҫӗр минре. Манӑн авланма юрамасть.

— Ҫук, санӑн та авланмаллах, — хирӗҫлерӗ Валя, — итле-ха, — кӗтмен-туман ҫӗртенех хавхаланса кайрӗ вӑл, — астӑватӑн-и, эсир ман пата пӗрре зоопарка пынӑччӗ, Катя хӑйӗн хӗр тантӑшӗпеччӗ? Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? Ҫӳлӗскер, вӑрӑм ҫивӗтлӗскер.

Унӑн пит-куҫӗ темле пӗчӗк ачанни пекех кӑмӑллӑ пулса кайрӗ, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ирӗксӗрех кулса ятӑм.

— Пӗлетӗп! Кирен! Чӑн та, илемлӗ хӗр!

— Ҫав тери, — терӗ Валя, — ҫав тери…

Вӑл мана хӑйӗн кравачӗ ҫине сарса парасшӑн пулчӗ, анчах та эпӗ сартармарӑм, урайне выртрӑм. Койкӑсем тем чухлехчӗ, анчах та эпӗ урайӗнче ҫывӑрма юрататӑп. Выртсан ҫӳлӗ пӳлӗм тата ҫӳлӗрех курӑна пуҫларӗ. Эпӗ: «Охо!» терӗм. Валя мана выртма кансӗр пулӗ тесе, пӑшӑрханма тытӑнчӗ. Анчах та мана выртма ҫав тери канлӗ пулчӗ — ҫӳлте пӗлӗт, темле лӑпкӑ пӗлӗт курӑнать унта та йӗри-тавра шурӑ юр сарӑлса выртнӑ пек, вӑрман пур пек туйӑнать. Мӗн тери ырӑ ҫав пӗлӗт ҫине пӑхса калаҫса выртма! Ыйӑх килмест.

Мӗн-мӗн ҫинчен кӑна калаҫмарӑмӑр эпир! Вальӑн чӗрӗпне, университета ҫирӗм пус укҫалла сутнӑскерне те аса илтӗмӗр. Унтан каллех Кораблев ҫинчен пуҫларӑмӑр.

— Пӗлетӗн-и эсӗ, — терӗ сасартӑк Валя, — тен, эпӗ, чӑнах та, йӑнӑшатӑп пулӗ, — ман шутпа вӑл Марья Васильевнӑна кӑштах юратса пӑрахнӑ пек туйӑнать. Мӗн шутлатӑн эсӗ?

— Пулӗ те.

— Тӗлӗнсе кайӑн ҫав. Пӗррехинче эпӗ ун патне кӗретӗп те сӗтелли ҫинче Марья Васильевна сӑнӳкерчӗкӗ тӑра парать. Манӑн тепӗр кунхине Татариновсем патне каймаллаччӗ, эпӗ темскер ыйтрӑм та пулас, вӑл сасартӑк Мария Васильевна ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Унтан чарӑнчӗ, пичӗ те унӑн темле… Эпӗ вара темле ырӑ мар япала пулнине сиссе илтӗм.

— Валька, пӑрах-ха тархасшӑн палкама! — терӗм эпӗ, тарӑхса. — Чӑнах та, халиччен те пӗлейместӗп-ха эпӗ, ӑҫта пурӑнатӑн эсӗ? Кӑштах юратса пӑрахнӑ! Вӑл унсӑр пурӑнма пултараймастчӗ. Ара вӗт пӗтӗм ҫав истори санӑн куҫу умӗнче пулса иртнӗ. Ну, ун чухне эсӗ ҫӗленсемпе аппаланнӑ-ҫке-ха. Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ!

— Авӑ мӗнле иккен! Эх, мӗскӗн!

— Ҫапла, мӗскӗн вӑл.

Эпир калаҫма чарӑнтӑмӑр. Унтан эпӗ:
— Эсӗ Татариновсем патӗнче час-часах пулакалаттӑнччӗ-и? — тесе ыйтрӑм.

— Часах мар. Пурӗ те виҫӗ хутчен анчах пулнӑ.

— Мӗнле пурнаҫҫӗ вӗсем?

Валя чавси ҫине тӗренсе, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Эпӗ, ҫак сӑмахсене пит лӑпкӑ каларӑм пулин те, вӑл тӗттӗмре те ман ҫине пӑхасшӑн пулчӗ курӑнать.

— Пырать, Николай Антоныч халӗ ӗнтӗ профессор…

— Авӑ мӗнле! Мӗн вӗрентет вӑл?

— Педологи, — терӗ Валя. — Шантарсах калатӑп сана, ҫав тери ятлӑ профессор… Тӳррипе каласан…

— Мӗн?..

— Ун пирки йӑнӑшнӑ пулӗ эсӗ.

— Чӑнах-и?

— Ҫапла, ҫапла, — татса каларӗ Валя. — Ун пирки йӑнӑшнӑ эсӗ! Пӑх-ха эсӗ, хӑй вӗрентнӗ ачасене мӗнле хисеплет вӑл. Вӗсем тесен вӑл вута-шыва кӗме хатӗр. Ромашов каласа пачӗ мана пӗлтӗр…

— Ромашов? Вӑл ӑҫтан тупӑннӑ тата?

— Мӗнле ӑҫтан пултӑр? Вӑл ертсе кайрӗ те ӗнтӗ мана унта.

— Вӑл ҫаплах Татариновсем патне ҫӳрет-и-ха?

— Вӑл-и? Вӑл Николай Антонычӑн ассистенчӗ. Вӑл унта кун сиктермесӗр ҫӳрет. Тӗрӗссипе, вӑл унта чи ҫывӑх ҫын вырӑнӗнче шутланать.

— Тӑхта, мӗн калатӑн эсӗ? Ӑнланаймастӑп эпӗ. Ромашка-и?

— Ҫавӑ ҫав, — терӗ Валя. — Анчах та ӑна халӗ никам та ун пек чӗнмест, ӑнлантӑн-и? Сӑмах майӗн каласан, ман шутпа, вӑл Катьӑна качча илесшӗн курӑнать.

Темскер мана пуҫран ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ, эпӗ вырӑн ҫинчен тӑрса, урасене хуҫлатса лартӑм. Валя та крават ҫине тӑрса ларчӗ, ман ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхрӗ.

— Мӗн? — ыйтрӗ вӑл, — Ах, ав, мӗнле иккен-ха! Шуйттан мурӗ! Эпӗ мансах кайнӑ!

Вӑл мӑкӑртатса илчӗ, анраса кайса ункун пӑхрӗ, крават ҫинчен анчӗ.

— Качча илесшӗнех мар та…

— Ҫук, ҫук, каласа пӗтерех ӗнтӗ, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна.

— Мӗн каласа пӗтермелли пултӑр? — мӑкӑртатрӗ Валя. — Эпӗ сана нимӗнех те каламарӑм вӗт. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп ҫеҫ, анчах мӗн-мӗн шухӑшламастӑп пулӗ эпӗ! Тепӗр чухне манӑн пуҫа темле шухӑш та пырса кӗрет, хам та тӗлӗнсех каятӑп.

— Валя!

— Пӗлместӗп эпӗ, — тарӑхса кайрӗ Валя. — Мӗн эсӗ ман ҫумма ҫыпӑҫрӑн, выльӑх? Маншӑн вӑл ҫавӑн пек туйӑнать кӑна, — тепӗр чух мана мӗн-мӗн туйӑннине шуйттан пӗлсе пӗтерес ҫук. Эсӗ мана ӗненмесен те пултаратӑн. Ӗҫӗ те пӗтрӗ!

— Эппин Ромашов Катьӑна качча илесшӗн?

— Ҫук! Шуйттан мурӗ! Сана каланӑ вӗт ӗнтӗ ҫук тесе. Апла мар! Вӑл яка тумланса ҫӳреме тытӑнчӗ, ҫав анчах!

— Валя!

— Урӑх нимӗн те пӗлместӗп, тесе тупа тӑватӑп.

— Санпа калаҫрӗ-и вӑл?

— Калаҫнӑ пултӑр эппин. Сӑмахран, вӑл мана вунвиҫӗ ҫултан пуҫласа укҫа пухнине; халӗ ҫав укҫана ҫур ҫул хушшинче пӗтӗмпех салатса янине каласа пачӗ, — ку та вара, сан шутпа, ҫавнах пӗлтерет-и? Э?

Эпӗ урӑх итлемерӗм ӑна. Эпӗ урайӗнче выртатӑп, пӗлӗт ҫинелле пӑхатӑп, ҫакӑ вӑл маншӑн таҫта хӑрушӑ ҫӗрте выртнӑ пек, ман пуҫ тӑрринче пӗтӗм тӗнче шавласа, калаҫса тӑнӑ евӗр туйӑнса кайрӗ. Эпӗ пур ҫав питӗ тарӑн шӑтӑкра пӗр пӗччен выртатӑп. Манӑн кунта никама пӗр сӑмах калама та май ҫук пек. Тӳпе тӗттӗмех-ха, ҫӑлтӑрсем те курӑнаҫҫӗ, анчах та таҫтан аякран тӗксӗм? ҫутӑ пайӑрки курӑнма пуҫларӗ. Эпӗ вара, ҫӗрӗпех калаҫса выртрӑмӑр пулӗ, тесе шухӑшларӑм. Ака ӗнтӗ калаҫса татӑлтӑмӑр та!

— Ырӑ каҫ пултӑр!

— Ырӑ каҫ пултӑр! — персе ятӑм эпӗ, хам сисмесӗрех.

Эх, ку иккенне пӗлнӗ пулсан, Володьӑпах каймаллаччӗ иккен. Темскер манӑн мӑйӑмран пӑврӗ, эпӗ тӑрса урама тухас тесе те шухӑшларӑм, анчах та, вырӑн ҫинчен хӑпаймарӑм, ӳпне ҫӑврӑнса, питӗме аллӑмсем ҫине хурса выртрӑм. Авӑ мӗнле иккен, авӑ мӗнле! Ку ӗнен — меллӑ мар япала, анчах та ӑна пӗр самантлӑха та манма юрамасть. Ромашкине пӗр хӑйне кӑна ӗненместӗп, ара епле-ха вӑл Катьӑпа пӗрле пулма пултартӑр. Кӑна вара манӑн пӗрре те ӗненес килмест. Мӗншӗн-ха эпӗ Катя хама халичченех асӑнса пурнать тесе шутланӑ-ши? Ара вӗт эпир унпала миҫе ҫул хушши курнӑҫман.

Эпӗ выртатӑп, шухӑшлатӑп, пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар, мӗн аса килет, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп. Валя ҫӗрле хай ҫине пӑхнине юратманнине, Кораблев «тен юратса пӑхас пулсан?» тесе ыйтнине, унтан кулнине те аса илтӗм эпӗ. Унтан каллех Катя ҫинченех шухӑшларӑм пулас. Сасартӑк эпӗ ӑна мар, ӑна курсассӑн яланах чун-чӗрем ҫав тери ҫӗкленсе кайнӑ самантсене аса илтем. Пуринчен ытларах манӑн ҫак самантра ҫыврассӑм килчӗ, анчах та эпӗ ниепле те куҫа хупма пултараймарӑм. Ҫаплах пӗлӗт ҫинелле тинкерсе пӑхса выртрӑм. Пӗлӗт ерипен-ерипен ҫуталма пуҫларӗ.

Валя ҫыврать, тен, вӑл эпӗ тӑрса тухас пулсан, вӑранма та пултарӗ. Анчах та манӑн унпа текех калаҫас килмест, ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ ҫаплах-ха вырӑн ҫинче пӗрре ӳпне, тепре месерле, унтан ӳпне, унтан каллех месерле ҫаврӑна-ҫаврӑна выртатӑп.

Унтан — ку вӑл ирпе пӗр ҫичӗ сехетсенче пулчӗ курнать — телефон шӑнкӑртатрӗ. Валя ыйхӑран вӑранса вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ, витӗнкӗҫе хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе, юнашар пӳлӗме чупрӗ.

— Итлетӗп. Сана чӗнеҫҫӗ, — терӗ вӑл, тепӗр самантран таврӑнса.

— Мана-и?

Эпӗ кӗрӗке уртса ятӑм та телефон патне утрӑм.

— Саня! — тухтӑр калаҫать-мӗн. — Ӑҫта кайса ҫухал-тӑн эсӗ? Эпӗ окрӗҫтӑвкомран калаҫатӑп. Трубкӑна паратӑп.

— Итлетӗп, — терӗм эпӗ.

— Григорьев юлташ, — терӗ тепӗр сасӑ. Ку — Заполярьенчи НКВД уполномоченнӑй иккен. — Ҫав тери хӑвӑрт ӗҫ пур. Сирӗн Павлов тухтӑрпа пӗрле Ванокана вӗҫсе каймалла пулать. Эсир Ледкова пӗлетӗр-и?

— Пӗлмесӗр ара! Вӑл вӗт окрӗҫтӑвкомӗн членӗ. Ҫурҫӗрти чи кӑмӑла кайнӑ ҫынсенчен пӗри. Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.

— Суранланнӑ вӑл, ӑна халех пулӑшу памалла. Эсир хӑҫан вӗҫсе тухма пултаратӑр?

— Тепӗр сехетрен, — ответлерӗм эпӗ.

— Эсир, хӑҫан, тухтӑр?

Тухтӑр мӗн каланине эпӗ илтеймерӗм.

— Инструментсем пурте хатӗр-и? Питӗ аван, тепӗр сехетрен эпӗ сире аэродромра кӗтетӗп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех