Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Улттӑмӗш пай. Катя Татаринова каласа пани. Ҫамрӑклӑх хунать

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.12 16:17

Пуплевӗш: 96; Сӑмах: 1350

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Хӗлле

Ноябрьте эпӗ хула таврашӗнчех Мускав шывӗ хӗрринче пӗр пӗчӗк хваттер илтӗм. Вальӑпа Кира иккӗшӗ те мансӑр вӗсен килйышлӑ пурнӑҫӗ ӑнӑҫас ҫук терӗҫ те, Александра Дмитриевна та хама вӑрттӑн чӗнсе илсе: халӗ ӗнтӗ эпӗ те каятӑп, терӗ, мӗншӗн тесен эпӗ кунта «мӗнле пулсан та ҫав кӗмӗл тӗслӗ тилӗсене пӳлсе тӑраканни» пулнӑ имӗш, Валя ӑна мансӑр йӑлтах пӗтерет ӗнтӗ терӗ, эпӗ ҫапах кунта юлма килӗшмерӗм, хваттер илсенех куҫса кайрӑм.

Мана панӑ пӳлӗм ҫӗнӗ ҫуртра, ҫурчӗ вара пилӗк хутлӑскер, ирӗк ҫӗрте хӑй кӑна та, питӗ илемлӗ. Рабочисем халь кӑна-ха — каяйман та иккен-ха, картишне тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ; голландски сыр тӗслӗ ваннӑсем пусма ҫинчех-ха, унта-кунта сӑрӑ тултарнӑ витресем манӑҫса юлнипех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Халӗ ӗнтӗ хула таврашӗнчи В. патне метропа кайсан вунӑ минутра ҫитме пулать, ун чухне трамвайпа кая-кая вӑхӑта пӗр сехет ытла ахалех ирттермеллеччӗ. Халӗ В. Мускав хулинех кӗрет, ун чухне ку салху вырӑнччӗ-ха, пирӗн пӗр-пӗччен ларакан пӳрт вара хӑлтӑр-халтӑр дача ҫурчӗсен ҫумӗнче темӗнле вырнаҫусӑр пек курӑнатчӗ, хӑйне ҫеҫ пӳлсе хурасах килетчӗ.

Анчах ҫуртпа кӑна мар, пӳлӗмӗпе те мухтанма пултараймастӑм эпӗ. Пӗр енчен ҫеҫ пӳлӗм питӗ лайӑх — кунтан Мускав шывӗ ытарма ҫук илемлӗн курӑнать, хӗлле те вӑл пит илемлӗ, уйрӑмӑнах каҫ-кӳлӗм, ӗнтрӗк ҫути таҫтан инҫетрен килет те кӗрт хыҫӗсенче ҫаврака таса мӗлкесем пула-пула тӑраҫҫӗ. Вара эпӗ Поляр ункин леш енчи пӗчӗкҫӗ порт хулине курнӑ пек пулатӑп, унӑн йывӑҫ ҫуртлӑ урамӗсем тӑрӑх кӳлнӗ пӑлансем ҫӳреҫҫӗ. «Пӑланӗсемпе юнашарах, — ҫырать Саня, — вӑрман турттармалли машинӑсемпе автомобильсем, лашасемпе кӳлекен йытӑсем ӑмӑртса чупаҫҫӗ те куҫ умӗнче вара — родовой стройран пуҫласа социализмлӑ культурӑна ҫити пӗтӗм этемлӗх историйӗ иртнӗн курӑнать. Халь ҫӗнӗ хула тӑватпӑр, кунта пур ҫӗрте те, пура ҫине пура, урам тулли турпас, аэропорт управленийӗ те виҫӗ хутлӑ «холлӑ» ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗ — каҫсерен эпир ҫав «холлта» ларатпӑр та Вольтера вулатпӑр. Ҫак «хальхи вӑхӑтри» автора пирӗн пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ, унӑн произведенийӗсенчи цитатӑсемпе стена хаҫачӗсем ҫине ҫыраҫҫӗ. Сан ҫинчен эпӗ ытла нумай шухӑшлатӑп та ытти ӗҫе тума ӑҫтан ӗлкӗрнине те пӗлместӗп. Ытти ӗҫсем те, паллах ӗнтӗ хӑш таран та пулин темле майпа сан ятупа ҫыхӑнать, вӗҫнӗ чухне вара мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлатӑн-и е юрласа яран та каллех шухӑшлатӑн — ялан сан ҫинчен…»

Ҫав хӗл эпӗ укҫаран ҫаплах татӑк тӑркаларӑм, укҫа мана Уфаран ярса тӑратчӗҫ, Пушкӑртсен геологи управленийӗ ҫавӑнтах тӑратчӗ, укҫине текех кая юлса яратчӗҫ. Хӑшпӗр чухне вара вӗсемпе телеграмсем ярса та вӑрҫма тиветчӗ. Унсӑр пуҫне тата манӑн ниҫта апатланмалли те ҫукчӗ, килте хамшӑн ҫеҫ пӗҫерме ӳркенеттӗм. Пӗр сӑмахпа каласан, эп чурӑслансах кайрӑм, пӗррехинче тата праҫниксенче тӑхӑнмалли пурҫӑн кӗпеме виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн лартӑм та ҫиленнипе йӗре пуҫларӑм. Хӗл иртсе пырать, эпӗ ҫак хӗл хушшинче пӗрремӗш хут Вахтангов театрне кайса «Этем комедине» курма хатӗрлентӗм те манӑнни пек темле хӳреллӗ кивӗ модӑллӑ платьене ҫӗр ҫул ӗнтӗ никам та тӑхӑнманнине асӑрхарӑм. Унтан платьене урӑхлатас тесе эпир Кирӑпа темӗн ҫӗлесе те кӗскетсе аппалантӑмӑр. Анчах каҫ ҫаплах кӑмӑла каймалла мар пулса тухрӗ.

Ҫав хӗле эпӗ ытла та пӗччен ирттертӗм, ман патӑмра пулакан хӑнасенчен Ромашов кӑна пуринчен ытларах ҫӳренӗ пулас. Халь ӗнтӗ вӑл мана вӗлеретӗп тесе каланине ӗненмешкӗн те йывӑр. Кирек хӑҫан та вӑл хисеплӗн те лӑпкӑн килет, капӑр тумланать, вӗҫкӗнтерех те тумланать пулас-ха, манпа калаҫнӑ чух пӗр тикӗсӗн, институтра хӑй лекцийӗсене вуланӑ чухнехи сассипе пулӗ, калаҫать вара…

Пӗррехинче вӑл питӗ ӗшенсе килчӗ, хӑй ҫимен пулнӑ.

— Чей ӗҫетӗр-и, Миша? — терӗм эпӗ.

Вӑл ахальтен ҫеҫ тав турӗ, чей ӗҫме килӗшмерӗ. Унпа вӑл ӗҫрен пуҫне урӑх нимӗн ҫинчен те калаҫас ҫуккине кӑтартасшӑнччӗ пулас вӑл, ӗҫ ҫинчен тесен — пулас экспедици ҫинчен, ун пирки мӗн тивни ҫинчен сӑмах пырать.

Мӗне кирлӗ иккен ӑна ҫав ӗҫ? Паллах ӗнтӗ, ҫав ӗҫ мана тивет-ҫке, эппин уншӑн та «ҫав ӗҫ пули-пулми пулма пултараймасть». Анчах кунта мӑнкӑмӑллӑх та пур вара, эпӗ ӑна хирӗҫ пулса хамран сивӗтнӗшӗн вӑл нимӗн чухлӗ те ӳкӗнӗҫе илмен пек тӑвать. Унӑн планӗ пирки иккӗлентерекен сӑлтав та ҫук: тӑрлавсӑр та кӑткӑс интригӑсене пула авланса, мана качча илесшӗн. Хӑй те вӑл тӑрлавсӑр, ҫавӑнпа пӗрлех кӑткӑс ҫын та — ҫавсем унӑн ачалла тӑраткаланса тӑракан хӑлхаллӑ питкуҫне пӑхсанах курӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтах тата темле хӑрушлӑх та вӗлтлетсе иртет. Ахальтен мар иккен Иван Павлович теплерен ҫапла ӑна питӗ кӑткӑс ҫын терӗ, мӗн тесен те чунне канӑҫ кӑтартмасса пултараканскер вӑл.

Анчах ун чунӗ ҫумӗнче ман ӗҫӗм те сахал.

Сасартӑк Главсевморпутинче экспедицие шырас ӗҫе Саньӑна шансах кайманни курӑнчӗ. Саня ҫамрӑкрах иккен-ха, халиччен нумай ӗҫленӗ пулин те Ҫурҫӗрте пайтахранпах мар-ха вӑл. Ӑна ӗҫе юратса тӑвакан лайӑх пилот теҫҫӗ, анчах ҫакӑн пек пысӑк ӗҫе туса ҫитерме пултарӗ-ши вӑл, кунта вӗт организацилеме те пысӑк ӑсталӑх кирлӗ теҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, мӗнле ҫын вӑл, теҫҫӗ, темле пӗр журналта ӑна Поляр ӗҫӗнче чапа тухнӑ Н. А. Татаринова, капитан ашшӗпе пӗр тӑванӗн ывӑлне, элеклет тесе ятланӑ тесе те аса илеҫҫӗ.

Эпӗ вара ҫинчех тӗрӗссине тӳррӗн ҫырма журнал редакцине сӗнтӗм, экспедиципе шыракан партире ултӑ ҫын пулать иккен те, вӗсене организацилес ӗҫ ытла йывӑрах мар ӗнтӗ, Татаринов капитана шырамашкӑн ҫав ӗмӗтпе мӗн ҫамрӑкран хавхаланакан ҫынна хушма ыйтрӑм, вӑл ӗҫе урӑх никама та шанса памалла мар терӗм.

Ромашов пӗлетчӗ ӗнтӗ ҫав ӗҫ пирки. Вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланӑ, мӗскере шаннӑ — ыйтса тӑмарӑм эпӗ, вӑл та ун ҫинчен калаҫмарӗ. Анчах эпӗ нумай пӗлсе ҫитнӗ кун та ҫитрӗ.

Экспедици пулас пулсан, эпӗ Саньӑпа пӗрле Ҫурҫӗр ҫӗрне каясси пирки ним чухлӗ те иккӗленмӗттӗм. Ун ҫинчен Главсевморпути начальникне те ҫырса пӗлтертӗм эпӗ, хам геолог майӗпе усӑ та кӳнӗ пулӑттӑм терӗм. Кадрсен секторӗнчен часах ответ илтӗм; отвечӗ пачах хам кӗтнӗ пек пулмарӗ: пӗр-пӗр номер станцийӗнче ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ мана — вырӑнне хам суйласа илмелле — ҫавӑн пирки калаҫма Главсевморпутине пыма сӗнчӗҫ.

Ҫав кунхине эпӗ киле питӗ каҫа юлса таврӑнтӑм. «Хулара» пулнӑ чух каҫа юласси пӗрмаях пулатчӗ — пусма тӑрӑх хӑпарнӑ вӑхӑтра ҫеҫ кайнӑ чух алӑка питӗрсе хӑварма манни ӑшӑма кӗрӗпех кӗчӗ. Такам ҫӳретчӗ ман пӳлӗмре — мӗн тесен те вӑрӑсем ӗнтӗ. Анчах вӑрӑсем мар иккен. Ромашов пулнӑ ман патӑмра, эпӗ кӗрсенех вӑл чарӑнса тӑчӗ, вӑл ытла пӑшӑрханса ӳкнине эпӗ ҫинчех сиссе илтӗм.

— Ку ҫырӑва вуласа тухрӑм эпӗ, — терӗ вӑл сывлӑх-мӗн сунмасӑрах. — Эсир экспедиципе каясшӑн иккен-ха, ак мӗскерле!

Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ӑна шкулта чухне «тӑмана» тесе мӑшкӑлланине ирӗксӗрех асама илтӗм. Куҫӗсем ҫап-ҫаврака унӑн, ҫак самантра. вӑл каснӑ-лартнӑ тӑманаччӗ ӗнтӗ. Анчах ку вара «Ак мӗскерле!» тесе кӑшкӑракан самай пысӑк тӑманаччӗ; эпӗ аран сывлӑш ҫавӑрса илтӗм.

— Мӗншӗн вулатӑр-ха эсир ҫын ҫыруне? — ыйтрӑм эп сассӑма ҫӗклетмесӗрех. — Ун пек юрамасть, Миша.

— Эсир манран пытарса тӑратӑр иккен! Хӑвӑр манран вӑрттӑн кайма хатӗрленетӗр!

— Миша, мӗн эсир, ӑсран каймарӑр-и? Ман ыйтса тӑмалла мар-и тата сирӗнтен?

Вӑл сасартӑк темле нӑшӑклатрӗ, — те кулса ячӗ, те йӗрсе ячӗ.

— Сире кирлӗ пулсан, эп ӑна хамах тӑвӑп — ҫӳхе сассине янратрӗ вара. — Юрӗ, эсир кайӑр эппин!

Эпӗ сӑмах чӗнмесӗр тӑтӑм. Ман ӑна темшӗн кӳрентерес килмерӗ.

— Мӗншӗн чӗнместӗр эсир?

— Ман сирӗнпе калаҫас та килмест.

— Катя, Катя!

— Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ лӑпкӑнах, — хӑвӑра мӗн кирлине пӗлетӗр-и эсир? Канмалла сирӗн. Эсир ытла ывӑнса ҫитнӗ. Мӗншӗн эсир манӑн Мускаврах юлмалла тетӗр-ха?

— Юлмалла ҫав.

Манӑн кулассӑм та килчӗ, анчах вӑл ман паталла ура ярса пусрӗ те, сӑнарӗ вара хӑйӗн мана халех ҫапса ярассӑн курӑнчӗ.

— Эппин акӑ мӗн, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗм эпӗ, хӑватӑм ҫитнӗ таран лӑпкӑн пулма тӑрӑшса, — ӑҫта-ха сирӗн шӗлепкӗрпе пальто?

— Катя! — тарӑхсах мӑкӑртатрӗ хайхискер.

— Акӑ сире «Катя». Хам кунтах юлатӑп пулин те сирӗн ӗмӗтӗре пӗлетӗп эпӗ. Эсир, чӑнах та, ухмаха тухнӑ пулӗ, анчах ку маншӑн инкек мар-ха. Ну-с?

Вӑл чӗнмесӗрех пальтӑвӗпе шӗлепкине тӑхӑнчӗ те тухса кайрӗ.

1935-мӗш ҫулхи кӗркунне экспедици тӑвас пирки сӑмах татрӗҫ-татрӗҫех. Паллӑ полярник В. профессор хаҫатра статья та пичетлесе кӑларчӗ. Унта вӑл «Татаринов экспедицийӗн материалӗсене тупайсан Арктикӑна вӗренес ӗҫре вӗсем халӗ те пулӑшнӑ пулӗччӗҫ» тесе ӗнентерет, Климов штурманӑн дневникӗсене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тытнӑ иккен вӑл ку шухӑша. Вӑл апла шутлани мана хама та ытла хӑюллӑ пек туйӑнчӗ. Анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тӳрре килчӗ — ҫакӑ шӑпах ӗнтӗ Саня проектне йышӑнтармалли ӗҫре пысӑк усӑ кӳчӗ те. Ӗҫӗ акӑ мӗнле тӑрать иккен-ха: «Св. Мария» 1912-мӗш ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914-мӗш ҫулхи апреле ҫитиччен тинӗсре епле куҫса пынине карттӑ тӑрӑх сӑнаса пӑхнӑ май, В. профессор ҫав широтара 64° долготара халиччен этеме паллӑ пулман ҫӗр пур тесе шухӑшлать. В. профессор хӑй кабинетӗнче ларсах ӑсӗнче ҫеҫ шутланипе 1913-мӗш ҫулхи навигаци вӑхӑтӗнче ҫав ҫӗре тупрӗҫ. Вӑл ҫӗр, чӑн та, пысӑк мар, Арктикӑри типӗ ҫӗр татӑкӗ ҫеҫ, юхса ҫӳрекен пӑрсем хушшинче аташса кайнӑ салху ҫӗр кӑна ҫапах та Совет Арктикин картти ҫинчи тепӗр «шурӑ пӑнчӑ» хуралчӗ-ха, вӑл ӗҫе тумашкӑн «Св. Мария» куҫса пынин картти пулӑшрӗ.

Саня проектне йышӑнтарас текен тата ытти сӑлтавсем кирлӗччӗ-ши, пӗлместӗп, мӗнле пулсан та «Ҫурҫӗр-Ҫӗрне вӗренмелли инҫетри экспедици ҫумӗнчи шыракансен партине» килес ҫулхи навигаци планне кӗртрӗҫех. Ҫуркунне Саня Ленинграда ҫитмелле, Ленинградра эп унччен малтан пӗрре те пулманччӗ-ха, Саньӑпа иксемӗр Ленинградра тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех